Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: II сыпӑк

Пай: Изергиль карчӑк

Автор: Александр Алга

Ҫӑлкуҫ: Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.

Хушнӑ: 2019.10.24 21:34

Пуплевӗш: 417; Сӑмах: 3293

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

— Илтнӗ-и эсӗ ӑҫта та пулин ҫакӑн пек юрланине? — пуҫне ҫӗклесе, шӑлсӑр ҫӑварне кӑтартса, куларах ыйтрӗ манран Изергиль.

— Илтмен. Нихҫан та илтмен…

— Илтес те ҫук. Юрлама юрататпӑр эпир. Илемлӗ хӗрарӑмсем ҫеҫ лайӑх юрлама пултараҫҫӗ, — илемлисем, пурнӑҫа юратаканнисем. Пӑх халӗ, ав ҫавӑнта юрлакансем, кунӗпе ӗҫле-ӗҫле, ывӑнман тетӗн-и? Ир пуҫласа каҫчен ӗҫлерӗҫ; уйӑх тухрӗ те, юрра ячӗҫ! Пурӑнма пӗлменнисем ҫывӑрма выртнӑ пулӗччӗҫ ӗнтӗ халиччен. Кам пурнӑҫа юратать, ҫав юрлать.

— Анчах та сывлӑх… — калаҫма тытӑнасшӑн пултӑм эпӗ.

— Сывлӑх тени вӑл кирек хӑҫан та пурӑнма ҫителӗклӗ. Сывлӑх! Укҫу пулсан, эсӗ ӑна пӗтермӗттӗн-им? Сывлӑх та ылтӑнпа пӗрех. Пӗлетӗн-и, мӗн тӑваттӑм эпӗ ҫамрӑк чухне? Ир пуҫласа каҫчен, пӗр ларсан кункаҫа вырӑнтан хӑпмасӑр, кавир тӗртеттӗм. Хам эпӗ хӗвел шевли пек чӗрӗ хӗрччӗ, анчах ман, вырӑнтан хускалмасӑр, чул пек хытса ларма тӳр килетчӗ. Шӑмшак ыратакан пуличчен лараттӑм. Ҫапах та, каҫ пулсанах, савни патне, ӑна хӑвӑртрах ыталаса чуптума, тухса вӗҫеттӗм. Тӑхӑр ҫухрӑмччӗ ун патне ҫитме. Каялла таврӑнма тепӗр ҫавӑн чухлӗхчӗ, мӗн чухлӗ пулать-ха вӑл? Ҫапла, чунра юрату пур чухне, эпӗ ун патне виҫӗ уйӑх хушши чупрӑм; кашни каҫ ун патӗнче пулаттӑм… Ку тарана ҫити пурӑнтӑм — хал ҫитернӗ! Мӗн чухлӗ кӑна юратрӑм пулӗ! Мӗн чухлӗ кӑна хама чуптутарса, хам та чуптурӑм пулӗ!..

Эпӗ унӑн сӑн-питне пӑхрӑм. Куҫӗсем ҫапах та тӗссӗр: асаилӳ вӗсене чӗртсе яраймарӗ иккен. Унӑн ҫуркаланнӑ, типшӗрнӗ тутисене, кӑвак ҫӑм пӗрчиллӗ шӗвӗр янахне, тӑмананни пек авӑнчӑк та пӗркеленчӗк сӑмсине уйӑх ҫутатать. Икӗ питҫӑмарти — икӗ хура шӑтӑк; пӗр шӑтӑкӗнче пуҫне ҫыхнӑ хӗрлӗ тутӑр татӑкӗ айӗнчен сапаланса тухнӑ кӗл тӗслӗрех кӑвак ҫӳҫ пӗрчисен пайӑрки выртать. Пичӗ, ӗнси, аллисем унӑн пӗтӗмпех куштӑрканӑ; енчен ватӑ Изергиль кӑшт хускалас-тӑвас пулсан, типсе хӑрнӑ ӳт-тирӗ унӑн татӑкӑн-татӑкӑн сапаланса каяс пек, ман умма вара тӗксӗм хура куҫлӑ ҫара кӗлетке ҫех тӑрса юлас пек туйӑнать. Вӑл хӑрӑлтатса тухакан сассипе малалла калама пуҫларӗ. «Эпир аннепе Фальми ҫывӑхӗнче, Бырлат шывӗ хӗрринчех пурӑнаттӑмӑр; вӑл пирӗн хутора кимӗпе ишсе пынӑ ҫул эпӗ вунпиллӗкреччӗ. Вӑл — питӗ ҫӳлӗ, тӑн-тӑн пӳ-силлӗ, хура мӑйӑхлӑ, савнӑҫлӑ каччӑччӗ. Хӑй кимӗ ҫинче ларать, пирӗн чӳрече еннелле пӑхса, янӑравлӑ сассипе: «Эй, эрех тата ҫырткаламалли ҫук-и сирӗн», тесе кӑшкӑрать. Эпӗ чӳречерен йывӑҫ турачӗсем хушшипе тинкеререх пӑхатӑп та куратӑп; уйӑх ҫутатнипе юханшыв ҫийӗ кӑн-кӑвак, вӑл — шурӑ кӗпепе, пилӗкне икӗ вӗҫне ик еннелле янӑ сарлака пиҫиххи ҫыхнӑ — пӗр урипе кимӗ ҫине, тепринпе ҫырана пусса тӑрать. Сулланкалать те тем юрлать хӑй. Мана курчӗ те ҫапла калать: «Акӑ мӗнле хитрескер пурӑнать иккен кунта!.. Эпӗ пӗлмен те!» тет. Мана куриччен тӗнчери мӗн-пур илемлӗ хӗрсене пӗлнӗ, имӗш! Эпӗ ӑна эрех тата пӗҫернӗ сысна какайӗ патӑм… Тепӗр тӑватӑ кунтан хама та пӗтӗмӗшпех ун аллине патӑм… Эпир унпа каҫсерен кимӗпе ярӑнса ҫӳреттӗмӗр. Вӑл шыв тӑрӑх кимӗпе ишсе анать, пирӗн тӗле ҫитсен, тыркас пек шӑппӑн кӑна шӑхӑрса илет те, эпӗ вара чӳречерен шыв хӗррине пулӑ пек сикетӗп! Каятпӑр вара… Вӑл Прут хӗрринчен килнӗ пулӑҫӑччӗ; анне, йӑлтах пӗлсе ҫитсен, хӗнерӗ мана, вӑл вара мана хӑйпе пӗрле Добруджӑна, унтан тата инҫете — Дунай ҫине кайӑпӑр тесе ӳкӗтлеме пуҫларӗ. Анчах та вӑл ун чухне ман кӑмӑла кайми пулса ҫитнӗччӗ ӗнтӗ, сивӗнме пуҫларӑм унран — юрлама та чуптума ҫеҫ пӗлет, урӑх нимӗн те ҫук! Кичем пулса ҫитрӗ. Вӑл вӑхӑталла ҫав вырӑнта гуцулсем ушкӑн-ушкӑнпа ҫӳреме пуҫларӗҫ; вӗсем хушшинче те кӑмӑллисемех пурччӗ… Вӗсемшӗн тӗнче хаваслӑрахчӗ. Пӗр-пӗр пике кӗтет-кӗтет хӑйӗн Карпат маттурне, е халиччен тӗрмере ларать, е ҫапӑҫса вилчӗ те пулӗ тесе шухӑшлать, — вӑл пур, пӗр-пӗччен е юлташӗсемпе пӗрле ун умне, таҫтан пӗлӗтрен татӑлса ӳкнӗ пек, тухать-тӑрать. Чаплӑ парнесем тыттарать — ҫӑмӑлпа кӗнӗ мар-и мӗнпурӗ вӗсен аллине! Ӗҫкӗ-ҫикӗ ирттерет савнийӗ патӗнче, мухтанать унпала хӑйӗн юлташӗсем умӗнче. Лешӗ каҫсах каять. Эпӗ гуцулпа вӑхӑт ирттерекен тантӑшӑмран пӗррехинче гуцулсене кӑтартма ыйтрӑм… Мӗн ятлӑччӗ-ха вӑл? Маннӑ. Йӑлтах манакан пултӑм ӗнтӗ. Нумай вӑхӑт иртнӗ ҫав унтанпа, пурне те манса кайӑн!.. Тантӑш мана пӗр маттурӗпе паллаштарчӗ. Чиперччӗ… Хӗрлӗ ҫӳҫлӗччӗ вӑл, пӗтӗмпех хӗрлӗ — мӑйӑхӗ те, кӑтрисем те! Ҫулӑм пуҫ. Хӑй питӗ салхуччӗ, хӑш чухне ачашчӗ те, тепӗр чух вара тискер кайӑк пек туллашса, ахӑрса каятчӗ, Пӗринче вӑл мана питрен ҫапрӗ… Эпӗ, кушак пек, кӑкӑрӗ ҫине сиксе лартӑм та питҫӑмартинчен шӑлпа ҫатӑртаттарса ҫыртса илтӗм…

Ҫавӑнтан вара унӑн хӑрах питҫӑмартийӗ ҫинче шӑтӑк пулса юлчӗ; ҫав вырӑна чуптусан питӗ юрататчӗ…»

— Пулӑҫӑ ӑҫта кайса кӗчӗ? — ыйтрӑм эпӗ.

— Пулӑҫӑ-и? — Вӑл та… унтах… Гуцулсемпе явӑҫса кайрӗ. Малтан тек мана ӳкӗтлесе пурӑнчӗ, шыва ывӑтатӑп тесе хӑрататчӗ, унтан, лешсем ҫумне ҫыпӑҫрӗ те, урӑххине тупрӗ… Вӗсене иккӗшне пӗрлех ҫакса вӗлерчӗҫ — пулӑҫне те, леш гуцулне те. Эпӗ вӗсене мӗнле ҫакнине курма та кайрӑм. Добруджӑра ҫакрӗҫ. Пулӑҫи кӑвакарса кайнӑ, йӗрет, гуцулӗ чӗлӗм туртса пырать. Пырать хӑйне май, чӗлӗмне туртса, аллисене кӗсйисене чикнӗ, пӗр енчи мӑйӑхӗ хулпуҫҫийӗ ҫинче выртать, тепри — кӑкӑрӗ ҫине усӑнса аннӑ. Мана курчӗ те, ҫӑварӗнчен чӗлӗмне кӑларса: «Сывӑ пул!» тесе кӑшкӑрчӗ. Эпӗ ҫулталӑк хушши ӑна хӗрхенсе пурӑнтӑм. Эх… Ку ӗҫӗ вӗсен хӑйсем Карпат тӑвӗсем еннелле, килнелле кайма шут тытсан пулнӑ. Юлашки хут, сывпуллашма тесе, пӗр румын патне кӗнӗ пулнӑ вӗсем, ҫавӑнта тытнӑ. Иккӗшне ҫеҫ, хӑшӗсене унтах вӗлернӗ, теприсем тарса хӑтӑлнӑ… Румынне пурпӗрех тавӑрнӑ кайран… Хуторне те, арманне те, тырри-пуллине те йӑлтах вут тӗртсе ҫунтарса янӑ. Ыйткалакан пулса юлчӗ».

— Эсӗ ӑна ҫапла турӑн-и? — ӑнсӑртран ыйтрӑм эпӗ.

— Гуцулсен тусӗсем нумайччӗ, пӗр эпӗ кӑна мар… Кам вӗсемшӗн чи ырӑ тус пулнӑ, ҫав вӗсене асӑнса хӗрӗхмӗш кунне ирттернӗ…

Тинӗс хӗрринче юрӑ шӑпланчӗ, унтан ӗнтӗ хум шавлани ҫеҫ илтӗнсе тӑрать; карчӑкӑн шухӑ пурнӑҫ ҫинчен пынӑ калавне тарӑн шухӑшлӑ шухӑ хумсем тепӗр хут мухтавлӑн каласа панӑн туйӑнаҫҫӗ. Каҫ ӑшӑнса, ҫемҫелсех пырать. Ҫав уйӑх ҫути йӑлтӑр-кӑваккӑн курӑнать. Каҫа пула курӑнми пулнӑ ҫынсен чӑрмавлӑ пурнӑҫӗ ҫуратнӑ сасӑсем, хумсем шӑпӑлтатнӑҫем шӑпӑлтатнипе хупланса, ерипенех илтӗнми пулса ҫитеҫҫӗ… Ҫил те вӑйлӑланчӗ.

— Тата эпӗ пӗр тӗрӗке юратрӑм. Унӑн керменӗнче пултӑм, Скутарире. Пӗр эрне хушши пурӑнтӑм, — начарах мар… Анчах кичем пула пуҫларӗ… Хӗрарӑмсем те хӗрарӑмсем… Йӑлӑхтарчӗҫ… Саккӑрччӗ вӗсем унӑн… Кунӗпе ҫиеҫҫӗ, ҫывӑраҫҫӗ, кирлӗ-кирлӗ мара сӳпӗлтетеҫҫӗ… Е вӑрҫаҫҫӗ, е чӑхӑсем пек кӑкӑлтатаҫҫӗ… Хӑй ҫамрӑк марччӗ ӗнтӗ, леш тӗрӗкӗ. Чалланса ҫитнӗпе пӗрех, калама ҫук мӑнкӑмӑллӑ, пуян. Патша пек калаҫать… Куҫӗсем йӑм-хураччӗ… Ҫивӗч куҫсем… Чуна шӑтарас пек тӳррӗн пӑхаҫҫӗ. Кӗлтума питӗ юрататчӗ. Эпӗ ӑна Букурештире куртӑм… Пасарта, патша пек, мӑнаҫлӑн пӑхкаласа ҫӳрет. Эпӗ ун ҫине пӑхса йӑл култӑм. Ҫав каҫах урамра мана тытрӗҫ те ун патне илсе пычӗҫ. Вӑл сандал тата пальма сутса пураннӑ, Букурештине тем сутӑн илме килнӗ пулнӑ. — Пыратӑн-и ман пата? — тет. — Пыратӑп! — тетӗп. — Юрать! — терӗ. Кайрӑм вара. Пуян пулнӑ вӑл, ҫав тӗрӗк. Ывӑлӗ те пурччӗ — хураскер, питӗ тӑп-тӑп, кӗрнеклӗ ача. Пӗр вунулттӑраччӗ вӑл. Ҫав ачапа пӗрле тухса тартӑмӑр тӗрӗк патӗнчен, ашшӗ килӗнчен… Болгарие тартӑмӑр, Лом-Паланка… Унта мана пӗр болгар хӗрарӑмӗ, те каччишӗн, те упӑшкишӗн — астӑваймастӑп ӗнтӗ — ҫӗҫӗпе кӑкӑртан чикрӗ.

Вӑрах чирлесе пурӑнтӑм пӗр монастырьте. Хӗрарӑмсен монастырӗччӗ. Пӗр хӗр мана пӑхатчӗ, поляк хӗрӗ… Ун патне тепӗр монастырьтен, — вӑл Арцер-Паланка ҫывӑхӗнче пек астӑватӑп, — пиччӗшӗ ҫӳретчӗ, монах. Теплескер… ӑман пек, тек явкаланатчӗ ман умра… Тӳрленсе ҫитсен, эпӗ унпа пӗрле тухса кайрӑм… унӑн Польшине.

— Тӑхта-ха!.. Леш тӗрӗк ачи ӑҫта?

— Ача-и? Ачи вӑл вилчӗ. Те тӑван килне тунсӑхланипе, те ҫав тери хытӑ юратнипе… Ҫитӗнсе ҫитмен йывӑҫ хӗртсе хӗвел пӑхнипе аптранӑ пек, типнӗҫем типе пуҫларӗ… Типет те типет… пӑхатӑп — витӗр курӑнас пек пӗтсе кайнӑ, пӑр катӑкӗ пек кӑвакарнӑ, чӗринче ҫапах юрату ҫунать… Пӗшкӗнсе чуптума ыйтать хӑй… Эпӗ юрататтӑм ӑна, астӑватӑп, нумай чуптурӑм… Унтан йӑлтах типсе-хӑрса кайрӗ, вырӑнӗ ҫинчен хускалайми пулчӗ. Выртать мӑнтарӑн. Мана хӑй ҫумне выртса ӑшӑтма тилмӗрсе ыйтатчӗ. Эпӗ итлеттӗм. Выртаттӑм та ун ҫумне… вӑл кӑвар пек вӗриленсе каятчӗ. Пӗринче вӑранса кайрӑм та туятӑп — вӑл сивӗ… вилнӗ… Питӗ хытӑ макӑртӑм. Кам пӗлет? Тен, эпех вӗлертӗм ӑна. Эпӗ унран икӗ хут аслӑччӗ. Вӑйлӑччӗ те ӳтлӗччӗ… а вӑл пур — мӗн вӑл? Ача!..

Карчӑк йывӑррӑн сывларӗ те, куштӑрканӑ тутисемпе тем пӑшӑлтатса, — кӑна эпӗ малтанхи хут куртӑм, — виҫӗ хутчен сӑхсӑхса илчӗ.

— Ҫапла, эсӗ Польшӑна тухса кайрӑн пулать… — малалла итлес шутпа асилтертӗм эпӗ ӑна.

— Ҫапла ҫав… леш пӗчӗк полякпа. Вӑл кулӑшла та киревсӗр ҫынччӗ. Хӑйне хӗрарӑм кирлӗ самантра ман ҫумма кушак аҫи пек сӗртӗнетчӗ, сӑмахӗсем пыл та ҫуччӗ, эпӗ ӑна кирлӗ мар чухне, унӑн урӑхла сӑмахӗсем саламат пек пырса тиветчӗҫ. Пӗринче ҫапла, ҫыр хӗррипе пыратпӑр, вӑл мана ҫав тери кӳрентерекен сӑмах каларӗ. О! О!.. Эпӗ ҫав тери тарӑхса кайрӑм! Сӑмала пек вӗреме кӗтӗм! Эпӗ ӑна аллӑмсемпе, хӑй пӗтӗмпех кӑвакарса кайиччен, аяк пӗрчисене ыраттармалла ҫатӑрласа тытрӑм та пӗчӗк ачана йӑтнӑ пек ҫӳле ҫӗклерӗм. Шари кӑшкӑрать хайхи. Кулса вилмелле. Хӑлаҫланса тӑтӑм та ҫырантан шыва ывӑта патӑм. Эпӗ ҫӳлтен аялалла пӑхса тӑратӑп, вӑл шывра ҫапкаланать. Пӑрахрӑм та кайрӑм. Урӑх нихҫан та тӗл пулман унпа. Эпӗ ҫав тӗлӗшпе телейлӗ пулнӑ: тахҫан пӗрре юратнисене урӑх нихҫан та тӗл пулман. Аван мар вӑл, вилнисемпе тӗл пулнӑ пек.

Йывӑррӑн сывласа илчӗ те шӑпланчӗ карчӑк. Эпӗ вӑл асӑннӑ ҫынсене хам куҫ умне илсе килсе тӑратрӑм. Акӑ, ҫулӑм тӗслӗ, хӗрлӗ сӑнарлӑ гуцул, вӑрӑм мӑйӑхлӑскер, лӑпкӑн кӑна чӗлӗмне туртса, хӑйне ҫакса вӗлермелли вырӑна утса пырать. Унӑн пур япала ҫине те хытӑ тинкерсе пӑхакан кӑвак куҫӗсем сиввӗн курӑннӑ пулас. Акӑ, ун ҫумӗнче, Прут хӗрринчен килнӗ хура мӑйӑхлӑ пулӑҫӑ; вилесси килменнипе йӗрет вӑл; хӑранипе шурса кайнӑ пичӗ ҫинчи куҫӗсем, ӗлӗк чух ҫиҫсе тӑраканскерсем, тӗксӗмленнӗ; куҫҫулӗпе йӗпеннӗ мӑйӑхӗ чалӑшнӑ ҫӑвар ик енӗпе хурлӑхлӑн усӑнса аннӑ. Акӑ вӑл, ватсупнӑ, мӑнаҫлӑ тӗрӗк, фаталист; сӑхӑ та тискер пулнӑ пулас вӑл; ун ҫумӗнче — унӑн ывӑлӗ, хӗрарӑм тутисем наркӑмӑшланипе шурса кайнӑ, нӳтӗркеннӗ хӗвелтухӑҫ чечекӗ. Акӑ тата вӗҫкӗн поляк, хӑйне чиперлеме, ҫынна — тарӑхтарма юратаканскер, сӑмах авӑртма пултаракан выҫӑ этем… Пурте вӗсем — типшӗм мӗлкесем анчах; вӗсен юратни, вӗсем чуптуни халӗ ман ҫумра ларать; вӑл чӗрӗ, анчах ӑна та вӑхӑт типӗтсе хӑварнӑ; вӑл ӳтсӗр, юнсӑр; чӗринче ӗмӗт юлман, куҫӗсенче кӑварӗ сӳннӗ — вӑл та мӗлкепе пӗрех ӗнтӗ.

Вӑл малалла калать:

— Польшӑра пурӑнма йывӑр пулса ҫитрӗ. Унта сивӗ чунлӑ, ултавҫӑ ҫынсем пурӑнаҫҫӗ. Вӗсен ҫӗлен чӗлхине вӗренеймерӗм. Вӗҫӗмех пӑшӑлтатаҫҫӗ… Тем пӑшӑлтатаҫҫӗ? Ултавҫӑсем иккенне кура, турӑ ҫӗлен чӗлхи панӑ вӗсене. Ҫӳретӗп ҫапла, ӑҫта каймаллине пӗлмесӗр, куратӑп: вӗсем сире, вырӑссене, хирӗҫ пӑлхава хатӗрленеҫҫӗ. Бохни хулине ҫитрӗм. Пӗр жид сутӑн илчӗ мана. Хӑйшӗн мар, манпа сутӑ тума туянчӗ. Эпӗ килӗшрӗм. Пурӑнас тесен — мӗн те пулин тума пӗлес пулать. Эпӗ нимӗн тума та пӗлместӗп, ҫавӑн пирки хама сутма тиветчӗ. Анчах та эпӗ ҫапла шутларӑм: хам ҫуралнӑ ҫӗре, Бырлат хӗррине таврӑнмалӑх кӑшт та пулин укҫа тусан, сӑнчӑрсем тепле ҫирӗп пулсан та, татӑпах вӗсене, терӗм. Пурӑнтӑм вара ҫавӑнта. Ман пата пуян пансем ҫӳретчӗҫ, ӗҫкӗ ӗҫетчӗҫ. Питӗ хакла ларатчӗ ку вӗсемшӗн. Ҫапӑҫатчӗҫ маншӑн, чухӑна юлатчӗҫ. Пӗри, ман ҫумма ҫав тери ҫыпӑҫасшӑн пулса, акӑ мӗн турӗ: хӑй ман пата килет, хыҫӗнчен тарҫи хутаҫ йӑтса пырать. Пан ҫав хутаҫа пуҫӑм ҫине тытрӗ те пуҫ-хӗрлӗ ӳпӗнтерчӗ. Ылтӑн тенкӗсем тӑкӑна пачӗҫ, вӗсем урайне ӳксе чӑнкӑртатнине итлеме питӗ кӑмӑллӑ пек туйӑнчӗ мана. Анчах эпӗ ӑна пурпӗрех хӑваласа кӑларса ятӑм. Унӑн пичӗ ҫав тери тачка та нӳрӗччӗ, хырӑмӗ — минтер пек. Вӑл мӑнтӑр сысна пек пӑхкалатчӗ. Мана ылтӑнпа шыва кӗртес тесе, мӗнпур ҫӗрӗсене, ҫурчӗсене, учӗсене сутса яни ҫинчен каларӗ пулин те, пурпӗрех хӑваласа кӑларса ятӑм. Вӑл вӑхӑтра эпӗ пӗр касӑлса ҫӗвӗленнӗ питлӗ пана юрататтӑм. Унӑн пӗтӗм питне хӗҫпе хӗреслетсе касса пӗтернӗччӗ. Тӗрӗксем ҫапла тунӑ ӑна, нумай пулмасть вӑл вӗсене хирӗҫ грексем майлӑ пулса ҫапӑҫнӑ-мӗн. Вӑт ҫын!.. Мӗне кирлӗ пулнӑ-ха грексемшӗн ҫапӑҫма поляк чунӗпе? Вӑл пур, кайнӑ та ҫапӑҫнӑ вӗсен тӑшманӗсене хирӗҫ. Тураса пӗтернӗ хӑйне; хытӑ ҫапнипе пӗр куҫӗ юхса тухнӑ, сулахай аллин икӗ пӳрнине касса татнӑ… Мӗне кирлӗ пулнӑ-ха ӑна грексем? Хӑй поляк. Акӑ мӗн: вӑл хӑюлӑхпа чӑрсӑрлӑха юратнӑ. Ҫын ҫавна юратать пулсан, вӑл хӑйӗн хӑюлӑхӗпе чӑрсӑрлӑхне кӑтартма пӗлет, ӑна тума вырӑн та тупать. Пӗлетӗн-и эсӗ, пурнӑҫра ху хӑюлӑхна кӑтартас тесен, уншӑн кирек хӑҫан та вырӑн тупӑнать. Тупма пултарайманнисем — кахалсем е хӑравҫӑсем, е пурнӑҫ мӗн иккенне ӑнланмаҫҫӗ вӗсем, мӗншӗн тесен, ҫынсем пурнӑҫа ӑнланаҫҫӗ пулсан, вӗсенчен кашнийӗнех ҫӗр ҫине хӑйӗн мӗлкине хӑварас килӗччӗ. Этем тени ним йӗрсӗр-мӗнсӗр ҫухалмӗччӗ вара пурнӑҫран… О, каскаланса пӗтнӗ ҫын — лайӑх этемччӗ! Вӑл, мӗн те пулин тӑвас тесе, тӗнче хӗррине ҫити кайма хатӗрччӗ. Пӑлхав вӑхӑтӗнче сирӗннисем вӗлерчӗҫ пулас ӑна. Мӗншӗн эсир мадьярсене хӗнеме ҫӳренӗ? Ну-ну, ан шарла!..

Мана чӗнмӗш пулма хушса, ватӑ Изергиль хӑй те сасартӑк шӑпланчӗ те шухӑша кайрӗ.

— Тата пӗр мадьяра та пӗлеттӗм эпӗ. Пӗррехинче вӑл ман патӑмран тухса кайрӗ те, — хӗллеччӗ, — ӑна ҫуркунне юр ирӗлсе пӗтсен тин хирте тупнӑ. Пӑшалпа пуҫӗнчен персе шӑтарнӑ пулнӑ! Вӑт мӗнле! Куратӑн — юрату ҫынсене муртан кая мар шӑлать; чӑнах, шутла-ха, — пӗртте кая мар… Мӗн ҫинчен калаҫаттӑм ҫав эпӗ? Польша ҫинчен пулас?.. Ҫапла, эпӗ унта юлашки вӑййӑма вылярӑм. Пӗр шляхтича тӗл пултӑм… Мӗнле пулма пултарнӑ! Шуйттан пек илемлӗччӗ. Ун чухне эпӗ ватӑччӗ ӗнтӗ; эх, ватӑччӗ ҫав! Хӗрӗхре марччӗ-ши? Ҫитнӗ те пулӗ ҫав унталла… Мӑнкӑмӑллӑччӗ вӑл, мухтанчӑк, эпир, хӗрарӑмсем, ачашланипе иртӗнсе кайнӑскер. Питӗ хакла ларчӗ вӑл мана… ҫапла ҫав. Вӑл мана нимсӗр-мӗнсӗрех алла илесшӗн пулчӗ, анчах та эпӗ парӑнмарӑм. Эпӗ нихҫан та ҫын аллинчи хӑрхӑм пулман. Жидпа татӑлса ҫитрӗм, нумай укҫа хӑвартӑм ӑна… Краковра пурӑнаттӑм ӗнтӗ. Манӑн мӗн кирлӗ ҫав пурччӗ: утсем те, ылтӑн та, тарҫӑсем те… Ман пата вӑл мӑнкӑмӑллӑ эсрел пек ҫӳретчӗ, эпӗ хӑйӗн аллине хамах кӗрсе ӳкессе ӗмӗтленетчӗ. Тавлашса кайрӑмӑр унпа… Астӑватӑп — ҫав харкашӑва пула усалланса ҫитрӗм. Вӑрахчен ҫапла пычӗ… Тухрӑмах ҫиеле: вӑл ман умма чӗркуҫленсе ларса йӑлӑнма пуҫларӗ… Анчах та, хӑйне мӗн кирлине илсенех, пӑрахса кайрӗ. Ун чухне вара хам чӑнах та ватӑ иккенне ӑнлантӑм… Ох, тутлӑ мар ӑна ӑнланса илсен! Тутлӑ мар… Юрататтӑм-ҫке ҫав шуйттана… вӑл пур, тӗл пулмассерен кулатчӗ… киревсӗрччӗ! Ҫынсене каласа парса манран кулатчӗ, пӗлеттӗм эп ӑна, вӑл мӗн калани хӑлхана ҫитсе кӗретчӗ. Калатӑп-ҫке, питӗ тарӑхтарса ҫитерчӗ. Хӑй вӑл унтах пурӑнатчӗ-ха, ҫавӑнпа та эпӗ ӑна курса та пулин савӑнаттӑм. Анчах вӑл сирӗнпе, вырӑссемпе, ҫапӑҫма тухса кайсан, чунӑма тӑвӑр пулса ҫитрӗ. Хама хам кӑшларӑм, анчах ҫисе яраймарӑм… Ун хыҫҫӑн тухса кайма шут тытрӑм. Вӗсем Варшава ҫывӑхӗнче, вӑрманта тӑратчӗҫ.

Ҫитрӗм те пӗлтӗм: вӗсене сирӗннисем аркатса тӑкнӑ иккен, вӑл тыткӑна лекнӗ, инҫе мар, пӗр ялта ларать-мӗн.

«Капла-тӑк, урӑх курасси пулас ҫук ӗнтӗ», — тесе шухӑшлатӑп. Курассӑм килет хамӑн. Апла-тӑк, курма тӑрӑшасах пулать… Ыйткалаканла тумлантӑм та, питӗме тутӑрпа хупласа, уксахласа, ӑна хупса хунӑ яла тухса кайрӑм. Ӑҫта пӑхнӑ унта — казаксем те салтаксем. Хакла ларчӗ мана унта пулса курни! Тыткӑнри поляксем ӑҫта ларнине пӗлтӗм те куратӑп — ҫӑмӑл мар пырса кӗме. Пыма — пырасах пулать. Ҫӗрле шӑвӑнса ҫитрӗм вӗсем ларнӑ тӗлелле. Анкартинче йӑрансем тӑрӑх шӑватӑп та куратӑп: ман ҫул ҫинче часовой тӑрать… Поляксем юрлани, хыттӑн калаҫни илтӗнет ӗнтӗ. Пӗр юрӑ юрлаҫҫӗ… турамӑшӗ ҫинчен… Лешӗ те унтах, юрлать… Ман Аркадэк. Темле аван мар пулса кайрӗ. Шухӑшлатӑп: ӗлӗк ман хыҫран шӑватчӗҫ… Халӗ — вӑхӑт ҫитрӗ ак — хам ӗнтӗ ҫын хыҫӗнчен ҫӗлен пек ҫӗр ҫумӗпе шӑватӑп, тен, вилӗме хирӗҫ шӑватӑп, тетӗп. Умри часовой илтет ӗнтӗ, ак вӑл малалла уртӑнчӗ. Мӗн тӑвас? Ҫӗр ҫумӗнчен хӑпса тӑтӑм та ун патнелле утрӑм. Ҫӗҫӗ те ҫук хамӑн, аллӑмсем те чӗлхем анчах. Кулянатӑп ҫӗҫӗ илменшӗн. «Чим-ха», — пӑшӑлтататӑп ӑшӑмра. Салтак ҫак самантра штыкне хырӑмах перӗнтерчӗ. Эпӗ пӑшӑлтатса калатӑп ӑна: «Ан чик-ха, тӑхта, итле-ха мана, чуну пур пулсан, нимех те ҫук ман сан валли… Йӑлӑнса ыйтатӑп…» тетӗп. Пӑшалне куҫ умӗнчен илчӗ те, вӑл та ҫаплах пӑшӑлтатса сӑмах хушать: «Кай кунтан, хӗрарӑм, кай! Мӗн кирлӗ сана?» тет. Ывӑлӑм кунта ман, тыткӑнра ларать, тетӗп… «Ӑнланатӑн-и эсӗ, салтак, ывӑл мӗн иккенне?! Эсӗ ху та камӑн та пулин ывӑлӗ вӗт, ҫапла мар-и? Пӑхсам ман ҫине — манӑн та сан пекех ывӑл пур, вӑл тыткӑнра! Ирӗк пар мана ун ҫине пӑхса илме, тен вӑл часах вилӗ… тен, сана та ыранах вӗлерӗҫ… аннӳ татӑлса йӗрӗ, ҫапла вӗт? Ҫуратнӑ аннӳне курмасӑр вилме сана та йывӑр пулмалла вӗт? Ман ывӑлшӑн пулсан та ҫаплах вӑл. Хӗрхенччӗ эсӗ хӑвна ху, ман ывӑла хӗрхенччӗ, мана та — унӑн амӑшне — хӗрхенччӗ!»

«Ох, питӗ вӑрах ӳкӗтлерӗм. Ҫумӑр ҫӑватчӗ, йӗпетрӗ пире. Ҫил шӑхӑратчӗ те уласа яратчӗ, вӑл мана пӗр ҫурӑмран, пӗр кӑкӑртан тӗртетчӗ. Чул пек салтак умӗнче сулланкаласа тӑратӑп хам. Унӑн пӗртен-пӗр сӑмах — «Юрамасть!» Кашнинчех, унӑн сӑмахне илтмессерен, лешне — Аркадэка курас ӗмӗт ҫулӑмпа хыпса илет… Хам калаҫатӑп, куҫӑмсемпе салтака виҫетӗп — вӑл пӗчӗккӗ, типшӗм, ӳслӗке ернӗскер. Ак эпӗ ҫӗре ӳкетӗп те, унан чӗркуҫҫийӗсене ыталаса, хӗрӳллӗ сӑмахсем калатӑп, йӑлӑнатӑп, хам салтака туртатӑп та ҫӗре ӳкеретӗп. Вӑл пылчӑк ҫине ӳкрӗ. Вара ун питне-куҫне ҫӗрелле ҫавӑртӑм та, ан кӑшкӑртӑр тесе, лӳшкенчӗке пусса чикрӗм. Вӑл ҫухӑрмарӗ, анчах мана хӑй ҫурӑмӗ ҫинчен сирсе ывӑтасшӑн пулса, хытӑ тапаҫланчӗ. Эпӗ икӗ аллӑмпа та ун пуҫне лӳшкенчӗк ӑшне шаларах чышса кӗртрӗм. Чыхӑннипе вӑл сывлайми пулса ҫитрӗ, каҫӑхрӗ… Вара эпӗ поляксене хупса лартнӑ кӗлет патне чупса кайрӑм. «Аркадэк! Аркадэк!..» тесе пӑшӑлтататӑп стена хушӑкӗнчен. Поляксем вӗсем часах тавҫӑрса илеҫҫӗ — илтрӗҫ те юрлама чарӑнчӗҫ. Ак, унӑн куҫӗсем манӑнне хирӗҫ пӑхрӗҫ. «Тухма пултаратӑн-и кунтан?» — тесе ыйтатӑп. «Урай хӑми айӗнчен тухма пулать» — тет. «Хӑвӑртрах эппин» — тетӗп. Акӑ, кӗлет айӗнчен тӑваттӑн йӑраланса та тухрӗҫ. Вӗсенчен пӗри — Аркадэк. «— Ав, выртать!..» терӗҫ те, ҫӗр ҫумне пӗшкӗнсе, шӑппӑн шӑвӑна пачӗҫ. Ҫумӑр шӑпӑртатса ҫӑвать, ҫил шӑхӑрса улать. Эпир ялтан тухрӑмӑр та, шавламасӑр, вӑрманпа пытӑмӑр. Васкатпӑр. Аркадэк мана алӑран тытнӑ, хӑйӗн алли кӑвар пек. Чӗтрет. О! вӑл шарламасӑр пынӑ чух, унпа тем пекех ырӑччӗ мана. Юлашки самантӑм пулчӗ ку — ман чӑрсӑр пурнӑҫӑн юлашки ырӑ саманчӗ. Акӑ ӗнтӗ эпир ҫаран ҫине тухрӑмӑр та чарӑнса тӑтӑмӑр. Тӑваттӑшӗ те мана тав турӗҫ. Темӗн каларӗҫ вӗсем мана, нумай, вӑрахчен калаҫрӗҫ. Хам итлетӗп, хам пӗр вӗҫӗмсӗр панӑм ҫине пӑхатӑп. Ыталаса илчӗ те мана, питӗ вӗриленсе кайса калаҫма пуҫларӗ… Мӗн-мӗн каланинех астӑваймастӑп, хӑйне тыткӑнран хӑтарнӑшӑн тав турӗ пулас, юратма пулчӗ… Вара ман умма чӗркуҫленсе ларчӗ те, кулса: «Манӑн королева!» — терӗ. Ак мӗнле ултавҫӑ йытӑ пулнӑ вӑл!.. Тапрӑм эп ӑна ун чухне урапа, питӗнчен те ҫупаттӑм пулӗ, анчах вӑл, каялла сулӑнса кайса, сиксе тӑма ӗлкӗрчӗ. Тӑрать ман умра — тытса ҫурас пек хӑрушӑ, кӑвакарса, шурса кайнӑ… Лешсем те, виҫҫӗшӗ, тӗксӗммӗн тӑраҫҫӗ. Пӗри те чӗнмест. Пӑхрӑм та вӗсем ҫине… Астӑватӑп, питӗ кичем пулса кайрӗ мана, таҫтан ӳркевӗм килсе тухрӗ… «Уттарӑр», — терӗм. Вӗсем, йытӑсем: «Ҫул кӑтартса пыма каялла таврӑнмастӑн-и?» — теҫҫӗ. Ак мӗнле ирсӗрсем! Пурпӗр, кайрӗҫех. Унтан эпӗ те кайрӑм… Тепӗр кунне мана сирӗннисем тытрӗҫ, анчах та хӑвӑртах ячӗҫ. Шухӑшларӑм та, хама йӑва кирлине туйса илтӗм. Ҫитет, терӗм, куккук пек пурӑнма. Йывӑр пулса ҫитрӗ, ҫунатӑмсем усӑнчӗҫ, тӗкӗмсем тӗксӗмленчӗҫ… Вӑхӑт, вӑхӑт! Вара Галицине ҫул тытрӑм, унтан — Добруджӑна. Вӑтӑр ҫула яхӑн ӗнтӗ ҫакӑнта пурӑнатӑп. Упӑшкам пурччӗ ман, молдаван, иртнӗ ҫул вилчӗ. Пурӑнатӑп ҫапла. Пӗчченех… Ҫук-ҫке, пӗччен мар, ав ҫавсемпе.

Карчӑк тинӗс еннелле аллине тӑсса кӑтартрӗ. Унта шӑп. Хутран-ситрен ҫеҫ темле ултавлӑ сасӑ кӗскен илтӗнет те ҫав самантрах таҫта кайса ҫухалать.

— Юратаҫҫӗ вӗсем мана. Темӗн те пӗр каласа кӑтартатӑп вӗсене. Вӗсемшӗн кирлӗ вӑл. Пурте ҫамрӑк-ха… Аван мана вӗсемпе пурӑнма. Пӑхатӑп та ҫамрӑксем ҫине: «Ӗлӗк чух эпӗ те вӗсем пӗкехчӗ», тетӗп. Анчах та эпир чухне этемре вӑй нумайрахчӗ те ҫулӑм ытларахчӗ, ҫавӑнпа та пурӑнма хаваслӑрахчӗ, лайӑхрахчӗ… Ҫапла ҫав!..»

Вӑл калаҫма чарӑнчӗ. Мана унпа юнашар ларма кичем пулса ҫитрӗ. Вӑл, тӗлӗрнӗ пек пулса, пуҫне пӑркаласа, тем пӑшӑлтатать… кӗлтӑвать-и, тен.

Тинӗсрен пӗлӗт йӑсӑрланса хӑпарчӗ, — хура та йывӑр, тискер те хӑрушӑ, ту тӑррисем пек кӑтрашка пӗлӗт. Вӑл ҫеҫенхир еннелле шӑвӑнчӗ, ун ҫийӗнчен уйрӑм пӗлӗт татӑкӗсем хӑпӑнса мала тухрӗҫ те ҫӑлтӑрсене пӗрин хыҫҫӑн теприне сӳнтерме пуҫларӗҫ. Тинӗс шавлать. Пирӗнтен инҫех те мар, виноград хуллисем хушшинче, такамсем пӗрне пӗри чуптӑваҫҫӗ, пӑшӑлтатаҫҫӗ те ассӑн сывлаҫҫӗ. Таҫта ҫеҫенхирте йытӑ уласа вӗрет… Сывлӑш сӑмсана кӑтӑклантаракан тӗлӗнмелле шӑршӑпа пуҫа ҫавӑрать. Хура пӗлӗтсенчен ҫӗр ҫине ушкӑн-ушкӑн йывӑр мелкесем ӳкеҫҫӗ-ӳкеҫҫӗ те ҫӗр ҫумӗпе шуса каяҫҫӗ, ҫухалаҫҫӗ, унтан каллех тухаҫҫӗ… уйӑх вырӑнӗнче ӗнтӗ пӗр пӑтранчӑк ҫаврака пӑнчӑ ҫеҫ тӑрса юлнӑ, ӑна та пулин хутран-ситрен кӗл тӗслӗ пӗлӗт татӑкӗ пӗтӗмпех хупласа хурать. Тӗттӗмленсе ҫитнипе ӗнтӗ тискеррӗн курӑнакан ҫеҫенхир инҫетӗнче — вӑл пытанса хӑй ӑшне тем пытарнӑ тейӗн, — пӗчӗк, кӑвак ҫутӑсем йӑлкӑша-йӑлкӑша илеҫҫӗ. Ҫеҫенхирте пӗр-пӗринчен аякра ҫӳрекен ҫынсем шӑрпӑк ҫута-ҫута т ем шыранӑ чух шӑрпӑкне самантрах ҫил вӗрсе сӳнтернӗ пек, унта-кунта курӑнкалаҫҫӗ те ҫав ҫутӑсем — ҫийӗнчех лӑп сӳнеҫҫӗ. Вӗсем, кӑвак вут-ҫулӑм чӗлхисем, темӗнле халапа аса илтереҫҫӗ пек.

— Эс хӗлхемсем куратӑн-и? — ыйтрӗ Изергиль манран.

— Ав, ҫав кӑваккисене-и? — терӗм эпӗ, ҫеҫенхир еннелле кӑтартса.

— Кӑваккисем, тетӗн? Ҫапла, ҫавсем вӗсем… Вӗҫеҫҫӗ-ха эппин! Ну-ну… Эпӗ ӗнтӗ вӗсене кураймастӑп. Нумай япалана кураймастӑп ӗнтӗ.

— Ӑҫтан-ши ҫав хӗлхемсем? — ыйтрӑм эпӗ карчӑкран. Илткеленӗччӗ эпӗ ҫав хӗлхемсем ӑҫтан тухнине, анчах та манӑн халь ун ҫинченех ватӑ Изергиль мӗн каласса илтессӗм килчӗ.

— Вӑл хӗлхемсем Данкон ҫунакан чӗринчен. Пулнӑ ҫӗр ҫинче ҫапла, пӗринче, ҫулӑмпа хыпса ялкӑшнӑ чӗре… Ҫавӑнтан вӗсем, ҫав хӗлхемсем. Ун ҫинчен сана каласа парӑп… Вӑл та авалхи юмах… Авалхи, пурте авалхи! Куратӑн-и, мӗн кӑна пулман авал! Халӗ ак нимех те ҫук — ӗҫсем те, ҫынсем те, авалхи пек юмахсем те… Мӗншӗн? Кала-ха! Ҫук, калаймастӑн… Мӗн пӗлетӗн эсӗ? Мӗн пӗлетӗр эсир, ҫамрӑксем? Эх-хе-хе!.. Авала тимлӗрех ҫаврӑнса пӑхӑттӑр — унта мӗнпурӗн тупсӑмӗсем тупӑнаҫҫӗ… Эсир пур, пӑхасшӑн мар, ҫавӑнпа пурӑнма та пӗлместӗр… Эпӗ курмастӑп-и пурнӑҫа! О, куҫӑмсем витӗрех пулмасан та, пӗтӗмпех куратӑп. Пӑхатӑп та куратӑп: чӑнтан пурӑнмаҫҫӗ ҫынсем, сӑнаҫҫӗ, виҫеҫҫӗ, ҫавӑнпах ӗмӗрӗсене ирттереҫҫӗ. Вӑхӑт ирттерсе, хӑйсене хӑйсем ҫаратса пӗтерсен, пурнӑҫ шӑпине вӑрҫа-вӑрҫа йӗреҫҫӗ. Шӑпа айӑплӑ-и унта? Кашни харпӑр хӑйне шӑпа! Нумай ҫынсене куратӑп эпӗ, анчах вӑйлисем ҫук! Ӑҫта вӗсем?.. Илемлисем те сахалтан сахал.

Карчӑк вӑйлӑ та илемлӗ ҫынсем пурнӑҫран ӑҫта кайса пӗтни ҫинчен шухӑшлама пуҫларӗ; шухӑшланӑҫем хирӗҫ сӑмах шыраса тупас пек, тӗттӗм ҫеҫенхир еннелле пӑха-пӑха илчӗ.

Эпӗ унӑн калавне кӗтетӗп, анчах мӗн те пулин ыйтсан, вӑл каллех урӑххи ҫинчен шухӑша каясран хӑраса, нимӗн те чӗнместӗп.

Акӑ вӑл калавне пуҫларӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех