Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 3 сыпӑк

Пай: Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Леонид Агаков, Александр Артемьев

Ҫӑлкуҫ: Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Хушнӑ: 2019.08.01 16:17

Пуплевӗш: 132; Сӑмах: 1803

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Кӑвакрах тӗспе йӑлтӑртатакан кӗрт айӗнчен кӑшт ҫеҫ курӑнса, хускалмасӑр выртакан этем умӗнче упа питӗ шӑппӑн, тискер кайӑксем ҫеҫ пултарнӑ пек, шӑппӑн ларнӑ.

Унӑн таса мар сӑмси шӑтӑкӗсем хуллен пӗрӗнсе сарӑлнӑ. Уҫӑ ҫӑварӗнчен сарӑхса кайнӑ ватӑ асавӗсем, ҫапах та тӗреклӗскерсем, курӑннӑ тата юхса аннӑ ҫӑра сӗлекен ҫинҫе ҫиппи ҫилпе силленсе тӑнӑ.

Вӑл, вӑрҫа пула хӑйӗн хӗллехи шӑтӑкӗнчен тухнӑскер, выҫӑ та хаяр пулнӑ. Анчах та упасем вилене ҫимеҫҫӗ. Бензин шӑршиллӗ хускалман ҫын кӗлеткине шӑршласа пӑхсан, упа уҫланкӑ еннелле юлхавлӑн утса кайрӗ, унта ҫакнашкалах хускалман этем кӗлеткисем, юрпа шӑнса хытнӑскерсем, выртнӑ. Ҫын хускалнипе йынӑшнӑ сасӑ ӑна каялла тавӑрчӗ.

Акӑ вӑл Алексей патӗнче ларать. Ӑна касӑхтаракан выҫлӑх та аптратса ҫитернӗ, ҫав вӑхӑтрах вӑл вилене ҫиме те йӗрӗннӗ. Выҫлӑх ҫӗнтерме пуҫланӑ. Тискер кайӑк хашлатса сывларӗ, тӑчӗ, юр ӑшӗнче выртакан ҫынна месерле ҫавӑрса хучӗ те комбинезонӑн «шуйттан тирне» чӗрнисемпе качаласа туртрӗ. Комбинезон ҫурӑлмарӗ. Упа хуллен мӗкӗрсе илчӗ. Нумай тӳсӗм кирлӗ пулчӗ Алексее ҫав самантра куҫа хупса выртма тата, кӑшкӑрса каялла сиксе, хӑй кӑкӑрӗ ҫине йӑваннӑ йывӑр кӳлепене тӗксе ярассинчен тытӑнса тӑма. Пӗтӗм ӳт-пӗвӗ сыхланса хаяррӑн ҫапӑҫма туртӑннӑ вӑхӑтра, вӑл вӑраххӑн, питӗ вӑраххӑн аллине кӗсьене чикрӗ, унта пистолетӑн кӑтрашка аврине хыпашласа тупрӗ, сасӑ тӑвасран асӑрханса, курока пуҫ пӳрнепе каялла туртса лартрӗ те пӑшаллӑ аллине кӗсьерен ерипен кӑларма пуҫларӗ.

Тискер кайӑк комбинезона тата вӑйлӑрах качаласа туртрӗ. Ҫӑтӑр-ҫатӑр турӗ ҫирӗп сӑран, ҫапах та ҫурӑлмарӗ. Упа урнӑ пек мӗкӗрсе ячӗ, комбинезона шӑлӗсемпе ҫыртрӗ те ваткӑпа ҫӑмлӑ тир витӗрех ӳте те витерчӗ. Алексей юлашки вӑйне пухса ыратнине тӳсрӗ те, тискер кайӑк хӑйне кӗрт ӑшӗнчен туртса кӑларсанах, пистолетне ҫӗклесе, курок ҫине пусрӗ.

Пӑшал сасси аслати пек кӗрлесе кайрӗ. Хусканнӑ туратсем ҫинчен пас вӗҫсе тӑкӑнчӗ. Тискер кайӑк этеме ерипен вӗҫертрӗ. Тӑшман ҫинчен куҫне илмесӗрех Алексей юр ҫине тӑсӑлса ӳкрӗ. Лешӗ кайри урисем ҫине ларчӗ, унӑн вӗтӗ ҫӑмпа хупланнӑ пӳрлӗ хура куҫӗсенче мӗн пулса иртнине тавҫӑрса илейменни палӑрчӗ. Ҫӑра юн, унӑн шӑлӗсем хушшипе юхса, юр ҫине тумларӗ. Упа хӑрушшӑн хӑртлатса мӗкӗрсе ячӗ те кайри урисем ҫине тӑчӗ, унтан вара, Алексей тепӗр хут пеме те ӗлкӗреймерӗ, ҫавӑнтах юр ҫине ларса хытса кайрӗ. Кӑвакрах юр майӗпен хӗрелсе тискер кайӑк пуҫӗ тӗлӗнче ирӗлсе пӑсланчӗ. Упа вилсе кайрӗ.

Алексей хӑрушлӑхӗ иртрӗ. Вӑл каллех урисем чӑт-малла мар ҫунтӑрса ыратнине туйрӗ, юр ҫине йӑван-са, тӑнне ҫухатрӗ.

Хӗвел ҫӳле хӑпарса ҫитсен тин вӑл каллех тӑна кӗчӗ. Хыр лӑссисем витӗр ӳкекен хӗвел пайӑркисем юр ҫинче ҫуннӑ пек йӑлтӑртатнӑ. Сулхӑнри юр сенкеррӗн те мар, кӑваккӑн курӑнса выртнӑ.

«Мӗнле-ха, ахаль ҫеҫ упа курӑннӑ пек туйӑнчӗ-им?» шутларӗ малтанах Алексей.

Хӑмӑр ҫӑмлӑ лӗмсӗркке упа кӳлепи ун ҫывӑхӗнчех юр ҫинче выртнӑ. Вӑрман шавланӑ. Хыттӑн шакканӑ улатакка. Сарӑ пӗсехеллӗ кӑсӑясем тӗмӗсем хушшинче ҫӑмӑллӑн вӗҫкелесе янравлӑн чӗвӗлтетнӗ.

«Чӗрӗ, чӗрӗ, чӗрӗ-ха эпӗ!» темиҫе хут та каларӗ хӑй ӑшӗнче Алексей. Вара вӑл пурнӑҫа пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе, тӗлӗнмелле хӑватлӑн та ӳсӗртекен туйӑмпа юратса савӑнчӗ. Ҫакӑн пек туйӑм этемӗн чунне вӑл кашни вилӗмле хӑрушлӑха тӳссе ирттернӗ хыҫҫӑнах ҫавӑрса илет.

Ҫак туйӑма парӑнса, Алексей ура ҫине сиксе тӑчӗ. Анчах ҫавӑнтах йынӑшса илсе упа кӳлепи ҫине ларчӗ. Ура тупанӗсем пӗтӗм ӳт-тире ҫунтарса ыратма пуҫларӗҫ. Пуҫра темӗн йывӑррӑн шавлать, унта пуҫ мимине чӗтретсе кивӗ те кӑтрашкаллӑ арман чулӗ кӗмсӗртетсе ҫаврӑннӑ пекех пулнӑ. Куҫсем ыратаҫҫӗ, такам вӗсем ҫине куҫ хупаххи витӗрех пӳрнесемпе пусать пек. Пӗтӗм таврари япаласем, сарӑ хӗвел ҫутипе сиввӗн йӑлтӑртатаканскерсем, пӗрре уҫӑмлӑн та ҫуттӑн курӑнаҫҫӗ, тепре вӗлтлетсе тӑракан хӗлхемлӗ кӑвак чаршавпа хупланса ҫухалаҫҫӗ.

«Ӗҫ начар… Ӳксе ҫапӑннӑ чух хытӑ аманнӑ пулмалла. Урасене те темӗн пулнӑ тата», шухӑшларӗ Алексей.

Кӑштах ҫӗкленчӗ те уҫланкӑ вӗҫӗнчен пуҫланакан сарлака уй ҫинелле тӗлӗнсе пӑхрӗ, — пӗлӗтпе ҫӗр пӗрлешнӗ ҫӗрте, лере, ҫав уя каллех кӑвак вӑрман хупӑрласа тӑни курӑнать.

Кӗркунне-и е тӗрӗсрех — хӗл пуҫламӑшӗнче, ҫак ӗшнепе юнашар уй урлӑ оборона линийӗ выртнӑ пулас. Кунта Хӗрлӗ Ҫар чаҫӗсем нумайччен мар пулин те, паттӑррӑн та виличченех ҫапӑҫнӑ пулмалла. Ҫӗр суранӗсене ҫил-тӑвӑлсем, шурӑ ваткӑпа витнӗ пек, юрпа хупласа хунӑ. Анчах ун айӗнче те каюра шӑтӑкӗ евӗр окоп ҫулӗсем палӑрнӑ, аркатнӑ дотсен тӗмескисемпе вӗҫӗ-хӗррисӗр снаряд алтса хӑварнӑ путӑк-шӑтӑксем, хуҫӑлса ванса, тӑпӑлса пӗтнӗ йывӑҫсем аякри вӑрман хӗррине ҫитиех курӑнса выртнӑ. Ҫак туласа пӗтернӗ уй варринче темиҫе танк, ҫӑрттан тирӗ пек улалатса сӑрланӑскерсем, юр кӗрчӗсем хушшине шӑнса ларнӑ. Пурте вӗсем, — уйрӑмӑнах чи хӗрринчи, граната е мина вӑркӑнтарнипе хӑрах аякӗ ҫине тайӑлнӑ, тӑснӑ чӗлхе евӗрлӗ тупӑ кӗпҫине ҫӗрелле уснӑ танк темскерле хӑрушӑ чӗрчун вилли пек туйӑннӑ. Пӗтӗм уй тӑрӑх — ӑшӑх окопсен брустверӗсемпе танксем таврашӗнче те, вӑрман хӗрринче те, — красноармеецсемпе нимӗҫ салтакӗсен виллисем йӑванса выртнӑ.

Пур япала та кунта Алексее — кӗрлесе иртнӗ ҫапӑҫу ҫинчен, хӑйӗн фронтри тусӗсем тӑшмана малалла ирттерес мар тесе, пурне те манса кайсах ҫапӑҫни ҫинчен пӗлтернӗ. Авӑ, вӑрман хӗрринчен инҫех мар, тӑррине снаряд татнӑ хулӑн хыр, чӗрпӗкленсе хуҫӑлнӑ вуллинчен сарӑ сухӑр юхтарать, — ун тавра арканнӑ пуҫ шӑммиллӗ нимӗҫсем, ҫӗмӗрӗлсе пӗтнӗ питлӗскерсем, йӑванса выртаҫҫӗ. Тӑшман виллисем хушшинче ҫаврака питлӗ, пысӑк пуҫлӑ, тӗреклӗ кӗлетке месерле тӑсӑлса выртать. Вӑл шинельсӗр, гимнастеркӑпа кӑна, — йӳле янӑ пилӗкӗн ҫухавине туртса ҫурнӑ, унпа юнашарах — хуҫӑк штыклӑ, юнланса ванса пӗтнӗ прикладлӑ винтовка.

Леререх, вӑрманалла каякан ҫул хӗрринче, хӑйӑрпа сапӑннӑ пӗчӗк чӑрӑш айӗнчи снаряд алтнӑ лупашкаран — слон шӑмминчен касса тунӑ пекех ҫӳхе питлӗ, хура сӑнлӑ узбек курӑнса выртать. Ун хыҫӗнчи чӑрӑш тураттисем; айӗнче граната ҫыххи курӑнать; узбек хӑй те каялла янӑ аллине граната тытнӑ, анчах ывӑтса ярас умӗн пӗлӗт ҫине пӑхса илесшӗн пулнӑ та ҫаплипех хытса ларнӑ, темелле.

Тата леререх, вӑрман ҫулӗ тӑрӑх, улалатса сӑрланӑ танксен кӳлеписем патӗнче, снарядсем алтса хӑварнӑ тарӑн шӑтӑксем тавра, кивӗ тункатасем хушшинче, — пур ҫӗрте те салтак вилли йӑванса выртать; хӑшӗ фуфайкӑпа, ваткӑллӑ шӑлаварпа, хӑшӗ вараланса пӗтнӗ симӗс френч тӑхӑннӑ, ытла сивӗ пулнипе, пилоткисене хӑлхи таранах антарса лартнӑ; вӗсен хуҫланса ларнӑ чӗркуҫҫийӗсем, каҫӑртса хунӑ янах шӑммисем юр айӗнчен мӑкӑрӑлса тӑраҫҫӗ; ӑвӑс пек сарӑхса кайнӑ пичӗсем курӑнаҫҫӗ, вӗсене тилӗсем кышланӑ е чакаксемпе ҫӑхансем сӑхса пӗтернӗ.

Уҫланкӑ ҫинче темиҫе ҫӑхан хуллен ярӑнса вӗҫнӗ. Алексее ҫак уҫланкӑ сасартӑках аслӑ вырӑс художникӗ Игорь ҫапӑҫӑвӗ ҫинчен ӳкернӗ мӑнаҫлӑ та хӑрушӑ картинӑна, шкулти учебник ҫинче курнӑскере, аса илтерчӗ.

«Эпе те ҫакӑнта выртнӑ пулӑттӑм!» шутларӗ те вӑл, унӑн пӗтӗм ӳт-пӗвӗ каллех пурнӑҫа вӗҫсӗр юратнипе тулчӗ. Вӑл силленсе илчӗ. Пуҫра халӗ те кӑтрашкаллӑ арман чулӗ вӑраххӑн ҫаврӑнать, урасем малтанхинчен те ытларах ҫунса тухас пек ыратаҫҫӗ. Анчах Алексей типӗ юрпа кӗмӗлленнӗ упа вилли ҫине ларчӗ те малалла мӗн тумалли ҫинчен, ӑҫталла каяссипе хамӑрӑн малти чаҫсем патне мӗнле ҫитмелли ҫинчен шутлама пуҫларӗ.

Карттӑна вӑл ӳкнӗ чухне планшетпа пӗрле ҫухатнӑ. Анчах та Алексей хӑйӗн паянхи маршрутне карттӑсӑр та аван чухланӑ. Штурмовиксем атакӑланӑ нимӗҫ аэродромӗ фронт лининчен утмӑл километр хӗвеланӑҫ еннелле пулнӑ. Унӑн лётчикӗсем сывлӑшри ҫапӑҫура нимӗҫ истребителӗсене пӗр ҫирӗм километра яхӑн аэродромран аяккалла илсе кайрӗҫ, вӑл хӑй те, нимӗҫсен «хӗскӗчӗнчен» хӑтӑлса тухнӑ хыҫҫӑн тата кӑштах хӗвелтухӑҫнелле вӗҫрӗ пулас. Апла пулсан, фронт линийӗнчен пӗр вӑтӑр пилӗк километрта, нимӗҫсен чи малти дивизийӗсем хыҫнелле, таҫта, Хура-вӑрманлӑх текен район таврашнелле ӳкнӗ вӑл; хамӑр штурмовиксемпе бомбардировщиксем ҫывӑхри нимӗҫ тылӗсене аркатма вӗҫнӗ чух, Алексей, вӗсене сыхласа пынӑ май, пӗрре мар ҫак вӑрман ҫийӗпе вӗҫсе иртнӗ. Ку вӑрман ӑна ҫӳлтен яланах вӗҫӗ-хӗррисӗр симӗс тинӗс пек аванах палӑрнӑ, усал ҫанталӑкра вара, кӑвак тӗтрепе пӗркеннӗ вӑрман, вӗте хумлӑ, пӑтранчӑк шыв ҫийӗ пек курӑннӑ.

Вӑл ҫак сӗм вӑрман варрине ӳкни уншӑн лайӑх та, япӑх та пулнӑ. Пӗр енчен лайӑх, мӗншӗн тесен ҫакнашкал чӑтлӑх вӑрманта нимӗҫсем, яланах кил-ҫуртсемпе ҫул таврашне туртӑнаканскерсем, пулма кирлӗ мар. Тепӗр енчен илсен — япӑх, мӗншӗн тесен ку вырӑнта этем пулӑшӑвне те, пӗр татӑк ҫӑкӑрпа тумлам вӗри шыв та, ҫурт таврашӗ те тупасса шанма ҫук; тухма ытла инҫех мар пулин те, вӑрман чӑтлӑхӗсем витӗр питӗ йывӑр ҫулпа иртсе тухмалла. «Урасем ара… Ҫӗклейӗҫ-ши мана урасем? Утайӑп-ши?..»

Вӑл упа кӳлепи ҫинчен вӑраххӑн тӑчӗ. Малтанхи пекех ыратни, ура тупанӗнчен пуҫласа ҫӳлелле, ӳт-пӳ тӑрӑх чиксе хӑпарчӗ. Кӑшкӑрса ячӗ вӑл. Каллех лармалла пулчӗ. Унттине ураран хывма тӑчӗ. Унттӑ хывӑнмасть, кашни сиккеленӳ чӑтма ҫук ыраттарать. Алексей, шӑлӗсене ҫыртса куҫне хыттӑн хупрӗ те, икӗ аллипе те мӗнпур вӑйран унттине туртрӗ — вара ҫавӑнтах ӑнран кайса ӳкрӗ. Тӑна кӗрсен вӑл, асӑрханса, уринчи ҫемҫе портянкӑна сӳтрӗ. Ури тупанӗ ун пӗтӗмпех шыҫса кӑвакарса кайнӑ. Вӑл кашни сыппинченех чӑтмалла мар сурса ыратать. Алексей урине юр ҫине тытрӗ, ыратни кӑштах лӑпланнӑ пек пулчӗ. Хӑй шӑлне хӑй туртса кӑларнӑ пекех, вӑл тепӗр уринчи унттине те туртса хыврӗ.

Икӗ ури те юрӑхсӑра тухнӑ. Самолёт хыр тӑррисене ҫапӑнсан, Алексей кабинӑран тухса ӳкнӗ. Ҫавӑн чух, ури тупанӗсем таҫта хӗсӗннӗ пулас та, ура пӳрнисемпе вӗтӗ шӑм сыпписем ванса кайнӑ. Паллах, ытти чухне пулсан, вӑл ҫак ванса шыҫӑннӑ урисем ҫине тӑрас пирки шутламан та пулӗччӗ. Анчах та халь вӑл пӗр-пӗчченех вӑрман чӑтлӑхӗнче, тӑшман тылӗнче пулнӑ, кунта ҫынна тӗл пулни ҫӑлӑнӑҫ мар, вилӗм ҫеҫ кӳме пултарать. Ҫавӑнпа та Алексей утма, хӗвелтухӑҫнелле утма, нимӗне те пӑхса тӑмасӑр, этем пурӑнакан вырӑнсемпе лайӑх ҫулсем шырамасӑр, вӑрман витӗр кайма шут тытрӗ.

Вӑл унттӑсене тӑхӑнкаларӗ те чунне хытарсах упа кӳлепи ҫинчен тӑчӗ, — шӑлне шатӑртаттарса ҫыртса пӗр утӑм турӗ. Кӑштах тӑчӗ, юр ӑшӗнчен тепӗр урине туртса кӑларчӗ те иккӗмӗш утӑм турӗ. Пуҫ кашлать, вӑрманпа уҫланкӑ ҫаврӑнса кайрӗҫ, вӗсем тӳп-тӳррӗн ҫӳлелле тӑнӑ пек курӑнчӗҫ.

Ыратнипе тата калама ҫук асапланнипе, Алексей вӑйӗ пӗтсе ҫитнине туйрӗ. Акӑ вӑл, тутине ҫыртса лартрӗ те малалла утрӗ, ҫӗмрӗк танк патӗнчен, аллине граната тытнипех хытнӑ узбек ҫуммипе вӑрманалла, хӗвелтухӑҫнелле каякан ҫул еннелле утрӗ вӑл. Ҫемҫе юр ҫийӗпе ашса пыма аптрасах каймарӗ-ха, анчах та ҫил вӗрсе хытарнӑ, пӑрланнӑ ҫул ҫине тухсанах, урасем чӑтмалла мар хытӑ ыратма тытӑнчӗҫ, Алексей урӑх пӗр утӑм ярса пусма та пултараймарӗ — каллех чарӑнчӗ. Кунта вӑл урисене саркаларӗ те, ҫилпе сулланнӑ пек, тайкаланса тӑчӗ. Сасартӑк куҫсем умӗнче пурте тӗссӗрленсе кайрӗ. Ҫул та, хырсем те, кӑваккӑн курӑннӑ лӑсӑллӑ вӑрман ҫинчи ҫутӑ ярӑм та ҫухалчӗҫ… Вӑл аэродром ҫинчи самолёт умӗнче, хӑй самолёчӗ патӗнче тӑрать. Унӑн техникӗ, хӑй чӗннӗ пек каласан, «технар», тӑсланкӑ Юра, яланах хура питлӗ те хырӑнманскер, шӑлӗсемпе те куҫ шуррисемпе йӑлкӑшса, кабинӑна ларма кӑчӑк туртать: хатӗр, атя, вӗҫмешкӗн… Алексей самолёт патнелле пӗр утӑм турӗ, анчах ҫӗр ҫийӗ урасене ҫунтарать, вӗри плита ҫине пуснӑ пекех туйӑнать. Ҫак пӗҫерекен ҫӗртен тӳрех самолёт ҫунатти ҫине сиксе ӳкес тесе, Алексей малалла ыткӑнчӗ те сивӗ фюзеляж ҫине ҫапӑнччӗ. Вӑл тӗлӗнсе кайрӗ. Фюзеляж яка мар, темӗнле кӑтрашка, хыр хуппи тунхӑрӗпе витӗннӗ пекех… Нимӗнле самолёт та ҫук иккен. Вӑл — ҫул ҫинчех, аллисемпе хыр вуллине кӑна хыпашлать.

«Куҫа тем курӑнма пуҫларӗ? Контузи хыҫҫӑн ухмаха еретӗп, — шутларӗ Алексей. — Ҫулпа утма май ҫук. Айӑкри юр ҫине пӑрӑнас-им? Анчах та манӑн утасси капла пушшех вӑрахланать». — Вӑл юр ҫине ларчӗ те чунне хытарсах унттисене туртса хыврӗ, ура лапписене хытӑ хӗстересрен вӗсене шӑлпа та чӗрнепе ҫуркаласа аслӑлатрӗ, мӑйӗнчи ҫемҫе ҫӑмлӑ шарфне салтса ҫурмаран ҫурчӗ те, ури лапписене шарфпа чӗркесе, унттисене каллех тӑхӑнчӗ.

Халӗ утма ҫӑмӑлланчӗ. Утма тени те тӗрӗс мар пулӗччӗ; вӑл утса мар, ура кӗлисем ҫине асӑрханса кӑна пусса пычӗ. Суранӗ ҫав тери хытӑ ыратнипе тата пӗтӗм вӑйне хурса тертленнипе темиҫе утӑм тусанах, унӑн пуҫ ҫаврӑнма тытӑнчӗ. Ҫавӑнпа та, куҫа хупса йывӑҫ вулли ҫумне тайӑнса тӑмалла е юр кӗрчӗ ҫине ларса канмалла пулчӗ, каннӑ хушӑра вӑл юн тымарӗсем хыттӑн сиксе тапнине итлесе ларчӗ.

Ҫапла темиҫе сехет хушши шурӗ вӑл. Анчах каялла ҫаврӑнса пӑхсан, ӑна ҫаплах уҫланкӑ вӗҫӗнчи ҫул кукӑрӗ курӑнчӗ тата ун хӗрринчи юр ҫинче хуралса выртакан узбек та палӑрчӗ-ха. Алексее ку хытах пӑшӑрхӑнтарчӗ. Пӑшӑрхантарчӗ, ҫапах та хӑратса ӳкермерӗ. Вӑл юр ҫинчен тӑчӗ те шӑлне хыттӑн ҫыртса малалла хускалчӗ, пынӑ май вӑл хӑй умӗнчи уйрӑммӑн палӑракан япаласене тӗллерӗ — пӗр хыртан тепӗр хыр патне, тункатаран тепӗр тункатана ҫити, пӗр кӗрт купинчен тепӗр кӗрт патне мӗшӗлтетрӗ. Сӗм вӑрманти таса юр ҫинче ун хыҫҫӑн, аманнӑ тискер кайӑк хыҫӗнче юлакан йӗр пек, кукӑр-макӑр йӗр юлса пычӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех