Шырав
Шырав ĕçĕ:
Якорь сӑнчӑрӗсем янӑрани, япала турттаракан вагонсем пӗр-пӗринпе ҫапӑнса кӗмсӗртетни, ҫул ҫине сарнӑ чул ҫинче таҫтан ӳкекен тимӗр листисем йынӑшса чанкӑртатни, йывӑҫ каскисем тӳплетсе ӳкни, извозчиксен ураписем шӑлтӑртатни, пӑрахутсем хыттӑн та ҫинҫен е хулӑн сасӑпа мӗкӗрсе ҫухӑрни, грузчиксем, матроссем, таможня салтакӗсем кӑшкӑрашни, — ҫак сасӑсем пурте, хӑлхана хупласа лартакан ӗҫлӗ кун музыкипе пӗтӗҫсе, гавань ҫинчи пӗлӗт айӗнче, аялта, пӑлхавлӑн чӳхенсе тӑраҫҫӗ; вӗсем патне ҫӗр ҫинчен ҫӗнӗрен ҫӗнӗ сас хумӗсем е хулӑнӑн кӗмсӗртетсе пӗтӗм тавралӑха сиввӗн кисрентереҫҫӗ, е вичкӗнӗн, янӑравлӑн хӑпарса — тусанлӑ вӗри сывлӑша таткаласа ҫураҫҫӗ.
Челкаш // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Панулми хуллен кусса кайрӗ, кӗҫех ҫӳлтен ҫаптарса ҫӗлетнӗ ҫанӑллӑ хулӑн алӑ усӑнчӗ, ман улмана ярса илчӗ, калушсем куҫкалама пуҫларӗҫ, ман хӑлхана хулӑн илтӗнекен хӗрарӑм сасси кӗчӗ: «Эккей, пӑхӑр-ха, пӗри панулми ӳкернӗ».
20 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Варя аппа хуҫалӑх комиссийӗччӗ — хӗрлӗ питлӗскер, хулӑн кӑна хӗр, ҫиптунисем те хулӑн — пӑтӑ валеҫсе парас тесе, аллине тытнӑ ҫӑпалипех уткаласа ҫӳретчӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Шӑмми-шакки тӗреклӗ, пӗвӗ вӑтам пӳрен ҫӳллӗрех, хырӑмӗ самаях хулӑн, урисем пӗр-пӗринчен чылай аякра тӑраҫҫӗ те ҫителӗклех ҫирӗп; пуҫӗ пысӑк, ҫамки ансӑртарах, анчах ытлашши ансӑрах та мар; сӑмси лаптакрах, сарлака та пуклак вӗҫлӗ, кӑвакрах тӗслӗн ҫутӑлса тӑрать; аялти тути, пӗтӗмӗшпе илсен, ҫӳлти тутинчен икӗ хут ҫурӑ хулӑнрах, анчах ытла кансӗрлемеллех хулӑн мар; пичӗ ҫинчи икӗ тарӑн пӗркеленчӗк — пурнӑҫра хура-шур курнипе пулнӑскерсем мар, ҫу пухӑнса кайнипе пулнӑ картлашкасем кӑна; кун пек пит ҫинче пысӑк куҫсем пуласса кӗтмелле, анчах та вӗсем пачах урӑхла, пӗчӗккӗ пулса тухнӑ, ҫӗрулми куҫӗсем пек тарӑн путса лараҫҫӗ, вӗсен тӗсне те уйӑрса илмелле мар, те тусанпа, те темскерпе витӗннӗ вӗсем.
Вунҫиччӗмӗш прохор, шуҫ ӑстисен королӗ // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
— Унтан та сахалтарах! — витӗмлӗн патлаттарчӗ хыҫалти ретрисенчен пӗри хулӑн сасӑпа.— Ажник того меньше! — веско бухнул чей-то бас из задних рядов.
4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Кӗпӳ аркине шӑлпа ҫыртасчӗ те, ларасчӗ чӗнмесӗр, — илтӗнчӗ тахӑшин хӑйӑлтатакан хулӑн сасси.Взяла бы подол в зубы да помолчала, — чей-то хриповатый басок.
4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ун чухне, каҫхи апат хыҫҫӑн, Яков Лукич енчӗкне кӑларчӗ, хулӑн ҫӑм чӑлха тӑхӑннӑ урине хӑй айне хуҫлатса хурса, арча ҫине хӑпарса ларчӗ, сӑмахне пуҫларӗ — темиҫе ҫул хушши чуна капланса тулнӑ тарӑхӑва пӗтӗмпех тӑкса пачӗ: — Мӗн калаҫмалли пур ӗнтӗ, Александр Анисимович?
3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ак сценка сире: Коваленко, яштак, ҫирӗп, мӑнттай этем, тӗрленӗ кӗпе тӑхӑннӑскер, урампа утса пырать, картуз айӗн тухса анакан ҫӳҫ муклашки ҫамки ҫине ӳкнӗ; хӑрах аллинче пӗр тӗрке кӗнеке, тепринче туратлӑ хулӑн туя.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Ку ҫын никам ҫӗнейми вӑйлӑ, мӗншӗн тесен ун аллинче кӗске те хулӑн туя — варрине тӑхлан шӑратса янӑ туя пур.Этот человек непобедимо силен, потому что у него в руках короткая толстая палка, налитая свинцом.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Пӗр сатур каччӑ, кӑтра ҫӳҫлӗскер, хулӑн пиншак тӑхӑннӑскер, сцена ҫинелле кӑтартса, салхуллӑ сасӑпа сӑмах калать.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Ҫаксем пурте куҫа курӑнми сасӑпа, туртӑнса таракан хулӑн хӗлӗх сассипе хутшӑнса каяҫҫӗ, эхер те ҫак шӑв-шава ҫын сасси кӗрсе каяс пулсан, вӑл хӑра-хӑра пӑшӑлтатса калаҫнӑ пек кӑна илтӗнӗччӗ.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Хурҫӑ-тимӗрӗн хӑйӗн ҫӗнтерӗвӗпе хавхаланнӑ хулӑн сасси, электричество хыттӑн ҫухӑрашни, металран ҫӗнӗ ҫулсем хывнӑ чух е чултан ҫӗнӗ стенасем купаланӑ чух ӗҫ шавӗ янӑраса тӑни — ҫаксем пурте, океан ҫинчи тӑвӑл вӗҫен кайӑк юррисене хупланӑ пек, ҫынсен сассисене хупласа хураҫҫӗ.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Тулта шарманка сасси килӗшӳсӗр хӑйӑлтатать, темле кӗвӗ ҫаврӑнӑшӗсем татӑк-кӗсӗкӗн илтӗннӗ пек туйӑнаҫҫӗ, хулӑн саслӑ ача хаваслӑн кӑшкӑрать, йытӑ ӳле-ӳле ярать, — Ленька, ҫав кӗвве итленӗ май, хӑй те шӑл витӗр хуллен ӗнерлесе юрлать.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Ҫивӗч хӗрарӑм вӑл! — терӗ вӑл, хурт-кӑшпанкӑ тултарнӑ курупкисене ҫӳлӗк ҫине йӗркипе хурса, — ҫӳлӗкне хулӑн хутран тунӑ, нӳрӗ кирпӗчсем хушшине ҫапнӑ пӑтасенчен ҫакса янӑ.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
— У-ю-юй, — терӗ вӑл мӑн ҫын пек хулӑн сасӑпа.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Ача ларакан ещӗкпе юнашар — тата тепӗр ещӗк, кӑна сарӑ хулӑн хутпа витнӗ, — вӑл ещӗк сӗтел вырӑнне пулас.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Амӑшне ҫӑнӑх миххине ҫавӑркаланӑ пек тыткаланӑ хушӑра эпӗ ачана сӑнарӑм, вӑл урайӗнче, чӳрече патӗнче ларать, ун умӗнче — хулӑн хӑмасенчен ҫапса тунӑ ещӗк, ещӗкӗ ҫине пысӑк саспаллисемпе: ОСТОРОЖНО Т-ВО Н. Р. и К° — тесе ҫырнӑ.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Нунча часран часах хӑйӗн хулӑн куҫхаршийӗсене пӗре-пӗре илекен пулчӗ, хӑш чухне тата, картла вылякан тепӗр юлташӗ ҫине унӑн мӗнле картне пӗлме тӑрӑшса пӑхнӑ пек, тутине ҫыртса херӗ ҫине куҫ хывса илет…
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Сар тутӑрли, яланхи пекех, чӗнмесӗр, мӑйне тӑсса, хӑй хырӑмне тинкерсе пӑхса ларатчӗ, анчах тепӗр чухне сасартӑк, кӗтмен ҫӗртенех, ӳркевлӗ те хулӑн, хӑйӑлти арҫын сассипе хурлӑхлӑн сӑвӑласа юрлама тытӑнатчӗ:
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
… Эпӗ куратӑп: вӑрӑм сухаллӑ ватӑ улӑпсем, хаваслӑ ачасенни пек пысӑк куҫлӑскерсем, тусем ҫинчен анса ҫӗре илемлетеҫҫӗ, пур ҫӗре те тӗрлӗрен тӗслӗ пурлӑх-ырлӑха хӗрхенмесӗр акаҫҫӗ, ту тӑррисене хулӑн кӗмӗл сийпе витеҫҫӗ, ту сакӑлтакӗсене темӗн тӗрлӗ йывӑҫсен чӗрӗ кавирӗпе витеҫҫӗ; вара — тулӑх ҫӗрӗн ҫакӑ пӗр кӗтесӗ пушшех хӑтсӑр илемлӗ курӑнать.
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.