Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ачасен йышӗ ӳсет, тӑлӑхсен шучӗ чакать

Автор: Маргарита ИЛЬИНА

Ҫӑлкуҫ: «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Хушнӑ: 2016.06.15 11:07

Пуплевӗш: 38; Сӑмах: 410

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Ҫемье

Ҫак ҫӗр ҫине килнӗ кашни ҫын телей пирки ӗмӗтленет. Паллах, кашнин телей кайӑкӗ — расна. Анчах та амӑшӗсенчен ҫак ӑнлав пирки ыйтсан, пӗрре те иккӗленместӗп, пурте ӑна ачисемпе ҫыхӑнтарӗччӗҫ. Ачасен йӑлтах лайӑх пулсан кӑна амӑшӗ хӑйне чӑнласах телейлӗ туйма пултарать. Ытти вара... Ытти пирки, тепӗр тесен, шухӑшлама вӑхӑт пури-и вара амӑшӗн?..

Чӑваш Ене РФ Президенчӗ ҫумӗнчи Ачасен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй Павел Астахов хӑйӗн рейтингӗнчи топ-10 йыша кӗртнӗ. Ачасемшӗн чи лайӑх регионсене палӑртнӑ асӑннӑ рейтингра. Ханты-Манси автономи округӗ, Калуга, Тюмень облаҫӗсемпе, Тутарстан, Чечня, Пушкӑртстан республикисемпе пӗрлех пирӗн тӑрӑха та ачасемшӗн хӑтлисен йышӗнче асӑннӑ.

Ырӑ сӑмах илтме яланах кӑмӑллӑ, ҫӗршыв шайӗнче — пушшех те. Ачасемпе ҫыхӑннӑ ырӑ хыпар уйрӑмах ҫывӑх хӗрарӑм чунне. Чӑн та, ӗҫлемесӗр пулман ҫакӑ. Чӑваш республикинче ачасен прависене хӳтӗлес, вӗсене аталанма майсем туса парас тесе тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ.

Ӗҫленин ҫимӗҫӗ те пур. Тӑваттӑмӗшӗ ҫул ӗнтӗ Чӑваш Енре ача ҫураласси ӳссе пырать. Унсӑр пуҫне вӑрӑм ӗмӗрлисен, нумай пепкеллисен йышӗ хутшӑнать. Ачаллӑ ҫемьесене патшалӑх пулӑшни пирки ҫырсах тӑратпӑр. Республика ертӳлӗхӗ вара вырӑнти пулӑшӑва та аталантарать. Калӑпӑр, амӑшӗн капиталӗ ҫумне хушса тӳлеҫҫӗ. Ҫак пулӑшупа Чӑваш Енре 2204 ҫемье усӑ курнӑ, кӑҫал кӑна 372 кил-йыш капитала 31,3 млн тенке куҫарнӑ. Кун пирки ҫырсах тӑратпӑр та, ҫапах та аса илтернинчен ытлашши пулас ҫук. Нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫурт тумашкӑн ҫӗр уйӑрса параҫҫӗ, ҫула ҫитмен 5 пепкеллисене ҫуртпа тӳлевсӗр тивӗҫтереҫҫӗ, ҫамрӑк тата студентсен ҫемйисен хваттер туянмашкӑн ҫӑмӑллӑхсем пур, професси енчен аталанмашкӑн та патшалӑх ятарлӑ программӑсем йӗркеленӗ. Паянхи кун тӗрлӗ проект, пулӑшу сӗнет патшалӑх ҫемьесене, вӗсемпе усӑ курас тесессӗн, паллах, хаҫат-журналпа туслӑ пулмалла е вырӑнти администрацинче ҫӗнӗлӗхсем пирки ыйтсах тӑмалла.

Амӑшӗн телейӗ ачинче тетпӗр те, пур шӑпӑрланӑн та ҫук ҫав чи ҫывӑх ҫыннисем. Теприсем вара ашшӗ-амӑшӗ чӗрӗ ҫӗртех вӗсен ӑшшине туйса ҫитӗнеҫҫӗ. Ҫак ыйтӑва та патшалӑхӑн ирӗксӗрех хӑйӗн ҫине илме тивет. Чӑваш Енре тӑлӑхсен ыйтӑвне те ӑнӑҫлӑ татса пама тӑрӑшнине палӑртмалла. Хӳтлӗхсӗр юлнӑ пепкесене хӑйсен хӳттине илекенсене те хавхалантарма тӑрӑшать патшалӑх. Аслисене ҫакӑншӑн шалу евӗр 3295-4680 тенкӗ тӳлеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне кашни ача пуҫне, ӳсӗмне, сывлӑхне кура, 6098-7662 тенкӗ тивӗҫет. Ҫак ыйтӑва та ӑнӑҫлӑ татса параҫҫӗ тесе ҫирӗплетсех калама пулать. Юлашки ҫулсенче тӑлӑхсен йышӗ чаксах пырать. Ҫапла майпа республикӑра виҫӗ ача ҫуртне пачах та хупма май килнӗ. Тӑлӑхсене ҫемьесене вырнаҫтарас тӗлӗшпе те Чӑваш Ен Раҫҫейре — малтисен ретӗнче. Ҫакна цифрӑсемпех ҫирӗплетме пулать. Иртнӗ ҫулхи кӑтартусем ҫапларах: Раҫҫейӗпе — 85,1%, Атӑлҫи тӑрӑхӗнче — 88,9%, пирӗн республикӑра — 94,6%.

…Телей кайӑкӗн хӳри кӗске теҫҫӗ, тепӗр чухне вӑл ҫуначӗпе вӑшт! кӑна сулса вӗҫсе тарма пултарать. Хӗрарӑм ҫумӗнче пепке пулсан, кашни шӑпӑрланӑн тытӑнса утмалли аркӑ — амӑшӗн арки — пулсан тата вӗсене арҫын — ашшӗ, упӑшка — хӳтӗлесе-упраса тӑрсан шанас килет, чӑваш тӑрӑхӗнче килсе тӗпленнӗ телей кайӑкӗ ҫуначӗпе сулса пирӗн тӑрӑхпа сывпуллашма васкамӗ...

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех