Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 3-мӗш сыпӑк

Пай: Уҫнӑ ҫерем. 1-мӗш кӗнеке

Автор: Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши

Ҫӑлкуҫ: Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хушнӑ: 2019.11.03 11:37

Пуплевӗш: 221; Сӑмах: 2131

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Яков Лукич Островнов патне унӑн ӗлӗкхи сотеннӑй командирӗ пулнӑ есаул Половцев килнӗ каҫхине вӗсем нумайччен калаҫса ларчӗҫ. Хуторта Яков Лукича пысӑк ӑслӑ, тилӗ пек чее хӑтланакан тата ҫавӑн пекех асӑрханса пурӑнакан ҫын тесе шутлаҫҫӗ, анчах ҫапах та вӑл акӑ, хуторсем тӑрӑх хаяррӑн ҫулӑмланса ҫӗкленнӗ кӗрешӳрен аякра тӑрса юлма пултараймарӗ, ҫав кӗрешӳ ӑна пӗтӗрӗнсе тӑракан авӑр пекех событисем ӑшне ҫавӑрттарса туртса кӗчӗ. Ҫав кунтан пуҫласа Яков Лукичӑн пурнӑҫӗ хӑрушӑ шырлан хӗрринчен халь-халь кӗмсӗртетсе шуҫса анас пекех пуҫланса кайрӗ.

Ун чухне, каҫхи апат хыҫҫӑн, Яков Лукич енчӗкне кӑларчӗ, хулӑн ҫӑм чӑлха тӑхӑннӑ урине хӑй айне хуҫлатса хурса, арча ҫине хӑпарса ларчӗ, сӑмахне пуҫларӗ — темиҫе ҫул хушши чуна капланса тулнӑ тарӑхӑва пӗтӗмпех тӑкса пачӗ:
— Мӗн калаҫмалли пур ӗнтӗ, Александр Анисимович?
Пурнӑҫ пӗрре те савӑнтармасть, кӑмӑла ҫӗклемест. Акӑ, казаксем хуҫалӑха ура ҫине тӑратма, пуйма кӑна пуҫланӑччӗ. Ҫирӗм улттӑмӗш е ҫирӗм ҫиччӗмӗш ҫулсенче, ну, калӑпӑр, налогсем пысӑках марччӗ-ха. Халӗ вара пурнӑҫ каллех тӳнтерле ҫаврӑнса кайрӗ. Сирӗн станицӑра мӗнле, коллективизаци пирки мӗн те пулин илтӗнкелет-и е ҫук-и?

— Илтӗнет, — кӗскен хуравларӗ хӑна, табак хутне сурчӑкланӑ май, кил хуҫи ҫине куҫхарши айӗпе тимлӗн пӑхкаласа.

— Апла, ҫав юрра пула пур ҫӗрте те куҫҫулӗпех йӗреҫҫӗ эппин? Акӑ, татах хам ҫинчен калаҫа парам-ха сире: ҫирӗммӗш ҫулта эпӗ каялла чакса кайнӑ ҫӗртен тавӑрӑнтӑм. Хура тинӗс хӗрринче икӗ пар лаша тата пӗтӗм пурлӑх тӑрса юлчӗ манӑн. Пушӑ пӳртӗме килсе кӗтӗм эпӗ. Ҫавӑнтан вара кунӗн-ҫӗрӗн ӗҫлерӗм. Чи малтан продразверсткӑпа кӳрентерчӗҫ: пӗтӗм тырра хырса тухса кайрӗҫ. Кайран ун пек кӳрентернисен шутне те ҫухатрӑм. Шутне, чӑн та, шутласа тупма пулать-ха ӑна; кӳрентереҫҫӗ те, ан мантӑр тесе, квитокне ҫырса парса хӑвараҫҫӗ. — Яков Лукич ура ҫине тӑчӗ, аллине тӗкӗр хыҫне чиксе хыпашларӗ, касса тикӗслетнӗ мӑйӑхӗ айӗн йӑл кулса, унтан хут тӗрки туртса кӑларчӗ. — Акӑ вӗсем, кунта ҫирӗм пӗрремӗш ҫулхине мӗн-мӗн панисем ҫинчен ҫырнӑ квитоксем: парасса ӗнтӗ тыррине те, какайне те, ҫуне те, тирне те, ҫӑмне те, чӑх-чӗпне те панӑ, вӑкӑра хатӗрлев кантурне ҫавӑтса кайса леҫнисем те пулнӑ. Ку, акӑ, пурне те тивекен ялхуҫалӑх налогӗ, страховой оклад листисем тата страховка укҫине тӳленӗшӗн панӑ квитоксем… Мӑрьерен тухакан тӗтӗмшӗн те, чӗрӗ выльӑх-чӗрлӗх хӑй картишӗнче тӑнӑшӑн та тӳленӗ… Часах кун пек хутсем миххипех пуҫтарӑнӗҫ. Пӗр сӑмахпа каласан, Александр Анисимович, пурӑнса курнӑ эпӗ — ҫӗрпе хам хырӑма та тӑрантарса пурӑннӑ, хам ҫумра ыттисене те тӑрантса усранӑ. Ман ҫийӗмри тире нумай хутчен сӗве-сӗве илчӗҫ пулин те, эпӗ ҫӗнӗрен тир хушса пытӑм. Чи малтанах пӗр пар ҫамрӑк вӑкӑр туянса ятӑм, вӗсем ӳссе ҫитӗнчӗҫ. Пӗрне хыснана какайлӑх патӑм. Арӑмӑн ҫӗвӗ ҫӗлекен машинине сутса тепӗр вӑкӑр туянтӑм. Кӑштах вӑхӑт иртсен, ҫирӗм пиллӗкмӗш ҫул тӗлнелле, хам ӗнесем пӑруласа пачӗҫ тата икӗ вӑкӑр ҫитӗнсе ҫитрӗ. Манӑн, хайхискер, тӑватӑ вӑкӑр та икӗ ӗне пулса тӑчӗ. Сасӑлас правӑран хӑтарман мана, малашне тӗреклӗ пурӑнакан вӑтам хресчен шутланатӑн, тесе ҫеҫ ҫырса хучӗҫ.

— Лашасем пур-и-ха санӑн? — интересленчӗ хӑна.

— Тӑхтӑр-ха пӑртак, лашасем ҫинчен те каласа парӑп. Кӳршӗри хӗрарӑмран таса юнлӑ Дон кӗсрин юпах тихине туянтӑм (хуторӗпе те пӗртен пӗр кӗсре ҫеҫ пулнӑ ун пекки). Ҫав тиха ҫитӗнсе кӗсре пулчӗ, ну, мӗнле калас, ачапа пӗрехчӗ вӑл! Лутра пӳлӗскер, — строя юрӑхсӑрскерччӗ, ҫӳлӗшӗ ҫур вершук ҫитейместчӗ, ҫивӗчлӗхӗ тесен вара — нимӗнпе те танлаштарма ҫукчӗ! Округра, ял пурнӑҫӗн выставкинче, уншӑн, ҫав ӑратлӑ лашашӑн, награда тата грамота илтӗм. Агрономсем мӗн каланисене хӑлхана чике пуҫларӑм эпӗ, чирленӗ арӑма пӑхнӑ пекех, ҫӗре тимлӗн пӑхма тытӑнтӑм. Кукуруза манӑн хуторӗпе пӗрремӗш вырӑнта, тырӑ тухӑҫлӑхӗ — никамӑннинчен лайӑх. Эпӗ вӑрлӑха та им-ҫампа чӳхеттӗм, уйра та юр тытса хӑвараттӑм. Ҫуртрисене кӗрхи ҫӗртме туса хӑварнӑ ҫӗр ҫине кӑна акаттӑм, ҫӗртмесем манӑн яланах малти вырӑнта тӑратчӗҫ. Пӗр сӑмахпа каласан, культурӑллӑ хуҫа пулса тӑтӑм, уншӑн округри ҫӗр управленинчен мухтав хучӗ те пачӗҫ. Акӑ, курӑр.

Хӑна Яков Лукич пӳрнипе тӗллесе кӑтартнӑ еннелле, турӑшсем патӗнче, Ворошилов сӑнӳкерчӗкӗпе юнашар йывӑҫ рамка ӑшне кӗртсе лартнӑ сургучлӑ пичет пуснӑ лист ҫине, ҫиелтен ҫеҫ пӑхса илчӗ.

— Ҫапла, грамота ярса пачӗҫ, агроном тата манӑн гарновка — тулӑ кӗлтине влаҫсене кӑтартмашкӑн Ростова илсе кайса пачӗ, — мухтансах малалла каларӗ Яков Лукич. — Малтанхи ҫулсенче эпӗ пилӗк теҫеттин акаттӑмччӗ, каярахпа, тӗрекленсе ҫитсен, тата хытӑрах мекеҫленме тытӑнтӑм: виҫшер, пиллӗкшер тата ҫичшер круг акса илеттӗмччӗ, авӑ епле! Ӗҫлессе хам тата ывӑлпа кин ӗҫленӗ. Икӗ хутчен кӑна, хӗрӳ ӗҫ вӑхӑтӗнче, тара тытса ӗҫлеттернӗ. Совет влаҫӗ ҫав ҫулсенче мӗнле тума хушатчӗ? Мӗн чухлӗ пултаратӑн, ҫавӑн чухлӗ ак, тетчӗ! Ҫавӑнпа акнӑ та эпӗ. Анчах халӗ, Александр Анисимович, ырӑ ҫыннӑм, ӗненӗр — хӑратӑп! Хӑратӑп, ҫав ҫичӗ круга акса тырӑ тунӑшӑн мана йӗп ҫӑрти витӗр кӑлараҫҫех, кулак шутне кӗртсе хураҫҫех. Хамӑрӑн Совет председателӗ, хӗрлӗ партизан Разметнов юлташ ахаль чухнехи пек каласан Андрюшка, хӑй мана ҫылӑха кӗртсе ячӗ, мур илесшӗ! «Аках, Яков Лукич, — тетчӗ вара, — мӗн вӑй ҫитнӗ таран, хӑв мӗн пултарнӑ чухлӗ ак, совет влаҫне пулӑш, ӑна халӗ тырӑ питех те кирлӗ», тетчӗ. Ун чух иккӗленеттӗм кӑна; халӗ, авӑ, ҫав, вӑй ҫитнӗ таран тӑрӑшни, манӑн урасене мӑйран ыталаттарса ӗнсерен ҫыхса лартассӑн туйӑнать, турӑ ҫапасшӗ!

— Колхоза ҫырӑнаҫҫӗ-и сирӗн? — ыйтрӗ хӑна. Сарлака хулпуҫҫиллӗ, пысӑк пуҫлӑ тата тырӑ тултарнӑ йывӑр михӗ евӗрлӗ тӑпчамскер, аллисене ҫурӑм хыҫне хунӑ та кӑмака сакки патӗнче тӑрать.

— Колхоза-и? Халиччен питех аптратсах кайманччӗ-ха, ыран акӑ чухӑнсен пухӑвӗ пулать. Тӗттӗмленес умӗн пӗлтерсе ҫӳрерӗҫ. Хамӑрӑннисем раштавран вӑрах янӑрашса йӑлӑхтарса ҫитерчӗҫ. «Кӗр те кӗр», теҫҫӗ. Анчах никам та ҫырӑнмарӗ. Кам хӑйне усал тӑвас тейӗ? Ахӑртнех, ыран та ҫураҫтарма тӑрӑшаҫҫӗ пулӗ-ха. Паян, каҫ пулас умӗн, районтан темле рабочи килнӗ терӗҫ, вӑл колхоза пурне те хӑваласах кӗртет, теҫҫӗ Пирӗн пурнӑҫ пӗтсе килет. Пурлӑх пуҫтарас тесе тӑрӑшса ӗҫлени те, ывӑҫ тупанне хӑпартса курпунланиччен тӑрӑшни те — ахалех пулчӗ. Халӗ акӑ пӗтӗм пурлӑха — выльӑх-чӗрлӗхне те, тыррине те, чӑх-чӗпне те, кил-ҫурта та пӗр хурана памалла пулать. Ҫакӑн пек пулса тухать ку япала: арӑмна куккуна пар та хӑв… патне кай, урӑх нимӗнле те мар. Хӑвӑрах шухӑшласа пӑхӑр-ха, Александр Анисимович, колхоза эпӗ пӗр мӑшӑр вӑкӑр (тепӗр мӑшӑрне сутса яма ӗлкӗртӗм), кӗсрепе тихана ҫавӑтса каям, пӗтӗм инвентаре, тырра леҫсе парам, тепри вара — йӗм ҫӑрхи тулли пыйтӑ илсе пытӑр. Камӑн мӗн пуррине веҫех пӗр ҫӗре пӗрлештерер те, тупӑшне вара пӗр тан валеҫер. Ара, ӑҫтан кӳренес мар-ха капла?.. Вӑл, тен, ӗмӗрӗ тӑршшипех кӑмака ҫинче выртса, тутлӑ апат ҫинчен шухӑшласа ирттернӗ пулӗ, эпӗ вара… ара, мӗн калаҫмалли пур унта! Акӑ ҫапла! — терӗ те Яков Лукич, куштӑрканӑ аллаппи тӳрчӗпе хӑйне пырӗнчен сӑтӑрса кӑтартрӗ. — Ну, кун ҫинчен сӑмаха пӗтерӗпӗр. Мӗнле пурӑнкалатӑр эсир? Хальхи вӑхӑтра мӗнле те пулин учрежденире ӗҫлетӗр-и е алӑсталӑх ӗҫӗпе чӑрманатӑр?

Хӑна Яков Лукич умне пырса тӑчӗ, хыҫсӑр тенкел ҫине ларчӗ, каллех чикарккӑ чӗркеме тытӑнчӗ. Вӑл пикенсех енчӗк ӑшнелле пӑхать, Яков Лукич — унӑн кивӗ толстовкин тӑвӑр ҫухи ҫине. Ҫуха хӑнан тулса тӑракан хӑмӑр тӗслӗ шыҫмак мӑйне кассах кӗнӗ. Мӑйӗ ҫинче, карланкӑ мӑкӑлӗнчен аяларах, икӗ енче те юн тымарӗсем карӑнса тӑраҫҫӗ.

— Эсӗ манӑн сотньӑра службӑра тӑнӑ, Лукич… Астӑватӑн-и, Екатеринодарта пӗррехинче ҫапла, чакса пынӑ чухнеччӗ пулас-ха, эпӗ казаксемпе совет влаҫӗ ҫинчен сӑмах хускатнӑччӗ. Ун чухнех эпӗ казаксене асӑрхаттарнӑччӗ, астӑватӑн-и? «Питех хытӑ йӑнӑшатӑр, ачсемӗр! Хӗссе хураҫҫӗ-ха сире коммунистсем, така мӑйраки пекех кукӑртса хурӗҫ. Хӑвӑрах тавҫӑрса илӗр акӑ, анчах чавса ҫывӑх та ҫыртма ҫук ӑна», тенӗччӗ. — Пӗр самант чӗнмесӗр тӑчӗ, унӑн кӑвакрах куҫӗсенчи ҫав тери пӗчӗккӗ, майра йӗппин пуҫӗ пек ҫеҫ куҫ шӑрҫисем пӗрӗнсе ларчӗҫ, вара палӑри-палӑрми кулса илчӗ. — Эпӗ каланӑ майлах пулмарӗ-и-ха? Эпӗ Новороссийскран хамӑрӑннисемпе пӗрле ларса каймарӑм. Май килмерӗ. Пире ун чухне доброволецсемпе союзниксем сутрӗҫ, пӑрахса хӑварчӗҫ. Эпӗ Хӗрлӗ Ҫара ҫырӑнтӑм, Польша фронтне кайнӑ чухне, ҫул ҫинче, эскадрон командирӗ пултӑм… Вӗсен ҫавӑн йышши комисси пурччӗ, офицер пулнисене тӗрӗслесе фильтраци тӑваканни… Ҫав комисси мана вырӑнтан кӑларчӗ, арестлерӗ те ревтрибунал аллине пачӗ, унта, тен, калаҫса тӑмасӑрах шаплаттарнӑ пулӗччӗҫ, е концентраци лагерьне хупса хунӑ пулӗччӗҫ. Мӗншӗнне чухласа илетӗн-и? Темле йытӑ ҫури, казак каяшӗ, хамӑр станицӑсемех, эпӗ Подтелкова асаплантарса вӗлернӗ ҫӗре хутшӑннӑ тесе ман ҫинчен кайса пӗлтернӗ. Трибунала илсе кайнӑ чухне тартӑм эпӗ… Чылайччен пытанса ҫӳрерӗм ют хушаматпа пурӑнтӑм, пин те тӑхӑрҫӗр ҫирӗм виҫҫӗмӗш ҫулта вара станицӑна тавӑрӑнтӑм. Хам тахҫан эскадрон командирӗ пулни ҫинчен калакан хута упраса хӑвартӑм, лайӑх ҫынсем тупӑнчӗҫ, — пӗр сӑмахпа каласан, эпӗ чӗрех юлтӑм. Малтанхи вӑхӑтра мана округа, Дончекана, сӗтӗркелерӗҫ, темле майпа хӑтӑлкаларӑм, учительте ӗҫлеме тытӑнтӑм. Юлашки вӑхӑтченех ҫав ӗҫпе ӗҫлерӗм. Ну, халь вара… Халь ӗҫ урӑхла. Эпӗ халь Усть-Хоперскине пӗр ӗҫпе каятӑп, ӗлӗк пӗр полкра пулнӑ ҫын тесе, ҫула май, сан патна кӗтӗм.

— Учитель пулнӑ тетӗр? Апла иккен.. Эсир — нумай пӗлекен ҫын, кӗнеке наукинчен те иртсе кайнӑ, мӗн пулӗ-ши ӗнтӗ малашне? Ӑҫта ташласа ҫитӗпӗр-ха эпир ку колхозсемпе?

— Коммунизм патне, тӑванӑм. Чӑн-чӑн коммунизм патне. Эпӗ Карл Маркса та, Коммунистсен партин чаплӑ Манифестне те вуланӑ. Пӗлетӗн-и, колхозпа ӑҫта ҫитме пулать? Малтан колхоз, унтан коммуна — харпӑрлӑх пӗтӗмпех пӗтет. Вӑкӑрсене кӑна мар, санӑн ачусене те патшалӑх туртса илсе пӑхса ӳстерет. Пурте пӗрле пулать: ачасем те, арӑмсем те, кашӑк-чашӑксем те. Эсӗ ӑшчиккипе пӗҫернӗ лапша ҫиме кӑмӑл тӑвӑн, сана кваспа ҫитерӗҫ. Ҫӗрӗн креппӑсла хресченӗ пулса тӑрӑн.

— Эхер те эпӗ унашкал пурӑнма килӗшмесен?

— Санран ыйтса та тӑмаҫҫӗ.

— Епле-ха апла?

— Ҫаплах — ара.

— Чее!

— Ну, чее пулмасӑр! Халӗ эпӗ санран ыйтам: малашне кун пек пурӑнма май пур-и?

— Ним тума та ҫук-ҫке-ха.

— Ним тума та ҫук пулсан, ӗҫлес, кӗрешес пулать.

— Мӗн эсир, Александр Анисимович! Хӑтланса пӑхнӑ эпир, кӗрешнӗ… Ниепле те май ҫук. Шухӑшлама та пултараймастӑп.

— Эсӗ тытӑнса пӑх-ха. — Хӑна хӑйпе калаҫакан ҫын ҫумнех сиксе ларчӗ, кухньӑна тухмалли тачӑ хупнӑ алӑк ҫине ҫаврӑнса пӑхрӗ, унтан, сасартӑк шуралса кайса, пӑшӑлтатса калаҫма тытӑнчӗ: — Эпӗ тӳрех калатӑп сана: шанатӑп сан ҫине. Пирӗн станицӑра казаксем восстани тума хатӗрленеҫҫӗ. Вӗсем ытахальтен, шухӑшласа пӑхмасӑр хӑтланаҫҫӗ тесе ан шутла эсӗ. Эпир Мускавпа ҫыхӑнса тӑратпӑр, халӗ Хӗрлӗ Ҫарта службӑра тӑракан генералсемпе, фабрикӑсенче тата заводсенче ӗҫлекен инженерсемпе, унтан та ытларах та — чикӗ леш енчисемпе те ҫыхӑну тытатпӑр. Ҫапла, ҫапла! Эхер те эпир пурте пӗр каварлӑ пулса шӑп та шай халь пӗр харӑс ҫӗкленсен, ҫуркунне ҫитнӗ ҫӗре, урӑх патшалӑхсем пулӑшнипе, Дон тасалса та ҫитет. Кӗрхи ҫӗртме тунӑ ҫӗр ҫине эсӗ хӑвӑн вӑрлӑхна пӗр хӑвна валли ҫеҫ акса хӑварӑн… Тӑхта-ха, эсӗ кайран калӑн. Пирӗн районта пирӗн майлӑ шухӑшлакансем нумай. Ҫавсене пуҫтарса пӗрлештермелле пулать. Усть-Хоперские те эпӗ ҫав ӗҫпех каятӑп. Эсӗ пирӗн ҫумма хутшӑнатӑн-и? Пирӗн организацинче ӗнтӗ службӑра пулнӑ казаксем виҫҫӗр ҫын ытла. Дубровскире, Войсковойра, Тубянскире, Кӗҫӗн Ольховатскире тата ытти хуторсенче пирӗн хамӑрӑн боевой группӑсем пур. Сирӗн Гремячире те ҫавӑн пек группа туса хумалла… Ну, кала.

— Ҫынсем колхозсене тата тырӑ парассине хирӗҫ ӳпкелешсе калаҫаҫҫӗ…

— Тӑхта! Ҫынсем ҫинчен мар, сан ҫинчен сӑмах пырать. — Эпӗ санран ыйтатӑп, ну?

— Унашкал ӗҫсене ӑҫтан хӑвӑртах татса парӑн?.. Кунта пуҫна пуртӑ айне хума та ансат.

— Шухӑшласа пӑх… Приказ тӑрӑх мӗнпур хутӑрсенчен пурте пӗр вӑхӑтрах тапранса тухатпӑр. Сирӗн район станицине тытса илетпӗр, милицие тата коммунистсене хваттерӗсенчех пӗрерӗн-пӗрерӗн тытса пӗтеретпӗр, малалла вара ҫулӑм ҫилсӗрех асса кайӗ.

— Мӗнпе тухмалла-ха?

— Тупӑнать! Санӑн хӑвӑн та юлнӑ пулӗ-ха?

— Кам пӗлет ӑна… Таҫта пӗр кӗтӗр-катӗрскер… австрийски евӗрличчӗ пулас, йӑваланса выртатчӗ пек те…

— Пирӗн пуҫласа ярасси кӑна, тепӗр эрнеренех вара ют ҫӗршывсен пӑрахучӗсем тупӑсем те, винтовкӑсем те ҫитерсе парӗҫ. Аэроплансем те пулӗҫ. Ну?

— Шухӑшласа пӑхма вӑхӑт парсамӑр, господин есаул! Питех хӑвӑрт ан ирӗксӗрлӗр-ха…

Хӑна, сӑн-питӗнчен халӗ те каяйман шуранкипех, кӑмака сакки ҫумне тӗршӗнчӗ те уҫҫӑнах тухман сассипе ҫапла каларӗ:

— Эпир колхоза кӗме чӗнместпӗр, ҫавӑнпа никама та ирӗксӗрлеместпӗр. Хӑвӑн кӑмӑлу, анчах чӗлхӳне тытма пӗлмесен… асту, Лукич! Улттӑшӗ сана, ҫиччӗмӗшне вара… — терӗ те, кӗсйинчи наганӗн параппанне пӳрнипе шӑкӑртаттарса ҫавӑрчӗ.

— Никама та каламасси пирки иккӗленмесен те пултаратӑр. Ҫапах сирӗн ӗҫӗр ытла чӑрсӑр. Пытармасӑрах калатӑп: ун пек ӗҫе хутшӑнма хӑрушӑ. Анчах пурнӑҫ ҫулне те картласа хунӑ. — Кил хуҫи кӑштах чӗнмесӗр тӑчӗ. — Пуянсене хӗсӗрлемесен, эпӗ, тен, хам тӑрӑшнине кура, хуторта чи малта тӑракан ҫын пулаттӑмччӗ. Ирӗклӗ пурнӑҫпа пурӑнсан, эпӗ халех хам автомобиль тытнӑ пулӑттӑм! — пӗр самант чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн, кил хуҫи кӳренчӗклӗ калаҫма пуҫларӗ. — Тата ҫавӑн пек ӗҫе пӗччен пуҫпа тытӑнма… Тӳрех мӑйна пӑрса лартӗҫ.

— Мӗншӗн пӗччен? — тарӑхса ун сӑмахне пӳлчӗ хӑна.

— Ну, эпӗ кӑна ахаль ҫеҫ, сӑмах май ҫеҫ каларӑм-ха, анчах ыттисем мӗн тӑвӗҫ-ши? Урӑхла каласан, халӑх мӗн тӑвӗ-ши? Пирӗнпе пӗрле ҫӗкленӗ-и?

— Халӑх вӑл — сурӑх кӗтӗвӗпе пӗрех. Ӑна ертсе пымалла. Эсӗ шухӑшна татрӑн-и?

— Эпӗ каларӑм-ҫке, Александр Анисимыч…

— Манӑн ҫирӗп пӗлмелле, татӑклӑ шутларӑн-и, ҫук-и?

— Ниҫта кайса кӗме ҫук, ҫавӑнпа килӗшетӗп. Ҫапах та эсир ӑна-кӑна шухӑшласа илме парсамӑр. Ыран ирхине юлашки сӑмахӑма калӑп.

— Кунсӑр пуҫне, санӑн шанчӑклӑ казаксене хамӑр майлӑ ҫавӑрмалла. Совет влаҫӗ ҫине шӑл хӑйраканнисене шыра, — приказ панӑ пекех каларӗ хальхинче Половцев.

— Кунашкал пурнӑҫра кирек кам та шӑлне хӑйрать.

— Ывӑлу тата санӑн мӗнле?

— Пӳрне тени алӑран ӑҫта хӑпса кайтӑр ӗнтӗ? Эпӗ ӑҫта, вӑл та ҫавӑнталлах.

— Мӗнле йӗкӗт вӑл санӑн, ҫирӗпскер-и?

— Лайӑх казак, — терӗ кил хуҫи ҫакна хирӗҫ шӑппӑн, мӑнкӑмӑлланса.

Хӑнана малти пӳлӗме, кутник сакки патне, тиртен тунӑ тӑрӑх тата кӗрӗк сарса пачӗҫ. Вӑл аттисене хыврӗ, анчах салтӑнса тӑмарӗ, питҫӑмартийӗсем тӗк шӑрши кӗрекен сивӗ минтер ҫумне сӗртӗннӗ-сӗртӗнменех ҫывӑрса кайрӗ.

… Тул ҫутӑлас умӗн Яков Лукич кӗтесри пӗчӗк пӳлӗмре ҫывракан сакӑрвунӑ ҫулхи ватӑ амӑшне вӑратрӗ. Ӑна кӗскен ҫеҫ сотеннӑй командир пулнӑ ҫын мӗн шутпа килни ҫинчен каласа пачӗ. Карчӑк, хура тымарлӑ, шӑнса пӑсӑлнипе сыпписем кӗсенленнӗ урисене кутник ҫинчен ҫӗрелле усрӗ те, сарӑхса кайнӑ хӑлхи ҫунатти ҫумне алтупанне тытса, итлесе ларчӗ.

— Пиллетӗр-ши, аннемҫӗм? — Яков Лукич чӗркуҫленсе ларчӗ.

— Каях, каях, ачам, ҫав тӑшмансем ҫине! Турӑ пиллӗхне парӗ! Чиркӳсене хупаҫҫӗ… Пупсене пурӑнма памаҫҫӗ… Каях…

Ирхине Яков Лукич хӑнана вӑратрӗ.

— Килӗшрӗм! Приказ парӑр.

— Вуласа тух та алӑ пус. — Половцев кӑкӑрӗ ҫинчи кӗсйинчен хут кӑларса тыттарчӗ.

«Турӑ пирӗнпе! Эпӗ, Дон ҫинчи Аслӑ ҫарӑн казакӗ, «Тӑван Дона ирӗке кӑларассишӗн кӗрешекен союза» кӗретӗп, хамӑн начальниксен приказӗ тӑрӑх, Христос тенӗн чи усал тӑшманӗсене тата Россия халӑхне пусмӑрлакан коммунист большевиксене хирӗҫ пӗтӗм вӑйпа тата пур майпа та юлашки юн тумламӗ юлмичченех ҫапӑҫма сӑмах паратӑп. Хамӑн начальниксемпе командирсене пӗр калаҫса тӑмасӑрах итлеме пулатӑп. Хамӑн мӗнпур пурлӑхӑма православнӑй тӑван ҫӗршыв алтарӗ умне хума сӑмах паратӑп. Ҫакна ҫирӗплетсе алӑ пусатӑп».

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех