Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: II

Пай: Казаксем

Автор: Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни

Ҫӑлкуҫ: Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Хушнӑ: 2019.12.19 16:44

Пуплевӗш: 133; Сӑмах: 2245

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

«Юрататӑп! Питех те юрататӑп! Лайӑх вӗсем! Аван!» тесе пырать вӑл, унӑн макӑрас килсе кайрӗ. Анчах мӗншӗн макӑрас килчӗ-ха унӑн? Камсем вӗсем аваннисем? Кама питех те юратать вӑл? Ҫакна вӑл хӑй те лайӑххӑн пӗлмерӗ. Хӑш чухне вӑл пӗр-пӗр ҫурт ҫине тинкерсе пӑхрӗ те, ӑна мӗншӗн ҫапла ӑнланмалла мар туса лартнӑ-ши, тесе тӗлӗнчӗ; тепӗр чух тата ямшӑкпа Ванюшран тӗлӗнчӗ, вӗсем уншӑн пачах та ют ҫынсем, ҫапла пулин те ак унпа пӗрлех ларса пыраҫҫӗ, вӗсем те, пичеври лашасем шӑннӑ пӑявсене картлаттарса туртнӑ май, Оленинпа пӗрле чӗтресе тата силленсе илеҫҫӗ. Мӗншӗн-ха ҫапла тесе тӗлӗнчӗ те каллех: «Лайӑх вӗсем, юрататӑп!» — терӗ. Тепре тата: «Мӗнле ярса илет! Пит аван!» — тесе хучӗ. Ҫавӑнтах ку сӑмахсене хӑй мӗншӗн каланинчен тӗлӗнчӗ те хӑйӗнчен хӑй: «Ӳсӗр мар-ши эпӗ?» тесе ыйтрӗ. Чӑн та, вӑл хӑй тӳпине икӗ бутылка эрех ӗҫрӗ, анчах Оленина эрех ҫеҫ мар ҫакӑн пек ҫемҫетсе пӑрахрӗ. Ҫул ҫине тухса каяс умӗн юлташӗсем ӑна кӑшт вӑтанкаласа, ӑнсӑртран тата пӗтӗм чӗререн каланӑ пек каланӑ туслӑх сӑмахсене пурне те аса илчӗ вӑл. Алӑ тытнисем, пӗр-пӗрин куҫӗнчен пӑхнисем, чӗнмесӗр тӑнисем, вӑл ҫуна ҫине кӗрсе ларнӑ хыҫҫӑн: «Сывӑ пул, Митя!» тенӗ сасӑсем аса килчӗҫ. Вӑл хӑй мӗнле татӑклӑн та пӗр пытармасӑр уҫҫӑн калаҫни те асрах. Ҫаксем пурте унӑн кӑмӑлне ҫемҫетекен япаласем пулчӗҫ. Каяс умӗн тусӗсемпе тӑванӗсем ҫеҫ мар, сивӗ чунлӑ ҫынсем ҫеҫ те мар, халиччен кӑмӑла кайман, хӑйне ырӑ сунман ҫынсем те — пурте ӑна сасартӑк хытӑрах юратма, вӑл ӳкӗннӗ е вилӗм умӗнче чухнехи пек пухӑнса пур ҫылӑхӗсене те каҫарттарма пӗр канаш тунӑ пек туйӑнчӗ. «Тен, мана Кавказран ҫаврӑнса килме те пӳрмен пуль», — шухӑшларӗ вӑл. Ӑна вара хӑй тусӗсене юратнӑ пек тата вӗсемпе пӗрлех урӑххине те тахӑшне юратнӑ пек туйӑнчӗ. Вӑл хӑйне хӑй шеллесе илчӗ. Чӗлхи ҫине мӗн килнӗ, ҫав сӑмахсене пере-пере ячӗ. Анчах та унӑн чунне тусӗсене юратни мар ҫапла ҫемҫетсе хӑпартлантарса ячӗ, пӗр-пӗр хӗрарӑма юратнипе те пулмарӗ ку (вӑл нихҫан та юратса курман-ха). Хӑйне хӑй юратни, хӑйӗн ӑшчиккинчи мӗнпур пек лайӑх япаласене (халь ӑна унӑн ӑшчиккинче пӗр лайӑх япаласем ҫеҫ пулнӑ пек туйӑнчӗ) хӗрӳллӗн шанса тӑракан ҫамрӑк юратӑвӗ ӑна макӑртнӑ тата пӗр ҫыхӑнусӑр тухакан сӑмахсем калаттарнӑ.

Оленин — ҫамрӑк ҫын, ниҫта та вӗренсе тухман, ниҫта та службӑра пулман (вӑл темӗнле ӗҫ ҫуртӗнче хут ҫинче ҫеҫ шутланса тӑнӑ), хӑйӗн пурлӑхӗн ҫуррине унта та кунта йӗркесӗр салатса пӗтернӗ, ҫирӗм тӑватӑ ҫула ҫитсе те хӑйне валли нимӗнле ӑнӑҫлӑ вырӑн та суйласа илмен, нихҫан та нимӗн те туса курман. Вӑл хӑй Мускав обществинче «ҫамрӑк ҫын» текен ҫынсенчен пӗри пулнӑ.

Вунсакӑр ҫулта чухне Оленин, вырӑссен хӗрӗхмӗш ҫулсенчи пуян ҫамрӑк ҫынсем, ҫамрӑклах ашшӗ-амӑшсӑр тӑрса юлнӑскерсем, мӗнле кӑна ирӗклӗ пурнӑҫпа пурӑнма пултарнӑ, ҫавсем пек пурӑннӑ. Уншӑн хӑйне хӑй тытас енчен те, шухӑш-кӑмӑл енчен те нимӗнле чару та пулман; вӑл пуҫне мӗн килнине пурне те тума пултарнӑ; ӑна нимӗн те кирлӗ пулман, ӑна нимӗн те чарса тӑман. Унӑн тӑван кил-йыш та, тӑван ҫӗршыв та, тӗн те, инкексем те пулман. Вӑл нимӗне те ӗненмен тата нимӗне те кӑмӑлламан. Анчах, нимӗне те кӑмӑлласа йышӑнман пулин те, вӑл пуҫ усса ҫӳрекен, кичем тата пурне те тиркесе калаҫакан яш пулман, пачах та урӑхла, вӑл пӗрмаях мӗнпе те пулин хавхаланнӑ. Вӑл юрату ҫук тесе шутланӑ, анчах хӑй, ҫамрӑк та хитре хӗрарӑма курсан, яланах вӗриленсе кайнӑ. Вӑл сума суса хисепленисем, пысӑк ятсем ниме юрӑхсӑр япаласем иккенне тахҫанах пӗлнӗ, ҫапах та бал вӑхӑтӗнче Сергий князь хӑй патне пырса ачаш сӑмахсем калани ӑна ирӗксӗрех килентерсе янӑ. Анчах вӑл хӑй кӑмӑлӗсем хыҫҫӑн ытлашши кайман, кӑмӑлланисем хӑйӗн ирӗклӗхне ҫыхса лартма тытӑнсанах чарӑннӑ. Пӗр-пӗр шухӑш-кӑмӑл хыҫҫӑн кайнӑ чухне ӗҫ тата кӗрешӳ, пурнӑҫри тӗрлӗ вак-тӗвек кӗрешӳ, ҫывхарасса сиссенех вӑл хӑй тӗллӗнех ҫав шухӑш-кӑмӑла е ҫав ӗҫе пӑрахма васканӑ, каллех ирӗке тухма тӑрӑшнӑ. Ҫапла вӑл светски пурнӑҫпа пурӑнма тытӑннӑ, служба ӗҫне, хуҫалӑх ӗҫне пуҫӑнса пӑхнӑ. Пӗр вӑхӑтра вӑл пӗтӗмпех музыка енӗпе ӗҫлеме ӗмӗтленнӗ. Ку кӑна мар, вӑл хӑй юрату тенине ӗненмест пулин те, хӗрарӑмсене юратса пӑхасшӑн пулнӑ. Пурнӑҫ тӑршшӗнче этемре пӗр хут ҫеҫ пулакан ҫамрӑк ӗмӗрӗн тапса тӑракан пӗтӗм вӑйне ӑҫта хумалла-ши: искусствӑна-и, наукӑна-и, хӗрарӑма савассине-и е ытти ахаль ӗҫе памалла-ши, тесе пӗрре ҫеҫ мар шутланӑ вӑл. Ку вӑл — ӑс-тӑн, чӗрен вӗренӳ вӑйӗ мар, вӑл — пӗрре пулакан, тепӗр хут ҫаврӑнса килмен хастарлӑх, этем хӑйпе хӑй мӗн тӑвас тет, ҫавна тума тата ӑна (этем хӑй ҫапла шутлать) пӗтӗм тӗнчерен хӑйне мӗн кирлине илсе юлма пӗр хута ҫеҫ панӑ власть. Тӗрӗс, ҫак хастарлӑха пӗлмен ҫынсем те пулаҫҫӗ, вӗсем пурнӑҫа пурӑнма пуҫласанах тӳрех хӑйсем ҫине мӗнле сӳсмен ҫакланнӑ, ҫавна тӑхӑнаҫҫӗ, мӗн ӗмӗр иртиччен вара ҫав сӳсменпе тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ. Анчах та Оленин хӑйӗн ӑшӗнче ҫав пурне те тума пултаракан ҫамрӑклӑхӑн хӑватлӑ турри пулнине, пӗр ӗмӗте, пӗр шухӑша ҫаврӑнма хатӗр пултарулӑх пуррине, мӗн тӑвас тенӗ, ҫавна тума хатӗр, мӗншӗн тата мӗн тума кирлине пӗлмесӗрех, тӗпсӗр ҫырмана пуҫхӗрлӗ сикме хатӗр тӑракан пултарулӑх пуррине ытла та вӑйлӑ туйса тӑнӑ. Вӑл ҫакна хӑй ӑшӗнче тытса усранӑ, унпа мухтаннӑ тата, ҫавна пӗлсе тӑмасӑрах, унпа телейлӗ пулнӑ. Халиччен вӑл пӗр хӑйне ҫеҫ юратнӑ тата юратмасӑр тӑма та пултарайман, мӗншӗн тесен хӑйӗнчен вӑл ыррине кӑна кӗтнӗ тата хӑйӗнчен хӑй сивӗнме ӗлкӗреймен-ха. Хӑйӗн ӗлӗкхи йӑнӑшӗсене ӑнланса илсе, ҫитӗннӗ яш ача сасартӑк хӑйне хӑй ҫапла калать: ку вӑл йӑлтах кирлӗ пек пулман, ӗлӗкхи пӗтӗмпех — шутламан ҫӗртен пулса пынӑ, вӑл ӗлӗк йӗркеллӗ пурӑнасшӑн пулман, анчах халь, Мускавран тухса кайнӑ хыҫҫӑн, уншӑн ҫӗнӗ пурнӑҫ пуҫланать; ҫав пурнӑҫра текех ун пек йӑнӑшсем пулмӗҫ, ӳкӗнӳ пулмӗ, тем тесен те, пӗр телей ҫеҫ пулӗ. Оленин та Мускавран ҫакнашкал телейлӗ ҫамрӑк шухӑш-кӑмӑлпа тухса каять.

Вӑрӑм ҫула тухсан, яланах тенӗ пек, ҫапла пулать: пирвайхи ик-виҫӗ станцӑран иртиччен ҫыннӑн шухӑшӗсем хӑй ҫула кайма тухнӑ вырӑнтах пулаҫҫӗ; унтан шухӑшсем сасартӑк, ҫул ҫинче кӗтсе илнӗ пӗрремӗш иртен пуҫласа, ҫулҫӳревӗн тӗллевӗ патне куҫаҫҫӗ те унта пуласлӑхӑн тӗлӗнмелле керменӗсене купалама пикенеҫҫӗ. Оленинпа та ҫаплах пулчӗ.

Хуларан тухнӑ хыҫҫӑн вӑл юрпа витӗннӗ уйсем ҫине пӑхса илчӗ те хӑй ҫак уйра пӗр-пӗччен пулнипе хӗпӗртерӗ, кӗрӗкпе чӗркенсе ҫуна тӗпне выртрӗ те лӑпланса тӗлӗрсе кайрӗ. Тусӗсемпе сывпуллашса уйрӑлни ун чунне хускатрӗ, вара Мускавра ирттернӗ юлашки хӗлӗн кунӗсем пӗтӗмпех ун асне килме пуҫларӗҫ; ҫав иртсе кайнӑ кунсен сӑнӗсем, уҫӑмлӑ мар шухӑшсемпе тата ӳпкелешӳсемпе пӳлӗнкелесе, пӗр йыхравсӑрах унӑн куҫӗ умне туха-туха тӑчӗҫ.

Ӑна ҫав хӑйне ӑсатакан тусӗпе пӗр хӗр аса килчӗҫ. Вӗсем ҫав хӗр пирки калаҫнӑччӗ. Ку хӗр пуян пулнӑ. «Мӗнле майпа-ха вӑл, хӗрӗ мана юратнӑ пулин те, ҫав хӗре юратма пултарнӑ?» — шухӑшларӗ Оленин, вара ун пуҫне иккӗленӳ шухӑшӗсем пырса кӗчӗҫ. «Пӗр шухӑшласа пӑхсан, пур ҫыннӑн та тӗрӗсмарлӑхсем чылаях-ха. Мӗн пирки вара эпӗ халиччен те чӑнласах юратса курман?» — тухса тӑчӗ ун умне ыйту. «Пурте мана: эсӗ юратса курман, теҫҫӗ. Чӑнах та, ӑс-тӑнпа кӑмӑл енчен ҫынсенчен катӑк-шим эпӗ?» Вара вӑл хӑй ҫӳренисене аса илме тытӑнчӗ. Вӑл хӑй светски пурнӑҫпа пурӑнма пуҫланӑ хыҫҫӑнхи малтанхи вӑхӑта тата хӑйӗн пӗр юлташӗн йӑмӑкне аса илчӗ. Вӑл каҫсенче ҫав хӗрпе сӗтел хушшинче ларса ирттеретчӗ. Лампа хӗрӗн алӗҫ тӑвакан ҫинҫе пӳрнисене тата тӑпӑл-тӑпӑл та илемлӗ пит-куҫӗн аял енне ҫутататчӗ. Ун чухне пулса иртнӗ калаҫусем аса килчӗҫ. Ҫав калаҫусем ҫывӑх ҫынсем калаҫнӑ чухнехи пек мар, темӗнле сивӗччӗ. Пӗр-пӗринпе яр уҫҫӑн та чунтан калаҫман пек туйӑнатчӗ. Ҫакӑ вара яланах тарӑхтаратчӗ. Темӗнле сасӑ пӗрмаях: апла мар, апла мар, тесе калатчӗ. Вара чӑнласах та «апла мар» пулса тухрӗ. Унтан вӑл бала тата унта хитре Д.-па мазурка ташланине аса илчӗ. «Эх, епле юратса пӑрахнӑччӗ эпӗ ҫав каҫ, мӗнешкел телейлӗччӗ! Вара тепӗр кун ирхине, вӑранса хам ирӗклӗ ҫын иккенне туйса илнӗ хыҫҫӑн, мӗнешкел йывӑр та кӳренчӗклӗ пулнӑччӗ! Мӗншӗн килмест вара вӑл юрату? Мӗншӗн алӑ-урамсене тӑлласа лартмасть?» — шухӑшларӗ вӑл. «Ҫук, юрату ҫук! Кӳршӗ улпут майри те, манпа Дубровина та, дворянсен предводительне те хӑй ҫӑлтӑрсене юратни ҫинчен пӗр пекех калаканскер, «апла мар» пулнӑ». Унтан вара Оленина ялта хӑй хуҫалӑх енӗпе ӗҫленисем аса килеҫҫӗ, анчах каллех ку асаилӳсем хушшинче те савӑнса чарӑнса тӑмаллисем нимӗн те ҫук. «Эпӗ тухса кайни ҫинчен лешсем вӑрахчен калаҫӗҫ-ши?» — пырса кӗчӗ ун пуҫне шухӑш. Анчах камсем вӗсем лешсем — вӑл пӗлмест. Ҫакӑн хыҫҫӑн ун пуҫне ӑна пит-куҫне пӗркелентерсе уҫӑмлӑ мар сасӑсем калаттаракан шухӑш пырса кӗрет: ку вӑл Капеле мосье ҫинчен тата ҫав ҫӗвӗҫе памалли 678 тенкӗ парӑм ҫинчен аса илни. Вара вӑл хӑй ҫӗвӗҫе тата ҫулталӑк хушши кӗтме ыйтса тархасланӑ сӑмахсене тата ҫӗвӗҫӗн пит-куҫӗ ҫине тӗлӗннине тата шӑпана пӑхӑннине пӗлтерекен сӑн тухса тӑнине аса илет. «Ах, турӑҫӑм, турӑҫӑм!» — тет Оленин ҫине-ҫинех, куҫне хӗссе тата ҫав киревсӗр шухӑша хуса яма тӑрӑшса. «Анчах та ҫавна пӑхмасӑрах саватчӗ вӑл мана», — шухӑшлать вӑл сывпуллашнӑ чухне сӑмах пынӑ хӗр ҫинчен. «Ҫапла, эхер те эпӗ ҫав хӗре качча илнӗ пулсан, манӑн парӑмсем пулман пулӗччӗҫ, халь вара эпӗ Васильева парӑмлӑ юлтӑм». Вара Васильевпа клубра юлашки каҫ выляни ун куҫӗ умне килсе тухрӗ, — унта вӑл тӳрех леш хӗр патӗнчен кайнӑччӗ; Васильева татах выляма мӗскӗнленсе тархасланисем, лешӗ килӗшмесӗр сивленисем ун асне килеҫҫӗ. Пӗр ҫулталӑк перекетлесе тирпейлӗ пурӑнас, вара кусене пӗтӗмпех тӳлетӗп, кайран унта ҫӑва тӗпне. Анчах та, ҫакна ҫирӗппӗн шанса тӑнӑ ҫӗртех, вӑл каллех хӑйӗн юлнӑ парӑмӗсене шутлама, вӗсене тӳлемелли вӑхӑтсене тата вӗсене хӑҫан тӳлеме палӑртнисене шутлама пуҫлать. «Шевальесӗр пуҫне тата Мореле те парӑмлӑ юлнӑ-ҫке», — аса илет вӑл; вара ҫавӑн чухлӗ парӑм тунӑ каҫ пӗтӗмпех ун умне тухса тӑрать. Ку вӑл чыкансемпе ӗҫнӗ каҫ пулнӑ, ӑна пуҫараканӗсем — леш Петербургран килнӗ Сашка Б…, флигель-адъютант тата Д… князь, унтан вара ҫав мӑнаҫлӑ старик пулнӑ… «Мӗншӗн-ха вара ҫав господасем хӑйсемпе хӑйсем ҫав териех кӑмӑллӑ? — шухӑшларӗ вӑл, — мӗнле сӑлтавпа вӗсем хӑйсене уйрӑм ушкӑн туса хураҫҫӗ, вара, вӗсен шучӗпе, ыттисене ҫав ушкӑнра пулма ытла та хисеплӗ имӗш. Хӑйсем флигель-адъютант пулнӑ пиркиех-ши вара? Ку чӑтма ҫук япала вӗт — ыттисене мӗн тери айван та йӗрӗнчӗк тесе шутлаҫҫӗ вӗсем! Эпӗ вара вӗсене, пачах урӑхла, хам вӗсемпе ҫывӑх пулма нимӗн чухлӗ те тӑрӑшманнине кӑтартса патӑм. Анчах ҫапах та, эпӗ Сашка Б… пек господинпа, полковникпа, флигель-адъютантпа ҫапла ҫывӑх ҫынсем пек «эсӗ» тесе калаҫнинчен Андрей, управляющи, питех те тӗлӗнет пулӗ тесе шутлатӑп… Тата ҫав каҫ манран ытларах никам та ӗҫмен; эпӗ чыкансене ҫӗнӗ юрӑ вӗрентрӗм, мана пурте итлерӗҫ. Нумай айван ӗҫсем тунӑ пулин те, эпӗ ҫапах та питӗ, питех те аван ҫамрӑк ҫын», — шухӑшлать вӑл.

Оленин виҫҫӗмӗш станца ҫитнӗ ҫӗре тул ҫутӑлчӗ. Вӑл, чей ӗҫсе тӑрансан, Ванюшпа пӗрле япалисемпе чӑматансене куҫарса хучӗ, унтан ӑҫта мӗн выртнине — укҫасем ӑҫта тата мӗн чухлӗ иккенне, паспорт, ҫул хучӗпе лав хучӗ ӑҫтине пӗлсе, япаласем хушшине йӗркеллӗн, тӳррӗн те тирпейлӗн вырнаҫса ларчӗ, унтан ҫаксене пурне те лайӑх майласа вырнаҫтарнӑ пек курӑннипе хавасланса кайрӗ, вара вӑрам ҫул та уншӑн инҫетерех уҫӑлма тухнӑ пек ҫеҫ туйӑнчӗ.

Иртен пуҫласа мӗн кӑнтӑрлаччен вӑл шут ӗҫӗпе чӑрманчӗ; миҫе ҫухрӑм кайнӑ ӗнтӗ, умри пӗрремӗш станцӑна ҫитме миҫе ҫухрӑм юлнӑ, пӗрремӗш хулана ҫитме мӗн чухлӗ, апатчен, чейччен, Ставрополе ҫитме мӗн чухлӗ тата халиччен кайни пӗтӗм ҫулӑн миҫемӗш пайӗ пулать — ҫавсене шутларӗ. Ҫакӑнпа пӗрлех вӑл хӑйӗн укҫа мӗн чухлӗ пулнине, мӗн чухлӗ юлассине, пур парӑмсене те тӳлеме мӗн чухлӗ кирлине тата уйӑхсерен пӗтӗм тупӑшӑн хӑш пайне пӗтерсе пырассине те шутларӗ. Каҫпа, чей ӗҫнӗ хыҫҫӑн, вӑл Ставрополе ҫитме пӗтӗм ҫул тӑршшӗн 7/11 пайӗ юлнине, парӑмсем ҫичӗ уйӑх хытса хӗсӗнсе пурӑнмалӑх тата пӗтӗм пурлӑхӗн 1/8 пайӗ чухлӗ ҫеҫ юлнине шутласа илчӗ, чунӗ лӑплансан, чипертерех чӗркенчӗ те, ҫуна тӗпне ларса, каллех тӗлӗрсе кайрӗ. Унӑн шухӑш-кӑмӑлӗсем халь ӗнтӗ малашнехи ҫинче, Кавказра пулчӗҫ. Пуласлӑх ҫинчен ӗмӗтленнисем пурте Амалат-бексен, черкес хӗрӗсен, тусен, чӑнкӑ хысаксен, тискер юхӑмсен тата тӗрлӗрен хӑрушлӑхсен сӑнӗсемпе ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ. Ҫаксем пӗтӗмпех тӗтреллӗн, уҫӑмлӑ мар курӑнаҫҫӗ; анчах чап — илӗртсе, вилӗм — хӑратса, ҫак пуласлӑхӑн илӗртӳллӗ енӗсем пулса тӑраҫҫӗ. Вӑл е калама ҫук паттӑрлӑхпа тата пурне те тӗлӗнтерсе ӑсран яракан вӑйпа ту ҫыннисен нумай йышне вӗлерет тата пӑхӑнтарать; е вӑл хӑй ту ҫынни пулса тата вӗсемпе пӗрле вырӑссене хирӗҫ хӑйсен никама пӑхӑнманлӑхӗшӗн кӗрешет. Ҫак сӑнсем ҫине сӑнарах пӑхсассӑн унта хӑйӗн Мускаври пӗлӗшӗсем курӑнаҫҫӗ. Сашка Б… кунта вырӑссемпе е ту ҫыннисемпе пӗрле ӑна хирӗҫ ҫапӑҫать. Тата ҫӗвӗҫ Капель мосье те темӗнле майпа ҫӗнтерӳҫӗн савӑнӑҫлӑ уявне пырса хутшӑнать. Эхер те ҫаксене май ӗлӗк мӗскӗнленнисем, халсӑр енсене кӑтартнисем, йӑнӑш тунисем аса килеҫҫӗ пулсан, вӗсене аса илни хаваслантарать кӑна. Паллах, лере, тусем, вӑйлӑ шыв юххисем, черкес хӗрӗсемпе хӑрушлӑхсем хушшинче, ку йӑнӑшсем тепӗр хут пулас ҫук. Вӗсене хӑй умӗнче пӗр хут каҫарттарнӑ-тӑк, ӗҫӗ те пӗтнӗ. Ҫамрӑк ҫыннӑн пуласлӑх ҫинчен пыракан кирек мӗнле шухӑшӗ ҫумне те пырса хутшӑнакан тата тепӗр пуринчен те хаклӑ ӗмӗт пур. Ку вӑл — хӗрарӑм ҫинчен ӗмӗтленни. Лере, тусем хушшинче, ҫав хӗрарӑм яштака пӳ-силлӗ, вӑрӑм ҫивӗтлӗ тата парӑнса пӑхӑнакан тарӑн куҫлӑ чура-черкес хӗрӗ пек курӑнать. Оленин куҫӗ умне тусем хушшинчи пӗр-пӗччен хӳшӗ тухса тӑрать, хӳшӗ алӑкӗ умӗнче ӑна ҫав хӗрарӑм кӗтсе тӑрать; ҫав вӑхӑтрах Оленин, ырнӑскер, тусанланса, юнланса пӗтнӗскер тата мухтава тухнӑскер, ун патне ҫаврӑнса ҫитет. Вара ҫав хӗрарӑм чуптунисем, хулпуҫҫийӗсем ун умне тухса тӑраҫҫӗ, ӑна хӗрарӑмӑн парӑнса калаҫакан ачаш сасси илтӗнет. Вӑл йӑпӑлти сӑнарлӑ, ҫав тери чипер, анчах вӗренмен, кайӑкла та тӳрккес. Хӗллехи вӑрӑм каҫсенче Оленин ӑна вӗрентме пуҫлать. Вӑл пултаруллӑ ӑслӑ, кирлӗ пӗлӳсене пурне те хӑвӑрт ӑнкарса илет. Мӗншӗн-ха? Вӑл ют чӗлхесене питех те ҫӑмӑллӑн вӗренсе ҫитме, француз литературин кӗнекисене вулама тата ӑнланма пултарать. Сӑмахран, Notre Dame de Paris ун кӑмӑлне кайма тивӗҫлӗ. Вӑл французла калаҫма та пултарать. Хӑнасем пухӑнакан пӳлӗмре вӑл хӑйне хӑй чи чаплӑ обществӑри хӗрарӑмсенчен те лайӑхрах тыткалама пултарать. Вӑл хуҫкаланмасӑр, вӑйлӑ та хӗрӳллӗн юрлама пултарать. «Эх, путсӗр шухӑш!» тет Оленин хӑйне хӑй. Кунта тата темӗнле станцӑна ҫитсе чарӑннӑ та, пӗр ҫуна ҫинчен теприн ҫине куҫса лармалла, эрех валли памалла. Анчах вӑл каллех халь ҫеҫ сирсе янӑ путсӗр шухӑшне аса илме тытӑнать, вара каллех черкес хӗрӗсем, чап, Российӑна таврӑнни, флигель-адъютант чинӗ, ҫав тери чипер арӑм куҫ умне тухса тӑнӑн туйӑнаҫҫӗ. «Анчах та юрату ҫук вӗт, — тет вӑл хӑйне хӑй. — Чап-хисеп — лӗпӗрти шухӑш кӑна. Ултҫӗр ҫитмӗл сакӑр тенкӗ вара?.. Тата мана хамӑн пурнӑҫ тӑршшӗнче кирлинчен те ытларах пуянлӑх панӑ ҫӗршыв, ҫӗнтерсе илнӗ ҫӗршыв. Сӑмах май, ҫав пуянлӑхпа пӗччен ҫеҫ усӑ курни аван мар пулӗ. Валеҫсе памалла ӑна. Анчах кама? Ултҫӗр ҫитмӗл сакӑр тенкине — Капеле, унта вара куҫ курӗ-ха…» Унтан ун шухӑшне аран анчах палӑракан курӑнусем карса илеҫҫӗ. Ванюша сасси илтӗннипе тата ҫуна шума чарӑннине туйнипе кӑна унӑн тутлӑ та йывӑр ыйхи сирӗлсе кайнӑ пек пулать, ҫӗнӗ станцӑра вара вӑл, вӑранса ҫитмесӗрех, тепӗр ҫуна ҫине куҫса ларать те малалла каять.

Тепӗр ирхине те ҫавах — ҫавнашкал станцӑсемех, ҫавнашкал чей ӗҫнисемех, ҫавнашкал чупса пыракан лаша купарчисемех, Ванюшпа кӗскен калаҫкаласа илнисемех, ҫав уҫӑмлах мар ӗмӗтсемех тата каҫсерен тӗлӗрсе пынисем, унтан вара, ӗшеннӗ хыҫҫӑнхи ҫӗр каҫипех тӑсӑлакан тутлӑ ыйхӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех