Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ресслер

Пай: Асаплӑ вилӗм умӗнхи сӑмах –> VII сыпӑк

Автор: Леонид Агаков

Ҫӑлкуҫ: Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Хушнӑ: 2019.08.10 22:29

Пуплевӗш: 36; Сӑмах: 186

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Ырхан, тӑсланкӑ, хаяр та хулӑн саслӑскер, вӑл пӗтӗм чунтан кулма пултаракан надзирательсенчен пӗри. Вӑл — Яблонцри пир-авӑр тӗртекен рабочи. Камерӑна пырать те сехечӗ-сехечӗпе тавлашать.

— Эпӗ кунта мӗншӗн килнӗ? Эпӗ вунӑ ҫул хушши этемле ӗҫлемен. Анчах та эрнере пӗтӗм ҫемье валли ҫирӗм крон илсен, — хӑвах ӑнланатӑн, — мӗнле пурнӑҫ вӑл? Ҫав вӑхӑтра вӗсем пычӗҫ те: эпир сана ӗҫ парӑпӑр, пыр пирӗн пата, терӗҫ. Эпӗ килтӗм. Мӗнех вара, ӗҫ пачӗҫ. Мана, тата ыттисене пурне те. Тутӑ. Пуҫ тӑрринче мачча пур. Пурӑнма пулать. Социализм? Юрӗ, вӑл ҫук. Эпӗ, паллах, пурин ҫинчен те урӑхларах шутланӑччӗ. Ҫапах та малтан пурӑннинчен лайӑхрах.

— Мӗн? Вӑрҫӑ? Эпӗ вӑрҫӑ ан пултӑр, тенӗ. Эпӗ ҫынсем вилессине хирӗҫ пулнӑ. Эпӗ хам кӑна пурӑнасшӑн пулнӑ.

— Эпӗ вӗсене пулӑшатӑп-и? Мӗн тумалла-ха тата манӑн? Эпӗ кунта кама та пулин кӳрентеретӗп-и? Эпӗ кайсан — ыттисем, манран усалтараххисем килеҫҫӗ. кунпа никама та пулӑшмастӑп-и? Мӗнех вара, вӑрҫӑ пӗтсен фабрикӑна таврӑнатӑп…

— Сан шутпа, вӑрҫӑра кам ҫӗнтерет? Эпир мар эппин? Апла пулсан эсир? Пирӗнпе мӗн пулать вара?

— Пӗтмелле-и? Шел! Эпӗ — пӗтӗмпех урӑхла пулать пулӗ, тесе шутланӑччӗ, — тет те вӑл, хӑйӗн вӑрӑм урисене сӗтӗрсе камерӑран тухса каять.

Тепӗр ҫур сехетрен каялла таврӑнса, Совет Союзӗнче пурнӑҫа мӗнлерех йӗркелени ҫинчен ыйтать.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех