Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хатӗрленсе (тĕпĕ: хатӗрлен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗплӗн хатӗрленсе ӗҫсене пурнӑҫласан кӗрхи пӳлмесем уй-хир продукцийӗпе тулли пулӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун - ҫулталӑклӑх // Елена ПОРФИРЬЕВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/14249-c ... ltal-kl-kh

Поселокри йывӑҫсем, тин кӑна ӑшӑ ҫумӑр ҫуса иртнӗрен, качча тухма хатӗрленсе тӑнӑ пикесем майлах чипер.

Куҫарса пулӑш

10 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Вӑл, «вара, вара» тесе ыйтма хатӗрленсе ҫӗнӗрен чӗвен тӑнӑскер, ним шарламасӑрах каялла ларать.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Пӗрремӗш сехетсенчех ҫителӗклӗ хатӗрленсе ҫитменни палӑрнӑ, вестибулярлӑ аппарат пӑсӑлнипе ҫыхӑннӑ «тӗнче уҫлӑхӗн чирӗпе» аптӑрама пуҫланӑ.

Первые же часы на орбите показали недостаточность подготовки, Тоёхиро оказался подвержен «космической болезни», связанной с расстройствами вестибулярного аппарата .

Тоёхиро Акияма // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D0%BE%D ... 0%BC%D0%B0

Чӑваш Ен Промышленноҫпа энергетика министерствин Цифра аталанӑвӗн министерствипе пӗрле кӑҫал Чӑваш Республикин пӗтӗм территорийӗнче асӑннӑ паха опытпа паллаштарма хатӗрленсе ҫитсе анлӑн сарма тытӑнмалла.

Минпромэнерго совместно с Минцифры Чувашии необходимо в текущем году подготовить и начать масштабирование данного опыта на всей территории Чувашской Республики.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Эпир Патӑрьел, Шӑмӑршӑ округӗсемпе Комсомольски округӗн кӑнтӑр пайӗнчи темиҫе пӑрӑхлӑ шыв ҫулне хута яма хатӗрленсе ҫитрӗмӗр темелле.

Мы близки к подаче воды по групповому водоводу Батыревского, Шемуршинского и южной части Комсомольского округов.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Эпир республикӑра хӑмла туса илес тата ӑна тирпейлес енӗпе «малалла ыткӑнма» туллин хатӗрленсе ҫитнӗ.

Мы практически полностью готовы к тому, чтобы «рвануть» в сфере производства и переработки хмеля в республике.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Кун пирки Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, Шупашкар хулине 555 ҫул ҫитнине палӑртса йӗркеленӗ мероприятисене 2024 ҫулта хатӗрленсе ирттерес енӗпе ӗҫлекен ӗҫ ушкӑнӗн ларӑвӗнче пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкар хулине 555 ҫул ҫитнине палӑртса хулашӑн пӗлтерӗшлӗ вун-вун объект хута кайӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/09/shup ... sa-hulasha

Коммунистсен партийӗн XXII съездне тивӗҫлӗн кӗтсе илме хатӗрленсе, художница асӑнмалӑх памалли япаласем - сувенирсем) нумай тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Радиопа телевидени редакцийӗсем колхозсемпе совхозсем ял хуҫалӑх продукчӗсем туса илессине ӳстермелли резервсемпе усӑ курни, ҫичӗ ҫуллӑхӑн тӑваттӑмӗш ҫулӗнчи ҫуракине тӗплен хатӗрленсе ирттерни, курӑк акмалли уйлӑ системӑна сивлени тата тыр-пул акмалли ҫӗр лаптӑкӗн структурине улӑштарса лайӑхлатни, пирӗн колхозниксем Н, С. Хрущев ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсен Мускаври канашлӑвӗнче панӑ кӑтартусене тата мартри Пленум решенийӗсене пурнӑҫлама тытӑнни ҫинчен передачӑсем йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Тӗл пулура 2024 ҫулта коммуналлӑ услугӑсен тарифӗсене индексацилессипе, Ҫӗнӗ ҫул тата раштав уявӗсене хатӗрленсе ирттернӗ чухне ҫынсем массӑллӑ пулакан вырӑнсенче пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе тивӗҫтерессипе, ҫулсене хӗллехи вӑхӑтра пӑхса тӑрассипе контрактсене мӗнле пурнӑҫланипе ҫыхӑннӑ ыйтусене тата ҫулсене нормативлӑ шая ҫитерессипе тӑракан задачӑсене сӳтсе яврӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫыннисем хӑтлӑрах пурӑнма тӑрӑшаҫҫӗ // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... -t-r-shacc

Курасчӗ-ха вӗсене ҫӗнтерӳ хыҫҫӑн! — кружкӑри матрӳшке чейне сыпа-сыпа калаҫрӗ Мария Тимофеевна, ял Советне кайма хатӗрленсе.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эпӗ хыҫалтан пырса утланса ларӑп, — терӗ Откан, кашкӑр ҫине сиксе ларма хатӗрленсе.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ку вӑхӑтра, уяв ҫитет тесе, темле те хатӗрленсе тӑраттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ирхи апат ҫикеленӗ Кулюкка авӑн ҫапнӑ ҫӗре тухма хатӗрленсе тӑратчӗ, виҫ-тӑватӑ хӗрарӑм килсе кӗчӗҫ:

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Иван ҫеҫ мар, ытти салтаксем те хура хӗреслӗ танксене кӗтсе илме хатӗрленсе выртнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ҫук ӗнтӗ, пирӗн килте асап курнине нихҫан та манас ҫук Эрхип, — сасӑпах шухӑшларӗ Хура Ҫимун, ял Советне кайма хатӗрленсе.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пулӑшу пама хатӗрленсе хуравларӗҫ крючниксем.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ахмет ушкӑн варрине кӗрсе йӑтма хатӗрленсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӗҫ пӳлӗмне утнӑ май Ирина сипленсе таврӑннине стройкӑри кӑткӑс ыйтусем, участоксенче паян-ыранах обществӑлла инструкторсем ҫирӗплетмеллине, ҫак ӗҫе кама-кама шанма май пуррине те палӑртрӗ, лесасем тӑвас яваплӑха ӳстермелли, хӑрушсӑрлӑх техники правилисемпе плакатсем ҫитменни пирки каласа пама хатӗрленсе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех