Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хатӗрленсе (тĕпĕ: хатӗрлен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫтаппан йӑлӑма кирек хӑш ҫулта та ытти хресченсенчен лайӑхрах хатӗрленсе каяканччӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӗмӗртенпех, утӑ ҫулма мӗнле хатӗрленсе пынинчен, кам мӗнле пурӑннине сӑнас йӑла пур.

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мошков, Платун патӗнче чухнехи пекех, Огуречников мӗн хушнине тума хатӗрленсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑнпа, кирек хӑшне те ҫапса пӑрахма хатӗрленсе, йӗри-тавра пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл вилӗмне те тивӗҫлӗн кӗтсе илес пек хатӗрленсе: «Пӗр сасӑ та кӑларас марччӗ… Вилсен те пӗр сасӑ кӑларас марччӗ…» — тесе асӑнса выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫапла йӑлтах хатӗрленсе ҫитсен, каллех чӗлпӗр вӗҫне тытрӗ:

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сварка тата ҫулӑмпа ҫыхӑннӑ ытти ӗҫсене тӗплӗн хатӗрленсе ирттермелле.

Куҫарса пулӑш

Ашкӑнсан инкек тухать... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10811-as ... kek-tukhat

Унӑн ҫӳҫӗ-пуҫӗ саланса кайнӑ, куҫӗсем хаяррӑн йӑлкӑшса пӑхаҫҫӗ, аллинчи сарӑ тутӑх витнӗ авӑрсӑр ҫавине, кӗҫ-вӗҫ касма хатӗрленсе, пуҫ тӑрринелле ҫӗклесе тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Йӑлтах хатӗрленсе ҫитсен, Хветут ял тӑрӑх тухса кайрӗ, лаша усракан ҫывӑхрах ҫынсемпе тӑванӗсем патне кӗре-кӗре тухрӗ — нимене кайма пултарни е пултарайманни ҫинчен калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хатӗрленсе ҫитме миҫе кун кирлӗ?

Куҫарса пулӑш

Асаилу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Паян та ҫаплах пулчӗ: тул ҫутӑлса ҫитиччен ҫула тухма йӑлтах хатӗрленсе ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Паҫӑрах хатӗрленсе тӑнӑ Сергей тимӗр сенӗкне хӗрлӗн-симӗссӗн йӑлтӑртатакан кашкӑр куҫӗсем ҫинелле тӗллесе печӗ, анчах лектереймерӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл пынӑ чухне тӗкӗрҫӗсем ҫула тухма хатӗрленсе ирхи апата ларнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Лайӑх майласа, тӗплӗн хатӗрленсе турӗҫ ҫав ку ӗҫе мӑрсасем.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Темиҫе ҫӗр ҫын хӑйсем ҫак кунсенче кӑна чавнӑ шӑтӑксене сиксе ҫапӑҫӑва хатӗрленсе те тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсем пынӑ ҫӗре ваттисем чӳк кӗллине пуҫлама хатӗрленсе тӑнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Кам мӗнле шутлать, — кайма хатӗрленсе йӗри-тавра пӑхкаларӗ ҫамрӑк мӑрса.

Куҫарса пулӑш

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Девлизер ялӗнче ӗнтӗ мӑрсасем киле кайма хатӗрленсе тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

17. Пурнӑҫ пӑрӑнӑҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кама шанса алла хӗҫ тытасшӑн эсӗ, Мамич-Бердей? — лешӗ кайма хатӗрленсе ура ҫине тӑнине курса юлашки хут ыйтрӗ Тукай.

Куҫарса пулӑш

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хатӗрленсе ҫитнӗ-и вара? — ыйтмасӑр чӑтаймарӗ никамах та шанса пӗтереймен государь.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех