Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Улттӑмӗш сыпӑк

Пай: Икӗ капитан –> Пӗрремӗш пай. Ача чухнехи

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.08.25 22:41

Пуплевӗш: 90; Сӑмах: 908

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Атте вилни. Калаҫас теместӗп

Эпӗ хӗлӗпех калаҫма вӗрентӗм. Ирхине, ыйӑхран вӑраннӑ-вӑранманах, Иван Иваныч халалласа хӑварнӑ ултӑ сӑмаха, «чӑхӑ», «йӗнер», «ещӗк», «ҫил-тӑман», «ӗҫеҫҫӗ», «Абрам» сӑмахсене хытӑ кӑшкӑрса калама тӑрӑшаттӑм. Мӗн тери лайӑх калатчӗ ҫав сӑмахсене манӑн йӑмӑкӑм. Эпӗ вара пӗрре те ун пек калама пӗлейместӗм.

Анчах та эпӗ хам сӑмах ҫине тӑратӑпах. Ҫав сӑмахсем темле асамлӑ вӑйпа хама пулӑшас пекех туйӑнатчӗҫ, ҫавӑнпа та эпӗ вӗсене кунсеренех пин хут та калаттӑм пулӗ. Вӗсем манӑн тӗлӗке те кӗретчӗҫ. Вӗсем мана чӑхсене ещӗк ҫине лартакан е шӗлепке тӑхӑнса хулпуҫҫи ҫине корзинка лартса килӗнчен тухса каякан халап-юмахсенчи Абрама аса илтеретчӗҫ. Ҫил-тӑман, ӗҫеҫҫӗ!

Чӗлхем итлеместчӗ манӑн, тутамсем те аран-аран кӑна сиккелетчӗҫ. Хамран тӑрӑхласа кулакан Саньӑна миҫе хутчен кӑна хӗнеме шутламан-ши эпӗ. Ҫӗрле эпӗ тарӑхса вӑранса каяттӑм та «ҫук, нихҫан та манран калаҫма вӗренесси пулас ҫук, анне хама пӗрре каланӑ пек, мӗн ӗмӗрлӗхех чӗлхесӗр янавар пулса юлӑп» тесе шухӑшлаттӑм. Ҫав самантрах вара ҫак сӑмаха та калама тӑрӑшаттӑм: чӗлхесӗр янавар. Вӗренсен-вӗренсен ҫак сӑмахсене каланине, хам савӑнса ҫывӑрса кайнине лайӑхах астӑватӑп-ха эпӗ. Иван Иваныч мана алӑ сулламасӑр калаҫма хушрӗ. Ун чухне эпӗ, чӑнах та, чӗлхесӗр ҫынсем пек, яланах алӑ сулласа калаҫаттӑм. «Ун пек йӑлана пӗтерес пулать сан», — терӗ мана Иван Иваныч. Аллӑмсене кӗсьене чиксе куҫӑмпа эпӗ пӗр-пӗр япала ҫине, чӳрече, кӑмака, витре ҫине кӑтартаттӑм. Вара вӗсене, хытӑ кӑшкӑрса, сыпӑкӑн-сыпӑкӑн калаттӑм. Ударенисене йӑнӑш тӑваттӑм, халӗ те-ха эпӗ ударенисене тӗрӗс мар калатӑп…

Пӗррехинче эпӗ, ирпе вӑранса кайсан, хамӑн хаклӑ ултӑ сӑмахӑма калаймарӑм. Ҫак кун вара маншӑн хам пурнӑҫӑмри чи хуйхӑллӑ кунсенчен пӗри пулса юлчӗ.

Ҫав кун пире Петровна ҫав тери ир вӑратрӗ. Ку вара пире тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ. Тӗлӗнмесӗр ара, ытти кунсенче вӑл мар, эпир ун патне ирлесе ҫӳреттӗмӗр; вут хутаттӑмӑр, чейник лартаттӑмӑр. Вӑл туйине шаклаттарса пырса кӗчӗ, турӑш умӗнче чарӑнса, чылайччен мӑкӑртатса сӑхсӑхса тӑчӗ. Унтан йӑмӑка чӗнсе илчӗ, лампа ҫутма хушрӗ…

Темиҫе ҫул иртсен, ҫитӗнсе ҫитсен, эпӗ ача-пӑча кӗнеки ҫинче тухатмӑш карчӑка куртӑм. Вӑл лап та шӑп Петровна пекех сухаллӑччӗ, пӗкӗрӗлсе ӳкнӗччӗ, туя тытнӑччӗ. Анчах та Петровна — ырӑ кӑмӑллӑ тухатмӑш карчӑкӗ, ҫак кун… ҫак кун вара вӑл тенкел ҫинче ассӑн сывласа ларчӗ. Унӑн сухалӗсем тӑрӑх куҫҫуль тумламӗсем юха-юха аннӑ пек те туйӑнчӗ маншӑн.

— Ан-ха, Санька! — терӗ вӑл. — Кил-ха ман пата.

Эпӗ ун патне пытӑм.

— Эсӗ пысӑкланнӑ ӗнтӗ, Санька. — Петровна мана пуҫран ҫупӑрларӗ. — Ӗнер аннӳнтен ҫыру килчӗ, аҫу чирленӗ, тет.

Петровна йӗрет.

— Тӗрмере вӑл ҫав тери йывӑр чирлесе ӳкнӗ. Пуҫӗ те, урисем те шыҫса кайнӑ унӑн. «Чӗрӗ-и, вилӗ-и, пӗлместӗп» тесе ҫырать аннӳ.

Йӑмӑк та йӗрсе ячӗ.

— Мӗн тӑвас тен, турӑ ирӗкӗ, — терӗ Петровна. — Турӑ ирӗкӗ, — тепӗр хут темле ҫиленсе, тарӑхса каларӗ те вӑл, каллех пуҫне ҫӗклесе, турӑш ҫине пӑхрӗ.

Вӑл атте чирленӗ тесе кӑна каларӗ, анчах та каҫхине, чиркӗве кайсан, эпӗ хамӑн атте вилнине тавҫӑрса илтӗм. Каҫ кӳлӗм Петровна пире, атте сывлӑхӗшӗн кӗлтума тесе, чиркӗве ертсе кайрӗ.

Тӗлӗнмелле вӗт-ха, ялта виҫӗ уйӑха яхӑн пурӑнса та эпӗ хампа пӗрле йӗлтӗрпе ярӑннӑ ачасенчен пуҫне никама та пӗлейместӗп. Эпӗ хам чӗлхесӗр пулнипе вӑтанса ниҫта та тухса ҫӳрейместӗп. Акӑ халӗ ӗнтӗ, чиркӳре, эпӗ хамӑр ялти мӗнпур халӑха, ҫӗтӗк-ҫатӑк тумланнӑ хӗрарӑмсене, стариксене, хамӑр пекех чӗнме-калаҫма юратман, хамӑр пекех хуйхӑллӑскерсене куратӑп. Вӗсем тӗттӗм ҫӗрте тӑраҫҫӗ. Малта, пуп вӑрӑммӑн тӑстарса вуланӑ ҫӗрте кӑна, ҫуртасем ҫунаҫҫӗ. Нумайӑшӗ ассӑн сывласа сӑхсӑхаҫҫӗ.

Пуп пӗр вӗҫӗмрен «Турӑ, ҫырлах» тесе тӑстарса тӑчӗ. Ҫӑварӗнчен унӑн пӑс, сӗлттесе тӑракан кадилинчен кӑвакрах тӗтӗм тухать. Маншӑн вара пурте хам пекех кӗлтумасӑр, ҫав пайӑркан-пайӑркан ҫаврӑнса ҫӳлелле, шӑнса пӑрланнӑ кӑвак кантӑк патнелле ҫӗкленекен тӗтӗм ҫине пӑхса тӑнӑ пек кӑна туйӑнать. Эпӗ атте ҫинчен манса кайрӑм курӑнать. Анчах та сасартӑк Петровна мана ҫиленсе аяк пӗрчинчен тӗртрӗ — халӗ те-ха мӗншӗн иккенне пӗлместӗп, — ҫак самантра эпӗ аттене аса илтӗм, вӑл вилнине пӗлтӗм.

Пурте ассӑн сывларӗҫ, сӑхсӑхрӗҫ, мӗншӗн тесен вӑл вилнӗ, эпир те акӑ йӑмӑкпа тӗттӗм чиркӳре тӑратпӑр, мӗншӗн тесен вӑл вилнӗ, Петровна та мана ҫиленсе чышрӗ, мӗншӗн тесен вӑл вилнӗ. Эпир унӑн «ҫылӑхӗшӗн» кӗлтуса тӑратпӑр, мӗншӗн тесен вӑл вилнӗ.

Петровна йӑмӑка хӑйсем патне чӗнсе кайрӗ, эпӗ киле таврӑнса, чылайччен хӑй ҫутмасӑр лартӑм. Хура таракансем, асанне телей пултӑр тесе юри илсе килсе янӑскерсем, сивӗ плита ҫинче чӑштӑртатаҫҫӗ. Эпӗ йӗре-йӗре ҫӗрулми ҫиетӗп.

Вилнӗ, эпӗ нихӑҫан та, нихӑҫан та кураймӑп! Акӑ ӑна эпир аннепе иксӗмӗр пӗрле пулнӑ, прошени панӑ пӳлӗмрен, присутствинчен илсе тухӗҫ… Эпӗ ҫав сивӗ сасса, вӑрӑм та хытанкка пӳрнесене, куҫлӑх тытнӑ пӳрнесене аса илсе ҫиме чарӑнса шӑла ҫыртрӑм. Тӑхта-ха! Эпӗ сана тавӑрӑп! Хӑҫан та пулин эсӗ те мана йӑлӑнӑн. Эпӗ сана «ырӑ ҫыннӑм, суд хӑех йӗркине тупӗ» тейӗп… Акӑ коридор тӑрӑх тупӑк ҫӗклесе пыраҫҫӗ, тупӑк патӗнчен аллисене хут тытнӑ хуралҫӑсем ирте-ирте каяҫҫӗ, виле илсе пынине никам та курмасть, курасшӑн та мар. Пӗр Даша инке кӑна, монашка пек хура кӗпе тӑхӑннӑскер, пире хирӗҫ килет. Утнӑ май йӗрет, сӑхсӑхать. Акӑ эпир чарӑнтӑмӑр, такам алӑк патӗнче тӑрать, алла тытнӑ тупӑк чӳхенет, чӗтрет, акӑ тупӑка урайне лартаҫҫӗ. Анне пӗшкӗнет, эпӗ ҫӳлелле пӑхатӑп та унӑн тутисем чӗтреннине куратӑп…

Эпӗ хам сасса илтнипе тӑна кӗтӗм. Мана вӗрилентерсе пӑрахнӑ пулмалла, мӗншӗн тесен эпӗ тем те пӗрсемпе суйланма пуҫланӑ. Хама тата темшӗн аннене вӑрҫнӑ. Иван Иваныч тахҫанах тухса кайнине, унӑн ура йӗрӗсем уйра икӗ кун ҫеҫ выртнине, вӗсене юр шӑлса кайнине пӗлетӑркачах, Иван Иванычпа та темскер калаҫнӑ пек.

Анчах та эпӗ хытӑ кӑшкӑрса, сӑмахсене тата-тата калаҫрӑм. Эпӗ калаҫрӑм, халӗ эпӗ ҫав каҫхине понтоннӑй кӗпер ҫинче мӗн пулнине йӗрки-йӗркипе каласа панӑ пулӑттӑм. Халӗ эпӗ ҫав пекӗ манӑн хамӑн иккенне, ӑна эпӗ вилнӗ ҫын ҫинелле пӗшкӗннӗ чух ҫухатса хӑварнине кӑтартса парӑттӑм. Кая юлтӑм ҫав ӗнтӗ! Ӗмӗрлӗхех кая юлтӑм, халӗ ӗнтӗ нимӗнпе те пулӑшма май ҫук!

Эпӗ пуҫӑма аллӑмсемпе тытса сӗм тӗттӗмре выртатӑп. Пӳртре сивӗ, урасем шӑнса кайнӑ пулин те, эпӗ мӗн ирчченех вырӑн ҫинче выртрӑм. Эпӗ урӑхран нихҫан та калаҫмӑп тесе татсах каларӑм. Мӗншӗн? Пурпӗрех вӑл вилнӗ, эпӗ ӑна текех нихӑҫан та кураймӑп.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех