Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем»

Автор: Михаил Рубцов

Ҫӑлкуҫ: Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.

Ҫул: 1952; Хушнӑ: 2020.05.12 22:37

Пуплевӗш: 224; Сӑмах: 3836

Текст тӗсӗ: Ӑслӑлӑх статьи

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Аслӑ писатель-реалист Н. В. Гоголь пултарулӑхӗ иртнӗ ӗмӗрти 30-40 ҫулсенчи хӑрушӑ реакци вӑхӑтӗнче ӳссе аталаннӑ. Крепостла йӗркесене, пӗр ҫын тепӗр ҫынна пусмӑрласа пурӑннине пула вӑл вӑхӑтра государствӑпа общество пурнӑҫӗнче ултавпа суялӑх пуҫ пулса тӑнӑ. Гоголь, хӑйӗн литература ӗҫне романтикӑлла фантастика евӗрлӗ хаваслӑ повеҫсемпе («Диканька ҫывӑхӗнчи хуторта ирттернӗ каҫсем») пуҫласа янӑскер, часах патша Российӗнчи помещиксемпе бюрократи стройӗн мӗнпур ирсӗрлӗхӗсене туйса илнӗ, вара ҫак ирсӗрлӗхе хӑйӗн гениллӗ таланчӗпе кӑтартса панӑ. Хӑйӗн малтанхи произведенийӗсенче Гоголь пурнӑҫра тӗл пулакан кулӑшла та вырнаҫусӑр япаласене кӑмӑллӑн кӑна сӑнланӑ. Унӑн гӗройӗсем ӑҫти-ҫукшӑн каҫса кайса кулнӑ, кӑшт куляну пулнӑ пулсан та, ку кулӑра чуна килентерекен юмор кӑна сисӗнсе тӑнӑ, каярахпа вара писатель пурнӑҫа сӑнлас ӗҫре сатирӑпа анлан усӑ курма пуҫлать, вӑл ҫынсене куҫҫулӗ витӗр тенӗ пек култарать, пурнӑҫри киревсӗрлӗхе вӑйлӑн питлет. Гоголь самодержавипе крепостла йӗрке пурпӗрех пӗтессине ӑнланман, вӑл ун чухне тин ҫуралакан революциллӗ демократипе ҫыхӑнман, анчах та хӑйӗн произведенийӗсенче патша саманин, помещиксемпе демократи стройӗн ирсӗрлӗхне, ҫӗрӗклӗхне, ултавлӑхне калама ҫук лайӑх кӑтартса панӑ. Гоголь — вырӑс литературинчи чи чаплӑ реалистсенчен пӗри, ун произведенийӗсем пире кивӗ тӗнчене тӗплӗрех пӗлме пулӑшаҫҫӗ, хӑйсен художествӑллӑ вӑйӗпе сатирӑллӑ ҫивӗчлӗхне пула пирӗн алӑра хамӑр тӑшмансене хирӗҫ, социализмпа демократишӗн кӗрешес ӗҫре вӑйлӑ хӗҫпӑшал пулса тӑраҫҫӗ.

Ку кӗнекере тухнӑ повеҫсене пурне те Н. В. Гоголӗн «Петербург повеҫӗсенчен» илнӗ. Ку повеҫсенчен чӑвашла иккӗшӗ — «Шинель» тата «Рим» куҫармасӑр юлнӑ. «Петербург повеҫӗсенче» Гоголь пуринчен ытларах ун чухнехи столица пурнӑҫне кӑтартса парать. Вӗсенче эпир чиновниксене, купецсене, ремесленниксене, художниксене йышлӑн куратпӑр. Писатель хӑй вӑхӑтӗнчи пурнӑҫӑн социальнӑй контрасчӗсене ҫав тери вӑйлӑня. реализмла тӗрӗслӗхпе сӑнласа парать. Чаплӑ критик Белинский, Гоголь пултарулӑхӗн тӗп пахалӑхӗ ҫинчен каласа, писатель пурнӑҫа тӗрӗс сӑнланине, унӑн произведенийӗсенче реализм вӑйлӑ пулнине палӑртнӑ. 1835 ҫултах Гоголӗн «Арабески» ятлӑ кӗнекинче икӗ повесть («Невски проспект» тата «Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем») пичетленсе тухсан, Белинский ҫапла ҫырнӑ: «Гоголь вӗсенче тӗрлӗ ӗҫсен сценине нумай аслӑлатрӗ, хӑйӗн юратнӑ, ытарма ҫук, пӑхса тӑранайми Малороссийине манмасӑрах Российӑри вӑтам сослови пурнӑҫӗнче поэзи шырама тапратрӗ. Турӑҫӑм, мӗнле хӑватлӑ поэзи тупрӗ вӑл унта!»

Петербург повеҫӗсенче писатель пурнӑҫа тӗрлӗ енчен тата тӗплӗрех сӑнать, вӑл ку повеҫсенче ҫӗнӗ социальнӑй ыйтусем лартать, «Гоголь тунӑ паха ӗҫ ҫакӑ пулса тӑрать, — тенӗ Чернышевский, — вырӑс литературинче вӑл чи малтан содержанишӗн тӑрӑшнине, питӗ кирлӗ енне — критикӑлла реализм еннелле туртӑннине кӑтартса пачӗ». Ку критикӑлла реализм никӗсне Гоголь хӑйӗн «Иван Федорович Шпонька» тата «Иван Ивановичпа Иван Никифорович мӗнле вӑрҫса кайни ҫинчен» ятлӑ повеҫӗсенчех хунӑ, Петербург повеҫӗсенче вара ӑна тата тарӑнлатнӑ, вӑйлатнӑ, ҫӗнӗ темӑсемпе пуянлатнӑ, «Невски проспект» е «Шинель» повеҫре Петербург ӗҫ ӑҫта пулса иртнине кӑтартас тесе асӑннӑ хула ячӗ кӑна мар, Гоголь геройӗсем пурӑнакан социальнӑй атмосфера пулса тарать. Хула картинине витӗмлӗ сӑнани, чиншӑн ҫеҫ ҫунакан бюрократие вӑйлӑ кӑтартса пани, вак ҫынсене ним вырӑнне те хуманнине витӗр курса, пурнӑҫри хирӗҫӳсене туйса тӑни пӗтӗмпех Гоголь обществӑллӑ пурнӑҫ условийӗсене лайӑх пӗлни ҫинчен калать. Кунпа пӗрлех ҫакна калас пулать: Петербург повеҫӗсем Н. В. Гоголӗн хӑйӗн пурнӑҫӗпе те таччӑн ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ. 1828 ҫул вӗҫӗнче Гоголь провинци шӑплӑхӗнчен Петербурга пырса кӗрет. Петербург ӑна сивӗ кӑмӑлпа кӗтсе илет. Паллах, повеҫсене хӑй курнӑ тӑрӑх кӑна ҫырнӑ тени тӗрӗс мар пулнӑ пулӗччӗ, анчах хӑй курни-илтни Гоголе Петербург пурнӑҫӗн деталӗсене, хула пейзажне лайӑхрах ҫырса пама нумай пулӑшнӑ. Петер6ургра кӑшт пурӑннӑ хыҫҫӑнах, 1829 ҫулхи апрелӗн 30-мӗшӗнче, писатель хӑйӗн амӑшӗ патне ҫырнӑ ҫырӑвӗнче хулана кайран повеҫсенче тӗл пулакан сӑмахсемпе характеристика парать: «Кунта пур ҫӗрте те шӑп, халӑх ним ҫинчен те шутламасть, кашни утӑмрах служащисемпе вырӑнта тӑракан ҫынсем тӗл пулаҫҫӗ, вӗсем пурте хӑйсен департаменчӗсемпе коллегийӗсем ҫинчен калаҫаҫҫӗ, нимле хавхалану та ҫук, пурте ӗмӗре куллен-кунхи ӑҫти-ҫук ӗҫсемпе ирттереҫҫӗ».

Кӗске вӑхӑтлӑха ют ҫӗршывсене кайса ҫӳренӗ хыҫҫӑн 1829 ҫулта Гоголь государство хуҫалӑх департаментне службӑна кӗрет, часах удел департаментне ӗҫлеме куҫать, виҫӗ уйӑхран вара столоначальник пулӑшаканӗ пулса тӑрать. Ку чӗре патне пыман службӑра вӑл нумаях тӑмасть, 1831 ҫулта дворянсен Патриотически институтне истори преподавателӗ пулса ӗҫлеме куҫать. Служба вӑхӑтӗнче курни-илтнине Гоголь чиновникла Петербургпа паллаштаракан «Невски проспект», «Шинель», «Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем» ятлӑ повеҫӗсенче пӗтӗмлетсе кӑтартса парать.

1830 ҫулта Гоголь хваттерӗ Петербургӑн мещенле-чиновникле кварталӗнче, Горохӑвӑйпа Мещански урамсенчен инҫех мар, Кокушкин кӗперӗ патӗнче, Зверков пӳртӗнче пулнӑ. Ку пӳртре пуринчен ытларах купецсем, приказчиксем, вак чиновниксем пурӑннӑ Гоголь хӑйӗн повеҫӗсенче ҫак района ҫырса кӑтартнӑ та ӗнтӗ. Ковалев майор Сеннӑй площадь ҫывӑхӗнче пурӑнать («манӑн хваттер Садовӑй урамра»), Иван Яковлевич цирульник Вознесенски проспектра пурӑнать, Поприщин та ҫак вырӑнсенчех ҫӳрет, вӑл Зверков пӳрчӗ патне ҫитсе тухса унтан тӗлӗнсе тӑрать: «Ку ҫурта пӗлетӗп, ку Зверков ҫурчӗ», терӗм хам ӑшӑмра. «Эккей машина! Мӗнле кӑна халӑх пурӑнмасть кунта: мӗн чухлӗ кухарка, мӗн чухлӗ поляк! пирӗн пек чиновниксем вара йытӑ кӗтӗвӗ чухлех, пӗрин ҫинче тепри лараҫҫӗ».

Чарков художник ҫеҫ Васильевски утравӑн аякри вунпиллӗкмӗш линине вырнаҫнӑ, мӗншӗн тесен Художество Академийӗ юнашарах пулнӑран художниксем кунта хваттер тупма тӑрӑшнӑ. Тепӗр художник ашшӗ, хӑрушӑ портрет ӳкернӗскер, хула тулашӗнче, Коломнӑра пурӑннӑ («ку вӑл столица та, провинци те мар; Коломна урамӗсене кӗрсенех ҫыннӑн мӗнпур ҫамрӑк ӗмӗчӗсем сӳнсе ларнӑ пек пулаҫҫӗ. Кунта пуласлӑх ҫук, кунта шӑплӑх кӑна, столица юхӑмӗнчен ларса юлнӑ юшкӑн кӑна»).

Гоголь ӳкерсе кӑтартнӑ Петербург вӑл — чухӑн чиновниксен, тӗрлӗ ӑстаҫӑсен, вак ҫынсен тӗксӗм хули, вӑл пӗрре те ялкӑшса тӑракан чаплӑ Невски проспект пек мар. Гоголь сӑнласа панӑ Невски проспект чӑнах та ҫиелтен пӑхма хитре, вӑл кашни сехетре ҫӗнӗ тӗс йышӑнать, вӑл ҫынсемпе хӗвӗшсе тӑрать, анчах вӑл пысӑк хула мӗскӗнлӗхне, Коломнӑра е Мещански урамра пурӑнакансен чухӑнлӑхне, столицӑн тӳнтерле енне пытарма пултараймасть. Ҫавӑнпа та автор: «О, ан ӗненӗр ҫав Невски проспекта! Пурте ултав, пурте ӗмӗт, пурте ху шутланӑ чӑн япала пек мар!» тесе асӑрхаттарать.

Ҫав вӑхӑталла (1835-1836 ҫулсенче) ҫырнӑ «Мускавпа Петербург» ятлӑ статьинче Гоголь «шукӑль-Петербурга»( «ҫип ҫапнӑ пек тӳрӗ ларакан хулана» асӑнать. «Петербургӑн пӗтӗмӗшле сӑн-питне уйӑрса илме питӗ йывӑр, — тет вӑл, — мӗншӗн тесен Петербург халӑхӗ тӗрлӗ, хӑйне уйрӑм обществӑсенчен тӑрать: аристократсем, служащисем, чиновниксем, ремесленниксем, акӑлчансем, нимӗҫсем, купецсем — пурте уйрӑм ушкӑнсем ҫине пайланаҫҫӗ, пӗр-пӗринпе сайра хутра ҫеҫ хутшӑнаҫҫӗ.

Тӗплӗрех пӑхсан, ҫак классем тата кашниех пӗр-пӗринпе хутшӑнман вак кружоксенчен тӑраҫҫӗ. Сӑмахран, чиновниксене илӗр. Столоначальник пулӑшаканӗсем пулса ӗҫлекен ҫамрӑксен хӑйсен ушкӑнӗ пур, отделени начальникӗ ку ушкӑна нимпе те хутшӑнмасть Столоначальник канцеляри чиновникӗ умӗнче хӑйӗн прическине ҫӳлерех ҫӗклет. Нимӗҫ ӑстаҫисемпе нимӗҫ служащийӗсем те икӗ уйрӑм ушкӑн пулса тӑраҫҫӗ. Учительсен хӑйсен ушкӑнӗ, актерсен хӑйсен ушкӑнӗ пур; ку ҫеҫ мар, литераторсем те ыттисенчен пачах уйрӑм тӑраҫҫӗ».

Гоголь хӑйӗн повеҫӗсенче Петербургри ҫак тӗрлӗ «ушкӑнсене» сӑнласа кӑтартать те ӗнтӗ.

Петербург повеҫӗсенче чи малтанах пысӑк хулари рядовой ҫынсен, «пӗчӗк ҫынсен» пурнӑҫӗ ҫинчен, вӗсен помещикла-бюрократиллӗ государство условийӗсенчи ӑраскалӗ ҫинчен ыйту лартнӑ.

«Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисенче» Гоголь ҫак пурте кӳрентерекен «пӗчӗк ҫын» — Поприщин сӑмахӗсемпе чиновникла-дворянла обществӑри ҫынсен танмарлӑхне, ку обществӑри тӗрӗсмарлӑха уҫса парать: «Тӗнчере мӗнпур лайӑх япала е камер-юнкерсене е генералсене лекет. Тупатӑн хӑвна валли пӗчӗк телей, алла илес тесе шутлатӑн, — санран камер-юнкер е генерал туртса илет. Мур илесшӗ! Манӑн хамӑн генерал пуласчӗ, качча пыма килӗшетӗн-и тесе ыйтма мар, вӗсем хушшинчех пурӑнса вӗсем мӗнле йӑпӑлтатнине курма анчах пуласчӗ. Кайран: сирӗн ҫине иксӗр ҫине те суратӑп тесе каласа хурасчӗ». Гоголӗн кӑмӑлӗ пӗтӗмпех ҫак пӗчӗк ҫынсем енче, — «Невски проспектри» ӗмӗтпе пурӑнакан талантлӑ художник Пискарев, «Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисенчи» вак чиновник Поприщин тата «Шинельри» мӗскӗн чухӑн Акакий Акакиевич Башмачкин енче.

Ҫынсем ҫине чунсӑрла пӑхнӑ, вӗсене таптанӑ атмосферӑра, пӗтӗм ӗҫе укҫапа чин татса панӑ ҫӗрте пӗчӗк ҫынсем тӗлӗнмелле асап кураҫҫӗ, мӑшкӑл тӳсеҫҫӗ, нумай чухне хӑрушӑ вилӗмпе вилсе выртаҫҫӗ. Анчах ҫакна куракан Гоголь гуманист кӑна, вӑл таврари пурнӑҫра мӗне те пулин улӑштарма май ҫук тесе шутлать. Пӗр енчен вӑл пурнӑҫа тӗрӗс ҫутатса парать, пуҫ пулса тӑракан классем ҫинчен куҫкӗретӗнех тӗрӗс сӑмах калать, дворянсен обществин хирӗҫӗвӗсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларать, тепӗр енчен ку обществӑна революцилле майпа улӑштарма кирлине ӑнланса илме пултараймасть. Ҫавӑнпа та ун пултарулӑхӗ те иккӗлле пулса пырать — кив тӗнчене критикленӗ ҫӗрте, ун ҫӑпан-юханӗсене кӑтартнӑ ҫӗрте вӑл калама ҫук вӑйлӑ, ҫав вӑхӑтрах лайӑххине ҫирӗплетнӗ ҫӗрте, усала хирӗҫ лайӑххине кӑларса тӑратнӑ ҫӗрте те самаях вӑйсӑр. Ку вӑл Петербург повеҫӗсенче те аванах сисӗнсе тӑрать. Ирсӗр тӗнчене, «Невски проспектри» пек пуян та сӗмсӗр Пироговсене хирӗҫ Гоголь мӗскӗн те вӑйсӑр Поприщинсене, Башмачкинсене ҫеҫ кӑларса тӑратма пултарнӑ. Этем тӳсмелле мар ултавлӑ пурнӑҫпа юнашар Пискарев пек ӗмӗтпе пурӑнакан идеалистсене, Пироговпа Ковалевсен тӗнчи пырса ҫапсанах тӗп пулакан вӑйсӑр Поприщинсемпе Башмачкинсене ҫеҫ ӳкерсе панӑ.

Петербург повеҫӗсенче Гоголь «Диканька ҫывӑхӗнчи хуторта ирттернӗ каҫсенчи» фольклор идиллийӗнчен нумай аякка кайнӑ, вӗсенче писатель ун чухнехи вырӑс пурнӑҫне критикӑлла реализм позицийӗнчен пырса сӑнласа кӑтартнӑ, унӑн социальнӑй условийӗсене тӗплӗ тишкернӗ. Ку повеҫсенче писателӗн реализмла маҫтерлӑхӗ ҫӗнӗ пусӑма хӑпарать, вӑл, хула художникӗ пулса, столицӑри социальнӑй контрастсене лайӑх уҫса парать, капитализмла хулан ҫиелти илемӗ суя япала кӑна пулса тӑнине кӑтартать. Гоголь столицӑра илемлӗ Невски проспекта ҫеҫ мар, ун тӑрӑх вӗҫӗмсӗр чаплӑ каретӑсем, вӗҫкӗнле тумланнӑ ҫынсен ушкӑнӗсем иртнине ҫеҫ мар, унпа юнашар чухӑнсем пурӑнакан тӗттӗм урамсене, «пӗчӗк ҫынсем» ҫав тери асапланса пурӑннине, вӗсене Ковалевсемпе Пироговсем таптаса тӑнине, чинлӑ тата укҫаллӑ ҫынсем аскӑн пурнӑҫпа пурӑннине те курма пултарнӑ.

Пирогов поручик, Ковалев майор, Чертокуцкий ҫӗр улпучӗ — вӗсем пурте дворянла-бюрократиллӗ обществӑн Гоголь кураймасӑр пурӑннӑ представителӗсем пулса тӑраҫҫӗ. Вӗсем пур ҫӗрте те малта, пурне те пӑхӑнтарса кӑна тӑраҫҫӗ, хӑйсене чаплӑн тытаҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах вӗсем пушӑ пурнӑҫпа пурӑнаҫҫӗ. Гоголь хӑй аса илнӗ тӑрӑх, ку типсене сӑнласа кӑтартнӑ пирки Пушкин ҫапла каланӑ пулнӑ: «пурнӑҫри йӗрӗнчӗк япалана ҫакӑн пек ӳкерсе кӑтартакан, айван ҫыннӑн айванлӑхне ҫакӑн пек куҫа курӑнмалла кӑтартса паракан писатель пулмаллаччӗ-ха; кунта ахаль чухне куҫа курӑнман ӑҫти-ҫук япала та пурне те шултран курӑнать», тенӗ.

Ҫак ранга, чина, укҫапа влаҫа юратакансенчен тӑракан общество тӗпӗнче эпир пурин мӑшкӑлне те тӳсекен пӗчӗк чиновнике куратпӑр. Унӑн нимле права та ҫук, вӑл чухӑн, вӑл нимӗн ҫинчен те ӗмӗтленме пултараймасть, ӗмӗтленсен те ку ӗмӗте пурнӑҫлама май ҫук. Вӑл хӑйне никам та ҫын вырӑнне хуманнине кашни минутрах туйса тӑрать, ку вара ун кӑмӑлне тата ытларах хуҫать. «Ну, пӑх-ха хӑвӑн ҫине, — теҫҫӗ Поприщина, — шухӑшласа ил, мӗнех эсӗ? Эсӗ нуль ҫеҫ вӗт, урӑх нимӗн те мар. Санӑн пӗр пус укҫа та ҫук-ҫке». Е «Шинель» повеҫри Акакий Акакиевич Башмачкина илер. Гоголь, унӑн чухӑн та кичем пурнӑҫне ҫырса парса, ӑна хӗрхенсе тӑрать, хӑйӗн кӑмӑлӗ ун енче пулнине пӗрре те пытармасть, анчах Акакий Акакиевича хӑйӗн тивӗҫлӗхне ҫухатнӑ мӗскӗн ҫын пек, шинель ҫинчен ҫеҫ ӗмӗтленме пултаракан ҫын пек туса кӑтартать. Вӑл вӑйсӑр, вӑл никама та хирӗҫ тӑраймасть. Ҫавӑнпа та Чернышевский Гоголь гуманизмӗ тулли гуманизм мар тесе кӑтартса панӑ: «Гоголь «Шинель» повеҫре «Акакий Акакиевич ҫинчен мӗнпур чӑнлӑха калама хӑяйман», — тенӗ вӑл. Чернышевский хӗрхенме ҫеҫ хушакан гуманизма сивленӗ, мӗскӗн те ним тума пултарайман ҫынсем вырӑнне халӑхӑн вӑйлӑ, хӑюллӑ ҫыннисене, хӑйсене пусмӑрлакансемпе хирӗҫ кӗрешме ҫӗкленекенсене сӑнласа кӑтартма чӗннӗ.

Гоголӗн Петербург повеҫӗсенчи тӗп темӑсенчен пӗри вӑл — искусство ҫинчен тӑракан ыйту. Ӑна эпир малтан «Невски проспектра», унтан вара «Портретра» тӗл пулатпӑр. Ахальтен мар автор «Невски проспект» тата «Портрет» повеҫӗсене чи малтан «Арабески» ятлӑ кӗнекинче, искусство ҫинчен калакан ытти статьясемпе пӗрле пичетлесе кӑларнӑ. Ку вӑхӑтра писатель искусство ыйтӑвӗсемпе питӗ нумай ӗҫленӗ пулнӑ.

«Невски проспектра» та, «Портретра» та Гоголь искусство мӗнле пулмалли ҫинчен ҫырать. «Невски проспектра» Пискарев художник искусствӑна чунтан-чӗререн парӑнса тӑрать, вӑл хӑй шухӑшласа кӑларнӑ идеальнӑй тӗнчере пурӑнать, таврари пурнӑҫа, ҫӗр ҫинчи ултавлӑ та тискер йӗркесене тӗл пулсанах вӗсене чӑтаймасӑр вилсе выртать. Гоголь шучӗпе дворянла-буржуаллӑ обществӑра художник ӑраскалӗ, шӑпи ҫавӑн пек ӗнтӗ. «Портретра» Гоголь художник ӑраскалӗ ҫинчен ҫеҫ ҫырмасть, искусство мӗнле пулмалли ҫинчен те ҫырать. Повеҫӗн пӗрремӗш пайӗнче вӑл художник укҫана пула хӑйӗн талантне пӗтерсе лартнине кӑтартса парать. Чартков художник, ылтӑн тупнипе каҫса кайса, унчченхи таса пурнӑҫне йӑлтах ҫӗмӗрсе тӑкать, чапшӑн, светски пурнӑҫшӑн ҫунма пуҫлать, «хитре» портретсем ӳкерекен ремесленник пулса тӑрать, вара хӑйӗн талантне яланлӑхах тӗп тӑвать. Кунта Гоголь класлӑ обществӑра искусствӑна укҫалла сутӑн илнине хирӗҫ тӑрать.

Петербург повеҫӗсенче Гоголь нумай обществӑллӑ ыйту лартнӑ, ун чухнехи обществӑн тӗп енӗсене, типлӑ характерӗсене тӗрӗс ӳкерсе панӑ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсенче романтикӑллӑ тенденци те вӑйлӑ сисӗнет. Ку романтикӑллӑ тенденцие эпир чи малтан автор искусство ҫине, искусствӑн пурнӑҫри вырӑнӗ ҫине мӗнле пӑхнинче куратпӑр. Гоголь хӑй вӑхӑтӗнчи обществӑллӑ явленисене ҫав тери хытӑ критиклет, дворянла-бюрократиллӗ стройӑн представителӗсене вӗсен мӗнпур ирсӗрлӗхӗпе кӑтартса парать, анчах вӗсене хирӗҫ вӑйсӑр ҫынсене, Пискарев художник пек романтиксене ҫеҫ кӑларса тӑратать. Гоголь сатири тем пек вӑйлӑ пулсан та, вӑл реализм ҫулӗ ҫине ҫирӗп тӑрать пулин те, ку реализм «Ревизор» комедипе «Вилӗ чунсем» поэмӑри реализма ҫитеймест-ха. Ку повеҫсем писатель Украина пурнӑҫне илемлӗн ҫырса парассинчен «Ревизорпа» «Вилӗ чунсенче» калама ҫук вӑйлӑн палӑрнӑ критикӑллӑ реализм патне куҫса пыни ҫинчен калаҫҫӗ. «Сӑмса» тата «Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем» повеҫсенче эпир «Ревизорти» чиновникле-бюрократиллӗ тӗнчен хӑш-пӗр енӗсене куратпӑр, Ковалев майорпа Пирогов поручик сӑнарӗнче Чичиковӑн хӑш-пӗр енӗсене сиссе илетпӗр.

Петербург повеҫӗсем Гоголь пултарулӑхӗнче кӑна мар, вырӑс литератури историйӗнче те пысӑк вырӑн йышӑнса тӑраҫҫӗ. «Шинель» тата «Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем» «натуральнӑй шкул» мӗнпур писателӗсемшӗн тӗслӗх пулса тӑнӑ, ку шкула вара Белинский хавхалантарса пынӑ. «Гоголь вырӑс литературине нумай влияни пачӗ, — тесе ҫырнӑ Белинский 1847 ҫулта. — Мӗнпур ҫамрӑк талантсем ун ҫулӗпе кайрӗҫ, ку ҫеҫ мар, халиччен палӑрма ӗлкӗрнӗ хӑш-пӗр писательсем те, хӑйсен ҫулӗнчен пӑрӑнса, ун ҫулӗпе утрӗҫ. Ҫакна пула литературӑра ҫӗнӗ шкул уҫӑлчӗ, ку шкула ун тӑшманӗсем натуральнӑй шкул тесе мӑшкӑлама пӑхаҫҫӗ». Белинскин ҫапла кӑтартса панӑ; натуральнӑй шкул писателӗсене пула вырӑс литератури чӑн-чӑн тӗрӗс ҫула тухрӗ, писательсене хавхалантармалли ҫӗнӗ вӑй туянчӗ, чӑннипех те вырӑс литератури пулса тӑчӗ, тенӗ.

Невски проспект

Чи малтан повесть 1835 ҫулта пичетленсе тухнӑ. «Невски проспекта» Гоголь 1831 ҫултах ҫырма палӑртса хунӑ, ун чухне вӑл Петербург пейзажне кӑтартакан темиҫе страница ҫырса пӑрахнӑ. Повеҫе вӑл 1834 ҫулта ҫырса пӗтернӗ те пӑхса тухма Пушкина панӑ. Гоголь пуринчен ытла повеҫе цензура кӗскетесрен хӑранӑ. Алҫырӑвне тавӑрса панӑ чухне Пушкин ҫапла ҫырнӑ: «Киленсе вуласа тухрӑм, пӗтӗмпех пичетлессӗн туйӑнать. Хӗртнӗ вырӑна кӑларса пӑрахма шел: ман шутпа, вӑл каҫхи мазуркӑна кӑтартма питӗ кирлӗ. Тен, турӑ хӑтарӗ! Турӑ пулӑштӑрах!» Пушкин кунта Пирогов поручике хӗненӗ сцена пирки ҫырать. Чӑнах та, ку сценӑна Гоголӗн цензура хушнипе кӑларса пӑрахма тивнӗ, пичетленсе тухнӑ текстра Пирогова хӗненине пӗр-ик сӑмахпа ҫеҫ асӑнса хӑварнӑ. Цензура хушнӑ тӑрӑх автор ытти вырӑнсене те чылай улӑштарнӑ.

Повеҫре художник пурнӑҫне, вӑл мӗнле ӗҫленине, ун хваттерне питӗ тӗплӗ ҫырса кӑтартнӑ. Гоголь Петербургра художниксемпе тачӑ ҫыхӑнса тӑнӑ. 1830 ҫулта вӑл Художество Академине вӗренме кӗрсе нумай художниксемпе паллашнӑ. 1830 ҫулта, июнӗн 3-мӗшӗнче Гоголь амӑшӗ патне ҫапла ҫырать: «Кашни ир 9 сехетре эпӗ Академине каятӑп, унта 3 сехетчен ӗҫлетӗп, виҫҫӗ ҫурӑра апат ҫиетӗп, апат хыҫҫӑн пиллӗкре Художество Академине класа каятӑп, унта живопиҫпе ӗҫлетӗп. Мана живопиҫсӗр пурӑнма йывӑр, ахаль те кунта вӑл енӗпе вӗренме пур майсем те пур, ӗҫле те тӑрӑш ҫеҫ. Художниксене, вӑл шутра чапа тухнӑ художниксене палланӑран мана кунта ыттисене паман ҫӑмӑллӑха та параҫҫӗ. Вӗсем ҫав тери талантлӑ, кун ҫинчен каламӑп, эпӗ вӗсен кӑмӑлӗнчен тӗлӗнетӗп. Ытарма ҫук ҫынсем! Пӗр палласан, вӗсенчен уйрӑлма та ҫук, — питӗ талантлӑ пулнӑ ҫӗртех хӑйсене акӑш-макӑш сӑпайлӑ тытаҫҫӗ. Чинсем ҫинчен калаҫмаҫҫӗ те…» 1830 ҫулхи сентябрӗн 29-мӗшӗнче Гоголь амӑшне Художество Академийӗн кӗркуннехи выставки уҫӑлни ҫинчен савӑнса пӗлтерет. Ку выставкӑна тӑратнӑ К. П. Брюллов, П. Е. Егоров, В. К. Щебуев тата ытти вырӑс художникӗсен картинисене Гоголь пысӑк хак парать.

Анчах Пушкинпа Белинские пуринчен ытла Гоголь дворянсен обществин представительне, вӗҫкӗн Пирогов поручике питӗ типлӑ ӳкерсе пани савӑнтарнӑ. Пушкин, Гоголӗн вӑл ҫулсенчи пултарулӑхӗ ҫинчен каласа, «Невски проспекта» унӑн ытти произведенийӗсенчен «чи тулли» тесе хак панӑ, кӑна вӑл пуринчен ытла Пирогов сӑнарӗ пӗтӗмлетнӗ типлӑ сӑнар пулнӑ пирки каланӑ. Белинский «Невски проспект» пирки унтан та татӑклӑрах каланӑ: «Пирогов!.. — тесе ҫырнӑ вӑл, — турӑҫӑм! Ку вӑл чӑн-чӑн каста, халӑх, наци! О, никампа танлаштарма ҫук пӗртен-пӗр Пирогов, типсен типӗ, сӑнарсен сӑнарӗ!.. Ку вӑл — символ… ку вӑл, юлашкинчен, лайӑх ҫӗленӗ сӑхман, ҫак сӑхмана пин ҫынна тӑхӑнтарма пулать!»

Белинский «Невски проспекта» социальнӑй контрастсене лайӑх кӑтартнӑшӑн ырланӑ. «Невски проспект», — тенӗ вӑл, — тарӑн шухӑшлӑ, ҫав вӑхӑтрах илемлӗ ҫырнӑ произведени; ку вӑл пӗр пурнӑҫах икӗ енчен илсе кӑтартни пулать, ку вӑл чаплӑ япалапа кулӑшла япалана пӗр-пӗринпе юнашар лартни пулать. Картина пӗр енче ниме хапсӑнман, ача пекех таса чунлӑ чухӑн художник тӑрать…» Белинский Пискарев художник тӗлӗкне, таса чунлӑ ҫын пӗр пикене хытӑ юратса пӑрахса ӑна хӑйӗн идеалӗ вырӑнне хунине, анчах вӑл чунсӑр тата пуян ҫынсем патне ҫакланнине уйрӑммӑн палӑртнӑ. «Сирӗн умӑрта вараланса пӗтнӗ ҫӗтӗк тумтир тӑхӑннӑ чухӑн художник тӑрать, вӑл ҫӑлтӑрсемпе хӗрессем, тӗрлӗрен советниксем хушшинче ҫухалса кайнӑ: художник вӗсем хушшинче тӗрткелешсе ҫӳрет, вӑл чаплӑ ҫынсен таврашӗнче курӑнмасть те, хӑй пике патне туртӑнать, вӗсем ӑна пике патне ҫывхарма памаҫҫӗ, вӗсем, ҫак хӗрессемпе ҫӑлтӑрсем, пике ҫине пӗр хавхаланусӑр, сиввӗн, хӑйсен ылтӑн табакеркисем ҫине пӑхнӑ пек пӑхаҫҫӗ…»

Гоголь ҫак «ҫӑлтӑрсемпе хӗрессен» ирсӗр тӗнчине хӑватлӑн сӑнласа пама, мухтанчӑк Пирогова вулакансен куҫӗ умӗнче пур енчен те тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ. «Пискарев тата Пирогов — мӗнле контраст! — тесе ҫырнӑ Белинский. — О, мӗнле тарӑн шухӑш пытанса тӑрать ҫак контрастра! Мӗнле тӗлӗнтерет пире ҫак контраст! Пискарев хата Пирогов, пӗри тупӑкра, тепри намӑс курнӑ хыҫҫӑн тата хӑйне хӗненӗ хыҫҫӑн та телейлӗн те кӑмӑллӑн ҫӳрет!.. Ҫапла, господасем, кичем ҫак ҫут тӗнчере…»

Сӑмса

Повесть малтан 1836 ҫулта Пушкин кӑларса тӑнӑ «Современникӑн» виҫҫӗмӗш томӗнче пичетленнӗ. Гоголь ӑна 1833 ҫулта ҫырма пуҫласа 1835 ҫул вӗҫӗнче — 1836 ҫул пуҫламӑшӗнче кӑна пӗтернӗ. Автор повеҫе чи малтан «Московский наблюдатель» журнала ярса панӑ пулнӑ, анчах журнал ӑна питӗ «путсӗр» те «ирсӗр» тесе пичетлеме килӗшмен, вара Гоголь нумай юсанӑ хыҫҫӑн повеҫне «Современника» панӑ. Пушкин повеҫе пичетленӗ чухне вулакансене асӑрхаттарнинче ҫапла ҫырнӑ: «Н. В. Гоголь нумай вӑхӑт хушши ҫак шӳтлӗ япалана пичетлеттерме килӗшмесӗр тӑчӗ; анчах эпир унта фантастикӑлла, хаваслӑ, оригиналлӑ, кӗтмен япала нумай тӗл пултӑмӑр, хамӑр савӑннӑ пекех вулакана савӑнтарас тесе, ӑна пичетлесе кӑларма ӳкӗтлерӗмӗр».

Повеҫӗн малтанхи вариантне улӑштарнӑ чухне Гоголь ун вӗҫне пӗтӗмпех ҫӗнӗрен ҫырнӑ. Малтан Ковалев майорӑн сӑмса ҫухалнине тӗлӗкре пулнӑ пек кӑтартнӑ пулнӑ, «Совеременникра» пичетленӗ чухне вӑл ку вырӑна кӑларса пӑрахнӑ, повеҫӗн сатирӑллӑ енне нумай вӑйлатнӑ. 1842 ҫулта хӑйӗн сочиненийӗсен пуххине кӗртнӗ чухне Гоголь «Сӑмса» повесть вӗҫне татах улӑштарнӑ, ӑна хушса ҫырнӑ. Ҫапла, вӑл Ковалев кондитерскине кӗнӗ пирки, штабс-офицерша Подточинӑпа тата ун хӗрӗпе тӗл пулнӑ, Иван тарҫипе калаҫнӑ пирки хушнӑ, унччен повеҫре ку вырӑнсем пулман. Кунсӑр пуҫне Гоголь текста цензура хушнӑ тӑрӑх та чылай улӑштарнӑ. Ку повеҫре Гоголь, Ковалев майорӑн сӑмса ҫухалнӑ пек туса кӑтартса, бюрократи стройӗн представителӗсенчен, хӑйсене ҫеҫ юратакан, халӑха ним вырӑнне те хуман, карьерӑшӑн ҫунакан чиновниксенчен каҫса кайсах кулать. Ҫак повесть ҫинчен ҫырнӑ чухне Белинский Ковалев сӑнарӗ типлӑ сӑнар пулнине кӑтартса панӑ. «Эсир Ковалев майора пӗлетӗр-и? — тенӗ Белинский, — мӗншӗн питӗ интересленетӗр эсир унпа, мӗншӗн, сӑмса ҫухални пулма пултараймасан та, пит култарать вӑл сире? Мӗншӗн тесен вӑл пӗр Ковалев майор мар, темӗн чухлӗ Ковалев майор, ҫавӑнпа та пӗрре курнӑ хыҫҫӑн эсир тӑруках ҫӗр Ковалева курсан та, ӑна тӳрех паллатӑр, пин ҫын ҫинче уйӑрса илетӗр».

Портрет

Гоголь «Портрет» повеҫе 1833-1834 ҫулсенче ҫырнӑ. Повеҫӗн «Арабески» кӗнекере тухнӑ вариантне нумайӑшӗ хурласа тӑкнӑ, уйрӑммӑнах ӑна Белинский хурланӑ. Вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Портрет» Гоголӗн фантастикӑлла ҫырма хӑтланнӑ ӑнӑҫсӑр япали пулса тӑрать. Кунта ун таланчӗ чакни сисӗнет, анчах та, чакнӑ пулин те, вӑл талантах. Повеҫӗн пӗрремӗш пайне киленсех вулатӑн, анчах иккӗмӗш пайӗ ниме те тӑмасть, унта эпир Гоголе пачах курмастпӑр. Кӑна ӑспа кӑна ҫырнӑ, ӑна ҫырнӑ ҫӗре фантази нимӗн чухлӗ те хутшӑнман. Ҫакна калас пулать: фантастикӑлла япаласем Гоголӗн ӑнсах каймаҫҫӗ».

Белинский ҫапла хак панине шута илсе тата искусство ҫинчен хӑй ҫырнисене тепӗр хут пӑхса тухса, Гоголь 1841-1842 ҫулсенче Римра пурӑннӑ чухне повеҫе тӗпренех ҫӗнетсе ҫырать. Питех те нумай улӑштарнӑ хыҫҫӑн вӑл повеҫе 1842 ҫулта «Современника» ярса парать, вара повесть хальхи вариантпа пичетленсе тухать.

«Портретра» Гоголь капитализмла общество художнике пӑснине, искусствӑна укҫалла сутӑн илмелли тавар туса хунине кӑтартса парасшӑн пулнӑ. Анчах та вӑл хӑйӗн критикине вӗҫне ҫитереймен, иккӗмӗш пайӗнче портретӑн фантастикӑлла историне ҫаплипех хӑварнӑ. Белинский, повеҫӗн ҫӗнӗ вариантне вуласа тухсан, ун пӗрремӗш пайне ырланӑ, унта пурнӑҫа тӗрӗс сӑнласа панӑ, тенӗ. Анчах иккӗмӗш пайӗ ӑна куннинче те кӑмӑла кайман. Вӑл унта искусство ҫинчен тӑракан ыйтӑва идеалистла татса панине палӑртнӑ. «Тӗрӗс илнӗ пулсан, повесть шухӑшӗ ҫав тери лайӑх пулма пултарнӑ, — тенӗ вӑл. — Поэт Чартков урлӑ укҫана хапсӑннине тата ӑҫти-ҫук чапшӑн ҫуннине пула хӑйне те, хӑйӗн талантне те пӗтерсе хунӑ пултаруллӑ художнике кӑтартса парасшӑн пулнӑ. Ку шухӑша фантастикӑлла эрешсемсӗр, куллен-кунхи пурнӑҫа кӑтартса, тӳрех уҫса памалла пулнӑ: кун пек тунӑ пулсан, Гоголь хӑйӗн таланчӗпе питӗ чаплӑ произведени ҫырнӑ пулӗччӗ. Кунта хӑрушӑ портрета хутшӑнтармалла пулман… ростовщик та, аукцион та, ытти те кирлӗ пулман, вӗсем поэта хӑй пурнӑҫпа искусство ҫине ӗлӗкхи пек пӑхнӑран ҫеҫ кирлӗ пулса тухнӑ.»

Кӳме

Чи малтан повесть 1836 ҫулта, Пушкин кӑларса тӑнӑ «Современникӑн» пӗрремӗш томӗнче пичетленсе тухнӑ. Повеҫе автор 1835 ҫулта — 1836 ҫул пуҫлӑмӑшӗнче ҫырса пӗтернӗ. Петербург повеҫӗсен мӗнпур циклӗнчен илсен, «Кӳме» провинци пурнӑҫне кӑтартса панипе уйрӑлса тӑрать. Тен, «Кӳме» сюжечӗ Гоголь паллакан ҫын, М. Ю. Виельгорский, пурнӑҫӗнче пулса иртнӗ анекдотла ӗҫпе ҫыхӑнса тӑрать пулӗ. Ку ӗҫ ҫинчен хӑйӗн асаилӗвӗсенче В. А. Соллогуб ҫапла ҫырса пӗлтерет: «Вӑл (Виельгорский) пурне те манатчӗ, пӗррехинче хӑй патне Петербургри пӗтӗм дипломати корпусне хӑнана чӗннӗ те, ҫакӑн ҫинчен йӑлтах манса, клуба апат ҫиме тухса кайнӑ. Ҫак вӑхӑтра ун патне ҫӑлтӑрлӑ та лентӑллӑ хӑнасем пырса тулнӑ. Килте никам та пулман. Хӑнасем пыни ҫинчен хуҫа чылай ҫӗрле киле таврӑнсан ҫеҫ пӗлнӗ. Тепӗр кунне вара хуҫа пуринчен те каҫару ыйтма кайнӑ, лешсем, ун йӑлине пӗлсе, пӗр вӑрҫмасӑрах каҫарнӑ. Бавари посланникӗ ҫеҫ куншӑн ҫилленмеллипех ҫилленсе ун патне тек ура ярса пусман. Гоголь повеҫне ҫак анекдот тӑрӑх ҫырнӑ тени тӗрӗс пулсан та, повесть хӑйӗн пӗлтерӗшӗпе анекдотран тӗпренех уйрӑлса тӑрать.

Ҫакна каласа хӑвармалла: «Кӳмери» чылай вырӑнсем «Вилӗ чунсенчи» хӑш-пӗр сценӑсене аса илтереҫҫӗ. Генерал патӗнче апат ҫинӗ сценӑна «Вилӗ чунсенче» полицмейстер патӗнче апат ҫинӗ евӗр теме пулать, Б. хулине ҫырса кӑтартни «Вилӗ чунсенчи» VI сыпӑкри уезд хулине ҫырса кӑтартнӑ евӗр теме пулать.

«Кӳме» повеҫре Гоголь офицерсемпе провинцири дворянсен пурнӑҫне кулӑшла ӳкерсе кӑтартнӑ. Ҫак повеҫри сатира, паллах, ун чухнехи цензурӑна кӑмӑла кайма пултарайман, вӑл унти чылай вырӑнсене «килӗшӳсӗр» тесе хуратса хунӑ. Сӑмахран, цензура «офицерсен пӗтӗм тӳмисене вӗҫертнӗ мундирӗсем» тенӗ сӑмахсене, «генерал, полковник тата майор пур тӳмисене те вӗҫертнӗ ӗнтӗ вӗсен ырӑ материнчен тунӑ подтяжкисем те курӑнаҫҫӗ, анчах офицер господасем аслисене хисеплесе виҫшер тӳмине кӑна вӗҫертнӗ» тенӗ вырӑна тата «ун пек каланӑшӑн ан ҫилленӗр те, селитер пекех вӑрӑм чӑпӑклӑ икӗ чӗлӗм пулнӑ» тенине хуратса хунӑ.

Белинский, повеҫе хакласа, ӑна реализм меслечӗпе ҫырнине палӑртнӑ. «Кӳме» ҫав тери шӳтле япала пулса тарать. Унта эпир Гоголь обществӑн чи паллӑ енӗсене лайӑх асӑрхама пӗлнине куратпӑр», тенӗ вӑл.

Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем.

Повеҫе Гоголь 1833-1834 ҫулсенче ҫырнӑ. Вӑл унта ухмаха ернӗ музыкант пурнӑҫне сӑнласа кӑтартасшӑн пулнӑ курӑнать, ҫавӑнпа та повесть ятне те «Ухмаха ернӗ музыкант ҫырса пынисем» тесе ят парасшӑн пулнӑ. Ку повесть Гогольӑн ҫырса пӗтермен «Виҫҫӗмӗш степеньри Владимир» ятлӑ комедийӗпе ҫыхӑнса тӑрать. Унта чапа, чина юратакан тата орден илме ӗмӗтленекен пӗр чиновник ухмаха ерет те хӑйне виҫҫӗмӗш степеньри Владимир теме пуҫлать. Ку комедие Гоголь цензура пичетлеме ирӗк парас ҫук тесе ҫырса пӗтермен» вара унти сӑнарсене повеҫе куҫарнӑ. Карьерӑшӑн ҫунакан, орден илме ӗмӗтленекен чиновник вырӑнӗнче кунта — департамент директорӗ, чапланма тӑрӑшса ухмаха ернӗ чиновник вырӑнӗнче — Поприщин. Гоголь ку повеҫре ухмаха ернӗ ҫын мӗнле айванла хӑтланнине кӑна кӑтартмасть, вӑл ун чухнехи эксплоататорла обществӑн суялӑхне сатира вӑйӗпе вутпа ҫунтарнӑ пек ҫунтарать. Ухмаха ернӗ Поприщин сӑмахӗсемпе Гоголь чинпа укҫа ҫинче тытӑнса тӑракан отношенисен тӗрӗсмарлӑхне питлет, бюрократиллӗ стройра «пӗчӗк ҫын» хӑйне нимпе хӳтӗлеме пултарайманнине, унта Поприщин пеккисене ним вырӑнне те хуманнине уҫса парать.

Ҫакӑ интереслӗ: Гоголь хӑй ку сюжет вӑл вӑхӑтра пулса иртнӗ мӗнле те пулин ӗҫпе ҫыхӑнса тӑнине йышӑнман. Ӑна вилес умӗн пӑхнӑ А. Тарасенков врач хӑй Гогольпе калаҫни ҫинчен ҫапла аса илет: «Эпӗ унпа нимрен ытла литература пирки калаҫма тӑрӑшрӑм, сӑмах майӗн «Ухмаха тухнӑ ҫын ҫырса пынисем» ҫинчен ыйтса пӗлтӗм. Эпӗ ухмаха ернӗ ҫынсене яланах сӑнаса тӑратӑп, манӑн вӗсем хӑйсен аллипе ҫырнӑ хутсем те пур, терӗм ӑна, вара хӑвӑр произведенине ҫыриччен эсир ҫавӑн пек хутсене вуламан-и тесе ыйтрӑм. Вӑл: «Вуланӑ, анчах кайран», тесе тавӑрчӗ. Эпӗ: мӗнле-ха эсир ытла та тӗрӗс ҫырса пама пултарнӑ, терӗм. «Кӑна тума ҫӑмӑл, ҫавӑн пек пулнӑ тесе ҫеҫ шутлас пулать…»

Повеҫри чылай детальсене, уйрӑммӑнах «Испанири ӗҫсем» ҫинчен асӑннисене Гоголь ун чухнехи хаҫатсенчен илнӗ. Ҫапла, Испани королӗ VII Фердинанд вилни тата кун хыҫҫӑн Испанире престолшӑн ҫапӑҫу пуҫланни пирки каланине «Северная пчела» хаҫатра тухнӑ заметкӑсем тӑрӑх ҫырнӑ.

Ухмаха тухнӑ чиновник хӑйне Испани королӗ тенине цензурӑран ирӗк илсе пичетлесе кӑларма, паллах, йывӑр пулнӑ. Ҫавӑнпа та повеҫе «Арабески» кӗнекере пичетленӗ чухне Гоголӗн цензура хушнӑ тӑрӑх нумай вырӑнсене улӑштармалла е кӗскетмелле пулнӑ. 1834 ҫулта Гоголь Пушкина ҫапла ҫырнӑ: «Ӗнер «Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем» тӗлӗшӗнчен цензура енӗпе пысӑк чӑрмав сиксе тухрӗ: анчах, тав турра, паян ӗҫ юсаннӑ пек; тем тесен те, манӑн чи лайӑх вырӑнсене ҫеҫ кӑларса пӑрахмалла пулать». Ку «лайӑх вырӑнсен» шутне «дворянин ҫеҫ тӗрӗс ҫырма пултарать» тени, Меджи йытӑ орден ҫинчен ҫырни, вӑл камер-юнкера Трезор йытӑпа танлаштарни, «аслӑ чиновниксем», «патриотсем» «укҫа тесен, ашшӗне те, амӑшне те, турра та сутса яраҫҫӗ, чысшӑн ҫунакансем, Христоса сутакансем!» тени, «государь император» ятне асӑнни тата ытти те кӗнӗ. Вӗсене вара кайран Гоголь алҫырӑвӗсем тӑрӑх тӳрлетсе тухнӑ.

«Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем» повеҫе вӑл вӑхӑтри малта пыракан критиксем кӑмӑлласа йышӑннӑ. Ӑна Гоголь пултарулӑхне яланах сӑнаса тӑракан Белинский те лайӑх хак панӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех