Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗлӗнтерчӗ (тĕпĕ: тӗлӗнтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ял ҫыннисем нотӑна пӗлсе юрлани тӗлӗнтерчӗ мана.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

- Лейпцигра та, Белградра та ҫакӑ тӗлӗнтерчӗ мана.

Куҫарса пулӑш

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Ҫапах Оля: «Ашшӗ ӑна манпа калаҫма та, пулӑшӑва йышӑнма та чарать», — тени тӗлӗнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

«Вӗсене эпӗ пурне те Маша тесе чӗнетӗп. Пур лаша та маншӑн – Маша. Вӗҫӗмех ҫапла пулнӑ. Фермӑра лаша яланах пулнӑ, килте те пӗрех тытнӑ. Мана чӗлхесӗр янавар умӗнче тиха выляса пыни те кӑмӑла килет. Сакӑр теҫетке ҫула хыҫа хӑвартӑм пулин те паянхи кунчченех ут утланса ҫӳретӗп-ха. Хамӑн юлташ пекех шутлатӑп ӑна», — тӗлӗнтерчӗ кил хуҫи.

Куҫарса пулӑш

«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Ял хуҫалӑхӗ валли кӑларакан тракторпа паллаштарнӑ май Андрей Можанов директор вӑл ялта анлӑн усӑ куракан ДТ е МТЗ йышши 7-8 тракторпа улӑштарма пултарнине палӑртса тӗлӗнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хула яла парăнтарасшăн // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

«Мордвинов мана вӑйлӑ тӗлӗнтерчӗ. Эпӗ хальччен пурнӑҫра кун пеккине курман. Сцена ҫинче чаплӑ классик, театр романтикӗ йӑлкӑшрӗ», - ҫырнӑ ун пирки паллӑ актер Николай Бурляев.

Куҫарса пулӑш

Кашни сăнара чун витĕр шăратса кăларнă // Интернетри форумран. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Ӗнер журналистсемпе курнӑҫнӑ май Чӑваш Ен парламентӗнчи «Справедливая Россия» фракци членӗ Владимир Михайлов хӑй «Единая Россия» ячӗпе праймериза хутшӑнасси ҫинчен хыпарласа тӗлӗнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Эсерсем» «ЕдРона» куçаççĕ // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех