Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: I

Пай: Ҫеҫенхир

Автор: Ваҫлей Игнатьев

Ҫӑлкуҫ: Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Хушнӑ: 2019.12.07 16:43

Пуплевӗш: 146; Сӑмах: 2286

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫутҫанталӑк

2 кӗпӗрнине кӗрекен N уес хулинчен утӑ уйӑхӗнчи пӗр кунхине ирпе ирех рессорсӑр лӑсканчӑк кӳмеллӗ лав тухрӗ те почта ҫулӗпе малалла халтӑртаттарса кустарса кайрӗ; кӳми ку чӑнах та питӗ авалхискер пулчӗ, ун йышшисемпе Руҫ ҫӗрӗнче хальхи вӑхӑтра купса приказчикӗсемпе чухӑн пачӑшкӑсем тата выльӑх-чӗрлӗхпе сутӑ тӑвакансем ҫеҫ ларса ҫӳреҫҫӗ. Кӑшт хускалнипех вӑл тем тӗрлӗ чӗриклетет, халтӑртатать, ҫитменнине, хыҫалтан ҫакса янӑ пушӑ витре чанкӑртатни вӗҫсӗр илтӗнсе пырать, — пӗр сӑмахпа каласан, сасси тӑрӑх та, ӑҫта килчӗ унта ҫӗтӗлсе мӗскӗннӗн усӑна-усӑна аннӑ сӑран таткисене курнипе те ку кӳме мӗн тери кивӗ пулни тата ӑна паянах кӑларса пеме вӑхӑт ҫитни лайӑх палӑрать.

Кӳме ҫинче иккӗн ларса пыраҫҫӗ: N хулинчи купса Иван Иванович Кузьмичов тата N хулинчи Микул турӑ ячӗпе лартнӑ чиркӳ пачӑшки Христофор Сиринский атте. Кузьмичовӗ пӗрре те купса пек мар, ытларах пӗр-пӗр чиновник пек туйӑнать: сухалне хырнӑ вӑл, куҫлӑхпа, улӑм шӗлепкепе; Христофор атти вара, вӑрӑм ҫӳҫлӗскер, тӗссӗр пир сӑхманпа сарлака ҫунатлӑ шӗлепке тӑхӑнса янӑ, тӗрӗллӗ сарлака пиҫиххи ҫыхнӑ. Пӗрремӗш ҫынни, купси, тарӑн шухӑша путнӑ, тӗлӗрсе каяс мар тесе, хушӑран пуҫне суллакаласа илет, унӑн сӑн-сӑпатӗнче яланхи ӗҫлӗ ҫын паллисем халь ҫеҫ лайӑххӑн кӑна эрех ӗҫсе тӑванӗсемпе сывпуллашса уйрӑлнин ырлӑхлӑ паллисемпе кӗрешнӗн туйӑнать. Иккӗмӗш ҫынни вара, пачӑшки, ҫут тӗнче ҫине хӑйӗн нӳрлӗ куҫӗсемпе тӗлӗнсе-тӗлӗнсе пӑхнӑ май вӗҫсӗр йӑлкӑшса кулать, ытлашши хытӑ йӑлкӑшнипе унӑн кулли шӗлепке ҫунаттисем ҫинех ӳкнӗн туйӑнать; пичӗ унӑн хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайнӑ тата шӑннӑ евӗр туйӑнать. Иккӗш те вӗсем, Кузьмичовӗ те, Христофор атти те, халӗ ҫӑм сутма каяҫҫӗ. Килтисемпе сывпуллашса, тин ҫеҫ вӗсем кӑпӑш йӑвапа хӑйма ҫинӗ, ир пулнине пӑхмасӑрах, эрех ӗҫнӗ… Кӑмӑлӗ-туйӑмӗ унӑн та, кунӑн та питӗ шеп.

Халь ҫеҫ ҫырса кӑтартнӑ купсапа пачӑшкӑсӑр тата йӑрӑ кӑна икӗ тур лашана вӗҫсӗр пушӑпа ҫапса хӑвалакан Денискӑсӑр пуҫне, кӳмере тепӗр ҫын ларса пырать — ку вӑл хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ тӑхӑр ҫулсенелли ача, Кузьмичов тӑванӗ Егорушка. Пичӗ-куҫӗ унӑн йӗнипе пӗтӗмпех куҫҫульпе йӗпенсе пӗтнӗ. Христофор атте ирӗк парса пилленипе Егорушка таҫта гимназие вӗренме кӗме каять. Унӑн амӑшӗ, Ольга Ивановна, коллежски секретарӗн тӑлӑха юлнӑ арӑмӗ тата Кузьмичовӑн тӑван йӑмӑкӗ, вӗреннӗ ҫынсемпе ӑслӑ ҫынсен обществине юратаканскер, ҫӑм сутма каякан пиччӗшне йӑлӑна-йӑлӑнах Егорушкӑна хӑйпе пӗрле илсе гимназие вырнаҫтарса хӑварма ӳкӗте кӗртрӗ; халӗ ӗнтӗ ача акӑ, хӑй ӑҫта тата мӗн тума кайнине пач ӑнланмасӑр, ларкӑч ҫине Денискӑпа юнашар ларнӑ та, ӳксе юлас мар тесе, унӑн хулӗнчен тытса пырать, вӗреме кӗнӗ чейник хуппи пек сиккеле-сиккеле илет. Хытӑ кайнипе унӑн хӗрлӗ кӗпи ҫурӑмӗ ҫинче хӑмпӑланать, ямшӑксем тӑхӑнакан павлин тӗкӗллӗ ҫӗнӗ шӗлепки ӗнси ҫинелле ана-ана ларать, Ача хӑйне телейсӗртен те телейсӗр ҫын вырӑнне хурать, унӑн татах та татах йӗресси килет.

Тӗрме патӗнчен иртнӗ чухне Егорушка шурӑ чул хӳме хӗррипе лӑпкӑн ҫӳрекен хуралҫӑ салтаксем ҫине, решеткеллӗ пӗчӗк чӳречесемпе тӗрме ҫурчӗн тӑрринче ялтӑртатакан хӗрес ҫине пӑхрӗ те эрне каялла, казански турӑ амӑш кунӗнче, амӑшӗпе пӗрле тӗрме чиркӗвне престол уявне кайнине аса илчӗ; тата кӑшт маларах, мункун эрнинче, тӗрмене вӑл Людмила кухаркӑпа тата Денискӑпа пӗрле кулачӑ, ҫӑмарта, кукӑль, ӑшаланӑ ӗне какайӗ илсе килнӗччӗ; тӗрмере ларакан ҫынсем вӗсене сӑхсӑха-сӑхсӑха тав тунӑччӗ, пӗри вара Егорушкӑна тӑхланран хӑй ӑсталанӑ ҫанӑ тӳми парнеленӗччӗ.

Палланӑ вырӑнсене ача ҫине тӑрсах сӑнарӗ, анчах ылханлӑ кӳме малаллах кустарчӗ, мӗн пуррине пӗтӗмпех хыҫала хӑварса пычӗ. Тӗрме хыҫҫӑн хӑрӑмпа хуралса ларнӑ тимӗрҫ лаҫҫисем мӗлтлетсе юлчӗҫ, унтан — пысӑк чул муклашкисем купаласа карта тытнӑ илемлӗ симӗс масар; карта леш енчен симӗс чие йывӑҫҫисем айне пытаннӑ шурӑ хӗрессемпе палӑксем мӗлтлете-мӗлтлете курӑнчӗҫ, аякран вӗсем шурӑ пӑнчӑсем пек туйӑнчӗҫ. Чие йывӑҫҫисем чечеке ларсан, ҫав шурӑ пӑнчӑсем пӗтӗмпех ҫеҫкесемпе варӑшса каяҫҫӗ те шурӑ тинӗс евӗр курӑнаҫҫӗ; ҫырли пиҫсе ҫитсен, шурӑ палӑксемпе хӗрессем ҫине юн пек хӗрлӗ пӑнчӑсем ӳксе тулаҫҫӗ. Карта леш енче чие йывӑҫҫисем айӗнче кунӗн-ҫӗрӗн Егорушка ашшӗпе асламӑшӗ Зинаида Даниловна ҫывӑраҫҫӗ. Асламӑшӗ вилсен, ӑна вӑрӑм та ансӑр тупӑка вырнаҫтарнӑччӗ, хупӑнман куҫӗсем ҫине икӗ пилӗк пуслӑх укҫа хунӑччӗ. Виличчен асламӑшӗ чӗрӗччӗ, пасартан мӑкӑнь вӑрри сапнӑ ҫемҫе шушка иле-иле килетчӗ, халӗ ӗнтӗ авӑ ҫывӑрать те ҫывӑрать, ҫывӑрать те ҫывӑрать…

Масар хыҫӗнче кирпӗч завочӗсем хура тӗтӗм кӑларса лараҫҫӗ. Хӑмӑш витнӗ лутра та вӑрӑм ҫурт тӑррисенчен ҫӑра тӗтӗм каплана-каплана тухать, юлхавлӑн ҫӳлелле ҫӗкленет. Заводпа масар тӗлӗнчи тӳпе хурарах тӗслӗ, тӗтӗм катрамӗсен пысӑк мӗлкисем хир урлӑ ҫул урлӑ шӑва-шӑва иртеҫҫӗ. Завод ҫурчӗсен ҫумӗнчи тӗтӗм айӗнче хӗрлӗ тусанпа витӗннӗ ҫынсемпе лашасем куҫса ҫӳреҫҫӗ.

Завод хыҫӗнчен хула пӗтет те, хир пуҫланать. Егорушка хула ҫине юлашки хут ҫаврӑнса пӑхрӗ те чӑтаймарӗ, пичӗпе Дениска чавси ҫумне тӗршӗнсе йӗрсе ячӗ…

— Э-э, халь те йӗрсе пӗтермен-и-ха эс, йӗрмӗш! — терӗ Кузьмичов. — Татах ҫумӑр ҫӑвать-и-ха унта? Пырас килмест пулсан, ан пыр вара, никам та сана вӑйпа илсе каймасть!

— Юрӗ-ҫке, Егор тӑванӑм, юрӗ-ҫке… — хӑвӑрт мӑкӑртатса илчӗ Христофор атте. — Юрӗ-ҫке, тӑванӑм… Турра кӗлту… Усал япала тупма мар, ырӑ япала тупма каятӑн. Вӗренни — ҫутӑ, вӗренменни — тӗттӗм… Чӑннипех те ҫапла.

— Каялла таврӑнас килет-и? — ыйтрӗ Кузьмичов.

— Ки… килет… — ӗсӗклесе илчӗ Егорушка.

— Тӗрӗс те тунӑ пулӑттӑн. Пурпӗрех ним уссӑр ҫӳрени ҫеҫ пулӗ.

— Юрӗ, юрӗ, тӑванӑм… — малаллах калаҫрӗ Христофор атте. — Турра кӗлту… Ломоносов та ав пулӑҫсемпе ҫаплах кайнӑ, кайран пӗтӗм Европипе чаплӑ ҫын пулса тӑнӑ. Пуҫпа ӗҫлени ӗненӳпе килӗшсе пырсан, яланах турра тивӗҫлӗ ҫимӗҫ парать. Кӗлӗре мӗнле каланӑ-ха?

Чапӗ — турра, чуна кантарни — атте-аннене, усси — чиркӳпе тӑван ҫӗршыва… Ав епле, тӑванӑм.

— Усси вӑл тӗрлӗрен пулать, — йӳнӗ сигара чӗртсе янӑ май каласа хучӗ Кузьмичов — Тепри ҫирӗм ҫул вӗренет, усси — ҫур пуслӑх.

— Ун пек те пулать.

— Наука та перисемшӗн усӑллӑ, теприсен ӑсне-пуҫне пӑтратать кӑна. Ман йӑмӑк — ӑна-кӑна ним те чухламан хӗрарӑм, ялан пӗлӳллӗ ҫынсем пек пулассишӗн айкашса сӗмленет, Егоркӑна та нумай вӗреннӗ ҫын тӑвасшӑн, хӑй вара ҫав вӑхӑтрах эпӗ Егоркӑна хам тӗллӗн вӗрентнипех те, ӗмӗр-ӗмӗр телейлӗ ҫын туса хӑварма пултарнине пач ӑнланасшӑн мар. Мӗншӗн калатӑп-ха ҫакна? Мӗншӗн тесен пурте вӗренме тытӑнсан, ҫӗр ҫинче сутӑ тӑвакан та, тырӑ акакан та юлмасть. Выҫӑ вилсе выртасси ҫеҫ юлать.

— Ҫавӑн пекех сутӑ туса е тырӑ акса ҫеҫ пурӑнсан та, ҫӗр ҫинче пӗлӳ илекен ҫын никам та пулмасть.

Иккӗшне те вӗсене хӑйсем темле питӗ витӗмлӗ чӑнлӑх каланӑ пек туйӑнчӗ, иккӗшӗ те ҫавна май хускалмасӑр тӑнк хытрӗҫ, харӑссӑнах ӳсӗрсе илчӗҫ. Дениска, вӗсен калаҫӑвне итлесе пынӑскер, анчах ним те ӑнланса юлайманскер, пуҫне сулларӗ те, ура ҫине тӑрса, икӗ тур лашине те пушӑпа туртса илчӗ. Никам та ним те чӗнмерӗ.

Ҫак вӑхӑтра кӳмере ларса пыракансен куҫӗ умне хушӑран хушӑ сӑртлӑхсен речӗсемпе касӑлса татӑлакан вӗҫсӗр-хӗрсӗр анлӑ тӳремлӗх тухса выртрӗ. Сӑртлӑхӗсем йӑвӑ ретпе пӗрин хыҫҫӑн тепри туха-туха пыраҫҫӗ те пӗр пӗтӗм тӳремлӗхе куҫаҫҫӗ, ҫав анлӑ тӳремлӗх вара, ҫулӑн сылтӑм енӗпе тӗнче хӗррине ҫитиех тӑсӑлса, таҫта аякра хӑмӑр кӑвак инҫетлӗхре ҫухалать; пыратӑн-пыратӑн, ниепле те ӑнланса илейместӗн: ӑҫта пуҫланать вӑл, ӑҫта пӗтет… Хӗвел ӗнтӗ хыҫалтан хула леш енчен тухнӑ та хыпаланмасӑр-васкамасӑр хӑйӗн ӗҫне тума та тытӑннӑ. Чи малтан аякра-аякра, ҫӗрпе пӗлӗт пӗрлешнӗ тӗлте, аллисене сулласа тӑракан пӗчӗкҫӗ этем евӗр-ҫил арманӗпе ҫаврака сӑртлӑхсем патӗнче, ҫӗр ҫийӗн сарлака ҫутӑ сарӑ йӗр шуса иртрӗ; тепӗр минутран ҫавнашкал йӗр кӑшт кунтарах куҫса килчӗ те, сылтӑмалла шуса кайса, сӑртлӑхсене ҫутатрӗ; темле ӑшӑ япала Егорушка ҫурӑмне сӗртӗнчӗ, ҫутӑ ани, хыҫалтан пытанса килнӗскер, кӳмепе лашасем урлӑ сиксе каҫрӗ те ытти ҫутӑ йӗрсене хирӗҫ васкарӗ, вара пӗтӗм сарлака ҫеҫенхир хӑй ҫинчи ҫурма сӗмлӗхе сирсе пӑрахрӗ, кулса ячӗ, сывлӑмпа йӑлтӑртатма тытӑнчӗ.

Вырнӑ ыраш, хытхура, хурхуххи, хир кантӑрӗ — шӑрӑхпа ӗнсе сарӑхнӑ е хӑмӑрланнӑ ҫак пӗтӗм ӳсентӑран, халӗ ӗнтӗ сывлӑмпа ҫӑвӑнса тасалнӑскер тата хӗвел ҫутипе ачашланнӑскер, ҫӗнӗрен чӗрӗлсе тӑчӗ, тепӗр хут чечекленме хатӗрленчӗ. Ҫул ҫийӗн, хаваслӑн кӑшкӑрса, ҫеҫенхир кайӑкӗсем вирхӗнсе ҫӳрерӗҫ, курӑк ӑшӗнче тыркассем пӗр-пӗрне сас пама тытӑнчӗҫ, сулахайра таҫта аякра текерлӗксем йӗчӗҫ. Кӳме сассинчен хӑраса, сывлӑша хир чӑххисен кӗтӗвӗ ҫемҫен пӑрӑлтатса ҫӗкленчӗ те сӑртлӑхсем еннелле вӗҫсе кайрӗ. Тӗрлӗ йышши шӑрчӑксем, упа нӑррисем курӑк айӗнче хӑйсен пӗр евӗрлӗн чӑрлатакан кӗввине янратма тытӑнчӗҫ.

Анчах нумаях та вӑхӑт иртмерӗ, сывлӑм пӑсланса пӗтрӗ, сывлӑш хытса ларчӗ, вара улталаннӑ ҫеҫенхир каллех хӑйӗн утӑ уйӑхӗнчи юлхавлӑ кичем тумтирӗпе витӗнчӗ. Курӑксем пуҫӗсене усрӗҫ, пурнӑҫ пӗр вырӑнта хытса ларнӑ пек пулчӗ. Хӗвелпе пиҫнӗ хӑмӑр симӗс сӑртлӑхсем, аякран кӗрен тӗслӗ туйӑнаканскерсем, мӗлке пек лӑпкӑ выртаканскерсем, тата тӗтреллӗ анлӑ тӳремлӗхпе ун ҫийӗн ӳпӗннӗ тӳпе, вӑрмансӑр, ҫӳллӗ тусемсӗр ҫеҫенхирте калама ҫук тарӑн та таса курӑнаканскер, — ҫаксем пурте халь ӗнтӗ, йӑлтах-йӑлтах тунсӑхпа тулса-хытса, вӗҫсӗр-хӗрсӗр ӳкерчӗксем евӗр туйӑнчӗҫ…

Мӗн тери пӑчӑ, кичем! Кӳме малалла кусать, Егорушка вара ҫаплах пӗртен-пӗр сӑнсем курать — тӳпе, тӳремлӗх, сӑртлӑхсем… Курӑк ӑшӗнчи музыка чарӑнчӗ. Ҫивчӗ кайӑксем вӗҫсе кайрӗҫ, хир чӑххисем те курӑнмаҫҫӗ. Тӗссӗрленнӗ курӑк ҫийӗн, ним тума аптранипе, хура кураксем вӗҫеҫҫӗ: пурте вӗсем пӗрешкел, ҫавна пула ҫеҫенхир пушшех те пӗр евӗрлӗн курӑнать.

Ҫӗр ҫийӗн ҫӳлте, ҫунаттисемпе пӗр тикӗссӗн авӑсса, хӑлат вӗҫет, унтан сасартӑк, пурнӑҫри кичемлӗх ҫинчен шухӑшлама тытӑннӑ евӗр, сывлӑшра чарӑнса тӑрать, ҫавӑнтах тата ҫунаттисене ҫӗнӗрен хӑвӑрт силлесе илет те ҫеҫенхир ҫийӗн малалла ухӑ йӗппи пек вирхӗнме тытӑнать, ӑнланма ҫук: мӗншӗн вӗҫет вӑл тата мӗн кирлӗ ӑна? Лере, аякра, ҫил арманӗ хӑлаҫланать…

Сӑнсем ытлашши пӗрешкел ан пулччӑр тенӗ пек, хытхура ӑшӗнче шурӑ пуҫ шӑмми е чул курӑнса каять; самантлӑха куҫ умне тӗссӗр чул кӗлетке, хӑрӑк йӑмра тухса тӑрать, ҫул урлӑ тыркас чупса каҫать, вара каллех — хытхура та сӑртлӑхсем, хура кураксем…

Анчах та акӑ, турра шӗкӗр, хирӗҫ кӗлте лавӗ килет. Кӗлте ҫинче чи ҫӳлте хӗр выртать. Шӑрӑхпа халтан кайнӑскер, ыйхӑллӑскер, вӑл пуҫне ҫӗклет те хирӗҫ килекенсем ҫине пӑхать. Дениска ҫӑварне карса пӑрахнӑ, тур лашасем пуҫӗсене кӗлте енне тӑсаҫҫӗ, кӳме, чӗриклетсе, тулли лавпа сӗртӗнсе иртет, чикекен пучахсем Христофор аттен шӗлепкине шӑпӑрпа шӑлнӑ пек шӑлса илеҫҫӗ.

— Эй, кӑпӑшкаскер, ҫын ҫине кӗретӗн! — кӑшкӑрать Дениска. — Ав пит-куҫу еплерех пулса ларнӑ, тӗкӗлтура сӑхса илнӗ тейӗн!

Хӗр ыйхӑллӑн кулать те, тутине хускаткаласа, каллех выртать… Акӑ тата сӑрт ҫинче пӗччен тирек курӑнса каять; кам лартнӑ ӑна тата мӗншӗн ӳсет вӑл кунта — ӑна ӗнтӗ пӗр турӑ ҫеҫ пӗлет. Унӑн йӑрӑс кӗлеткипе ешӗл тумӗ ҫинчен куҫа илес те килмест. Телейлӗ-ши вӑл, ҫав илемлӗ йывӑҫ? Ҫулла шӑрӑх, хӗлле шартлама сивӗсем те ҫил-тӑман, кӗркунне хӑрушӑ каҫсем — тӗттӗмлӗхе куратӑн та ун чух тискеррӗн вӗрекен тӗлсӗр-палсӑр ҫил сассине илтетӗн, урӑх нимӗн те, нимӗн те ҫук, чи асапли вара — ӗмӗр тӑршшӗпех пӗччен, пӗччен. Тирек леш енче сӑртлӑх тӑрринчен тытӑнса ҫул патне ҫитиех тулӑ анисем сарнӑ кавир пек сарӑлса выртнӑ. Сӑрт ҫинче ӑна ҫулса пуҫтарнӑ, ҫӗмелсем туса лартнӑ, аялта ҫулаҫҫӗ кӑна-ха… Ҫулаканӗсем улттӑн пӗр рете тӑнӑ та ҫависемпе килӗшӳллӗн сулаҫҫӗ, ҫависем хаваслӑн йӑлтӑртата-йӑлтӑртата илеҫҫӗ, ҫавна май харӑссӑн пӗр сасӑ кӑларса пыраҫҫӗ: «чӑв-вӑшт, чӑв-вӑшт!» Кӗлте ҫыхакан хӗрарӑмсен хусканӑвӗсенченех, ҫулакансен сӑн-пичӗсенченех, ҫавасем мӗнле йӑлтӑртатнинченех пӗлме пулать: шӑрӑх ҫанталӑк пурне те вут пек ҫунтарать, пӑшӑхтарать. Чӗлхине кӑларса пӑрахнӑ хура йытӑ ҫулакансем патӗнчен кӳме еннелле чупма тытӑнать, ахӑртнех, ҫынсене вӗрсе кӗтсе илес тет пулӗ вӑл, анчах ҫурма ҫултах чарӑнать те хӑйне пушӑпа юнакан Дениска ҫине ҫилленмесӗр пӑхать: ҫук, вӗрмешкӗн шӑрӑх! Пӗр хӗрарӑмӗ тӳрленсе тӑрать, ыратакан пилӗкӗ ҫине икӗ аллине те хурса, Егорушкӑн хӑмач кӗпине куҫӗпе пӑхса ӑсатать. Хӗрлӗ тӗс кӑмӑлне кайрӗ-ши унне е вӑл хӑйӗн ачисене аса илчӗ-ши — чылайччен ҫапла хускалмасӑр тӑчӗ вӑл, кӳме еннелле пӑхрӗ…

Анчах акӑ ӗнтӗ тулӑ анисем те хыҫала юлчӗҫ. Умра каллех — хӗвелпе ӗнсе кайнӑ тӳремлӗх, сӑртлӑхсем; вӗри тӳпе, каллех ҫӗр ҫийӗн хӑлат вӗҫет. Аякра ҫаплах-ха ҫунаттисемпе ҫил арманӗ хӑлаҫланать, ҫаплах-ха вӑл аллисемпе сулкалашакан пӗчӗкҫӗ ҫын евӗр курӑнать. Йӑлӑхтарсах ҫитерчӗ ун ҫине пӑхса пыма, вӗҫсӗрех вӑл кӳмерен аяккалла тарать, ун патне нихӑҫан та ҫитессӗн туйӑнмасть.

Христофор аттепе Кузьмичов калаҫма пӑрахнӑ. Дениска, кӑшкӑркаласа, тур лашисене ҫапа-ҫапа илет, Егорушка та текех йӗмест ӗнтӗ, унталла-кунталла лӑпкӑн пӑхса пырать. Шӑрӑха тата ҫеҫенхирти кичемлӗхе пула вӑл ывӑнсах ҫитнӗ. Ӑна тахҫантанпах кӳме ларкӑчӗ ҫинче ҫапла сиккелесе пынӑн, хӗвел те ҫурӑмне тахҫантанпах пӗҫертнӗн туйӑнать. Вунӑ ҫухрӑм та каяйман-ха, вӑл пур — канасси ҫинчен шухӑшлать: «Вӑхӑт ӗнтӗ чарӑнса тӑмашкӑн!» Куккӑшӗн пичӗ ҫинчи кӑмӑллӑ сӑн пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн таҫта кайса ҫухалчӗ те, вӑл пӗтӗмпех типӗ пит-куҫлӑ ӗҫлӗ ҫын пек курӑнма тытӑнчӗ, хырӑннӑ ырханкка этеме, уйрӑмах вӑл куҫлӑх тӑхӑннӑ пулсан тата унӑн сӑмсипе хӑлхи таврашне тусан витме ӗлкӗрнӗ пулсан, ҫавнашкал типӗлӗх яланах инквизиторла шелсӗр ҫын евӗр кӑтартать. Христофор атте кӑна ҫаплах-ха турӑ тӗнчи ҫине ниепле те тӗлӗнмесӗр, кӑмӑллӑн йӑлкӑшса кулмасӑр пӑхма чарӑнаймасть. Чӗнмесӗр пырса, вӑл темле лайӑх та хаваслӑ япала ҫинчен шухӑша путнӑ та, унӑн пичӗ пӗтӗмпех кӑмӑллӑ ырӑ кулӑпа витӗннӗ. Ҫавна май шӑрӑха пула унӑн пуҫ миминче те темле лайӑх та хаваслӑ шухӑш хытса ларнӑн туйӑнать.

— Дениска, мӗнле пек, лавсене паян хӑваласа ҫитеетпӗр-и? — ыйтрӗ Кузьмичов.

Дениска пӗлӗт ҫинелле пӑхса илчӗ, ура ҫине тӑрса, лашисене ҫапрӗ, вара тин кӗскен хуравларӗ:

— Тур пулӑшсан, каҫ енне хӑваласа ҫитетпӗр. Йытӑ вӗрни илтӗнсе кайрӗ. Юри сыхласа тӑнӑ чухнехи пекех, таҫтан калама ҫук пысӑк йытӑсем пиллӗк-улттӑ таранах сиксе тухрӗҫ те, хаяррӑн вӗрсе, кӳмене хирӗҫ ыткӑнчӗҫ. Пурте вӗсем, чӑтма ҫук усалскерсем, эрешмен евӗр ҫӑмламас питлӗ те хӗп-хӗрлӗ куҫлӑскерсем, самантрах кӳмене хупӑрласа илчӗҫ, пӗр-пӗрне тӗрткеле-тӗрткелех хыттӑн хӑрӑлтатса вӗрме тытӑнчӗҫ.

Чӑтма ҫук кураймасӑр, вӗсем лашасене те, кӳмене те, ҫынсене те татӑкӑн-кӗсӗкӗн ҫуркаласа тӑкма хатӗр пек туйӑнчӗҫ… Дениска, йытӑсене вӑрҫтарса пушӑпа ҫапма юратаканскер, кун пек самант килсе тухнишӗн савӑнсах кайрӗ, вара, пит-куҫне юриех хаяррӑн пӗркелентерсе, пӗр йыттине, авӑнса, пушӑпа туртса ҫапрӗ. йытӑсем тата ытларах урса кайрӗҫ, лашасем малалла тапса сикрӗҫ; Егорушка вара, ларкӑч ҫинче аран-аран ларса пыраканскер, йытӑсен куҫӗсемпе шӑлӗсене курса, лайӑх ӑнланчӗ: ӳксе юл ҫеҫ ҫакӑнта, ӑна самантрах ним юлми татӑкӑн-кӗсӗкӗн вакласа-ҫурса пӗтернӗ пулӗччӗҫ. Хӑй вӑл ҫапах та хӑрамарӗ-ха, Дениска пекех хаярланса пӑхрӗ, ҫав вӑхӑтрах аллинче пушӑ ҫуккишӗн пӑшӑрханчӗ.

Кӳме сурӑх кӗтӗвӗпе танлашрӗ.

— Чарӑн! — кӑшкӑрса ячӗ Кузьмичов. — Тррр! Дениска пӗтӗм пӗвӗпе каялла туртӑнчӗ те тилхепене карӑнтарса туртрӗ. Кӳме чарӑнчӗ.

— Кил-ха кунта! — кӑшкӑрчӗ Кузьмичов кӗтӳҫе. — Лӑплантар йыттусене, ҫӗр ҫӑтманскерсене!

Ҫӗтӗк-ҫатӑк тумланнӑ кӗтӳҫ, ҫарранскер, ӑшӑ ҫӗлӗк тӑхӑннӑскер тата пилӗкӗ ҫумне вараланчӑк мишук ҫакса янӑскер, — пач тахҫанхи авалхи этем тейӗн ӑна — йыттисене лӑплантарчӗ те, ҫӗлӗкне хывса, ҫекӗллӗ вӑрӑм патакне йӑтса, кӳме патне пычӗ. Кӗтӗвӗн тепӗр енче шӑп та лӑп ҫавнашкалах тепӗр тахҫан-авалхи этем кӗлетки иртсе каякансем ҫине лӑпкӑн, ним хускалмасӑр пӑхса тӑчӗ.

— Кам кӗтӗвӗ ку? — ыйтрӗ Кузьмичов.

— Варламовӑн, — хыттӑн пӗлтерчӗ мучи.

— Варламовӑн! — терӗ леш енче тӑракан кӗтӳҫӗ те.

— Мӗн, ӗнер кунтан Варламов иртсе кайман пуль те?

— Ҫук… Приказчикӗ иртсе кайрӗ, хӑй — ҫук…

— Кайрӑмӑр!

Кӳме малалла кустарчӗ, кӗтӳҫсем хӑйсен хаяр йыттисемпе хыҫалта юлчӗҫ. Егорушка пӑхас килмен ҫӗртенех умри тӗксӗм кӗрен инҫетлӗхелле пӑхма тытӑнчӗ, ҫавна май хальхинче ӑна ҫунаттисемпе хӑлаҫланакан арман кӑштах ҫывхарма тытӑннӑ пек туйӑнчӗ. Вӑл пысӑкланнӑҫемӗн пысӑкланчӗ, юлашкинчен пӗтӗмпех куҫ умне тухса тӑчӗ, ӗнтӗ унӑн икӗ ҫунатне те халь лайӑххӑнах курма май пулчӗ. Пӗр ҫуначӗ кивӗскер иккен, саплӑклӑскер, теприне тинтерех ҫеҫ ҫӗнӗ хӑмаран тунӑ та, хӗвел ҫинче вӑл ҫемҫен йӑлтӑртатса тӑрать.

Кӳме тӳррӗнех пычӗ, анчах ҫил арманӗ темшӗн сулахаялла пӑрӑнма тытӑнчӗ. Кайрӗҫ, кайрӗҫ — вӑл ҫаплах сулахаялла пӑрӑнчӗ, куҫ умӗнчен ҫухалмарӗ-ха.

— Ывӑлне Болтва питӗ лайӑх ҫил арманӗ лартса панӑ! — терӗ Дениска.

— Хуторӗ курӑнмасть-ха ун темшӗн.

— Леререх вӑл, тип ҫырма хыҫӗнче.

Часах Болтван хуторӗ те курӑнчӗ, ҫил арманӗ вара ҫаплах хыҫа юласшӑн пулмарӗ, Егорушка ҫине ҫаплах хӑйӗн йӑлтӑртатакан ҫуначӗпе ҫавӑрттара-ҫавӑрттара пӑхрӗ. Тухатмӑш тейӗн!

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех