Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ

Автор: Анатолий ТИМОФЕЕВ

Ҫӑлкуҫ: «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Хушнӑ: 2016.03.20 20:39

Пуплевӗш: 110; Сӑмах: 1446

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Культура

Яманчӳрелӗнче ҫуралса ӳснӗ Валерий Петрович Комиссарова республикӑра та, Мускавра та лайӑх пӗлеҫҫӗ. Унӑн сӑпайлӑхӗ, ҫын ҫине ӑшӑ куҫпа пӑхни,кашнинех ӑнланма, пурнӑҫпа творчество ҫулне суйласа илме пулӑшас кӑмӑлӗ такама та килӗшет. Ҫавна май кӗнеке-хаҫат вулама юратакансем е хӑйӗн пултарулӑхне ҫырас ӑсталӑхра тӗрӗслес-палӑртас текенсем Чӑваш Ен тӗп хулинчи Пичет ҫуртӗнче вырнаҫнӑ унӑн пӳлӗмне хӑюллӑнах кӗреҫҫӗ. Шупашкарсем ҫеҫ мар, республикӑра пурӑнакансем кӑна та мар, тулай чӑвашӗсем те унпа курнӑҫма, канашлама тӑрӑшаҫҫӗ.

«Талант этем чунӗпе пӗрле килет».

«Паллах, Комиссаров пиртен лайӑхрах ҫырать. Вӑл Мускаври Ломоносов университетӗнченех вӗренсе тухнӑ та...» - тенӗччӗ пӗррехинче район хаҫатӗнче темиҫе ҫултанпа ӗҫлекенсенчен пӗри. Ҫак сӑмахсене илтсен коллективра ҫивӗч тавлашу пуҫланчӗ. «Вырӑссен аслӑ писателӗ Максим Горький /Йӳҫ Макҫӑм текенни те пулчӗ ӑна/ е чӑвашсенчен Никифор Мранькка ятарлӑ пӗлӳсӗрех пӗтӗм халӑха тыткӑнлакан хайлавсем, тӗлӗнмелле чаплӑ романсем таранах ҫырнӑ-ҫке!» - парӑнассӑм килмерӗ манӑн, хам та ҫичӗ класслӑ пӗлӳпех хаҫатра ӗҫлеме тытӑннӑран, каярахпа темиҫе кӗнеке те кӑларма пултарнӑран. Ҫитменнине атте те, анне те вӗренмен ҫынсем пулнӑ...»

Ҫав тавлашу ҫинчен каярахпа Валерий Петровича хӑйне систертӗм те кӗскен ҫеҫ ҫапла хуравларӗ: «Шалта, амӑш варӗнче чӑмӑртаннӑ чӑн талант пулмасан никам та ӑста ҫыравҫӑ, чӑн-чӑн специалист е вӑйлӑ шухӑшлавҫӑ пулаймасть, - пусӑмлӑн палӑртрӗ вӑл. - Ҫав вӑхӑтрах тарӑн, пахалӑхлӑ пӗлӳ витӗмлӗхӗ кирек камшӑн та капашсӑр пысӑк. Вӑл - ҫыннӑн шухӑшлавне тата аталану анлӑшне вӗҫӗмсӗр ӳсме хускатакан тата тӗртсе пыракан чи хӑватлӑ вӑй».

- Тӗрӗсрех каласан, манӑн чунра ачаранах хам мӗн шутлани, курни-илтни ҫинчен ыттисене каласа парас туйӑм вӑраннӑ, - калаҫӑва малалла тӑсать паянхи талантлӑ ҫыравҫӑ тата пултаруллӑ ертӳҫӗ. - Ҫавна май ӗмӗрӗпе тенӗн вӗрентекен тата шкул директорӗ пулнӑ атте хӑйне мӗнлерех тытнине сӑнаттӑм, унӑн утӑмӗсене ӳкерме тӑрӑшаттӑм. Вӑл тӗрлӗ хаҫата /«Комсомольская правда» таранах/ ҫырнине темиҫе хутчен те вуласа тухаттӑм, аслисемшӗн пропагандист пулнӑ май, калаҫнӑ чух шухӑша епле илӗртӳллӗ те килӗшӳллӗ илсе пынине итлесе киленеттӗм. Унран вӗренсе тата хамӑн чунри туртӑма итлесе «Пионер сасси» хаҫата пӗчӗк информацисем ҫырма тытӑнтӑм. Мана часах асӑрхарӗҫ...

- Ҫапла, юнашарти юлташсем, халӑх кам мӗне пултарнине ҫийӗнчех чухлаҫҫӗ. Сире вара диплом илнӗ хыҫҫӑн тӳрех республикӑри «Коммунизм ялавӗ» хаҫата йыхравларӗҫ. Ытти ҫамрӑксенчен ытларах шанчӗҫ курӑнать...

- Ҫапла. Маларах Елчӗк район, унтан республика хаҫачӗсенче практикӑра пулнӑ вӑхӑтрах эпӗ ҫырнисемпе тӗплӗн паллашса пынӑ чӑн-чӑн хаҫатҫӑсем мана ҫийӗнчех обществӑпа политика пурнӑҫӗнчи пысӑк пулӑмсене ҫутатма явӑҫтарчӗҫ. Вӗсемех, ҫӳлтен ҫӳлерех ӳсӗм картлашки ҫине ҫӗклерӗҫ: Чӑваш Журналисчӗсен пӗрлӗхӗн правленийӗн яваплӑ секретарӗ тата ытти сумлӑ тивӗҫсене пурнӑҫлама ыйтрӗҫ. Паллах, манӑн, ҫамрӑк та вӑйпитти журналистӑн, ҫав шанӑҫа тӳрре кӑларма тӑрӑшасси кӑна юлчӗ. Атте пекех чӑтӑмлӑ, талпӑнуллӑ, хӑюллӑ, пуҫаруллӑ пулса.

- Пӗлетпӗр, хӑш-пӗр вӗчӗрхенӳллисемшӗн сирӗн ӳсӗм картлашки ҫӳлелле хӑвӑрт куҫакан эскалатор е лифт пекех туйӑннӑ...

- Маншӑн вӗсем ҫӑмӑлах ҫулсем пулмарӗҫ. Журналистсен пӗрлӗхӗн председателӗнче ӗҫленӗ хушӑрах Чӑваш кӗнеке издательствин директорӗ пулма ҫирӗплетрӗҫ. Пӗр вӑхӑтрах Чӑваш патшалӑх универститечӗн журналистика факультечӗн доцентӗнче ӗҫлеме, пулас журналистсем валли лекцисем вулама явӑҫтарчӗҫ. Халӗ, тивӗҫлӗ кану ҫулӗсем умне ҫитсе тӑтӑм та, хамран хам тӗлӗнсе ҫапла ыйтатӑп: «Епле вӑй ҫитерсе, туртса пыма пултартӑн нумай ҫул хушши ҫакӑн пек йывӑр, виҫесӗр яваплӑ лава?»

Пуҫлӑх патша мар. Анчах...

- Эпир сире ачаранпах пӗлетпӗр, Кашни утӑмӑр пирӗн куҫ умӗнче. Ҫавна май эсир нумайранпа пысӑк вырӑнсенче пулнипе савӑнатпӑр та, мухтанатпӑр та.

- Ӑшӑ сӑмахсемшӗн, ыр хаклавшӑн тав. Ҫав вӑхӑтрах пуҫлӑх патша маррине пурте пӗлетпӗр. Ҫав чыспа ята тивӗҫлӗ тытса пырас тесен ай-ай! нумай ӗҫлемелле. Халӗ кашни хуҫа хӑйӗн командипе мухтанма тӑрӑшни ҫинчен вӗҫӗмсӗрех илтетпӗр-ха. Анчах журналистикӑра та, литературӑра та /вӗсем пӗр-пӗринпе йӗкӗреш пекех/ хӑв чӑмӑртанӑ е хӑв ҫеҫ суйласа илнӗ пӗчӗк ушкӑнпа кӑна нумай енлӗ тӗллеве туллин пурнӑҫлама йывӑр е пачах та пурнӑҫлаймастӑн. Паллах, палӑртнин шӑнӑрне санӑнах ҫирӗп тытса пымалла. Ҫав вӑхӑтрах пысӑк йыш, коллектив ҫине таянса ӗҫленине нимӗн те ҫитмест.

Акӑ, нумаях пулмасть республикӑри журналистсен съезчӗ иртрӗ. Делегатсемпе хӑнасем ку чухнехи чи ҫивӗч ыйтусене хускатрӗҫ. Кадрсен ҫивӗчлӗхӗ, ҫыракансен профессилле пӗлӗвне анлӑлӑтасси пӗрремӗш вырӑна тухса тӑчӗ. Съезд правительствӑран хамӑр университетра журналист-сем хатӗрлемелли 20 бюджет вырӑнӗ уйӑрма ыйтрӗ. Правлени йышне тӗпренех ҫӗнетрӗҫ, хальхинче унта ытларах районсенчи пуҫаруллӑ хӗрарӑм-активистсене суйларӗҫ. Ҫакӑ мана, тепӗр хут правлени председательне суйланӑскере, хавхалантарсах ячӗ. Чи вӑйлӑ, сумлӑ съезд суйланӑ ҫӗнӗ ушкӑнпа правлени пуҫаруллӑрах тата курӑмлӑрах ӗҫлес туйӑм ҫуратрӗ.

Яланхи пекех, халӑхра час-часах калакан сӑмахсем асӑма килеҫҫӗ: «Пӗччен сурать - типсе пырать, ушкӑн сурать - кӳлӗ пулать». Иртнӗ тапхӑрта Журналистсен пӗрлӗхӗн активӗ ҫине таянса тунӑ кашни пысӑкрах ӗҫ-проект куҫ умне тухать. Вӗсен шутне «Чувашская Республика. Приглашение к сотрудничеству», «Журналисты Чувашии», «Городские и районные газеты Чувашии» кӑларӑмсене кӗртме пулать. 2014 ҫулта тухнӑ «Энциклопедия чувашской журналистики и печати» ятлӑ 600 страницӑна яхӑн наукӑпа тӗпчев ӗҫне вара Раҫҫей Федерацийӗн Журналистсен канашӗ халӗччен пулман тулли тӗпчев тата пӗтӗмлетӳ вырӑнне хурса йышӑнчӗ. Унта, тӗпрен илсен, пӗтӗм ҫӗршывра маларах тухнӑ хаҫат-журналпа вӗсенче ӗҫленӗ чӑваш ҫыравҫисен ӗҫне тишкерсе уҫӑмлатнӑ. Ку кӗнеке Раҫҫей журналистикин «Ылтӑн ҫӳлӗкӗ» ҫине вырнаҫма тата пысӑк премие тивӗҫрӗ. Кунта Владимир Зырьяновпа Надежда Осипова йӗркелӳҫӗсем, мӗнпур редакцисен коллективӗсемпе уйрӑм журналистсем питех те нумай вӑй хучӗҫ. Ҫавӑнпа та ӑна хам енчен пӗтӗм чӑваш журналисчӗсен пӗрлехи ӗҫӗ тесе шутлатӑп. Ҫыракансен тата наука ӗҫченӗсен хаклавне шута илес пулсан, ҫывӑх ҫулсенче унӑн иккӗмӗш, ҫӗнетнӗ кӑларӑмӗ пуласса шанатӑп. Унта нумай-нумай ҫӗнӗ ят кӗмелле. Энциклопедин электрон версийӗ те пулӗ. Ӗмӗтре - «Чӑваш журналистикин антологине» малалла кӑларасси. Тен, малашне ЖЗЛ /«Жизнь замечательных людей»/ шухӑша тӗпе хурса, «Чи лайӑх чӑваш журналисчӗсем» ярӑм йӗркелеме те май килӗ? 2014 ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани» хаҫатра ӗҫлекен пултаруллӑ журналистӑн Светлана Смирнован «Сто удивительных встреч» кӗнеки «Чӑваш журналистикин антологийӗ» ярӑмӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ пулчӗ.

- Апла пулсан, пирӗн журналистика вӗҫӗмсӗр аталанать, ҫӗнелсе пырать?

- Килӗшмелле. Медиасистемӑра, уйрӑмах хаҫат-журнала вулакан патне ҫитерессинче ҫине-ҫинех темле кӑткӑслӑхсем сиксе тухнине пӑхмасӑрах пирӗн кӑларӑмсем ҫухалса каймаҫҫӗ, вулакан патне ҫитмелли ҫӗнӗрен ҫӗнӗ ҫул-йӗр тупаҫҫӗ. Вӗсене ҫырӑнакансен е киоскра туянакансен йышӗ сыхланса юлнинче журналистсен пултарулӑхӗ те, вулакансен пуҫарулӑхӗ те тӗкӗр ҫинчи пек курӑнса тӑрать. Республика тата район хаҫачӗсен редакцийӗсем альтернативлӑ ҫырӑнтару мелӗпе усӑ курни (кӑларӑма вулакан патне редакци хӑех ҫитерни, хаҫат е журналӑн электрон версине сарма хӑнӑхни тата ытти те) пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ҫав вӑхӑтрах творчество коллективӗсем хӑйсен кӑларӑмӗсен содержанине те, илемлӗхне те ку чухнехи пурнӑҫ ыйтнӑ пек ҫӗнетсе пынине ырӑ енчен палӑртса хӑвармаллах.

Ача кӳми тата кӗнеке.

- Эсир, Чӑваш Журналисчӗсен пӗрлӗхне те, кӗнеке издательствине те ертсе пынӑ май, Мускавпа Раҫҫейӗн нумай-нумай кӗтесӗсенче кӑна мар, ют ҫӗршывсенче те час-часах пулатӑр. Иртнӗ ҫулсенче Лейпцигри, Белградри тата ытти ҫӗршывсенчи Пӗтӗм тӗнчери кӗнеке куравӗсене хутшӑнни ҫинчен хавхаланса каласа панӑччӗ. Калӑр-ха, мӗн параҫҫӗ сире ҫавӑн пек ҫӳревсемпе командировкӑсем?

- Тӳрех ҫакна палӑртатӑп, пин хут илтнинчен пӗрре курни пур енчен те пахарах. Ҫынсем, ытти издательсем мӗнле ӗҫленине куратӑн та хӑвшӑн мӗнле те пулин ҫӗннине тупатӑнах. Ҫапла вара лайӑх шухӑшсем, пӗрчӗн-пӗрчӗн тенӗ пек опыт пухӑнать.

- Юлашки вӑхӑтра эпир нумай ҫӗрте чӑваш ачисем чӑвашла, амӑш чӗлхипе калаҫманнине илтсе пӑшӑрханатпӑр. Вӑл чӑннипе вырӑсла та, акӑлчанла та йӗркеллӗ пӗлмест.

- Лейпцигра та, Белградра та ҫакӑ тӗлӗнтерчӗ мана. Кӗнеке куравне ҫамрӑк ашшӗ-амӑшӗсенчен ытларахӑшӗ ача кӳмипе, пӗчӗк пепкисемпе тата хӑйсем тӗллӗн утакан-чупакан ачисемпе пыраҫҫӗ. Аслисем кураври материалсене аллине илсе пахалӑх, содержани енчен тишкереҫҫӗ. Пӗчӗккисем ача-пӑча кӗнекисене алла тытса ӳкерчӗкӗсене, илемне, кӑмӑла каякан теттесене хӑйсемле «тӗрӗслеҫҫӗ». Пӑхаҫҫӗ-кураҫҫӗ... ашшӗ-амӑшне пӗр е тепӗр кӗнекене илсе пама ыйтаҫҫӗ. Аслисем хаваспах килӗшеҫҫӗ вара. Акӑ ӑҫтан пуҫланать кӗнекене юратасси, пичет кӑларӑмӗпе туслашасси! Курав тӑрӑх кӳме урапи куҫнӑ май, ларса пыракан ача умне вӑл юратнӑ, кӑмӑллакан кӗнекесем пӗрин хыҫҫӑн тепри пырса выртаҫҫӗ. Сисместӗн те, ача малтан ӳкерчӗксене курса йӑл кулать, унтан юнашарах утакан аппӑш-тетӗшӗ ӑнлантарнипе кӗнеке содержанийӗпе, унӑн кӑсӑклӑхӗпе лайӑхлӑхӗ енне сулӑнать.

- 2015 ҫул Литература, пирӗншӗн Константин Иванов ҫулталӑкӗ пулнипе палӑрса юлчӗ. Питӗ нумай мероприятисем, творчество каҫӗсем иртрӗҫ. Ҫакӑ Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫне мӗнлерех витӗм кӳчӗ?

- Тӳрех эпӗ предприяти директорӗ пулса килни, вунӑ ҫул каялли аса килет. Ун чухне, паллӑ сӑлтавсене пула, кӗнеке кӑларасси самай чакса ларнӑччӗ. Анчах ҫавна кӗске вӑхӑтрах тӳрлетме май килчӗ. Тӗпрен илсен, кӗнекесене хамӑр республикӑна кӑна мар, ытти регионсене тухса ҫӳресе сутнипе, ӑнлантару ӗҫне йӗркелесе янипе. Библиотекӑсем, вӗрентӳ учрежденийӗсемпе культура ҫурчӗсем те пире самай пулӑшрӗҫ. Ҫапах та... литературӑна каҫса кайсах пропагандӑлакан библиотекӑсем хӑйсем ҫӗнӗ кӗнекесем туянайми патнех ҫитрӗҫ. Ҫак тӗллевпе вӗсем валли бюджетран укҫа-тенкӗ уйӑрасси юлашки виҫӗ ҫулта темиҫе хут чакрӗ!

Ҫав вӑхӑтрах эпир кӑларакан кӗнекесене Мускаври куравсенче те, ытти ҫӗрте те пахалӑх енчен никам та тиркемест. Пӗлтӗр пӗтӗмпе 270 пине яхӑн экземплярпа 130 тӗрлӗ кӗнеке тухнӑ. Хамӑр тӑрӑшнипе вӗсене Тутарпа Пушкӑрт республикисенче, Самар, Тюмень облаҫӗсенче те вырнаҫтаратпӑр. Юлашки вӑхӑтра Якут, Тутарстан, Пушкӑрт республикисемпе пӗрле Раҫҫейри чи вӑйлӑ наци издательствисен шутӗнче тӑратпӑр, пирӗн кӗнекесене тӗнчипех иртекен куравсенче те лайӑх хак параҫҫӗ.

Чуна ыраттараканни тата пӑшӑрхану кӳрекенни Чӑваш Енри чылай чӑвашсемех чӑвашла, тӑван чӗлхепе калаҫассине тата вулассине хӑйсен тивӗҫӗ тесе шутламанни.

Пирӗн справка.

Валерий Петрович Комиссаров 1956 ҫулхи мартӑн 14-мӗшӗнче Яманчӳрел ялӗнче ҫуралнӑ.

«Коммунизм ялавӗ» /«Хыпар»/ хаҫатра корреспондент /1979-1988/, ЧР Журналистсен пӗрлӗхӗн яваплӑ секретарӗ /1988-1992/ пулса ӗҫленӗ. Паянхи кунчченех ЧР Журналистсен пӗрлӗхӗн председателӗ. Пӗр вӑхӑтрах, 1996 ҫултанпа, И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн доценчӗ, филологи наукисен кандидачӗ, 2005 ҫултанпа Чӑваш кӗнеке издательствине ертсе пырать.

В.П.Комиссаров Чӑваш кӗнеке издательствинче чӑваш халӑхӗн культурине, искусствине, краеведенине халалланӑ тарӑн тӗпчев тата хӑйне евӗрлӗ ӗҫсем, чӑваш шкулӗсем валли кӗнекесем, пособисем кӑларассине ҫӳллӗ шайра йӗркелесе янӑ. «Чувашская Республика. Приглашение к сотрудничеству /1997-2015/, «Чӑваш Ен журналисчӗсем» /2005/, «Чӑваш Енри районсемпе хуласен хаҫачӗсем» /2007/ издательство проекчӗсен ертӳҫи тата йӗркелӳҫи. 10 ытла наука ӗҫӗн авторӗ.

Чӑваш Республикин тата Раҫҫей Федерацийӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ /1997, 2011/. Пичет, телерадиовещани тата массӑллӑ коммуникацисен хатӗрӗсен министерствин /2002/, РФ Ҫыхӑну тата массӑллӑ коммуникацисен министерствин, ЧР Патшалӑх Канашӗн /2000/, Раҫҫей Журналисчӗсен пӗрлӗхӗн /1997, 1998/ Хисеп грамотисемпе наградӑланӑ, ЧР Президенчӗ Тав тунӑ /2006/. Республикӑри журналистсен С.Элкер ячӗллӗ премийӗн /1997/, РФ Журналистсен пӗрлӗхӗн премийӗсен лауреачӗ /1998, 2001, 2006/.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех