Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

утнӑ (тĕпĕ: ут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ешӗл курӑк тӗслӗ шӑрчӑксем, ҫӗр ҫумӗнчен темпе таптарса янӑн, ҫын утнӑ май чӗлтӗр-чӗлтӗр сирпӗнеҫҫӗ айккинелле.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Кайран, уксахласа утнӑ пулин те, ӗҫе тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Прокопий Шоклев - паттӑр салтак // Л. АНДРЕЕВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/30/pr ... ttr-saltak

Упӑшки лӑчӑр-лачӑр урапа хыҫҫӑн утнӑ май мӗн пулса иртнине каласа парать арӑмне.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ачине кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртанӑ арӑмӗ танкӑшса килнине, утнӑ чух утнине, чупнӑ чух чупнине курать вӑрманҫӑ.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Картунти Кӗтерне кӗсрене — утнӑ май кашни курӑк вӗҫне тутанса пӑхма хапӑл тӑвакан дегустатора, курӑк хушшинчи кӑпшанкӑсем мӗн хӑтланнине сӑнама юратакана — кӳлес-тӗк, Кӳлхӗррине ҫитсе киличчен ним мар кун иртсе каять.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми рифмӑсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Левен Тамарӑран уйрӑлса ялнелле, Тӑванкассинелле, утнӑ чух Алтӑр Ҫӑлтӑр ӳпӗнсе кайнӑччӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми хӑлха чикки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

«Ҫумӑр-и, ҫил-тӑман-и район центрне утнӑ. Вӗренес кӑмӑлсем пысӑк пулнӑ», — аса илет халӗ Лидия Ахвандеевна.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ вырӑнне шкулта тупнӑ // Анатолий Краснов. http://kasalen.ru/2024/04/26/%d0%bf%d1%8 ... %bd%d3%91/

Вӑл тӑватӑ тенкӗрен тӑрать: тенкӗсене шӑтарнӑ та ҫутӑ пралукпа витерсе ҫыхӑнтарнӑ; ҫӳлти тенки ирӗккӗнрех усӑнса тӑрать те утнӑ чухне шӑнкӑртатса пырать.

Куҫарса пулӑш

Ют ҫӗршыв музейӗсенчи чӑваш тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Аванччӗ», — шухӑшланӑ вӑл перекет кассинелле укҫа илме утнӑ майӑн.

Куҫарса пулӑш

4 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Кашни каҫах, ӗҫрен таврӑнсан, вӑл ҫенӗх алӑкӗ ҫумӗнчи почта ещӗкне пӑхнӑ, ҫырусем кӗтнӗ, вӗсем пулмасан вара почтальон патне тухса утнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Вара вӑл хӗҫне юнран тасатса йӗннине чикнӗ те килнелле утнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Пӗринчен ватӑ генерал тухнӑ та Юсуппа Светлана выртнӑ ҫӗрелле утнӑ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Унта эпӗ ҫӗршывшӑн йывӑр кунсенче — ун урамӗсенче танксем кӗмсӗртетнӗ, пехота батальонӗсем асфальта тӗпретсе утнӑ чух та, тӑшманӑн хура хӗреслӗ тискер ялавӗсене Хӗрлӗ площаде пӑрахса купаланӑ вӑхӑтра та, ҫӗршывӑмӑр вӑрҫӑ суранӗсенчен юсанса, Улӑп пек хӑватланса ҫӗкленнӗ ҫулсенче те пулса курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Урам тӑрӑх хуллен утнӑ майӑн ҫапла шухӑшласа пычӗ Светлана.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Калӑпӑр, Зина яланах кӑштах пӗшкӗнерех, пуҫа усса шухӑша кайнӑ евӗр утать, Маша вара яланах таҫта васкать, утнӑ майӑн йывӑр ҫивӗчӗсене сылтӑм аллипе каялла ывӑта-ывӑта пырать…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Анчах Шура унӑн юлашки сӑмахӗсене илтмен: телефон трубкине хӑвӑртрах ҫакса хунӑ та палатӑна утнӑ, киле кайма хатӗрленме пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ҫӗнӗ хӗрес патнелле такам утнӑ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫавна асӑрхарӗ Откан аппа клубалла утнӑ май.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Утнӑ чух та вӑрӑммӑн пусса ярӑнса утать.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Уяр сивӗри пек утнӑ чух ура айӗнчи юр кӑчӑртатмасть.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех