Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗлӗнтерчӗ (тĕпĕ: тӗлӗнтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аслӑ хапха пуш-пушахчӗ — ку мана тӗлӗнтерчӗ.

Широкий подъезд был совершенно пуст, — это показалось мне странным.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пурте Игоре мухтама пуҫларӗҫ, вӑл кӗске вӑхӑтрах ҫакӑн чухлӗ пулӑ тытса килни ытлашшипех тӗлӗнтерчӗ.

Все хвалили Игоря, удивлялись, как он так быстро наловил такую пропасть рыбы.

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Арҫын ачасене эпӗ астрономине пӗлни тӗлӗнтерчӗ, хӗр ачасене кинора выляни савӑнтарчӗ.

Девочки обрадовались, узнав, что я снималась в кино, а мальчики были потрясены моими астрономическими познаниями.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Петя питӗ лайӑх клиника терӗ те, мӗнлине пӗлместӗп, анчах унта приемнӑй пӳлӗм ҫукки мана питӗ тӗлӗнтерчӗ, халӑх аялта, алӑкран кӗнӗ ҫӗртех, пусмаран алӑк патне ҫити хӑма ҫапса пӳлнӗ ҫӗрте кӗпӗрленсе тӑрать.

Не знаю, что это за клиника — Петя сказал, что очень хорошая, — но мне показалось странным, что в ней не было никакой приёмной и все просто стояли внизу в подъезде, отгороженном от лестницы деревянным барьером.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Вӑл театра каятчӗ, пӗчченччӗ, чӑн ӗнтӗ, вӑл мӗншӗн пӗччен иккенни те мана тӗлӗнтерчӗ.

 — Она в театр шла — одна, правда, и это мне показалось странным.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пуринчен ытла Володьӑна манӑн: «Тен, шхуна хӑйӗн вилсе пӗтнӗ командипе пӗрле пӗр-пӗр ҫынсӑр-мӗнсӗр утрав патӗнче, пӑрсен хушшинче тӑрать пуль-ха», текен шухӑшӑм тӗлӗнтерчӗ.

Но особенно поразило его моё предположение, что, может быть, шхуна ещё стоит с мёртвой командой во льдах у какого-нибудь безлюдного острова.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Акӑ мӗн тӗлӗнтерчӗ мана!

Но вот что поразило меня.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пуринчен ытла мана Марья Васильевна Катя ҫинчен пӗр сӑмах та асӑнманни тӗлӗнтерчӗ.

Больше всего меня удивило, что Марья Васильевна ни словом не обмолвилась о Кате.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак вӑхӑтра Катя пӳртрен тухманни те тӗлӗнтерчӗ мана.

Странно было также, что Катя не вышла из дому на весь этот переполох.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах вӑл темӗншӗн чӗнмест, нимӗн те чӗнмест, ҫакӑ мана тӗлӗнтерчӗ.

Но он молчит, он молчит на этот раз, и это поражает меня больше всего.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ӑна темскер тӗлӗнтерчӗ пулас, вӑл пӗрре ман ҫине, тепре аллинчи иллюстрациллӗ программа ҫине пӑхса илчӗ, хӑйӗнпе юнашаррисене темӗн пӑшӑлтатса каларӗ.

Что-то, видно, поразило ее в моем лице, потому что она вдруг смущенно заглянула в иллюстрированную программку, которую держала, стала что-то шептать своим.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ку, чӑнах та, ытла ирсӗр планччӗ, Нина Капитоновна епле майпа хирӗҫ каламасӑр чӑтса тӑни ҫеҫ мана питӗ тӗлӗнтерчӗ.

Да, это был подлый план, и я удивлялся, что Нина Капитоновна не вмешивалась, терпела.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку план мана хӑйӗн вӑрттӑнлӑхӗпе тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерчӗ.

поразивший меня своей таинственностью.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пуринчен ытла пире унӑн пилӗк кӗпҫи тӗлӗнтерчӗ.

Именно эти пять стволов нас поразили.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та пире, Петькӑпа иксӗмӗре, хамӑр килхушшинчи ачасене пурне те, укҫа мар, урӑххи тӗлӗнтерчӗ!

На меня и Петьку и всех мальчишек с нашего двора поразили не деньги, — нет! Совсем другое.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пуринчен ытла мана «пӑр каютӑсенче те пур, ӑна кашни ирех пуртӑпа ваклама тӳрӗ килет» тени тӗлӗнтерчӗ.

Меня особенно поразило, что лед был даже в каютах и каждое утро приходилось вырубать его топором.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак шухӑш доктора тӗлӗнтерчӗ, ҫавӑнпа та вӑл хавасланса кайрӗ.

Эта мысль поразила доктора, и он развеселился.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Унтан вӗсем шӑпланчӗҫ: ҫапах та мана пӗр япала тӗлӗнтерчӗ: суккӑр ача манпа украинла калаҫатчӗ, халӗ акӑ вырӑсла тап-таса калаҫать.

Последовало молчание; меня, однако поразило одно: слепой говорил со мною малороссийским наречием, а теперь изъяснялся чисто по-русски.

Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Совет ҫынни вӑрҫӑ кунӗсенче хӑйӗн пултарулӑхӗпе, талантлӑхӗпе, паттӑрлӑхӗпе тата хастарлӑхӗпе пӗтӗм тӗнчене тӗлӗнтерчӗ.

Советский человек в дни войны удивил весь мир своей способностью, талантом, храбростью и смелостью.

Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Ҫак ҫын ӑнсӑртран хай ҫинчен каласа пани мана ҫав тери тӗлӗнтерчӗ.

Неожиданный рассказ этого человека о себе меня настолько поразил.

Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех