Шырав
Шырав ĕçĕ:
Туяҫҫӗ тейӗн профессорсем кам хатӗрленсе килменнине.
Кӗл чечексем // Валентина Элиме. Килти архив
Иккӗмӗшне тӗплӗн хатӗрленсе кайрӑм — ыйтмарӗ те манран.Ко второй я подготовилась основательно — а у меня и не спросили.
Кӗл чечексем // Валентина Элиме. Килти архив
Унпа курнӑҫрӑмӑр та тухса кайма хатӗрленсе ҫитрӗмӗр кӑна — Петенька пирӗн чирлесе ӳкрӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫӗршывӑм малалла сикме хатӗрленсе вӑй-хӑватне карӑнтарса тӑрать…Откатилась, сжалась, затаила дыхание, приготовилась к разбегу страна…
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ку сентябрӗн саккӑрмӗшӗнче пулчӗ, нимӗҫсем ҫав кунхине пысӑк штурма хатӗрленсе ҫитнӗ май Ленинград ҫине пирвайхи хут пикенсе бомбӑсем пӑрахма тытӑнчӗҫ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анна Семёновна та, ҫак инкеклӗ куна пула, пушшех те ӗшеннӗ, выртма хатӗрленсе, ирхине чӗркесе хунӑ вырӑнне майлаштарса сарать.
18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Экспедици, пӗтӗмӗшпе илсен, хатӗрленессипе кая юлчӗ, хамӑр эпир хатӗрленсе ҫитнӗччӗ, кӗтмен ҫӗртен эпӗ хам та ик-виҫ кунлӑха пушантӑм.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тепӗр кунне полк тухса кайма хатӗрленсе ҫитрӗ.
Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Акӑ Марья Ивановна хатӗрленсе тухса та кайрӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Эпӗ пынӑ ҫӗре вӑл ҫула тухма хатӗрленсе ҫитнӗ-мӗн.
Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Эпӗ чӑнах та Бурмилова Тятюк патне кайма хатӗрленсе тӑраттӑм, Тӗрӗссипе, Тятюкӑн ҫуралнӑ кунӗ виҫӗмкунах иртнӗ, анчах та эп ӑна ҫак чи майлӑ куна — паянхи канмалли куна хам сӗнтӗм.
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Ӑҫта вӑл? — тесе ыйтрӑм эпӗ, вӑл хушнине пӑхӑнма хатӗрленсе.
Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Анчах Иван Кузмич, вӑл тӗпчеме тапӑнасса пӗлсе, малтанах хатӗрленсе тӑнӑ.
Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
— Тивӗҫлӗн хатӗрленсе тӑмалла! — терӗ комендант, куҫлӑхне хывса, хутне хуҫлатса.— Принять надлежащие меры! — сказал комендант, снимая очки и складывая бумагу.
Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Хам ҫав хушӑрах ҫывӑрма хатӗрленсе сак ҫине выртрӑм.
Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
— Кирек мӗн тӑвӑр эппин, — терӗм эпӗ, тухса кайма хатӗрленсе.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Кузов ҫийӗсене темӗн пысӑкӑш хӗрлӗ хӗрессем ӳкерсе хунӑ санитарнӑй машинӑсем тӗмӗсем хушшинчен слонсем пек тухса, ӗҫлекен моторӗсемпе: кӗрлесе, хатӗрленсе тӑчӗҫ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Чейне те ӗҫсе янӑ ӗнтӗ, тахҫанах кӳлнӗ лашасем те сивӗре шӑнса тӑраҫҫӗ; хӗвеланӑҫ енчен уйӑх шупкаланать, вӑл инҫетри тусен тӑрринчи чаршав татӑкӗсем пек ҫакӑнса тӑракан хура пӗлӗтсен ӑшне пытанма хатӗрленсе ҫитнӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫар ҫынни ӑнланмалла пулнӑ паллӑсем тӑрӑх: хӑйсем арми штабӗнчен «сасӑлас» меслетпе, машина ҫинчен машина ҫине куҫса ларса килнӗ ҫулсем тулса ларнинчен, ҫӗрле ҫул ҫинче часовойсем тӗллӗн маскировка тума хушнинчен, маскировкӑна пӑсакансене машина кустӑрми шинисенчен перессипе хӑратнинчен, фронт ҫулӗсенчен аякра тӑракан ращасенче танксем, грузовиксем, артиллери пухӑннипе шавлӑ та тӑвӑр пулнинчен тата уйри пушӑ ҫул ҫинче вӗсене паян нимӗҫсен «ухатникӗсем» атакӑлани тӑрӑх та — Мересьев фронтра лӑпкӑ вӑхӑт иртнине, шӑп ҫак вырӑнсенче нимӗҫсем пирӗн ҫине вӑйлӑн тапӑнма шут тытнине, ҫав тапӑну часах пулмаллине, анчах Хӗрлӗ Ҫар командованийӗ ун ҫинчен пӗлнине, тӑшмана тивӗҫлӗ ответ пама хатӗрленсе ҫитнине ӑнланчӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Унтан, ҫывӑрма хатӗрленсе, кашни хӑйӗн вырӑнне майлаштарчӗ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950