Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрӑшнине (тĕпĕ: тӑрӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мажаров аманнӑ аллине малтанхи пекех кӑкӑрӗ ҫумӗнче тытнине, хӑйне хӳме патнелле хӗсекенсенчен сылтӑм хулпуҫҫийӗпе хӳтӗленме тӑрӑшнине Ксюша тин ҫеҫ асӑрханӑ.

Только сейчас Ксюша заметила, как по-прежнему бережно прижимает Мажаров к груди раненую руку и старается встать к тем, кто теснил его к забору, правым плечом.

19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫавӑнпа вӑл йывӑр вӑхӑтра старике пулӑшма тӑрӑшнине ӑнланмаллах ӗнтӗ.

Поэтому понятно было его желание как-то смягчить силу удара, который неминуемо должен был обрушиться на старика.

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Корней ҫавӑнпа Аникей патшалӑха усӑ кӳрессишӗн мар, хӑйӗншӗн ытларах тӑрӑшнине пӗлнӗ пулсан та, тавлашман: инструкторпа чунтан калаҫас килмен унӑн, мӗншӗн тесен вӑл Корнейпа тӑнлӑ-пуҫлӑ ватӑ ҫынпа мар, нимӗн те ӑнланман пӗчӗк ачапа калаҫнӑ пек калаҫнӑ.

И хотя Корней знал, что Аникей больше всего печется о себе, а не о пользе державы, он спорить не стал: инструктор не располагал к душевной беседе, а разговаривал с ним так, словно он, Корней, был малым и несмышленым дитем, а не взрослым человеком, у которого есть своя голова на плечах.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн Бунчук юратнӑ тусӗ хӑйне чунтан савса ачашланине ҫеҫ мар, вӑл хӑйӗншӗн тӑван амӑшӗ пек ӑшшӑн, ырӑ кӑмӑллӑн тӑрӑшнине те ҫывӑхран туйса пурӑнчӗ.

И после этого Бунчук долго ощущал на себе не только ласку любимой, но и ее теплую, налитую вровень с краями материнскую заботливость.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Эсир тӑрӑшнине пӑхса тӑратӑп.

— Смотрю, как вы стараетесь.

XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Эпӗ тӑван ҫӗршыва тата Монарха усӑ тӑвас тесе чӗререн тӑрӑшнине ан манӑрччӗ.

Прошу не забывать о моем искреннем стремлении служить на пользу родине и Монарху.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫук, пурте мар, буденновецсем гектартан хӗрӗх центнер илме тӑрӑшнине мӗнпе ҫирӗплететӗр?

Нет, далеко не все, чем будет подкреплено желание буденновцев взять сорок центнеров зерна с гектара?

XVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Эпӗ — совет халӑхӗн ывӑлӗ, совет влаҫӗ хамшӑн тӑрӑшнине эпӗ амӑшӗ хӑйӗн ывӑлӗшӗн ачашшӑн тӑрӑшнипе ҫеҫ танлаштарма пултаратӑп…

— Я — сын советского народа, я могу сравнить заботу советской власти обо мне только с заботой матери о своем сыне…

М.А. Шолохов // Леонид Агаков. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 428–431 с.

Шуйттан та хӑйсем пекех капӑр пулма тӑрӑшнине курсан, вӗсенчен нумайӑшӗ тӗлӗнеҫҫӗ ӗнтӗ, кун пирки саклат хурсах тавлашма пулать.

Можно побиться об заклад, что многим покажется удивительно видеть черта, пустившегося и себе туда же.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Майор вара вӗсем Садки ҫине кӗменнине, пире сылтӑмран ҫавӑрса илме тӑрӑшнине часах чухласа илнӗ!

А майор сразу догадался, что они не полезут на Садки, а постараются обойти нас справа!

XIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Халь вара пӑши амине вӗлернипе партизансен лайӑх пурнӑҫӗшӗн тӑрӑшнине палӑртса, Шошин пост начальникӗн ҫемҫе чӗрине тӗппипех хӑй енне ҫавӑрнӑ тесе шутларӗ.

Теперь же, убив лосиху, Шошин считал, что своей заботой о благополучии партизан он окончательно покорит податливое сердце начальника поста.

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Взвод командирӗ тӑрӑшнине, ӑслине тата нимрен те хӑраманнине салтаксем пӗлнӗ, анчах ӑна юратассинчен ытларах унран хӑракаланӑ.

Солдаты знали командира взвода как заботливого, умного и бесстрашного командира, но больше побаивались его, чем любили.

XIX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Адвокатсемпе ыттисем пекех, вӗсем укҫашӑн ҫеҫ тӑрӑшнине эпӗ пӗлетӗп.

Я понимаю, что им хочется, так же как и адвокатам и другим, наживать деньги.

XV // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Хӑш-пӗрин амӑшӗсем ҫак енӗпе ывӑлӗсемшӗн хӑйсемех тӑрӑшнине пӗлетӗп эпӗ.

Я знаю матерей, которые заботятся в этом смысле о здоровье сыновей.

IV // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Марийка вара сасартӑк пӗр вӑхӑтра хӑй шута хуманнисене пурне те: Фая илемлӗрех тумланма тӑрӑшнине те, пӗррехинче, ҫӗр варринче пӗр сӑлтавсӑрах макӑрнине те, тӑтӑшах пӗччен юлма тӑрӑшнине те, яланах темшӗн вӑтаннӑ пек хӗрелсе ҫӳренине те аса илчӗ.

Марийке вдруг припомнилось многое, чему она в свое время не придавала значения: и то, как Фая старалась одеваться нарядно, и то, как однажды беспричинно плакала среди ночи, и то, что частенько стремилась к уединению, была всегда немного грустной и чем-то смущенной.

IX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫук, пур енчен илсе пӑхсан та, вӗсем тӑрӑшнине Квейс хакламанни курӑнсах тӑрать…

Нет, судя по всему, Квейс не очень-то ценит их усердие…

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫавӑнпа та вӑл хӑйӗн юлташӗсем хаяр сивӗрен епле хӑтӑлма тӑрӑшнине сайра-хутра ҫеҫ куркалать.

И поэтому он только изредка был в состоянии видеть, как идут товарищи, спасаясь от лютой стужи.

III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Нимӗҫсем умӗнче хам тӑрӑшнине кӑтартрӑм пулать…

— Выходит, усердие свое показал перед немцами…

XX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Пулӑшмалӑх укҫа пухакансем билет илтерме ҫав тери тӑрӑшнине пула манӑн та билет илмелле пулчӗ.

Говоря по правде, я купил билет, чтобы отделаться от сборщика пожертвований.

Ялти спектакль // Николай Сандров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 53–70 стр.

Колышкин парикмахерски тунӑ шӑтӑкран час-час ҫӗр айӗнчи «брадобрей» ытлашши тӑрӑшнине тӳсеймен партизансем кӑшкӑрни илтӗннӗ: «Ерипентерех эс! сухалпа пӗрле ӳте хыратӑн! Чим-ха, кӑшт сурчӑкпа йӗпетем. Ҫитӗ ӗнтӗ, чӗресӗр!»

Из этой пещерки, где устроил свою парикмахерскую Колышкин, частенько слышались легкие вскрики и укоры партизан, изнемогавших от чрезмерного усердия подземного брадобрея: «Легче ты! Ты же прямо с мясом дерешь! Ну, дай я хоть послюнявлю. Да хватит тебе, зверь!»

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех