Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрӑшнине (тĕпĕ: тӑрӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ юнашар пӳлӗме кайӑп, эсир вара унпа калаҫса татӑлӑр, ӗненӗрех, эпӗ эсир маншӑн тӑрӑшнине ӗмӗрне те манас ҫук, сире эпӗ чунтан тав тӑватӑп.

Я уйду в соседнюю комнату — а вы с ним и условитесь, поверьте, я в век не забуду вашей услуги и благодарю вас от души.

XVIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Амӑшӗ хӑйне кӑшт урахларах тытма тӑрӑшнине те сиссе илчӗ Таня.

Даже притворство обнаружила в нем Таня.

III // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Мур ҫименскер, эсир мӗншӗн дефицита ҫав тери васкаса хушма тӑрӑшнине эпӗ халӗ ӑнлантӑм.

Черт вас возьми, теперь-то я понимаю, для чего вам так срочно понадобилось пополнить дефицит!

Вӑтӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Улитинпа ытти ятлӑ ҫынсем пӑтратма тӑрӑшнине пӑхмасӑрах большевиксем сьездра хӑйсен шухӑшне ҫиеле кӑлараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Малалла кайма чӑнахах май ҫук пулсан, ӗҫе юрӑхлӑ пулма тӑрӑшнине суккӑрлӑх пӗтӗмпех пӗтерсе хучӗ пулсан, строя тӑрас шанчӑк пӗтнӗ пулсан, — вилес пулать».

Если, действительно нет больше возможности продвижения вперед, если все, что проделано для возврата к работе, слепота зачеркнула и вернуться в строй уже невозможно, — нужно кончать».

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ун ҫине пӑхсан, чӑнах та, вӑл темӗн ҫинчен канма пӗлмесӗр шухӑшланине тавҫӑрса илме пулать, анчах хӑй мӗн ҫинчен тӑрӑшнине вӑл пытарма шут тытнӑ.

По его виду, правда, можно было догадаться, что он о чём-то беспрерывно думает, но он решил скрывать свою заботу.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Пӗчӗк отряд, вӑл тӑрӑшнине пула, тепӗр кун ир сакӑр сехетре Тандиль сьеррин курӑкпа витӗннӗ тайлӑмӗпе хӗвелтухӑҫнелле кайрӗ.

Благодаря его стараниям маленький отряд в восемь часов утра следующего дня уже ехал на восток по покрытому травой склону сьерры Тандиль.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Майор тӑрӑшнине пула Гленарванпа унӑн юлташӗсем майӗпенех тӑна кӗрсе пычӗҫ.

Гленарван и его спутники благодаря заботам майора мало-помалу приходили в сознание.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ӑна ҫак кӗрешӳ пӑтранӑвӗнче хӑйсен ҫулне тупса ҫитереймен, анчах та хӑйсен класӗ мӗншӗн тӑрӑшнине лайӑх палӑртса тӑракан ҫамрӑксем кӑмӑла каяҫҫӗ.

Ему нравилась эта молодежь, еще не нашедшая своей дороги в водовороте борьбы, но ясно выражавшая стремление своего класса.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Чӳречен хӑрах енӗ яриех уҫӑ пулин те вӑл пӗтӗм вӑйран, анчах ним усӑсӑр тухса кайма тӑрӑшнине ниепле те ӑнланаймарӑм ун чух.

И было необъяснимо, непонятно, зачем столько бешеных усилий затрачивает он на эту совершенно бесплодную затею, в то время, когда совсем рядом вторая половина окна широко распахнута настежь.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Уншӑн тивӗҫсӗр тӑрӑшнине кура, Чук кӳренме те пуҫларӗ, арчана мӗншӗн хам кӗрсе лармарӑм-ха, тесе темиҫе хутчен те шухӑшласа илчӗ.

И так много она о нем заботилась, что наконец Чук обиделся и про себя уже несколько раз пожалел, что и он не полез в сундук тоже.

Чукпа Гек // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 105–140 с.

Эпир савӑнатпӑр, вӗсем мӗнле сӑмах калама тӑрӑшнине, анчах калама пултарайманнине лайӑх ӑнланатпӑр.

И радуемся, и хорошо понимаем, над каким словом все они трудятся и не могут сказать.

III // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.

Николай Петрович килнине курсан, вӑл, хӑй тӑрӑшнине кӑтартас тесе, чупса иртекен сысна ҫурине турпаспа пенӗ, е ҫурма ҫарамас пӗр-пӗр ачана юнанӑ, ахаль чухне ҫаплах ҫывӑрса ирттернӗ.

Завидя издали Николая Петровича, он, чтобы заявить свое рвение, бросал щепкой в пробегавшего мимо поросенка или грозился полунагому мальчишке, а впрочем, больше все спал.

XXII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Ася халӗ те хамӑр тухса кайнӑ чухнехи пекех; эпӗ ӑна пит тимлӗн сӑнама хӑтлантӑм пулин те, вӑл курнӑҫланнине те, юриех урӑхла курӑнма тӑрӑшнине те пачах асӑрхамарӑм; ку хутӗнче ӑна хӑйне хӑй пек тытмасть тесе ӳпкелеме сӑлтав тупӑнмарӗ.

Я нашел Асю точно такою же, какою я ее оставил; как я ни старался наблюдать за нею — ни тени кокетства, ни признака намеренно принятой роли я в ней не заметил; на этот раз не было возможности упрекнуть ее в неестественности.

V // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.

Петербург повеҫӗсенче писатель пурнӑҫа тӗрлӗ енчен тата тӗплӗрех сӑнать, вӑл ку повеҫсенче ҫӗнӗ социальнӑй ыйтусем лартать, «Гоголь тунӑ паха ӗҫ ҫакӑ пулса тӑрать, — тенӗ Чернышевский, — вырӑс литературинче вӑл чи малтан содержанишӗн тӑрӑшнине, питӗ кирлӗ енне — критикӑлла реализм еннелле туртӑннине кӑтартса пачӗ».

Куҫарса пулӑш

Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.

Эпӗ тӑрӑшнине хӑвӑрах куратӑр.

По крайней мере, вы видели мое старание».

II // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 51–74 с.

Пӑшӑрханнӑ телефонист ҫавӑнтах темиҫе минут хушши пӗр сӑмахпах чӗнме тӑрӑшнине илтрӗҫ ачасем:

И тут ребята заметили, что телефонист тревожно, громко уже несколько минут повторяет один и тот же призыв:

«Калуга — Марс» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 119–137 с.

Ку вара пурнӑҫран ним тумасӑрах каясшӑн маррине, ҫынсене пӑртак та пулин усӑ кӳресшӗн тӑрӑшнине пӗлтерет.

Взгляд, который хоть что-то сможет делать, чтобы не уйти из жизни и служить людям.

7 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Ку, паллах, йывӑр ӗҫ, анчах эпир урӑхла тума пултараймастпӑр, пирӗн кашнине итлес пулать, вӑл мӗн ҫинчен шухӑшланине, пурнӑҫра мӗн тума тӑрӑшнине, ӑна мӗн чӑрмантарнине пӗлес пулать…

Это, конечно, трудно, но как мы можем не выслушать каждого, не понять, о чем он думает, чего хочет добиться в жизни, что ему мешает…

25 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Анохин ун ҫине тӳрех юлташла пӑхнӑ, ӗҫре туслӑ канашсем панӑ, Ксени унран хӑш-пӗр арҫынсем питӗ юратакан килӗшӳсӗр шӳтлӗ сӑмахсем те, анекдотсем те илтмен, вӑл пулӑшма тӑрӑшнине тав туса йышӑннӑ.

Он сразу стал относиться к ней как к товарищу, давал дружеские советы по работе, она не слышала от него ни пошлых шуток, ни анекдотов, на которые так охочи некоторые мужчины, а его покровительство воспринимала с благодарностью.

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех