Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Вутра ҫунман уртӑш

Автор: Анатоли Ырьят

Ҫӑлкуҫ: «Канаш», 11-21№

Хушнӑ: 2016.07.31 09:22

Пуплевӗш: 1557; Сӑмах: 11364

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Юррӑмсемшӗн юнӑмпа хӗретӗп
Ҫуллахи черченкӗ ҫереме.

Юрӑшӑн вута-шыва кӗретӗп, —
Вилӗме каятӑп вӗлерме.

Валентин УРТАШ.

«Чӑваш халӑх поэчӗ» хисеплӗ ята пурӑннӑ чухне илсе ӗлкӗреймен, ӗмӗрӗ сӗре те кӗске пулнӑ, аллӑ ҫула ҫитеймесӗрех ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ, апла пулин те, ун чухнех чӑваш халӑхӗ ӑна чӑннипех хӑйӗн ҫыравҫи вырӑнне хурса хакланӑ, ҫак туйӑма юрӑҫӑ-сӑвӑҫ хӑй те лайӑх туйса пурӑннӑ Валентин Андреевич Яковлев-Урташа халаллатӑп.

Автор.

Чӑнлӑха юратнӑран

(Пӗрремӗш сыпӑк)

1935 ҫулхи пуш уйӑхӗн виҫҫӗмӗш вунӑкунлӑхӗ. Ҫуркунне кӑҫал ытла та ир килчӗ. Ҫанталӑк икӗ-виҫӗ кун ӑшӑтса тӑнипех юр кӗсел пек ҫемҫелсе кайрӗ. Сӑрт тӑррисем, ҫӳллӗрех вырӑнсем юр ирӗлсе пӗтнипе, шурӑ катанпир ҫине тӗл-тӗл хура кайӑк хурса ҫӗлетнӗ витӗнкӗч евӗрлӗ курӑнаҫҫӗ. Унӑн сӑнӗ куллен-кун улшӑнса пырать. Кӗмӗл евӗр йӑлтӑртатса выртакан юр кӗрчӗсем те сайралса юлчӗҫ ӗнтӗ. Ҫуна йӗрӗсем тӑрӑх шӑнкӑртатса шыв юхать. Лапамрах ҫӗрте пысӑк кӳ-лленчӗксем пухӑнса тӑраҫҫӗ. Ҫурхи хаяр ҫил, хутран-ситрен варкӑшса килсе, кӳлленчӗксенчи шыва чӳхентерет... Катрам-катрам пӗлӗтсем хушшинчен йӑраланса тухнӑ хӗвел вӑрӑм урисемпе юханшыв ҫинелле кармашать.

Чӑнлӑ шывӗ Раккассине кӑнтӑр енчен ыталаса илсе Элшел ҫумӗпе явкаланакан Сӗвене юхса кӗрет. Вӑл та кӑҫал иртерех вӑраннӑ. Тӗрлӗ енчен юхса кӗрекен ҫырмасен шывӗпе пуянланса хӑпарнӑ. Тӗлӗ-тӗлӗпе пӑр ҫийӗ эрешмен карти пек ҫуркаланнӑ. Хӑш-пӗр вырӑнсенче мӑкӑрӑлса тухнӑ. Юханшывӑн пӑрланнӑ ҫийӗ ҫурхи шывпа витӗннӗ. Ҫанталӑк ҫакӑн пек ӑшӑ тӑрсан Чӑнлӑ паян-ыран пӑртан тасалма пултарать. Ҫак вӑхӑта аслӑраххисем, яш-кӗрӗм, ача-пӑча чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. Пулӑҫсем атмисене, сӗрекисене хатӗрлесе хунӑ. Юханшыври пӑр тапраннӑ вӑхӑт ял ҫыннисене савӑнтарать те, шиклентерет те. Хӑш-пӗр ҫулсенче шыв ҫырмаран тухса ял анисем вӗҫнех ҫитет. Ҫерем шыв айне юлать. Анасен вӗҫӗнче вырнаҫнӑ мунчасем, нӳхрепсем сарӑлнӑ шыв тыткӑнне ҫакланаҫҫӗ. Ача-пӑчашӑн ҫеҫ ҫак вӑхӑт хӑрушшӑн туйӑнмасть, ҫырмара пӗр-пӗрне хирсе юхакан пӑр катӑкӗсем хыҫҫӑн кӑшкӑрса чупаҫҫӗ. Хӑюллӑраххисем вӗсем ҫине хӑпарса кайма та хӑрамаҫҫӗ. Хӑйсене чӑн-чӑн паттӑрсем вырӑнӗнче туйса шыв юххипе ярӑнаҫҫӗ...

Кунсем самай вӑрӑмланнӑ ӗнтӗ. Раккассисем хуҫалӑхӗсенчи ӗҫсене майлаштарсан сӗм тӗттӗм пуличченех ҫывӑрма хатӗрленеҫҫӗ. Краҫҫын ламписем ҫутса ҫункӑҫа пӗтересшӗн мар. Шкула ҫӳрекен ачисене те урокӗсене ҫутӑлла тума хӑнӑхтарнӑ. Яшсемпе хӗрупраҫсемшӗн ҫурхи пурнӑҫ саккунӗ урӑхларах. Ӗҫсенчен пушаннӑ хыҫҫӑн эреветлӗрех тумӗсене тӑхӑнаҫҫӗ те пӗр-пӗр ҫурт умӗнче купаланса выртакан пӗрене тавраш ҫине, чӑхсем каштана ларнӑ евӗр, вырнаҫса лараҫҫӗ. Авалтан упранса юлнӑ халӑх вӑййисене выляҫҫӗ, юрлаҫҫӗ, такмаклаҫҫӗ, юмах-халап юптараҫҫӗ. Пӗр-пӗрне куҫ хывнӑ мӑшӑрсем улах вырӑнсем шыраҫҫӗ...

Энтрипе Евтук ҫур ҫӗр ҫитичченех тӗрлӗ ӗҫсемпе аппаланса час ҫывӑрма выртаймарӗҫ. Кил хуҫи, вӑтам ҫемьере ҫуралса ӳснӗскер, граждан вӑрҫине хутшӑнса тыткӑнра нумай терт курнӑскер, ял хуҫалӑхӗ-сем йӗркеленнӗ пӗрремӗш ҫулсенчех пӗрлехи хуҫалӑха кӗнӗскер, пурнӑҫ тути-масине хура тар юхтарса астивнӗ. Уншӑн пурнӑҫ тӗшши — ачисене вӗрентсе ҫын ҫине кӑларасси. Мӑшӑрне те хӑй пеккинех шыраса тупнӑ. Хӑй вӗренме пултараймасан та Евтук аванах пӗлӳ илнӗ. Вӑл правленире бухгалтер ӗҫӗсене пурнӑҫлать. Энтри ял хуҫалӑхӗнче тӗрлӗ ӗҫсенче вӑхӑтне ирттерет. Ӑна ял ҫыннисем ылтӑн алӑллӑ теҫҫӗ. Платник, ҫӗвӗҫ, кӑмака-каланккӑ маҫтӑрӗ... Колхозӑн лаша кӳлмелли хатӗрӗсене те вӑлах йӗркене кӗртсе тӑрать.

Яковлевсен ҫемйи пысӑк. Ляванттипе Суя ҫитӗннӗ ӗнтӗ. Асли авланса ҫемье ҫавӑрнӑ. Ашшӗ пек тӗрӗслӗхшӗн хыпса ҫунать. Суя — паян-ыран качча кайма хатӗр хӳхӗм хӗрупраҫ. Амӑшӗ ӗҫе кайсан пӗтӗм кил-йыша хӑй ҫинче тытса тӑрать. Ҫавӑн пиркиех пуҫламӑш шкултан вӗренсе тухсан малалла вӗренме каяймарӗ. Хӑйӗнчен кӗҫӗнтерех Лисука, Аннана, Валяна вӗрентесшӗн телей кайӑкне Раккассинче юлсах тытма тӗв турӗ.

— Пиллӗкмӗш хур йӑвине явса пӗтеретӗп те ҫывӑрма выртатӑп. Хурсем ҫӑмарта тума тытӑнӗҫ. Картишне сапнӑ кӗл ҫинче чакаланаҫҫӗ. Хӑйӑр, тӑм, кӑмрӑк ҫиеҫҫӗ. Хур аҫи амисене таптанине те куркалатӑп, — терӗ Энтри урайӗнче хӑвасенчен хур йӑви маҫтӑрласа лараканскер.

— Эпӗ те саплама тытӑннӑ чӑлхасене майлаштаратӑп та канма выртӑп. Тӑватӑ сехетрен тӑмалла. Ачасем шкула кайнӑ ҫӗре яшка пӗҫермелле. Председатель ял пухӑвӗ пуҫтарасшӑн. Ҫурхи акана хатӗрленмелли ӗҫсем пирки халӑхпа канашласа пӑхасшӑн, — калаҫрӗ ӗҫленӗ май Евтук.

Ҫурхи каҫ питӗ хӑвӑрт иртсе каять. Кил хуҫипе мӑшӑрӗ ачисем ҫывӑрса тӑнӑ ҫӗре хуҫалӑхри ӗҫсене те майлаштарма ӗлкӗрчӗҫ. Ӑшӑ пӳртре купӑста яшки шӑрши сарӑлчӗ. Ҫемье апата ларчӗ. Сӗтел варрине лартнӑ пысӑк тӑм чашкӑран ашшӗ маҫтӑрланӑ йывӑҫ кашӑксемпе апатланчӗҫ. Килте пӗҫернӗ ҫавра ыраш ҫӑкӑрӗ куҫ умӗнчех пӗчӗкленсе пычӗ.

— Ачамсем, Чӑнлӑ пӑрӗ паян тапранма та пултарать. Шыв ҫыран хӗрринех ҫитнӗ. Асӑрхануллӑ пулӑр, — чун тӗпренчӗкӗсен куҫӗсенчен пӑхса ӑс пачӗ кил хуҫи.

— Анне, атте, паян класс пухӑвӗ пулнине манса ан кайӑр, — хӑюллӑн калаҫрӗ виҫҫӗмӗш класра вӗренекен Валя. — Иван Яковлевич хыттӑн асӑрхаттарчӗ. Кайран концерт пулать. Эпӗ те хутшӑнатӑп.

— Юрӗ, ывӑлӑм, эпӗ пыраймастӑп. Икӗ ура та шалтан туртӑнса ыратать. Евтук, вӑхӑт тупса кайма тӑрӑш ӗнтӗ. Ачана вӗрентекенӗ умӗнче намӑслантарар мар, — терӗ Энтри мӑшӑрӗ ҫине пӑхса.

Ял пухӑвӗ председатель лашасене ҫуракине хатӗрлесси ҫинчен калаҫнипех иртсе кайрӗ. Халӑх клуб ҫенӗкне тухрӗ. Арҫынсем ушкӑнӑн-ушкӑнӑн пухӑнса чӗлӗмӗсене чӗртсе ячӗҫ.

Евтук тӳрех урама тухрӗ. Клуб умӗнче уткаласа ҫӳресе председатель тухасса кӗтрӗ. Колхоз пуҫлӑхӗ пухӑннисемпе сывпуллашса, колхозниксен ыйтӑвӗсене хуравласа правление васкарӗ.

— Евтук, эсӗ мӗншӗн кунта тӑратӑн? — ыйтрӗ хуҫа.

— Валя класс пухӑвне пыма ыйтнӑччӗ. Сана асӑрхаттарас тесе кӗтсе тӑратӑп.

— Каях, ара, унта камӑн та пулин каймаллах. Ывӑлу кулянма пултарать.

Евтук шкула ҫитнӗ ҫӗре пуху пуҫланнӑччӗ ӗнтӗ. Вӑл шӑппӑн кӑна класс алӑкне уҫса чи кайри парта хушшине кӗрсе ларчӗ.

— Хисеплӗ ашшӗ-амӑшӗ, вӗренӳ ҫулӗн виҫҫӗмӗш чӗрӗкӗ вӗҫленсе пырать. Эпӗ маларах асӑрхаттарнине тепӗр хут калатӑп. Евдокия Сергеевна, кӑштах каярах килнӗскер, пӗлтӗр тетӗп.

— Каҫарӑр, Иван Яковлевич, ял пухӑвӗ пӗтмесӗр тухса килеймерӗм, — ура ҫине тӑрса каларӗ Евтук.

— Тархасшӑн, ачӑрсене куҫӑрсенчен ан вӗҫертӗр. Паян, тен, пӑр кайма пултарӗ. Евдокия Сергеевна, Валя ҫинчен калас пулсан ывӑлӑрпа мухтанма пултаратӑр. Пур предметсемпе те лайӑх тата питӗ лайӑх паллӑсемпе ӗлкӗрсе пырать. Уйрӑмах чӑваш чӗлхипе тӑван сӑмах урокӗсене кӑмӑллать. Вӑл сирӗ-ншӗн пӗчӗк парне хатӗрлерӗ.

Виҫҫӗмӗш класра вӗренекенсен концерчӗ Евтукшӑн пысӑк савӑнӑҫпа пуҫланчӗ.

Юратса чунтан ӗҫлерӗм
Эп колхозӑн хирӗнче.

— Эс мӗн туса кун вӗҫлерӗн,
Выртрӑн Чӑнлӑ хӗрринче?

Кӑнтӑрлаччен эп ҫӳрерӗм
Пусакра ҫырла пухса.

Кӑнтӑрла иртсен чӳклерӗм
Хам пуркӑри ҫырлана.

Пуш пуркӑма алла тытса
Суллантӑм эп килелле.

Чӑнлӑ хӗррине ҫитсессӗн
Выртрӑм унӑн хӗррине.

Уҫӑ сывлӑш илӗртетчӗ:
— Тата кӑштӑ кан-ха, — тет -
Ҫынсем ӗҫрен таврӑниччен
Канма вӑхӑт пур-ха, — тет.

Сывламасӑр итлесе ларакан ашшӗ-амӑшӗ сӑвӑ вӗҫленсен ура ҫине тӑрса алӑ ҫупрӗ. Евтукӑн куҫӗ шывланчӗ. Ара, унӑн ывӑлӗ, Валя, халӑх умне тухса пӗрремӗш сӑввине каласа пачӗ вӗт-ха! Хӑйне мӗнле тыта пӗлет-ха тата: хӑва пек тӳррӗн тӑрса, пуҫне каҫӑртса, аллипе сулкаласа хыттӑн, хӑюллӑн, пӗр вӑтанмасӑр каларӗ сӑввине.

— Ашшӗ-амӑшӗ! Валяна эпӗ пулӑшман. Сӑввинчи пӗр сӑмахне те улӑштарман. Веҫех хӑй тӗллӗн ҫырнӑ, — терӗ ачана мухтаса Иван Яковлевич. — Раккассинче поэт ӳссе ҫитӗнни куҫкӗрет. Евдокия Сергеевна, пирӗн ӑна аталанма пулӑшмаллах.

Евтук килне васкамарӗ-ха. Ӗҫ кунӗ уншӑн каҫхине ултӑ сехетчен, хӑш-пӗр чухне ҫиччӗ-саккӑрччен тӑсӑлать. Вӑл чунӗнче хавхаланса правление ҫул тытрӗ.

Пуху вӗҫленсен председатель правлени членӗсемпе бригадирсене, коммунистсемпе комсомолецсене пуҫтарнӑ иккен. Евтук пырса кӗнӗ ҫӗре вӑл хӗрсе кайсах калаҫатчӗ.

— Тӑвансем, эпир кунта пурнӑҫ пирки калаҫма пухӑннӑ. Ҫапла-и? Ҫапла. — Вӑл кӑштах ӳсӗркелесе илчӗ. — Пухура каларӑм-ха. Юрамасть капла. Пысӑк айӑп турӑмӑр, тӑвансем! Тырӑ акса ӳстерсе илейменни — ҫӗртен кулни. Ҫӗре мӑшкӑллани. Кунтан пысӑк ҫылӑх ҫук. Мускав пӗлет вӗт. Паян чаплӑ ҫынсем тырӑ акса-туса герой ятне илни ҫинчен пӗлтӗмӗр. Кун пек ӗҫлесен — Мускав пирӗн валли те пӗр-пӗр ят шухӑшласа кӑларӗ. Ялсенче ӗҫлеҫҫӗ, ҫӑкӑр тӑваҫҫӗ. Патшалӑха пама та, сутмалӑх та, ҫимелӗх те пур. Эпир мӗн? Икӗ ҫул тырӑ илеймерӗмӗр. Вӑрлӑхӗ те ҫук. Начар ят таврана сарӑлса ҫитет. Чӑнласах ӗҫлеме тытӑнар. Лайӑх ӗҫлекен колхозсем ҫине пӑхса ӗҫлер. Пирӗн халь вӑй та, ҫамрӑксем те пур. Бригадирсене улӑштарса лартсан та чӑрмантармасть пек, ман шухӑшпа... Чаплӑ ят сарӑлтӑр. Ҫав колхозра ҫавӑн пек тесе калаччӑр. Мускавран килсе курччӑр! Тӗрӗс вӗт!

Ҫак вӑхӑтра правлени хуралҫи алӑка уҫрӗ те хыттӑн кӑшкӑрса Чӑнлӑ пӑрӗ тапранни ҫинчен пӗлтерчӗ.

— Ҫакӑнпа паянхи правлени ларӑвне вӗҫлӗпӗр, юлташсем. Килӗрсене саланӑр. Ачӑр-пӑчӑра куҫӑрсенчен ан ҫухатӑр. Вӗсем пӑр кайнӑ вӑхӑтра килӗсенче лармаҫҫех, — терӗ председатель колхоз активӗпе сывпуллашса.

Шкулта концерт вӗҫленсен Валя юлташӗсемпе тӗл пулма васкарӗ. Килте тӗртнӗ пиртен ҫӗленӗ сумкине крыльца пусми ҫине пӑрахса хӑварчӗ те Чӗлӗмкасси еннелле вӗҫтерчӗ. Кунта унӑн ҫывӑх тусӗсем пурӑнаҫҫӗ. Чеккен Володийӗ, Шашки Давичӗ тата вӑл — уйӑрма май ҫук юлташсем. Вӗсем ӑмӑртмалла Чӑнлӑ хӗррине чупрӗҫ.

Юханшыв ҫыранӗсенчен тухса сарӑлма ӗлкӗреймен-ха. Пӳртсенчен ҫӳллӗ пӑр катӑкӗсем пӗр-пӗрне хире-хире шыв юххипе шӑваҫҫӗ.

Ачасем ҫыран хӗрринех ҫитсе тӑчӗҫ: кӑшкӑраҫҫӗ, пӗр-пӗрне тӗрткелеҫҫӗ.

— Ҫӗнӗкас тӗлӗнче пӑрсем тӑвӑлса ларнӑ! — кӑшкӑрса ячӗ Валя. — Атьӑр ҫавӑнта!

— Пӑхӑр-ха, ҫыран хӗррипе тикӗс те пысӑк пӑр катӑкӗ юхса килет! Ун ҫине ларатпӑр та тӑвӑлнӑ ҫӗре ҫитетпӗр, — терӗ Давид хӑпартланса.

— Чӑнах та, шыв юххи те унта ҫитеспе вӑйсӑрланса пырать. Пӑрахут ҫинчен аннӑ евӗр анса юлма пулать! — кӑшкӑрчӗ аллине хулӑн та вӑрӑм патак тытнӑ Валя.

Ҫыран хӗррипе юхакан сӗтел пек тикӗс пӑр ҫине малтан Валя улӑхса кайрӗ. Ун хыҫҫӑн Володи сикрӗ. Давид сикме хатӗрленнӗ тӗлелле юхакан пӑр катӑкӗ ҫырантан ҫур хӑлаҫ пек шалалла кайма ӗлкӗрнӗччӗ ӗнтӗ. Сикме тесе ача сылтӑм урине ярса пуснӑ вӑхӑтра сулахаййи шуса кайрӗ. Давид шыва кӗрсе ӳкрӗ.

— Патакран тыт! — кӑшкӑрса ячӗ Валя ҫакӑн пек вӑхӑтра мӗн тумаллине ҫитӗннӗ ҫын пек шухӑшласа.

Ҫав самантрах хӑй пӑр ҫине хырӑмпа выртрӗ.

— Володи, ман хыҫа вырт! Икӗ ураран та хыттӑн ҫавӑрса тыт! Сӗтӗретпӗр!

Давид хӑраса ӳкнине ҫӗнтерсе тӑсса панӑ патака ярса тытрӗ. Юлташӗ-сем ӑна пӑр ҫине сӗтӗрсе кӑларчӗҫ.

— Хӑвӑртрах, аттуна хывса шывне юхтарса кӑлар! — ӑс пачӗ Валя.

Ачасем Давида аттисене хывма пулӑшрӗҫ. Туллиех тулнӑ шывне юхтарса кӑларчӗҫ. Чӑлхисене, пиншакне хывса пӑрчӗҫ те ҫӗнӗрен тӑхӑнтарчӗҫ.

— Вӑт сана ярӑнтӑмӑр! — кӑшкӑрсах каларӗ Валя. — Эх, ҫакланать пире!

— Валя, Давид, шыв юххи эпир ларса пыракан пӑр катӑкне каллех ҫыран хӗрринелле илсе пырать. Ҫак вӑхӑтпа усӑ курса анса юлма тӑрӑшмалла. Пӑхӑр-ха, Чӗлӗм тӗлӗнче Чӑнлӑ сарӑлма пуҫларӗ! — асӑрхаттарчӗ Володи.

Пӑр ҫыран патне ачасем сикмелӗх ҫывхарсан малтан Валя сикрӗ. Ун хыҫҫӑн Давид. Володи ярса пусрӗ кӑна — урине ҫырана перӗнтереймесӗр шыва шампӑлтатрӗ.

Юлташӗсем ӑна сӗтӗрсе кӑларчӗҫ.

Ҫак вӑхӑтра ҫыран хӗррине ҫитӗ-ннисем чупса ҫитрӗҫ.

— Эх, сире йӗмӗрсене антарса пӑхлӑ чӑпӑрккапа ҫунтармалла! — вӑрҫрӗ ачасене Ҫӗнӗкасра пурӑнакан Кируҫ. — Хӑвӑртрах килӗрсене чупӑр! Шӑнса чирлеме те пулать!

Валя килне ҫитнӗ ҫӗре шыв хӗрринче мӗн пулса иртнине илтнӗ Ляванттипе Евтук урама тухнӑччӗ.

— Паян сана ҫакланать. Аҫу пӳртре сӑмавар пек чашкӑрса юлчӗ, — терӗ амӑшӗ ывӑлне ыталаса илсе. — Паян ҫеҫ санпа мӑнаҫланса савӑнтӑм вӗт. Иван Яковлевич сана пӗтӗм ял умӗнче мухтарӗ.

— Юлташсене вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑшӑн ҫакланать-и, анне? Тете, кала-ха мӗн те пулин!

— Паттӑрла ӗҫ тунӑшӑн, Валя, тавах. Виҫсӗр те путса вилнӗ пулсан? Сивӗ шывра самантрах шӑнӑр туртать. Юлташусене, эсӗ шухӑшланӑ пек, паттӑрла ӗҫ тума чӑрмантарнӑ пулсан — паттӑрлӑху вырӑнлӑрах пулнӑ пулӗччӗ, — ӑс пачӗ Лявантти.

— Йӑмӑкӑм, Валяна хамӑр патра илсе каятӑп. Ачасем те хӗпӗртӗҫ. Ҫывӑрма выртас умӗн леҫсе ярӑп. Унччен аттен ҫилли те сӗвӗрӗлӗ.

Каҫ сӗмӗ сисӗнмеллех палӑрма пуҫласан Лявантти шӑллӗне килне леҫме пычӗ. Энтри, чӑнах та, кӑштах лӑпланнӑччӗ ӗнтӗ. Евтук сӗтел ҫине каҫхи апат лартрӗ. Пысӑк ҫемье уйранпа сыпса ҫӗрулми пӑтти ҫиме пуҫларӗ.

— Мӗн тумалла сана? — шӑплӑха хӑратса калаҫма тытӑнчӗ кил хуҫи. — Куншӑн явап тытма тӳр килетех. Тетӳ кайтӑр кӑна...

— Атте, ачана ан хӑрат. Вӑл паян хӑйӗн пурнӑҫӗнче пӗрремӗш хут вилӗ-ме хирӗҫ тӑрса кӗрешнӗ темелле. Юлташӗсене хӑтарнӑ, — лӑплантарчӗ ашшӗне аслӑ ывӑлӗ.

— Пӗр паттӑрлӑхпа тепӗр паттӑрлӑх хушшинче пысӑк уйрӑмлӑх. Валя пӑр катӑкӗ ҫинче ярӑнма шухӑшласа кӑларни — ӑссӑрлӑх. Ӑнланатӑп, кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑ инкекре юлташӗсене ҫӑлса хӑварни, паллах, паттӑрлӑх. Анчах...

— Ҫаплине ҫапла та... Эс каларӑш, ҫак пулӑм шухӑшламан ҫӗртен пулса иртнӗ. Валя ҫитӗннӗ ҫын пек хӑрушӑ вӑхӑтра мӗн тумаллине чухласа илнӗ. Малашне тата ӑслӑрах пулӗ. Атте, ӑна каҫарасах пулать. Юрӗ, эпӗ кайрӑм. Ырӑ каҫ пултӑр, — терӗ те Лявантти пӳртрен тухса кайрӗ.

Энтри пурте сӗтел хушшинчен тухсан алӑк каҫакӗ ҫумӗнче ҫакӑнса тӑракан чӑпӑрккана илчӗ те Валя патнелле утрӗ. Малалла мӗн пуласса тавҫӑрса илнӗ Суя, Лисук, Анна, Улька тата вӗсен амӑшӗ Валяна хӑйсен хӳттине илчӗҫ.

— Ашшӗ, ан ухмахлан, — теме ҫеҫ пӗлчӗ Евтук.

Ҫак вӑхӑтра Валя ҫемье ытамӗнчен тухрӗ те ашшӗпе амӑшӗ хушшине тӑчӗ.

— Ҫапса кӑна пӑх, атте! Ыранах ял Советне кайса каласа паратӑп! Тяппа Энтрийӗ ачине хӗненине пӗлччӗр! Саккун ачасене хӳтӗлет! Сана советсен влаҫӗ явап тыттарса хӑв вырӑнна лартӗ! — шӑртланса тата куҫҫуль юхтарса кӑшкӑрчӗ Валя хӑй мӗн хӑтланнине пӗлмесӗр.

Ашшӗпе амӑшӗ ҫак сӑмахсене илтсен чул пек хытса тӑчӗҫ. Энтри аллине сулса урайне сурчӗ те чӑпӑрккине ывӑтса ячӗ.

— Ҫывӑрма выртӑр, — терӗ вӑл сассине йӑвашлатса.

Виҫҫӗмӗш класра вӗренекен Валентин Яковлев юлташӗсене вилӗмрен ҫӑлса хӑварни Раккассине кӑна мар, кӳршӗ ялсене те сарӑлчӗ. Володипе Давид ашшӗ-амӑшӗ Яковлевсем патне кучченеҫсемпе пырсах тав турӗҫ. Шкул стена хаҫатӗнче Валя паттӑрлӑхӗ ҫинчен ҫырса кӑларчӗҫ.

Вӗренӳ ҫулӗ вӗҫленме виҫӗ эрне юлсан Иван Яковлевич ачасене ӳссе ҫитӗнсен кам пуласси ҫинчен калав ҫыртарчӗ. Чи аван ҫыраканни, паллах, Валя пулчӗ. Ӗҫсене пӗтӗмлетнӗ вӑхӑтра вӗрентекен уйрӑмах Яковлев пултарулӑхӗ ҫинче чарӑнса тӑчӗ.

— Валентин, эсӗ сӑвӑ ҫырнисӗр пуҫне хайлавсем маҫтӑрлама та ӑста. Анчах мӗншӗн-тӗр калавра художник пулма ӗмӗтленетӗп тенӗ. Тӗрӗс, эсӗ ӳкерчӗксем тума та питӗ маҫтӑр. Тархасшӑн, ӑнлантарса пар-ха, сӑвӑҫ-ҫыравҫӑ пулма кӑмӑлу ҫук-им?

— Иван Яковлевич, сӑвӑҫ та, ҫыравҫӑ та — художник. Пурнӑҫ ҫине художник куҫӗпе пӑхсан кӑна илемлӗ, вулакансем кӑмӑллакан сӑвӑ-калав ҫырма пулать. Эпӗ ҫырма та, ӳкерчӗксем тума та юрататӑп, — терӗ виҫҫӗмӗш класс ачи ҫитӗннисен ӑс-тӑнне кӗме пултарайман кӑмӑл-туйӑмӗпе.

Меньшиков вӗрентӳҫӗ хирӗҫ нимӗн кала пӗлмерӗ. Ӑна вӗренекенӗн хуравӗ калаҫайми турӗ.

— Питӗ тӗрӗс сӑмахсем, Валентин, — терӗ кӑштах тӑрсан. Вӗренекенне ҫурӑмӗнчен ҫупӑрларӗ.

1935 ҫул Яковлевсен ҫемйишӗн инкекпе вӗҫленчӗ. Тӑваттӑмӗш ачи, Анна, ӳпке чирӗпе чирлесе ӳкрӗ. Ашшӗ-амӑшӗ, аслӑ ывӑлӗ Лявантти Аннана чирӗнчен хӑтарассишӗн мӗнле кӑна тухтӑрсем, юмӑҫсем патне ҫитмерӗҫ-ши? Мӗн чухлӗ тӑкакланмарӗҫ-ши? Мӗн чухлӗ куҫҫуль юхтармарӗҫ-ши? Турӑ вӗсен майлӑ ҫаврӑнчӗ. Икӗ ҫултан Анна сывалчӗ.

1937 ҫулхи вӗренӳ ҫулне Валяпа Анна пӗрле пиллӗкмӗш класра вӗренме тытӑннипе пуҫларӗҫ. Раккассинче пуҫламӑш шкул анчах пулнипе ачасем пиллӗкмӗш класран Элшел шкулӗнче вӗренеҫҫӗ. Ялсен хушши пысӑках мар. Начар ҫанталӑкра ҫеҫ йывӑртарах. Уйрӑмах ҫуркунне. Ҫул татӑлать. Ҫак вӑхӑтра ачасене каникула яраҫҫӗ. Валян чи юратнӑ предмечӗсем чӑваш, вырӑс чӗлхипе литератури. Чӑваш чӗлхипе литературине Иван Степанович Пирогов, Чӑваш ҫӗршывӗнче ҫуралса ӳснӗскер тата ятарлӑ пӗлӳ илнӗскер, вӗрентет. Вӑл хваттерте пурӑнать. Ҫемйине илсе килмен. Ӑна ачасем кӑмӑлласах каймаҫҫӗ. Мӗншӗн тесен калаҫма юратсах каймасть. Ачасене ытларах хӑйсем тӗллӗн ӗҫлеттерет. Ӗҫ парать те сӑнаса ларать. Ыйтусем парсан та кӑмӑлласах хуравламасть. Ун пеккисене типӗ чӗлхеллӗ теҫҫӗ. Хӑш-пӗр чухне урока хӗрӗнкӗ пыни те пулкалать.

Валя ӗҫме тата чӗлӗм туртма юратакансене чӑтма пултараймасть. Уроксем те ӑна чӗррӗн, спектакль евӗр иртнисем килӗшеҫҫӗ. Ун ялан калаҫас, мӗн ҫинчен те пулин сӳтсе явас килет. Чи юратнӑ предмечӗсене ҫакӑн пек вӗрентекен илсе пыни ӑна тарӑхтарсах ҫитерет.

Пӗррехинче вӑл чӑтаймарӗ, ура ҫине сиксе тӑрса вӗрентекенне намӑслантарма тытӑнчӗ.

— Эсир... Эсир начар вӗрентетӗр! Сирӗн ачасемпе ӗҫлемелле мар! Вӗрентекенӗн артист пек пултаруллӑ та ҫемҫе чӗлхеллӗ пулмалла!

— Валя, тархасшӑн, лар-ха вырӑнна! — йӑлӑнса тархасларӗ Анна. — Сана ҫак сӑмахсемшӗн шкултан кӑларса яраҫҫӗ.

— Кӑлараймаҫҫӗ! Эпӗ тӗрӗссине калатӑп! Тӗрӗслӗх маншӑн — пурнӑҫ саккунӗ! — парӑнмарӗ шӑртланнӑ вӗренекен.

Иван Степанович нимӗн каламасӑр класран тухса кайрӗ.

Ҫакӑн хыҫҫӑн Валентин Яковлев пуласлӑхӗ ҫинчен вӗрентекенсен канашлӑвӗнче сӳтсе яврӗҫ. Ӑна шкултан кӑларса ярас текенсем сахалтарах пулнипе вӑл ҫӑлӑнса юлчӗ. И.С.Пирогов шкулта урӑх ӗҫлемерӗ. Ҫуралса ӳснӗ тӑрӑхне тухса кайрӗ.

1939 ҫулхи вӗренӳ ҫулӗ те вӗҫленчӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн юлашки кунӗсем. Ҫичӗ класс пӗтернӗ Валентин Яковлев тата юлташӗсем Элшел айӗнчи вӑрмана кайрӗҫ. Уҫланкӑ варрине килте тӗртсе илемлетнӗ сӗтел ҫитти сарса хучӗҫ. Ун ҫине кам мӗн илсе килнӗ — апат-ҫимӗҫе вырнаҫтарчӗҫ. Кӑвайт ҫинче чей вӗретрӗҫ. Кашни ача пӗр-пӗрне пӳлсе шкулта вӗреннӗ ҫулсене аса илчӗ. Сӑвӑсем каларӗҫ. Юрларӗҫ. Валя пиллӗкмӗш класра вӗреннӗ чухнех куҫ хывнӑ вӑтам пӳллӗ, сӑрӑ ҫӳҫлӗ, хӑмӑр куҫлӑ Катюк ҫумӗнче пулма тӑрӑшрӗ. Пӗрремӗш хут ӑна юратнине сӑвӑ урлӑ пӗлтерчӗ.

Телейлӗ эп. Сана юратрӑм
Эс юратма пӗлмен чухне.

Юратнӑран юрра шӑратрӑм –
Хӑть кӗркунне, хӑть ҫуркунне
Чӑн-чӑн телей юратура,
Ман юрату — хама кура.

Телейлӗ эп,
Телейлӗ эп,
Чӑн-чӑн телей юратура.

Телейлӗ эп. Сана юратрӑм
Эс хӗр пулса ҫитмен чухне,
Хам ҫын пулса ҫитмен чухне.

Тен, юррӑмпа кӑна вӑратрӑм
Хӗрсен чунне, хӗрӳ чунне.

Телейлӗ эп. Сана чуптурӑм
Эс чуптума пӗлмен чухне,
Хам чуптума пӗлмен чухне
Санра-санра телей эп тупрӑм,
Пӗр саншӑн савӑп тӗнчене.

Юлташӗсем ӑна сывлаймасӑр итлесе ларчӗҫ. Кашниех чунӗнче хӑйне Валя тата Катюк вырӑнӗнче туйрӗ. Чӑн-чӑн телее юратура тупма ӗмӗтленчӗҫ.

Киле кайнӑ чухне Валяпа Катюк малашнехи ҫутӑ пуласлӑх ҫинчен калаҫса утрӗҫ.

— Эпӗ вӗрентекен пулма ӗмӗтленетӗп, — терӗ Катюк. — Шӑпӑрлансемпе ӗҫлеме кӑмӑллатӑп.

— Эпӗ — художник...

— Валя, эсӗ паянхи сӑввунта кӑштах улталаса ҫырнӑ. Эпӗ вӑтаннипе ҫӗр тӗпне анса кайма хатӗрччӗ. Эсӗ мана халиччен юрататӑп тесе куҫран пӑхса каламан. Чуптуни ҫинчен вара ытлашшипех ҫырнӑ. Тӑна ҫухататтӑм.

— Эх, Катюк, юратӑва чунпа туйса илмелле. Пуш параппан ҫапса мар. Нивушлӗ хӑвна Тяппа Вали чун-чӗринчен юратнине тавҫӑрмастӑн? Сӑмахпа та ҫирӗплетме пултаратӑп. Юрататӑп сана, Катюк. Чуптума вара эпӗ сана чунӑмра ирӗн-каҫӑн чуптӑватӑп. Ӳссе ҫитӗнер-ха, ҫын ҫине тухар, ура ҫине тӑрар. Хамӑр шухӑшсене пурнӑҫа кӗртер. Ун чухне тин юрату туйӑмӗ-сене ирӗке ярӑпӑр. Юрату вӑл вӑйӑ мар, ҫирӗп туйӑм. Унпа выляма юрамасть. Килӗшетӗн-и, Катюк?

— Эпӗ... Эпӗ... Эпӗ те сана юрататӑп. Ватӑ карчӑк пуличчен ҫак юратӑва кӗтсе пурӑнма хатӗр...

Ялта каҫхине урама тухсан та Валяпа Катюк хурӑн айӗнче кӑвак шуҫӑм вӑраничченех калаҫса ларчӗҫ.

Тӗл пулсассӑн, тусӑм,
куҫӑм сан ҫинчех, -
Мӗн тери илемлӗ ҫакӑ ҫут тӗнче.

Саншӑн мар-и, савнӑ тусӑм, -
Ҫулӑмланнӑ ҫамрӑк чунӑм, -
Чӗремре эс чӗртнӗ хӗмлӗ
юрату вӗрет.

Ӗҫ тытсан та, тусӑм,
шухӑш сан ҫинчех, -
Мӗн тери илемлӗ ҫакӑ ҫут тӗнче.

Уйрӑлсан та, тусӑм,
шухӑш сан ҫинчех, -
Мӗн тери илемлӗ ҫакӑ ҫут тӗнче.

Юрататӑп, тусӑм, шанчӑк
сан ҫинчех, -
Сан пекех илемлӗ ҫакӑ ҫут тӗнче
Санпа мар-и, савнӑ тусӑм,
Илемленчӗ ҫамрӑк чунӑм, -
Чӗремре эс чӗртнӗ хӗмлӗ
юрату вӗрет.

— Ку сӑвӑ чунӑмра санпа ларнӑ чухне шӑранса ҫуралчӗ. Эпӗ ӑна хут ҫине те ҫырса хуман-ха. Килӗшрӗ-и, Катюк?

— Килӗшме мар, ӳсӗртсех ячӗ.

Каччӑ хӗре хӑй ҫумне чӑмӑртарӗ. Питҫӑмартинчен пӗрремӗш хут тутипе сӗртӗнчӗ.

Валя савнине ӑсатма кайнӑ чухне, ял хуҫалӑх техники вырнаҫнӑ вырӑнта, палланӑ ял ҫыннисемех колхоз тракторӗн подшипникӗсене кӑларса илнине асӑрхарӗ.

— Катюк, шӑп пул, ан калаҫ, вӑрӑсем колхоза сӑтӑр тунине асӑрхарӑм. Ыранах ял Советне кайса мӗн курнине пӗлтеретӗп.

— Курмӑш-илтмӗш пул, Валя...

— Ҫук, эпӗ ун пек ҫын мар. Ҫакӑн пек киревсӗрлӗхе ҫӑтса яма пултараймастӑп.

— Хӑвна темӗн туса хурӗҫ.

Тепӗр кунӗ Валентин ҫӗрле мӗн курнине колхоз председательне тата ял Советне пӗлтерчӗ.

Лявантти тетӗшӗ Хусана кайса колхоз валли илсе килнӗ пӗрремӗш трактор ҫуракине тухиччен чӑнах та ӗҫлӗхрен тухнине ятарлӑ комисси ҫирӗплетрӗ. Анчах вӑрланӑ детальсене вӑрӑсем патӗнче тупайманнипе уголовлӑ ӗҫ вӑхӑтлӑха чарӑнса ларчӗ. Вӑрӑсене те тытса каймарӗҫ. Энтрипе Евтук кӗҫӗн арҫын ачине, Валяна, ытти ачисемпе пӗр тан таса чунлӑ, ырӑ кӑмӑллӑ пулма, ӗҫе, аслисене, ҫӗршыва хисеплеме вӗрентсе ӳстерни пӗр самантрах супӑнь хӑмпи пек сирпӗнсе кайрӗ. Пулса иртнин тӗп кӳнтеленӗсем — Валяпа Катюк — хӑйсен тӗрӗслӗхне нимӗнпе те ҫирӗплетсе параймарӗҫ. Ваттисем авалтан асӑрхаттарнӑ «тытман вӑрӑ — вӑрӑ мар» каларӑш ҫӗнтерчӗ.

Ҫӗртме уйӑхӗн юлашки каҫӗнче, савнине ӑсатса таврӑннӑ чухне, урам вӗҫӗнче куҫӗсене курмалла туса пуҫӗсене михӗсемпе хупланӑ виҫӗ арҫын Валя ҫине тапӑнса ҫӗре ӳкерчӗҫ. Кирза атӑ тӑхӑннӑ урисемпе тапа-тапа хӗнерӗҫ. Ҫул ҫитмен ача питне-куҫне аллипе хуплама тӑрӑшсан та куҫӗ юнпа хупланса курми пулчӗ. Ӑна ирсӗрсем ура ҫине тӑратса ҫӗрулми ани вӗҫӗнче ларакан мунча пӑлтӑрне илсе кӗчӗҫ. Чӗпӗ куҫӗ текен лампа ҫутса аллине пероллӑ ручка тыттарчӗҫ. Вӑрӑсем чернил савӑтне те хӑйсемпе илсе тухнӑ. Валяна трактор деталӗсене хамах вӑрласа сутса ятӑм тесе ҫыртарса алӑ пустарчӗҫ. Ҫак хута милици уйрӑмне илсе ҫитерме пулчӗҫ. Мӗн каланине пурнӑҫламасан вӗлерессипе, Катюка мӑшкӑллассипе, ҫуртсене ҫунтарса ярассипе хӑратрӗҫ. Юлашкинчен тата хытӑрах хӗнерӗҫ те, тӑнсӑр пулнӑскере, мунча пӑлтӑрӗнчех хӑварчӗҫ.

Ҫул ҫитнисен ҫулӗ ҫине тӑма ӗлкӗ-реймен ҫамрӑк малашлӑхӗ тӗрме танатине ҫакланчӗ...

Пурнӑҫпа вилӗм хушшинче

(Иккӗмӗш сыпӑк)

1941 ҫулхи раштав уйӑхӗн виҫҫӗмӗш вунӑкунлӑхӗ. Германи тата хӳрешкисем Совет Союзне хирӗҫ пуҫласа янӑ Аслӑ вӑрҫӑ улттӑмӗш уйӑх ҫӗршывӑн хулисемпе ялӗсене аркатать — ҫӗрпе тан тӑвать. Пиншер ҫын пурнӑҫӗ, Ҫӗр-анне юнпа шӑварӑнать.

Ҫак вӑхӑт тӗлне аванах ура ҫине тӑма ӗлкӗрнӗ ял хуҫалӑхӗ тата Раккасси ялӗ пушанса юлчӗ: вӑйпитти арҫынсемпе яшсем, чи хастар хӗрарӑмсемпе пикесем хӑйсен ирӗкӗпе фронта тухса кайрӗҫ.

Энтрипе Евтукӑн аслӑ ывӑлӗ — Лявантти — вӑрҫӑн пӗрремӗш кунӗсенчех фронтра.

Валентин тӗрмере нумаях лармарӗ. Трактор деталӗсене вӑрӑсенчен пӗрин кил хушшинче тупса милици ҫӗнӗ ӗҫ пуҫарса ячӗ. Паллах, ку ӗҫ ял Совечӗпе колхоз правленийӗн пуҫлӑхӗ Тихон Петров (Хирти Кушкӑ ҫынни) пуҫарӑвӗпе тапранчӗ. Вӑрланӑ япаласене ҫӗрулми ани ҫинче пытарнине кӳршӗ ачи курса тӑнӑ пулнӑ. Малтанах хӑранипе никама та каламан. Валентина тӗрмене хупсан кӑна чӑтса тӑрайман, хӑй мӗн курнине Петрова каласа панӑ.

Аслӑ вӑрҫӑ пуҫланас умӗн Валентин Яковлев Элшелӗнчи вӑтам шкултан вӗренсе тухрӗ те ҫар комиссариатне чупма тытӑнчӗ. Вунсаккӑр тултарманскере фронта ярасшӑн пулмарӗҫ. Хӑй мӗн шухӑшланине мӗнле пулсан та пурнӑҫа кӗртме хӑнӑхнӑ яш раштав уйӑхӗн вӗҫӗнче пурнӑҫа кӗртрех. Ҫуралнӑ кунӗ иртсен тепӗр кунах повестка илчӗ.

Ҫак вӑхӑта ҫирӗм улттӑри Суя ял ҫамрӑкӗпе ҫемье ҫавӑрчӗ. Вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ Лисук, Анна колхозра тӗрлӗ ӗҫсенче тар тӑкрӗҫ. Вунпиллӗкри Улька, сӑнӗпе пукане пек илемлӗскер, юрлама тата ташлама маҫтӑрскер, ҫиччӗмӗш класра вӗренет. Шупашкара артисткӑна вӗренме кайма ӗмӗтленет.

Яковлевсен умне пӗтӗм ял халӑхӗ пуҫтарӑннӑ тейӗн. Урамра раштав сиввисем хуҫаланаҫҫӗ пулин те, ватти-вӗтти таранччен Валяна салтака ӑсатма килнӗ. Яшсем салтак юррисене хурлӑхлӑн шӑрантараҫҫӗ. Хӗрупраҫсем такмак каласа куҫҫуль юхтараҫҫӗ. «Хӗрлӗ Раккасси» колхоз председателӗ Тихон Петров салтака Тӑван ҫӗршыва фашистсенчен тасатма ӑсатма ятарласа уйӑрса панӑ ӑйӑр тӑрсан-тӑрсан тулхӑрса илет. Малти урисемпе шӑнса хытнӑ юра чакаласа сирпӗтет. Ӑна ялти чи маҫтӑр лавҫӑна — Кирук пиччене — шанса панӑ.

Турӑш умне ҫӑкӑрпа тӑвар тытнӑ Энтрипе Евтук тӑнӑ. Вӗсем пил сӑмахӗ пуҫличчен колхоз председателӗ сӑмах илчӗ.

— Тӑшмана ан хӗрхен. Хӑвна хӗрхен. Ҫӗнтерӳпе таврӑн...

Вӑйсӑрланнӑ Энтри сывлӑшне ҫавӑрса илсе ӑсату сунӑмне пуҫларӗ.

— Хӑвна ҫут тӗнче парнеленӗ аҫупа аннӳне, ҫӗршыва, ял-йыша ан ман, ывӑлӑм...

Сасси ҫӗтнӗрен калас сӑмахне каласа пӗтереймерӗ. Унтан тӑп! тӑрса кӑкӑрне каҫӑртса, куҫӗпе инҫете-инҫете тинкерсе, ӑс парса малалла калаҫрӗ.

— Паттӑр та ҫирӗп пул! Чӑх чӗреллӗ ан пул! Эпӗ тыткӑнри тамӑкра тӳссе ирттернине санӑн курмалла ан пултӑр. Пире чышкӑпа-тукмакпа ҫаптаратчӗҫ. Вут ҫинче тимӗрпе те ӑшалатчӗҫ. Юр ҫинче вырттаратчӗҫ. Пӑр айне антарса каялла кӑларатчӗҫ. Мӑйран вӗренпе йӑлмаклатчӗҫ. Ачам, вӗҫне ҫитиччен калаймастӑп. Эсӗ кайса,тӑшмана ҫӗнтерсе, аҫу-аннӳ виличчен тӑван киле таврӑнсамччӗ.

Ҫӗр ҫулхи Упамсар та чӑтса тӑраймарӗ.

— Раккасси — пысӑках мар ял. Анчах пирӗн ял ҫыннисем нихҫан та тӑшмана парӑнман. Ҫӗнтермесӗр каялла таврӑнман. Ачам, ҫав тӑшман эшкерне, тархасшӑн, аркатсам...

Йӗрсе тӑракан Евтук питне саппунӗпе шӑлса ывӑлне ыталаса илчӗ.

— Ывӑлӑм, Турӑпа пӗрле пул. Таврӑн, пире тӑлӑха ан хӑвар...

Ӑсатма пуҫтарӑннӑ халӑх урама тухрӗ. Ямшӑк лашана ҫавӑрчӗ.

— Пӑх-ха, Валя, Катюк тӑрать. Ҫапла, салтак ӑсатма авалтан йӑли пур. Юрататӑн пулсан ан шиклен, ан вӑтан. Кил, лар савнийӗпе юнашар, хӗрӗм... Туятӑп, эсир пӗр-пӗрне питӗ юрататӑр...

Катюк нимӗн те чӗнмерӗ. Валя ҫумне вырнаҫрӗ. Вӑл савнийӗ ҫине пӑхаймасть. Вӑл ӑна юратать, ҫавӑнпа вӑтанать.

— Хӑв хӗрне, савнине, хӑв вилсен те ан ман. Юратма пӗлекене тӑшман та ҫӗнтереймест, — хушса хучӗ лавҫӑ.

Катюк чӑтса тӑраймарӗ, ватӑ умӗнчех сӑмах хушрӗ.

— Валя, эсӗ мана ан ман. Эпӗ те сана манмӑп. Ҫӗмӗрт пек хура ҫӳҫӗм кӑлкан пек шураличчен вӑййа тухмӑп. Эсӗ вӑрҫӑран таврӑничченех, — терӗ те ҫуна ҫинчен анчӗ.

Ун вырӑнне ӑсатма каякан ҫамрӑксем йышӑнчӗҫ.

Ҫуна кӳлнӗ лаша тапранса кайрӗ. Ял ҫыннисем Валяна лав куҫран ҫухаличченех пӑхса тӑчӗҫ...

…Шурӑ тутӑр ҫыхнӑ ҫӗмӗртсем шывалла усӑнса лараҫҫӗ. Ҫил варкӑшса килет те ҫӗмӗрт турачӗсене лӑстӑр-лӑстӑр силлесе хӑварать. Вӗтӗ-вӗтӗ ҫеҫкесем ҫырмана вӗҫе-вӗҫе анаҫҫӗ. Хӑш-пӗр чухне, тӗрлӗ чечексемпе ҫулҫӑсем ӳкнӗрен, шыв хӑй те чечеке ларнӑ пек курӑнать.

Салтаксем юханшыв хӗрринче, ҫеҫке ҫурнӑ ҫӗмӗрт айӗнче, апатланаҫҫӗ. Ҫавракарах питлӗ, хӑмӑр куҫлӑ, яштака кӑна ҫамрӑк чӑваш ачи салтаксене хӑй малтанхи ҫапӑҫура пулни ҫинчен каласа парать. Вӑл — рота старшини. Халиччен ҫапӑҫӑва кӗрсе курайманнисем унӑн сӑмахӗ-сене каҫса кайсах итлеҫҫӗ. Санитарка — Татьяна — старшина ҫинчен куҫне илмест. Каччӑ ӑна куҫӗнчен мӗншӗн пӑхнине хӗр хӑй те чухлаймасть. Унӑн сенкер куҫӗ те ҫӗмӗрт ҫеҫке ҫурнӑран, те хӗвеллӗ ырӑ ҫуркунне ҫитнӗрен, старшина еннелле туртӑнать.

Старшина, сисмесрен пӗрре тенӗ пек, хӑй те хӗр ҫине пӑха-пӑха илет.

— Яковлев ӑҫта ҫӳрет, старшина? — ыйтрӗ Татьяна.

— Рота командирӗ ӑна штаба ячӗ.

Ҫак вӑхӑтра йывӑҫ турачӗсем ерипен сирӗне-сирӗне кайрӗҫ. Салтаксем умне Яковлев тухрӗ. Анчах вӑл старшинана курчӗ те тӳрех ҫырма хӗрринелле утрӗ.

Татьяна васкавлӑн Яковлева хӑваласа ҫитрӗ. Вӑл унӑн атӑ кунчинчен тухса кайнӑ пуртенкке ҫине пусрӗ. Каччӑ ӳкесрен аран кӑна тытӑнса юлчӗ. Салтаксем кулса ячӗҫ. Хӗре хӑйне те аван мар пек туйӑнчӗ. Хӗрупраҫ пуҫҫӑн ҫамрӑк салтакран кулни аван мар.

Яковлев пуртенкки, васкаса ҫыхкаланӑран, каллех салтӑнса кайрӗ. Хӗр те чӑтаймарӗ, салтаксемпе пӗрле кулса ячӗ.

— Яковлев! — кӑшкӑрса ячӗ старшина. — Кил-ха кунта!

Салтак ун умне пырса тӑчӗ.

— Ку пуртенккешӗн кӗҫӗр урай ҫӑватӑн. Халӗ апат ларса ҫи.

— Итлетӗп, старшина юлташ!

Яковлев пӗчченех юлнине курсан старшина ун патне таврӑнчӗ.

— Эсӗ, Яковлев, вӑрҫнӑшӑн ан кулян. Совет салтакӗн ҫипуҫӗ яланах йӗркеллӗ пулмалла. Пирӗн Берлина ҫитмелле. Европа витӗр тухмалла. Пирӗнтен, совет салтакӗсенчен, тӗнче тӗлӗнсе тӑтӑр.

Старшина салтака пуртенкке чӗркеме вӗрентрӗ.

— Эсӗ миҫере-ха?

— Вунсаккӑрпа пыратӑп.

— Ҫамрӑках мар. Вӗренме вӑхӑт. Эпӗ те сан пекех пуртенкке чӗркесе курманччӗ. Вӗрентрӗҫ.

— Тавах, старшина, халь хам та ыттисене вӗрентме пултаратӑп.

Ҫырма хӗрринче мӗн пулса иртни хӗре канӑҫ памарӗ. Вӑл тула тухрӗ. Шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрӗ те чылай аякка кайнӑ ӗнтӗ. Тул ҫутӑласси те инҫе мар.

Пӳрт хыҫӗнче хуралҫӑ уткаласа ҫӳрет. Аллине автомат тытнӑ. Вӑл айккинелле пӑрӑнчӗ. Тепӗр пӳрт патнелле утрӗ. Ҫак вӑхӑтра Татьяна хыҫӗнче хӑрӑк турат шартлатса хуҫӑлчӗ. Хӗр хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхрӗ. Ик аллине икӗ витре тытнӑ Яковлев ун патнелле пырса тухрӗ. Ним чӗнмесӗрех хӗр умӗнчен иртсе кайрӗ. Татьяна каччӑ хыҫӗнчен утрӗ. Пӳрте кӗчӗ.

— Эпӗ сана пулӑшма килтӗм. Йышӑнатӑн-и?

Яковлев ӑна каялла ярасшӑнччӗ, анчах пӗр сӑмах та калаймарӗ. Чӗркуҫленсе ларчӗ те мунчалине витрене чиксе кӑларса урай ҫума тытӑнчӗ.

— Капла сана ҫырмари шыв та ҫитмест. Миҫе витре пӗтертӗн ӗнтӗ?

Яковлев чӗнмерӗ.

Татьяна урайне хӑех ҫуса пӗтерчӗ. Ҫывӑрма кайрӗ. Тухса кайнӑ чухне вӑл салтака сӑвӑ пекки каласа хӑварчӗ.

Пӗр эсӗ ҫеҫ, пӗр эсӗ ҫеҫ
Нихҫан тухаймӑн асӑмран...

Хӗр урай ҫума килни Яковлева шухӑша ячӗ. Татьяна юри кулма, мӑшкӑллама килнӗ пек туйӑнчӗ. Каччӑ Катюк ҫинчен шухӑшласа ҫутӑлас умӗн тин ҫывӑрса кайрӗ.

Нумай выртаймарӗ, унта та кунта: «Рота, стройся!» — тесе кӑшкӑрни, салтаксем ҫӗрпӳртсенчен чупа-чупа тухни, кӑшкӑрашни илтӗнчӗ.

— Тревога!

Тин ҫеҫ ыйхӑран вӑраннӑ салтаксем кашниех хӑйсен вырӑнӗсене кая-кая тӑчӗҫ.

— Аслӑ лейтенант юлташ, рота стройра! — рапорт пачӗ старшина.

Ҫак вӑхӑтра моторсем кӗрлени илтӗнчӗ. Автомашинӑсем стройра тӑракан салтаксем патне киле-киле чарӑнчӗҫ.

Салтаксем машина ҫине хӑпара-хӑпара ларчӗҫ. Акӑ малти тапранса та кайрӗ. Акӑ тепри...

Аран-аран ларма ӗлкӗрнӗ Яковлев никам ҫине те пӑхмарӗ. Пӗрремӗш ҫапӑҫӑва кӗме чунӗнче хатӗрленчӗ...

Кун пек ҫапӑҫусем Яковлев разведчикшӑн ҫулталӑк ҫурӑ хушшинче темиҫе те пулчӗҫ. Вӑл халӗ вӑрҫӑ мӗн иккенне вилӗмпе пӗр хутчен ҫеҫ мар тӗл пулса, ӑна ҫӗнтерсе ӑнланса илнӗ.

1942 ҫулхи Брянск тӑрӑхӗнчи вӑрманлӑ та шурлӑхлӑ вырӑн. Черетлӗ ҫапӑҫу хыҫҫӑн салтаксем блиндажсенче канаҫҫӗ. Шартлама сивӗ каҫ. Ҫӑлтӑрсем — ахах евӗр ҫунаҫҫӗ, куҫ пӑваҫҫӗ. Тӳпери уйӑх ытла сивӗ ҫанталӑк пулнипе –иккӗ-виҫҫӗллӗ курӑнать. Таврара раштав уйӑхӗ хуҫаланать.

Ҫӗрпӳртре ӑшах мар. Ӳт-пӗве чӗтреттерет.

Йӗри-тавра шӑп. Хутран-ситрен ҫеҫ таҫта аякра снаряд ҫурӑлни, пулемет такӑлтатни илтӗнет. Ҫумрах тарӑн юрпа витӗннӗ уҫланкӑ. Ҫынран ҫӳллӗ тӗмсем ҫилпе чӳхенсе лараҫҫӗ. Хӗллехи илем куҫа илӗртет. Лере, инҫех те мар, пӗчӗкҫӗ ял. Яковлев унта разведкӑна та кайса килнӗ. Ун чухне ҫуртсем, хуралтӑсем тӗрӗс-тӗкелехчӗ. Халӗ ял вырӑнӗнче тӗлӗ-тӗлӗпе ҫеҫ ҫунса пӗтеймен, кивӗ, анчах пурӑнма юрӑхлӑ ҫуртсем лараҫҫӗ. Апла пулин те ял тӑшманшӑн та, совет ҫарӗшӗн те стратегиллӗ вырӑн пулса шутланать.

…Яковлев ҫак яла тепӗр хут разведкӑна кайнӑ ҫул ҫинче фашистсен ҫуннӑ танкне асӑрхарӗ, ун еннелле тинкерсе пӑхрӗ. Танк ҫумӗнчех йывӑр снарядсем ӳксе алтнӑ икӗ шӑтӑк... Ҫав вӑхӑтра танк хӳттинчен икӗ нимӗҫ утса тухрӗ. Яковлев хӑй те сисмерӗ, ҫумӗнчи автоматне ярса тытрӗ. Тӗллерӗ. Анчах автомачӗ пӑхӑнмарӗ. Вӑл ӗҫлемест. Ваннӑ.

Салтак ҫумӗнчи икӗ гранатӑна взвода лартрӗ. Фашистсем ҫывхараҫҫӗ. Яковлев вӗсене аванах курать. Иккӗшӗ те аманнӑ: пӗри хӑрах аллине бинтпа ҫакса янӑ, тепри уксахлать. Иккӗшӗ те автомачӗсене хатӗр тытнӑ.

Тӑшман пӗр хӑрамасӑр килнине кура Яковлев чӗри, хӑйне пӑхӑнмасӑр тенӗ пек, хӑвӑртрах тапма пуҫларӗ. Вӑл чӗркуҫҫи ҫине тӑчӗ, граната тытнӑ аллине ҫӳлелле ҫӗклерӗ... Шӑп ҫак вӑхӑтра уҫланкӑ вӗҫӗнчи ката енче пулемет такӑлтатса илчӗ.

— Пулемет умӗнче кам-ши? — шухӑшларӗ Яковлев. — Нимӗҫ?

Яковлев ывӑтнӑ гранатӑсем умлӑн-хыҫлӑн шартлатса ҫурӑлчӗҫ. Вӑл малалла пӑхрӗ. Нимӗҫсем иккӗшӗ те ӳкнӗ. Хускалмасӑр выртаҫҫӗ.

Яковлев ҫумӗнче пӗр граната кӑна юлнӑ. Мӗн тумалла?

Ката енче пулемет каллех такӑлтатса илчӗ. Ун патнелле нимӗҫсем чупаҫҫӗ. Вӗсем нумайӑн. Пурте автоматсемпе. Пулемет ҫаплах лӑпланмасть-ха. Йӑпшӑнса пыракан фашистсем, ҫавапа ҫулнӑ пек, пере-пере анаҫҫӗ. Тӑсӑла-тӑсӑла ӳкеҫҫӗ.

Халӗ ӗнтӗ Яковлев пулемет умӗнче кам выртнине лайӑх тавҫӑрса илчӗ. Вӑл мӗн вӑйӗ ҫитнӗ таран юлташӗ патнелле ыткӑнчӗ.

Пулемет умӗнче хӑй фронта ҫакланнӑ кунранах пӗрле ҫапӑҫнӑ старшина выртать. Пӗр аллипе гашеткӑна тытнӑ, тепӗр алли юнланнӑ. Пулемет расчечӗ тахҫанах стройран тухнӑ. Нимӗҫсем тапӑнса пыраҫҫӗ. Ҫук, нимӗне те — ыратнине те, ывӑннине те — туймасть вӑл. Умӗнче — тӑшман. Ӑна тӗп тумалла!

— Пӑрӑн-ха, старшина, вырт, эпӗ хамах!.. — терӗ Яковлев. — Эсӗ кунта ӑҫтан ҫакланнӑ? Нивушлӗ панӑ яваплӑ ӗҫе эпӗ пӗччен пурнӑҫлаймасран хӑранӑ? Мана инкек пуласран сыхласшӑн пулнӑ-и?.. Эх, юлташӑм!..

Вӑл щит витӗр пӑхрӗ те гашеткӑна пусрӗ, пулемет кӗпҫине унталла та кунталла ҫавӑркаларӗ. Пулемет ӗҫлемест. Вара Яковлев старшинан суранлӑ аллине ҫыхса ячӗ.

Хура-хӑмӑр пӗлӗтсем хӗвеланӑҫнелле юхаҫҫӗ. Инҫетре ҫулӑм ялкӑшать. Тӗтӗм йӑсӑрланать. Кунта нимӗнле сас-чӗвӗ те ҫук. Хутран-ситрен ҫеҫ пӗчӗк кайӑксем, вут-ҫулӑмран хӑтӑлса юлнӑскерсем, вӗҫе-вӗҫе иртеҫҫӗ. Пурнӑҫ пуррине аса илтереҫҫӗ. Вӑрман енчен пӗр ҫын килет. Ҫине ӑшӑ кӗрӗк тӑхӑннӑ.

— Чарӑн! Кам килет? — кӑшкӑрса ячӗ Яковлев.

— Валентин, эпӗ ку, — илтӗнчӗ хӗрарӑм сасси.

Татьяна юлашки вӑйне пухса чупса ҫитрӗ. Вӑл халран кайнӑ, аран-аран сывлать.

— Пирӗннисем чакнӑ-и? — хыпӑнса ыйтрӗ вӑл.

— Пире никам та чакма хушман, — терӗ старшина. — Санӑн вырӑну кунта мар... Кам хушрӗ сана кунта килме?

— Эпӗ сире шырама тухрӑм. Аманнӑ пулӗ терӗм, уҫланкӑ хӗрринче ҫапӑҫу пырать. Пӗтӗм рота ура ҫинче. Ҫапӑҫӑва кӗнӗ.

Ҫак самантра ҫурӑлакан пульӑсем пулемет щичӗ ҫумне киле-киле ҫапӑнаҫҫӗ.

Валентин йынӑшса ярса старшина умне тӗшӗрӗлсе анчӗ.

— Валентин! — салтака хӑрах аллипе ярса тытрӗ Татьяна.

— Ой, сывлӑш...

— Ӑҫтан сана, ӑҫтан амантрӗҫ?..

Ҫак вӑхӑтра вӗсен умне снаряд ӳксе пӗтӗм таврана вутпа ҫулӑм ӑшне турӗ...

Хӗр Яковлев умне чӗркуҫленсе ларчӗ те пӗр шухӑшласа тӑмасӑрах ӑна юрпа хутшӑннӑ тӑпраран тасатма тытӑнчӗ. Гимнастерка айӗнчен тӑхӑннӑ кӗпине ҫурса илсе пӗтӗмӗшле юнпа хупланнӑ пичӗ-куҫне, кӳлепине шӑлма пуҫларӗ. Тахӑш самантран хӗр ухмаха тухна евӗр кӑшкӑрса ячӗ.

— Старшина! Хӑвӑртрах кил! Яковлевӑн хӑрах куҫне снаряд ванчӑкӗ чавса кӑларнӑ! Сылтӑм аллине татса илнӗ. Тепӗр аллинче те виҫӗ пӳрне ҫеҫ. Кӳлепинче суранланман вырӑн юлман...

Татьяна каласа пӗтереймерӗ, мӗн курнине чӑтаймасӑр тӑнне ҫухатса йӑванса кайрӗ.

Шӑп ҫав самантра вӗсен хыҫӗнче тӑсланкӑ нимӗҫ курӑнса кайрӗ. Старшина Яковлев автоматне ярса тытса тӗллеме хатӗрленчӗ, анчах нимӗҫ куҫран ҫухалчӗ.

Валентин йынӑшса ячӗ. Нимӗҫ каллех пуҫне ҫӗклерӗ. Старшина автомат крючокне меллӗн кӑна туртрӗ. Нимӗҫ пӗр вырӑнта хӑлаҫкаланса, ҫаврӑнкаласа илчӗ те лаплатса ӳкрӗ.

Валентин каллех йынӑшса сас пачӗ. Тӑна кӗнӗ Татьяна унӑн суранӗсене васкаса ҫыхрӗ. Старшина плащ-палатки ҫине вырттарса сӗтӗрме тытӑнчӗ.

Кассӑн-кассӑн килекен ҫилпе вӑрманти йывӑҫ тураттисем хумханса илеҫҫӗ. Таҫта инҫетре снарядсем ҫурӑлаҫҫӗ. Тӑрсан-тӑрсан пулемет калаҫни илтӗнет.

Старшина кашни сасса итлет. Йӗри-таврара мӗн пурри-ҫуккине сӑнасах пырать. Ҫул ҫинче вӑрҫӑ хатӗрӗсем йӑваланса выртаҫҫӗ. Хӑшӗсем ванчӑк, хӑшӗсем лапчӑнса пӗтнӗ.

— Шыв пар-ха, Татьяна, шыв, — йынӑшса илчӗ Валентин.

— Лӑплан, чунӑм, чӑт кӑштах, — лӑплантарма тӑрӑшрӗ старшина хыҫҫӑн пыракан Татьяна.

…Вӗсем ӗнтӗ вӑрман хӗрринчи хӑвалӑхран тухса тепӗр вӑрмана пырса кӗчӗҫ. Ҫил шӑк шӑршине аса илтерет.

— Ӑҫта эпир?

— Хурӑнлӑхра, канар-ха кӑштах. Малалла кайма ҫул ҫук. Шурлӑх пуҫланать. Туятӑн-и, ҫӗрнӗ шӑршӑ кӗме пуҫларӗ, — терӗ старшина.

Таврара шӑв-шав малтанхинчен те вӑйланчӗ. Пӗр вӗҫӗмрен ракетӑсем ҫуталса тӑраҫҫӗ. «Катюша» хӑватлӑ юррине пуҫларӗ. Инҫех те мар, хыҫалта, умлӑ-хыҫлӑнах снарядсем, минӑсем ҫурӑлаҫҫӗ.

Старшина хӗллехи вӑхӑтра та йӳҫсе, пӑчӑртатса тӑракан вырӑна ҫапӑсем пӑрахса тухрӗ. Пурӗпӗр утма йывӑр. Вырӑнӗ-вырӑнӗпе пилӗк таран шыв. Старшина палатка ҫинче выртакан Яковлева йӑтса утать. Ӑна ҫапӑсем ҫине вырттарса каллех умне ҫапӑсем пӑрахма тытӑнать. Малалла кайма ҫул тӑвать. Мӗнле ывӑнмасть вӑл, ӑҫтан вӑйӗ тухать-ши?

— Кан эсӗ пӑртак, кан, ывӑнтӑн пуль, — терӗ Татьяна старшинана.

— Кайран, Татьяна, кайран. Маншӑн ан пӑшӑрхан. Типӗ вырӑна тухсан канӑпӑр, — терӗ вӑл Валентина ҫӗклесе каллех малалла утса.

Старшина халран кайрӗ ӗнтӗ. Унӑн куҫӗ хуралса килет, пуҫӗ ҫаврӑнать. Татьяна арҫын хыҫҫӑн аран ӗлкӗрсе пырать... Шӑпах ҫак вӑхӑтра старшина хӑрах урипе типӗ ҫӗр ҫине пусрӗ.

— Типӗ ҫӗр, юлташсем! Типӗ ҫӗр!.. — илтӗнсе кайрӗ хӑватлӑ та савӑнӑҫлӑ сасӑ...

Унтанпа уйӑх иртрӗ. Валентин виҫӗ талӑк медицина пулӑшӗвӗ илеймен хыҫҫӑн ҫар госпитальне ҫакланчӗ. Вуншар тӗслӗ операци витӗр тухрӗ. Шурӑ халат тӑхӑннӑ, пуҫӗсене ҫав тӗслех тутӑр ҫыхнӑ сестрасемпе нянькӑсем ун умӗнчен каймаҫҫӗ. Вӑл хамӑрӑннисем тӑшмана ҫӗнтерсе малаллах талпӑнни, старшина аманса суранӗ сипленни ҫинчен те пӗлет. Бинтпа ҫыхса хупланӑ куҫӗ, аллисем сипленсе пыраҫҫӗ. Салтакӑн чунӗ ҫеҫ ҫунма чарӑнмасть. Чӑваш каччи Татьяна юратӑвне те йышӑнмарӗ. Вырӑс пикине тӑван ялӗнче савнийӗ кӗтсе пурӑннине пӗлтерчӗ. Малалла мӗнле пурӑнмалла? Акӑ мӗнле шухӑш канӑҫ памарӗ пурӑнма та ӗлкӗреймен Раккасси каччине.

Валентин Яковлев тӗрлӗ госпитальсенче сипленчӗ. Сылтӑм куҫне протез — кӗленче куҫ — лартрӗҫ. Аллисем те сипленсе ӳт илчӗҫ. Ҫапах тухтӑрсем вӑрҫӑ паттӑрне госпитальрен кӑларма васкамаҫҫӗ-ха: тӗпчеҫҫӗ, сиплеҫҫӗ, уйрӑмах куҫне тимлӗхре тытаҫҫӗ. Тарӑн суран тымарӗсем тепӗр куҫне суранлатасран шикленеҫҫӗ. Каччӑ тӑван ялне ҫырусем ҫырма тытӑнчӗ. Пӗрремӗшӗ, паллах, амӑшӗ патне пулчӗ.

«Аннеҫӗм, ҫуратса ӳстернӗ ывӑлна асран ямастӑн пулӗ... Мана асӑнса ирӗн-каҫӑн куҫҫуль тӑкнине, ыйхуна ҫухатнине чунпа туятӑп. Шухӑшупа тӗлӗкре те манпа вӑрҫӑра ҫӳретӗн пулӗ. Эсӗ те, аннеҫӗм, кирек ӑҫта кайсан та яланах асӑмра. Мана вӑрҫа ӑсатма пуҫтарнӑ кӗреке, хур яшки те умӑмран каймасть. Халӗ те ҫӗнӗ ҫипиркке сан ҫинче пек, аллӑмра — ӑсату курки. Эсӗ ман ҫине ытлашши хурланнипе пӑхмарӑн та. Куҫунтан куҫҫуль те тухмарӗ. Эсӗ мана ун чухне ӗмӗрлӗх ӑс патӑн. Эс каларӑн: «Ывӑлӑм, пепкеҫӗм, ҫуралнӑ ҫӗршыва сыхла. Пиччӳ халь вӑрҫӑра ҫӳрет. Инкӳ куҫҫуль тӑкать. Кӳршӗсем те ҫухалнӑ ывӑлне асӑнса йӗреҫҫӗ. Иккӗрен пӗр ывӑлсӑр юлма аннӳне-мӗн ҫӑмӑл пулӗ тетӗн-им?» Эсӗ мана пиллесе ӑсатрӑн. Шеллесе тӑрса юлтӑн пулӗ. Халӗ, тен, эпӗ таврӑнасса та шанмастӑн пулӗ. Анчах пурпӗрех кӗтетӗн. Эсӗ мана асапран пӑрӑнма хушмарӑн. Ҫӑмӑллӑх шырама та сӗнмерӗн. Тен, сан пилӳпе ҫулӑмра та ҫунмарӑм, вилӗмрен те хӑрама пӗлмерӗм. Ҫичӗ хут тӑшман хыҫне разведкӑна кайрӑм. Виҫӗмкун кӑкӑрӑм ҫине медаль те ҫакса ячӗҫ. Орден та пур. Аннеҫӗм, ҫырӑва илсен ан кулян. Урӑхла ҫыра пӗлместӗп. Эсир мана аттепе хӑвӑр вӗрентнӗ тӗрӗссине анчах калама, тӗрӗс пурӑнма. Ҫамрӑклӑхӑм вӑрҫӑра иртрӗ. Апла пулсан юн тӑкни те харама каймӗ. Вилес тӑвас пулсан, аннеҫӗм, ан ӗнен. Эсӗ мана вилмешкӗн ҫуратман. Сӑвӑҫсем вилсен те чӗрӗлеҫҫӗ. Вӗсен малашнехи пурнӑҫшӑн ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ юрӑсем шӑратмалла. Ҫӗнтерӳшӗн автомата аллӑмран ямарӑм. Эсӗ вара мана асран ямасса шанатӑп. Каҫсерен анӑҫалла тинкернине туятӑп. Пӗлсем, аннеҫӗм, ҫӗнтерӳҫӗ ҫулӗ анӑҫ урлӑ тухӑҫалла пулчӗ. Ӗнен, таврӑнатӑпах, сар савнийӗм те орден ҫакнӑ кӑкӑрӑм ҫине пӑхӗ. Ҫук, эсӗ мана медаль-орденшӑн юратмӑн. Ҫулӑм витӗр тухнӑ ывӑлна кӗтсе илӗн. Эпӗ саншӑн ҫӗнӗ юрӑсем ҫырӑп. Композиторсем вӗсене юрра кӗвӗлӗҫ. Ӗнен, тархасшӑн, кашни сӑвӑ сан телейӳ пулӗ. Хам вилсен те юррӑмсем юлӗҫ. Вӗсемшӗн юнӑмпа ҫуллахи ҫереме, хӗллехи шур юра хӗретрӗм. Юрӑсемшӗн вута-шыва кӗтӗм. Эп вилӗ-ме ҫӗнтерме кайрӑм.»

Евтук ҫырӑва вуласа тухсан, ҫук, йӗмерӗ. Чунне хытарса ывӑлӗшӗн мӑнаҫланчӗ. Пӗтӗм яла ҫаврӑнса ывӑлӗ ҫыру яни ҫинчен каласа пачӗ. Вулаттарчӗ.

Тепӗр эрнерен аппӑшӗ, Суя, Валентинран ҫыру илчӗ.

«Аппаҫӑм, эпӗ шухӑ ӳснине питӗ лайӑх пӗлетӗн. Ҫав-ҫавах ирсӗр шухӑш тытса арчаран укҫа-мӗн илменнине те. Юлташсем каҫхи урама тухса пахчана вӑрлама сикетчӗҫ. Чун-чӗрем мана вӗсем ҫумне хутшӑнма хушмастчӗ. Хуҫи ыйтсан — хӑех парать тетчӗ. Эпӗ — вӑрҫӑра. Тантӑшсем те вӑрҫӑра тӑшмана аркатаҫҫӗ. Питӗ инҫетре пулсан та, аппаҫӑм, тӑван ялӑм асӑмрах. Асилетӗп те — ҫапӑҫмашкӑн ҫӑмӑл. Сивӗ окопра та ӑшӑ пек. Ҫӗр ҫинче виҫӗ талӑк выртрӑм. Эпӗ ун чухне тӑшман тылӗнчеччӗ. Ман пуҫ ҫинче вилӗм тӑчӗ. Хам алпах нимӗҫсене вӗлертӗм. Вӗсем вилӗме ҫеҫ тивӗҫлӗ. Эпӗ те вилӗме хирӗҫ тӑтӑм. Парӑнмарӑм. Аппаҫӑм, шӑллу ачаш ӳсрӗ тесессӗн, тархасшӑн, ан ӗнен. Ҫырусем ҫырайманшӑн та каҫар, ӑҫтине — ҫырмасӑр та пӗлен. Сан валли манӑн пӗр сӗнӳ пур: таврӑннӑ ҫӗре ҫӗнӗ кӗпе тӗрлесе хур-ха. Чипер юл, аппаҫӑм, сывӑ пурӑн. Ҫырӑва вӗҫлетӗп. Эсӗ мана та, йыснана та кӗтсе илессе шанатӑп. Кӗт, аппаҫӑм, кӗт.»

Суя шӑллӑнчен тепӗр кунах тата ҫыру илчӗ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче малтан ҫырнӑ ҫырусем каярах, каярах янисем маларах та ҫитме пултарнӑ.

«Вӑрҫӑра пулсан та тӗлӗк куратӑп. Анне шӑрттан типӗтнӗ пек. Ӗҫкӗре пек. Аттен ҫӗлӗкӗ ҫӗтӗлнӗ. Ҫара пуҫӑн кил енелле утать. Эпӗ тӗлӗке нихҫан та шанман, анчах шӑрттан типӗтнине хуйӑх теҫҫӗ. Аппа, тӗлӗке ан ӗнен. Эп сывах. Каҫ выртсан пӗр шухӑшсӑр ҫывӑр. Мана темӗнех пулас ҫук. Ҫырусем ҫӳреймен ҫӗрте виҫӗ уйӑх пултӑм. Те хамӑн юратушӑн, те тӑван килшӗн сывӑ юлтӑм. Хӗрсенчен ҫырусем илетӗп. Пӗринчен ҫеҫ хыпар-хӑнар ҫук. Ҫавӑнпа чуна тем ҫитмест пек. Эп уншӑн ют ҫӗрте юн юхтарнине вӑл пӗлмест-ши, сисмест-ши вара? Маншӑн вӑрҫӑра кашни ҫын паттӑр. Виҫӗ хут паттӑрланатӑп эпӗ ӑна юратнӑран. Мӗншӗн тесен ҫут тӗнчере юратуран вӑйли ҫук. Вӑл вӑй парать. Амансан сывалма пулӑшать. Аппа, ҫыру ҫырӑр, кампа иккенне ху пӗлен. Тен, вӑл халӗ уйра тырӑ вырать. Ман умра та, хыҫра та ҫӗлен. Тӗлӗксем вӑрҫӑра та куратӑн иккен. Ҫав тӗлӗксенче тӑшмана та, тусна та куран. Хуть аттен тӗлӗкре ҫӗлӗкӗ ҫӗтӗлнӗ пулсан та эп ютран киле таврӑнатӑпах.»

Валентин пурин патне те ҫыру ҫырчӗ. Виҫӗ пӳрнеллӗ хӑрах аллипе, кӑранташа шӑлӗсемпе ҫыртса. Паллах, хӑйӗн юратӑвне асра тытрӗ: тарӑхрӗ, ҫывӑраймарӗ, тӗлӗкӗсенче унпа тӗл пулчӗ. Апла пулин те ҫырнӑ ҫырӑвӗсене ямарӗ. Вӑл аманнӑ чунӗнче ӑна ҫухатнӑн туйрӗ. Хӑрах куҫлӑ, хӑрах алӑллӑ, вӑл та пулин виҫӗ пӳрнеллӗскер, пичӗ-куҫӗ снаряд ванчӑкӗсемпе хӑрушланнӑ каччӑ никама та кирлӗ мар пек туйрӗ. Ҫук, маларах вӑл Катюк патне те ҫырусем ҫырчӗ, анчах юлашкинчен ҫырни ҫакӑ пулчӗ. Валентин ӑна сӑвӑласа калӑпларӗ.

Куҫ умне тухать те ялӑм
Килӗме ҫывхарнӑҫем
Асӑма килет яш алӑ
Уйрӑлма систернисем.

Эс калаттӑн: юратсассӑн
Уйрӑлма йывӑр иккен.

Эп калаттӑм: тӗл пулсассӑн
Чуптума ҫӑмӑл, пикем.

Эпӗ тӳсрӗм, ман кунҫулӑм
Лекрӗ вӑрҫӑ аллине.

Ӳт-тире хыпсан та ҫулӑм
Ҫухатман ӗмӗтсене.

Хӑмӑр куҫӑм хупӑнсан та
Эс каймарӑн умӑмран.

Вилӗмӗм ҫумрах тӑрсан та
Уйрӑлмарӑм эп санран.

Иртсе кайрӗ вӑрҫӑ вучӗ,
Манӑн халь улт-ҫич суран.

Чӗрем ҫеҫ сурансӑр юлчӗ,
Тен, санпа тӗл пулнӑран.

Куҫ умне тухать те ялӑм –
Куҫ умне тухатӑн эс.

Ал пама ҫеҫ ҫуккӑ аллӑм,
Уншӑн ан тиркеччӗ эс.

Сӑнӑм-пуҫӑм ман хитреччӗ
Ҫын ҫине тухса кӗме.

Фашист мурӗ веҫ пӗтерчӗ
Сӑнсӑрлатрӗ питӗме.

Тутасем ҫӳхеччӗ манӑн
Чуптумашкӑн сар хӗре.

Тӑпӑлтарчӗ аҫтаханӑн
Ӳхӗрсе вӗҫен йӗтре.

Пурччӗ манӑн хӑмӑр куҫӑм
Ҫут тӗнче ҫине пӑхма.

Халь курмастӑп ӗнтӗ уҫҫӑн,
Ҫӑхан сӑхрӗ куҫӑма.

Пурччӗ вӑйлӑ аллӑмсем ман
Эртелпе ӗҫе тухма,
Эртелпе ӗҫе тухма та
Савние ыталама.

Татса кайрӗ аллӑма та
Ахӑрса вӗҫен тӑхлан.

Ҫук, пӗрре те кулянмастӑп
Сурансем пит пысӑкран.

Куллен-кун эп савӑнатӑп
Тӑшмана аркатнӑран.

Ман суран — ҫӗршыв суранӗ,
Ман суран вӑл — сан суран.

Сурана чӗремҫӗм манӗ
Пӗр-пӗрне юратнӑран.

1943 ҫулхи утӑ уйӑхӗ. Раккассисем Сӳ-нтӗкпе Чӑнлӑ хушшинчи улӑха — тӗпеке — утӑ ҫулма тухнӑ. Паллах, вӗсенчен ытларахӑшӗ — ватӑсемпе ҫул ҫитмен ҫамрӑксем, вӑрҫӑран суранланса таврӑннисем.

«Хӗрлӗ Раккасси» колхоз председателӗ Тихон Петров пӗтӗм ӗҫсене йӗркелесе тӑрать. Ӑна шкул заведующийӗ Иван Яковлевич Меньшиков та пулӑшать.

Кунсем шӑрӑх тӑнӑран сывлӑм шывӗпе ҫулнӑ курӑк каҫалапа аванах куштӑркама ӗлкӗрет. Кӗҫӗнрех ҫулсенчи ачасем паккуссене тавӑраҫҫӗ. Таврара ҫава туптани, ача-пӑча кӑшкӑрашни, кулни янӑраса тӑрать. Ҫынсем, вӑрҫӑра Совет Союзӗ ирсӗр тӑшмана ҫӗнтерессине ӗненсе, ырми-канми хавхаланса ӗҫлеҫҫӗ.

Яковлевсен сахалланса юлнӑ ҫемйи те кунтах. Вӗсемшӗн 1943 ҫул синкерлӗн иртсе пырать. Нумай вӑхӑт чирлесе выртнӑ хыҫҫӑн кил хуҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлчӗ. Ляванттипе Валя нимӗҫ фашисчӗсене аркатаҫҫӗ. Лисук Шупашкара вӗренме кайрӗ. Евтук, килти хуҫалӑха хӑй ҫине илнӗскер, Аннапа Улькана ял ҫыннисемпе утӑ ҫине илсе тухрӗ.

Ӗҫ сывлӑм типсе ӗлкӗреймен вӑхӑтра тытӑнать те ял кӗтӗвӗ кӗричченех тӑсӑлать.

Яковлевсен килне таврӑнсан ҫӗнӗ ӗҫ тапхӑрӗ пуҫланать. Пӳрте кӗричченех Евтук ӗнине сурӗ. Анна ҫереме хурсемпе чӗпписене илме васкарӗ. Улька кун тӑршшӗпе тусанпа витӗннӗ крыльца пусмисене ҫурӗ...

Пӳрте кӗнӗ ҫӗре аванах тӗттӗмленсе ҫитрӗ. Амӑшӗпе хӗрӗсем пӳрте кӗчӗҫ. Евтук хурана яшка шывӗ ярса кӑмакан умри пайне чӗртсе ячӗ. Ҫӗрулми шуратма тытӑнчӗ. Анна краҫҫын лампине ҫутрӗ. Улька малти пӳрт алӑкӗн урати урлӑ хӑрах урине каҫарчӗ ҫеҫ — хыттӑн кӑшкӑрса ячӗ.

— Анне, вырӑн ҫинче кам-тӑр выртать!

Кӑшкӑрнӑ сасӑпа кӗтмен хӑна та вӑранса кайрӗ. Ура ҫине тӑчӗ. Хӑраса чӗтреме тытӑннӑ ҫемье умӗнче хальтерех кӑна вӑрҫӑран таврӑннӑ салтак тӑрать. Ҫине ешӗл гимнастеркӑпа галифе, урине ҫутӑ сӑран атӑ тӑхӑннӑ. Кӑкӑрӗ ҫинче орденпа медальсем йӑлтӑртатаҫҫӗ. Пурте палламан ҫын патне пырса тӑчӗҫ.

— Ан хӑрӑр, анне, йӑмӑксем, эпӗ ку — Валя, — терӗ сассине кӑларма хӑраса каланӑ пек салтак тумӗ тӑхӑннӑ арҫын. — Каҫарӑр, тархасшӑн, сӗре ывӑннипе эсир таврӑниччен кӑштах выртса канас терӗм.

Евтук тата тепӗр утӑм турӗ те хӑрах куҫлӑ, ырханланса кайнӑ, хӑрах алӑллӑ салтак хӑйӗн ывӑлӗ пулнине ӑнланса илчӗ.

— Валя, ывӑлӑм, тӗпренчӗкӗм, таврӑнтӑн-им? — тесе ыталаса илсе куҫҫуль юхтарма тытӑнчӗ.

Пӗр вырӑнта хытса тӑнӑ Аннапа Улька та амӑшӗпе пӗрле йӗре-йӗре салтака ыталаса илчӗҫ.

— Мӗн пулнӑ сире? Мӗншӗн йӗретӗр? Сывах таврӑнтӑм вӗт. Сурансем тӳрленӗҫ. Икӗ куҫӑм та суккӑр мар вӗт. Кӗтӳ кӗтме кайӑп. Аллӑма чӑпӑркка тытма виҫӗ пӳрнем пур, — терӗ Валя самай хулӑнланнӑ сассипе. — Атте ӑҫта? Ман ҫырусене илтӗр-и?

— Суя аппу патне янӑ икӗ ҫырӑвна, киле янине илсе вуларӑмӑр, ывӑлӑм. Хирӗҫ хуравлама — ӑҫта ҫырмаллин адресне кӑтартман. Пӗр уйӑх каялла аҫунтан ӗмӗрлӗхех уйрӑлтӑмӑр. Йысну хыпарсӑр ҫухални ҫинчен хут илтӗмӗр. Аппу тӑлӑха юлчӗ. Лисук Шупашкара вӗренме кайрӗ. Вӑт ҫапла, ывӑлӑм, килте виҫӗ хӗрарӑм ҫеҫ тӑрса юлтӑмӑр.

— Ан кулян, анне. Часах Лявантти тете таврӑнӗ. Хыпарсӑр ҫухалнисем те таврӑннисем пулаҫҫӗ. Малашне сирӗнпе юнашар эпӗ пулӑп...

— Ҫук, кулянмастӑп, ывӑлӑм. Эсӗ таврӑннипе савӑнса йӗретӗп.

Пӗр юнлӑ тӑвансем шуҫӑм ҫути киличченех калаҫрӗҫ. Валя хӑй кайнӑранпа ялта пулса иртнӗ пур улшӑнусем ҫинчен те пӗлчӗ.

«Мӗншӗн Катюк ҫинчен нимӗн те каласа памаҫҫӗ-ха?» — пуҫне ватрӗ салтак.

Амӑшӗн чӗри ывӑлӗ мӗн ҫинчен шухӑшланине самантрах туйса илчӗ.

Хӗрӗсем пӑлтӑра ҫывӑрма тухсан чӑтаймарӗ, мӗн пулса иртни ҫинчен каласа пачӗ.

— Валя, ывӑлӑм, чунна хытар, тархасшӑн. Эсӗ, эпир чунтан юратнӑ Катюк сана кӗтсе илеймерӗ. Качча кайрӗ, — терӗ Евтук ывӑлӗ ытла хуйхӑрса чӗрине ҫунтарасран хӑраса.

Каччӑшӑн ку хыпар ирсӗр вӑрҫӑ «парнеленӗ» тӳрленсе ҫитеймен суранӗсем ҫине тӑвар сапнӑ пекех пулчӗ.

— Тен, эпӗ вӑрҫӑран ҫапла таврӑнасса унӑн чунӗ сиснӗ, анне. Тӗрӗс тунӑ, эпӗ халӗ кама кирлӗ ҫын? Ман ҫине Катюк пек илемлӗ хӗрсем мар, тухатмӑш карчӑксем те ҫаврӑнса пӑхмӗҫ. Анчах... Мана ӑсатнӑ чухне: «Ҫӗмӗрт пек хура ҫӳҫӗм кӑлкан пек шураличчен, эсӗ вӑрҫӑран таврӑниччен вӑййа та тухмӑп…» — тесе тупа тунине ытла та час маннӑ курӑнать… — шухӑшларӗ Валя.

Евтук ывӑлне ыталаса илчӗ. Пуҫӗнчен шӑлса ачашларӗ.

— Чӗрӳне ан ҫунтар, Валя. Эпир пурте пурнӑҫпа вилӗм хушшинче. Хӑшӗ хӑшне ҫӗнтерессине Турӑ кӑна пӗлет. Эсӗ кун ҫинчен пиртен те лайӑх чухлатӑн. Вилӗ-ме вилӗмпе ҫӗнтерсе таврӑнтӑн пулсан — пурӑнатӑнах!

Шӑпа авӑрӑнче

(Виҫҫӗмӗш сыпӑк)

Валя тӑван килӗнчен тухса каяс умӗн пӳрт ӑш-чиккине юлашки хут пӑхнӑ пек тинкерчӗ. Тӗпелте ҫаплах, вӑрҫа кайичченхи пекех: тӗрӗллӗ алшӑлли ҫакӑнса тӑрать, чӳрече каррисем те юр пек шурӑ, урайӗ те таса, тирпейлӗ. Стенасене нумаях пулмасть ҫуса тасатнӑ. Кӗтесре вырӑн сарӑлса тӑрать. Хӗррисене чӗнтӗр тытнӑ шурӑ питлӗ минтерсем купаласа хунӑ.

— Ҫула тухас умӗн сакӑ ҫине лармалла, — терӗ Евтук ачисене. — Ывӑлӑм, пӗрер уйӑх пурӑнмаллаччӗ-ха... Ӑҫта васкатӑн? Ют ҫӗрте ҫӑмӑлтарах пулӗ тетӗн-и? Улька та ав Шупашкара артисткӑна вӗренме каясшӑн. Эпӗ Аннапа ҫеҫ тӑрса юлӑп.

— Анне, манӑн каймаллах. Хусана ҫитсе «Хӗрлӗ ялав» редакцине ӗҫе вырнаҫӑп. Килте юлса сире пурӗпӗр нимӗнпе те пулӑшаймӑп. Чӑрмантарӑп кӑна. Часах Лявантти тетепе йысна вӑрҫӑран ҫӗнтерӳпе таврӑнӗҫ. Манӑн ӗҫ хатӗрӗсем халӗ — виҫӗ пӳрнепе хӑрах куҫ. Чӗлхем ҫивӗч-ха, ӑс-тӑнӑм та хӑватлӑ. Ҫӗршывшӑн ҫырав ӗҫӗнче тар тӑкса усӑллӑрах ӗҫ тӑвӑп. Ялта юлса ухмаха тухма та пулать, — терӗ Валентин.

— Станцие ҫити Аннапа Улька ӑсатӗҫ. Пуйӑс ҫинех лартса ярӗҫ, — куҫҫуль витӗр калаҫрӗ Евтук.

Амӑшӗпе ывӑлӗ пӗр-пӗрне ыталаса илчӗҫ.

Яковлевсен ачисене станцие ҫити леҫме килнӗ колхоз пуҫлӑхӗ Тихон Петров хӑй ҫӳрекен лашипе килчӗ. Ҫамрӑксем тӑрантас ҫине улӑхса ларчӗҫ. Евтук ывӑлне тепӗр хут ыталаса илчӗ.

— Чун сисет, ывӑлӑм, эпӗ, тен, сана урӑх кураймӑп та... Вӑй-халӑм пӗтсе пырать. Чипер ҫӳре. Тяппасен йӑхӗн ятне ан яр. Аннӳ пилӗ чӗрӳне вырнаҫса инкек-синкекрен упратӑр. Ӗмӗрӳ вӑрӑм та телейлӗ пултӑр. Хӑвна юлташ тупса пӗр тикӗссӗн те телейлӗн ӗмӗрлеме Турӑ пулӑштӑр, — терӗ Евтук куҫне саппун аркипе шӑлса.

Хура ӑйӑр вырӑнтан тапранса кайрӗ. Тӑрантас кустӑрмисен айӗнчен ҫӑра тусан йӑсӑрланчӗ...

Валя, ларса пынӑ май, йӗри-тавраналла пӑхса пычӗ. Ҫул айккипе таҫта ҫити ем-ешӗл уй сарӑлса выртать. Кӑҫал ытла та ир ҫитӗнсе кайрӗҫ ыраш калчисем! Пӗлтӗр шӑтмасӑр юлнисем те кӑҫал шӑтаҫҫӗ. Кӑнтӑрлахи хӗвелӗн ылтӑн ука пек пайӑркисем ачаш калчасене катаран кармашса ҫупӑрлаҫҫӗ. Ун пек чухне уй-хир тата илемлӗрех курӑнать. Калчасем малтанхинчен ешӗлрех, паркарах пек туйӑнаҫҫӗ.

«Эх, тӑван ялӑм, Раккасси, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче те самай улшӑннӑ. Тен, ытла тунсӑхланӑран вӑл тата илемлӗрех курӑнать. Ҫук, тунсӑхланӑран кӑна мар, эсӗ чӑнах та маншӑн кӗмӗлрен те, ылтӑнран та хаклӑрах», — шухӑшласа пычӗ Валентин. Унӑн пуҫӗнче ҫиҫӗм пек ҫиҫсе илсе сӑвӑ йӗркисем ҫуралчӗҫ.

Кӗмӗл-ши эс, Раккасси,
Ылтӑн-ши эс, Раккасси,
Хӗртсе хӗвел пӑхнӑ чухне
Ылтӑн пуль эс, Раккасси.

Сала-ши эс, Раккасси,
Хула-ши эс, Раккасси,
Ялӑмӑрсем ӳснӗ чухне
Хула пуль эс, Раккасси.

Ҫеҫке-ши эс, Раккасси,
Ҫырла-ши эс, Раккасси,
Садӑмӑрсем чечен чухне
Ҫеҫке пуль эс, Раккасси.

Ҫӑтмах-ши эс, Раккасси,
Юмах-ши эс, Раккасси,
Тус-тӑванпа пӗрле чухне
Ҫӑтмах пуль эс, Раккасси.

Сӑвӑ-ши эс, Раккасси,
Кӗвӗ-ши эс, Раккасси,
Юррӑмӑрсем юхнӑ чухне
Юрӑ пуль эс, Раккасси.

... Хусанта тухса тӑракан «Хӗрлӗ ялав» хаҫатӑн редакторӗ Исаак Васильевич Скворцов 1944 ҫул пуҫламӑшӗнче суранланнӑ ҫамрӑк фронтовика, поэта, корреспондента Павлӑ тӑрӑхӗнчи «Шуҫӑм» колхоза командировкӑна ячӗ. Унти фермӑра сурӑхсем ҫухалма тытӑннӑ иккен.

— Ак тамаша, ак тамаша! — кӑшкӑрсах каласа пама тытӑнчӗ корреспондента сурӑх ферминче ӗҫлекен ватӑ. — Мӗн пулса тӑчӗ ӗнтӗ! Мӗн куртӑмӑр? Вунӑ ҫул фермӑра ӗҫлесе пӗр сурӑх ҫухалман. Халӗ мӗн пулса тухрӗ? Ху ачусене ачашласа ҫитӗнтернӗ пек ӳстер, ӳстер те — кашкӑр кулли пулса тӑр. Кашкӑр тесен — шӑм-шакӑ та, юн тумламӗ те хӑварман вӗт-ха!

— Чӑнах та, мӗнле пулса тухрӗ-ха? Эсӗ халиччен инкек-мӗн пуласса ҫийӗнчех сисекенскер, хальхинче мӗнле асӑрхайман? — ыйтрӗ ватӑран Валентин.

— Яланхи пекех, сурӑхсене уҫӑлма картишне кӑларса янӑччӗ. Хай, каҫхи апат валли утӑ, айӗсене сарма улӑм кӗртес тесе вите умӗнче сенӗкпе аппаланса тӑратӑп. Таҫтан вӗсен хисепне пӗлес шухӑш ҫуралчӗ. Уҫӑлма кӑларнӑ вӑхӑтрах шутласа пӑхмалла пулнӑ иккен. Тӗрӗслерӗм те, вунӑ пуҫ сурӑх ҫитмест. Чи пысӑккисем. Мӑнтӑррисем. Председатель патне чупрӑм. Инкек ҫинчен пӗлтертӗм. Вӑл ман ҫине пӑхса кӑшкӑрса пӑрахрӗ. «Тӗрмере ҫӗртетӗп! — тет. — Ӑҫта пулнӑ эсӗ сурӑхсем ҫухалнӑ вӑхӑтра?!»

— Лӑплан-ха, хаклӑ ҫыннӑм, эсӗ председателе лайӑх пӗлетӗн-и? — ыйтрӗ корреспондент.

— Вӑл колхоза иккӗмӗш ҫул ҫеҫ ертсе пырать. Кӳршӗ районтан. Вырӑс ҫынни. Пӗчченех, хваттерте пурӑнать. Ҫемйине темшӗн илсе килмест? Ӑна ял ҫыннисем те юратсах каймаҫҫӗ. Ӗҫкелет. Хӗрарӑмсене юратать. Хваттере янӑ тӑлӑх арӑмпа ҫыхланса кайнӑ теҫҫӗ.

— Чӑваш хӗрарӑмӗсем, ҫак йывӑр та ҫӗршывшӑн питӗ яваплӑ тапхӑрта асса пурӑнма пултараяҫҫӗ-ши, тӑванӑм? — ыйтрӗ ватӑран Валентин.

— Марье, упӑшкипе икӗ ывӑлӗ вӑрҫӑра пуҫӗсене хунӑ хыҫҫӑн, ӗҫке ерчӗ. Эрехпе иртӗхни мӗн патне илсе ҫитерни каламасӑрах паллӑ.

— Юрӗ, тӑванӑм, мана председатель пурӑнакан хваттере ертсе кай. Вӑл паян ялта-и?

— Района кайнӑ терӗҫ. Ялан ҫапла, ӑҫта та пулин ӗҫпе каятӑп тесе тухса каять те ... Пӗр-икӗ куна ҫухалать. Мана хӑвпа пӗрле илсе ан кай, ывӑлӑм. Ӑҫта пурӑннине кӑна кӑтартӑп.

Валентин председатель хваттерне ҫитнӗ ҫӗре Марье, чӑнах та, пӗчченехчӗ. Ӳсӗр. Чӗлхи те аран-аран ҫаврӑнать. Корреспондент ӗҫ-пуҫа пӗччен майлаштарма ҫуккине ӑнланса илсе кӳршӗсене чӗнсе илчӗ. Кӳнтеленсӗр юрамасть. Вӗсенчен пӗрне ял Советне чуптарчӗ. Совет влаҫӗн ҫынни те кунта пулмалла. Ҫула май парти организацин секретарьне илсе килме хушрӗ. Ара, председатель — коммунист.

Марье пухӑннисене хӑй патне хваттере янӑ пуҫлӑх ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен пӗр пытармасӑр каласа пачӗ. Председатель сурӑхсене ҫемйи пурӑнакан ял ҫыннисене илсе килсе вӑрлаттарнӑ. Пусса тирпейлесе пасарта суттарнӑ.

Каярахпа Яковлев корреспондент «Хӗрлӗ ялавра» ҫак ӗҫ ҫинчен пысӑк статья ҫырса кӑларчӗ. Милици тата тӗпчев органӗсем унӑн статйине тӗпе хурса суд ӗҫӗ пуҫарса ячӗҫ. Председателе парти райкомне чӗнтерсе коммунист билетӗнчен хӑтарчӗҫ. Суд вӑрҫӑ вӑхӑтне шута илсе ҫирӗм ҫула Ҫӗпӗре ӑсатма йышӑнчӗ.

Валентин Яковлев корреспондентӑн ырӑ ячӗ, пархатарлӑ ӗҫӗ пӗтӗм Атӑл тӑрӑхӗнче сарӑлчӗ. Хӑюллӑ та никамран хӑраман фронтовик корреспондент, ҫыравҫӑ тата поэт республикӑра ӗҫлесе пурӑнакан тӳресемпе пуҫлӑхсемшӗн «уяр кунти аслати» пулса тӑчӗ.

Вӑл 1944-1946 ҫулсенче Шупашкарта тӗпленсе Чӑвашрадио сотрудникӗ пулса вӑй хучӗ. Пӗтӗмӗшлех литература ӗҫне кӗрсе ӳкрӗ. Чӑвашсен чи паллӑ ҫыравҫисемпе тата поэчӗсемпе тӑванланса ҫырав ӗҫӗн маҫтӑрлӑхне анлӑлатрӗ. Ҫак тапхӑрта унӑн пӗрремӗш калавӗсемпе сӑввисем пичетленме тытӑнчӗҫ. 1951 ҫулта Чӑваш патшалӑх издательствинче пӗрремӗш кӗнеки — «Ҫурхи кунсем» — кун ҫути курчӗ. Вӑл сӑввисемпе калавӗсенче вулакана колхозлӑ ял ӗҫченӗсем патне — Шуршӑла, Раккассине, нумай-нумай колхоза илсе ҫӳретрӗ. Анлӑ Атӑл хӗрринчи шурӑ Шупашкарӑн илемлӗ урамӗсемпе, унти чӑннипех те хастар, ӗҫчен те ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсемпе паллаштарчӗ. Вӗсен пархатарлӑ ӗҫӗсене, ытарайми сӑнӗ-сене курса, хӑй чӗринчен вӗҫӗ-хӗррисӗр савса юратма чӗнекен, шухӑш-кӑмӑла ҫӗклентерекен, чӑн-чӑн гражданла тата юратуллӑ лирика тапса тӑракан манӑҫми сӑва-юрӑ калӑплама тытӑнчӗ.

Валентин Яковлевӑн ачаран пӗрле ӳснӗ юлташӗсем — Владимир Константиновпа Давид Шашкин — вӑрҫӑран ҫӗнтерӳпе таврӑнчӗҫ. Иккӗшӗн те кӑкӑр тулли орден тата медаль. Лявантти вӑрҫӑран питӗ суранланса таврӑнса парти шкулӗнчен вӗренсе тухрӗ. Колхоз председателӗнче, счетоводра, бухгалтерта вӑй хучӗ. Вӑл виҫӗ ача ашшӗ.

Шупашкара кайнӑ аппӑшӗ — Лисук — суту-илӳре ӗҫлерӗ. Качча кайса ҫемье ҫавӑрчӗ. Ҫемьере икӗ хӗр ҫитӗнет. Поэт малтанхи тапхӑрта ун патӗнче пурӑнчӗ.

Валентинӑн кӗҫӗн йӑмӑкӗ — Улька — Шупашкарта артисткӑна вӗренчӗ. Анчах виҫӗ уйӑх вӗренсе пӗтереймесӗр, пӗрремӗш юратӑвне ҫухатасран хӑраса Раккассине таврӑнчӗ. Хӑй пекех питӗ илемлӗ те ӗҫчен Кӗҫтенкки Ахваниҫне качча кайса ҫемье ҫавӑрчӗ...

…Ҫак тапхӑрта Тӑхӑрьял тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ ялсенче ҫуралса ӳснӗ тата пӗлӳ илнӗ нумай яшпа хӗр Иван Яковлев уҫнӑ Чӗмпӗр чӑваш шкулӗнче пӗлӳ илчӗҫ. Валентин Яковлев ку шкулта темиҫе хутчен пулчӗ. Пӗррехинче...

Раккасси, Элшел... яшӗсем пурӑнакан шкул общежитийӗн пӗр пӳлӗмӗнче чӑваш поэзийӗн каҫӗ ирттерме хатӗрленчӗҫ. Вӗренӳ ҫулӗ пуҫланма тата ҫур уйӑх пулин те, вӗренекенсем маларах пуҫтарӑнса шкула тӗрлӗ ӗҫсенче пулӑшма пуҫтарӑнаҫҫӗ.

— Туссем, паян пирӗн шкула Валентин Урташ поэт килет. Вӑл, хӑвӑрах пӗлетӗр, пирӗн ентеш, юлташ. Хӑнана кӗтсе илсе кӗрекере сӑйлама кӑштах укҫа кирлӗ. Тархасшӑн, кам мӗн чухлӗ пама пултарать? — ыйтрӗ Раккасси ачи Гурий Дмитриев.

— Мӗн калаҫса тӑмалла, кӗсйӗрсенчи укҫӑра кӑларӑр та сӗтел ҫине хурӑр, — калаҫӑва хутшӑнчӗ Элшел каччи Роман Чепунов.

— Апат-ҫимӗҫне пӗрле кайса илӗпӗр, — терӗ Раккасси яшӗ Николай Антонов.

Туссем лавккана кайса ҫимелли туянчӗҫ. Сӗтел майларӗҫ. Чей вӗретрӗҫ. Поэзи каҫне хӗрсене те чӗнчӗҫ.

Валентин Урташ та килсе ҫитрӗ. Пуринпе те виҫӗ пӳрнеллӗ аллипе алӑ тытса тухрӗ. Кӑштах хӗрӗнкӗ.

— Ырӑ каҫ пултӑр, хамӑрьялсем! — пуҫларӗ калаҫӑвне поэт хулӑн та чӗтресе тухакан сассипе. — Эпӗ Яковлев шкулӗнче пӗлӳ илекен ентешсемпе тӗл пулса калаҫма чун-хавал туртӑмӗпе килтӗм. Пурнӑҫ мана хӑй арманӗ витӗр кӑларчӗ.

Ан шутлӑр, нихҫан та ан шутлӑр
Пире вилӗм тивӗ тесе,
Пуҫ хунӑ эпир пурнӑҫ шутлӑ,
Этем ырӑ куртӑр тесе.

Эпир — вилмен,
Эпир — вилмен,
Аннемӗрсем,
Ӗненӗрсем,
Паттӑр пулса,
Пуҫне хурса,
Вилсен вилмеҫ ывӑлӑрсем.

Эпир — вилмен,
Эпир — вилмен.

Вилсе тепӗр пурнӑҫ ҫуратнӑ, -
Вилсе юраттарнӑ мире.

Эпир ҫӗршыва ҫеҫ юратнӑ,
Ҫӗршыв та юратнӑ пире.

Ача ҫуралать-и, хула-и,
Ӗҫхалӑх тухать-и хире,
Хӗл кунӗ ҫитет-и, ҫулла-и –
Ӑҫта та ан манӑр пире.

Хӗвел, ҫутӑ уйӑх ан мантӑр
Ҫӗре ҫулӑмран ҫӑлнине,
Этемлӗх ҫунмашкӑн ан патӑр
Эпир пурнӑҫ панӑ ҫӗрне.

Ан шутлӑр, нихҫан та ан шутлӑр
Пире вилӗм тивӗ тесе,
Пуҫ хунӑ пулсан пурӑнасшӑн
Эпир чӗрӗ юлнӑ вилсе.

Поэт пуҫне сулнӑ май, хура ҫӳҫӗ ҫамки ҫине анса кайсан виҫӗ пӳрнипе каялла майлаштарса хурса пӳлӗме чӗтреттерсе янраттарчӗ. Вӗренекенсем ура ҫине тӑрса тӑвӑллӑн алӑ ҫупрӗҫ.

— Эсир пурте пӗр курсра вӗренетӗр-и?

— Кунта тӗрлӗ курссенче вӗренекенсем пуҫтарӑннӑ. Ытларахӑшӗ Буденнӑй районӗнчи ялсенчен тата Кашапа Кунтикавран, — ӑнлантарчӗ Гурий.

— Ыйтусем пама пултаратӑр, туссем...

— Харпӑр пурнӑҫӑр ҫинчен ыйтма юрать-и? — терӗ Каша хӗрӗ Нина Алексеева.

— Мӗншӗн ан юратӑр, манӑн сиртен нимӗн пытармалли те ҫук.

Калӑр-ха, Эсир авланнӑ-и?

— Авланнӑччӗ. Гурийпа Николай улталама памӗҫ. Эпӗ халиччен никама та улталаса курман. Манӑн пурнӑҫ саккунӗ — тӗрӗслӗх. Ҫакӑншӑн, тӳрӗ-рен каланӑран, юлташсен шучӗ чакса пырать, курайманнисен, кӗвӗҫекенсен шучӗ — ӳссе нумайланать. Маруҫпа пурӑнма тесех яла таврӑнтӑмӑр. Вӑл Элшелӗнче учительницӑра ӗҫлерӗ. Сӗре маттурскерччӗ. Пирӗн ҫемьере Анюк ҫуралчӗ. Раккассинче нумай пурӑнаймарӑмӑр. Малтанхи савнийӗ, офицер, ун хыҫҫӑн килчӗ те — Маруҫ унпа тухса кайрӗ. Иккӗмӗш мӑшӑрӑмпа, Альӑпа, Раккассине килнӗччӗ. Вӑл артисткӑччӗ. Тепрехинче яла пӗчченех килтӗм. Каялла таврӑннӑ ҫӗре мӑшӑрӑм хваттерти аван япаласене пуҫтарнӑ та урӑх арҫынпа тӗнчене тухса кайнӑ…

— Ҫапла пулнӑ хыҫҫӑн та Эсир юрату ҫинчен нумай сӑвӑ ҫыратӑр. Юрату тени ҫын пурнӑҫӗнче мӗнле вырӑн йышӑнать? — ыйтрӗ Раккасси хӗрӗ Нина Герасимова.

— Ӗҫ ҫинче пулсассӑн тӳсӗм
Юраттарӑр халӑха.

Юрату парать вӑл ӳсӗм,
Вӑл куҫать… йӑхран йӑха, — пулчӗ поэт хуравӗ.

— Валентин Андреевич, тархасшӑн, ҫак ыйтӑва панӑшӑн малтанах каҫару ыйтатӑп. Сире эрех-сӑрапа туслашнӑ теҫҫӗ. Тӗрӗсех-и? — пӗлме тӑрӑшрӗ Нина Алексеева.

— Ӗҫкӗҫсене, чӗлӗм туртакансене ачаранах чӑтма пултараймастӑп. Ют хулара тӗпленсе, паллӑ поэтсемпе писательсемпе паллашса, вӗсен ушкӑнӗнче пулса эрех-сӑра ӗҫмесӗр пулмасть. Хӑвӑрах пӗлетӗр, вырӑссен те, чӑвашсен те... чи паллӑ поэчӗсемпе писателӗсем эрех-сӑра ӗҫсен кӑна гениллӗ сӑвӑсемпе хайлавсем ҫырма пултарнӑ. Мӗнле калаҫҫӗ-ха авалтан, кашкӑрсен ушкӑнне ҫаклансан кашкӑрлах улама вӗренетӗн темеҫҫӗ-и-ха? Эпӗ эрех-сӑрапа туслашнине ман чунӑма кӗрсе, манӑн синкер шӑпама пӑхӑнса пурӑнсан тин ӑнланса илме пулать. Хӑш-пӗр чухне... Юратури сутӑнчӑклӑх та ҫак синкер патне илсе ҫитерет... Эпӗ сире манӑнни пек пурнӑҫпа вутра ҫунса пурӑнма, асапланма сунмастӑп. Эрех-сӑрапа та ан туслашӑр. Вӗренсе тухӑр, ҫемьеллӗ пулӑр, чӑвашлӑха, Иван Яковлев вӗрентнӗ пек, тарӑн пӗлӳ илсе малалла аталантарӑр. Халӗ вара манӑн та эсир мӗнле пурӑннине пӗлес килет. Гурийпа Роман сӑвӑсем ҫырнине пӗлетӗп-ха. Кӗҫӗр вуласа та парӗҫ тетӗп. Ыттисем калаҫнине те итлес килет...

Поэзи каҫӗ ҫур ҫӗрччен тӑсӑлчӗ. Калаҫрӗҫ. Тӗрлӗ ыйтусене сӳтсе яврӗҫ. Вӗренекенсем хӑнана хӑйсем ҫырнӑ сӑввисене вуласа пачӗҫ. Чӑваш композиторӗ-сем ҫырнӑ юрӑсене шӑрантарчӗҫ.

Николай Антонов, Гурий Дмитриев, Валентин Урташ Раккассине тавар турттаракан пуйӑспа таврӑнчӗҫ. Поэт ҫав каҫ Гурий юлташӗн ашшӗ-амӑшӗн килӗнче ҫӗр каҫрӗ.

…Раккассисем мӗн ӗмӗртен пурнӑҫ йӗркине кӗрсе юлнӑ уявсене тӗплӗн хатӗрленсе кӗтсе илеҫҫӗ. Колхозра бригадирта ӗҫлекен Кӗркури пуринчен малтан вӑранса картишӗнчи выльӑх-чӗрлӗхе кӗтӗве хӑваларӗ.

Мӑшӑрӗ, Праски, кӑмака чӗртсе ҫӑкӑр пӗҫерме хатӗрленчӗ. Сӑрине виҫӗ кун маларах виҫӗ чӳлмекпе кӑмакана лартса пӗҫерчӗ. Юхтарчӗ. Йӳҫӗтсе сивӗ нӳхрепе антарса лартрӗ. Ҫӑкӑр, кукӑль, икерчӗ, пӳремеч, чӑкӑт, ҫуллӑ чӑкӑт пӗҫермелли анчах юлнӑ.

Сӑпас уявӗ. Раккассисем виҫӗ Сӑпаса та пӗрле уявлаҫҫӗ. Панулми, пыл, ҫӗнӗ тырра авӑртса тунӑ ҫӑнӑхран пӗҫернӗ ҫӑкӑр-кукӑль таврашӗ — уяв кӗрекинчи тӗп ҫимӗҫсем. Тата кӑпӑкланса тӑракан пыл пек тутлӑ сӑра!

Праски кӑмака хӗрсе кайичччен ҫунтарнӑ вутӑ-шанкӑ кӑмрӑкне кӑмака умне туртса илчӗ те икӗ чукун ҫатмапа икерчӗ, пӳремеч, кӳптӗрме пӗҫерчӗ. Хӗрсе кайнӑ кӑмакана шӑлса тасатса хӑпарма унаса хунӑ ҫӑкӑрсене вырнаҫтарса лартрӗ. Кӑмака ҫӑварне питлӗхпе хупласа вутӑ пуленккипе тӗревлесе хучӗ.

Урайне сарса панӑ пӗрлехи вырӑн ҫинче Валентин, Гурий, Куля, Тулюк тутлӑн ҫывӑраҫҫӗ. Вира амӑшне пулӑшма унпа пӗрлех вӗреннӗ.

— Хӗрӗм, хӗвелӗн пӗрремӗш урисем пӳ-рте кӗме пуҫларӗҫ. Аҫу та таврӑннӑ. Унӑн ӗҫе каймалла. Уй-хир, ферма пирӗнпе пӗрле Сӑпас тумасть. Арҫынсен ушкӑнне вӑрат. Тин ҫеҫ пиҫнӗ ҫимӗҫсем сивӗнсе кайиччен, — терӗ Праски.

Куляпа Тулюк куҫӗсене хӑвӑрт уҫрӗҫ. Вӗсем ҫывӑрма пуринчен малтан выртнӑ. Вӑранса кайсанах Гурий тетӗшӗпе юнашар ют арҫын выртнине асӑрхарӗҫ.

— Куля, кам ку тетепе юнашар выртаканни? Унӑн хӑрах алли ӑҫта? Тепӗр аллинче пӳрнисем те веҫ мар. Хӑратӑп, — терӗ питне-куҫне аллипе хупласа пӗчӗк Тулюк.

Куля чӗнмерӗ. Вӑл та ҫывӑракан палламан ҫын ҫине тӗлӗнсе тинкерчӗ.

Гурийпе Валентин картишне ҫӑвӑнма тухрӗҫ. Пӳрте кӗрсен хӑна тенкел ҫине ларчӗ. Умне тепӗр тенкел лартрӗ. Ун ҫине минтер хучӗ. Кӑштах пӗшкӗнсе виҫӗ пӳ-рнеллӗ аллипе ӗнсинчен ҫапрӗ те — минтер ҫине куҫӗ тухса ӳкрӗ. Кружкӑри шывра ӑна чӳхерӗ. Сӑмса тутрипе шӑлса типӗтсе каялла чиксе хучӗ.

Тулюк палламан ҫын мӗн тунине пӑхса тӑрса хытсах кайрӗ. Хӑранипе Гурий тетӗшӗ ҫумне ҫыпҫӑнчӗ.

— Хӑратрӑм пулмалла шӑллӑма, — терӗ Валентин. — Ан хӑрӑр, ку вӑл манӑн кӗленче куҫӑм. Чӑннине вӑрҫӑра нимӗҫсем кӑларса илчӗҫ. Аллӑма татрӗҫ. Тепӗр аллӑмра та виҫӗ пӳрне кӑна. Эсир вӑрҫӑ, нимӗҫсем ҫинчен илтнӗ вӗт, тӑванӑмсем.

— Илтнӗ. Пирӗн атте те вӑрҫӑра пулса нимӗҫсен тыткӑнне ҫакланнӑ. Вӗсем ӑна тата юлташӗсене питӗ асаплантарнӑ. Вилнӗ лаша ашӗ ҫитернӗ. Вӗсем кайран тарнӑ. Берлина ҫитиччен нимӗҫсене аркатнӑ, — каласа пачӗ хӑнана Куля.

— Ҫитӗ сире, хӑнана тарӑхтарсах ҫитертӗр пулӗ. Валя — тетӗрӗн юлташӗ. Шупашкарта пурӑнать. Поэт. Аппӑшӗ-сем — Аннапа Суя — шкултан инҫе те мар пурӑнаҫҫӗ, — терӗ Праски пурне те сӗтел хушшине ларма сӗнсе.

Сӑпас кӗреки тин ҫеҫ кӑмакаран пиҫсе тухнӑ ҫимӗҫсемпе тулнӑ. Витрере ырӑ шӑршӑллӑ сӑра кӑпӑкланать. Кӗркури те картишӗнчен кӗрсе сӗтел хушшине ларчӗ. Хӑнана сывлӑх сунчӗ. Мӑшӑрӗ кама сӗт, кама сӑра ярса пачӗ. Пурте ҫиме-ӗҫме тытӑнчӗҫ.

— Мана каҫарӑр, кил хуҫисем, сӑмах илем-ха. Ҫакӑн пек пуян кӗрекере чысласа хӑна тунӑшӑн чун-чӗререн тав тӑватӑп. Шел, аттепе анне патӗнче ҫапла хӑнара пулаймастӑп. Чунӗсем ҫӑтмахра канччӑр. Праски аппа, эпӗ сана анне вырӑнне хурса хисеплетӗп. Мӗншӗн тесен Гурийпа манран самай кӗҫӗнтерех пулсан та эпир ҫывӑх туслашрӑмӑр. Вӑл та сӑвӑсем ҫырать. Аван сӑвӑсем. Эпӗ сана, Праски аппа, Сӑпас ячӗпе пӗчӗк парне тӑвасшӑн. Итлесе пӑхӑр-ха ҫак сӑвва.

Тавах, аннем, ҫуратнӑшӑн,
Юрла-юрла сиктернӗшӗн,
Лӑпканӑшӑн, юратнӑшӑн,
Чӗкеҫ чӗлхи пилленӗшӗн.

Тавах, аннем, ҫуратнӑшӑн,
Ятла-ятла вӗрентнӗшӗн,
Ятланӑшӑн, юратнӑшӑн,
Шӑпчӑк юрри пилленӗшӗн.

Тавах, аннем, ҫуратнӑшӑн,
Салху чухне хӗрхеннӗшӗн,
Хӗрхеннӗшӗн, юратнӑшӑн,
Чечек сӑнне пилленӗшӗн.

Тавах, аннем, ҫуратнӑшӑн,
Мӑшӑр ҫунат ӳстернӗшӗн,
Ӳстернӗшӗн, юратнӑшӑн,
Сӳнми телей пилленӗшӗн.

Ан тив, анне вырӑнне пулса йышӑнсамӑр ҫак парнене. Сирӗн ятӑрпа ҫырнӑ пултӑр. Пӗрремӗш хут ҫынсем умӗнче вулатӑп. Тен, композиторсем ҫак сӑвӑпа юрӑ та кӗвӗлӗҫ.

— Тавах, Валя, аннӳ пек ырӑ кӑмӑллӑ эсӗ. Сана Турӑ чӑтӑмлӑх парса малашнехи пурнӑҫна тӗрӗс-тӗкел йӗркелесе пыма ҫул уҫса пытӑр. Сывлӑхлӑ та телейлӗ пул. Хӑнана тата кил, вӑтанса ан тӑр, — терӗ Праски шывланнӑ куҫне шӑлса.

Апатланнӑ хыҫҫӑн Валентин юлташне аппӑшӗсем патне илсе кайрӗ. Ялта курнӑҫмалли юлташӗсем тата та пур. Вӗсемпе тӗл пулса хыпарсем пӗлмелле. Ыран ирех Гурийӗн — Чӗмпӗре, Валентинӑн — Шупашкара каймалла.

Тепӗр кунӗ уйрӑлайми юлташсене Пӑрӑнтӑк станцине лашапа Кӗркури леҫсе ячӗ.

— Атте, эсӗ киле кай ӗнтӗ, — терӗ Гурий ӑсатма пынӑ ашшӗне. — Тавах сана.

— Кӗркури тете, тавах леҫсе янӑшӑн, сывлӑхлӑ пул, колхозри ӗҫӳсем ӑнса пыччӑр, — хушса хучӗ алӑ тытса Валентин.

Юлташсем вокзал умӗнчи хурӑнсем айӗнчи сакӑ ҫине вырнаҫрӗҫ.

— Гурий, вӗренсе пӗтер те Шупашкара ҫул тыт. Санӑн пуласлӑху — чӑваш поэзийӗнче. Сӑввусем профессиллӗ поэтсенни пекех калӑпланаҫҫӗ. Вӗсенче Антал Насул стилӗ палӑрать. Анатолий Ерусланов поэт-ҫыравҫӑ ҫинчен илтнӗ-и?

— Анатолий манӑн тете. Аннепе унӑн ашшӗ — пӗртӑвансем.

— Ан тӗлӗнтер, юлташӑм! — терӗ Валентин Гурие ҫурӑмӗнчен юратса ҫапса. — Апла пулсан нимӗн калаҫмалли те ҫук. Санӑн Шупашкара, пӗлетӗн-и, Шупашкара анчах ҫул тытмалла! Паллӑ поэтсемпе, ҫыравҫӑсемпе паллаштарӑп. Эпӗ те вӗсем урлӑ литература ҫулӗ ҫине тӑтӑм.

— Сана чӑваш тӗнчине кӗме ҫӑмӑлтарах пулнӑ. Лисук аппа Шупашкарта пурӑнать. Кайсан ӑҫта кӗмелли, пурӑнмалли вырӑн пур. Эпӗ халиччен Шупашкара кайса курман.

— Антал Насул пур тетӗн вӗт...

— Эпӗ унпа тӗл пулса курман. Анне каласа панӑ тӑрӑх кӑна вӑл пирӗн тӑван иккенне пӗлетӗп.

— Паллашатӑн. Малтан манпа пӗрле пурӑнатӑн. Итле-ха, юлташӑм, манӑн ҫав тери хамӑр тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ пултаруллӑ ҫынсене литература тӗнчине кӑларас килет. Пур ун пеккисем, тӗслӗ-хрен, Владимир Константиновпа Давид Шашкин. Иккӗшӗ те сӑвӑ-калав ҫырма маҫтӑр. Ӗнер вӗсемпе, вӑрҫӑ паттӑрӗсемпе, калаҫрӑм. Ҫук ҫав, вӗсем авланса ҫемье, кил-ҫурт ҫавӑрнӑ. Ачисем те нумай. Пӗринчен тепри пӗчӗкҫӗ-ха. Вӗсем Шупашкара пыраймаҫҫӗ. Эсӗ вара часах вӗренсе тухатӑн. Ҫемье тымарӗсемпе те ҫыхӑнман. Сана ҫутӑ пуласлӑх кӗтет...

1966 ҫул. Ҫак тӗлелле Валентин Урташӑн «Чун савнӑран» (1958), «Аслӑ йыш» (1966) кӗнекисем вулакансем патне ҫитрӗҫ. Поэт чӑвашсен паллӑ композиторӗсемпе — А.Асламаспа, Г.Хирбюпе юрӑ хыҫҫӑн юрӑ калӑплама тытӑнчӗ. А.Мусатовпа В.Каверин хайлавӗсене вырӑсларан чӑвашла куҫарчӗ...

…Раккассинче пурне те тӗлӗнтерекен хыпар сарӑлчӗ. Валентин Урташ аппӑшӗсем патне ҫӗнӗ арӑм илсе килмелле иккен.

Вӗсемпе пӗрле мӑшӑрланнӑ ятпа ӗҫкӗ-ҫикӗ тума поэтӑн чи ҫывӑх юлташӗ-сем — Владимир Сатай, Ҫемен Элкер, Константин Петров ҫыравҫӑсем, Сергеевпа Хирбю композиторсем те килчӗҫ. Суяпа Анна шӑллӗпе мӑшӑрне, Тайӑна, хӑнасене питӗ тарават кӗтсе илчӗҫ. Хӑна-вӗрле пуҫтарчӗҫ.

Тая Шупашкарти ҫу ҫапакан заводра кладовщицӑра ӗҫлет. Ҫӳллӗ те хура ҫӳҫлӗ, хӑмӑр куҫлӑ хӗрарӑм. Ҫитнӗ-ҫитмен мӑшӑрӗн аппӑшӗсене сӗтел ҫине апат-ҫимӗҫ хатӗрлес ӗҫсенче пулӑшрӗ. Ҫепӗҫ чӗлхеллӗ, ылтӑн алӑллӑ пулни тӗлпулӑвӑн пӗрремӗш саманчӗсенчех палӑрчӗ. Поэт аппӑшӗсене кин пулас хӗрарӑм килӗшрӗ.

Ӗҫкӗ-ҫикӗ юлташсем Чӑнлӑ хӗррине кайса кӑвайт умӗнче сӑвӑсем каланипе, юрӑсем шӑрантарнипе вӗҫленчӗ.

Ма шавлать-ши пирӗн Чӑнлӑ,
Мӗн калать-ши шывсикки?
Ҫитрӗ, тет пуль, кӗтнӗ чӑнлӑх,
Ҫук, халь тет пуль, ман пекки.

Чӑн шавлать пуль пирӗн Чӑнлӑ –
Чӑнлӑха юратнӑран.

Ҫуркунне пулать вӑл чунлӑ,
Хӗл ҫитсен сывлать аран.

Ма юрлать-ши ҫӗнӗ Чӑнлӑ,
Мӗн калать-ши ун юрри.

Ҫитрӗ, тет пуль, кӗтнӗ чӑнлӑх,
Ҫын пулмасть халь ҫын чури.

Чӑн юрлать вӑл пирӗн Чӑнлӑ –
Чӑнлӑха юратнӑран.

Ҫӗн этем, тет, ҫӗнӗ юнлӑ
Ҫӗн этем ҫуратнӑран.

Ма кулать-ши чӑрсӑр Чӑнлӑ,
Мӗн калать-ши ун кулли?

Пултӑм, тет пуль, ҫутӑ сӑнлӑ,
Пултӑм, тет пуль, тӑп-тулли.

Чӑн калать вӑл пирӗн Чӑнлӑ –
Чӑнлӑха юратнӑран.

Атӑл пек, тет, пулӑн анлӑ
Атӑлпа ҫыхӑннӑран.

Поэтӑн аслати кӗрленӗ евӗр мӑнаҫлӑ сасси Чӑнлӑ тӑрӑх аякка-аякка ахрӑма ҫаврӑнса янӑрарӗ.

…Шупашкарти Карл Маркс урамӗнчи 20-мӗш ҫуртра пурӑнакан Яковлевсен хваттерӗнче ир тытӑнса ҫутӑличченех хӑна-вӗрле. Хӑш-пӗр чухне пынисем ҫӗр выртсах каяҫҫӗ. Валентин Урташ патне пынӑ поэтсемпе ҫыравҫӑсем, композиторсем чӑваш литературинчи пулӑмсене сӳтсе яваҫҫӗ, пӗр-пӗрне хӑйсен ӗҫӗсемпе паллаштараҫҫӗ.

1960 ҫул вӗҫӗнче — 1973 ҫул пуҫламӑшӗнче Тӑхӑрьял шӑпчӑкӗ «Аслӑ йыш», «Пурӑнас килет» кӗнекесем кӑларма ӗлкӗрчӗ. Сатира жанрӗнче те ӑнӑҫлӑ ӗҫлерӗ. Фельетонӗсемпе юптарӑвӗ-сенче ҫӑмӑлттайсемпе харампырсене, ултавҫӑсемпе тӗн-тӗшмӗшрен хӑпса ҫитеймен ҫынсене ҫивӗччӗн питлесе тӑрӑхларӗ. Ҫыравҫӑсен канашлӑвӗ-сене, съезчӗсене хастар хутшӑнса ырламаллине — ырларӗ, ҫитменлӗхсене — пытармарӗ. Чи ҫывӑх ӗҫтешӗсен ӗҫӗсенчи кӑлтӑксене палӑртса хӑварма та хӑрамарӗ. «Ӑраскал» — суйласа илнӗ сӑвӑсемпе поэмӑсен кӗнекине — кун ҫути кӑтартма хатӗрленчӗ...

…Тая паян ӗҫрен ытла кая юлса таврӑнчӗ. Кӑмӑл-туйӑмӗ те уҫах мар.

— Валя, каҫхи апат ҫирӗн-и? — ыйтрӗ юлашки вӑхӑтра апат хуранӗ ыратнипе асапланакан мӑшӑрӗнчен.

— Нимӗн те ҫиес килмест. Мӗн ҫинине те хӑсса кӑларатӑп.

— Пӗрле ӗҫлекен хӗрарӑм, эсӗ ӑна курнӑ, паллатӑн, пӗр меслет сӗнчӗ-ха... Тен, ҫав курӑкран хатӗрленӗ шӗвекпе сипленсе пӑхӑн.

— Пӗлместӗп, мӗнле эмел кӑна ӗҫсе пӑхмарӑмӑр ӗнтӗ, усси ҫук. Тая, сана мӗн пулнӑ? Уҫҫӑнах калаҫмастӑн. Ӗҫре пӑтӑрмахсем сиксе тухмарӗҫ пулӗ те?

— Мӗнле каласа ӑнлантарса памаллине те пӗлместӗп. Саккунри вӑрӑ-хурах капкӑнне ҫаклантӑм пулмалла.

— Ӑнланмарӑм,Тая...

— Заводра туса кӑларнӑ сӗт продукцине саккунлӑ майпа склада вырнаҫтармасӑр суя документсемпе ман урлӑ суту-илӳ предприятийӗсене ӑсатма тытӑнчӗҫ. Эпӗ те ҫав, ӗнтӗ, пӗрре килӗшрӗм, иккӗ... Халӗ вӗсен ушкӑнне кӗрсех ӳкрӗм. Сан валли им-ҫам туянма та сӗре нумай укҫа кирлӗ...

— Сирӗн унта парти, профсоюз организацийӗсем пур вӗт. Вӗсене пӗлтер. Хӑвна валли шӑтӑк алтатӑн, Тая. Мӗн, ӗмӗрне тӗрмере ларса ирттересшӗн-и?

— Ӑҫта, кама та пулин пӗлтерсен вӗлерессипе хӑратаҫҫӗ.

— Ан хӑра, ҫак ӗҫре мӗн чухлӗ шаларах кӗрсе пыратӑн, вилӗм шӑтӑкӗ ҫавӑн чухлӗ тарӑнтарах пулӗ, чунӑм, — ӑс пама тӑрӑшрӗ пурнӑҫне тӗрӗслӗхе парнеленӗ поэт.

1973 ҫулхи пуш уйӑхӗн виҫҫӗмӗш вунӑкунлӑхӗнче Тая мӑшӑрне пульницана илсе кайрӗ. Хӑй шутӗнчен отпуск илчӗ. Ӗҫри юлташӗ панӑ рецептпа тухтӑрсемпе канашласа пӑхмасӑр пиҫен тымарӗсенчен шӗвек хатӗрлесе сиплеме тытӑнчӗ. Усӑллӑрах пултӑр тесе курӑкне кӑтарнинчен икӗ-виҫӗ хут нумайрах ячӗ. Чир шала кайса пычӗ. Мӑшӑрӗ ҫиейми-ӗҫейми пулса ҫитрӗ. Юн хӑсма тытӑнчӗ.

Апрелӗн варринче Тая мӑшӑрне кӑнтӑрлахи апат пӗҫерсе пычӗ. Валентинӑн куҫӗ путса кӗнӗ. Сӑн-пичӗ хуралса кайнӑ. Аран-аран чӗлхине ҫавӑрса калаҫрӗ.

— Тая, мӑшӑрӑм, сана ҫичӗ ҫул мана пӗчӗкҫӗ ачана пӑхнӑ пек ачашласа пурӑннӑшӑн, ман юлташсене ырӑ кӑмӑлпа кӗтсе илсе ӑсатса янӑшӑн питӗ пысӑк тав. Чунӑм туять, сисетӗп, ҫак ҫут тӗнчере юлашки кунсем пурӑнатӑп. Сейфра «Ӑраскал» кӗнеке валли хатӗ-рлесе ҫитернӗ сӑвӑсемпе поэмӑсен алҫырӑвӗсем упранаҫҫӗ. Вӗсене ҫырса кӑтартнӑ юлташсен аллине пар. Унтах виҫӗ пьеса, пилӗк поэма, вун-вун сӑвӑ алҫырӑвӗ те пур. Вӗсемпе мӗн тумаллине те ҫырса хӑвартӑм. Аппасемпе туслӑ пурӑн. Раккассине хӑнана кай. Вӗсене те килес-тӑвас пулсан ҫӑкӑр-тӑварсӑр кӑларса ан яр. Ӗҫри чыссӑр япаласенче хӑвӑртрах хӑтӑлма тӑрӑш. Пӗлсе тӑрсах пуҫна ан ҫи. Мӗнпе те пулин кӳрентернӗ пулсан хӑвах пӗлетӗн эпӗ кӑра кӑмӑл-туйӑмлӑ ҫын пулнине, тархасшӑн, каҫар. Эпӗ нихҫан та, никама та начар тӑвассишӗн пурӑнман. Тӗрӗсмарлӑха та йышӑнмарӑм. Яланах тӳррӗн те тӗрӗссине калама тӑрӑшрӑм. Ҫавӑнпа мана курайман ҫынсем те сахал мар-тӑр. Эпӗ вӗсенчен каҫару ыйтатӑп тата хам та каҫаратӑп. Калаҫма пултарнӑ чухне иртнӗ каҫ пуҫа кӗнӗ, чунӑм витӗр кӑларнӑ сӑввӑма парнелетӗп сана, Таисия Андреевна. Пирӗн аттесен ячӗсем те пӗр пек вӗт. Пулать вӗт...

Мана пӗр хӗвелӗм ҫеҫ кирлӗ, -
Хӗвел ҫеҫ вӑй патӑр мана.

Кам пултӑр этемӗн хӗвелӗ,
Хӗвел — савнӑ мӑшӑр кӑна.

Мана хам ҫӗршывӑм ҫеҫ кирлӗ,
Ҫӗршывӑм кун панӑ мана.

Кам пултӑр этемӗн хӗвелӗ,
Хӗвел ман ҫӗршывӑм кӑна.

Мана ҫирӗп сывлӑх ҫеҫ кирлӗ,
Хӗвел хӑй юраттӑр мана.

Чӗремҫӗм, тапсаччӗ эс вирлӗ,
Чӗрем, юраттарччӗ хӑвна.

Кусем поэтӑн юлашки, сывпуллашу сӑмахӗсем пулчӗҫ. Унӑн куҫӗ апрелӗн 18-мӗшӗнче ӗмӗрлӗхех хупӑнчӗ. Мӑшӑрӗн ытамӗнче чӗри тапма чарӑнчӗ. Кайран, тухтӑрсем ӳт-пӳне касса пӑхсан, апат хуранӗн шыҫҫине пӗлмен наркӑмӑш шӗвекӗ ҫунтарса янине ҫирӗплетрӗҫ.

Шупашкарӑн тӗп масарӗ ҫинче юр ирӗлсе пӗтнӗ те — ем-ешӗл курӑк ешерме тытӑннӑ. Хӗвел пайӑркисем йывӑҫсен, тӗмсен турачӗсемпе ҫулҫисем витӗр ҫветтуй ҫӗр ҫине ҫитес тесе тӑрӑшса сӑрхӑнаҫҫӗ. Паян кунта ҫур ӗмӗр те пурӑнса курайман чӑваш поэтне, ҫыравҫине, куҫаруҫине — Валентин Урташа — леш тӗнчене ӑсатаҫҫӗ. Пухӑннисен ятӗнчен поэт ентешӗ Николай Дедушкин сӑмах илчӗ.

— Ҫук халь пирӗн хушӑра чӑвашсен паллӑ поэчӗ, чӑваш халӑхӗн юратнӑ юрӑҫи Валентин Урташ: вӑл нумай хушӑ йывӑр чирленӗ хыҫҫӑн, хӗрӗх тӑхӑр ҫула ҫитеймесӗр, пирӗнтен ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайрӗ. Чӗри вӑхӑтсӑр тапма чарӑнчӗ пулин те хастар чунлӑ поэт хӑйӗн чӗрӗ ҫӑлкуҫ пек тапса тӑракан илемлӗ пултарулӑхӗпе, ытарма ҫук хӳхӗм сӑвви-юррипе яланах пурӑнӗ. Мӗншӗн тесен вӗсене пӗтӗм халӑх пӗлет, юратса кӑмӑлласа вулать, савӑнса-хӗпӗртесе юрлать...

Урташ ҫырнӑ сӑвӑсемпе поэмӑсен, очерксемпе калавсен кӗнекисем ку таранччен вуннӑ ытла тухрӗҫ, чӑваш композиторӗсем унӑн икҫӗре яхӑн сӑввине юрра хыврӗҫ...

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи витӗр паттӑррӑн утса тухнӑ поэт — ҫав вӑхӑта аса илсе — миршӗн кӗрешме чӗнекен хӗрӳллӗ сӑвӑ та нумай ҫырчӗ...

Тӑван литературӑпа искусствӑна халӑх хушшинче сарас тӗлӗшпе те Валентин Урташ пайтах вӑй хурса ӗҫлетчӗ. Чӑнах та, ӑҫта кӑна ҫитмерӗ-ши вӑл! Час-часах чӑваш писателӗсемпе пӗрле е пӗччен — колхозсемпе совхозсене, шефа илнӗ хуҫалӑхсене тухса ҫӳретчӗ. Вулакансен конференцийӗсемпе литература каҫӗсем ирттеретчӗ. Хӑйӗн сӑввисене халӑх умӗнче ҫӗкленсе, хавхаланса вуласа паратчӗ. Ҫакна шута илсе ӑна СССР культура министерствипе культура ӗҫченӗсен профсоюзӗн Тӗп Комитечӗ «Отличник культурного шефства над селом» кӑкӑр паллипе хавхалантарнӑччӗ...

Тӑван ҫӗршывпа пирӗн вӑхӑтри хӗвеллӗ самана ҫинчен пайтах сӑвӑ-юрӑ, калавсемпе очерксем, поэмӑсем ҫырчӗ. Кирек хӑҫан та ҫутӑ ӗмӗт-шухӑшпа хавхаланса пурӑннӑ Валентин Урташ...

Халӑхран эп илтӗм вӑйӑма,
Халӑхран вӗрентӗм пурӑнма.

Халӑх пек илемлӗ пурӑнма
Ӗҫӗмре паратӑп чунӑма, -
тет вӑл «Пурнӑҫран ытла саватӑп» сӑввинче...

Ҫапла, поэт чӑнахах та чӑваш литературинче пӗтӗм чунне, пӗтӗм пултарулӑхне парса ӗҫлерӗ. Тӑван халӑхӑмӑра кӑмӑла ҫӗклентерекен, пурнӑҫа хӗрӳллӗн юратма чӗнекен илемлӗ произведенисем сахал мар парнелесе хӑварчӗ...

Тухса калаҫакансем хушшинче паллӑ чӑваш поэчӗсемпе писателӗсем, искусство ҫыннисем, вырӑнти влаҫсен представителӗсем пулчӗҫ. Раккассинчен килсе ҫитнӗ Зоя Андреевнапа Анна Андреевна шӑллӗне пытармалли шӑтӑк умӗнче тӑрса пулса иртнине пуҫӗсене пӗксе, куҫҫуль юхтарса сӑнаса тӑчӗҫ. Вӗсем иккӗш икӗ енчен Тайӑна хулӗнчен тытса вӑй пачӗҫ. Тупӑка шӑтӑка антарсан, йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, чи малтан аллисемпе тӑпра илсе пӑрахрӗҫ. Ҫар оркестрӗ сывпуллашу кӗввине пӗтӗм тавралӑх чӗтресе тӑмалла янраттарчӗ. Вилтӑпри чӗрӗ чечексен айне юлчӗ...

…Тая, мӑшӑрӗн ятне ӗмӗрлӗхех литература тӗнчине кӗртес тӗллевпе, хӑйсем пурӑннӑ ҫурт ҫине Асӑну хӑми ҫапнине паллӑ тума Раккассине йыхрав ячӗ. Хӑнасем хӑш вӑхӑталла ҫитмеллине шута илсе уяв кӗрекине ирех хатӗрлеме тытӑнчӗ.

Хӗвеллӗ те лӗм ҫил ҫук ҫуллахи кун. Апат-ҫимӗҫ пӗҫерсе ытлашшипех ӑшӑнса кайнӑ кухньӑна уҫӑлтарас шухӑшпа вӑл чӳречене яриех уҫса ячӗ. Вӗсен хваттерӗ пӗрремӗш хутра вырнаҫнӑ. Урамран пӳлӗме уҫӑ сывлӑш кӗрсе апат-ҫимӗҫ шӑршине тата ытларах техӗмлетрӗ. Хӗрарӑм юрла-юрла сӗтел ҫине юлашки турилккесене вырнаҫтарчӗ. Сивӗтмӗшрен коньяк тата шампански кӗленчисене, савӑт-сапа шкапӗнчен хрусталь черккесене кӑларса лартрӗ.

— Кӑштах канса илем-ха хӑнасем киличчен, — терӗ сасӑпах шӑрӑхпа тата ӗҫлесе ӗшеннӗ хӗрарӑм.

Салтӑнмасӑрах диван ҫине канлӗн майлашса выртрӗ. Тахӑш самантранах тӗлӗрсе кайрӗ...

Тая мӑйӗ пӑвӑннипе, сывлама сывлӑш ҫитменнипе вӑранса кайрӗ. Тӑрасшӑн пулчӗ, тӑраймарӗ. Алли-ури капкӑна ҫакланнӑ тейӗн, хускалаймарӗ. Йӗри-тавралла пӑхасшӑн пулчӗ, пӑхаймарӗ, пуҫне мӗн-тӗр тӑхӑнтарнӑ. Кӑшкӑрасчӗ — ҫӑварне ҫирӗппӗн пӑкӑласа хунӑ.

— Чуну тухнӑ ҫӗре кӗреке хатӗрлерӗн пулать. Маттур. Эпир те ҫак ятпа шампански эрехне тӑраничченех ӗҫӗпӗр, — терӗ хӗрарӑм хӑлхинчен пӑшӑлтатса пӗр арҫынни.

— Каларӑмӑр сана, пирӗнпе пӗрле пул терӗмӗр. Эсӗ, ҫитменнине, пирӗн ҫул ҫине тӑрса сутӑнчӑклӑ ӗҫ турӑн. Хӑв тӗрӗс-тӗкелех хӑтӑлса юлса пӗрле вӑрласа пуйнӑ укҫапа пурӑнасшӑн пултӑн. Ҫук, улталаймастӑн! — хӑрӑлтатрӗ сасӑ тепӗр хӑлхинчен.

— Курпун, шампански эрехне фужерсем ҫине яр та ҫапса ҫӗмӗр. Малтан чӳречене хуп. Сасӑ урама ан тухтӑр.

Кӗлӗнче сирпӗнсе кайрӗ. Пӗр путсӗрӗн аллинче темиҫе вӗҫлӗ мӑйӗ тытӑнса юлчӗ.

— Атя, Курпун, ӗҫне вӗҫле...

Ҫӗмӗрӗлнӗ хулӑн кӗленчерен пулса тӑнӑ сивӗ хӗҫ-пӑшал хӗрарӑм карланки ҫине тӑрӑнса ларчӗ...

Вӑрӑ-хурахсем хӑйсем кӗнӗ ҫӗртенех хӑвӑрт тухса чӳрече умӗнче ӳсекен ҫӑра тӗмсем хушшинче ҫухалчӗҫ. Чӳречене тул енчен хупса хӑварчӗҫ.

Суяпа Анна телеграмма илсенех сумккӑсене кучченеҫсем тултарса ҫула тухрӗҫ. Шупашкара чиперех ҫитрӗҫ.

Пӳлӗм алӑкӗн каҫҫакӗ хӗррине вырнаҫтарнӑ шӑнкӑрав тӳми ҫине пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ… пусрӗҫ. Уҫакан пулмарӗ.

— Мӗне пӗлтерет ку? — терӗ Анна.

— Кӳршӗсем патне кайман-и? — терӗ Суя.

Йӑмӑксем кӳршӗ-аршӑран ыйтса пӗлчӗҫ. Хваттер алӑкӗ ҫывӑх вӑхӑтра уҫӑлнӑ-хупӑннине никам та илтмен. Вӗсем алӑк умӗнче кинӗ таврӑнасса нумайччен кӗтсе тӑчӗҫ.

Питӗ хурланса юлашки автобуспа килӗ-сене таврӑнчӗҫ.

Раккассине тепӗр кунах Шупашкартан милици машини килсе ҫитрӗ. Суяпа Аннана мӗн пулса иртнине ӑнлантарма хӑйсемпе лартса кайрӗҫ.

— Эпир кине вӑрҫа-вӑрҫа алӑк умӗнче кӗтсе тӑтӑмӑр. Вӑл ҫав вӑхӑтра юн кӳлленчӗкӗнче выртнӑ пулнӑ иккен… — калаҫса пычӗ ҫул тӑрӑх Анна.

— Тӑр кӑнтӑрла, ҫынсем унта-кунта тухса ҫӳренӗ вӑхӑтра, мӗнле майпа киревсӗр ӗҫ тума пултарнӑ-ха путсӗрсем? — сӑмахларӗ Суя.

Йӑмӑксем кинне тирпейлесе пытарсан тин килӗсене таврӑнчӗҫ...

…1993 ҫулхи ылтӑн та типӗ кӗркунне. Раккасси урамӗсем, кермен пек ҫӳлелле кармашса ларакан ҫуртсен умӗсем ҫулҫӑсен айне путнӑ. Ял улшӑнса, ҫӗнелсе пыни куҫкӗрет. Хакимкассин тухӑҫ енчи вӗҫӗнче пурӑнакан Анна Андреевна Фадеева — Яковлева патне сумккӑ йӑтнӑ, хулалла, ҫӳхе ҫул тумӗ тӑхӑннӑ арҫын пырса кӗчӗ.

— Аван-и, Анна аппа? — терӗ сывлӑх сунса кӗтмен хӑна.

— Каҫарӑр та, паллаймарӑм-ха сире.

— Эпӗ ку, Чӗлӗмкассинчи Кӗркури ывӑлӗ.

— Палларӑм. Светлана хӗрӗме шкулта вӗрентнӗренпе те сире курман, Анатолий Григорьевич. Ульяновскра тухса тӑракан чӑваш хаҫатӗнче ӗҫлет тенине илтнӗччӗ-ха.

— Анна аппа, «Канаш» хаҫат валли Валентин Урташ ҫинчен очерк ҫырас тӗллевпе ятарласа килтӗм. Ун ҫинчен санран лайӑх пӗлекен ҫын та юлман ӗнтӗ. Суя аппа пурччӗ, вӑл та 1982 ҫулта вилсе кайнӑ иккен. Кӗҫӗнни, Улька аппа, пурӑнатчӗ, кӑҫал ҫут тӗнчерен уйрӑлнине илтрӗм. Тархасшӑн, Валентин Урташ ҫинчен ҫыракансем нумай пулнӑ та-ха, манӑн унӑн пурнӑҫӗнчи ниҫта та пичетленмен пулӑмсем ҫинчен пулас хайлавӑмра каласа кӑтартас килет. Фактсемпе пуянлансан повесть ҫырас тӗллевӗм те пур.

Анна Андреевнапа журналист нумайччен калаҫса ларчӗҫ. Раккасси легендин паянччен пурӑнакан пӗртен-пӗр аппӑшӗ, тен, хӑй пурнӑҫӗнче журналистсемпе урӑх тӗл пулайманнине туйнӑ та пулӗ, пылпа чей ӗҫсе ларнӑ хушӑра ентешне никама каласа паман пулӑмсемпе паллаштарчӗ.

— Анна аппа, малтанах каҫару ыйтатӑп. Ку ыйту сирӗн йӑх-тымар вӑрттӑнлӑхӗ-сене уҫса парасса ӗмӗтленетӗп. Кун ҫинчен Раккасси ҫыннисем те пӗлмеҫҫӗ. Хаҫат-журналта тӗрлӗ майлӑ ҫавӑрттараҫҫӗ. Валентин кун-ҫулне ҫутатса пама тӑрӑшакансем пӗр-пӗринпе тавлашаҫҫӗ. Пирӗн ялӑн литературӑпа поэзи легендин хушма ячӗ — Урташ — мӗнле майпа унӑн кун-ҫулӗпе ҫыхӑннӑ?

— Чӑнах та, кун ҫинчен никама та каласа паман. Шӑллӑм пӗлетчӗ. Эпӗ ӑна хам виличчен ҫак вӑрттӑнлӑха ыттисене уҫса памалла марри ҫинчен ӑнлантарса патӑм. Валя шантарса сӑмах пачӗ. Вӑл сӑмаха тыта пӗлекен ҫынччӗ. Халӗ хам та начарланса пыратӑп. Тӗрлӗ чир-чӗре вӗрӳ-суру чӗлхипе сиплеме вӑй чакса пырать. Чунра вӗрӳҫӗ маҫтӑрлӑхӗ вилсе пырать темелле-и? Итлӗр, эппин...

Ман атте аслашшӗн аслашшӗ таврара пурӑнакан пуянсенчен чи хӑватлӑраххи пулнӑ. Унӑн кермен пек кил-ҫурт, пуян кил-хуҫалӑх, пысӑк улма-ҫырла сачӗ, утар пулнӑ. Ҫурт ҫумӗнчех, ҫурҫӗр енче, таврари вӑрмансенче пулман питӗ ҫӳллӗ йывӑҫ — уртӑш — ӳссе ларнӑ. Унӑн йӗпписем шурлӑхра ӳсекен чӑрӑш евӗр курӑка аса илтереҫҫӗ. Вӑл ҫӳллӗшпе вунӑ метртан та иртсе кайма пултарать. Асамлӑ та питӗ сиплӗ ҫырли икӗ ҫулта ӗлкӗрсе ҫитет. Пӗрремӗш ҫулта — кӑвак слива евӗр ҫырласем, иккӗмӗш ҫулта — йӗкелсем. Ҫырлисем те усӑллӑ, анчах вӗсене питӗ асӑрханса, пӗлсе ҫимелле. Пӗрре ҫинӗ чухне пӗр-икӗ ҫырларан ытлашши ҫиме юрамасть, наркӑмӑшланма пулать. Усси вара ҫав тери пысӑк, нумай чире ҫӗнтерме пулать. Йӗкелӗ — икӗ хут сиплӗрех. Уртӑш ҫимӗҫӗсемпе сӑра, эрех, тӗрлӗ шӗвексем, аш-пӑш, пулӑ тӗтӗмленӗ, кондитер апат-ҫимӗҫӗ хатӗрленӗ ҫӗрте усӑ курнӑ. Ҫав йывӑҫпа усӑ курма мӑн асатте ҫеҫ пӗлнӗ. Ун патне сипленме нумай ҫӗртен ҫӳренӗ. Вӑл паллӑ вӗрӳҫӗ пулнӑ. Пӗррехинче пирӗн тӑрӑхра ҫав тери сивӗ хӗл пулса улма-ҫырла йывӑҫҫисемпе тӗмӗсем веҫех пӗтнӗ. Уртӑш кӑна ним пулман пекех ларнӑ. Ҫав ҫулах чӑтма ҫук шӑрӑх ҫанталӑкра ҫур ял ҫунса кайнӑ. Мӑн асаттесен хуралтисем те кӗлленнӗ. Ҫурт ҫумӗнче ӳсекен уртӑшӑн кӑна пӗр йӗппи те вӗтеленмен. Ҫынсем ун ҫине парне туса хӑюсем ҫакма тытӑннӑ. Вилнӗ ҫынсене масар ҫине илсе кайнӑ чухне тупӑк хыҫҫӑн уртӑш турачӗсем пӑрахса пынӑ. Пирӗн мӑн асаттен ячӗ асамланса пынӑ. Хӑш-пӗри ӑна тухатмӑшпе те танлаштарнӑ. Ҫавӑнтанпа Тяппасен йӑхӗнчен вӗрӳҫӗсем тухма тытӑннӑ.

Ҫак легенда йӑхран йӑха куҫса пынӑ. Пире ун ҫинчен асатте каласа панӑччӗ. Шӑллӑм тӗшмӗше, вӗрӳ-суру чӗлхине ӗненсех каймастчӗ. Анчах каласа панӑ легенда ун чӗрине вырнаҫнӑ курӑнать. Хушма ятне те сивӗре шӑнса хӑрман, вутра ҫунман йывӑҫпа — уртӑшпа — ҫыхӑнтарса Урташ пулса тӑчӗ. Ман шухӑшпа, тӗрӗс тунӑ. Тен, ҫак асамлӑ уртӑшах ӑна вутра ҫунмасӑр вилӗме темиҫе хут ҫӗнтерме пулӑшнӑ...

Хушамат памашкӑн ҫӑмӑл,
Ӳркенмерӗн — тыт та пар.

Тӳрлетме хушсассӑн кӑмӑл
Тӳрлетмешкӗн ҫӑмӑл мар.

Тарама-ха хушамачӗ,
Хушамат ҫынна ҫӗртмест.

Хушамачӗ-хӑямачӗ
Ҫынна ҫӑкӑр ҫитермест.

Пултӑр ҫеҫ этемӗн алӑ,
Ҫирӗп алӑ, ҫирӗп чун.

Хушамат та пулӗ паллӑ,
Ят та, чап та пулӗ ун.

Кун пирки шӑллӑм сӑвӑ та ҫырчӗ. Ӑна вӑл пӗр поэмӑна кӗртсе хӑваратӑп терӗ.

Халӗ кун ҫинчен ҫырма юрать ӗнтӗ. Вӑрттӑнлӑхне каламасса сӑмах панӑ шӑллӑм мар, хамах уҫса патӑм. Йӑх-несӗлӗмӗр умӗнчи ҫылӑхӑма хампа пӗрле илсе кайӑп.

— Ҫакӑн ҫинчен мӗншӗн калаҫма юраман?

— Мӗншӗн тесен вӗрӳ-суру асамлӑхӗпе сиплӗхӗ пӗтсе ларасран хӑранӑ.

Журналист Анна Андреевнапа сывпуллашса ӑна тав турӗ, вӑрӑм та телейлӗ ӗмӗрлӗ пулма сунчӗ. Шел, поэтӑн юлашки пӗртӑванӗ те ҫут тӗнчерен уйрӑлчӗ.

«Канаш» хаҫатӑн журналисчӗ Ульяновска ҫул тытса тарӑн шухӑша путрӗ: «Чӑнах та, Тӑхӑрьял тӑрӑхӗ — поэтсемпе ҫыравҫӑсене ҫут тӗнчене парнелекен литература ҫӑлкуҫӗ. Тен, манӑн хайлавӑмсем те ҫав ҫӑлкуҫа типме памӗҫ. Эпӗ ахальтен-им Раккассинче, чӑваш прозипе поэзийӗн легенди — Валентин Урташ — ҫут тӗнчене килнӗ Ҫӗр-анне ҫинче ҫуралнӑ...»

Кӗмӗл кӳлӗ патӗнче,
Тӑхӑр ялӑн садӗнче,
Тӑхӑр тӗслӗ ташӑ пур,
Ҫитмӗл тӗслӗ юрӑ пур.

Ҫырла питлӗ каччӑсем,
Тӑхӑр ялӑн ачисем,
Юрлаттарӗҫ-ши пире,
Ташлаттарӗҫ-ши сире?

Ай, мар, кирлех мар,
Ташши-юрри темӗн мар.

Кӗмӗл кӳлӗ патӗнче,
Тӑхӑр ялӑн садӗнче,
Утмӑл тӗслӗ улма пур,
Ҫитмӗл тӗслӗ ҫимӗҫ пур.

Улма питлӗ сар хӗрсем,
Чие питлӗ чиперсем,
Улма парӗҫ-ши пире,
Чие парӗҫ-и сире
Ай, мар, кирлех мар,
Улми-ҫырли темӗн мар.

Кӗмӗл кӳлӗ патӗнче,
Тӑхӑр ялӑн садӗнче,
Пылӗ пур, симӗ пур,
Унтан тутли татах пур.

Ай, мар, шутлас мар,
Ҫамрӑк пуҫа ватас мар,
Юратмасӑр юрлас мар,
Юрламасӑр хурлас мар.

2015 ҫулхи раштав тата 2016 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗсем.

Хыҫсӑмах

Хисеплӗ вулакансем!

«Вутра ҫунман уртӑш» хайлав — документ тӗрӗслӗхне шута илсе калӑпланӑ таврапӗлӳ ӗҫӗ мар. Вӑл илемлӗ литература жанрӗн пӗр тӗсӗ — повесть. Эпӗ ӑна поэта лайӑх пӗлнӗ юлташӗсен, тусӗсен, ҫывӑх ҫыннисен, тӑванӗсен, Раккасси ҫыннисен асаилӗвӗсене тӗпе хурса калӑпларӑм. Уйрӑмах Валентин Урташ ҫинчен унӑн аппӑшӗ — Анна Андреевна Фадеева-Яковлева — тӗплӗн каласа пачӗ. Манпа пӗртӑван Гурий тете те, поэтӑн ҫывӑх юлташӗ, Валентин Яковлев ҫинчен нумай пӗлетчӗ. Эпӗ ӑна хам та (вӑл вӑхӑтра шкула каяйман пулсан та) астӑватӑп. Ҫырнӑ чухне поэтӑн тӗрлӗ ҫулсенче пичетленнӗ хайлавӗсемпе усӑ курни повеҫри пулӑмсене чӑнлӑх тӗнчине илсе кӗме пулӑшрӗҫ. Вӗсемпе тата маларах асӑннӑ ырӑ чунлӑ ҫынсен каласа панипе усӑ курса Тӑхӑрьял легендин кун-ҫулне тата ӗҫӗ-хӗлне ҫутатса пама тӑрӑшрӑм.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех