Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хатӗрленсе (тĕпĕ: хатӗрлен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хатӗрленсе ҫитет Думитру тухса кайма.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Елюкпа калаҫма хатӗрленсе, вӑл кӑмӑлне ҫемҫетрӗ — алӑк еннелле ӑшшӑн пӑхать, чӗнмест, ӳсӗркелесе илет.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Чӑн-чӑн патриотсем пуртан пирӗн ҫӗршыв тӗреклӗ, — шӑпах ҫак шухӑша палӑртрӗ Елчӗк муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Леонард Левый Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Аслӑ Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 78 ҫул ҫитнине халалланӑ уява округра хатӗрленсе ирттерессине пысӑк тӳпе хывнӑ хастарӗсене чысланӑ май.

Куҫарса пулӑш

Патриотсем пуртан ҫӗршыв тӗреклӗ // Е.ГЕННАДЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%b5%d0%b ... %b5%d0%b2/

Ман шутпа, хула командисем вӑйлӑрах вӗсем, меншӗн тесен вӗсен ҫак стадиона килме, хатӗрленсе пӑхма май пур.

Куҫарса пулӑш

Пушарпа ҫӑлав ӑмӑртӑвӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61155

Унӑн пуҫӗнче хӑй киноактёрсен институтӗнче пӗр ҫулталӑк мӗнле вӗренни ҫаврӑнса тухрӗ, час-часах унта пусӑрӑнчӑклӑн ҫӳренисем, юлашки вӑхӑтра хӑш-пӗр чухне ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе вырӑн ҫинче шухӑша кайса выртнисем, занятисене те чылай чух хатӗрленсе пыманнисем аса килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Ывӑннӑ ҫын та горизонт хӗрринче ҫӗнӗ хӗвеле курсан, хӑйне сасартӑк ҫӑмӑл туйса илет, пирӗн пек ятарласах хатӗрленсе тӑракан ҫын — пушшех те…

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Эпӗ экзаменсене те йӑлтах унта хатӗрленсе панӑ-ҫке-ха…

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Вӑл, калама хатӗрленсе, нумайрах сывлӑш ҫӑтса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Вадим йӗрсе яма хатӗрленсе куҫне мӑчлаттарма тытӑнчӗ, тутине илемсӗррӗн пӑркалантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Учӗсене каялла ҫавӑрнӑ хушӑра чӑвашсене тӑшман кӗтсе илме хатӗрленсе тӑма ӗлкӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӳллӗ сӑрт умӗнчи тӗмескене йышӑнчӗҫ те чӑвашсем салтаксене тапӑнма хатӗрленсе, тепӗр хут ҫапӑҫу йӗркине тӑрса тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сюльдяшов ҫарӗ хатӗрленсе ҫитеймен пирки ҫаплипех ҫула тухаймарӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав вӑхӑтра ӑмӑрту ирттерекенӗн сасси илтӗнсе кайрӗ, вӑл пурне те хатӗрленсе тӑма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Йӗкӗтсем акатуйне хатӗрленсе кӗрешӳ меслечӗсене вӗренчӗҫ, тӗрлӗрен ӑмӑртусене хутшӑнчӗҫ, ухӑран та печӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав хресчен патши чылай хушӑ Сарӑкун ҫӗршывӗнче пурӑннӑ, халӗ чухӑнсене пурне те ҫавӑнта ертсе каясшӑн: Чукма чӑвашӗсем хресчен патшине кӗтсе илме хатӗрленсе питӗ пӑлханаҫҫӗ, имӗш.

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗрӗх ҫухрӑм йӗри-тавра Сухатӳне пӗлеҫҫӗ; Хатӗрленсе, ҫине тӑра, Ушкӑн-ушкӑн килеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пӗр-икӗ ҫӗрте пакша, хӗле хатӗрленсе, хыр-чӑрӑшӑн хӑрӑк турачӗсем ҫине шурӑ кӑмпасемпе сар кӑмпасене тирсе типӗтнине те асӑрхама ӗлкӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Лав кайма хатӗрленсе ҫитсен, Кирукпа Федя хайхи нимӗҫ автомачӗсемпе патронӗсене ҫӗклесе ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Федя каяс тесе ҫӗкленчӗ, шӑп та ҫав самантра Санюк икӗ хутчен ӳхлетсе илчӗ: Кирукпа Федя ҫавӑнтах тӑшмана кӗтме хатӗрленсе выртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ку центрта биатлонистсене те ӑмӑртусене хатӗрленсе, хӑйсен ӑсталӑхне туптама майсем пулӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Йӗлтӗр йӗрӗ» Пӗтӗм Раҫҫейри чупӑва Олег Николаев старт панӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/13/racc ... nikolaev-s

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех