Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрӑшнине (тĕпĕ: тӑрӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паллах, самолёт ҫинче урасӑр вӗҫме май пулассине никам та ӗненмен, анчах юлташӗ ҫав тери ҫине тӑрса тӑрӑшнине пурте хисепленӗ, ӑна хӑйсен шӳтлӗ сӑмахӗсем хыҫне пытарса, тен, ун умӗнче пуҫӗсене те тайнӑ пулӗ.

Никто в палате, конечно, не верил в возможность летать без ног, однако упорство товарища все уважали и, скрывая это за шутками, пожалуй, даже преклонялись перед ним.

12 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Эпир санпа сывлӑшра татах кӗрлеттерӗпӗр-ха ак! — Дегтяренко сасартӑках хӑй те, Леночка пекех, юриех хаваслӑн калаҫма тӑрӑшнине туйрӗ.

Мы еще с тобой в воздухе пошумим! – Тут Дегтяренко поймал себя на том, что говорит он, как и Леночка, с таким же напускным, деревянным оживлением.

17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Ҫапла вара «Т Плюс» тӑрӑшнине кура Оренбург пирки Раҫҫейӗн хӗвеллӗ тӗп хули теме те юрать.

Куҫарса пулӑш

«Хӗле йӗркеллӗ кӗтӗмӗр», Анчах «лару-тӑру питӗ ҫивӗч» // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.12.18, 241-242 (26903-26904)№№

Эсӗ ху, Томас, хӑҫан та пулин чаплӑ ҫын пулса тӑрӑн; ҫавӑн чух вара эсӗ каялла ҫаврӑнса пӑхӑн та ҫапла калӑн: ҫакӑн пек пулса тӑма мана вырсарникунхи калама ҫук ырӑ шкул пулӑшрӗ, вӑл шкула эпӗ ача чухне ҫӳренӗччӗ, ҫакӑн пек пулса тӑма мана манӑн хаклӑ учительсем пулӑшрӗҫ, вӗсем мана тӑрӑшса ӗҫлеме вӗрентрӗҫ; ҫакӑн пек пулса тӑма мана ырӑ директор пулӑшрӗ, вӑл эпӗ тӑрӑшнине ырласа, мана астуса пӑхса тӑчӗ; манӑн хамӑн библи пултӑр тата вӑл библи яланах хам ҫумра пултӑр тесе, директор мана шутсӑр хитре хуплашкаллӑ тӗлӗнмелле аван библи пачӗ; ҫакӑн пек пулса тӑмашкӑн мана тӗрӗс вӗрентсе ӳстерни пулӑшрӗ тесе калӑн.

ты и сам когда-нибудь станешь хорошим человеком, большим человеком, Томас, и тогда ты оглянешься на пройденный путь и скажешь: «Всем этим я обязан тому, что в детстве имел счастье учиться в воскресной школе, — моим дорогим учителям, которые показали мне дорогу к знанию, моему доброму директору, который поощрял меня, следил за мной и подарил мне прекрасную Библию — роскошную, изящную Библию, которая станет моей собственностью и будет храниться у меня всю жизнь, — и все это благодаря тому, что меня правильно воспитывали!»

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ку - ял хуҫалӑх тата фермер хуҫалӑх ертӳҫисем аталанма тӑрӑшнине кӑтартакан тепӗр пулӑм.

Куҫарса пулӑш

Симӗсленеҫҫӗ хирсем, куҫа илӗртеҫҫӗ вӗсем // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2019.06.07

Тӑрӑшнине кура кунта тыр-пул тухӑҫӗ те пӗлтӗр начар мар пулнӑ, вӑтамран пӗр гектартан 39,5 центнерпа танлашнӑ.

Куҫарса пулӑш

Симӗсленеҫҫӗ хирсем, куҫа илӗртеҫҫӗ вӗсем // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2019.06.07

Типографие аталантарассишӗн Вениамин Иванович Сорокин ҫав тери нумай тӑрӑшнине уйрӑмах палӑртас килет.

Хочется отдельно отметить очень большие старания Вениамина Ивановича Сорокина по развитию типографии.

Тава тивӗҫлисенчен пӗри // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2012.07.11

Конкурссем районти шкулсенче, ача сачӗсенче чӑннипех ӑста, пултаруллӑ, анлӑ тавракурӑмлӑ, харсӑр, мал ӗмӗтлӗ вӗрентекенсем, воспитательсем тӑрӑшнине, хӑйсен ӗҫӗнче ку чухнехи технологисене мала хунине тепӗр хут ҫирӗплетрӗҫ.

Конкурсы ещё больше укрепили старания действительно умелых, одаренных, с широким кругозором, усердных, исполненных надежд учителей, воспитателей в районных школах, детских садах, продвигающих в своей работе вперед современные технологии.

Вӗрентӳре — ӑста кадрсем // А. АСТРАХАНЦЕВА. http://avangard-21.ru/gazeta/11448-v-ren ... -kadrsem-2

Пӗррехинче вӑл хӑйне асӑрхаттарма тӑрӑшнине сисрӗм.

Однажды почувствовала, что он хочет обратить на себя внимание.

Малтанхи черчен туйӑмсем // Вера И.. «Тантӑш», 2016.08.18, 32№

Игорь Петров вара хӗве хупнипе (пирвайхи туй каҫӗпе) ҫыхӑннӑ йӑла-йӗркене ҫутатнӑ: ывӑл ача ҫуралтӑр тесен мӗн-мӗн тумаллине, упӑшки хӗрӗн сылтӑм енне выртма тӑрӑшнине, хӗр тасалӑхӗ чӑвашсемшӗн мӗн тери пӗлтерӗшлӗ пулнине, хӗр таса килменнине пӗлсен шӑтӑк куркапа сӑра ӗҫтернине.

Куҫарса пулӑш

Чыса упрасан шӑтӑк курка кирлӗ мар // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/14853.html

Михаил Игнатьев Чӑваш Республикинчи Общество палатин представителӗсен шухӑшне яланах тӗпе хунине, илтме тӑрӑшнине ҫирӗплетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Влаҫпа тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеҫҫӗ // Юрий ПЕТРОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Парламентари ҫамрӑксен пуҫарӑвӗсене май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшнине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Алена АРШИНОВА: Пӗрлехи ӗҫ чылай ыйтӑвӑн хуравне тупма пулӑшать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Ҫӑкалӑх поселокӗн халӑхӗ иртӗхнӗ-ши е тӑрӑшнине кура фельдшертан тата ытларах кӗтеҫҫӗ-ши?

В Липовке народ обнаглел, или видят, что фельдшер старается, и ещё большего от неё ждут?

«Пире те илтӗр: яланах чулпа ан перӗр!» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №

Светлана Владимировна ытларахӑшӗ хӑйсем чӑваш пулин те вырӑслине суйлама тӑрӑшнине пӑшӑрханса пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӗлхемӗр аталансах пытӑрччӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Чӑваш Енре тӑлӑхсен ыйтӑвне те ӑнӑҫлӑ татса пама тӑрӑшнине палӑртмалла.

Нужно заметить, что в Чувашии и вопрос сиротства стараются решить успешно.

Ачасен йышӗ ӳсет, тӑлӑхсен шучӗ чакать // Маргарита ИЛЬИНА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Тоехиса Кодзуки яппун предпринимателӗсем Раҫҫейре, Чӑваш Енре хӑйсен бизнесне аталантарма тӑрӑшнине, ҫак ӗҫе республика Пуҫлӑхӗ хӑй хутшӑнни ҫыхӑнусене ҫирӗплетме пулӑшасса шаннине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Япони: инҫетре пулсан та - питӗ ҫывӑх // А.ВОЛКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Вячеслав Оринов Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ кризиса хирӗҫле мерӑсене пурнӑҫа тата бюджета тупӑш кӗртессишӗн тӑрӑшнине каларӗ.

Куҫарса пулӑш

«Хамӑн та ача садне ҫӳрес килсе кайрӗ…» // А.ОРИНОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Предприяти-организацисем хӑйсен вӑйӗпе чечексем лартма, клумбӑсем тума тӑрӑшнине ырламалла кӑна.

Куҫарса пулӑш

Пурте активлӑ хутшӑнар // В. ШАПОШНИКОВ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

18. Фиатира Чиркӗвӗн ангелне ҫырса яр: «Куҫӗ вут ҫулӑмӗ пек, ури пӑхӑр пек Турӑ Ывӑлӗ ҫапла калать: 19. санӑн ӗҫӳсене, эсӗ юратса тӑнине, тӑрӑшнине, ӗненнине, санӑн тӳсӗмлӗхне, санӑн кайранхи ӗҫӳсем малтанхисенчен те пысӑкраххине Эпӗ пӗлетӗп. 20. Ҫапах та эсӗ Ман умӑмра кӑштах айӑплӑ: хӑйне хӑй пророк тесе калакан арӑма, Иезавеле, эсӗ ирӗк паратӑн — вӑл Манӑн чурамсене аскӑн ӗҫ тума, суя турӑсене чӳкленӗ ҫимӗҫе ҫиме вӗрентсе улталать. 21. Эпӗ ӑна аскӑн ӗҫӗсенчен ӳкӗнме вӑхӑт патӑм, анчах вӑл ӳкӗнмерӗ. 22. Акӑ Эпӗ ӑна вырӑнӗ ҫине ӳкеретӗп; хӑйсен ӗҫӗсенчен ӳкӗнмесессӗн, унпа пӗрле асакансене те пысӑк асап кӑтартӑп. 23. Унӑн ачисене вӗлерсе пӗтерӗп; вара пур Чиркӳ те Эпӗ ҫыннӑн чӗрипе ӑшӗ-чиккине пӗлнине ӑнласа илӗ; пурсӑра та сире ӗҫӗрсене кура тавӑрса парӑп. 24. Сире те, Фиатирӑра пурӑнакан ытти ҫынсене те, ҫапла вӗрентнине тытса тӑманнисене, «шуйттан тарӑнлӑхӗ» тенине пӗлменнисене калатӑп: сирӗн ҫине урӑх ҫӗклем хумӑп, 25. хӑвӑрӑн мӗн пуррине анчах Эпӗ пыриччен тытса тӑрӑр.

18. И Ангелу Фиатирской церкви напиши: так говорит Сын Божий, у Которого очи, как пламень огненный, и ноги подобны халколивану: 19. знаю твои дела и любовь, и служение, и веру, и терпение твое, и то, что последние дела твои больше первых. 20. Но имею немного против тебя, потому что ты попускаешь жене Иезавели, называющей себя пророчицею, учить и вводить в заблуждение рабов Моих, любодействовать и есть идоложертвенное. 21. Я дал ей время покаяться в любодеянии ее, но она не покаялась. 22. Вот, Я повергаю ее на одр и любодействующих с нею в великую скорбь, если не покаются в делах своих. 23. И детей ее поражу смертью, и уразумеют все церкви, что Я есмь испытующий сердца и внутренности; и воздам каждому из вас по делам вашим. 24. Вам же и прочим, находящимся в Фиатире, которые не держат сего учения и которые не знают так называемых глубин сатанинских, сказываю, что не наложу на вас иного бремени; 25. только то, что имеете, держите, пока приду.

Ӳлӗм 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Эфес Чиркӗвӗн ангелне ҫырса яр: «Хӑйӗн сылтӑм аллинче ҫичӗ ҫӑлтӑр тытса Тӑраканӗ, ҫичӗ ылтӑн ҫутаткӑҫ варринче Ҫӳрекенӗ сана ҫапла калать: 2. санӑн ӗҫӳсене, эсӗ тӑрӑшнине, эсӗ чӑтнине, эсӗ аскӑнчӑксене тӳсме пултарайманнине тата эсӗ хӑйсене апостол тесе калакансене сӑнанине те Эпӗ пӗлетӗп; эсӗ вӗсем апостолсем мар, ултавҫӑсем иккенне ӑнланса илтӗн. 3. Эсӗ чӑтӑмлӑ, Манӑн ятӑмшӑн нумай тӳсрӗн, пӗрех хавшаса ӳкмерӗн. 4. Анчах санӑн Ман умӑмра айӑпу пур — эсӗ малтанхи пек юратмастӑн. 5. Ҫавӑнпа ӗнтӗ ху малтан мӗнле пулнине астуса ил те — ӳкӗн, малтан тунӑ ӗҫӳсене ту; унсӑрӑн кӗҫех сан патна пырӑп та, ӳкӗнмесессӗн, санӑн ҫутаткӑҫна хӑйӗн вырӑнӗнчен куҫарӑп. 6. Ҫапах та санӑн лайӑххи пур: эсӗ Николай хыҫҫӑн кайнисенӗн ӗҫӗсене кураймастӑн, ҫав ӗҫсене Эпӗ те кураймастӑп. 7. Илтме хӑлха пурри Чиркӳсене Сывлӑш мӗн каланине илттӗр: ҫӗнтерекене Туррӑн рай варринчи чӗрӗлӗх йывӑҫҫин ҫимӗҫне ҫитерӗп».

1. Ангелу Ефесской церкви напиши: так говорит Держащий семь звезд в деснице Своей, Ходящий посреди семи золотых светильников: 2. знаю дела твои, и труд твой, и терпение твое, и то, что ты не можешь сносить развратных, и испытал тех, которые называют себя апостолами, а они не таковы, и нашел, что они лжецы; 3. ты много переносил и имеешь терпение, и для имени Моего трудился и не изнемогал. 4. Но имею против тебя то, что ты оставил первую любовь твою. 5. Итак вспомни, откуда ты ниспал, и покайся, и твори прежние дела; а если не так, скоро приду к тебе, и сдвину светильник твой с места его, если не покаешься. 6. Впрочем то в тебе хорошо, что ты ненавидишь дела Николаитов, которые и Я ненавижу. 7. Имеющий ухо да слышит, что Дух говорит церквам: побеждающему дам вкушать от древа жизни, которое посреди рая Божия.

Ӳлӗм 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех