Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗплӗн сăмах пирĕн базăра пур.
тӗплӗн (тĕпĕ: тӗплӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мадам Стороженкопа малашне мӗнле ӗҫлесси ҫинчен паян тӗплӗн калаҫса татӑлмалла.

Надо было наконец выяснить отношения с мадам Стороженко.

XVII. Тир хуҫи // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Акӑ Ленинградран килнисем валли уҫнӑ больница — дежурнӑй сестра мана ҫак больницӑра ӗнтӗ виҫӗ уйӑхранпа Ленинградран килнисенчен пӗри те ҫукки ҫинчен тӗплӗн каласа парать.

Вот и больница для ленинградцев — дежурная сестра обстоятельно объясняет мне, что прошло уже три месяца, как в больнице нет ни одного ленинградца.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Вологдӑна, эпӗ ӑна тӗплӗн пӗлтӗм.

— В Вологду, я выяснил точно.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мана пӗр-пӗччене, выҫӑхнӑскере, хӗҫ-пӑшалсӑр ҫынна, йывӑр аманнӑ ҫынна нимӗҫ десанчӗ вырнаҫнӑ ҫӗртен икӗ утӑмри вӑрмана пӑрахса хӑварасси ҫинчен — иккӗленместӗп те — Ромашов малтанах тӗплӗн шухӑшласа хунӑ ӗнтӗ.

Оставить меня одного, голодного и безоружного, тяжело раненного, в лесу, в двух шагах от расположения немецкого десанта — я не сомневаюсь в том, что именно это было тщательно обдумано накануне.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл тепӗр хут та Саня ҫинчен каласа пачӗ, эпӗ вара малтан пӗр сӑмахпа та асӑнманнисене тӗплӗн пӗлтӗм.

Он повторил свой рассказ, и я узнала много новых подробностей, о которых в первый раз он не упомянул ни слова.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унта эп пурне те тӗплӗн пӗлӗп.

Уж я там вызнаю, в чем дело.

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӗлӗт тытӑмне тӗплӗн ӑнланса ҫитес.

Пойму как следует устройство всего неба.

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Лайӑх пионер пулса, отрядри мӗнпур заданисене тӗплӗн пурнӑҫласа пырас.

Буду хорошим пионером и выполню все задания в отряде.

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Часрах ҫитесчӗ пӗрех хут, мӗн-мӗн пулнине тӗплӗн пӗлесчӗ!

Скорей бы уж приехать, узнать, что там было этой ночью!

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вара эпир ҫав «гороскопсене» (Игорек вӗсене «яркӑчсем» тет) пӗр ҫӗре тӗплӗн пытарӑпӑр.

И мы спрячем эти «загадалки», как хорошо назвал их Игорек.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ те ҫаплах шухӑшларӑм: ан тив пирӗн кашни пионер ҫулталӑк хушшинче хӑй мӗн тӑвасси ҫинчен тӗплӗн шухӑшлатӑр.

И я подумала: пусть каждый из наших пионеров задумается хорошенько над тем, что он хотел бы успеть за год сделать.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

В.Нестеров историк-архивҫӑ, документсене тӗплӗн тишкерессипе палӑрнӑскер, Степан Разин вӑхӑтӗнче те Ишек ялне асӑннӑ хут ҫуккине, вӑл саманара Ишекӗн пысӑк ҫулӗ пуррине палӑртнине ҫеҫ асӑрхаттарать.

Куҫарса пулӑш

Ишек // Наг ТУРАН. Самант, 2013, 11№

Саша хӑй ҫырӑвӗсенчен пӗринче хайсем пурӑнакан Карл Либкнехт проспектне вокзалтан мӗнле иртмеллине план тусах тӗплӗн кӑтартса ҫырнӑччӗ.

В одном из писем Саша подробно рассказывала и даже рисовала, как с вокзала проехать к ним, на проспект Карла Либкнехта, где они жили.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Проектне шанчӑклӑн, тӗплӗн туса ҫитернӗ, маршрутне ҫеҫ тата тӗрӗслемелле пулать иккен.

Проект разработан убедительно, подробно, но маршрутная часть нуждается в уточнении.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир ответлӑ редактор кабинетӗнче питӗ тӗплӗн калаҫрӑмӑр; ҫав хушӑра ҫаксене черетӗн сӗтел ҫине кӑлара-кӑлара хутӑм:

Это был очень серьезный разговор в кабинете ответственного редактора, разговор, во время которого на стол по очереди были положены:

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ун пурнӑҫӗ мӗнле пынине тӗплӗн пӗлменни кӑна та мар, — сӑмахран каласан, иртнӗ ҫулхине унӑн партийӗ (вӑл геологсен партин начальникӗнче ӗҫлетчӗ) Кӑнтӑр Уралта пысӑк ылттӑн ҫӑлӗ тупнӑ иккен, е тата фото ӗҫне юратакансен выставкинче ун сӑнӳкерчӗкӗсем пӗрремӗш вырӑна тухнӑ.

И дело вовсе не в том, что я не знал многих фактов ее жизни, — например, что в прошлом году ее партия (она работала начальником партии) нашла богатое золотое месторождение на Южном Урале или что на выставке фотолюбителей ее снимки заняли первое место.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пирӗн калаҫу хам тӗрӗс иккенне тепӗр хут та тӗплӗн кӑтартса парассӑн туйӑнчӗ мана, ҫак старике пӗр кӗтмен ҫӗртен курнӑ пекех, тӗлӗнмелле ҫӗнӗ хыпар илтессӗн туйӑнчӗ.

Мне казалось, что наш разговор будет новым доказательством моей правоты, таким же новым и удивительным, каким было внезапное появление этого человека.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Те ҫурҫӗрелле, те кӑнтӑралла, те тухӑҫалла, те анӑҫалла вӗҫмелле пирӗн, хамӑр ӑҫталла вӗҫмеллине те тӗплӗн пӗлейместпӗр эпир.

И даже не знаем толком, куда лететь — на север или на юг, на восток или на запад.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кунсем те ҫав тери салхуллӑн иртсе пычӗҫ, эпӗ ун чухнехи кашни калаҫӑва, кашни тӗлпулӑва, кашни шухӑша тенӗ пекех астӑватӑп пулин те, манӑн вӗсем ҫинчен тӗплӗн ҫырса кӑтартас килмест.

Это были очень грустные дни, и мне не хочется подробно писать о них, хотя я помню каждый разговор, каждую встречу, едва ли не каждую мысль.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Писателе вӑл икӗ хутчен питӗ тӗплӗн хырнӑ — пӗрре сухала май, тепре сухала хирӗҫ.

Он побрил писателя очень тщательно, два раза, один раз по волосу, а другой раз против волоса.

17 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех