Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: «Хӗле йӗркеллӗ кӗтӗмӗр», Анчах «лару-тӑру питӗ ҫивӗч»

Автор: Николай КОНОВАЛОВ

Ҫӑлкуҫ: «Хыпар», 2015.12.18, 241-242 (26903-26904)№№

Хушнӑ: 2019.06.17 10:21

Пуплевӗш: 59; Сӑмах: 711

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Экономика

Ҫӗнӗ ҫул, професси уявӗ - Энергетик кунӗ - ҫывхарнине кура журналистсем ку тӗлпулура «Т Плюс» ПАОн вӗҫленсе пыракан ҫулталӑкри ҫитӗнӗвӗсем пирки калаҫасса кӗтнӗччӗ пуль. Анчах кӗҫнерникун 16 регионти - Ушкӑн ӗҫлекен анлӑ территорири - журналистсем валли ирттернӗ видеоконференцире энергокомпани ертӳҫисем ҫивӗч ыйтусем ҫине пусӑм турӗҫ.

Эпир хуласене хӗвел кӳретпӗр!

Чӑн та, 2015 ҫула пӗтӗмлетнӗ май «Т Плюс» Ушкӑн гендиректорӗ Борис Вайнзихер /сӑнӳкерчӗкре/ сӑмахне шӑпах ӑнӑҫусемпе паллаштарнинчен пуҫларӗ. Ҫав шутра - компание чи пысӑк «А++» кредит рейтингне пани, унӑн облигацийӗсене Раҫҫей Банкӗн ломбард списокне кӗртни. Ку генераци тата сбыт активӗсене пӗтӗҫтерсе компание ҫӗнӗлле ӑнӑҫлӑ йӗркеленине рынок лайӑх йышӑннине ҫирӗплетет.

Ҫӗнӗ хӑватсем хута ярас енӗпе те курӑмлӑ ӗҫсем пур. Раштавӑн 15-мӗшӗнче Свердловск облаҫӗнче 460 МВт хӑватлӑ ГРЭС хута янӑ. Вӑл - кӑҫалхи ҫӗнӗ пӗртен-пӗр стройка мар. Кӗҫех Оренбург облаҫӗнчи Орскра хӗвел станцине хута ямалла. Хӑвачӗ 25 МВт танлашать - Раҫҫейре чи пысӑккисенчен пӗри.

Ҫийӗнчен Оренбург тӑрӑхӗн Мускавпа ҫыхӑннӑ журналисчӗсемшӗн савӑнмалли те пулчӗ: Борис Феликсович палӑртнӑ тӑрӑх - компани хӑйӗн «хӗвеллӗ» программипе малалла ӗҫлесшӗн, вӑл унӑн тӑсӑмӗ Оренбург облаҫӗнчех пулассине систерчӗ. Ҫапла вара «Т Плюс» тӑрӑшнине кура Оренбург пирки Раҫҫейӗн хӗвеллӗ тӗп хули теме те юрать.

Паллах, Борис Вайнзихер Ҫӗнӗ ҫул пирки те манмарӗ. МИХсен ӗҫченӗсене тата хӑйӗн ӗҫтешӗсене уяв ячӗпе саламланӑ май Ҫӗнӗ ҫулта компани ӗҫлекен мӗнпур региона ӑшӑпа ҫутӑ сунчӗ.

Укҫа ӑҫта?

Потребительсен энергокомпани умӗнчи парӑмӗсен ыйтӑвӗ вара уяв умӗнхи кӑмӑла тӗксӗмлетрӗ. Пӑшӑрхану видеоҫыхӑнӑвӑн вырӑнсенчи студийӗсенчи чылай журналиста панӑ хуравсенче сисӗнчӗ. Нумай регионта ҫак ыйту питӗ ҫивӗч-ха та… Ку тӗлӗнтермест, компанин дебитор парӑмӗсен калӑпӑшӗ ҫулталӑк вӗҫленнӗ тӗле 63 млрд тенкӗрен иртнӗ вӗт. Ҫав шутра ӑшӑшӑн - 46 млрд, электроэнергишӗн - 17 млрд тенкӗ.

Укҫа ӑҫта вара? Хуравне энергетиксем пӗлеҫҫӗ. Парӑмсен 90: - энергие туянса сутакансен е управляющи компанисен тӳпи.

— Ҫулталӑк тӑршшӗпех дебитор парӑмӗ ӳссе пычӗ, - терӗ компани гендиректорӗ. — Ҫак ӳсӗм пирӗн Ушкӑнӑн ҫулталӑкри юсав кампанийӗ валли каякан тӑкакӗсемпе шайлашуллӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра патшалӑх ҫивӗчлӗхе сирме тивӗҫ утӑмсем тӑвасса шанатпӑр. Хальлӗхе вара саккунсенчи ҫитменлӗхсем УКсене, ыттисене пирӗн укҫана ытти тӗллев валли яма май параҫҫӗ.

Сӑмахран, укҫапа хӑйсен имиджне ҫирӗплетме усӑ кураҫҫӗ. Подъезда юсаҫҫӗ те - унта пурӑнакансен умӗнче хӑюллӑ Робин Гудсем пек: пӑхӑр-ха, энергокомпание тӳлеместпӗр, ахаль ҫынсемшӗн вара тӑрӑшатпӑр! Борис Феликсович шучӗпе, УКсен ҫакнашкал хӑтланӑвӗ хваттерсен хуҫисене усӑ кӳмест, халӑхран пухнӑ укҫана ытти ҫӗре яраҫҫӗ-тӗк, эппин, ҫав ҫуртсенех ӑшӑпа тивӗҫтерессине лайӑхлатма укҫа пулмӗ.

Тепӗр тесен ытларах чухне ҫав организацисен ултав ҫулӗ ҫине тӑнӑ ертӳҫисем кӑна пайта кураҫҫӗ. Тӗлӗнмелле те, право хуралӗн органӗсем тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнма ӑнтӑлни сисӗнмест. Энергетиксен хӑйнеевӗр статистика та пур:
— Вӑтамран пирӗн кашни вӑтӑрмӗш ыйтӑва кӑна йышӑнаҫҫӗ, суда ҫитернӗ ӗҫсем вара ҫӗршывӗпе те шутлӑ кӑна.

- Сӗт туса илекене лавккасен сечӗ продукцишӗн тӳлемерӗ-тӗк - производитель хӑйӗн продукцийӗн черетлӗ партине тиесе ӑсатмӗ. Пирӗн унашкал ирӗк ҫук. Пӗтӗм тӗнче ҫак мелпе усӑ курать: тӳлемерӗн - санӑн ӑшӑ пулмасть. Эпир вара тӗнчипе те ӑшша чарма юраман пӗртен-пӗр ҫӗршыв пуль. Парӑмсем ӳссех пыни пире генераци об? екчӗсене, ӑшӑ сечӗсене тивӗҫлӗ шайра тытса тӑмалли ресурссемсӗр хӑварать. Эпир тӳлетпӗр - топливӑшӑн, оборудованишӗн, пирӗн никам умӗнче те парӑм ҫук, ыттисем те пирӗнпе ҫаплах пулччӑр, - палӑртрӗ Борис Вайнзихер.

Ытлашши сыпӑксемсӗр

Ҫак условисенче «пӗртен-пӗр эмел юлать: производительпе хваттерсен хуҫисен хушшинчи ытлашши сыпӑксенчен хӑтӑлмалла». Компани ертӳҫисем тӳрӗ кӑмӑллӑ мар посредниксене сирсе тӳлевсене тӳрремӗнех хывассине тухӑҫлӑ пӗртен-пӗр инструмент вырӑнне хураҫҫӗ.

«ЭнергосбыТ Плюс» АУОн «Мари Эл тата Чӑваш Ен» филиалӗн директорӗ Светлана Жаркова иккӗленмест: ҫапла майпа ҫеҫ «питӗ ҫивӗч» лару-тӑрӑва йӗркелеме май пулӗ. Чӑваш Енпе кӳршӗ республикӑри потребительсен ПАО умӗнчи парӑмӗ паян - 1,9 млрд тенкӗ. Шел те, ҫак виҫен тӗп пайне пирӗн республикӑри потребительсем пухнӑ.

- Халӑх тӳлет, управляющи компанисем укҫа куҫарса памаҫҫӗ, - терӗ Светлана Александровна. - Хӑшӗсем халӑхран пухаймастпӑр теме пӑхаҫҫӗ. Анчах ЖКХ порталӗ пур-ҫке, унта пӗтӗмпех паллӑ: асӑннӑ кӑтарту пӗр УКра та 97-95: кая мар, вӗсенчен хӑшӗсем вара пире 50, 40: кӑна тӳлеҫҫӗ. Ӗҫ-пуҫа хӑшпӗр управляющи компание лицензисӗр хӑварни пушшех йывӑрлатрӗ. Вӗсен тӳлевӗсем лакса ларчӗҫ, паян ҫав компанисен парӑмӗ кӑна 83 млн тенкӗ шайӗнче.

Сӗмсӗррӗн тӳлеменнисен шутӗнче Светлана Александровна Ҫӗнӗ Шупашкарти ЖКХри УК МУПа асӑнчӗ - «муниципалитет предприятийӗ, хула администрацийӗн ячӗпе ӗҫлет темелле, анчах туллин тӳлемест. Ҫуллахи уйӑхсенче те, халӑх хывакан тӳлевсем пӗчӗк чухне, нумай укҫа тӳлесе ҫитереймест». Ҫавӑнпах энергетиксем кӳренӗвне те пытармаҫҫӗ: влаҫсем ҫутҫанталӑк газӗн потребителӗсен парӑмӗсем пирки питӗ пӑшӑрханаҫҫӗ - ҫапла пулмалла та, анчах ӑшӑ, электричество энергийӗшӗн капланнӑ питӗ пысӑк парӑмсем тӗлӗшпе пысӑк трибунӑсем ҫинчен калани илтӗнмест - вӗсем ҫук та тейӗн…

Ҫапах ҫак условисенче те энергетиксем потребительсене энергипе шанчӑклӑн тивӗҫтермешкӗн пӗтӗмпех тӑваҫҫӗ. Вӗсем мар-тӑк - кам? «Хӗле йӗркеллӗ кӗтӗмӗр, - ТЭЦсемпе магистраль ӑшӑ сечӗсене хӗллехи тапхӑра мӗнле хатӗрленине кӗскен хакларӗ «Т Плюс» ПАОн «Мари Эл тата Чӑваш Ен» филиалӗн директорӗ Юрий Цешковский. - Чӑн та, станцисем хӗллехи «тиевпе» ӗҫлеме тытӑнман-ха - ҫанталӑк ӑшӑ тӑнине пула. Кӗҫех кӑштах сивӗтессе кӗтетпӗр, анчах унтан каллех ӑшӑтмалла».

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех