Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 1 сыпӑк

Пай: Аслӑ хирӗҫтӑру –> Пӗрремӗш кӗнеке. Манӑн Устя

Автор: Митта Ваҫлейӗ

Ҫӑлкуҫ: Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хушнӑ: 2019.08.31 11:08

Пуплевӗш: 190; Сӑмах: 2002

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Ҫавнашкал

«Ӗнтӗ хам ҫинчен ман ҫаплах калас пулать: пурнӑҫ ӑнмарӗ. Паян вунвиҫҫӗ тултартӑм. Ҫулсем сахал мар. Анчах ку тарана ҫитсе те ман пурнӑҫра ни мыскара, ни чун туртни, пӗр сӑмахпа, тӗлӗнмелли нимӗн те пулман…»

1938 ҫулхи апрелӗн 30-мӗшӗнче ирхине эпӗ хамӑн дневник ҫине ҫапла ҫырса хунӑ. Паллах, ҫакна ҫырнӑ чух, пӗр ӑнланма хӗн япала мана ҫав кун каҫхинех хытӑ пӑлхану кӳрессе эпӗ сӗмленмен те.

Чӑнах та, мӗн ыррине кӗтмелли пур ӗнтӗ, юр кайичченех пит ӑш ҫунтармӑш сартут тапса тухрӗ пулсан. Епле ӑнман пурнӑҫ ҫине ӳпкелешмӗн, шӑпах Май уявӗ тӗлне каллех математикӑпа аран «посредственно» илкеленӗ пулсан? Ҫакӑ вӑл пӗтӗм ҫулталӑкшӑн хӑратса тӑракан паллӑ — пӗр хӗл хушшинчи виҫҫӗмӗш «посредственно».

Тепӗр тесен, нимӗн тӗлӗнмелли те ҫук. Крупицына математикӑпа каллех «пос» илнӗшӗн шкулта никам та хыпӑнса ӳкмерӗ. «Мӗнех вара, ялан ҫавнашкал», — терӗҫ пирӗн ачасем. «Ҫавнашкал», — терӗм эпӗ те, мӗншӗн тесен ку сӑмах тахҫанах ӗнтӗ манӑн ҫывӑх сӑмахӑм пулса тӑнӑ.

Манӑн пурте ҫапла, пӗр майлӑ. Шкулта эпӗ вӑтам шутра, пирӗн пеккисене асӑрхасах каймаҫҫӗ. Хӑш чухне манӑн ҫавӑн пек шухӑш та килсе кӗрет: кайрисемпе тӑрса юлсан, интереслӑрах та пулӗ, кайрисем ҫинчен малтисем ҫинчен калаҫнӑ чухлех калаҫаҫҫӗ, темелле. Отличниксене пухусенче мухтаҫҫӗ, рапортсенче асӑнаҫҫӗ, районти ҫутӗҫ пайне пӗлтереҫҫӗ, стена хаҫачӗсем ҫине ӳкереҫҫӗ. «Начарккасене» те, шкулта эпир кая юлакансене ҫапла калатпӑр, хисепсӗр хӑвармаҫҫӗ: пулӑшаҫҫӗ, хистеҫҫӗ, ликвидацилеҫҫӗ, хавхалантараҫҫӗ, Мӗн кӑна тумаҫҫӗ вӗсемпе! Пӗр пирӗн ҫинчен анчах, вӑтаммисем ҫинчен, сӑмах та ҫук. Пыратпӑр эпир, хай мӗн калас, вӑтаран та ҫурмаран, чысне те памастпӑр, чӑрмавне те кӳместпӗр. «Ни апла, ни капла, чухӑм каян япала», — тӑрӑхлать пирӗн ҫинчен хамӑр класри Ромка Каштан. Эпӗ ҫакна ӗнтӗ тахҫанах хӑнӑхнӑ, ҫавӑн пекех, хамӑр килте те манран хуйхине те курман, савӑнӑҫне те пӗлмен. Тен, аттешӗн анчах апла мар пуль… Килте эп чи асли шутланнӑ, Людмила аппа вунтӑххӑр тултарнӑ, Георгий пичче вунулттӑра пулнӑ, урӑх ача-пӑча кӗтмен — ҫав вӑхӑтра эпӗ ҫуралнӑ. Тен, ҫураличченех мана ытлашши, ӑнсӑртран килнӗскер вырӑнне картнӑ пулас. Ача таврашӗ те пулман: ни сӑпки, ни кипки тенӗ пек; ӗлӗкхисене кив кирӗке ярса пӗтернӗ, юлнӑ пеккисене Людмилӑна панӑ, ҫавӑнпа та пӗтӗм ӑпӑр-тапӑра ҫӗнӗрен пухма тӳр килнӗ. Анне те мӗнпур хастарлӑхне, мӗнпур ачашлӑхне аслисемпе пӗтернӗ пулас. Ман валли сахал юлнӑ.

Килтисем мана халӗ те пӗчӗк пӗлмеккей вырӑнне хураҫҫӗ-ха. Эпӗ пурне те хӑлхана чикнине тата тахҫанах ӑнланма пуҫланине пӑхмасӑрах, ман ҫинчен: килйыш ӑнманӗ тесе уҫҫӑнах калаҫаҫҫӗ.

— Тӗкӗнсе ҫитнӗ пуль пирӗн йӑх… Ытла тӑрлавсӑр ӳсет… Кама пӑхнӑ-ши? Сӑмси те — шӑна ларса ҫӗр каҫнӑ пек, — теҫҫӗ.

Пӗр атте анчах манпа кӑмӑллӑ.

— Ҫитӗ сире тиркешсе ларма! — тарӑхать вӑл ун пек чух. — Эсӗ, Сима, кала вӗсене: «Ытти-хытти ӑнсан — чун илемлӗ те, пуҫ ӑслӑ пулсан, ӗҫӗ те ҫук сӑмсан!» Тӗрӗс-и, Сима? Ан итле эс вӗсене, манран ыйт, эпӗ луччӗ тӗрӗссине калӑп… Ан тив, аташчӑр, «сартутлӑ» тетчӗр, ан кӳрен — сана хӗвел юратать, хӗвел паллисем вӑл сан сӑмсу ҫинче. Килех, хӗрӗм, ан итле вӗсене.

Атте ман сартутсене курмасть, курма та пултараймасть: тӗнче вӑрҫинче унӑн куҫне вут тивнӗ, вӑл хура куҫлӑхпа ҫӳрет, куҫӗ ҫулсерен начарлансах пырать. Ҫавна пула вӑл заводран та тухрӗ, унта вӑл слесарьте ӗҫлетчӗ. Суккӑрлӑхӗ ҫӗнтерсех илнӗ, анчах атте пӗрре те парӑнасшӑн мар, тӗреклӗн, хӑвӑрт утса ҫӳрет, чӑнах та ӗнтӗ час-часах вырӑнта ларман пукансем ҫине е ӑнсӑртран тайса хӑварнӑ алӑк ҫине пыра-пыра тӗкӗнет.

Аннене йывӑр ӗнтӗ. Вӑл ютран тӗрлӗрен ӗҫ илет: кӗпе-йӗм юсӑть, ӑна-кӑна тӑвать. Атте пенси ҫине куҫрӗ, халь вӑл инвалидсен «Технокнопка» ятлӑ юлташлӑхне ҫӳрет ӗнтӗ; унта кантурсенче кирлӗ скрепкӑсем, хӗскӗчсем, кнопкӑсем, пушмак кантӑри лапчӑкӗсем тӑваҫҫӗ. Аслӑ пичче, Георгий, пире сахал пулӑшать, вӑл Туркменире орошени енӗпе техникра ӗҫлет. Ҫавнашкал пурӑнатпӑр ӗнтӗ эпир.

Атте тирпейлӗ ҫӳреме юратать, вӑл пиншакӗ айӗнчен ялан тенӗ пек хура сатин кӗпе тӑхӑнать. Вӑл ытла та тирпейлӗ. Япалана тытсан, кайран каллех хӑй вырӑнне, ӑҫтан илнӗ — ҫавӑнта пырса хурать; чӗлӗм тивертсен те, табакӗ тӑккаланасран асӑрханса, сӗтел ҫиттине хыпашласах ларать. Унӑн кӗске мӑйӑхне кӑвак тӗс ҫапнӑ, праҫник умӗн эпӗ вӗсене хам тикӗслетӗп. Сухалне те хамах хыратӑп, ҫак ӗҫ мана питӗ килӗшет. Атте ун пек чух лайӑх тӳссе ларать, тасарах илес тесе, янахне самаях чавтарсан та, пӗрре те ҫӳҫенмест.

— Юрӗ-ҫке, хӗрӗм, кас, ан хӗрхен, — йӑпатать вӑл мана. — Хам эп курмастӑп, хӑрушӑ мар. Ыттисене те пӑхма хушмастӑп. Тӗрӗс калатӑп-и?

Атте радио тесен каҫсах каять. Суккӑрлӑхне пӑхмасӑр, вӑл хӑй тӗллӗн икӗ лампӑллӑ йӳнӗ приемник пуҫтарса, хута ячӗ. Наушниксем пирӗн пӗр мӑшӑр кӑна. Каҫсерен эпир, аттепе иксӗмӗр, пӗр-пӗрин ҫумне йӑпшӑнса — хула-хулӑн, хӑлхапа хӑлхан — хамӑра ҫеҫ илтӗнекен музыка сассипе кӑмӑл туличчен киленетпӗр.

Хам ҫуралнӑ кун кӑнтӑрлаччен тата унчченхи каҫ та эпӗ, темӗскер пуласса малтанах сиснӗ пек, пӑшӑрханса ирттертӗм. Мана ӗнер пулса иртнӗ пӗр вӑрттӑн истори пӑлхантарчӗ.

Эпӗ хамӑр хапха умӗнче кӳршӗри пӗр пысӑк ҫурта Май уявӗ тӗлне эрешленине пӑхса тӑраттӑм. Сасартӑк хам ҫине тахшин тинкерсе пӑхнине туйрӑм. Эпӗ вӗлт кӑна ҫаврӑнтӑм та, пӗр хура вӑрӑм ҫынна курах кайрӑм: вӑл ҫывӑхри кӗтесрен ман ҫине шӑтарас пек пӑхать. Хӑй американец пек тумланнӑ: тӳп-тӳрӗ хулпуҫҫиллӗ костюм, усӑнчӑк шалавар, ун айӗнче шакмак тӗрриллӗ чӑлха. Эп ҫаврӑнса тӑнӑ чух вӑл шӑп кӑна мана ӳкерсе илме хатӗрленнӗ иккен: аллинче ун пӗчӗкҫӗ «лейка». Вӑл мана ӳкерсе илмех пуҫланӑ, анчах, эпӗ сиснине кура пулас, часрах учреждени тӑррине Фридрих Энгельс сӑнне вырнаҫтаракан пӗр рабочие ӳкерме пуҫларӗ.

Хам ҫине ҫакӑн пек тинкерсе пӑхни мана иментерчӗ. Эпӗ юриех тӳртӗн тӑтӑм, унтан, кӗтмен ҫӗртен, каллех ун ҫине ҫаврӑнса пӑхрӑм. Вӑл ҫав-ҫавах ман ҫине шӑтарас пек пӑхать. Ҫак япала мана темӗншӗн кулӑшла туйӑнчӗ, вара эпӗ шутласа-туса тӑмасӑрах, чӗлхене ун енне ялт кӑна тутартӑм та киле тарса кӗтӗм. Дворниксен хӗрӗ Танька астутарман пулсан, эпӗ ҫак чармак куҫлӑ тӑрнаккай ҫинчен маннӑ та пулӑттӑм. Мана каҫпа Танька курчӗ те:
— Симка! — терӗ.
— Сан ҫинчен кунта темӗнле пичей ыйтрӗ. Хӑй пирӗнле мар тумланнӑ. Пычӗ те, манран ҫапла тӗпчет: «Мӗнле хӗр ача тухса кӗчӗ ҫавӑнта?» — тет. — «Мӗнле хӗр ача?» — тетӗп. — «Авӑ хайхи, икӗ ҫивӗт тунилли, чип-чипер сартутли…» — тет. Пӑхатӑп, хӑй ҫӳхе ҫӑм чӑлхапа… Ну, каласа патӑм вара. «Симка Крупицына, тӑваттӑмӗш хваттертен», — терӗм. «Ах, тӑваттӑмӗш хваттертен? Питӗ те шеп, — тет. — Айӑп ан тӑвӑр чӑрмантарнӑшӑн», — тет. «Тархасшӑн, тархасшӑн, нимӗн чӑрмавӗ те ҫук», — терӗм эпӗ те. Вӑл кайрӗ вара. Хӑй сарӑ пушмак тӑхӑннӑ…

Эпӗ нумайччен пуҫа ыраттарса ҫӳрерӗм: мӗн кирлӗ-ха ҫав тӗлӗнтермӗш ҫынна? Кам пӗлет, тен, вӑл пӗр-пӗр чаплӑ чудак-ҫулҫӳревҫӗ пуль? Тен, манран хамӑр ҫӗршыври хӗр-ачасем ҫинчен, пирӗн пек ахаль халӑхӑн ывӑлӗ-хӗрӗсем ҫинчен ыйтса пӗлесшӗнччӗ пуль? Тен, кӗтмен ҫӗртен тенӗ пек, кино билечӗ, е пӗр-пӗр элес-мелес ручка тыттарнӑ пулӗччӗ?.. Анчах мӗскершӗн-ха эпӗ тӑваттӑмӗш хваттертен пулни ун кӑмӑлне ытла та килӗшнӗ? «Питӗ те шеп», тет, имӗш. Мӗскершӗн шеп? Паян ирхине, ҫав ӗнерхи хура ҫын каллех ҫӳремест-и тесе, эпӗ темиҫе хутчен те урама туха-туха пӑхрӑм. Анчах никама та курмарӑм. Вара ҫапла шутларӑм: ку ҫын, тем тесен те, мана пӗр-пӗр хӗр ачапа арпаштарчӗ пуль, — терӗм. Ҫав ҫеҫ! Хӑҫан мыскара пулни пур вӑл пирӗн! Эпӗ тарӑхса кайрӑм. Анчах, мӗн пулать те мӗн килет тесе, апат умӗн тепре тухса пӑхрӑм. Ҫук, никам та ҫук. Эпе кӳренсе, кичемленсе кайрӑм.

Ман ҫуралнӑ кун ячӗпе анне курага кукӑлӗ пӗҫернӗ, атте пӗр бутылка «Облепиха» ятлӑ тутлӑ эрех илнӗ. Ыран — аслӑ уяв, паян канмалли. Эпир хамӑр пата хӑнасем кӗтетпӗр. Людмилӑпа упӑшки килмелле. Аппана ҫемьере чӑн пархатарли, тесе шутланӑ. Унӑн упӑшки, Арсений Валерианович Свинчатов, купӑс ӗнеревҫи — настройщик, йӑлӑхтаракан та тӑсланкӑ этем, хӑйне хӑй инструмент енӗпе ӗҫлекен музыкҫӑ техник тесе хисеплет. Унӑн тӗлӗнмелле туранӑ ҫӳҫӗ, таҫтан, ӗнсе чиккинчен пуҫласах, урлӑ май уйӑрса янӑскер, кукшине пытарас шухӑшпа — мал енне кӑшӑл пек антарса янӑскер, мана мӗн ачаран интереслентернӗ. Эпир аннепе Арсений Валериановича нумай вӗреннӗ ҫын вырӑнне хуратпӑр. Анне хӑйӗн кӗрӳшӗпе час-часах мухтанса та илкелет. Йысна пирӗнпе яланах хӗрхенсе пекле, ҫурма сасӑпа, куҫне хӗсерех, пуҫне кӑшт пӑрарах калаҫать, пупленӗ чухне вӑл пирӗн кашни сӑмаха хӑйӗн чее хӑлхипе тӗрӗслесе пӑхать, тейӗн ҫав. Вӑл, калаҫнӑ май, пӳрнисемпе сӗтел хӗррине шаккаса ларма юратать. Ҫапла шаккани тата хӗрхенсе пекле калаҫас йӑли аттене ҫилентерет. Атте ӑна юратмасть, куҫ хыҫӗнче ӑна Сӗрмекупӑс Уҫҫи тет, е Камертон Пирамидонович, тесе тӑрӑхлать.

Аттен хӑлхи калама ҫук ҫивӗч. Паян та вӑл хӑнасем пусма тӑрӑх хӑпарнине никамран малтан илтрӗ.

— Пыр, амӑш, хирӗҫ тух. Людмила хӑй Камертонӗпе килет, — терӗ.

Акӑ Людмила ҫитрӗ. Вӑл пысӑк та капӑр. Пирен пӳлӗме нӳрленнӗ пек курӑнакан симӗсрех шпалер ҫапнӑ, маччи хӗвел ҫинче выртса сарӑхнӑ хут тӗслӗ, стена ҫинче хурт куҫҫисемпе илемлетнӗ рамка ӑшӗнче Крым ӳкерчӗкӗ тата комод ҫинче гипсран тунӑ Наполеон кӗлетки пур. Людмилӑшӑн, унӑн вӑр-вар аллисемшӗн, янравлӑ сассишӗн пирӗн пӳлӗм сасартӑк тӑвӑр пек туйӑнса кайрӗ.

— Мӗскер сирӗн ҫав тери чыссӑр, анне? Нимӗн тирпейӗ те ҫук, — тесе вӑл тӗк тӑран пукансене куҫаркала пуҫларӗ, ятлаҫа-ятлаҫа, темӗнле хут татӑкӗсене сӗтел ҫинчен шӑлса пӑрахрӗ.

— Пӗччен алӑ ӑҫтан пур ҫӗре те ҫиттӗр… — мӑкӑртатса илчӗ анне. — Ҫуртра та пӗр мӑшӑр куҫ анчах! Ыттисен ҫӳпӗлесси кӑна… Энтри, чикаркку тӗпӗсене тухса тӑк… Сима ҫакӑнтан шӑлса кай.

— Ытла сӑнсӑр пурӑнатӑр ҫав, нимӗнле йӗркесӗр, — тӗртсе хучӗ ӗнӗревҫӗ. — Аквариум та пулин илсе ямалла.

Атте ӑна итлесшӗн те мар, вӑл Камертонӑн тахҫан йӑлӑхтарнӑ юмахне хӑлхана чикес мар тесе, юри тӑнлавне радио наушникӗсемпе хӗстерсе лартрӗ.

— Рупор туянсан аванрах пулмалла, сеть тӑрӑх точка кӳртес пулать, хӑвӑр ҫавӑн пек любитель пулсан, тахҫанах тӑрӑшмалла, — пӗр пӑлханмасӑр, васкамасӑр калать сӑмахне ӗнеревҫӗ.

Атте пӗр хӑлхине эвонит ҫаврашки айӗнчен вӗҫерчӗ те:
— Тен, ман ыттисен пралукӗ ҫинче ҫӳрес килмест пуль, эпӗ хам тӗллӗн пурӑнма вӗреннӗ, — тесе хучӗ.

Ӗнеревҫӗ ман енне куҫ хӗсрӗ, атте енне — аллине сулчӗ, ҫав путиш этемпе мӗн калаҫма! терӗ пулас. Унтан сасартӑк, тураса якатнӑ лӗпкине сыхланса кӑна тӗртсе илчӗ те:
— Ак тамаша, чӑн кирлине мансах кайнӑ!.. — терӗ.
— Ҫӗнӗ ҫын ячӗпе саламлатӑп, мамаша… Симочка, хӑвӑра сывлӑх сунма ирӗк парсамӑр. Акӑ тытӑр. Ӳсӗр, чечекленӗр.

Вӑл, пакӑлтатнӑ май, кӗсйинчен пӗр пӗчӗк чӗркем хут кӑларчӗ, унтан, ӑна салатса, мана пӗчӗкҫӗ флакон «фиалка» ятлӑ духи тыттарчӗ. Вара ҫавӑнтах:
— Серафима — харсӑр та вӑр-вар, икӗ куҫӗ — икӗ шӗл-кӑвар, Серафима — акӑ вӑл мӗнле… — тесе юрлама пуҫларӗ.

Людмила мана питрен янравлӑн чуптуса илчӗ.

— Питӗ шел, Симӑн каймалли пур, — пирваях асӑрхаттарчӗ анне. — Ӑна Тятюк чӗннӗ, вӗсем иккӗш пӗр кунта ҫуралнӑ та.

Эпӗ чӑнах та Бурмилова Тятюк патне кайма хатӗрленсе тӑраттӑм, Тӗрӗссипе, Тятюкӑн ҫуралнӑ кунӗ виҫӗмкунах иртнӗ, анчах та эп ӑна ҫак чи майлӑ куна — паянхи канмалли куна хам сӗнтӗм. Уншӑн пулсан пирӗн никамӑн та, нихҫан та чару пулман: чи лайӑх партӑна ӑна сӗннӗ; кинора чи лайӑх вырӑна, вӑта ҫӗртине — ӑна; буфета кайсан, чи илемлӗ пирожнӑя — ӑна; ҫыру магазинӗнче куҫарса ӳкермелли картинкӑсем пулсан, чи лайӑххине — ӑна. Юрас-тӑвас тесе мар, ашшӗ аслӑ учреждени начальникӗ пулнипе те мар, ахаль, кӑмӑлтан, мӗншӗн тесен, ӑна, манӑн тус-хӗрӗме, савӑнӑҫлӑ та илемлӗскере, пирӗн класра юратман ача та ҫук. Эпӗ Тятюкпа ҫӳрени аннен кӑмӑлне те килӗшет. Тятюк мана таҫта та илсе ҫӳрет, пирӗн хӑш-пӗр пакӑлти ҫӑварсем: «Ҫав Бурмиловӑна сартут питӗ килӗшнӗ пулас…» — тесе кӗвӗҫсе калаҫнисене вӑл пӗрре те хӑлхана чикмест.

Эпӗ аппасемпе чей ӗҫкелерӗм, менельник кукӑльне астиврӗм, вара часрах шкаф хыҫне ҫӗнӗрен тумланма кӗрсе кайрӑм. Эрмен пурҫӑнӗнчен ҫӗлетнӗ чи лайӑх платьене, Людмила кивӗ кӗпинчен пӑсса тунӑскерне, тӑхӑнтӑм. Аппа, чӑтаймасӑр, мана тумлантарма хӑй пычӗ. Мана тӗкӗр умне вырнаҫтарса лартрӗ, ун-кун чупкала пуҫларӗ, ӑна тытрӗ, кӑна тытрӗ, кӗҫех пӳрнине йӗп тӑрӑнтарчӗ — ӗмсе илчӗ, примус чӗртсе ячӗ, «компас» текен ҫӳҫ хыпкӑчне вӗрилентерме хучӗ.

— Эх, Серафима, Серафима, — чанкӑлтатать вӑл ман ҫӳҫе ҫивӗтлесе, — эпӗ сан ҫулӑнта капла кӑна мар пулнӑ, якалнӑ… Ну, тӗк лар, ан турткалан, асту, компаспа пӗҫертетӗп ак. Кӳр-ха, тӑнлав ҫинчине кӑштах кӑтралатам.

Тӗкӗр ҫинче чӳрече курӑнать, чӳрече леш енче — урама хирӗҫ ҫуртӑн ҫивитти; ҫивитти ҫинче — тем пысӑкӑш хӗп-хӗрлӗ «1», ун ҫумӗнче икӗ саспалли: «М» тата «А». Ахӑртнех, «Я» саспаллине ҫӗклеймен пулас-ха. Вара ҫакӑнта, уява кӗтсе капӑрланакан урама курсан, эпӗ каллех ӗнер мӗн пулса иртнине астурӑм.

Людмила ҫав-ҫавах айланать, ман ҫири бантсене ҫӗр хут салтса ҫыхрӗ, хулпуҫҫисене пин хут тӳрлетрӗ, унтан ҫуха ҫине шур пӳс пӳксе ячӗ.

— Ну, Симочка, чуптар, — тинех ирӗк пачӗ аппа. — Йӑлт картинка пек туса хутӑм. Арҫын ачасем мӗнле, хутран-ситрен пӑхкалаҫҫӗ-и? Ҫырусем те ҫыраҫҫӗ пуль-ха?

— Тем тӑвам вӗсемпе! Эпӗ ӗнер пӗрне, нимӗҫ чӗлхи хыҫҫӑн, пӗрех янклаттарса ятӑм, нихҫан манас ҫук!

— И-и, арҫури! Мӗнле эс апла?

— Ҫавнашкал! Ӑса кӗртрӗм.

Мӗскер мур сӑмахӗ тупнӑ эс унта, Серафима? — сас пачӗ анне шкаф леш енчен. — Ҫавнашкал, ҫавнашкал! Урӑх ан илтнӗ пулам!

Урама тухиччен малтан кӗҫӗн алӑк умӗнче эпӗ юмӑҫ ятӑм: хайхи тӗлӗнтермӗш этем куҫа тепӗр хут курӑнсан, вара ҫак ҫул манӑн пурнӑҫра паллӑ улшӑну пулмалла. Эпӗ, куҫа хупса, кӗҫӗн алӑк урлӑ каҫрӑм, унтан, ярах уҫса, йӗри-тавра пӑхрӑм. Кӗтесре, яланхи пекех, ириска сутакан ларать, унӑн тавра пӗр ушкӑн ача-пӑча вӗркӗшет. Чул сарнӑ урам хушши уяв чухнехи пек пушӑ; управдомсем, комендантсем кӑна ҫул варрипе каялла чакса уткалаҫҫӗ. Пуҫӗсене каҫӑртса, вӗсем ҫивитти ҫине такама вӑрттӑн паллӑсем туса кӑтартаҫҫӗ. Май уявӗн илемне тирпейлес ӗҫе, дири-жӗр пек хӑлаҫланса, ертсе пыраҫҫӗ. Акӑ урам ҫийӗпе, ерипен чӳхенсе, пӑяв ҫине уртӑннӑ хайхи тем пысӑкӑш «Я» мӑнаҫлӑн турткаланса хӑпарма пуҫларӗ.

Эпӗ урама, пӗр вӗҫӗнчен теприне ҫитиччен, сӑнаса пӑхса илтӗм. Ҫук, никам та курӑнмасть, никам та мана сӑнамасть. Пурте — пӗр майлӑ, ҫавнашкал.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех