Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ

Автор: Алина ИЗМАН

Ҫӑлкуҫ: «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Хушнӑ: 2016.03.20 14:29

Пуплевӗш: 124; Сӑмах: 1617

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Ҫемье

Вӑрҫӑнмасӑр, нимӗн пайламасӑр уйрӑлнӑ мӑшӑрсем пур-ши? Темшӗн ытларах ҫемье арканнӑ хыҫҫӑн упӑшкипе арӑмӗ пулнӑ ҫынсем тӑшмана ҫаврӑнаҫҫӗ. Халӗ каласа кӑтартма тӗв тытнӑ пӑтӑрмаха тӗпе хурса хӑть кино ӳкер — сюжечӗ сериалтинчен пӗртте кая мар.

Суда панӑ.

Патӑрьел районӗнчи Ишлӗре пурӑнакан Владимир Катыревпа унӑн арӑмӗ Ирина Матвеева /ҫырӑннӑ хыҫҫӑн вӑл хӑйӗн хушаматне хӑварнӑ/ нимӗн тума аптӑранипе пирӗнтен пулӑшу ыйтрӗҫ. Вӗсене Володьӑн унчченхи арӑмӗ Ольга Краснова лӑпкӑ пурӑнма памасть иккен. Акӑ нумаях пулмасть тем те пӗр элеклесе суда панӑ.

Владимирпа тата Иринӑпа Патӑрьелте шӑпах суд хыҫҫӑн тӗл пултӑмӑр. Уголовлӑ ӗҫ пуҫарма судья сӑлтав курман.

Владимир чылайранпах тӗрлӗ региона строительство ӗҫӗпе ҫӳренӗ, хӑй те бригада илсе кайнӑ. Юлашки вӑхӑтра шапашникӑн пурнӑҫӗ йывӑрланнӑ: улталани, укҫасӑр таврӑнни пулкаланӑ. Тӑнӑҫлӑх ҫук чухне те хырӑм выҫать-ҫке. Кунран ытла ывӑлӗшӗн Владикшӑн пӑшӑрханать вӑл: Шупашкарта медколледжра вӗреннӗшӗн укҫа тӳлемелле, хулара пурӑнма та нухрат сахал мар кирлӗ. Ашшӗ Мускавра ӗҫлесе илнӗ шалӑвне ниепле те кӗтсе илеймен. Иккӗмӗш семестршӑн тӳлемесен Владикӑн 3-мӗш курсран пӑрахса кайма тивет-ҫке. «Тен, амӑшӗ укҫан пулӑшӗ?» — ҫак тӗллевпе пӗлтӗрхи ҫулталӑк вӗҫӗнче вӗсем — Володя, Ирина, Владик — Ольга Краснова патне кӳршӗ яла кайнӑ. Володя ҫак «визита» телефонӗпе ӳкернӗ — арӑм пулнӑскере шанма ҫук-мӗн. Чӑнах та, йӑнӑшман арҫын: Ольга Прокопьевна кӗтмен хӑнана тӳрех тӑватӑ статьяпа — киревсӗр сӑмахпа хӑртнӑшӑн, тапӑнса укҫа ыйтнӑшӑн, ҫын кил-ҫуртне пырса кӗнӗшӗн, хӗненӗшӗн — айӑплама йӗрке хуралҫисем патне ыйту ҫырнӑ. Вӑт сана — ывӑлне пулӑшни! Юрать, Володя тӗлпулу мӗнле иртнине ӳкерме тавҫӑрнӑ, унсӑрӑн тӗрмене ним те мар хупса хураҫҫӗ-иҫ! «Эпӗ пӗрех ҫакна ахаль хӑвармӑп. Районта тӗрӗслӗх тупма ҫук — прокуратурӑра кумӗ ӗҫлет, заявление Шупашкара кайса патӑм», — палӑртрӗ Ольга Прокопьевна унпа телефонпа ҫыхӑнсан.

Тупа.

Катыревсем 2010 ҫулта уйрӑлнӑ. «Лайӑх арҫынран хӗрарӑм ниҫта та каймасть. Эпӗ упӑшка хӗненине чылай чӑтса пурӑнтӑм, аяк пӗрчи шӑммине те хуҫнӑччӗ вӑл манӑнне», — мӗншӗн уйрӑлма тӗв тытнине уҫӑмлатрӗ Ольга, суда заявлени ҫыраканни шӑпах вӑл пулнӑ-ҫке. Володя, лайӑх-и, начар-и пурӑнсан та, ҫемьене сыхласа хӑварассишӗн ҫуннӑ. Арӑм айккине чупнине ялти ҫынсем мана куҫранах калама тытӑнчӗҫ. Эпӗ пӗрех никама та итлемерӗм. «Ют арҫынпа улталаман», — тесе мӑшӑра турӑш умӗнче сӑхсӑхма ыйтрӑм. Вӑл: «Сансӑр пуҫне никампа та пулман», — тесе ачасен сывлӑхӗпе тупа турӗ. Ҫапла шӳтлеме епле хӑйрӗ? Кӗске вӑхӑтра Владик мӗнле кӑна пӑтӑрмаха ҫакланмарӗ-ши? Аллине мӑкӑлтарӗ, ура хуҫрӗ... Пӗррехинче шыва кӗме кайсан пуҫӗпе чул ҫине тӑрӑнса мимине чӗтрентерчӗ, хӑлха параппанне ҫурса пӑрахрӗ...

Йӑлтах каҫарнине кура арӑм иртӗхсех кайрӗ. Эпӗ аякра ӗҫлесе ҫӳренӗ вӑхӑтра еркӗнне киле илсе килнӗ вӑл. Пирӗн кравать ҫине вырттарнӑ ӑна. Ачасене «тӑван», «юлташ» е тем те пӗр каласа суйнӑ. Пӳлӗме алӑкран шаккамасӑр кӗме хушман, мунчара та пӗрлех ҫӑвӑннӑ вӗсем. Пурнӑҫ мӗн тути каланине Иринӑпа Владик питӗ ир астиврӗҫ. Амӑшӗнчен хӑраса ӳсрӗҫ вӗсем, мӗншӗн тесен ман умра ытлашши сӑмах персе ярасран лешӗ хӗненӗ. Хӗрӗме Иринӑна электротен шнурӗпе ҫапнӑ. Мана ачасем кун пирки кайран ҫеҫ систерчӗҫ. Владик патне юлташӗсем компьютерпа выляма килетчӗҫ. Амӑшӗ ют арҫынпа пулнине вӗсем те курнӑ. «Санӑн миҫе атте?» — тесе тӑрӑхлама тытӑннӑ. Мӗн тери намӑс! Пӗррехинче киле кӗнӗ чухне хам та арӑмӑн еркӗнӗпе крыльца вӗҫӗнче тӗл пултӑм. Ӑна Оля эпӗ ҫитиччен тепӗр алӑкран кӑларса янине ҫынсем курнӑ», — нимӗн пытармасӑр чунне уҫрӗ Владимир Катырев. Ҫак сӑмахсене Владик та ҫирӗплетрӗ. Оля упӑшки пур ҫинчех тепӗр арҫынпа явӑҫни ял-йышшӑн та вӑрттӑнлӑх мар. Володьӑн пуҫне темӗнле усал шухӑш та пырса кӗнӗ ун чухне, арӑмӗпе еркӗнне тавӑрма та шухӑшланӑ вӑл, анчах путсӗрсемшӗн алла вараласа ирӗкпе сывпуллашас темен. Черкке тӗпӗнче йӑпану шырани те пулнӑ, тарӑхнипе эрнипех ӗҫнӗ...

Ашшӗпе хӑварнӑ.

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн суд Катыревсен 16-ри ывӑлне ашшӗпе хӑварнӑ — амӑшӗ хӑй аллипех ҫапла ыйтса ҫырнӑ. Хӗрарӑм ҫакӑн пек тӗв тытнинчен судья та тӗлӗннӗ: саккун чылай чухне амӑшӗ майлӑ-ҫке. «Ача шухӑшӗ пулман унӑн! Кафе, мунча, пляж тӑрӑх арҫынсемпе сӗтӗрӗнсе ҫӳренӗ вӑл!» — ҫакӑн сӑлтавне ӑнлантарчӗ Володя. Ольга Краснова вара урӑхларах уҫӑмлатрӗ. Упӑшки ӑна вӗҫӗмех: «Санӑн укҫу ҫук, ачасене мӗнпе тӑрантарӑн, вӗрентӗн?» — тесе ӳпкелешнӗрен вӑрҫӑнас килмен. Ӗҫлемен хӗрарӑм пулман-ҫке вӑл. Паллах, стройкӑра арҫын чухлӗ укҫа илеймен ӗнтӗ, анчах ҫине тӑнӑ тӑк Владике хӑйӗн ҫумӗнче хӑварма пултарнах. Володя арӑмӗнчен алимент шыраттарман. Хӗрӗ Ирина ун чухне Шупашкарта аслӑ пӗлӳ илнӗ, пурӑннӑшӑн, вӗреннӗшӗн ашшӗ тӳлесе тӑнӑ. «Ун чухне аван ӗҫлесе илеттӗм. Ачасене общежитире мар, тара тытнӑ хваттерте пурӑнтартӑм, укҫаран татӑк тӑратман, холодильнике апат-ҫимӗҫпе тултарсах тӑнӑ. Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та Ольӑпа пӗрлех пурӑнтӑмӑр, эпӗ эрни-эрнипе килте пулман чухне ывӑла пӗччен епле хӑварас? 9-мӗш класс хыҫҫӑн Владик та Шупашкара кайрӗ. Ялти ҫурта ҫӑра ҫакса, выльӑх-чӗрлӗхе сутса Оля та ывӑлӗпе, хӗрӗпе пӗрле хулана пурӑнма куҫрӗ. Медсестрана вӗреннӗскер пӗр вӑхӑт ялти садикре ӗҫлерӗ. Унтан кайсан, вӑхӑт иртсен, квалификацие ҫухатрӗ. Хулара кафере савӑт-сапа ҫунӑ ҫӗрте те, пекарньӑра та ӗҫлерӗ. Ҫӑкӑр пӗҫернӗ чухне сутлӑха юрӑхсӑрри тӑтӑш пулатчӗ унӑн, куншӑн хӑйӗн кӗсйинчен тӳлеттеретчӗҫ. Тӑкакӗсене хам кӗсьерен тем чухлех саплаштарнӑ», — каласа кӑтартрӗ Владимир Ильич. «Тен, малашне пӗрле пурӑнса кайӑпӑр?» — ҫак шанӑҫ арҫыннӑн пуҫӗнчен пӗрех тухман. Анчах каснӑ чӗлӗ каялла сыпӑнман — Ирина кӳршӗ ял арҫыннипе, вӑл ҫемьеллӗ пулин те, тӗл пулма пӑрахман. Унпа телефонпа вӑрттӑн калаҫнине ачисен ашшӗ пӗрре мар илтнӗ.

Пӗрре курсах.

Владимир Катырев иккӗмӗш арӑмӗпе Ирина Матвеевӑпа 2013 ҫулхи ҫуркунне шухӑшламан ҫӗртен паллашнӑ. Шупашкарти пӗр лавккара тӗл пулнӑ вӗсем. Ирина такампа телефонпа питӗ шухӑшлӑн калаҫнине асӑрхасан Володя пырса сӑмах чӗнмесӗр тӳсеймен. Хӗрарӑм унӑн куҫӗнче, тӗпсӗр авӑра анса кайнӑ евӗр, путнӑ. Ҫулталӑк каялла упӑшкинчен уйрӑлнӑ хыҫҫӑн арҫынсене пачах асӑрхаманскер, шанманскер хӑйӗнпе сасартӑк мӗн пулса иртнине ӑнланман. «Ку манӑн арҫын вӗт», — мӗлтлетнӗ пуҫра шухӑш. Ҫакӑн хыҫҫӑн пӗрре курсах юратма пултарнине епле ӗненмӗн-ха? Володя Иринӑна ҫывӑхри кафене чӗннӗ. Кашнинех пӗр-пӗрне каласа памалли чылай тупӑннӑ, пурнӑҫ пӑрӑнӑҫӗ иккӗшне те пырса тивнӗ-ҫке.

Упӑшкинчен уйрӑлнӑ хыҫҫӑн Ирина ывӑлӗпе пӗрле тӑван ялне, Вӑрнар районӗнчи Шӗнер Ишеке ашшӗ-амӑшӗн кил-ҫуртне, таврӑннӑ. Унччен вӑл Амур облаҫӗнче чылай ҫул пурӑннӑ, пуйӑсри ресторанта поварта ӗҫленӗ. Пӗрремӗш упӑшки чукун ҫул строительствинче тӑрӑшнӑ. Пуҫлӑх пуканне йышӑнаканскер ӗҫтешӗпе явӑҫнине Ирина питӗ йывӑра илнӗ. Ара, унӑн еркӗнӗпе пӗр сӗтел хушшинче темиҫе те ӗҫсе-ҫинӗ, пӗр-пӗрне питӗ лайӑх палланӑ-ҫке вӗсем! «Володьӑн арӑмӗ пек ятлаҫса ҫӳремерӗм, вӑрҫӑ-харҫӑсӑр уйрӑлтӑмӑр. Ашшӗ уйӑхсерен алимент тӳлесе тӑрать, кирлӗ тӗк кунсӑр пуҫне те укҫа яма хирӗҫ мар», — шӑпа Патӑрьел районне епле илсе ҫитернине каласа кӑтартрӗ Ирина Михайловна.

Иринӑпа Володьӑн хутшӑнӑвӗ питӗ хӑвӑрт аталаннӑ: паллашнӑранпа 10 кун иртсенех вӗсем пурнӑҫ ҫулӗпе пӗрле утма килӗшнӗ. Вӑхӑта тӑсас темен, кӗркунне Ирина Ишлӗне куҫса килнӗ, ывӑлне ялти шкула вырнаҫтарнӑ. Каярах Иринӑпа Володя хут уйӑрттарнӑ.

Ҫӗнӗрен чӗртнӗ вучах.

«Володьӑн малтанхи арӑмӗнчен канӑҫ ҫук: мӗн кӑна кӑтартмарӗ-ши? Лӑпкӑ пурнӑҫшӑн, хӗвел айӗнчи вырӑншӑн кӗрешме тивет. Ҫавӑнпа сирӗнтен пулӑшу ыйтрӑмӑр. Тӗрӗслӗх — пирӗн енче, эпир никама та усал туманнине халӑха ӗнентерес килет. Пӗрмай шухӑшланипе начарланса кайрӑм ӗнтӗ. Пирӗн килте пурнӑҫ вӗрет, ҫемье вучахне ҫӗнӗрен чӗртрӗмӗр, выльӑх-чӗрлӗх, кайӑк-кӗшӗк туянтӑмӑр. Тӗп сакай тулли ҫимӗҫ хатӗрлетпӗр, пахча-ҫимӗҫ ӳстеретпӗр... Кунта пурӑнма тытӑнсанах кукӑль пӗҫертӗм, кил-йыш епле савӑнчӗ: «Килте кукӑль шӑрши юлашки хут хӑҫан тухнине те астумастпӑр», — терӗҫ. Владикпе лайӑх хутшӑнатпӑр. Амӑшӗ пулӑшмарӗ те — вӗренӳшӗн тӳлеме хамӑн укҫана патӑм. Икӗ хутлӑ кил-ҫурта хапсӑнса килнӗ тесе айӑпларӗ Оля. Эпӗ арӑм пур ҫӗре пырса ларман, ун пек ҫын ҫемйине аркатман. Мӗн, ача вӑййи выляма килнӗ-им? Пирӗн — чӑн-чӑн ҫемье. Володя усал, хӗрарӑма пусмӑрлакан арҫын тӑк вӑл ман ҫине те алӑ ҫӗклӗччӗ. Тӗрӗссипе, эпир пӗр-пӗрне юратса тӑранаймастпӑр...» — кӳтсе ҫитнӗ чунне уҫрӗ Ирина Матвеева. «Эпӗ унччен кунашкал шӑкӑл-шӑкӑл пурнӑҫ курман, манран укҫа кӑна кӗтнӗ. Иринӑна малтанхи арӑмпа танлаштарма ҫук», — терӗ Владимир Ильич мӑшӑрне ҫупӑрласа.

Ҫурмалла пайланӑ ҫурт.

«Оля ҫурта суд урлӑ пайлама шухӑшланӑ. Икӗ хутлӑ пӳрте ҫурмалла пайлама йышӑнчӗҫ, эпӗ ӑна хамӑн ҫӗр ҫинче, уйӑхӗ-уйӑхӗпе Ҫурҫӗрте тар тӑкса пухнӑ укҫапа ҫӗклесе лартнине шута хумарӗҫ. Малтанах Оля 300 пин тенкӗ, пӳрт хакӗн ҫуррине, шыраса илесшӗнччӗ. Хапсӑннипе тем чухлӗ те ыйтма пулать-ха, анчах пирӗн пек аякри ялсенче ҫуртсем йӳнӗ. Экспертиза 140 пин тенкӗрен ытла илейменнине палӑртсан та Оля ҫырлахмарӗ, Шупашкартан урӑх специалистсене чӗнсе килчӗ. Вӗсем 92 пин тенкӗ ҫеҫ шутласа пачӗҫ. Ку укҫана тыттарӑттӑм та — илесшӗн мар. «Эпӗ хамӑн пая ывӑла ҫырса паратӑп», — тесе ҫӳрет-ха, анчах пуҫӗнче унӑн урӑх шухӑш. Халӗ пӗрле пурӑнакан арҫынӗ ӑна хӗнет, вӑл ӳсӗр чухне Оля килӗнчен тухса тарать. Иртнӗ суда та кӑвак питпе килчӗ. Халӗ Оля каялла таврӑнасшӑн. Анчах чавса ҫывӑх та ҫыртма ҫук. Тӗрӗссипе, вӑл хӑй ҫак пурнӑҫа суйларӗ, ырӑран ырӑ шырарӗ. Халӗ те пирӗн пата килмелли сӑлтав шырасах тӑрать — 10 ҫул каяллахи шӑлавар кирлӗ имӗш, ӑна ҫисе янӑ кӗве те тахҫанах килтен вӗҫсе тухса кайнӑ ӗнтӗ! Оля ахаль те нумай япала сӗтӗрчӗ, чӳрече каррине те, вырӑн таврашне те илсе кайрӗ, турӑш умӗнчи алшӑллие те туртса антарчӗ. Ҫемьене, кил-ҫурта вӑл хӑй аркатрӗ, пурнӑҫа салатрӗ пулсан халь тин мӗн кирлӗ ӑна? Пӗрех айӑпне ӑнланмасть, унӑн шухӑшӗпе, вӑл кӑна тӗрӗс тӑвать. Оля пырса кайнӑ хыҫҫӑн кӑмакара шӑмӑ тупрӑмӑр. Тӗшмӗш йӑлисене пӗлнӗрен ялта унпа никам та ҫыхланасшӑн мар. «Ҫунса каяс килет-и сирӗн?» — ҫынсене ҫапла хӑратса ҫӳренӗ вӑл», — каласа кӑтартрӗ Владимир Катырев.

Чарнипе-ши?

«Оля халӗ хӗрӗн Иринӑн ҫемйине аркатасшӑн. Ӑна упӑшкинчен уйӑрса ашшӗн килне илсе пырасшӑн вӑл. Капла мӑнукӗ патне пырса ҫӳреме е кунта пурӑнма юлма та ансатрах-ҫке ӑна. Хӑти-тӑхлачи вӑл мӗнлине пӗлсе ҫитрӗҫ те хӑйсем патне кӗртме пӑрахрӗҫ. Кӗрӳ те унпа хутшӑнасшӑн мар. Амӑшӗ хӗрӗн пуҫне пӑтратать. Халӗ Ирина ашшӗ килне пыма пӑрахрӗ. Кӳршӗ яла, амӑшӗн еркӗнӗн кил-ҫуртне, пырса ҫӳрет, — Ольӑн каварлӑ планӗпе паллаштарчӗ Ирина.

Кӳренӗве ӗмӗр тӑршшӗпех асра тытса пурӑнмалла мар, ачисен амӑшӗпе хутшӑнмаллах. Анчах Владик амӑшӗ шӑнкӑравласан телефона тытмасть. «Эпӗ ӑна каҫараймастӑп. Ирина маншӑн аннерен те ытларах тӑрӑшать», — ҫакнашкал хурав илтме тӳр килчӗ Владикран. Вӑл пӗчӗк ача мар ӗнтӗ, кампа хутшӑнмаллипе хутшӑнмалла маррине хӑех татса параять. Ҫапах Оля: «Ашшӗ ӑна манпа калаҫма та, пулӑшӑва йышӑнма та чарать», — тени тӗлӗнтерчӗ. Ывӑлне пулӑшас тенӗ тӗк амӑшӗ темӗнле май та тупӗччӗ.

«Вӗсем мана йӑлӑхтарсах ҫитерчӗҫ, йӗркеллӗ пурӑнма памаҫҫӗ. Эпӗ Ишлӗре килте пӗлтӗрхи раштавра юлашки хут пултӑм. Анчах мана кӗртмерӗҫ, алӑка питӗрчӗҫ. Хамӑн кил-ҫурта кирек хӑҫан та пырса ҫӳреме ирӗк пур манӑн. Япаласене кислота сапса ҫунтарса ячӗҫ, пушмаксене касса вакларӗҫ. Питӗ «ӑслӑ» арӑм тупнӑ та, ӑна итлесе пурӑнаҫҫӗ. Урамра е автобусра курсан тӳрех хӑртма, кӑшкӑрма тытӑнаҫҫӗ», — ӑнлантарчӗ Ольга Краснова.

«Кил-ҫурта пӑрахса тухса каясси, пурнӑҫа кирек ӑҫта та ҫӗнӗрен йӗркелесси хӑратмасть мана. Питӗ ватӑ мар-ха эпир, вӑй-хал пур. Анчах хуҫалӑха тытса пыма пӗлмен ҫынсене хамӑн ҫурта епле парса хӑварас-ха? Пуррине юхӑнтарма нумай кирлӗ мар вӗт. Ахаль те пӑтранса пурӑннипе вӑхӑта сая ятӑм», — калаҫрӗ Владимир Катырев.

Шухӑшласан, уйрӑлнӑ хыҫҫӑн Володя та, Оля та мӑшӑрланнӑ, кашнинех пурӑнмалли кӗтес пур. Хӑйсем суйланӑ юратнӑ ҫыннипе юнашар савӑнса пурӑнма мӗн чӑрмантарать-ха вӗсене? Кӗвӗҫӳпе курайманлӑха пула чунри лӑпкӑлӑха ҫухатнӑ вӗсем. Хӗвел айӗнче вырӑн пурин валли те ҫитет, пӗр-пӗрне каҫармалла ҫеҫ!

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех