Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: «Хамӑн та ача садне ҫӳрес килсе кайрӗ…»

Автор: А.ОРИНОВА

Ҫӑлкуҫ: «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Хушнӑ: 2016.05.22 20:45

Пуплевӗш: 17; Сӑмах: 317

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Политика

Ҫапла каларӗҫ майӑн 18-мӗшӗнче районта иртнӗ Пӗрлехи информаци кунне хутшӑнакансем «Хӗвел» ача садӗнчи Уҫӑ алӑксен кунӗнче пулнӑ май. Тӗп хуламӑртан килсе ҫитнӗ информушкӑн ҫӗнӗ ача садне ҫитсе куриччен Пӗрлехи информаци кунӗ пур ял тӑрӑхӗнче те иртрӗ.

Район пуҫлӑхӗ Александр Степанов тата ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Валерий Павлов район центрӗнче вырнаҫнӑ «Вилан» ҫӗвӗ цехӗнче ӗҫлекенсемпе курса калаҫрӗҫ. Кунта тӑрӑшакансем хӑйсене пӑшӑрхантаракан ыйтусем тавра та калаҫрӗҫ, ытларах сӑмах сӗт хакӗ тата ҫулсем пирки пычӗ.

Унтан вара ЧР культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов ертсе пыракан информушкӑн членӗсем, район ертӳҫисем, депутатсем, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем, тӗрлӗ организаци-предприяти ертӳҫисем ҫур ҫула яхӑн каялла уҫӑлнӑ «Хӗвел» ача садӗнче пулса курчӗҫ. Ҫӗнӗ ача садне паянхи кун 160 ача ҫӳрет, кунта ачасене аталанма пур услови те пур. Сумлӑ делегаци членӗсем, ача сачӗн ҫурчӗ тавра курса ҫаврӑннӑ, илемлӗ те ҫутӑ, ӑшӑ пӳлӗмсенче пулнӑ, ачасемпе калаҫнӑ, вӗсен ташши-юррисене курса савӑннӑ май: «Хамӑрӑн та ача садне каяс килсе кайрӗ...» - терӗҫ. Хӑнасем хӑйсен пепкисене ача садне вырнаҫтарас тесен чылай хушӑ черетре тӑма тивнине те аса илчӗҫ. Халӗ вара Хӗрлӗ Чутай салинче ача садне черет ҫук.

Садикре пулнӑ хушӑрах информушкӑн членӗсем Пӗрлехи информаци кунӗн тӗп темисем тавра та калаҫрӗҫ. Вячеслав Оринов Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ кризиса хирӗҫле мерӑсене пурнӑҫа тата бюджета тупӑш кӗртессишӗн тӑрӑшнине каларӗ. Кӑҫалхи апрель-май уйӑхӗнче Раҫҫей Правительстви йышӑннипе Чӑваш Республикин бюджетне хушма 2755,8 млн тенкӗ кӗнӗ - ҫул-йӗре аталантарма, туризм енӗпе «Этническая Чувашия» проекта пурнӑҫа кӗртме, вӗрентӳ, пӗчӗк тата вӑтам предпринимательство, ялхуҫалӑхӗ, физкультурӑпа спорт валли тата ытти те. Ҫуллахи вӑхӑтра ачасемпе ҫамрӑксен канӑвне йӗркелесси пирки сӑмах пуҫарнӑ май Вячеслав Оринов ашшӗ-амӑшне ҫӑмӑллӑхлӑ путевкӑсемпе усӑ курма сӗнчӗ. Ачасене хула тулашӗнчи лагерьсенче кантарма, сывлӑхӗсене ҫирӗплетме май пуррипе усӑ курмаллах тесе шухӑшлать Пӗрлехи информаци ушкӑнӗн ертӳҫи.

Ҫуркуннехи тата ҫуллахи тапхӑрта пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе тивӗҫтересси пирки те сӑмах пычӗ. Чи малтанах Элӗк районӗнчи Вырӑс Сурӑм ялӗнче пулнӑ хӑрушӑ инкеке аса илчӗҫ _ нумаях пулмасть унта пушарта 7 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑччӗ. Пӗрлехи информаци кунӗ вӑхӑтӗнче ял тӑрӑхӗсенче пурӑнакансемпе, ӗҫ коллективӗсемпе тӗл пулнӑ вӑхӑтра панӑ ыйтусене пӑхса тухӗҫ, хуравсем парӗҫ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех