Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

утнӑ (тĕпĕ: ут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чылайччен чӗнмесӗр утнӑ хыҫҫӑн, эпӗ, шухӑша кайнӑскер: — Ҫыру тавраш ҫук, телеграмма нумай пулмасть пулчӗ, — терӗм.

Сперва мы шли молча, потом я сказала, полная своих мыслей: — Писем нет, а телеграмма недавно была.

10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ӑна ыратнӑ ури тунипе явтарса илсе, чӗркуҫҫи хутламӗпе хӗстерсе, йывӑҫ урапа утнӑ пек, хӑйне хӑй тертленсе пырать…

Зажал ее под коленом скрюченной ноги и прихватив конец ступней, ковылял, как на деревяшке…

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Трамвай ҫинчен анса, хамӑн йывӑр чӑматанӑма ҫӗклесе утнӑ урам та пушӑрах курӑнчӗ.

Пустовата была и та, по которой, сойдя с трамвая, я тащилась с моим чемоданом.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чӗтрекен аллипе кукша пуҫне шӑлса, утнӑ май ӳкес мар тесе, урисене епле килнӗ — ҫапла ылмаштаркаласа пусса, хӑй кабинетне кӗрет пек вӑл акӑ.

Дрожащей рукой он проводит по лысой голове и идет в свой кабинет, механически переставляя ноги, как будто боится упасть.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Утнӑ май шухӑшласа пырать вӑл, эпӗ ун хыҫҫӑн утатӑп, ҫав тем пысӑкӑш хулара та эпир иксӗмӗр кӑна — Катя та эпӗ, ун хыҫҫӑн пыраканни, анчах вӑл мана курмасть.

Она шла и думала, и я шёл за ней, и это было так, как будто мы одни шли в огромном городе, совершенно одни — Катя и я за ней, но она меня не видела.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл, укҫа илсен, утнӑ май, пукан ҫине пырса такӑнчӗ те тухрӗ, — ку та ҫавӑн майлӑ пулмалла пек туйӑнчӗ пире, вара эпир Иван Павлычпа сцена ҫине урӑх пӑхмарӑмӑр.

Когда он взял деньги и вышел, налетев по дороге на стул, что тоже вышло вполне естественно, мы с Иваном Павлычем больше не смотрели на сцену.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ҫӗрле вӗҫме вӗрентӗм, кун пек чухне старт пуҫланать, вара мӗн ҫӳле хӑпарса ҫитичченех сӗм тӗттӗм пӑлтӑрта хыпашласа утнӑ пек туйӑнать.

Я изучил ночные полёты, когда сразу за стартом начинается тьма и всё время, пока набираешь высоту, кажется, что ощупью идёшь по тёмному коридору.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унӑн ҫӳҫ пайӑркисем саланса кайрӗҫ, вӗсене вӑл утнӑ ҫӗртех хӗстерсе хучӗ.

У нее волосы развалились, и она заколола их на ходу.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Актовӑй залри паркета шакмаклатса тунӑ, кантӑк патӗнчен алӑк патнелле утнӑ чух вара тӗксӗм ярӑмӗсем ҫуттӑн, ҫуттисем — тексӗммӗн курӑнчӗҫ.

Паркет в актовом зале выложен елочкой, и когда я шел от окон к дверям, темные полоски казались светлыми, а светлые — темными.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пирӗншӗн вара пӗрре те Скатертнӑйпа Ножевой урамсем тӑрӑх мар, темӗнле халиччен курман-илтмен уйӑх ҫинчи уйӑхлӑ урамсемпе утнӑ пекех туйӑнса кайрӗ.

таким таинственным и тихим, как будто это были не Скатертные и Ножовые переулки, а необыкновенные лунные улицы, на Луне.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Икӗ уйӑх хушши вӑл йытӑсем хыҫӗнчен ҫуран утнӑ.

Он шел два месяца вслед за собаками,

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Утнӑ май, палашӗ кӗмсӗртетет, ӑнтарса ҫакнӑ вензеллӗ сумка ялтӑртатса тӑракан аттисем ҫине ҫапӑнса пырать.

Он шел, гремя палашом; спущенная на шнуре сумка с вензелем билась о его сверкающие сапоги.

4 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑл Туркестана ҫуран тухса утнӑ.

Он пешком в Туркестан шел.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫуран тухса утнӑ!

Шагать пошли! Шагалы какие!

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Асӑнма та аван мар та, ҫапах та ҫул ҫинче палланӑ ачасене курсан е вӗсем куҫӗсемпе пире ӑсатса янине сиссен е тата ҫав ачасем, кама пытарнине ыйтса пӗлме тесе, пӗр-икӗ минут пирӗнпе пӗрле утнӑ чух, эпӗ хӑма хам мӑнкӑмӑллӑрах тытма тӑрӑшрӑм.

Стыдно вспомнить, но я чувствовал гордость, когда знакомые мальчишки встречались по дороге и, остановившись, провожали нашу процессию глазами или когда кто-нибудь на две-три минуты присоединялся к нам, чтобы спросить, кого это хоронят.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Утнӑ май йӗрет, сӑхсӑхать.

Идет и крестится и плачет.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫыран хӗррипе, хам чарӑннӑ пӳрт патнелле утнӑ май, эпӗ ирӗксӗрех, хай, иртнӗ каҫхине суккӑр ача тинӗс урлӑ ишсе килнӗ ҫынна кӗтсе тӑнӑ вырӑн еннелле пӑхса пытӑм.

Пробираясь берегом к своей хате, я невольно всматривался в ту сторону, где накануне слепой дожидался ночного пловца.

Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Утнӑ чух вара тирпейсӗр те лӳпперрӗн пырать, аллисене сулкаламаннине те асӑрхарӑм эпӗ, вӑл ӗнтӗ ҫыннӑн вӑрттӑнтарах характерне кӑтартакан паллӑ!

Его походка была небрежна и ленива, но я заметил, что он не размахивал руками, — верный признак некоторой скрытности характера.

Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Врачсем халатсемпех, утнӑ ҫӗртех чӑмласа, столовӑйӗнчен чупса тухрӗҫ.

Врачи в халатах, дожевывая что-то на ходу, выбежали из столовой.

6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Ҫакӑн ҫине пӑхса утнӑ май, Мересьев хӑй тӗллӗн шухӑшласа пычӗ: нимӗҫсем те ҫавӑн пекех пирӗн уйра тымар ярасшӑн, пирӗн сӗткенсемпе туласшӑн, пирӗн пуянлӑхсемпе усӑ курса, намӑса пӗлмесӗр ӑна хӑрушла хупласа хурасшӑн, хӗвеле картласа лартасшӑн пулнӑ; ӗҫлеме юратакан хӑватлӑ халӑха тӑван уй-хирсенчен, унӑн хулисенчен хӑваласа кӑларасшӑн, унтан пурне те туртса илесшӗн, унӑн юнне ӗмсе типӗтсе лартасшӑн, ҫумкурӑкӗ ҫак ыраш пӗрчисене путлантарнӑ пек путарса лартасшӑн пулнӑ.

И думалось Мересьеву: вот так и фашисты хотели пустить корни на нашем поле, налиться нашими соками, подняться на наших богатствах нагло и страшно, заслонить солнце, а великий, трудолюбивый, могучий народ вытеснить с его полей, из его огородов, лишить всего, иссосать, заглушить, как бурьян заглушил эти чахлые колоски, уже потерявшие даже внешне форму сильного, красивого злака.

4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех