Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: «Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ»

Автор: Роза ВЛАСОВА

Ҫӑлкуҫ: «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Хушнӑ: 2016.03.15 17:39

Пуплевӗш: 171; Сӑмах: 1187

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

«Виҫӗ ҫын кӑна лаша утланса ҫӳрет. Пӗри — Суворов, тепри — Жуков, виҫҫӗмӗшӗ — Петр Киргизов», — ҫапла шӳтлесе кӗтсе илчӗ мана Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑратра пурӑнакан Петр Сергеевич. Вӑл каланӑ тӑрӑх — лаша питӗ ӑслӑ та туйӑмлӑ выльӑх. Ҫын кӑмӑлне туххӑмрах туять. Хуҫи васкать-тӗк — хӑваламасӑрах хӑвӑртрах юртать… Кӑмӑл пусӑрӑнчӑк-тӑк — вӑл та пуҫне усса утать…

Пур лаша та — Маша.

Петр Киргизов урхамахсем пирки сехечӗ-сехечӗпе калаҫма хатӗр. Вӑл ӗмӗр тӑршшӗпех ут усрать. Паян та унӑн килти хушма хуҫалӑхӗнче лашапа тиха пур. «Вӗсене эпӗ пурне те Маша тесе чӗнетӗп. Пур лаша та маншӑн – Маша. Вӗҫӗмех ҫапла пулнӑ. Фермӑра лаша яланах пулнӑ, килте те пӗрех тытнӑ. Мана чӗлхесӗр янавар умӗнче тиха выляса пыни те кӑмӑла килет. Сакӑр теҫетке ҫула хыҫа хӑвартӑм пулин те паянхи кунчченех ут утланса ҫӳретӗп-ха. Хамӑн юлташ пекех шутлатӑп ӑна», — тӗлӗнтерчӗ кил хуҫи. Вӗсем халӗ мӑшӑрӗпе Антонина Ананьевнӑпа иккӗшех пурӑнаҫҫӗ. Ывӑлӗ Володя Ҫӗнӗ Мӑратрах уйрӑм ҫуртра пурӑнать, «Заря» колхозра ӗҫлет. Хӗрӗ Лена Шупашкарта тӗпленнӗ. Петр Сергеевич мана альбома тирпейлӗн вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗксене кӑтартрӗ, ҫав вӑхӑтра хӑй сисмесӗрех асаилӳ ытамне путрӗ…

— Манӑн атте Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ. Эпир тӑлӑх ачасем пулнӑ. 1948-1950 ҫулсенче ӗҫе кӳлнӗ пире. Эпӗ шкулта 5 класс кӑна вӗренейнӗ. 6-мӗшне кайсан трахом чирӗ аптӑратма пуҫларӗ. Больницӑра чылай вӑхӑт сипленме тиврӗ, ҫапах хӑрах куҫ пачах курми пулчӗ. Вӗренесси пӗтрӗ ӗнтӗ манӑн. Вара фермӑна ӗҫе вырнаҫрӑм. 1949-1950 ҫулсенче сысна кӗтӳҫинче ӗҫлерӗм. Унтан тепӗр икӗ ҫул Вутлан ялӗнче тихасене пӑхрӑм. Вӑл вӑхӑтра Вутланпа Ҫӗнӗ Мӑрат колхозӗсем пӗрлешнӗччӗ ӗнтӗ. Унтан хамӑр яла килтӗм. Конюхра 10 ҫул вӑй хутӑм. Иккӗн ӗҫлеттӗмӗр, 40 яхӑн лаша пӑхаттӑмӑр. 1962 ҫулта мана Патӑрьелне техник-осеменатора вӗренме ячӗҫ. Училище пӗтернӗ хыҫҫӑн Ҫӗнӗ Мӑрат ферминче ҫак ӗҫре вӑй хума тытӑнтӑм. «Республикӑри чи лайӑх техник-осеменатор» ята умлӑн-хыҫлӑн 3 ҫул тивӗҫрӗм. 1965 ҫулта ферма заведующийӗ пулма шанчӗҫ. Нарӑс уйӑхӗнче, хам ҫуралнӑ кунра, тытӑнтӑм та фермӑна 1997 ҫулччен ертсе пытӑм. 30 ҫул иртнине сисмерӗм те. Унтанах тивӗҫлӗ канӑва кайрӑм. Пенсие тухсан Йӗпреҫри вӑрман хуҫалӑхӗнчи утарта пыл хурчӗсемпе ӗҫлерӗм. Унтан ҫав вӑрмантах хамӑрӑн утара йӗркелерӗм. 40 яхӑн вӗлле унта, килте те сад-пахча илемне кӗртмелӗх пур. Хама астума пуҫланӑранпах пирӗн килте пыл хурчӗсем тытнӑ. Асатте те утарҫӑ пулнӑ. Эпӗ ҫуллахи вӑхӑтра яланах — утарта. Лашапа та, ҫуран та ҫӳретӗп унта. «Ылтӑн хурт» тытни мана сывлӑх, лӑпкӑлӑх, лайӑх кӑмӑл парнелет. Маншӑн вӑл — чӑн-чӑн чун киленӗҫӗ. Ачасем те пыл юхтарнӑ чухне пулӑшма пыраҫҫӗ. Мӑшӑрӑм килти пыл хурчӗсене пӑхма пулӑшать: рамӑсене карас карать, ҫуркунне вӗллесене ҫуса тасатать. Мӑнукӑм Оля та манпа пӗрле утарта ӗҫлеме кӑмӑллать, — хӗпӗртевне пытармарӗ ҫемье пуҫӗ.

Петр Киргизова ун чухнехи дояркӑсем питӗ ҫирӗп ыйтакан ертӳҫӗ пек аса илеҫҫӗ. «Эпир унӑн сассине илтсенех шарт сикеттӗмӗр», — пытармарӗ Зинаида Павлова. «Пирӗн йӑхӗ ҫавӑн пек. Питӗ яваплӑ ҫынсем эпир», — шӳтлерӗ кун пирки каласан Петр Сергеевич. Ахальтен-им Петр Киргизов ӗҫри пуҫарулӑхӗпе хастарлӑхӗшӗн нумай наградӑна тивӗҫнӗ. Вӑл — ЧР ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, «Хисеп Палли» ордена /1986 ҫ./, Халӑхсен туслӑхӗн орденне /1986 ҫ./, «Ӗҫри хастарлӑхшӑн» медале, тӗрлӗ ҫулта ВДНХн ылтӑн, кӗмӗл тата бронза медалӗсене, «Социализм ӑмӑртӑвӗн ҫӗнтерӳҫи» палла тивӗҫнӗ, нумай-нумай Хисеп хутне илнӗ.

Ӗҫсе ҫывӑрса выртсан мӗн пулать?

— Пирӗн вӑхӑтрипе хальхи фермӑна танлаштарас-тӑк — вӗсем пачах расна. Ҫынсем халӗ фермӑна ӗҫлеме каясшӑн та мар. Ҫамрӑксене пушшех те илӗртмест вӑл. Ирхине 5 сехетре фермӑра пулнӑ ӗнтӗ эпӗ. 300 ытла ӗнеччӗ, дояркӑсем те йышлӑнччӗ. 17 таранах пулнӑ. Ӗнесем ӑратлӑччӗ пирӗн, ферма районта та, республикӑра та малтисен йышӗнчеччӗ. Пӗр ӗнерен 4-5 пин литр сӗт суса илнӗ. Патшалӑха 3-шер тонна сӗт каятчӗ. Дояркӑсем туслӑччӗ, пӗр-пӗринпе ӑмӑртса ӗҫлетчӗҫ. Малтанах — алӑпа, каярах аппаратпа сунӑ, кайран сӗт пӑрӑхне хута ятӑмӑр. Эпӗ ӗҫленӗ ферма вырӑнӗнче халӗ нимӗн те ҫук. Чунӑм ыратать. Чӑн-чӑн мӑшкӑл ку. Пирӗн вӑхӑтра пӑрусем валли кӗтӳ ҫӳремелли ятарлӑ вырӑнсем пурччӗ. Сӗт уйрӑмах нумай паракан ӗнесене кӗтӗве яраймастӑмӑр, вӗсем 30 ытла литр таран антаратчӗҫ. Ҫав ӗнесем валли карта тытса ятарлӑ вырӑнсем хӑтланӑччӗ. Вӗсене те пӗтерчӗҫ. «Заря» ферминче халӗ 30-40 ӗне кӑна. Мӗншӗн юхӑнтарчӗҫ малта пыракан, вӑйлӑ колхоза? Маларах ӑна — Николай Моторин, каярах Георгий Киргизов ертсе пычӗҫ. Эпӗ ертӳҫӗ пулсан та скотник, платник ӗҫӗсене тиркемен. Алӑра яланах пуртӑччӗ. Мӗн те пулсан ишӗлме пуҫласанах тӳрлетсе хураттӑм, тирпее юрататтӑм. Ферма утар пекчӗ, тасаччӗ. Ӗнисем те тап-тасаччӗ. Дояркӑсемпе скотниксем чунне парса ӗҫлетчӗҫ. Вӗсем мана халӗ те ырӑпа аса илеҫҫӗ. Хам ӗҫлеме пӑрахсан та иртсе ҫӳренӗ чухне фермӑна сӑнакаласах тӑраттӑм. Тирпейсӗр-тӗк — лашана тӑратса кӗрсе асӑрхаттарса, вӑрҫса хӑварнисем те пулнӑ.

Мӑшӑрӑм та доярка пулнӑ, эпир пӗрлех ӗҫленӗ. Кайран техник-осеменатор пулчӗ. 1959 ҫулта ҫемье чӑмӑртарӑмӑр. 57 ҫул пӗрле ӗнтӗ. Пирӗн килӗшӳ вӑрттӑнлӑхӗ — пӗрне-пӗри яланах ӑнланма тӑрӑшни, — кӑна ҫирӗплетсех каларӗ шур сухал. Паянхи кунченех выльӑх-чӗрлӗх тытаҫҫӗ Киргизовсем. Ӗне, лаша, тиха, 3 сысна, 6 сурӑх, чӑхсем усраҫҫӗ.

— Ӗҫсе ҫывӑрса выртсан мӗн пулать? Шӑпах ӗҫлени пурнӑҫа вӑрӑмлатать. Эпӗ яланах фермӑна чи малтан ҫитнӗ, чи кайран таврӑннӑ. Ҫынсем кайса пӗтнӗ хыҫҫӑн тепре ревизи тӑваттӑм. Фермӑра ӗҫлекенӗн канмалли кун та, уяв кунӗ те ҫук. Ҫӗнӗ ҫул каҫӗнче те кайнӑ, ӳсӗрсем пырсан ырри пулать-и? Ун чухне уйрӑмах хытӑ тӗрӗслеттӗм. Халӗ ӗҫ ҫук теҫҫӗ. Тӗрӗссипе, колхозӗнче вӑй хурсан ӗҫӗ ҫителӗклех. Ачасем те яланах пулӑшма пыратчӗҫ. Хӗрача фермӑра та, килте те ӗне сунӑ. Кӑҫал Чӑваш Енре Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗ пулнӑ май ҫынсене ӗҫ вырӑнӗ ытларах туса парасчӗ. Ӗҫлекен ҫынна хисеп тӑвасчӗ, вӑрласа пуяканнине мар, — шухӑшне палӑртрӗ Петр Сергеевич. Киргизовсем пушӑ вӑхӑтра «Хыпар», «Сывлӑх» хаҫатсене вулаҫҫӗ. Пӗрремӗшне 70 ҫула яхӑнах, «Коммунизм ялавӗ» ятпа тухнӑ вӑхӑтранпах, ҫырӑнса илеҫҫӗ.

Пыл шӑрши юн пусӑмне чакарать.

Петр Киргизов карпат ӑрачӗллӗ пыл хурчӗсене тытать.

— Иртнӗ ҫул утарҫӑсемшӗн ӑнӑҫлах пулман теҫҫӗ. Эпир, вӑрмантисем, аптӑрамарӑмӑр. Ҫуркунне вӗлле хурчӗсем кӑчкӑран, ҫӳҫерен пыл илеҫҫӗ. Вӗсем пӗтсен кукша пуҫ чечеке ларать. Йӗпреҫ районӗнче акман ҫӗрсем ҫаплах выртаҫҫӗ. Унта хыт-хура, пиҫен, ытти курӑк та пур. Ҫавӑнпа пирӗн патра пыл яланах лайӑх пулать. Утар вырӑнӗ вӑрманта, хир ҫумӗнче шӑпах. Вӑрманта тата хӑмла ҫырли нумай. Вӑл чечеке ларсан хуртсем питӗ вӑйлӑ сӗрлеҫҫӗ. Ҫавӑнпа пыл питӗ тутлӑ. Ҫу уйӑхӗнче пухнӑ пыла ахаль те сиплӗрех теҫҫӗ. Вӗллене уҫатӑн — ырӑ-ырӑ шӑршӑ кӗрет. Паха ҫав шӑршӑ юн пусӑмне те чакарать. Пыла тоннипех илетпӗр. Ӗҫлес кӑмӑлӑм ҫавӑнпа питӗ пысӑк. Халӗ ҫуркунне ҫитессе чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр. Пылак ҫимӗҫе ытларах Тукай Мишер тутарӗсем нумай илеҫҫӗ. «Сирӗн пыл сӗре тутлӑ!» — теҫҫӗ хуларан килнӗ ҫынсем те. Эпир, утарҫӑсем, ҫуркуннепе ҫуллана ытларах кӑмӑллатпӑр. Утарӑм питӗ илемлӗ вырӑнта вырнаҫнӑ. Юнашарах — ҫырмасем, пӗве. Пӗвере — пулӑсем. Утарта сад, хӗрӗх тӗпе яхӑн улмуҫҫи ӳсет. Вӗсене пӗтӗмпех хам лартнӑ, — калаҫу ҫӑмхине сӳтрӗ шур сухал.

Хушамат историйӗпе те кӑсӑклантӑм.

— Ваттисем каланӑ тӑрӑх — ӗлӗк пӗри салтака кайсан Кӑркӑсстанран ача илсе килсе ӳстернӗ-мӗн. Ҫавӑнтан хушамат пулса кайнӑ та. Пире халӗ те «Кӑркӑс» теҫҫӗ. Эпир пурте хурарах сӑн-питлӗ вӗт, кӑркӑссем пекех. Тухтӑра вӗренекен мӑнукӑм чат кӑркӑс сӑн-сӑпатлӑ. Ывӑлӑм та хура. Ҫав йӑх пырать ӗнтӗ. Асатте те ҫав хурӑмлах пулнӑ, — уҫӑмлатрӗ Петр Сергеевич.

Петр Киргизов 80-ра тееймӗн. Вӑй-халлӑ, тӑн-тӑн, ҫирӗп вӑл. 60-ти арҫын вырӑнне те йышӑнма пулать.

— Вӑрттӑнлӑхӗ унта нимӗн те ҫук. Куна эпӗ гимнастика тунинчен пуҫлатӑп. Фермӑра ӗҫленӗ чухнех ҫак йӗркепе пурӑннӑ. Нумай ӗҫлени те усӑллӑ. Эпӗ ку таранччен ватлӑх начаррине сисмен-ха. Бензопӑчкӑпа ӗҫлетӗп, лашапа ҫӳретӗп. Ялта манӑн тантӑшсем юлман ӗнтӗ. Вӗлле хурчӗсемпе ӗҫлени сиплӗ. Мунча усӑллӑ. Пыл нумай ҫиетпӗр. Курӑк чейӗ ӗҫетпӗр. Хама ватӑлнӑ пек туймастӑп. Ак паян та мӑшӑрӑмпа вут татрӑмӑр-ха. Халӗ пирӗн мӗн ӗмӗт ӗнтӗ? Пурте пур. Ачасен сывлӑхӗ кӑна пултӑр. Пире ытларах мӑнуксем парнелеччӗр, — пытармарӗ кил хуҫи.

Хут ҫинче вӗсен урамӗ Чапаев ячӗллӗ. Хӑйсен хушшинче «Вӗт ура касси» теҫҫӗ, ӗлӗк ачапча нумай пулнӑран ҫапла каланӑ. Халӗ вара пушӑ кил чылай. 10 килте мӑрьерен тӗтӗм тухмасть. Ытларахӑшӗ — ватӑсем. Хыҫалкасра 3-4 килте кӑна пурӑнаҫҫӗ тата. Петр Киргизова ҫуртсем хупӑнса, ял пушанса пыни сӗре кулянтарать. «Колхоз-совхозсене пӗтермелле марччӗ. Тен, ял та пушанмастчӗ. Вӑйпитти арҫынсем те Мускава ӗҫлеме ҫӳремӗччӗҫ», — ассӑн сывларӗ ватӑ. Ҫапах вӑл Вӗт ура касси малашлӑхра ача-пӑча сассипе ҫӗнӗрен туласса ҫирӗп шанать. Шанни тӳрре тухтӑрччӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех