Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ачасем прожектор пайӑркисенчен пытанса, Дерунов сапер вӗрентнӗ пек, минӑсем ҫине пырса тӑрӑнас мар тесе, умри ҫула хыпашласа, теттӗмре сыхланса шӑваҫҫӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Анчах умри ҫутӑ инҫе те каяймасть, шыв хӑйӑр ӑшне кӗрсе ҫухалнӑ пек, тӗттӗмлӗхре сасартӑках ҫухалать.Но дальше свет сразу терялся в темноте, уходил в нее, как вода в песок.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Иртен пуҫласа мӗн кӑнтӑрлаччен вӑл шут ӗҫӗпе чӑрманчӗ; миҫе ҫухрӑм кайнӑ ӗнтӗ, умри пӗрремӗш станцӑна ҫитме миҫе ҫухрӑм юлнӑ, пӗрремӗш хулана ҫитме мӗн чухлӗ, апатчен, чейччен, Ставрополе ҫитме мӗн чухлӗ тата халиччен кайни пӗтӗм ҫулӑн миҫемӗш пайӗ пулать — ҫавсене шутларӗ.
II // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Егорушка пӑхас килмен ҫӗртенех умри тӗксӗм кӗрен инҫетлӗхелле пӑхма тытӑнчӗ, ҫавна май хальхинче ӑна ҫунаттисемпе хӑлаҫланакан арман кӑштах ҫывхарма тытӑннӑ пек туйӑнчӗ.
I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Пӗр ҫӗрте вӗсен чарӑнса та тӑмалла пулчӗ, — умри сукмак ним палӑрми пытанчӗ.В одном месте пришлось остановиться — тропинка исчезла бесследно.
XXXIV. Ҫил-тӑман // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫав тӗлӗнмелле япаласем ӳссе пысӑклансах пыраҫҫӗ, ун умри ҫулне пӳлсе лартаҫҫӗ.
Йӑлтӑр ҫутӑ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67–76 стр.
Ҫавӑнпа, ӑна эпир кӳнӗ асап епле йывӑр пулсан та, унӑн пирӗн умри айӑпӗ тата пысӑкрах!
Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.
Пирен умри вут-ҫулӑм тем пысӑкӑш хӗрле-сарӑ чечек пек, ӳссе-сарӑлса кайрӗ…Костер перед нами расцвел, как большой красно-желтый цветок…
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Умри часовой илтет ӗнтӗ, ак вӑл малалла уртӑнчӗ.
II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Ачашӑн ҫава та ҫава пек туйӑнмарӗ, пачах урӑхла, унӑн аллинче темӗнле асамлӑ хӗҫ, умри хаяр тӑшмана каса-каса пӑрахать пек.Но мальчику казалось, что в руках у него уже не коса, а дивный меч-кладенец, и он сечет врагов.
31-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Мӗн ку? - тӗлӗнсе пӑхрӗ вӑл умри сӑнӳкерчӗк ҫине.— Что это? — удивленно спросил он, увидев перед собой фотографию.
Таҫта — чикӗ леш енче // Галина Матвеева. Килти архив
Ҫак хамӑн умри васкамасӑр ҫаврӑнакан тӗнчене чарма хӑватӑм ҫитсен питӗ лайӑх пулнӑ пулӗччӗ ҫав.Да, всё было бы превосходно, если бы я мог остановить этот медленно кружащийся мир.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӗри, костылӗсене танкӑртаттарса, вагон тӑрах мӗкӗрсе васкарӗ, ӑна тӗртрӗҫ те вӑл ман умри кӗтесе юнашарах пырса ӳкрӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Умри ҫуна пиртен е инҫете каять, е, ачасем табак туртма чарӑннӑ вӑхӑтра, ҫывхарнӑ пек пулать.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Чӗрӗк сехет те иртмерӗ, эпӗ ӗнтӗ музей хуралҫин килӗнче канӑҫлӑн ларатӑп, умри кровать ҫинче Игорь, урисене ҫӗрелле усса янӑ, мӗскӗн, тем пекех начарланнӑ, пуҫӗ — шакла.
24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Унтан аллисене ҫунат пек сарса хучӗ те, умри ҫынсен кӑмӑлне темӗскер ывӑтса панӑ пек, аллисене ҫӳлелле ҫӗклерӗ.
14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Уроксене тытсан та, ӗҫлес вырӑнне, аппаланса ларатӑн: е умри тетрадь ҫине Наполеон кӗлеткисене е гусар киверӗсене ӳкеретӗн.
12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Унччен те пулмарӗ, мана ответ панӑ пекех, умри стена ҫине вутлӑ сӑмах йӑлкӑшса тухрӗ: «Шӑп пулӑр!»И вдруг, словно в ответ, передо мной на стене зажглась и замигала огненная надпись: «Тихо!»
4 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Штабс-капитан пӗр сӑмах та чӗнмерӗ, пӳрнипе ҫеҫ вӑл хамӑр умри ҫӳллӗ ту ҫине тӗллесе кӑтартрӗ: — Вӑл мӗн тата? — тесе ыйтрӑм эпӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Акӑ ӗнтӗ эпӗ ларатӑп, манӑн умри сӗтел пӑрахут ҫинчи пек чӗтренет, тахӑшӗ мана шыв парать, тахӑшӗ пирус сӗнет, анчах эп ӑна алӑра тытма пултараймастӑп, тахӑшӗ ман урасене пушмак тӑхӑнтартма хӑтланать те — вӗсем кӗмеҫҫӗ, тет, унтан мана кӑштах ҫавӑтса, кӑштах йӑтса пусма тӑрӑх аялалла, автомобиль патне илсе каяҫҫӗ; эпир машинӑпа пыратпӑр, тахӑшӗ каллех ман ҫине револьверпа тӗллет, маншӑн ку кулӑшла; эпир каллех шурӑ чечексенчен тунӑ шерепесемпе илемлетнӗ трамвай тӗлӗпе иртсе каятпӑр, анчах та ку тӗлӗк, аташни, вилӗм умӗн юлашки хут асапланни кӑна е вилӗм ҫитсе килни пулӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953