Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Раштав умӗнхи каҫ

Пай: Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем –> Иккӗмӗш пайӗ

Автор: Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин

Ҫӑлкуҫ: Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Хушнӑ: 2020.02.02 23:42

Пуплевӗш: 1114; Сӑмах: 13781

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Раштав умӗнхи юлашки кун иртнӗ ӗнтӗ. Хӗллехи янкӑр каҫ килсе ҫитрӗ. Ҫӑлтӑрсем йӑлкӑшма пуҫларӗҫ. Ҫӳл тӳпене уйӑх чаплӑн ярӑнса хӑпарчӗ: тӗнчери мӗнпур ырӑ ҫынсене раштав ирттерме, Христоса чысласа юрлама савӑкрах пултӑр тесе, ҫутатать ӗнтӗ вӑл. Ирхи пек мар халь, сивӗрех; анчах таврара ҫав тери шӑп, ура айӗнче юр кӑчӑртатни ҫур ҫухрӑмран илтӗнет. Чӳречесем умне йӗкӗтсем тухман-ха; пӗр уйӑх ҫеҫ вӑрттӑн пӑхкаласа илет унталла; капӑр тумланнӑ хӗрсене хӑвӑртрах урама, кӑчӑрти юр ҫине тухма чӗнет тейӗн. Акӑ ӗнтӗ пӗр пӳрт мӑрйинчен хура тӗтӗм мӑкӑрланса тухрӗ те ҫӳлелле хӑпарса кайрӗ, тӗтӗмпе пӗрле вара, авӑрлӑ шӑпӑр ҫине утланса ҫӳл тӳпене тухатмӑш карчӑк улӑхрӗ.

Ҫак вӑхӑтра Сорочинцӑри заседатель иртсе пырас пулсан — вӑл ӑна асӑрханӑ пулӗччӗ, мӗншӗн тесен заседатель нимле тухатмӑш карчӑка та куҫ тӗлне тумасӑр ирттерсе ямасть. Заседатель ял ҫынни лашисемпе, тройкӑпа ҫӳрет. Пуҫне улансенни евӗр кӑтрашка кӑшкарлӑ ҫӗлӗк тӑхӑнса ярать, кӑвак тӑлӑппа, тӑлӑпӑн аркисене хура та пӑтӑр-пӑтӑр кӑтрашкаллӑ путек тирӗ тыттарнӑ; аллинче вара тем шуйттанла явнӑ саламат, унпа вӑл кирек хӑҫан та хӑйӗн ямшӑкне хӑваласа пырать. Пурне те витӗрех пӗлсе тӑрать заседатель: хӑш хӗрарӑмӑн сысни миҫе ҫурӑ тунӑ, арчинче мӗн чухлӗ пир выртать ун, тата пӗр-пӗр ырӑ ҫын, вырсарникунсенче, хупаха-мӗн кайсан, мӗнле кӗпе, е хӑй хуҫалӑхӗнчи хӑш япалине саклата хурса ӗҫет. Пӗр сӑмахпа каласан, пурне те пӗлет. Анчах Сорочинцӑри заседатель кунтан иртсе каймарӗ; чӑнах, мӗн ӗҫ пур-ха унӑн ют ҫынсемпе, унӑн хӑйӗн вулӑсӗ пур. Тухатмӑш ҫак хушӑра ҫав тери ҫӳле улӑхма ӗлкӗрчӗ, халь ӗнтӗ вӑл тӳпере хура пӑнчӑ пек ҫеҫ вӗлтлеткелесе илет. Анчах хура пӑнчӑ курӑннӑ ҫӗрте, темшӗн-ҫке, ҫӑлтӑр курӑнми пулать. Пӑнчӑ ҫывхарать те — ҫӑлтӑр ҫухалать. Тухатмӑш часах пӗр ҫанӑ ҫӑлтӑр пуҫтарчӗ. Йӑлкӑшаканни мӗнпурӗ те виҫ-тӑватӑ ҫӑлтӑр ҫеҫ юлчӗ. Тепӗр енчен сасартӑк урӑх хура пӑнчӑ курӑнса кайрӗ. Вӑл пысӑкланчӗ, вӑрӑмланчӗ, ӗнтӗ пӑнчӑ пек те мар. Катаран начартарах куракан ҫын сӑмси ҫине куҫлӑх вырӑнне комиссар ҫӳрекен бричка кустӑрмине лартса ярса пӑхсан та — ӑнланса илейрес ҫук вӑл мӗн иккенне. Умӗнчен пӑхсан, каснӑ-лартнӑ нимӗҫ: унӑн ансӑр, текех ӑҫта кирлӗ унта ҫаврӑнакан, мӗн ал айне лекнӗ ҫавна шӑршлакан сӑмси-ҫӑварӗ пирӗн сыснасенни пек, шӗвӗркке те пуклак вӗҫлӗ: урисем вара ҫав тери ҫинҫешке, Ярескӑри голован урисем ҫавӑн пек ҫинҫешке пулнӑ пулсан, вӑл вӗсене пӗрре ташласах хуҫнӑ пулӗччӗ. Хыҫалтан пӑхсан вара, шӑп та шай кӗпӗрнери стряпчий, мӗншӗн тесен хӳри унӑн хальхи мундир арки пек вӑрӑм та шӗврешке, анчах сухалӗ качаканни евӗр, пуҫӗ ҫинче икӗ пӗчӗкҫеҫ мӑйрака; сӑнран пӑхма та мӑръе тасатакан ҫынран шурах мар. Ҫаксене шута илсен ҫеҫ вӑл хайхи нимӗҫ те, кӗпӗрнери стряпчий те мар иккенне чухласа илме пулать-и тен, паллӑ вара, никам та мар вӑл, шуйттан ҫеҫ, унӑн ӗнтӗ тӗнче тӑрӑх сӗтӗрӗнсе ҫӳресси те нумаях юлман, юлашки каҫ ырӑ ҫынсене ҫылӑха кӗртсе ҫӳрет. Ыран вара, ирхи келле чӗнсе чан ҫапма пуҫласанах, хӳрине лӑпчӑтать те вӑл, ҫаврӑнса пӑхмасӑрах хӑйӗн шӑтӑкне кӗрсе тарать. Шуйттан ӗнтӗ хуллен те вӑрттӑн йӑпшӑнкаласа уйӑх патне ҫитрӗ, ӑна ярса илес тесе, аллине те тӑсрӗ; анчах сасартӑк, пӗҫертсе янӑ пек, каялла туртса илчӗ, пӳрнисене ӗмкелерӗ, унтан вара, урипе тапӑлтаткаласа илчӗ те уйӑх патне тепӗр енчен пычӗ, каллех каялла сиксе ӳкрӗ. Анчах, ӗҫӗ ӑнмарӗ пулсан та, чее шуйттан аппаланма пӑрахмарӗ. Чупса пычӗ те вӑл, уйӑха икӗ аллипе те пӗр харӑс ярса илсе, алӑран алла пӑрахса, — пӗр-пӗр мужик чӗлӗм чӗртме ҫара алӑпа кӑвар илнӗ пек, — хуҫкалана-хуҫкалана аллине вӗрме тытӑнчӗ; юлашкинчен уйӑха васкавлӑн кӗсйине чикрӗ те, ним пулман пекех, малалла чупрӗ. Шуйттан уйӑх вӑрланине Диканькӑра никам та курмарӗ. Чӑн та ӗнтӗ, хупахран упаленсе тухнӑ чух вулӑсри писӑр курчӗ ӑна, тӳпери уйӑх сӑлтавсӑр-мӗнсӗрех ташлакаласа илнине лайӑхах асӑрхарӗ вӑл, тупата уйӑх ташланине куртӑм тесе, ял ҫыннисене ӗнентерме те хӑтланса пӑхрӗ; анчах лешсем ӗненесшӗн пулмарӗҫ, пуҫӗсене пӑркаларӗҫ, ҫитменнине тата хӑйӗнчен кулма тытӑнчӗҫ. Мӗнле сӑлтав пулнӑ-ши шуйттанӑн ҫавӑн пек законсӑр ӗҫ тума? Акӑ мӗнле сӑлтав: дьяк патне кутья ҫиме хӑнасем пухӑнмалла. Шуйттан ҫакна малтанах пӗлнӗ-мӗн. Хӑнара кам-кам пуласси те паллӑ ӑна. Чуб ятлӑ пуян козак пулать ӗнтӗ унта, голова, дьякӑн архиерей хорӗнче чи мӑн сасӑпа юрлакан пӗлӗшӗ, леш хайхи, кӑвак сюртукпа ҫӳрекенни; Свербыгуз козак тата ыттисем те; кутья ҫеҫ мар, тутлӑ имҫам ярса вӗретнӗ эрех те, шафранпа туни те пулмалла унта, апат-ҫимӗҫӗ те тӗрлӗрен пулма кирлӗ. Ашшӗ хӑнана кайсан, Чуб хӗрӗ, — ялти чи чипер хӗр, — килӗнче пӗчченех юлать, ун патне ялти тимӗрҫӗ пырать пулмалла ӗнтӗ; питӗ вӑйлӑ та патвар йӗкӗт, шуйттаншӑн пулсан вӑл Кондрат атте проповечӗсенчен те хӑрушӑрах. Пушӑрах вӑхӑтсенче тимӗрҫӗ картинӑсем ӳкерме юратнӑ, ӳкерес тӗлӗшпе ун пек чаплӑ ӑста таврара та пулман. Пурте мухтанӑ ӑна. Ун чухнехи сотник Л… ко пӗррехинче ӑна юриех хӑй ҫурчӗ умӗнчи хӑма сапура сӑрлаттарма Полтавӑна чӗнсе илнӗ. Диканькӑри козаксем яшка антарса ҫиекен чашӑк-тирӗксене те, пурне те вӑл сӑрласа эрешленӗ. Тимӗрҫӗ турра; ӗненекен ҫын пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл святой сӑнӗсене те час-часах ӳкернӗ; Т… чиркӳре халь те-ха вӑл тунӑ евангелист Лука сӑнӗ пур. Анчах хӑйӗн ӑсталӑхне вӑл пуринчен ытла пӗр картинӑра лайӑх кӑтартса панӑ. Ҫак картина халь чиркӳ стени ҫинче, сылтӑм енче ҫакӑнса тӑрать, унта вӑл хаяр суд пынӑ куна ӳкерсе кӑтартнӑ: святой Петр аллинче ҫӑраҫҫи, унпа вӑл шуйттана тамӑкран хӑваласа кӑларать; хӑраса ӳкнӗ шуйттанӗ, хӑй пӗтессе сиссе ӗнтӗ, ниҫта кайса кӗреймесӗр кускаласа ҫӳрет, халиччен тамӑкра асапланнӑ ҫылӑхлӑ ҫынсем ӑна пушӑпа, вут пуленккипе, алла мӗн лекнӗ ҫавӑнпа хӗне-хӗне хӑвалаҫҫӗ. Тимӗрҫӗ ҫав картинӑна пысӑк хӑма ҫине ӳкерсе тӑрмашнӑ вӑхӑтра, шуйттан ӑна чунтанах чӑрмантарма тӑрӑшнӑ: курӑнми пулса чавсинчен те тӗрткеленӗ, лаҫри вучахран ывӑҫласа илнӗ кӗлпе те сапса пӑхнӑ ҫав картина ҫине; анчах, апла пулин те, тимӗрҫӗ хӑй ӗҫне чиперех туса пӗтернӗ. Ӳкерчӗклӗ хӑмана чиркӳве илсе пырса стена ӑшне майлаштарса кӗртсе лартнӑ, ҫавӑнтанпа вара шуйттан тимӗрҫе тавӑрма пулса тупа тунӑ. Пӗр каҫ ҫеҫ юлчӗ ӗнтӗ унӑн ҫут тӗнче тӑрӑх сӗтӗрӗнсе ҫӳресси; анчах ҫак юлашки каҫ та пулин тимӗрҫе мӗнпе те пулсан тавӑрма май шыранӑ вӑл. Ҫавӑнпах ӗнтӗ уйӑх вӑрлама шут тытнӑ, ӗмӗчӗ пӗрре пулнӑ унӑн: ватӑ Чуб кахал-ха вӑл, килӗнчен йӑпӑр-япӑрах илсе тухаймӑн ӑна, дьяк патне ҫитме ҫулӗ те кӗскех мар тата: ял тулашӗпе, армансем патӗнчен каймалла, ҫӑва ҫумӗпе иртмелле, ҫырма пуҫӗпе ҫаврӑнса тавра ҫӳремелле, тенӗ вӑл. Уйӑх ҫутинче пулсан Чуб ӳркенес ҫук, тутлӑ курӑк ярса вӗретнӗ эрехпе шафран эрехӗ тесен, килӗнчен илсе тухма пулать-и тен ӑна. Анчах ҫакӑн пек тӗттӗмре ӑна кам та пулин кӑмаки ҫинчен сӗтӗрсе антарма пултарӗ-ши, килӗнчен илсе тухайӗ-ши. Тимӗрҫи вара, унпа тахҫантанпах хирӗҫсе пурӑнаканскер, хӑй тем пек вӑйлӑ пулсан та, Чуб килте чух ун хӗрӗ патне тем тусан та хӑйса кӗрейми. Ҫапла вара, шуйттан уйӑха кӗсйине персе чиксенех, тӗнче сасартӑк тӗттӗмленсе кайрӗ, пӑч-тӗттӗм, дьяк патне ҫеҫ мар, хупаха кайма та ҫул тупаймӑн. Тухатмӑш карчӑк, хӑй тӗттӗмре иккенне туйса, сасартӑк кӑшкӑрса ячӗ. Ҫак вӑхӑтра шуйттан ун патне чупса пычӗ те, хулӗнчен ярса тытса, пӑшӑлтатса калаҫма пуҫларӗ. Паллӑ ӗнтӗ мӗн ҫинчен калаҫни. Арҫын тени хӗрарӑм таврашне кирек хӑҫан та ҫавӑн пек илӗртӳллӗ сӑмахсем калать.

Тӗлӗнмелле тунӑ тӗнчене! Тӗнчере пурӑнаканнисем пурте пӗр евӗрлӗ. Пӗри мӗн те пулин тӑвать пулса вара, тепри те ҫавӑн пекрех тума хӑтланать. Ӗлӗкрех Миргородра судьяпа городничий ҫеҫ пустав пустарнӑ тӑлӑппа ҫӳретчӗҫ, ыттисем вара, вак-тӗвек чиновниксем, пурте ахаль тӑлӑппа; халь ӗнтӗ заседатель те подкоморий те хӑйсене валли хаклӑ йышши путек тирӗнчен пустав пустарнӑ кӗрӗксем ҫӗлетсе тӑхӑнчӗҫ. Виҫӗмҫул канцеляристпа вулӑсри писӑр аршӑнне утмӑл пус парса шӑлаварлӑх кӑвак китайка илчӗҫ. Понамарь ҫулла тӑхӑнма нанкӑран ҫӗлетнӗ шӑлаварпа йӑрӑм-йӑрӑм жилет туянчӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, — пурте ҫын шутне кӗресшӗн. Хӑҫан-ха ҫав этемсем лӑпланса пурӑнӗҫ? Шуйттан та хӑйсем пекех капӑр пулма тӑрӑшнине курсан, вӗсенчен нумайӑшӗ тӗлӗнеҫҫӗ ӗнтӗ, кун пирки саклат хурсах тавлашма пулать. Пуринчен ытла ҫакӑ кӑмӑла хуҫать: вӑл хӑйне хӑй ҫав тери чипер тесе шутлать пулмалла, анчах хӑйӗн пӳ-сине — пӑхма намӑс. Сӑнӗ-пичӗ, Фома Григорьевич каларӗш, йӗрӗнмелле, ним латти ҫук, хӑй ҫапах та хӗрарӑм хыҫҫӑн ҫӳреме пӑхать. Анчах халь тӳпере те, ҫӗр ҫинче те пӑч тӗттӗм, шуйттанпа тухатмӑш хушшинче мӗн-мӗн пулса иртнине те тек курма ҫук ӗнтӗ.

«Апла эс, кум, дьякӑн ҫӗнӗ пӳртӗнче пулман эппин?» — терӗ хӑйӗн кумне килтен тухакан Чуб; кумӗ типшӗмрех, вӑрӑм ҫын. Кӗске тӑлӑппа, сухалӗ ҫитӗнсе кайнӑ: янахне пӗр-ик эрне хушши ҫава татӑкӗ тӗкӗнмен темелле (пирӗн ял ҫыннисем бритва ҫук пирки сухалӗсене ҫава татӑкӗпе хыраҫҫӗ). «Унта халь вӑйлӑ ӗҫкӗ-ҫикӗ пулать! — терӗ Чуб шӑлне йӗрсе. — Кая юлас марччӗ пирӗн». Ҫапла каланӑ хушӑра Чуб тӑлӑп ҫинчен туртса ҫыхнӑ пиҫиххине тӳрлетрӗ, ҫӗлӗкне лайӑхрах пусса лартрӗ, урамра тапӑнса йӑлӑхтаракан йытӑсене хӑратма хатӗрленӗ пушине чӑмӑртаса тытрӗ. Унтан вара ҫӳлелле пӑхрӗ те шак хытса тӑчӗ… «Мӗн хӑямачӗ ку! Пӑх-ха, пӑх, Панас!..»

«Мӗн?» терӗ те кумӗ, пуҫне ҫӳлелле ҫӗклерӗ.

«Мӗнле мӗн? Уйӑх ҫук».

«Ак япала! Чӑнах та уйӑх ҫук».

«Ҫук ҫав, ҫавна калатӑп та, — терӗ Чуб, кумӗ ним чухлӗ те пӑшӑрханманнине кура тарӑхса: — саншӑн пулсан, ним хуйхи те ҫук».

«Мӗн тумалла-ха вара ман?»

«Кирлӗ пулнӑ вӗт-ха ӑна, шуйттана, ҫав ӗҫе хутшӑнма, — терӗ Чуб, уссийӗсене ҫанӑ вӗҫӗпе шӑлкаласа. — Пӗр черкке эрех те ан лектӗрччӗ ӑна ирхине, йытта… Чӑнах, юри мӑшкӑлланӑ пекех. Пӳртре ларнӑ чух юриех чӳречерен пӑхса лартӑм: каҫӗ — ытарма ҫук. Ҫап-ҫутӑ; уйӑх ҫутинче юр йӑлкӑшать. Кӑнтӑрлахи пек, мӗн пурри курӑнать. Алӑкран тухма та ӗлкӗреймерӗм — ак ӗнтӗ, пӑч тӗттӗм!» Чуб татах нумайччен вӑрҫса, ятлаҫса тӑчӗ, анчах ҫав вӑхӑтрах — мӗн тӑвас-ши тесе те шухӑшларӗ. Тем пек кайӗччӗ вӑл дьяк патне, ун ҫинчен те кун ҫинчен калаҫса ларӗччӗ; халь ӗнтӗ унта, паллах, пурте пуҫтарӑннӑ: голова та, мӑн саспа юрлаканни те, тикӗт юхтаракан Мӗкӗте те унтах пулма кирлӗ. Мӗкӗте кашни ик эрнерех тенӗ пек Полтавӑна тикӗт сутма кайса ҫӳрет, шӳт тума пит ӑста вара, вӑл калама тытӑнсан, ял ҫыннисем вар-хырӑмӗсене тытсах кулаҫҫӗ. Чуб ӗнтӗ сӗтел ҫинче тутлӑ курӑк ярса вӗретнӗ эрех ларнине те курнӑ пек пулать. Кусем, паллах, пурте илӗртеҫҫӗ; анчах тулта пӑч-тӗттӗм пулни ӑна каллех хӑй ӳркенчӗк иккенне аса илтерчӗ, канлӗх тесен вара козаксем, пурте, пӗтсех каяҫҫӗ. Мӗн пек ырӑ-тӑр халь урасене хуҫлатса вырӑн ҫинче чӗлӗм турткаласа выртма; выртасчӗ те, тутлӑн кӑна тӗлӗрсе, раштав ячӗпе чӳрече умне пухӑнса юрлакан хаваслӑ йӗкӗтсемпе хӗрсен сассине итлесчӗ. Пӗччен кӑна пулнӑ пулсан, вӑл, паллах, хӑнана каяс шухӑшне пӑрахса, каллех килне кӗнӗ пулӗччӗ; анчах халь пӗччен мар вӑл, тӗттӗм ҫӗрле иккӗн утма ытла кичемех те мар, хӑрушах та мар, ҫитменнине тата ҫынсенчен кахал е хӑравҫӑ ятне те илтес килмест. Ятлаҫса пӗтерсен, вӑл каллех кумне сӑмах хушрӗ.

«Уйӑх ҫук апла, кум?»

«Ҫук».

«Тӗлӗнмелле, чӑнах. Пар-ха, нӳххи туртса ярар! Табакӗ пит хӑватлӑ сан, кум! Ӑҫтан тупатӑн ҫак эс ӑна?»

«Мӗн хӑватли пур ун ҫумӗнче! — терӗ ӑна хирӗҫ кумӗ, хурӑн хуппинчен тунӑ эрешлӗ пуракне пӑкӑласа. — Ват чӑх та апчху тӑвас ҫук».

«Астӑватӑп эпӗ, — терӗ Чуб, малтанхи пекех, — пӗррехинче мана хупах хуҫи, леш хайхи Зузуля, халь ҫук-ха вӑл, вилнӗ, Нежинран табак илсе килсе панӑччӗ. Эх, аванччӗ ҫав табак! Хӑватлӑччӗ! Ну, мӗнле тӑвӑпӑр-ха, кум? Тулта ытла тӗттӗм».

«Апла пулсан, каяс мар, килтех юлас», — терӗ кумӗ, алӑк хӑлӑпне ярса илсе.

Кумӗ ҫакна каламан пулсан, Чуб килтех юлнӑ пулӗччӗ-и тен, анчах халь ӑна такӑшӗ юриех хирӗҫтерме тытӑнчӗ пулас. «Ҫук, кум, кайӑпӑр! Каймасан юрамасть!» Ҫапла каларӗ те, ҫавӑнтах хӑй ҫапла каланӑшӑн ӳкӗнчӗ. Ҫакӑн пек ҫӗрле тем тусан та сӗтӗрӗнсе ҫӳрес килмест унӑн; анчах хӑйне хӑй лӑплантарчӗ те вӑл, юриех ҫын каланӑ пек тумарӑм-ха, итлемерӗм, хамӑнни ҫинчех тӑтӑм, терӗ.

Кумӗн сӑн-питӗнче тарӑхни-туни палӑрмарӗ, уншӑн пулсан — хуть килте лар, хуть килтен тухса кайса сӗтӗрӗнсе ҫӳре — пурӗпӗр; вӑл, йӗри-тавра пӑхкаласа илчӗ те, пушӑ аврипе хулпуҫҫийӗсене хыҫкаларӗ, вара икӗ кум ҫула тухса кайрӗҫ.

Халь ӗнтӗ килте пӗччен юлнӑ чипер хӗр мӗн тунине пӑхар. Оксана вунҫиччӗ те тултарман-ха, анчах пӗтӗм тӗнчипех тенӗ пек — Диканька ку енче те, Диканька леш енче те — пурте ун ҫинчен ҫеҫ калаҫаҫҫӗ. Йӗкӗтсем те хӑйсен шухӑшне каласа хунӑ ӗнтӗ: «ун пек хӗр ялта нихҫан та пулман, пулас та ҫук». Оксана хӑй ҫинчен мӗн-мӗн калаҫнине илтнӗ, пӗлет, ҫавӑнпа та, хӑй чиперрине кура, питӗ кутӑн. Ялти кӗпе вырӑнне хулари кӗпе тӑхӑнса ҫӳрес пулсан вӑл хӑй тантӑшӗсене пурне те хӑваласа янӑ пулӗччӗ. Йӗкӗтсем ун хыҫҫӑн ушкӑнӗ-ушкӑнӗпех чупнӑ, анчах, тарӑхса пӗтсе, мӑнаҫлӑ хӗре пӗрин хыҫҫӑн тепри пӑрахса кайнӑ. Пӑрахса кайнӑ та, ыттисемпе, иртӗнсех кайманнисемпе ҫӳреме пуҫланӑ. Пӗр тимӗрҫӗ ҫеҫ чӑтӑмлӑ пулнӑ, Оксана хыҫҫӑн ҫӳреме пӑрахман вӑл, лешӗ унпа, ыттисемпе калаҫнӑ пекех, кӑмӑллӑ калаҫман пулин те, ҫӳренӗ. Ашшӗ килтен тухса кайсан, Оксана чылайччен хӑйӗн пӗчӗкҫеҫ, хӗррисене тӑхлан тыттарнӑ-тӗкӗрӗ умӗнче, хӑйне хӑй ытараймасӑр, чиперленсе, капӑрланса тӑчӗ.

«Мӗн шутпа-ха ҫынсем ман ҫинчен «чипер» тесе ят сараҫҫӗ? — терӗ вӑл сӳрӗкреххӗн, хӑй тӗллӗн мӗн ҫинчен те пулин калаҫас шухӑшпа ҫеҫ. — Суеҫҫӗ вӗсем, ман ҫумра ним чиперри те ҫук».

Анчах сасартӑк тӗкӗр витӗр курӑнса кайнӑ сӑнӗ пачах урӑхла кӑтартрӗ: ҫав тери чечен, ачанни евӗр сӑн-питлӗ иккен вӑл, хура куҫӗсем йӑлкӑшаҫҫӗ, тутисем вара, чун ҫунтармӗш, ытарма ҫук илемлӗн, йӑл-йӑл кулаҫҫӗ.

«Ман хура куҫпа хуп-хура куҫхаршисем, — терӗ вӑл татах, тӗкӗрне аллинчен вӗҫертмесӗр, — ҫав териех чипер-ши, неушлӗ вара ман пекки тӗнчипе те урӑх ҫук? Мӗн чиперри пур-ши ӗнтӗ ҫак каҫӑр сӑмса ҫумӗнче? питҫӑмартисенче? тутасенче? Хура ҫивӗтӗмсене хитре теҫҫӗ пулас тата? Ух, каҫхине курсан, вӗсенчен хӑраса каймалла: хура ҫӗленсем пек вӗсем, пуҫ йӗри-тавра явӑнаҫҫӗ. Куртӑм ӗнтӗ, пӗртте чипер мар эпӗ!» Анчах тӗкӗрне кӑшт аяккарах тытса пӑхрӗ те вӑл пачах урӑхла кӑшкӑрса ячӗ: «Ҫук, чипер эпӗ! Ҫав тери чипер! Ытарма ҫук! Мӗн чухлӗ савӑнӑҫ кӳрӗп эпӗ пулас упӑшкама! Мӗн пек пӑхса киленӗ вӑл ман ҫине! Хӗпӗртенипе хӑйне хӑй манса кайӗ. Чуптусах вӗлерет ӗнтӗ вӑл мана».

«Тӗлӗнмелле хӗр! — шӑппӑн сӑмах хушрӗ питӗ хуллен кӗрсе тӑнӑ тимӗрҫӗ. — Мухтанас йӑли те ҫукрах унӑн! Сехечӗпе тӗкӗр витӗр пӑхса тӑрать, пӑхса тӑранаймасть, ҫинчен тата хӑй тӗллӗн калаҫса хӑйне хӑй мухтать!»

«Ҫапла, йӗкӗтсем, сирӗн пеккисемпе ҫӳрес хӗр-им эсӗ? Пӑхӑр-ха эсир ман ҫине, — терӗ каллех хӑй тӗллӗн калаҫса тӑракан чиперкке мухтанчӑк, — мӗнле сӑпайлӑн утса тухатӑн; ҫийӗмри кӗпене хӗрлӗ пурҫӑнпа тӗрленӗ! Пуҫ ҫинчи лентӑсем мӗнле тата! Кун пек хаклӑ хӑю ӗмӗрне тупаймӑр! Кусене мана пурне те атте илсе панӑ, вӑл мана тӗнчери чи чаплӑ йӗкӗте качча парасшӑн!» Ҫапла каларӗ те вӑл, йӑл кулса илсе, тепӗр еннелле ҫаврӑнса пӑхса тимӗрҫе курах кайрӗ.

Кӑшкӑрса илчӗ те йӗкӗт умне пырса тӑчӗ, сиввӗнрех пӑхрӗ.

Тимӗрҫӗ аллисене лӑштах усрӗ.

Тӗлӗнмелле чипер хӗрӗн тӗксӗмрех сӑн-пичӗ улшӑнса кайрӗ. Мӗн каласшӑн вӑл йӗкӗте, ӑнланма йывӑр: кӑшт ҫиленнӗ пек пулни те сисӗнчӗ ун питӗнче; именчӗк тимӗрҫӗрен кӑштах мӑшкӑллани те палӑрнӑ пек пулчӗ; хӑй ҫине те пӑртак тарӑхрӗ пулас вӑл, пичӗ хӗрелсе, пушшех чиперленсе кайрӗ. Пӗтӗмӗшпе илсен, хӗр ҫав тери илемлӗ, ҫав тери аван, — ярса илесчӗ те вӗҫӗмсӗр, миллион хут чуптӑвасчӗ, — унтан ырри нимӗн те ҫук.

«Мӗн тума килтӗн эс кунта? — терӗ Оксана тимӗрҫе. — Хӑвна кӗреҫепе хӳтерттерес килет-им? Пурте пирӗн хыҫҫӑн ҫӳреме ӑста эсир. Аттесем килтен тухса каясса сыхласах тӑратӑр. У, пӗлетӗп эп сире! Мӗнле, ман арча хатӗр-и?»

«Хатӗр пулать, чунӑм, праҫник иртсенех пулать. Пӗлесчӗ сан, мӗн чухлӗ тӑрмашнӑ эпӗ унпа: икӗ ҫӗр ҫывӑрмарӑм, тимӗрҫӗ лаҫҫинчен тухмасӑр ӗҫлерӗм; анчах ӗҫлени харама каймӗ; пӗр пуп хӗрӗн те пулмӗ ун пек арча. Ҫав тери лайӑх тимӗрпе тыттартӑм, Полтавӑра ӗҫленӗ чух сотник урапине те тыттарман ун пек тимӗр. Сӑрласа илемлетӗп! Ытараймӑн. Шурӑ урусемпе пӗтӗм, таврана утса ҫаврӑнсан та тупаймӑн ун пеккине! Хир сӑнарне ӳкерӗп. Хирте талккишпех хӗрлӗ те кӑвак чечексем пулӗҫ. Кӑвар пек йӑлкӑшса ларӗҫ. Ан ҫиленсем ӗнтӗ ман ҫине! Хӑвпа калаҫма, хӑв ҫине пӑхма та пулин ирӗк парсам!»

«Кам чарать сана? Калаҫ, пӑх!»

Ҫапла каларӗ те Оксана, сак ҫине ларса, каллех тӗкӗрӗ витӗр пӑхса илчӗ, ҫивӗтӗсене тӳрлеткелеме пуҫларӗ. Хӑйӗн мӑйне пӑхрӗ вӑл, пурҫӑнпа тӗрленӗ ҫӗнӗ кӗпине, вара, кӑмӑлӗ ҫырлахнӑран ӗнтӗ, сӑн-пичӗ ҫутӑлса илчӗ, тутисем те йӑл кулнӑ пек пулчӗҫ, куҫӗсем йӑл-ял ҫиҫрӗҫ.

«Мана та хӑвпа юнашар ларма ирӗк парсамччӗ!» терӗ тимӗрҫӗ.

«Лар» терӗ Оксана, ҫаплах-ха савӑнма пӑрахмасӑр.

«Оксана, чунӑм, ытарайми савниҫӗм, хӑвна чуптума ирӗк парсам!» — терӗ те кӑшт хӑюлланнӑ тимӗрҫӗ, хӗре чуптӑвас тесе, хӑй ҫумне тытса пӑчӑртарӗ; анчах Оксана чуптутармарӗ, хӑйӗн питҫӑмартине тимӗрҫӗ тути патӗнче тытрӗ те, ӑна аяккалла сирсе ячӗ. «Тата мӗн кирлӗ сана? Пылӗ ҫитмест иккен, кашӑкӗ те кирлӗ! Кай кунтан, аллусем сан тимӗртен те хытӑ. Хӑвӑнтан та тӗтӗм шӑрши кӗрет. Эсӗ мана пӗтӗмпех хӑрӑмпа вараласа пӗтертӗн пулӗ-ха».

Вӑл каллех тӗкӗрне тытрӗ те, тимӗрҫӗ умӗнчех юсанкалама пуҫларӗ.

«Юратмасть вӑл мана, — терӗ хӑй ӑшӗнче тимӗрҫӗ, пуҫне усса. — Уншӑн пулсан пурте ача вӑййи; эпӗ пур, ун умӗнче ухмах пек тӑратӑп, куҫ вӗҫертмесӗр пӑхатӑп. Ӗмӗрех ҫапла, ун ҫинчен куҫ вӗҫертмесӗр пӑхса тӑрӑттӑм. Ытарма ҫук чипер хӗр! тем пама хатӗр, пӗлесчӗ ҫеҫ: мӗн-ши халь ун чӗринче, кама юратать-ши вӑл? Ҫук ӗнтӗ, никам та кирлӗ мар ӑна, никамшӑн та хыпмасть вӑл. Хӑйне хӑй ҫеҫ юратать; асаплантарать вӑл мана, мӗскӗне; эпӗ пур, хурланнипе кун ҫути курмастӑп. Анчах ҫав тери юрататӑп ӑна, эп юратнӑ чухлӗ тӗнчере пӗр ҫын та юратман ӑна, юратас та ҫук».

«Сан аннӳ тухатмӑш теҫҫӗ, чӑн-ши вӑл?» терӗ те Оксана, кулса ячӗ; тимӗрҫӗ хӑй ӑшӗнче мӗн пурри кулса янине туйрӗ. Ҫак кулӑ самантрах чӗрине те, юн тымарӗсене те хускатнӑ пек пулчӗ, анчах ҫав хушӑрах вӑл хӑйне хӑй те тарӑхрӗ: ҫав тери кӑмӑллӑ кулакан сӑн-питлӗ хӗре тытса чуптума хал ҫитмест иккен унӑн.

«Мӗн ӗҫ пур ман аннепе? маншӑн атте те, анне те, эс маншӑн эс тӗнчере чи хакли. Патша чӗнсе илтӗр хуть мана, кирек мӗн сӗнтӗр. Вӑл мана, Вакула тимӗрҫӗ, хуть те мӗн ыйт манран, патшалӑхӑмра мӗн кӑна лайӑххи пур, пурне те сана парӑп. Ҫара ылтӑнран тимӗрҫӗ лаҫҫи лартса пама хушӑп, вара эс кӗмӗл мӑлатуксемпе ӗҫлӗн» тесен, эп ӑна хирӗҫ: «Ылтӑн лаҫ та, хаклӑ йышши чулсем те, мӗнпур патшалӑхна парсан та кирлӗ мар мана. Луччӗ эс мана хамӑн Оксанӑна пар!» тенӗ пулӑттӑм.

«Ав мӗнле иккен эсӗ! Анчах ман атте хӑй те ухмах мар. Курӑн ак, вӑл сан аннӳне мӗнле качча илменнине, — терӗ Оксана, чеереххӗн кулса илсе. — Вӑл ку пулӗ-ха, хӗрсем темшӗн килмеҫҫӗ… Мӗне пӗлтерет ку? Раштав ячӗпе юрласа ҫӳреме вӑхӑт ӗнтӗ. Мана пӗччен кичем пек туйӑна пуҫларӗ».

«Килмӗҫин, мӗне кирлӗ вӗсем сана, чиперккеҫӗм!»

«Ҫапла пулмасӑр! Вӗсемпе пӗрле йӗкӗтсем те килеҫҫӗ пулӗ-ха. Шӳт тума тытӑнаҫҫӗ ак. Темӗн те пӗр каласа култарма тытӑнаҫҫӗ!»

«Сана вӗсемпе савӑкрах эппин?»

«Санпа ларнӑ пек мар ӗнтӗ. А! Такам шаккарӗ; хӗрсемпе йӗкӗтсем пулӗ-ха».

«Урӑх мӗн кӗтес ӗнтӗ ман? — хӑй тӗллӗн калаҫса илчӗ тимӗрҫӗ. — Мӑшкӑллать вӑл мана. Уншӑн пулсан эпӗ тутӑхнӑ такан пекех хаклӑ. Юрӗ, апла пулсан, кам та пулин урӑххи ҫыпҫӑнса пӑхтӑр. Эпӗ ӑна пурӗпӗр хамран култармастӑп. Кама та пулин хамран ытларах килӗштернине асӑрхам ҫеҫ, вӗрентӗп эп ӑна…»

Алӑкран шаккани тата сивӗ сывлӑшра «уҫ!» тенӗ сасӑ илтӗнсе кайни тимӗрҫӗ шухӑшӗсене татрӗ.

«Тӑхта, хам тухса уҫам! — терӗ те тимӗрҫӗ, хӑйне хирӗҫ пулнӑ ҫынӑн айӑк пӗрчисене шутлас шухӑшпа, ҫенӗке тухрӗ.

Тулта сивӗрех ӗнтӗ, тӳпере те пит сивӗ. Шуйттан урлӑ та пирлӗ сиккелесе илет, шӑннӑ аллисене мӗн чухлӗ те пулин ӑшӑтас тесе, вӗркеле-вӗркеле илет. Шӑнмасӑр, ун вырӑнӗнче пулсан кирек кам та шӑнмалла: иртен пуҫласа тепӗр ирччен пӗрмай тамӑкра вӑл. Тамӑкра, хӑвӑрах пӗлетӗр, пирӗн патри пек, хӗллехи пекех сивӗ мар, унта вӑл ҫӗлӗкне тӑхӑнать те, вучах умне тӑрса, чӑн-чӑн кухмистер пек ӗнтӗ, ҫылӑхлӑ ҫынсене киленсех ӑшалать. Раштав умӗн пирӗн хӗрарӑмсем колбасана ҫапла ӑшалаҫҫӗ.

Тухатмӑш, ӑшӑ тӑхӑннӑ пулин те, хӑй шӑннине туйрӗ; ҫавӑнпа вӑл, аллисене ҫӳлелле ҫӗклерӗ те хӑрах урине ҫӑт тытса, кӗлеткине тӑркӑчпа ярӑннӑ чухнехи пек майлаштарса, тек пӗрре те хускалмасӑр пӑрлӑ тӑвайккинчен аннӑ пек, ҫӗрелле ярӑнса анчӗ те тӳрех мӑрьене кӗрсе кайрӗ.

Шуйттанӗ те ҫаплах, ун хыҫҫӑнах вӗҫсе анчӗ. Анчах ку выльӑхӗ темле шукӑль йӗкӗтрен те вӑр-вартарах пулнӑ иккен, ҫавӑнпа та вӑл мӑръене кӗрсе каяс чух хӑй савнин ӗнси ҫине утланса ларма ӗлкӗрнинчен ним тӗлӗнмелли те ҫук. Ҫапла вӗсем иккӗш те анлӑ кӑмака ӑшне кӗрсе кайса кӳршексем хушшине пырса тухрӗҫ.

Ҫул ҫӳреме юратакан хӗрарӑм вара, хӑйӗн ывӑлӗ Вакула кама та пулин хӑнана чӗнмен-ши тесе, кӑмака питлӗхне уҫса пӳртелле пӑхрӗ; анчах пӳртре никам та ҫук, урай варринче тулли михӗсем ҫеҫ выртаҫҫӗ. Ҫакна курсан вӑл кӑмакаран тухса тӑлӑпне хывса пӑрахрӗ, кипкине туртса тӳрлеткелерӗ, — халь ӗнтӗ вӑл пӗр минут маларах кӑна авӑрлӑ шӑпӑр ҫине утланса ҫӳренине никам та пӗлес ҫук.

Вакула тимӗрҫӗ амӑшӗ хӗрӗхрен те иртмен-ха. Хитрех те мар, усалах та мар вӑл. Ун ҫулне ҫитсен, паллах ӗнтӗ, хитре пулма йывӑртарах. Анчах вӑл чи йӗркеллӗ козаксенех ҫавӑрма пӗлет (тӳррипе каласан, асӑрхаттарса хӑварни чӑрмантармӗ: козакӗсем хӑйсем ҫавӑн пекрех, хӗрарӑм хитришӗн хыпсах каймаҫҫӗ ӗнтӗ); ун патне голова та, Осип Никифорович дьяк та (паллах, хӑйӗн арӑмӗ килте ҫук чухне), Корний Чуб козак та, Касьян Свербыгуз козак та ҫӳрекеленӗ. Пултаруллӑ темелле ӗнтӗ ӑна, пурне те майлаштарма, кирлӗ пек пӑхса яма пӗлет вӑл. Ун патне кам та пулин урӑххи ҫӳрени ҫинчен арҫынсенчен пӗри те пӗлмест. Шухӑшламаҫҫӗ те вӗсем ун ҫинчен. Турра ӗненекен мужик е улпут (козаксем хӑйсене ҫапла калаҫҫӗ) пӗр-пӗр вырсарникун пуставран ҫӗлетнӗ плащ тӑхӑнса чиркӳве каять-и, е тата, ҫанталӑк япӑх пулсан, хупахалла уттарать-и — мӗнле-ха Солоха патне кӗрсе тухас мар, мӗншӗн-ха хӑймапа ҫуллӑ хуран кукли ҫисе пӑхас мар? Калаҫма та, юрлама та пӗлекен хӗрарӑмпа ӑшӑ пӳртре сӑмах вакласа ларма та меллӗ. Кайма тухнӑ улпут вара хупаха юриех, тӳрӗ ҫулпа мар, тавраран ҫаврӑнса каять те Солоха патне кӗрсе тухать, ку ӗнтӗ ун шухӑшӗпе «ҫула май кӗрсе тухни» пулать. Пӗр-пӗр праҫникре чиркӗве кайма тӳр килсен, Солоха пурҫӑн кӗпе тӑхӑнать, ҫиелтен кӑн-кӑвак юбка, умне катан пиртен ҫӗлетнӗ саппун ҫакать. Юбки ҫинче, хыҫалта — ылтӑн тӗслӗ хӑюпа ҫӗлесе тунӑ хӗрес пекки курӑнса тӑрать. Тӳрех сылтӑм енчи клирос патне пырса тӑрать вӑл, дьякӗ ӗнтӗ юриех, ӳсӗрнӗ пек пулса, куҫне хӗскелесе ун еннелле пӑхать; голови уссийӗсене шӑлкалать, ҫӳҫ пайӑркине хӑлхи хыҫнелле ҫавӑрса хурать те, юнашар тӑракан ҫыннине ҫапла сӑмах хушать: «Эх, маттур хӗрарӑм! Хӗрарӑм мар — шуйттан!» тет. Солоха пурне те пуҫ таять, анчах кашниех вӑл пӗр хӑйне ҫеҫ пуҫ таять, тесе шухӑшлать.

Анчах ют ҫын ӗҫне хутшӑнма юратакан этем тӳрех асӑрхатчӗ ӗнтӗ: Солоха пуринчен ытла Чуба килӗштерет. Чубӑн арӑмӗ ҫук, урҫа вӑл; унӑн пӳрчӗ умӗнче кирек хӑҫан та сакӑр капан тырӑ ларать. Ҫатан авса тунӑ сарайӗнче вӑл тӑватӑ вӑкӑр усрать. Вӑкӑрӗсем тӗреклӗ, пӗр-пӗр ӗне, е вӑкӑр иртсе пынине курсан, вӗсем яланах пуҫӗсене ҫатан витӗр урамалла кӑларса мӗкӗреҫҫӗ. Шӗвӗркке сухаллӑ качаки вара сарай тӑррине, чи ҫӳле хӑпарса тӑрать те хӑйӗн таҫтах илтӗнекен сассине чӗтрентерсе, городничи пек, е кил хушшинче ҫӳрекен кӑрккасене витлет, е тата хӑйӗн тӑшманӗсене — хӑй сухалӗнчен кулакан урамри ачасене курать те вӑрт ҫеҫ тепӗр майлӑ ҫаврӑнса тӑрать. Чуб арчисенче пир нумай, сӑхман та сахал мар, ылтӑн хӑю тыттарса эрешленӗ авалхи кӗпесем те ҫителӗклӗ: унӑн арӑмӗ шукӑль тумланса ҫӳреме юратнӑ. Пахчинче вара мӑкӑньпе купӑста е хӗвелҫаврӑнӑш кӑна мар, табак та ӳсет. Табакне вӑл кашни ҫулах икӗ йӑран акса тӑвать. Ҫав мӗнпур пурлӑха хам хуҫалӑх ҫумне хушсан ытлашши пулмӗччӗ, тет Солоха, хӑй ӑшӗнче. Ҫавӑн чухлӗ пурлӑх хӑй аллине лексен мӗнле йӗрке пуласси ҫинчен те малтанах шутласа хунӑ вӑл. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Солоха Чуба ытларах та ытларах юрама тӑрӑшнӑ. Хӑйӗн ывӑлӗ ватӑ Чуб хӗрӗпе явӑҫса каясран та хӑрать вӑл. Вакула, паллах ӗнтӗ, ун хӗрне качча илсен, ҫав мӗнпур пурлӑха хӑйӗн аллине тытса илме пултарать. Вара вӑл амӑшне, Солохӑна, хуҫалӑх патне ҫывхартас та ҫук. Ҫавӑнпа Солоха кирек хӑҫан та ывӑлне пӳлме тӑрӑшать. Ку ӗҫре вӑл хӗрӗхелле ҫитнӗ ытти хусах хӗрарӑмсем пекех хӑтланать: ватӑ Чубпа тимӗрҫе час-час хирӗҫтересси вара ун ӗҫӗ. Пӗлме ҫук, пулӗ те ҫав, вӑл ҫапла чееленсе хӑтланнӑ пиркиех-и тен, хӑшпӗр ҫӗрте карчӑксем ун ҫинчен калаҫкалама пуҫларӗҫ. Пӗр-пӗр ҫӗрте ытлашширех сыпсан вара, пӑт татсах калаҫҫӗ: Солоха тухатмӑш, теҫҫӗ; пӗр йӗкӗт, Кизяколупенко, Солоха хӳрине курнӑ, имӗш. Хӳри пысӑк мар, тет, йӗке пысӑкӑш кӑна, тет; иртнӗ кӗҫнерникун мар-ха, унчченхи кӗҫнерникун пулнӑ, тет вӑл, хайхи тухатмӑш, хура кушак пулса, ҫул урлӑ чупса каҫнӑ иккен; пӗррехинче тата пуп майри патне сысна чупса кӗнӗ те, автанла авӑтса ярса, Кондрат аттен ҫӗлӗкне тӑхӑннӑ та каллех тухса тарнӑ пулать. Карчӑксем ҫавӑн пирки калаҫса тӑнӑ чух ӗне кӗтӳҫи Тымиш Коростявӑй пырса тухнӑ тата. Вӑл та хӑйӗнне каласа панӑ, Пӗррехинче вӑл ҫулла, Петрав кунӗ ыран тенӗ чух, пуҫ айне улӑм хурса ӗне картинчех ҫывӑрма выртнӑ-мӗн. Ҫавӑн чух вара вӑл тухатмӑш ӗне сунине хӑй куҫӗпе хӑй курнӑ пулать. Сапаланчӑк ҫӳҫ-пуҫлӑ тухатмӑш кӗпе вӗҫҫӗнех ӗне суса ларать, имӗш, вӑл пур, кӗтӳҫӗ, вырӑнтан та хускалаймасть, тухатнӑ иккен лешӗ ӑна; ӗнесене суса пӗтерет те хайхи, кӗтӳҫӗ патне пырса, унӑн тутине темскерле лапӑрчӑк сӗрсе ярать, ҫавӑн хыҫҫӑн кӗтӳҫӗ кунӗпех сурса ҫӳренӗ пулать. Анчах ку сӑмахсене питех ӗненме ҫук, мӗншӗн тесен тухатмӑшне Сорочинцӑри заседатель кӑна курма пултарать. Ҫавӑнпа ӗнтӗ ятлӑ козаксем, ун пек кун пек сӑмах илтсен, аллисене сулнӑ ҫеҫ: «Суяҫҫӗ, сучка хӗрарӑмсем!» тенӗ вӗсем ун пек чух, кирек хӑҫан та.

Кӑмакаран тухса хӑйне хӑй тирпейленӗ хыҫҫӑн, Солоха пӳртри ӑпӑр-тапӑрсене йӗркелеме тытӑнчӗ: кашни япалан хӑйӗн вырӑнӗ пур; анчах михӗсене тивмерӗ вӑл: вӗсене Вакула илсе кӗнӗ, апла пулсан, хӑех илсе тухтӑр! Шуйттан та хӑйӗн ӗҫнех тунӑ. Мӑръене вӗҫсе кӗнӗ чухнех-ха вӑл Чубпа кумӗ алӑран ал тытӑнса хӑйсен пӳртӗнчен чылай инҫетре утса пынине курнӑ. Халь вӑл кӑмакаран вӗҫсе тухрӗ те, вӗсен ҫулӗ урлӑ чупса каҫрӗ, унтан та кунтан шӑнса ларнӑ юра хускатма тытӑнчӗ. Ҫил-тӑман тухрӗ. Сывлӑш шуралсах кайрӗ. Юр вӗҫтерме пуҫларӗ, урам тӑрӑх утакансен куҫӗсене, ҫӑварӗсене, хӑлхисене кӗрсе каять вӑл. Шуйттан каллех мӑръене вӗҫсе кӗрсе кайрӗ; халь ӗнтӗ вӑл шӑнсах тӑрать: Чуб кумӗпе пӗрле килне таврӑнать те, кӗтмен ҫӗртенех тимӗрҫе тӗл пулать, хытӑ хӗнесе яраҫҫӗ ӗнтӗ вӗсем ӑна, хӗненӗ хыҫҫӑн Вакула кисточкӑ тытса шуйттана кӳрентерекен ӳкерчӗксем тума хал ҫитереймӗ, нумайччен ӗҫлеймӗ. Ҫапла шутланӑ шуйттан.

Чӑнах та, ҫил-тӑман тухнӑ-тухманах, ҫил куҫран кастарма пуҫласанах, Чуб килтен тухнӑшӑн ӳкӗнчӗ. Хӑлхаллӑ ҫӗлӗкне лайӑхрах пусса лартрӗ те вӑл, хӑйне те, кумне те, шуйттанне те ятлаҫма пуҫларӗ. Анчах вӑл тарӑхни ячӗшӗн ҫеҫ пулчӗ: тӗрессипе, ҫил-тӑман тухнишӗн Чуб хытах хӗпӗртерӗ. Дьяк патне ҫитес пулсан, чылай каймалла-ха, халь килнӗ чухлӗ тепӗр саккӑр утмалла. Ҫула тухнисем каялла ҫаврӑнчӗҫ. Ҫил ӗнтӗ хыҫалтан хӑвалать; анчах ҫил-тӑман витӗр нимӗн те курӑнмасть.

«Тӑхта, кум! Ҫулӗ унталла мар пулас пирӗн, урӑх ҫӗрелле кайнӑн туйӑнать, — терӗ Чуб, кӑшт аяккарах пӑрӑнса. — Пӗр пӳрт те курмастӑп. Эх, ҫил-тӑман, пӑх-ха эс ӑна, мӗнле ҫавӑрттарать! Кӑшт аяккарах кайса пӑх-ха эс, кум, ҫул ҫук-ши унта; эпӗ кунта шыраса пӑхам. Кам шуйттанӗ хушнӑ-ши пире ҫакӑн пек ҫанталӑкра сӗтӗрӗнсе ҫӳреме! Ҫулӗ тупӑнсан, кӑшкӑрма ан ман. Пӑх-ха ӑна, мӗн чухлӗ юр сапса хӑварчӗ вӑл усал! Куҫ уҫма ҫук!»

Ҫулӗ ҫаплах курӑнмасть-ха. Чубӑн кумӗ, аяккарах кайнӑ та вӑрӑм аттипе каллӗ те маллӗ уткаласа, ҫул шыраса ҫӳрет. Ҫӳресен-ҫӳресен, юлашкинчен вӑл тӳрех хупах тӗлне пырса тухрӗ. Ку ӑна ҫав тери савӑнтарчӗ, ҫавӑнпа та вӑл, мӗнпурне манса, ҫийӗнчи юрне силлерӗ те, урама юлнӑ кумӗшӗн пӗртте кулянмасӑр, ҫенӗке кӗчӗ. Ҫав вӑхӑтрах Чуба та ҫул тупӑннӑ пек туйӑнчӗ; чарӑнса тӑчӗ те вӑл, мӗнпур вӑйӗпе кӑшкӑрма тытӑнчӗ, анчах, кумӗ таврӑнманнине кура, пӗчченех кайма шут тытрӗ. Пӑртак кайсан, Чуб хӑйӗн пӳртне курчӗ. Пӳрт йӗри-тавра та, унӑн тӑррине те юр хӳсе лартнӑ. Шӑнса кайнӑ аллисемпе хаплаттарса, вӑл алӑка шаккама тытӑнчӗ, хӗрне кӑшкӑра-кӑшкӑра, часрах уҫма хушрӗ.

«Мӗн кирлӗ сана кунта?» сиввӗн кӑшкӑрчӗ ӑна хирӗҫ тухнӑ тимӗрҫӗ.

Чуб тимӗрҫӗ сассине палласа илсе, кӑштах каялла чакрӗ.

«Э, ҫук, ку манӑн пӳрт мар, — терӗ вӑл хӑй ӑшӗнчӗ: — ман пӳрте тимӗрҫӗ килсе кӗрес ҫук. Анчах, лайӑхрах пӑхсан, тимӗрҫӗн те мар. Кам пӳрчӗ-ши ку? Ак тата! Мӗнле-ха эп ӑна ҫийӗнчех чухлаймарӑм! уксах Левченко пӳрчӗ-иҫ, халь нумай пулмасть авланнӑ вӑл. Пӗр унӑн ҫеҫ пӳрчӗ манӑнни пек. Ахальтен мар эп малтан хам пӳрт тӗлне ытла час ҫитнинчен тӗлӗнтӗм. Анчах Левченко халь дьяк патӗнче ларать, ӑна пӗлетӗп-ха эпӗ, тимӗрҫӗ ӑҫтан килсе тухнӑ?… Э-хе-хе! вӑл унӑн ҫамрӑк арӑмӗ патне ҫӳрет. Апла эппин! Аван!.. Халь ӗнтӗ пӗтӗмпех ӑнлантӑм».

«Кам эс, мӗн ӗҫпе алӑк умӗнче ҫапкаланса ҫӳретӗн?» — малтанхинчен те сиввӗнрех ыйтрӗ тимӗрҫе, Чуб патнерех ҫывхарса.

«Ҫук, хам кам иккенне калас мар, — терӗ Чуб, хӑй ӑшӗнче: — пӗлме ҫук, хӗнесе те тӑкӗ вӑл, эсрелле пуҫӗ!» — вара ҫавӑнтах сассине улӑштарса сӑмах хушрӗ: «Эпӗ-ха ку, ырӑ ҫыннӑм! раштав ячӗпе юрласа парас тесе, сирӗн чӳречӗр умне килсе пӑхас терӗм-ха».

«Каях ҫӑва патне хӑвӑн юррупа! — хытах ҫиленсе кӑшкӑрчӗ Вакула. — Мӗн тӑратӑн тата? Илтетӗн-и! Халех кайнӑ пултӑр!»

Чубӑн хӑйӗн те ӗнтӗ ҫав ырӑ ӗмӗте пурнӑҫлас шучӗ пурччӗ, анчах тимӗрҫӗ хушнӑ пек тума тӳр килет-ҫке-ха, ку вара ӑна самаях тарӑхтарчӗ. Пӗр-пӗр усал ал айӗнчен тӗртсе те хӗтӗртсе тӑнӑ пекех, Чубӑн тимӗрҫе хирӗҫ мӗн те пулин каласах килет ӗнтӗ.

«Мӗн кӑшкӑрашан ҫак эс? — терӗ вӑл ҫав сасӑпах. — Раштав ячӗпе юрласа парас килет ман, ӗҫӗ те пӗтрӗ».

«Э-хе! эс сӑмахпа каланине итлеместӗн эппин!..»

Ҫапла каланӑ хыҫҫӑн тимӗрҫӗ Чуба хулпуҫҫинчен хытах ҫапрӗ.

«Апла эппин эс, вӑрҫма та пуҫларӑн иккен!» терӗ Чуб, кӑштах каялла чакса.

«Каях, кай!» кӑшкӑрчӗ тимӗрҫӗ, Чуба тата тепӗр хут чышса.

«Мӗн ҫак эс! — тесе илчӗ Чуб. Ун сассинче ыратни те, тарӑхни те, хӑрани те палӑрчӗ. — Куртӑм ӗнтӗ, шӳт туса ҫеҫ мар иккен эс, чӑннипех вӑрҫма пуҫларӑн, ыраттармаллах!»

«Каях, кай!» терӗ те тимӗрҫӗ, алӑкне хупса хучӗ.

«Пӑх-ха эс ӑна, мӗн хӑтланать вӑл, тупӑннӑ паттӑр! — терӗ Чуб, урамра пӗччен ҫеҫ юлсан. — Патне те ан пыр! Ха мӗнле вӑл! тупӑннӑ чаплӑ ҫын! мӗн эсӗ, сана валли суд ҫук тетӗн-им. Э-э, ҫук, каятӑп-ха, каятӑп, тӳрех комиссар патне каятӑп. Вӗрентӗп эп сана. Эс тимӗрҫӗ е маляр иккенне пӑхса тӑмӑп. Ҫурӑмпа хулпуҫҫисене пӑхас-ха: кӑвакартса пӗтерчӗ пуль. Хытах хӗнерӗ пулас эсреллӗ пуҫӗ! Шел, тӑлӑпа хывса пӑхас килмест, сивӗ. Тӑхта-ха эп сана, усал ҫури, шуйттан хӗнесчӗ сана, лаҫҫуна ишсе антарасчӗ, ташлаттарӑп-ха эп сана! Вӑт усал, шалчи тулманскер! анчах халь вӑл килӗнче мар вӗт-ха. Солоха пӗчченех ларать пулмалла. Хм… Кунтан инҫех те мар вӗт-ха вӑл; кайса пӑхас мар-ши! Вӑхӑчӗ те ҫавӑн пек халь, никам та пырса тухас ҫук. Тен, ҫакна та мӗн тума пулӗ… Пӑх-ха эс ӑна, йӑлтах хӗнесе ыраттарса пӗтерчӗ эсреллӗ тимӗрҫи!»

Чуб ҫурӑмне хыҫкаларӗ те тӗпӗр еннелле уттара пачӗ. Солохӑна курма май пулнишӗн савӑннипе, ҫурӑмӗ те ытлах ыратман пек туйӑнчӗ ӑна, урамсенче ҫил-тӑман уланине пӑхмасӑрах шартлатакан сивве те туйми пулчӗ вӑл. Ҫил-тӑман унӑн сухалӗпе уссийӗсене, сӑмсаран тискеррӗн ярса илекен цирульник супӑнь кӑпӑкӗпе сӗрсе янӑ пек, юрпа шуратнӑ. Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе вӑл шуралса ларнӑ сухалӗпе уссийӗсем витӗр ӑшшӑн кулкаласа илет. Анчах куҫ умӗнче юр урлӑ та пирлӗ ҫавӑрттарман пулсан, Чуб мӗнле утнине чылайччен курма пулатчӗ. Хушӑран вӑл чарӑнкаласа тӑрать, ҫурӑмне хыҫкаласа илет, «ыраттарса пӗтерчӗ шуйттан тимӗрҫи», тет те, вара каллех малалла утать.

Хӳреллӗ те качака сухаллӑ вӑр-вар каччӑ пӗрре мӑръерен вӗҫсе тухрӗ, унтан каллех мӑръене вӗҫсе кӗрсе кайрӗ. Ҫапла вӗҫкелесе ҫӳренӗ вӑхӑтра вӑл темле майпа-ҫке, ӑнсӑртран ӗнтӗ, кӑмакара чух, хӑй ҫумӗнчи сумкине (вӑрланӑ уйӑхне вӑл ҫавӑнта пытарнӑччӗ) темскертен ҫаклатрӗ те, сумка ани уҫӑлса кайрӗ. Уйӑхӗ вара, май пур чухне, Солоха пӳртӗнчен мӑрье витӗр вӗҫсе тухрӗ те, сӑпайлӑн ярӑнса, ҫӳл тӳпене ҫӗкленчӗ. Мӗнпурри ҫап-ҫутӑ пулса кайрӗ. Ҫил-тӑман пулманпа пӗрех. Шурӑ юр пӗркеннӗ хир талккишӗ кӗмӗл пек йӑлкӑшса выртать, юр пӗрчисем, ҫӑлтӑр пек, йӑл-ял ҫиҫеҫҫӗ. Ҫанталӑк та ӑшӑтнӑ пек. Хутаҫсемпе тухнӑ хӗрсемпе йӗкӗт ушкӑнӗсем курӑнса кайрӗҫ. Юрӑсем янӑрама пуҫларӗҫ, кашни пӳрт умӗнче тенӗ пекех, раштав ячӗпе юрлама тухнӑ каччӑсемпе хӗрсем кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ. Тӗлӗнмелле илемлӗ йӑлкӑшать уйӑх!

Хӗрӗсем кулаҫҫӗ, юрлаҫҫӗ, каччисем те тем тӗрлӗ шӳт те шухӑшласа кӑларӗҫ. Ҫак савӑнӑҫлӑ каҫ вӗсем хушшинче тӗккеленсе ҫӳреме мӗн тери аван иккенне сӑмахпа каласа пама та йывӑр. Тӑлӑп айӗнче ӑшӑ; пит-ҫӑмартисем сивӗпе пушшех хӗрелеҫҫӗ, шӳт тума, выляма вара шуйттанӗ хӑй хӗтӗртет.

Хутаҫ ҫӗкленӗ хӗрсем ушкӑнӗпех Чуб пӳртне кӗрсе тулчӗҫ те Оксанӑна хупӑрласа илчӗҫ. Кӑшкӑрни, ахӑрни, калаҫни тимӗрҫӗ хӑлхине ҫурать. Пурте, пӗр-пӗринпе ӑмӑртсах тенӗ пек, чипер Оксанӑна мӗнле те пулин ҫӗнӗ хыпар пӗлтерме васкаҫҫӗ, юрласа ҫӳренӗ чух пухма ӗлкӗрнӗ апат-ҫимӗҫсемпе мухтанаҫҫӗ, хутаҫӗсенчен пӗчӗкрех ҫӑкӑрсем, колбасса, хуран куклисем кӑларса кӑтартаҫҫӗ. Оксанӑна ҫак тӗркӗшӳ килӗшет пулас, питӗ савӑнӑҫлӑ вӑл: пӗрре пӗринпе, тепре тепринпе калаҫать, пӗр чарӑнмасӑр кулать. Тимӗрҫӗ ҫынсем савӑннине темскерле тарӑхса, кӗвӗҫсе пӑхса тӑрать, раштав ячӗпе юрласа ҫӳренӗшӗн пурне те ылханма хатӗр вӑл халь, анчах хӑй тепӗр чухне ун пек ҫӳрессишӗн пӗтсех каять.

«Э, Одарка, — терӗ чиперкке Оксана, пӗр хӗр еннелле ҫаврӑнса:  — Ҫӗнӗ пушмак тӑхӑннӑ-ҫке эс! Ах, илемлӗ-ҫке! ылтӑнпа эрешленӗ! Сан пурнӑҫу аван ҫав, Одарка, тем те пӗр илсе паракан ҫын пур санӑн; мана ун пек лайӑх пушмак илсе паракан ҫук ҫав».

«Ан хуйхӑр, ытарайми Оксана! — терӗ тимӗрҫӗ, — эп сана ҫав тери лайӑх пушмак илсе парӑп, ун пеккине пан хӗрӗсем те пурте тӑхӑнса ҫӳреймеҫҫӗ».

«Эсӗ-и? — терӗ Оксана, тимӗрҫӗ ҫине хӑвӑрт та мӑнаҫлӑн пӑхса илсе. — Курӑп-ха, ӑҫтан тупӑн эс ман урана юрӑхлӑ пушмак. Майра патша тӑхӑнаканнине тупса парӑн-и тен».

«Ав мӗнлине тӑхӑнасшӑн!» — кулса ячӗҫ хӗрсем.

«Ҫапла! — терӗ чипер хӗр мӑнкӑмӑллӑн: — эсир пурте свидетель пулӑр. Вакула тимӗрҫӗ мана валли майра патша тӑхӑнса ҫӳрекен пушмака илсе килсе парсан, сӑмах паратӑп, эп ӑна пӗр сӑмахсӑрах качча тухатӑп».

Хӗрсем кутӑн чиперккене хӑйсемпе пӗрле ҫавӑтса тухса кайрӗҫ.

«Кулах, кул ӗнтӗ! — терӗ хӑй ӑшӗнче тимӗрҫӗ, вӗсем хыҫҫӑн тухса. — Эпӗ хам та хамран кулатӑп! Шухӑшлатӑп, анчах нимӗн те шухӑшласа кӑлараймастӑп: пӗлместӗп ӗнтӗ, ӑҫта кайса кӗчӗ-ши ӑс-тӑнӑм. Вӑл мана юратмасть — пултӑрах! Ҫут тӗнчере пӗртен-пӗр Оксана ҫеҫ-им. Тавах турра, ялта унсӑр та лайӑх хӗрсем нумай. Мӗнех вара вӑл Оксана? Унтан нихҫан та лайӑх кил хуҫи пулас ҫук; капӑрланса ҫӳреме ҫеҫ ӑста вӑл. Ҫук, ҫитӗ ӗнтӗ ухмахланса ҫӳреме. Пӑрахма вӑхӑт».

Анчах тимӗрҫӗ хӑйне хӑй ҫирӗп тытма хатӗрленнӗ вӑхӑтра темле усал сывлӑш хушнипе, Вакула куҫне Оксана сӑнарӗ курӑнса кайрӗ. Кулать вӑл, мӑшкӑлланӑ пекрех калаҫать: «Тимӗрҫӗ, илсе килсе пар мана майра патша пушмаккине, эпӗ сана качча пырӑп!» тет. Вакулӑн ӑшчикӗ вӑркама пуҫлать, халь ӗнтӗ вӑл Оксана ҫинчен ҫеҫ шухӑшлать.

Раштав ячӗпе юрлама тухнӑ ушкӑнсем, каччисем хӑйсем тӗллӗн, хӗрӗсем хӑйсем пӗр урамран тепӗр урама васкаҫҫӗ. Анчах тимӗрҫӗ пӗччен утать, нимӗн те курмасть вӑл, хӑй тахҫан чӑтма ҫук юратнӑ савӑнӑҫлӑ вӑййа хутшӑнмасӑр утать.

Шуйттанӗ ӗнтӗ Солоха патӗнче шӳт туса мар, чӑннипех ачашланма пуҫларӗ: Солоха аллине вӑл, заседатель пуп хӗрӗн аллине чуптунӑ пек, ҫав тери хуҫкаланса чуптума тытӑнчӗ. Аллине чӗри тӗлне тытса ахлатса та илчӗ вӑл, тӳррипех каларӗ, эсӗ манпа йӑпанма килӗшмесен, тем тума та, шыва сикме те хатӗр, терӗ; чунӑма тӳрех тамӑка яратӑп, тесе те пӑхрӗ. Солоха ҫав териех чунсӑр мар-мӗн, ҫитменнине тата шуйттанӗ кирек хӑҫан та унпа пӗр шутлӑ. Ҫапах та хӑй хыҫҫӑн арҫынсем нумайӑн ҫӳренине юратать Солоха, ҫавӑнпа та килӗнче сайра хутра ҫеҫ пӗччен ларать; анчах, апла пулин те, ҫак каҫа вӑл пӗчченех ирттерме шут тытрӗ, мӗншӗн тесен ялти чаплӑ ҫынсене дьяк пурне те хӑй патне пӑтӑ ҫиме хӑнана чӗннӗ. Анчах йӑлтах урӑхла пулса тухрӗ: шуйттан хӑйӗн кӑмӑлне ҫырлахтарма ыйтса ӗлкӗрчӗ ҫеҫ, алӑка шакканӑ сасӑ илтӗнсе кайрӗ. Шаккаканни голова иккен. Солоха алӑк уҫма чупрӗ, вӑр-вар ҫаврӑнкалакан шуйттанӗ ҫав вӑхӑтрах ҫӗрте выртакан миххе кӗрсе выртрӗ. Голова, хӑлхаллӑ ҫӗлӗкӗ ҫинчи юрне силлерӗ те, Солоха тыттарнӑ эрехе ӗҫсе парса, хӑй ҫинчен каласа пачӗ: ҫил-тӑман тухнӑ пирки дьяк патне каймарӑм, — сан ҫутӑ пуррине куртӑм та, санпа пӗрле каҫ ирттермешкӗн кӗтӗм-ха, терӗ вӑл. Ҫапла калама та лайӑххӑн ӗлкӗреймерӗ голова, каллех алӑка шакканӑ сасӑ илтӗнчӗ.

Ку ӗнтӗ дьяк сасси. «Пытар мана ӑҫта та пулин, — терӗ шӑппӑн голова. — Халь ман дьякпа тӗл пулас килмест». Солоха хӑйӗн самӑр кӗлеткеллӗ хӑнине ӑҫта пытарасси ҫинчен чылайччен шухӑшларӗ; юлашкинчен вӑл кӑмрӑк тултарса хунӑ чи пысӑк михӗ суйласа илчӗ; кӑмрӑкне каткана пушатрӗ, пысӑк кӗлеткеллӗ голова вара, пуҫӗ-уссийӗ, хӑлхаллӑ ҫӗлӗкӗ-мӗнӗпех миххе кӗрсе ларчӗ.

Дьяк ӗхлеткелесе, аллисене сӑтӑркаласа кӗчӗ те, хӑй патне кӗҫӗр никам та пыманни ҫинчен каласа пӑчӗ: санпа пӗрле каҫ ирттерме май килсе тухнӑшӑн питӗ хавас, ҫил-тӑманран хӑрамасӑрах килтӗм, терӗ вӑл. Ҫапла каланӑ хушӑра вӑл Солоха патнерех ҫывхарчӗ, ӳсӗркелесе илчӗ, йӑл кулчӗ, унтан вара хӑйӗн вӑрӑм пӳрнисемпе Солохӑн мӑнтӑр та ҫара аллине тӗртсе пӑхрӗ те, чеереххӗн сӑмах хушрӗ: «Мӗн-ши ку сирӗн, ытарайми Солоха?» Ҫапла каласанах вӑл кӑштах каялла сиксе илчӗ.

«Епле мӗн? Ала ку, Осип Никифорович!» терӗ Солоха.

«Хм! Алӑ! Хе-хе-хе!» терӗ дьяк, ӗҫе пуҫлама пӗлнӗшӗн чунтан хӗпӗртесе. Вӑл каллӗ-маллӗ уткаласа илчӗ.

«Ак ку мӗн вара сирӗн, хаклӑран та хаклӑ Солоха! — терӗ вӑл халичченхи пекех, каллех Солоха патнелле ҫывхарса. Вӑл хуллен ҫеҫ Солохӑна мӑйӗнчен тытса пӑхрӗ те, паҫӑрхи пекех, кӑшт каялла чакса тӑчӗ.

«Курмастӑр пулать ӗнтӗ, Осип Никифорович! — терӗ Солоха. — Мӑй вӑл, мӑя кӗмӗл ҫакнӑ».

«Хм! мӑя кӗмӗл ҫакнӑ! Хе-хе-хе!» дьяк каллех пӳлӗм тӑрӑх каллӗ-маллӗ утса, аллисене сӑтӑркаласа илчӗ.

«Ак ку тата мӗн сирӗн, чун ҫунтармӑш Солоха? …» халь ӗнтӗ паллӑ мар, мӗне тӗртсе пӑхӗ-ши дьяк хӑйӗн вӑрӑм пӳрнисемпе, анчах ҫак вӑхӑтра сасартӑк алӑка шаккани тата Чуб козак сасси илтӗнчӗ.

«Ах, турӑҫӑм, ют ҫын килет! — кӑшкӑрса ячӗ хӑраса ӳкнӗ дьяк. — Мӗн тейӗҫ-ха ӗнтӗ мана, чиркӳ ҫыннине, ҫакӑн пек ҫӗрте курсан?.. Кондрат атте патне сӑмах ҫитӗ те…»

Анчах дьяк халь пуринчен ытла хӑйӗн арӑмӗ пӗлесрен хӑрать. Ахаль те вӑл хӑйӗн тискер аллипе дьяк ҫӳҫне тӑпӑлтара-тӑпӑлтара ҫуррине те хӑварман. «Тархасшӑн, ырӑ чунлӑ Солоха, — терӗ вӑл, пӗтӗм кӗлеткипе чӗтресе. — Сирӗн ырӑ кӑмӑлӑр, турӑ кӗнекин Лука ҫырнӑ пайӗнче каланӑ пек, мӗнле сыпӑкраччӗ-ха вӑл, вунвиҫҫӗм… вунвиҫ… Шаккаҫҫӗ, тупата шаккаҫҫӗ! Ох, пытарсамччӗ мана ӑҫта та пулин».

Солоха тепӗр михӗ ярса илчӗ те кӑмрӑкне каткана пушатрӗ. Пысӑках мар кӗлеткеллӗ дьяк вара пушаннӑ михӗ тӗпнех кӗрсе ларчӗ, ҫиелтен тепӗр ҫавӑн чухлӗ кӑмрӑк тултармаллӑх та вырӑн юлчӗ унта.

«Сывӑ-и, Солоха! — терӗ Чуб, пӳрте кӗрсе, — эпӗ килессе кӗтмӗн пуль ӗнтӗ эс, ҫапла-и? Чӑнах, кӗтмен вӗт? тен, чӑрмантартӑм эп сана… — Чуб Солоха ҫине савӑнӑҫлӑн та чеереххӗн тинкерсе пӑхса илчӗ. Сӑнран пӑхсах паллӑ ӗнтӗ, вӑл хӑйӗн тӑмсайрах пуҫӗпе пӗр-пӗр кулӑшла та йӗплӗрех сӑмах шухӑшласа кӑларас тесе, малтанах нумай тӑрмашнӑ. «Тен эсир кунта кампа та пулин йӑпанса ларнӑ!.. Тен эсӗ кама та пулсан пытарма та ӗлкӗрнӗ, э?» Хӑй ҫапла тӗртсе илме пултарнине кура хытӑ хӗпӗртесе, Чуб хӑй ӑшӗнче чӗререн мухтанса савӑнчӗ, Солоха пӗр мана ҫеҫ килӗштерет вӗт-ха, тесе шухӑшларӗ вӑл. «Ну, Солоха, халь ӗнтӗ эрех ӗҫтер. Ҫак шуйттан сиввипе пыр шӑнса хытсах ларчӗ пулмалла… Вӑт мӗнле каҫ тур пачӗ раштав умӗн? Пуҫларӗ хайхи ҫавӑрттарма… Илтетӗн-и ҫак эс, Солоха, вӑт ҫавӑрттарать… Алӑсем кӳтсех кайрӗҫ шӑннипе: тӑлӑп ҫухине те антараймастӑп! Пуҫларӗ хайхи ҫил-тӑман ҫавӑрттарма…»

«Уҫ!» терӗ такӑшӗ тулта, ҫав хушӑрах алӑка шаккаса.

«Шаккакан пур-им?» терӗ Чуб, калаҫма чарӑнса.

«Уҫ!» малтанхинчен те хытӑрах кӑшкӑрчӗ лешӗ.

«Тимӗрҫӗ ку! — терӗ вара Чуб, хӑлхаллӑ ҫӗлӗкне ярса илсе. — Илтетӗн-и, Солоха: хуть те ӑҫта пытар мана; тем тусан та ҫав путсӗр куҫӗ умне курӑнас килмест ман халь. Куҫӗсем айне тем пысӑкӑш ҫӑпан тухса ларасчӗ ун, шуйттан ывӑлӗн!» Солоха хӑй те хӑраса ӳкрӗ. Каллӗ те маллӗ чупкаласа ҫӳренӗ хушӑра вӑл, ытла хыпӑннипе ӗнтӗ, пӗр миххинче дьяк ларнине манса, Чуба ҫав михӗ ҫинелле тӗллесе кӑтартрӗ йывӑр кӗлеткеллӗ Чуб дьяк пуҫӗ ҫинех хӑпарса ларчӗ темелле ӗнтӗ, сивӗре шӑннӑ аттисемпе вӑл унӑн пуҫне хӗстерсех лартрӗ, анчах мӗскӗн дьяк темле ыратсан та, ни ӳсӗрме, ни ӗхлетме хӑяймарӗ.

Тимӗрҫӗ пӗр сӑмах чӗнмесӗр кӗчӗ те, ҫӗлӗкне хывмасӑрах, сак ҫине пырса выртнӑн, таянса ларчӗ. Курӑнсах тӑрать ӗнтӗ: унӑн ӑшчикӗ вӑркать. Солоха ун хыҫҫӑн алӑк хупнӑ вӑхӑтра каллех такам шаккарӗ. Ку вара Свербыгуз козак пулчӗ. Куна ӗнтӗ миххе пытарма ҫук, мӗншӗн тесен ӑна юрӑхлӑ михӗ ниҫта та тупаймӑн. Ӳт-пӳ тӗлӗшӗнчен вӑл головаран та шыҫмакрах, вӑрӑмми те вӑрӑм, Чуб кумӗнчен те вӑрӑмрах. Ҫавӑнпа Солоха ӑна, вӑл мӗн каласшӑн пулнине ыйтса пӗлес тесе, пахчана илсе тухрӗ. Тимӗрҫе пӳрт ӑшчиккине ӳрӗк-сӳрӗккӗн пӑхкаласа ларать, хушӑран вӑл раштав ячӗпе юрласа ҫӳрекен хӗрсемпе каччӑсен таҫта ҫитиех илтӗнекен сассине итлет; юлашкинчен вара вӑл урайӗнче ларакан михӗсене асӑрхарӗ: «Мӗншӗн кунта лараҫҫӗ-ха ку михӗсем? Тахҫанах илсе каймалла вӗсене. Ку ухмахла юратӑва пула ӑсран тайӑлтӑм пуль эпӗ. Ыран праҫник, анчах пӳртре халь те-ха кирлӗ мар ӑпӑр-тапӑр йӑваланса выртать. Илсе каяс ку михӗсене тимӗрҫӗ лаҫҫине!» Ҫак самантра тимӗрҫӗ ҫав тери пысӑк михӗсем умне кукленсе ларчӗ те, вӗсен анисене хытӑрах туртса ҫыхса, ҫурӑм ҫине йӑтса хума хатӗрленчӗ. Анчах ун шухӑшӗсем таҫта аякра вӗҫсе ҫӳрени паллӑ ҫав; унсӑрӑн вӑл йӑлтах илтнӗ пулӗччӗ; хӑйӗн ҫӳҫне михӗ анипе пӗрле пӗтӗрсе ҫыхнӑ пирки Чуб хытах чашкӑрса илнине те, пысӑк кӗлеткеллӗ голова хытах иклетме пуҫланине те илтнӗ пулӗччӗ.

«Неушлӗ асӑмран каймӗ вара ҫав путсӗр Оксана? — терӗ тимӗрҫӗ. — Шухӑшламӑттӑм ун ҫинчен; анчах, юри тенӗ пекех, шухӑшӑмсем пӗрмай ун ҫинче. Мӗншӗн апла-ха вӑл, мӗншӗн-ха шухӑшсем ирӗксӗрех пуҫа кӗреҫҫӗ? Ак тата! Михӗсем ытти чухнехи пек мар, темшӗн, йывӑртарах пек. Кӑмрӑк ҫеҫ мар пуль кунта, мӗнле те пулин урӑх япала тултарнӑ пуль. Ухмах ҫав эпӗ! мансах кайнӑ, мана халь пурте йывӑртарах пек туйӑнать. Ахаль чух хӑрах алӑпах пӑхӑр укҫана ним мар авкалаттӑм, лаша таканне авма та йывӑр марччӗ; халь пур, кӑмрӑк миххисене те ҫӗклейместӗп. Кӗҫех ак ҫил вӗрнипех ӳкме пуҫлатӑп. Ҫук! — тесе кӑшкӑрса илчӗ вӑл паттӑррӑн, кӑштах чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн:  — Хӗрарӑм-им эпӗ! Култармастӑп хамран, никама та култармастӑп! Вунӑ михӗ пултӑр хуть ҫакӑн пекки, пурне те ҫӗклетӗп». Вара вӑл икӗ вӑйлӑ ҫын ҫӗклейми йывӑр михӗсене маттуррӑн ҫурӑмӗ ҫине ҫавӑрса хучӗ. — Ҫакна та илес, — терӗ вӑл пӗчӗкҫеҫ миххине илсе. Ку михӗ тӗпне шуйттан хутланса выртнӑ-мӗн. — Кунта эпӗ хамӑн ӗҫ хатӗрӗсене чиксе хунӑччӗ пулас. — Ҫапла каларӗ те вӑл, шӑхӑркаласа юрланӑ май, пӳртрен тухса утрӗ.

Менi с жiнкой не возиться.

Урамсенче юрлани, ахӑрни, кӑшкӑрашни хытӑрах та хытӑрах илтӗнме пуҫларӗ. Кӳршӗ ялсенчен те ҫынсем килсе тулнӑ пирки, урамра халӑх пушшех нумайланчӗ. Йӗкӗтсем чун каничченех ашкӑнаҫҫӗ. Раштав юррисем илтӗннӗ хушӑрах пӗр-пӗр ҫамрӑк козак тин ҫеҫ хайланӑ шӳтлӗ юрӑ илтӗнсе каять. Тепри тата сасартӑк ҫӗнӗ ҫул каҫхине юрлакан юрра шӑрантарма тытӑнать:

Шедрик, ведрик!

Дайте вареник,
Грудочки кашки,
Кiльце ковбаски!

Шӳт тӑваканне хытӑ ахӑлтатса кулса мухтаҫҫӗ. Пӗчӗкҫӗ чӳречесем уҫӑлаҫҫӗ те, унтан пӗр-пӗр карчӑкӑн колбаса е кукӑль татӑкӗ тытнӑ типшӗмрех алли курӑнса каять. Ку вӑхӑтра килсенче карчӑксемпе стариксем ҫеҫ ларса юлаҫҫӗ. Йӗкӗтсемпе хӗрсем, пӗр-пӗринпе ӑмӑртса тенӗ пек, пӑрахса паракан ҫимӗҫсене хӑйсен хутаҫҫисемпе яра-яра тытаҫҫӗ. Пӗр ҫӗрте йӗкӗтсем хӗрсене хупӑрласа илчӗҫ: шавлаҫҫӗ, кӑшкӑрашаҫҫӗ; пӗри юр чӑмӑрккипе перкелешет, тепри юлташӗсенчен тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ тултарнӑ хутаҫҫине туртса илме хӑтланать. Тепӗр ҫӗрте хӗрсем йӗкӗте хӑвалаҫҫӗ, тытма хӑтланса, ура хурса ӳкереҫҫӗ, лешӗ вара хутаҫӗ-мӗнӗпех ҫӗрелле чикеленет. Калӑн, ҫамрӑксем ирчченех савӑнма хатӗр. Каҫӗ тата, юри тенӗ пекех, ҫав тери илемлӗ, ӑшӑ! Юрӗ йӑлтӑртатнӑран ӗнтӗ, уйӑх ҫути пушшех ҫутӑрах пек туйӑнать. Михӗсем йӑтнӑ тимӗрҫӗ чарӑнса тӑчӗ. Хӗрсе ушкӑнӗнче ӑна Оксана ҫинҫе сасӑпа кулни илтӗннӗ пек туйӑнчӗ. Мӗнпур пек юн тымарӗсем чӗтренсе илчӗҫ унӑн; михӗсене хӑвӑрт пӑрахрӗ те вӑл, — хытӑ пӑрахнӑран ӗнтӗ, михӗ тӗпӗнче ларакан дьяк ҫӗр ҫумне ҫапӑннипе ахлатса илчӗ, голова хыттӑн иклетрӗ, — хулпуҫҫийӗ урлӑ ҫавӑрса хунӑ пӗчӗкҫӗ миххипех йӗкӗтсемпе пӗрле уттара пачӗ. Йӗкӗтсем хӗрсен ушкӑнӗ хыҫҫӑн утаҫҫӗ, ҫав хӗрсем хушшинче ӗнтӗ тимӗрҫӗ Оксана сасси илтӗннӗ пек туйӑнчӗ.

Ҫапла: чӑнах та ҫавӑ иккен! Патша майри пек тӑрать вӑл, хура куҫӗсем йӑлкӑшать. Пӗр ҫӳлӗ йӗкӗт ӑна темскер, пӗр-пӗр кулӑшла сӑмах калать пулмалла, мӗншӗн тесен, Оксана кулать. Анчах вӑл кирек хӑҫан та кулать. Ирӗксӗртен тенӗ пек, мӗнлине хӑй те ӑнланмасӑр, йӗкӗтсем хушшипе хӗсӗнкелесе, тимӗрҫӗ Оксана патне тухрӗ те унпа юнашар тӑчӗ:

«А, Вакула, кунта-ҫке эс! Сывӑ-и! — терӗ чипер хӗр, кӑшт мӑнкӑмӑллӑн кулса илсе. Хӗр ҫапла кулнине кура Вакула, кирек хӑҫан та, ухмаха ерес вӗҫнех ҫитет. — Раштав ячӗпе ҫӳресе кучченеҫ нумай пухрӑн-и? Э, миххӳ ытла пӗчӗкҫӗ сан! мӗнле, майра патша тӑхӑнса ҫӳрекен пушмака тупрӑн-и? Тупса пар, пушмак парсан, качча тухӑп!» Ҫапла каларӗ те вӑл, кулса ярса, хӗрсемпе пӗрле чупсах кайрӗ.

Шак хытса тӑрса юлчӗ тимӗрҫӗ.

«Ҫук, пултараймастӑп; урӑх вӑй-халӑм ҫук… — терӗ вӑл, тӑрсан-тӑрсан. — Анчах, турӑҫӑм, мӗншӗн-ха вӑл ҫав териех чипер? Вӑл пӑхни, калаҫни, пӗр сӑмахпа каласан, унӑн кашни хускалӑвӗ чун-чӗреме ҫунтарать… Ҫук, урӑх чӑтма пултараймастӑп. Ҫитет, вӑхӑт ҫитӗ ҫакна вӗҫлеме: пӗтех, чунӑм! кайса сикетӗп вакка, шыраса та тупаймӑр!»

Вӑл ҫирӗп утӑмпа малалла утрӗ, хӗрсен ушкӑнне хӑваласа ҫитрӗ те, Оксана патне пырса татӑклӑн каларӗ: «Сывӑ пулса юл, Оксана! Кирек мӗнле каччӑ шыра хӑвна валли, кирек камран мӑшкӑла; анчах мана ҫак тӗнчере урӑх кураймӑн».

Чипер хӗр тӗлӗннӗ пек пулчӗ, темскер каласшӑнччӗ вӑл, анчах тимӗрҫӗ алӑпа сулчӗ те чупсах кайрӗ.

«Ӑҫталла эс, Вакула?» кӑшкӑрчӗҫ йӗкӗтсем, вӑл чупнине кура.

«Сывӑ пулса юлӑр, ачсемӗр! — кӑшкӑрчӗ вӗсене хирӗҫ тимӗрҫӗ. — Турӑ пулӑшсан, леш тӗнчере тӗл пулӑпӑр; анчах ку тӗнчере эпир тек пӗрле ҫӳрес ҫук. Сывӑ пулӑр! Ятласа ан юлӑр! Калӑр Кондрат аттене, ман ҫылӑхлӑ чуншӑн панихида тутӑр вӑл. Микул турӑпа турамӑш умне лартмалли ҫуртасене сӑрласа пама ӗлкреймерӗм, килти ӗҫсемпе аппалансах вӑхӑт иртрӗ, — ҫылӑхне уншӑн хам ҫинех илетӗп. Ман пысӑк арчара мӗн пурри пӗтӗмпех чиркӳ валли пултӑр. Сывӑ пулса юлӑр!»

Ҫакна каланӑ хыҫҫӑн тимӗрҫӗ каллех, ҫурӑмӗ ҫине ҫавӑрса хунӑ пӗчӗк миххипех малалла чупрӗ.

«Ӑсран тайӑлнӑ ку!» терӗҫ йӗкӗтсем.

«Пӗтнӗ чун! — терӗ пӗр турра ӗненекен карчӑк, вӑл чупсах кайнине курсан. — Тимӗрҫӗ ҫакӑнса вилни ҫинчен кайса каласа парас пулӗ!»

Вакула ҫав вӑхӑтра, урамсем тӑрӑх, чупсан-чупсан, сывлӑш ҫавӑрма тесе чарӑнса тӑчӗ. «Ӑҫта чупатӑп-ха эпӗ капла? — шухӑшласа илчӗ вӑл. — Тӗнче пӗтнӗ пек, урӑх ним тумалли те юлман пек. Ҫакна туса пӑхам-ха тата; каям-ха мӑн хырӑм Пацюк теекен запорожец патне. Вӑл мӗнпур шуйттана пӗлет, теҫҫӗ, мӗн кирлӗ, ҫавна тума пултарать, тет. Каям: мӗнле пулсан та, чунӑм пурпӗрех пӗтет!»

Ҫак вӑхӑтра ку таранччен пӗр хускалмасӑр выртнӑ шуйттан, хытӑ хӗпӗртенипе ӗнтӗ, михӗрех сиккелесе илчӗ, анчах тимӗрҫӗ, кӑна эп хамах, мӗнле те пулин асӑрхамасӑр, алӑпа ҫаклатса силлерӗм пуль тесе, миххе мӑн чышкипе ҫапрӗ те, силленсе илсе, мӑн хырӑм Пацюк патне утрӗ.

Мӑн хырӑм Пацюк ӗлӗкрех чӑнах та запорожец пулнӑ; анчах те хӑваласа янӑ ӑна унтан, те хӑех тарса килнӗ, — ӑна никам та пӗлмест. Вӑл Диканькӑра пурӑнма пуҫлани самай пулать ӗнтӗ, те вунӑ ҫул ҫитнӗ унтанпа, те вунпиллӗк. Малтан вӑл чӑн-чӑн запорожец пек пурӑннӑ: нимӗн те ӗҫлемен, ҫур талӑк ытла ҫывӑрнӑ, ҫиессе утӑ ҫулнӑ ҫӗрте ӗҫлекен ултӑ ҫын чухлӗ ҫинӗ, пӗрре ларса витрене яхӑн ӗҫнӗ; хырӑмӗнче вырӑнӗ те тупӑннӑ ҫав: мӗншӗн тесен Пацюк, лутрарах пулсан та, самаях сарлака. Ҫӳрессе те вӑл ҫав тери шалпар шӑлаварпа ҫӳрет, чӑнах та шалпар ҫав шӑлаварӗ, хӑй темӗнле пысӑк утӑм ярса пуссан та, ури пӗртте палӑрмасть, пӑхсан — урам тӑрӑх эрех пички йӑванса пырать тейӗн. Ҫавӑн пиркиех-и тен, ӑна пурте Мӑн хырӑм теме пуҫланӑ. Вӑл яла таврӑннӑранпа темиҫе эрне иртнӗ-и, иртмен-и, — вӑл асамҫӑ иккенне пурте пӗлсе ҫитнӗ. Кам та пулин чирлесен, тӳрех Пацюка чӗнеҫҫӗ, Пацюкӗ мӗн, виҫ-тӑват сӑмах пӑшӑлтатса калать те, чир иртсе те каять. Хӑш чух тата пӗр-пӗр дворянин, хырӑмӗ выҫнӑран васкаса ҫинипе, пулӑ шӑммипе лакса ларни те пулкалать, ун пек чухне Пацюк ӑна ҫурӑмӗнчен чышкӑпа пӗрре лайӑхрах парать те, пулӑ шӑмми вара, дворянин пырне сиенлемесӗрех, тӳрех кирлӗ ҫӗре анса каять. Юлашки вӑхӑтра Пацюк пит курӑнсах каймасть, сайра тӗл пулкалаҫҫӗ ӑна. Те кахалланса ҫитнӗ пирки тухма юратмасть вӑл, те ҫулран ҫул алӑкран тухма йывӑртарах пула пуҫларӗ ӑна. Халь ӗнтӗ ял ҫыннисем, кирлӗ пулсан, ун патне хӑйсем ҫӳреҫҫӗ. Тимӗрҫӗ алӑк уҫса шикленерех кӗчӗ те, Пацюка курчӗ. Вӑл, турккӑ пек, урисене хуҫлатса урайӗнче ларать. Ун умӗнче пӗчӗкрех катка, катка ҫинче пӗр чашӑк ҫӑмах яшки. Чашӑкӗ шӑп та шай Пацюк ҫӑварӗ тӗлӗнче. Пӗр пӳрнине те хускатмарӗ вӑл, пуҫне кӑшт ҫеҫ чашӑк ҫинелле пӗкрӗ те, тутипе тӳрех яшкине ҫиме тытӑнчӗ, хушӑран шӑлӗсемпе ҫӑмахне те ярса илкелерӗ. «Ҫук ӗнтӗ, — терӗ Вакула хӑй ӑшӗнче, — ку Чубран та кахал; лешӗ хуть, мӗнле пулсан та, кашӑкпа сыпса ҫиет, ку пур, аллине те ҫӗклесшӗн мар!»

Пацюкӑн мӗнпур шухӑшӗ те ҫӑмах ҫинче ҫеҫ пулмалла, мӗншӗн тесен вӑл тимӗрҫӗ кӗнине те сисмерӗ, тимӗрҫӗ алӑкран кӗнӗ-кӗменех хӑйне тӑрӑшсах пуҫ тайнине те курмарӗ.

«Сан патна килтӗм, ырӑ Пацюк!» — терӗ Вакула, каллех пуҫ тайса.

Мӑнтӑр Пацюк пуҫне ҫӗклесе пӑхрӗ те унтан каллех ҫӑмах хыпма тытӑнчӗ.

«Эс, мӗн теҫҫӗ, каланӑшӑн ан ҫилен те-ха… — терӗ тимӗрҫӗ, хӑй кӑштах шикленнине пытарма тӑрӑшса, — эп сана мӗнпе те пулин кӳрентерес тесе мар, ҫынсем ҫапла калаҫҫӗ, шуйттанпа кӑшт хурӑнташлӑ теҫҫӗ сана».

Ҫапла каласанах, Вакула хӑраса ӳкрӗ, сӑмахӑм ытла тӳрӗ пулчӗ пулас, калас сӑмахӑма ҫемҫетме те пӗлеймерӗм, терӗ те вӑл хӑй ӑшӗнче, Пацюкӗ ӗнтӗ катки-чашкине, ярса илсе тӳрех пуҫран перет пуль тесе, вӗри ҫӑмах яшки пите сирпӗнесрен, кӑштах аяккалла чакса питне ҫаннипе хупларӗ.

Анчах Пацюк пӑхрӗ те каллех ҫӑмах хыпма тытӑнчӗ.

Кӑштах хӑюлланнӑ тимӗрҫӗ малалла калама шут тытрӗ: «Сан патна килтӗм, Пацюк, турӑ пурлӑхне те, ырлӑхне те ҫителӗклӗ патӑр сана, ҫӑкӑрӗ те пропорциллех пулӑр!» Тимӗрҫӗ хӑт чух ҫӗнӗ сӑмах тупса калама пӗлет; Полтавӑра, сотник патӗнче хӑма сапур сӑрланӑ вӑхӑтра илткеленӗ вӑл ун пек сӑмахсене. «Пӗтес пулать ӗнте ман, ҫылӑхлӑ ҫынӑн! тӗнчере нимӗн те пулӑшас ҫук мана! Мӗн пулать-килет, тем пулсан та, шуйттанранах пулӑшу ыйтма тӳр килет. Мӗн ӗнтӗ, Пацюк? — терӗ тимӗрҫӗ, Пацюк ҫаплах чӗнмесӗр ларнине кура. — Мӗн тӑвас-ха ман?»

«Сана шуйттан кирлӗ пулсан, каях шуйттан патне!» терӗ Пацюк, куҫне ҫӗклемесӗр, ҫаплах-ха ҫӑмах чӑмласа. «Ҫавӑншӑн килтӗм те сан патна, — терӗ тимӗрҫӗ, тепӗр хут пуҫ тайса, — шуйттан патне сансӑр пуҫне никам та ҫул пӗлмест пулӗ, тетӗп».

Пацюк пӗр сӑмах та чӗнмерӗ, юлашки ҫӑмахне чӑмлама тытӑнчӗ. «Кӑмӑл тусам-и ӗнтӗ, ырӑ ҫыннӑм, ахаль ан хӑвар! — ҫине тӑрсах тапӑнма пуҫларӗ тимӗрҫӗ. — Сысна какайӗ-и унта, колбаса-и, хура тулӑ ҫӑнӑхӗ-и, ну, пир пулать-и унта, вир кӗрпи-и, тата мӗн те пулин, кирлӗ таран… ырӑ ҫынсем яланах ҫапла тӑваканччӗ… уншӑн пулсан, хытсах тӑмӑпӑр. Сӑмахран илсен, шуйттан патне каймалли ҫул ҫине мӗнле тухмаллине каласа пар хуть?»

«Шыраса ҫӳрекеннин шуйттанӗ ҫурӑм хыҫӗнчех пулсан, инҫе кайма кирлӗ те мар», ним пулман пекех каласа хучӗ Пацюк, ларнӑ ҫӗртен пӗртте хускалмасӑр.

Куҫ-пуҫне чарса пӑрахнӑ Вакула Пацюк ҫине тинкерсе пӑхрӗ, ун ҫамки ҫине ҫав сӑмахсем мӗне пӗлтернине ҫырса хунӑ тейӗн. Мӗн калаҫать вӑл? чӗнмесӗр ыйтать унӑн сӑн-сӑпачӗ; ҫӑварӗ вара, пӗрремӗш сӑмаха ҫӑмах ҫӑтнӑ пек ҫӑтма хатӗрленнӗ тейӗн, уҫӑлса тӑрать. Анчах Пацюк шарламарӗ. Халь ӗнтӗ Вакула асӑрхарӗ, Пацюк умӗнче ҫӑмах чашки те, катка та ҫук; анчах ун вырӑнне урайӗнче икӗ йывӑҫ тирӗк ларать; пӗрин ҫинче туллиех хуран кукли, тепринче хӑйма. Ирӗксӗрех ҫав апат ҫинелле пӑхрӗ Вакула, пӑхрӗ те ҫавӑнтах шухӑшласа илчӗ. «Курӑпӑр, — терӗ вӑл хӑй ӑшӗнче, — мӗнле ҫийӗ-ха Пацюк ҫак хуран куклисене. Ҫӑмах яшки ҫинӗ чухнехи пек, пӗшкӗнес килмӗ-ха ун, апла тума майӗ те ҫук: хуран куклине малтан хӑйма ҫине чиксе кӑлармалла».

Ҫапла шухӑшлама ӗлкӗрчӗ ҫеҫ вӑл, Пацюк ҫӑварне карчӗ, хуран куклисем ҫине пӑхрӗ те ҫӑварне тата ытларах карчӗ. Ҫав вӑхӑтра хуран кукли чашӑкран ыткӑнса тухрӗ те хӑйма ҫине ӳкрӗ, ӳкрӗ те тепӗр енне ҫаврӑнса выртрӗ, унтан вара ҫӳлелле сиксе илсе тӳрех ун ҫӑварне лекрӗ. Пацюк ҫисе ячӗ те каллех ҫӑварне карчӗ, хуран кукли вара каллех, унчченхи пекех, ҫӑварне пырса лекрӗ. Пацюкӑн ӗнтӗ чӑмласа ҫӑтассисӗр пуҫне урӑх ним ӗҫ те ҫук. «Ак мӗнле тӗлӗнмелле япала»! шухӑшларӗ тимӗрҫе, тӗлӗннипе ҫӑварне карса, хӑй ҫав самантрах ҫакна асӑрхарӗ: хуран кукли ун ҫӑварне кӗме хӑтланса тутине хӑймапа варалама та ӗлкерчӗ. Хуран куклине сирсе ярса тутине шӑлсан, тимӗрҫӗ шухӑша кайрӗ — вӑт мӗнле тӗлӗнмелле ӗҫсем пулаҫҫӗ ҫут тӗнчере, вӑт мӗн тума пултарать иккен усал вӑй, терӗ те вӑл хӑй ӑшӗнче, ҫав хушӑрах хайне пӗр Пацюк ҫеҫ пулӑшма пултарнине чухласа илчӗ.

«Тепӗр хут пуҫ тайса пӑхам-ха ӑна, тӗплӗнрех каласа патӑр… Анчах, мӗн эсрелли ку! Паян сочельник-ҫке, вӑл пур, хуран кукли ҫисе ларать, ашпа пӗҫернӗ хуран кукли! Мӗн хӑтланатӑп-ха эп, ухмах: тӑратӑп кунта ҫылӑх пухса! Тарас кунтан…» Турра ӗненекен тимӗрҫӗ вара йӑпӑр-япӑр пӳртрен тухса вӗҫтерчӗ.

Анчах хутаҫра ларакан шуйттан, тимӗрҫӗ чунӗ хам аллах лекет-ха тесе малтанах хӗпӗртенӗскер, чӑтма пултараймарӗ. Ҫавӑн пек алла лекнӗскерне вӗҫертет-и вӑл? Тимӗрҫӗ хутаҫне ҫӗре лартнӑ-лартманах унтан сиксе тухрӗ те вӑл, тӳрех тимӗрҫӗ ӗнси ҫине утланса ларчӗ.

Тимӗрҫӗн ҫан-ҫурӑмӗ ҫӳҫенсе илчӗ; хӑранипе шурсах кайрӗ вӑл, вара, ним тума аптранӑ енне, сӑхсӑхма тӑчӗ… Анчах шуйттан хӑйӗн йытӑнни евӗр сӑмси-ҫӑварне ун сылтӑм хӑлхи патне илсе пычӗ те, пӑшӑлтатса каларӗ: «Эпӗ ку — сан тусу, юлташӑмшӑн, тусӑмшӑн тем туса пама хатӗр! Укҫа паратӑп, мӗн чухлӗ кирлӗ», терӗ вӑл ҫавӑнтах ҫинҫе сассипе, сулахай хӑлхаран. «Оксана паянах хамӑрӑн пулать», пӑшӑлтатса илчӗ вӑл, хӑйӗн сӑмси-ҫӑварне каллех ун сылтӑм хӑлхи патнелле илсе пырса. Тимӗрҫӗ шухӑша кайса тӑчӗ.

«Юрать, — терӗ вӑл юлашкинчен, — ку хакпа санӑн пулма хатӗр!»

Шуйттан хӗпӗртенипе алӑ ҫупса илчӗ, тимӗрҫӗ ӗнси ҫинчех сиккелеме тытӑнчӗ. «Халь лекрӗн ӗнтӗ, тимӗрҫӗ, — шухӑшларӗ вӑл хӑй ӑшӗнче. — Халь ӗнтӗ эп сана шуйттансем пирки темӗн те пӗр шухӑшласа кӑларнӑшӑн, юрӑхсӑр ӳкерчӗксем тунӑшӑн тавӑратӑп. Мӗн тейӗҫ-ши ман юлташсем, ялта пуринчен те ытларах турра ӗненекен ҫын ман алла лекнине пӗлсен?»

Ҫак самантра шуйттан тамӑкри мӗнпур хӳреллӗ йӑх-яха аса илчӗ те савӑннипе кулса ячӗ. Ну халь пурне те витлетӗп, темӗн те пӗр шухӑшласа кӑларма чи ӑста уксах шуйттанӗ урсах каять ӗнтӗ, шухӑшларӗ вӑл.

«Ну, Вакула! — чӗриклетсе илчӗ шуйттан, лешӗ тарасран хӑранӑн, тимӗрҫӗ ӗнси ҫинчен ҫаплах-ха анмасӑр:  — Хӑвах пӗлетӗн, контрактсӑр нимӗн те тумаҫҫӗ».

«Эпӗ хатӗр! — терӗ тимӗрҫӗ. — Илтнӗччӗ-ха эп, сирӗннисем юнпа алӑ пусаҫҫӗ тенине; чим-ха, кӗсьерен пӑта кӑларам!»

Ҫак самантра вӑл аллине хыҫалалла ячӗ те — шуйттана хӳринчен ҫавӑрчӗ тытрӗ.

«Шӳт тума ӑста-ҫке эс! — кӑшкӑрса илчӗ шуйттан, кулкаласа. — Ҫитӗ-ҫке ӗнтӗ сана аташма!»

«Тӑхта, ачамккӑ! — кӑшкӑрчӗ тимӗрҫӗ:  — Ак ҫакӑ мӗнле пек туйӑнӗ сана?» Ҫапла каланӑ хушӑра вӑл хӗрес хучӗ, шуйттан вара, путек пек, шӑпӑртах пулчӗ. «Тӑхта-ха, — терӗ вӑл, ӑна хӳринчен туртса ҫӗрелле антарса: — вӗрентӗп эп сана ырӑ ҫынсемпе тӳрӗ чунлӑ христиансене ҫылӑха кӗртсе ҫӳреме». Вара тимӗрҫӗ, хӳрене аллинчен вӗҫертмесӗр, ун ҫине утланса ларчӗ те, хӗрес хума тесе, аллине ҫӳлелле ҫӗклерӗ.

«Хӗрхен, Вакула! — хурланнӑн нӑйкӑшса илчӗ шуйттан. — Пӗтӗмпех, хӑвна мӗн кирлине. йӑлтах туса паратӑп, яр ҫеҫ мана: ҫав хӑрушла хӗресе ан хурсам ман ҫине!»

«А, ав епле сасӑпа юрлама пуҫларӑн, ылханлӑ нимӗҫ! халь пӗлетӗп ӗнте, мӗн тумаллине. Лартса кай мана халех ху ҫине! илтрӗн-и, кайӑк пек вӗҫнӗ пултӑр!»

«Ӑҫта илсе каяс?» терӗ шуйттан, хурланса.

«Петембурга, тӳрех майра патша патне!» Хӑй сывлӑшалла ҫӗкленме пуҫланине туйсан, тимӗрҫӗ, хӑраса ӳкнипе, ним пӗлмиех пулса кайрӗ.

Тимӗрҫӗн мӗне пӗлтернине тавҫӑрса илме хӗнрех сӑмахӗсем ҫинчен Оксана чылайччен шухӑшлакаласа тӑчӗ. Ун ӑшӗнче темскер калать те ӗнтӗ, эс ӑна ытлашши хытӑ кӳрентеретӗн, тет. Чӑнах, вӑл чӑнахах та мӗн те пулин, питӗ хӑрушла ӗҫ тума шут тытсан? Мӗн ырри-ха? Тен вӑл, хытӑ хуйхӑрнипе, тепӗрне юратса пӑрахӗ те ӑна юриех, тарӑхнипе, ялта ҫук чипер хӗр теме пуҫлӗ. Ҫук, апла мар, вӑл мана юратать. Эпӗ ҫав тери чипер! вӑл мана тем тусан та урӑххипе улӑштарас ҫук; ахаль аташать вӑл, юри хӑтланать. Вунӑ минут та иртме-ха, килет пуль-ха вӑл мана курма. Эпӗ ӗнтӗ, чӑнах та, хаяр. Юриех, хамӑн чуптӑвас килмен пек пулас та, ӑна хама чуптума ирӗк парас. Вӑт савӑнать! Ҫӑмӑлтарах шухӑшлӑ чиперкке ӗнтӗ хӑйӗн тантӑшӗсемпе шӳт тума та пуҫларӗ.

«Чимӗр-ха, — терӗ вӗсенчен пӗри: — тимӗрҫӗ хӑйӗн миххисене манса хӑварнӑ; пӑхӑр-ха: мӗнле хӑрушла михӗсем! Пирӗн пек мар нумай пухнӑ вӑл; ҫуршар така ывӑтса панӑ пуль ӑна, колбассипе ҫӑкӑрне хисепе илме те май ҫук-и тен. Пуянлӑх! праҫникре умран юличчен ҫи хуть».

«Тимӗрҫӗ миххисем-и кусем? — ыйтрӗ Оксана. — Ман патӑма, пӳрте илсе кӗрер те вӗсене, вӑл унта мӗн тултарнине пӑхар».

Ку сӗнӗве пурте кула-кулах ырларӗҫ.

«Анчах ҫӗклеймӗпӗр эпир вӗсене!» сасартӑк ушкӑнӗпех кӑшкӑрса ячӗҫ ҫамрӑксем, михӗсене вырӑнтан тапратма хӑтланса.

«Чимӗр-ха, — терӗ Оксана: — атьӑр-ха, хӑвӑртрах ҫунашкасем илсе килер, ҫунашкапа туртса кайӑпӑр!»

Ушкӑнӗпех ҫунашка патне чупрӗҫ.

Тыткӑна лекнисем михӗсенче ларса йӑлӑхрӗҫ ӗнтӗ, кичем, дьяк хӑйне валли пӳрнипе тӗртсе самаях пысӑк шӑтӑк турӗ пулин те, ҫав-ҫавах, кичем. Халӑх пулман пулсан татахчӗ хуть, михӗрен тухма май та тупатчӗ-и тен вӑл; анчах пурин умӗнче те михӗрен тухса пӑх-ха, хӑвӑнтан култарма ҫеҫ… Ҫакӑ ӑна тытса тӑрать, ҫавӑнпа вӑл кӗтме шут тытрӗ, Чубӑн ҫынна шеллеме пӗлсех кайман аттисем айӗнче хуллен ӗхлеткелесе ҫеҫ ларать. Чубӑн хӑйӗн те дьякран каях мар ирӗке тухас килет, туять вӑл, хӑй айӗнче темскер выртать, ун ҫинче ларма ах, тур! меллӗ мар. Анчах хӑйӗн хӗрӗ ҫунашкапа туртса кайма шут тытнине пӗлсен, лӑпланчӗ, тухас темерӗ, киле ҫитес пулсан сахалран та пӗр ҫӗр утӑм утмалла пулать, икҫӗрне те утма тивӗ тен, шухӑшларӗ вӑл. Михӗрен тухсан, хӑвна ху тирпейлемелле-ха, тӑлӑпне тӳмеле, пиҫихине ҫых — мӗн чухлӗ ӗҫ! ҫитменнине тата хӑлхаллӑ ҫӗлӗк те Солоха патнех выртса юлнӑ. Ан тив, хӗрсем ҫунашкапа туртса ҫитерччӗр луччӗ.

Анчах пӗрре те Чуб кӗтнӗ пек пулса тухмарӗ: хӗрсем ҫунашкасем патне чупнӑ вӑхӑтра хупахран типшӗмрех кумӗ тухрӗ. Питӗ кӑмӑлсӑр тухрӗ вӑл. Хупах майри ӑна ниепле те кивҫен шанса пама килӗшмен; вӑл кӗтсе пӑхма шутланӑччӗ, пӗр-пӗр тур шутлӑ дворянин килсе кӗрӗ те ӗҫтерӗ тенӗччӗ; анчах, юри тенӗ пекех, дворянсем пурте килте ларнӑ, тӳрӗ чунлӑ христиансем пек, хӑйсен кил-йышӗнче пӑтӑ ҫинӗ. Ҫынсем йӑла тӗлӗшӗнчен пӑсӑлма пуҫлани ҫинчен, эрех сутакан жид майрин чӗри йывӑҫ пек хытса ларни ҫинчен шухӑшлакаласа пынӑ хушӑра, михӗсем ларнӑ ҫӗре пырса тухрӗ те тӗлӗннипе чарӑнса тӑчӗ. «Пӑх-ха эс ӑна, такӑшӗ хӑтланнӑ ӗнтӗ, мӗнле михӗсене ҫул ҫине пӑрахса хӑварнӑ! — терӗ вӑл, йӗри-тавра пӑхкаласа. — Сысна ашӗ те пур пулӗ-ха кунта. Пулать вӗт-ха хӑшпӗрин тӗлне телей, ха, мӗн чухлӗ пухнӑ вӑл, мӗн кӑна ҫук-тӑр кунта! Эккей, хӑрушла михӗсем! Юрӗ-ха вӗсене хура тул ҫӑкрипе е тулӑ пашалупе тултарнӑ пулсан, вӑл та тем пек. Хӑпарту кӑна тултарнӑ пулсан та, тем пек тутлӑ. Жид майри кашни хӑпартушӑн оҫмушка эрех парать. Илсе каяс хӑвӑртрах, никам та ан куртӑр».

Ҫапла шухӑшларӗ те вӑл, ҫавӑнтах Чубпа дьяк ларакан миххе ҫурӑмӗ ҫине ҫавӑрса хучӗ. Анчах туйрӗ, михӗ ытлашши йывӑр. «Ҫук, пӗччен ҫӗклесе кайма йывӑр пулать, — терӗ вӑл» — А, вӑт, юри тенӗ пекех, Шапуваленко ткач килет. Сывлӑх сунатӑп, Остап!»

«Сывах-ха», терӗ ткач, чарӑнса.

«Ӑҫталла эс?»

«Так ахаль. Каятӑп, ура утнӑ ҫӗрелле».

«Пулӑш-ха, ырӑ ҫыннӑм, ҫак михӗсене ҫӗклеме! тахӑшӗ раштав ячӗпе пуҫтарса ҫӳренӗ те ҫул ҫинех пӑрахса хӑварнӑ. Мӗн пуррине ҫурмалла валеҫӗпӗр».

«Михӗсем? Мӗн тултарнӑ, ахаль ҫӑкӑр-и, е хӑпарту?»

«Вӑл та, ку та пур пулӗ тетӗп».

Ҫапла вӗсем хӑвӑрт кӑна ҫатан картаран патаксем туртса кӑларчӗҫ те, вӗсем ҫине пӗр миххине хурса хулпуҫҫи ҫинче ҫӗклесе кайрӗҫ.

«Ӑҫта илсе кайӑпӑр-ха эпир ӑна? хупаха-и?» ыйтрӗ ҫул ҫинче ткач.

«Ун пирки эп хам та ҫапла шухӑшларӑм, хупаха илсе кӗрес, терӗм; анчах эсреллӗ жид майри ӗненмӗ, ӑҫтан та пулин вӑрланӑ тейӗ тата; ҫитменнине тата эп тин ҫеҫ хупахран тухрӑм. Хам патӑма илсе кайӑпӑр. Никам та чӑрмантармӗ: арӑм килте ҫук».

«Чӑнах килте мар-и?» ыйтрӗ асӑрханма юратакан ткач.

«Тавах турра, пач ӑссӑрах мар-ха эпир, — терӗ кум: — кам шуйттанӗ илсе пытӑр мана, вӑл пур ҫӗре. Халь вӑл хӗрарӑмсемпе ирчченех ҫӳрет пулӗ-ха».

«Кам унта?» кӑшкӑрса ыйтрӗ кум арӑмӗ, ҫенӗкре икӗ тус михӗпе аппаланса кӗмсӗртеттернӗ сасса илтсенех алӑк уҫса.

Кум шак хытса кайрӗ.

«Ак сана!» терӗ ткач, аллисене усса.

Кумӑн арӑмӗ пек ытарайми хӗрарӑмсем ҫут тӗнчере сахал мар Хӑйӗн упӑшки пекех, нихҫан та килте лармасть тесен те юрамалла ун ҫинчен, кунӗпех тенӗ пек куммисемпе пуянрах пурӑнакан карчӑксем патӗнче вӑхӑт ирттерет, апат тесен пӗтсех каять, мухта-мухта ҫиет, упӑшкипе вара ирсерен ҫеҫ вӑрҫать, мӗншӗн тесен вӑл ӑна хушӑран ҫеҫ, ҫав вӑхӑтра кӑна тӗл пулкалать. Пӳрчӗ вара вӗсен вулӑсри писӑр шӑлаварӗнчен икӗ хут кивӗрех, ун тӑрринче, хӑшпӗр ҫӗрте, улӑм та ҫук. Ҫатан картин ишӗлчӗкӗ кӑна тӑрса юлнӑ, мӗншӗн тесен килӗнчен тухакан кашни ҫынах, ҫав ҫатан карта ҫине шанса, йытӑсене хӑвалама нихҫан та патак илсе тухман, кум пахчи патӗнчен иртсе каятӑп-ха, кирлӗ пулсан, ҫавӑнтан кӑларса илӗп, тенӗ. Кӑмакине виҫшер кун хутман. Ачаш арӑмӗ ырӑ ҫынсем патӗнчен мӗн те пулин илсе килсен, вӑл япалана кирек хӑҫан та упӑшкинчен аяккарах пытарса хунӑ, упӑшки мӗн те пулин тупса килсен вара, арӑмӗ ӑна, хупахра сутса ӗҫме ӗлкӗриччен, вӑйпах туртса илчӗ. Кумӗ, хӑй ытла чӑркӑш ҫын мар пулсан та, арӑмне парӑнма юратман, ҫавӑн пирки ӗнтӗ вӑл килӗнчен хуть хӑҫан та ҫапса кӑвакартнӑ куҫпа туха-туха кайнӑ, хаклӑ арӑмӗ вара, ахлата-ахлата, хӑйӗн упӑшки чӑрсӑрланни ҫинчен, вӑл ӑна мӗнле хӗнесе асаплантарни ҫинчен каласа кӑтартма карчӑксем патне сӗнкӗлтетнӗ.

Халь ӗнтӗ ткачпа кум ҫенӗке кӗрсен хӑйсене хӑйсем мӗнле туйнине хӑвӑрах чухласа илме пултаратӑр: кумӑн арӑмӗ килтех, вӑт кӗтмен инкек! Михне ҫӗре лартрӗҫ те вӗсем, ан курӑнтӑр тесе, ӑна кӗрӗк аркисемпе хупласа тӑчӗҫ; анчах каярах пулчӗ ку: кумӑн арӑмӗ хӑйӗн ватӑ куҫӗсемпе ытла витӗрех курмасть пулсан та, миххе асӑрхарӗ-асӑрхарех. «Вӑт ку аван! — терӗ вӑл. Каласса вара, курӑнсах тӑрать ӗнтӗ, хурчка савӑннӑ чухнехи пек каларӗ. — Аван-ха ку, раштав ячӗпе ҫавӑн чухлӗ кучченеҫ пухса килни! Ырӑ ҫынсем яланах ҫапла тӑваҫҫӗ, анчах ҫук, эсир ку миххе ӑҫтан та пулин ҫаклатса килмен-и. Кӑтартӑр-ха мана халех, кӑтартӑр-ха хӑвӑрӑн михӗре!»

«Кукша пуҫлӑ шуйттан кӑтарттӑр сана, эпир мар», терӗ кум, кӑштах каҫӑрӑлса.

«Сана мӗн ӗҫ? — терӗ ткач. — Эпир пухса ҫӳренӗ, эсӗ мар».

«Ҫук, кӑтартан эс мана, эрех пички!» кӑшкӑрчӗ арӑмӗ, вӑрӑм кумне янахран чышса илсе михӗ патнелле сӗкӗнсе.

Анчах ткачпа кум парӑнмарӗҫ, миххе хӳтӗлесе хӑварса арӑма ирӗксӗрех каялла чакарчӗҫ. Лайӑххӑн сывлӑш ҫавӑрса илме те ӗлкӗреймерӗҫ кусем, арӑмӗ ҫенӗке чупса та тухрӗ, турчкапа. Упӑшкине вӑл, тем вӑхӑтра-ҫке, турчкапа аллинчен ҫапрӗ, ткачне — ҫурӑмран, вара ҫавӑнтах михӗ патне ҫитсе те тӑчӗ.

«Михӗ патне ма ҫывхартрӑмӑр-ха эпир ӑна?» терӗ ткач, тинех тӑна кӗрсе.

«Э, мӗншӗн ҫывхартрӑмӑр-и! Эс вӑт мӗншӗн ҫывхартрӑн!» терӗ кум, ытлашши пӑлханмасӑр.

«Сирӗн турчки тимӗр пулмалла! — терӗ ткач, кӑштах чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн, ҫурӑмне хыҫкаласа. — Пӗлтӗр ман арӑм ярмӑрккара турчка туянчӗ; вӑтӑр пус парса илчӗ, аплах мар… кун пекех ыраттармасть…»

Ҫав хушӑра хӑй ҫӗнтернине кура сатурланнӑ арӑм, каганецне ҫӗре лартса, михӗ анине салтрӗ те ун ӑшне пӑхрӗ.

Анчах унӑн миххе лайӑх курма пултарнӑ ватӑ куҫӗсем хальхинче улталанчӗҫ пулмалла. «Э, кунта сысна тушки выртать!» хӗпӗртесе ӳкнипе алӑ ҫупсах кӑшкӑрса ячӗ вӑл.

«Сысна тушки! илтрӗн-и, пӗр сысна! — тӗксе илчӗ ткач кумне. — Пуриншӗн те эс айӑплӑ!»

«Мӗн тӑвас-ха!» терӗ кум хулпуҫҫийӗсене хутлаткаласа илсе.

«Мӗнле мӗн тӑвас? мӗн туса тӑратпӑр-ха эпир? Миххине туртатпӑр та илетпӗр! Ну, пуҫла!»

«Сирӗл ха аяккалла! сирӗл! пирӗн сысна ку!» кӑшкӑрчӗ ткач, малалла тухса.

«Пӑран-ха унтан, пӑрӑн, шуйттан хӗрарӑмӗ! Сан пурлӑху мар ку!» терӗ кум та, ҫывӑхарах пырса.

Кум ярӑмӗ каллех турчка ярса тытрӗ, анчах Чуб ҫак вӑхӑтра михӗрен тухса ҫенӗк варрине тӑчӗ те, тин ҫеҫ ыйхӑран вӑраннӑ ҫын пек, карӑнкаласа илчӗ.

Кум арӑмӗ аллисене шарт! ҫапса илсе кӑшкӑрса ячӗ, пурте ирӗксӗрех ҫӑварӗсене карса пӑрахрӗҫ.

«Мӗн калаҫать-ха вӑл, ухмах: сысна какайӗ мар, тет!» терӗ кум, куҫ-пуҫне чаркаласа пӑрахса.

«Пах-ха, мӗнле ҫынна миххе чиксе хунӑ! — терӗ ткач, хӑранипе каялла чакса. — Хуть тем калӑр та, ҫамка ҫурӑлтӑр та хуть, тем тесен те усал ӗҫӗ ку. Чӳречерен кӗреймест вӗт ха вӑл!»

«Кум-ҫке ку!» кӑшкӑрса ячӗ кум, лайӑхрах пӑхнӑ хыҫҫӑн.

«А эс кам пуль тетӗн? — терӗ Чуб, кулкаласа. — Мӗнле пек, чавса тӑршшех лартрӑм-и эп сире? эсир мана сысна какайӗ тесе, ҫисе яма ӗмӗтленетӗр. Чимӗр-ха, савӑнтарам эп сире: михӗре тата темскер выртать, сысна мар пулсан та, пӗр-вӗр сысна ҫури е урӑх чӗр-чун. Ман айра пӗрехмай темскер йӑшӑлтататчӗ».

Ткачпа кум михӗ патне ыткӑнчӗҫ: кум арӑмӗ тепӗр енчен ҫатӑрласа тытрӗ, каллех тӗркӗшме тытӑнатчӗҫ-и тен, анчах ҫак вӑхӑтра, тек ӗнтӗ ниҫта та пытанма ҫуккине кура, дьяк михӗрен тухрӗ.

Кум арӑмӗ, шак хытса, аллинчен дьякӑн хӑрах урине вӗҫертсе ячӗ. Уринчен тытса вӑл дьяка михӗрен сӗтӗрсе кӑларма тытӑннӑччӗ.

«Ак тата тепри сиксе тухрӗ! — кӑшкӑрса илчӗ хӑраса ӳкнӗ ткач. — Шуйттан пӗлет-и тен, тӗнчере мӗн пулса иртнине .. пуҫ ҫаврӑнать… колбасса та, хӑпарту та мар, ҫынсене пӑрахаҫҫӗ иккен миххе!»

«Дьяк ку! — терӗ пуринчен те ытларах тӗлӗнсе кайнӑ Чуб. — Ак сана япала! пӑч та кур эс Солохӑна! Ҫынна миххе лартма… Ахаль мар унӑн пӳрт тулли михӗ ларать… Халь йӑлтах пӗлетӗп ӗнтӗ: кашни михӗрех икшер ҫын ларнӑ унӑн. Эпӗ хама ҫеҫ миххе пытарчӗ пуль тесеттӗм… вӑт сана Солоха!»

Пӗр миххи ҫуккине курсан, хӗрсем кӑштах тӗлӗнчӗҫ. «Ним тума та ҫук, кунпа та ҫитӗ-ҫке пире» терӗ Оксана. Пурте миххе ярса илсе ҫунашка ҫине хӑпартса хучӗҫ. Голова чӗнмесӗр ларса пыма шут тытрӗ, кӑшкӑрса ярсан, ку ухмах хӗрсем мана, михӗ анине салтса кӑларас вырӑнне, михӗре шуйттан ларать-ха тесе, тарса пӗтӗҫ те, урамра пӗччен тӑрса юлӑп, вара тен, ирчченех лармалла пулӗ унта, шухӑшларӗ вӗл. Хӗрсем ҫав хушӑра пӗр-пӗринпе алран-ал тытӑнчӗҫ те, ҫунашкана туртса, чӗриклетекен юр тӑрӑх ҫил-тӑвӑл пек вӗҫтерчӗҫ. Нумайӑшӗ аташкаласа ҫунашка ҫине пыра-пыра лараҫҫӗ; теприсем голова ҫинех хӑпарса лараҫҫӗ. Голова ӗнтӗ пурне те тӳссе ирттерме шут тытрӗ. Юлашкинчен ҫитрӗҫ, ҫенӗкпе пӳрт алӑкне яриех уҫса пӑрахса, ахӑлтатса кулса, миххе пӳрте ҫӗклесе кӗчӗҫ. «Пӑхӑр-ха, темскер выртать кунта» тесе кӑшкӑрашса, михӗ анине салтма тытӑнчӗҫ. Миххе кӗрсе ларнӑранпах иксӳ килнипе аптраса ҫитнӗ голова тек чӑтса лараймарӗ, ҫине-ҫинех, таҫтах илтӗнмелле, хыттӑн иклетме, ӳсӗрме тытӑнчӗ.

«Ах, такӑшӗ ларать кунта!» тесе кӑшкӑрса ячӗҫ те хӗрсем, хӑранипе пурте алӑкран тухса вӗҫтерчӗҫ.

«Мӗн хӑямачӗ! ӑҫта таратӑр эсир, сӗрем тивнӗ пек!» — терӗ Чуб, алӑкран кӗрсе.

«Ах, атте! — терӗ Оксана. — Михӗре такам ларать!»

«Михӗре? ӑҫтан тупрӑр эсир ку миххе?»

«Тимӗрҫӗ пӑрахса хӑварнӑ ӑна ҫул варрине», терӗҫ пурте харӑс.

«Ну, каламарӑм-и эп…» терӗ Чуб хӑй ӑшӗнче.

«Мӗн хӑраса ӳкрӗр эсир» пӑхар кам ларнине: атя-ха, этем, ятӑрпа та хушаматӑрпа чӗнменшӗн ан ҫиленӗр-те-ха, тух-ха михӗрен!»

Голова тухрӗ.

«Ах!» кӑшкӑрса ячӗҫ хӗрсем.

«Голова та унтах кӗрсе ларнӑ», терӗ Чуб, хӑй тӗллӗн, тӗлӗннипе голована пуҫӗнчен пуҫласа ура тупанне ҫитиех виҫсе пӑхса. «Пӑх-ха эс ӑна! Мӗнлерех вӑл… Э!..» урӑх вӑл ним калама та пултараймарӗ.

Голова хӑй те Чубран каях мар именчӗ, ҫавӑнпа ӗнтӗ сӑмаха мӗнрен пуҫламаллине те пӗлеймерӗ. «Тулта сивӗ пулмалла кӗҫӗр?» ыйтрӗ вӑл, Чуб еннелле ҫаврӑнса.

«Сивви пур, — терӗ Чуб. — Ыйтса пӗлме ирӗк парсам, мӗнпе сӗретӗн ҫак эс аттуна, ҫӑвпа-и, тикӗтпе-и?» Капла каласшӑн марччӗ вӑл, ыйтса пӗлесшӗнччӗ: мӗнле-ха капла эс, голова, мӗнле майпа лекрӗн ку миххе? тесшӗнччӗ, анчах хӑй те ӑнланса илеймерӗ, темшӗн-ҫке, пачах урӑх сӑмах персе ячӗ.

«Тикӗтпе лайӑхрах! — терӗ голова. — Ну, сывӑ пулса юл, Чуб!» ҫапла каларӗ те, хӑлхаллӑ ҫӗлӗкне пусса лартса, пӳртрен тухса кайрӗ.

«Мӗн тума ухмахлантӑм-ха эп, мӗншӗн ыйтрӑм-ха эп унтан аттине мӗнпе сӗрни ҫинчен!» терӗ Чуб, голова тухса кайнӑ алӑк ҫинелле пӑхса. «Солоха темерӗн! ҫавӑн пек ҫынна миххе кӗртсе лартма пултарнӑ!.. пӑх-ха ӑна, шуйттан хӗрарӑмне! Эпӗ пур, ухмах… ӑҫта хӑяматӗнче-ха леш ылханлӑ миххи?»

«Кӗтессе ывӑтрӑм эп ӑна, унта урӑх нимӗн те ҫук», терӗ Оксана.

«Пӗлетӗп эпӗ ун пеккисене, нимӗн те ҫук! Парӑр-ха ӑна кунта: унта тата тепри ларать! силлӗр-ха ӑна лайӑхрах… мӗн, ҫук-им?.. вӑт эсреллӗ хӗрарӑмӗ! ҫиелтен пӑхма хӑй светуй пек, ӗмӗрнех типӗ тытса пурӑнать тейӗн».

Юрӗ ӗнтӗ, Чуба тек тивер мар, тарӑхне ирттерсе ятӑр пӗччен ҫӗрте, тимӗрҫӗ патне таврӑнар, мӗншӗн тесен тулта ӗнтӗ тӑххӑрмӗш сехет ҫине те кайрӗ пулмалла.

Малтанах Вакулӑна хӑрушӑ пек туйӑнса кайрӗ, уйрӑммӑнах ҫав тери ҫӳле хӑпарса кайсан хӑраса ӳкрӗ вӑл. Аялалла пӑхсан нимӗн те курӑнмасть ӗнтӗ, шӑна пек, уйӑх айӗнченех вӗҫсе иртрӗ вӑл, кӑштах пӗшкӗнсе илмен пулсан, ҫӗлӗкӗпе уйӑха ҫаклатса илетчӗ-и тен. Анчах кӑштах вӑхӑт иртсен вӑл хӑюлланчӗ те шӳт тукаласа шуйттанран кулма тытӑнчӗ.

Тӳпере пурте янкӑр ҫутӑ. Кӗмӗл тӗтре пек йӑлкӑшакан ҫӑмӑл сывлӑшра пурте курӑнать. Ҫывӑхранах кӳршек ҫине кӗрсе ларнӑ тухатмӑш ҫавраҫил пек вӗҫсе иртни те янках курӑнчӗ; ҫӑлтӑрсем, пӗр ҫӗре пухӑннӑ та, куҫ хупса пӗр-пӗрне тытмалла выляҫҫӗ; аяккарахра, пӗлӗт явӑннӑ пек, усал сывлӑшсем ҫаврӑнкаласа ҫӳреҫҫӗ; шуйттан ҫине утланса пыракан тимӗрҫе курсан, уйӑх ҫутинче ташлакан шуйттан ҫӗлӗкне хыврӗ; ак ӗнтӗ таҫтан шӑпӑр вӗҫтерсе килет, ун ҫине утланса тухатмӑш карчӑк тин ҫеҫ хӑй каяс ҫӗре ҫитсе килнӗ пулмалла. Тимӗрҫе курсан пурте, ун ҫине пӑхса илес шухӑшпа, самантлӑха чарӑнаҫҫӗ те вара каллех хӑйсен ҫулӗпе каяҫҫӗ; тимӗрҫӗ ҫаплах вӗҫет, ак ӗнтӗ ун куҫӗ умне сасартӑк йӑлтӑр та ялтӑр йӑлкӑшакан Петербург тухса тӑчӗ (ҫак вӑхӑтра унта, тем сӑлтавпа-ҫке, иллюминаци пулнӑ). Шуйттан шлагбаум урлӑ вӗҫсе каҫрӗ те ут пулса тӑчӗ, тимӗрҫӗ вара хайне урам варринче, шухӑ утпа вӗҫтерсе пынине курчӗ.

Турӑҫӑм! шакканӑ сасӑ та, кӗмсӗртетни те илтӗнет кунта. Мӗн пурри йӑлкӑшать, икӗ енче те тӑватшар хутлӑ ҫурт стенисем капмаррӑн ҫӗкленеҫҫӗ, пур енчен те аслати кӗмсӗртетнӗн ут таканӗсемпе урапа сассисем илтӗнеҫҫӗ; ҫӗр айӗнчен тухса ҫӗкленнӗ пек, кашни утӑмрах ҫуртсем ҫитӗне-ҫитӗне лараҫҫӗ, кӗперсем кисренеҫҫӗ; каретӑсем вӗҫнӗ пек ирте-ирте каяҫҫӗ; извозчиксем, форейторсем кӑшкӑрашаҫҫӗ; ӑҫта пӑхнӑ унтах пиншер ҫуна вӗҫсе иртет, вӗсен айӗнче юр шӑхӑрса выртать; ҫуран ҫӳрекеннисем пӳртсем ҫумне хӗсӗнеҫҫӗ, чӑкраш унта. Пӳрчӗсем ҫине ҫу тултарнӑ чӳлмексем лартса тухнӑ, ялкӑшса ҫунаҫҫӗ вӗсем: стенасем ҫинче ҫынсен пысӑк мӗлкисем вӗлтлеткелесе илеҫҫӗ, пӳрт тӑррисемпе трубасем патне ҫитиех кармашаҫҫӗ вӗсем.

Тӗлӗнсе пӑхса пырать тимӗрҫӗ йӗри-тавра. Ӑна ӗнтӗ пӳртсем хӑйсен хисепсӗр нумай ҫутӑ куҫӗсемпе пурте хӑй ҫине пӑхнӑн туйӑнать. Пустав тыттарнӑ кӗрӗклӗ господасене кунта вӑл питӗ нумай курчӗ, ҫӗлӗкне хывса хӑшне пуҫ таймаллине те пӗлмерӗ.

«Турӑҫӑм, мӗн чухлӗ пан кунта» — шухӑшларӗ тимӗрҫӗ. — Ман шухӑшпа кунта кашниех, урампа иртсе ҫӳрен кашни кӗрӗклӗ ҫынах, заседатель. Заседатель ҫине заседатель! Лешсем вара, тӗлӗнмелле чаплӑ та кантӑклӑ бричкӑсемпе кӗрлеттерсе ҫӳрекеннисем, городничисем мар пулсан, комиссарсем е унтан та пысӑкраххисем пулмалла». Ун сӑмахне шуйттан пӳлчӗ:

«Тӳрех майра патша патне каймалла-и?» ыйтрӗ вӑл. «Ҫук, хӑрушӑ», шухӑшларӗ тимӗрҫӗ. «Кунта, таҫта, пӗлместӗп, запорожецсем пулма кирлӗ. Кӗркунне вӗсем Диканька витӗр тухса килчӗҫ. Сечӑран вӗсем, майра патша патне хутсемпе кайма тухнӑчӗ: вӗсемпе канашласа пӑхмаллах пулать. Эй, шуйттан! кӗрсе лар-ха ман кӗсъене, кӗрсе лар, та запорожецсем патне илсе кай!»

Шуйттан вара пӗр самантрах ырханланса пӗчӗкленчӗ те, ним мар ун кӗсйине кӗрсе ларчӗ. Вак-ула ҫаврӑнса пӑхма та ӗлкӗреймерӗ пӗр пысӑк пӳрт умне ҫитсе те тӑчӗ. Хӑй те пӗлсе юлаймарӗ вӑл, темле майпа-ҫке, пусма картлашкисем тӑрӑх хӑпарса алӑк уҫрӗ те пӳлӗмре мӗнпурри ялкӑшса та ҫиҫсе тӑнине кура, ҫавӑнтах кӑшт каялла чакрӗ; анчах леш хайхи, Диканька витӗр тухса кайнӑ запорожецсене палласа илсен вӑл кӑштах хӑюлланчӗ. Лешсем халь тикӗт сӗрнӗ аттисене хӑйсен айне хӗстерсе пурҫӑн тыттарнӑ дивансем ҫине ларнӑ та табак туни теекен чи хаяр табак туртса лараҫҫӗ.

«Сывлӑх сунатӑп, пансем! Турӑ пулӑштӑр сире! Ак ӑҫта курнӑҫмалла пулчӗ!» терӗ тимӗрҫӗ, лешсем патне ҫывхарса, ҫӗре ҫитиех пуҫ тайса илсе.

«Мӗнле ҫын унта?» ыйтрӗ тимӗрҫӗ умӗнчех лараканни, аяккарахра лараканнинчен.

«Палласа илеймерӗр-им? — терӗ тимӗрҫӗ. — Эпӗ ку, Вакула, тимӗрҫӗ! Диканька витӗр тухса килнӗ чух хам патра сахалран та икӗ кун хӑналантӑр, — турри ырлӑх та сывлӑх патӑрах сире, нумай ҫул пурӑнмалла тутӑр! — Ун чухне эп сирӗн кибиткӑн малти урапине шиналаса парсаттӑм!»

«А, — терӗ ҫав запорожецах, — леш хайхи, ӳкерчӗксем тума ӑста тимӗрҫӗ ку. Сывах-ха, хамӑр енчисем, турри мӗн ҫӑмӑлпа илсе килчӗ сана?»

«Ахалех, курас килчӗ, кунта мӗн теҫҫӗ…»

«Юрӗ апла пулсан, хамӑр енчисем, терӗ те запорожец, кӑшт каҫӑрларах ларса, хӑй вырӑсла пӗлнине кӑтартас шутпа, тимӗрҫӗрен ҫапла ыйтрӗ:  — Што, балшой город?»

Тимӗрҫӗн хӑйӗн те намӑс курас килмерӗ, хӑйне хӑй хулана тин ҫеҫ килнӗ ҫӗнӗ ҫын пек кӑтартасшӑн пулмарӗ вӑл. Маларахра вуланӑ чух хӑвӑрах асӑрхарӑр пулмалла, вырӑсла хӑй те калаҫма пӗлет вӑл. «Губерния знатная! — терӗ вӑл пӗр пӑлханмасӑр. — Нечего сказать, домы болщущие, картины висят скрозь важные. Многие домы исписаны буквами из сусального золота, до черзвычайности. Нечего сказать, чудная пропорция!»

Запорожецсем тимӗрҫӗ ним мар вырӑсла калаҫма пултарнине илтсен, ун пирки ырӑ шухӑшларӗҫ. Тимӗрҫӗшӗн пулсан, усӑллӑ ӗнтӗ ку.

«Кайран калаҫӑпӑр санпа, хамӑр енчисем, ытларах калаҫӑпӑр: халь эпир майра патша патне каятпӑр-ха».

«Майра патша патне! ырӑ ҫын пулӑрсам ӗнтӗ, пансем, илсе кайӑр мана та хӑвӑрпа пӗрле!»

«Сана-и? — терӗ запорожец, пӗчӗк ачапа калаҫнӑ чухнехи пек. Ҫитӗннӗ ҫын тӑватӑ ҫулхи ачапа, хӑйне чӑн-чӑн пысӑк лаша ҫине лартма ыйтакан ачапа ҫавӑн пек калаҫать. — Мӗн тӑвас тетӗн эс унта? Ҫук, юрамасть. — Ҫак самантра запорожец сӑн-питрен пӑхма самаях мӑнкӑмӑллӑ ҫын пулса тӑчӗ. — Эпир унта, тӑванӑм, майра патшапа хамӑр ӗҫ ҫинчен калаҫатпӑр».

«Илсе кайӑр!» ҫыпҫӑнмаллипех ҫыпҫӑнчӗ тимӗрҫӗ.

«Ыйт ӗнтӗ!» терӗ вӑл шуйттана, хуллен пӑшӑлтатса. Каличчен малтан вӑл кӗсйине чышса илчӗ.

Хӑйӗн сӑмахне каласа пӗтерме те ӗлкӗреймерӗ вӑл, тепӗр запорожецӗ ҫавӑнтах сӑмах хушрӗ:

«Чӑнах, илсе каяр ӑна, тӑвансем!»

«Илсе каймаллах пулать!» терӗҫ ыттисем те.

«Эпир тумланнӑ пек тумлан эппин».

Тимӗрҫӗ эрешлесе пӗтернӗ симӗс сӑхман тӑхӑнма пуҫларӗ ҫеҫ, сасартӑк алӑк уҫӑлчӗ те пӳрте кӗрсе тӑнӑ позументлӑ ҫын кайма вӑхӑт иккенне пӗлтерчӗ.

Пысӑк карета ҫине ларса рессорсем ҫинче силленкелесе пынӑ чух тимӗрҫӗ каллех йӗри-тавра тӗлӗнсе пӑхма пуҫларӗ. Икӗ енче те тӑватшар хутлӑ ҫуртсем каялла чупаҫҫӗ, чул сарнӑ ҫул, кӗмсӗртетсе, лашасен ури айне хӑех ярӑнса кӗрет пек.

«Турӑҫӑм, мӗн чухлӗ ҫутӑ кунта! — терӗ тимӗрҫӗ хӑй ӑшӗнче. — Пирӗн кӑнтӑрла та кун пек ҫутӑ мар».

Каретӑсем патша ҫурчӗ умӗнче чарӑнса тӑчӗҫ. Запорожецсем тухрӗҫ, ытарма ҫук чаплӑ ҫенӗке кӗчӗҫ те йӑлкӑшса та ҫиҫсе выртакан пусма тӑрӑх хӑпарма пуҫларӗҫ.

«Пусми мӗнле! — пӑшӑлтатрӗ тимӗрҫӗ хӑй тӗллӗн. — Ура пусма шел. Эрешӗ мӗне тӑрать! калаҫҫӗ кирлӗ мара: юмах суять, теҫҫӗ! Мӗн суйи унта! Турӑҫӑм, карлӑкӗсем мӗнле! вӑт ӗҫленӗ-тӗк ӗҫленӗ! Кунта тимӗрӗ кӑна пӗр аллӑ тенкӗлӗх пулӗ!»

Пусма тӑрӑх хӑпарса ҫитсен, запорожецсем пӗрремӗш зала иртрӗҫ. Тимӗрҫӗ вӗсем хыҫҫӑн утрӗ, паркет ҫинче шуса ӳкес марччӗ тесе вӑл пӗрмаях шикленсе пырать. Виҫӗ зал витӗр тухрӗҫ, тимӗрҫӗ ҫаплах тӗлӗнме пӑрахмасть-ха. Тӑваттӑмӗш залне кӗрсен, вӑл ирӗксӗрех стена ҫумӗнче ҫакӑнса тӑракан картина тӗлӗнче чарӑнса тӑчӗ. Ку ачине алла тытнӑ таса хӗр. «Мӗнле картина! мӗн тери пысӑк ӑсталӑхпа ӳкернӗ ӑна! — хӑй тӗллӗнех калаҫма пуҫларӗ вӑл. — Халь мӗн те пулин калассӑн туйӑнать! Чӑн чӗрӗ ҫын пек! ачи тата, ачи светуй, аллисене кӑкри умне пӑчӑртаса тытнӑ, йӑл кулать, мӗскӗн! сӑрӗсем тата! Турӑҫӑм, сӑрӗсем мӗнле! ман шухӑшпа кунта сарӑ сӑр питӗ сахал, виҫӗ пуслӑх та пӗтермен-и тен, йӑлтах симӗс те ҫулӑм тӗсли. Кӑвакки, кӑвакки ялкӑшса кӑна тӑрать! Чаплӑ ӗҫ! ӳкерчӗк тумалли пирне малтан йӑлтах белилӑпа сӑрланӑ пулмалла. Картинӗ тем пек тӗлӗнмелле пулсан та, ҫак йӗс хӑлӑп вара, — терӗ вӑл, алӑк патне пырса питӗрмелли ҫӑрине хыпашласа пӑхнӑ май, — пушшех тӗлӗнтерет. Вӑт вӗт мӗнле тума пӗлнӗ! Кусене, ман шухӑшпа, пурне те нимӗҫ тимӗрҫисем, чи хаклӑ хакпа тунӑ…» Тимӗрҫӗ тата нумайччен калаҫса тӑратчӗ-и тен, анчах ҫак вӑхӑтра галунпа эрешленӗ ливрея тӑхӑннӑ лакей ӑна чавсинчен тӗртрӗ те лешсенчен юлма юраманнине аса илтерчӗ. Запорожецсем тата тепӗр икӗ зал витӗр тухрӗҫ те чарӑнса тӑчӗҫ. Кунта вӗсене кӗтме хушрӗҫ. Залра ылтӑнпа тӗрленӗ мундир тӑхӑннӑ темиҫе генерал кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ. Запорожецсем пур еннелле те пуҫ тайса илсе пӗр ҫӗре пухӑнса тӑчӗҫ. Тепӗр минутран хӑйӗн свитипе пӗрле самаях самӑр та ҫӳлӗ ҫын кӗчӗ. Гетман мундирӗпе вӑл, сарӑ атӑпа. Ҫӳҫӗ сапаланчӑк, хӑрах куҫӗ кӑшт чалӑшрах, сӑнран пӑхма темле, мӑнкӑмӑллӑ курӑнать, хускалӑвӗсенченех паллӑ ӗнтӗ, ку ҫын ҫынна мӗн те пулин хушма хӑнӑхнӑскер. Ылтӑнпа тӗрленӗ мундир тӑхӑннӑ генералсем пурте, унччен мӑнаҫлӑнрах уткаласа ҫӳрекенскерсем, хыпӑнса ӳкрӗҫ, лешне пуҫ тая-тая илеҫҫӗ, вӑл мӗн те пулин каласса, е кӑшт та пулин хускаласса кӗтсех тӑраҫҫӗ тейӗн, вӑл мӗн хушнине ҫавӑнтах чупса кайса тума хатӗр ӗнтӗ. Анчах гетман вӗсем ҫине пӑхмарӗ те, кӑшт ҫеҫ пуҫтаян пекки турӗ те тӳрех запорожецсем патне пычӗ. Запорожецсем пурте ҫӗре ӳксех пуҫҫапрӗҫ. «Пурсӑр та кунта-и эсир?» ыйтрӗ вӑл, сӑмса витӗр каланӑ пек, сӑмахӗсене тӑсарах.

«Пурте кунта, аттеҫӗм!» терӗҫ запорожецсем, каллех пуҫ тайса.

«Эп вӗрентнӗ пек калама манмӑр-и?»

«Ҫук, аттеҫӗм, манмастпӑр».

«Патша-и ку?» — ыйтрӗ тимӗрҫӗ пӗр запорожецран.

«Патша тата сана! Потемкин хӑй ку!» терӗ лешӗ.

Тепӗр пӳлӗмре сасӑсем илтӗнчӗҫ, атласран ҫӗлетнӗ вӑрӑм хӳреллӗ кӗпе тӑхӑннӑ дамӑсемпе ылтӑнпа тӗрленӗ сӑхманлӑ придворнӑйсем кӗрсе тулсан вара, тимӗрҫӗн куҫ-пуҫӗ алчӑрасах кайрӗ. Питӗ нумайӑн вӗсем. Нихӑшин ҫине пӑхма аптрамалла. Йӑлкӑшса та ҫиҫсе тӑнине курнисӗр пуҫне, вӑл урӑх ним те курмарӗ.

Запорожецсем сасартӑк пурте ҫӗре ӳксе пӗр харӑс кӑшкӑрса ячӗҫ; «Каҫар, аннеҫӗм! каҫар!»

Ним курми пулнӑ тимӗрҫӗ хӑй те ыттисемпе пӗрлех урайне тӑсӑлса выртрӗ.

«Тӑрӑр!» илтӗнчӗ хушнӑ сасӑ. Хушса каларӗ пулин те, ӑна итлеме кӑмӑллӑ. Придворнӑйсенчен хӑшпӗрисем хыпӑнса ӳкрӗҫ, запорожецсене тӗккелеме пуҫларӗҫ.

«Тӑмастпӑр, аннеҫӗм! тӑмастпӑр! вилсен те тӑмастпӑр!» кӑшкӑрашма тытӑнчӗҫ запорожецсем.

Потемкин хӑйӗн тутине ҫыртать, юлашкинчен пӗр запорожецӗ патне пычӗ те, пӑшӑлтатса, темскер хушрӗ. Запорожецсем тӑчӗҫ.

Ҫак самантра тимӗрҫӗ те хӑйса пуҫне ҫӗклесе пӑхрӗ. Ун умӗнче пӗр пысӑках мар хӗрарӑм тӑрать, кӑшт мӑнтӑртарах тесен те юрамалла ӑна. Питне пудрӑпа шуратнӑ, куҫӗ кӑн-кӑвак, пӑхма чаплӑ ӗнтӗ, кулкаласа кӑна тӑрать унӑн сӑн-пичӗ, ун пекки кирек кама та, пурне те самантрах пӑхӑнтарать, патшара ларакан хӗрарӑмӑн ҫеҫ пулма пултарать ун пек сӑн-пит.

«Светлейший мана паян хам халӑхӑмпа паллаштарма пулчӗ, халиччен курманччӗ-ха эп ӑна, — терӗ кӑвак куҫлӑ хӗрарӑм, запорожецсем ҫине интересленсе пӑхса. — Мӗнле, лайӑх пӑхаҫҫӗ-и сире кунта?» терӗ вӑл, тата ҫывӑхарах пырса.

«Спасибо ӗнтӗ, аннеҫӗм! Апатне лайӑх ҫитереҫҫӗ (кунти такасем пирӗн патрине, Запорожьеринех ҫитеймеҫҫӗ те), ма пурӑнас мар-ха, мӗнле те пулин?»

Запорожецсем пачах хӑй вӗрентнӗ пек каламаннине кура.. , Потемкин пит-куҫне чалӑштаркаласа илчӗ…

Запорожецсенчен пӗри, кӑштах юсанкаласа, мала тухса тӑчӗ. «Каҫар, аннеҫӗм! мӗншӗн пӗтеретӗн-ха тӳрӗ чунлӑ халӑха? Мӗн туса ҫилентерчӗҫ? Путсӗр тутар майлӑ пулнӑ-и эпир; хӑҫан та пулин турккӑсемпе килӗшрӗмӗр-и; ӗҫӗмӗрсемпе е шухӑшӑмӑрсемпе сана хирӗҫ пытӑмӑр-и? Мӗншӗн ун пекех ҫилентӗн? илтсеччӗ эпир, эс пирӗн енче пур ҫӗрте те крепостьсем тума хушнӑ тенине; кайран та илтрӗмӗр тата: пирӗннисене эс карабинер туса хурасшӑн, тет; халь ак тата темӗн те пӗр калаҫни илтӗнет. Мӗншӗн айӑплӑ-ха запорожецсен ҫарӗ? Сан ҫарна Перекоп урлӑ каҫма пулӑшса сан генералусене Крым ҫыннисене тураса тӑкма пулӑшнӑшӑн-и?..»

Потемкин шарламарӗ, вӑл аллинчи бриллианчӗсене пӗчӗкҫеҫ щёткӑпа тасаткалама тытӑнчӗ.

«Мӗн кирлӗ сире манран?» вӗсене ҫырлахтарас кӑмӑлӗ пур пек, ыйтрӗ Екатерина.

Запорожецсем пӗр-пӗрин ҫине тилмӗрсе пӑхса илчӗҫ.

«Халь ӗнтӗ вӑхӑт ҫитрӗ! Майра патша мӗн кирлӗ тесе ыйтать!» терӗ те тимӗрҫӗ хӑй тӗллӗн, ҫавӑнтах ҫӗре ӳкрӗ.

«Ваше величество патшаҫӑм, вӗлерме ан хушӑр, каҫарсамӑр! Ан ҫиленӗр те-ха, ырӑ кӑмӑллӑ патшаҫӑм, ыйтса пӗлнӗшӗн, пӗлесчӗ, мӗнрен тунӑ-ши сирӗн урӑрти пушмакӑрсене ? Ман шухӑшпа, нимле швец та, тӗнчери нихӑш патшалӑхра та ҫакӑн пек тума пултараймасть. Турӑҫӑм, ман арӑм та ҫакӑн пек пушмак тӑхӑнса ҫӳрес пулсан, мӗн пулӗччӗ-ши!»

Майра патша кулса ячӗ. Придворнӑйсем те кулса илчӗҫ. Потемкин пӗрре тарӑхнӑ пек пулчӗ, тепре кулса ячӗ. Запорожецсем тимӗрҫе чавсинчен тӗккелеме тытӑнчӗҫ; мӗн ку, ухмаха ермерӗ пулӗ-ҫке?

«Тӑр! — йӑвашшӑн каларӗ майра патша. — Санӑн ҫакӑн пек: пушмак туянас килетех пулсан, ӑна тума йывӑрах мар. Халех илсе килсе парӑр ӑна чи хаклӑ пушмак, ылтӑнлине! Чӑнах, ҫавӑн пек уҫҫӑн калаҫни мана пите килӗшрӗ! Акӑ сире! — терӗ вӑл ыттисенчен кӑшт аяккарах тӑракан мӑнтӑр, анчах та шуранка питлӗ ҫынна, ку ҫын придворнӑй марри унӑн хаклах мар тумӗнченех паллӑ, шапа хуранӗнчен тунӑ пысӑк тӳмесем лартса янӑ вӑл, — акӑ сирӗн ҫивӗч перо валли пархатарлӑ япала!»

«Эсир, ваше величество, ытлашши кӑмӑллӑ. Кун пек япала ҫинчен ҫырас пулсан, Лафонтенран кая мар пулмалла», терӗ, пуҫ тайса, перламутр тӳмеллӗ ҫын.

«Чӑннипех калатӑп сире: эпӗ халь те сирӗн «Бригадиршӑн» пӗтсех каятӑп. Тӗлӗнмелле аван вулатӑр эсир! Анчах сирӗн унта, — терӗ вӑл каллех запорожецсем еннелле ҫаврӑнса, — Сечӑра нихҫан та авланмаҫҫӗ тенине илтнӗччӗ эпӗ».

«Мӗнле апла, аннеҫӗм! Этеме, хӑвах пӗлетӗн, арӑмсӑр пурӑнма май килмест», терӗ запорожецсенчен пӗри. Ку леш хайхи, тимӗрҫӗпе калаҫаканни пулчӗ, вӑл, кӗнекере ҫырнӑ чӗлхепе ӑста калаҫма пӗлекенскер, майра патшапа, юриех тенӗ пек, мужик пек ялти чӗлхепе калаҫнине илтсен, тимӗрҫӗ тӗлӗнсех кайрӗ.

«Чее халӑх! — шухӑшларӗ вӑл хӑй ӑшӗнче. — Ахальтен мар апла калаҫать пуль вӑл».

«Эпир монахсем мар, — малалла каларӗ запорожец, — ҫылӑхлӑ ҫынсем. Тӗне кӗнӗ ытти ҫынсем пекех, типӗ тытма юратмастпӑр. Пирӗн хушӑра арӑмлисем нумай, анчах Сечӑра арӑмӗсене пӗрле усрамаҫҫӗ. Хӑшпӗрисен арӑмӗсем Польшӑра, теприсен — Украинӑра; хӑшӗ-пӑрин Турцире те арӑмӗсем пур».

Ҫак вӑхӑтра тимӗрҫе пушмак илсе килсе пачӗҫ.

«Тур ҫырлахтӑрах, мӗнле эрешлесе пӗтернӗ! — савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрса ячӗ вӑл, пушмаксене ярса илсе. — Ваше величество патшаҫӑм! Ҫакӑн пек пушмак тӑхӑнса ҫӳретӗр пулсан ӗнтӗ, ваше благородие, пӑр ҫине ярӑнма та ҫакӑн пеккипех ҫӳретӗр пуль… Пушмакӑр ҫакӑн пек те, урӑрсем мӗнле-ши? Ман шухӑшпа, тап-таса сахӑртан пулӗ вӗсем».

Майра патшан урисем чӑнах та чипер, ытарма ҫук илемлӗ пулнӑ-мӗн, ҫавӑнпа вӑл, ҫак ахаль тимӗрҫӗ, запорожец тумне тӑхӑннӑран ӗнтӗ, хурарах сӑнлӑ пулин те хитре пек курӑнаканскер, ҫапла каласа мухтанине илтсен, йӑл кулмасӑр чӑтса тӑраймарӗ.

Хӑйне ҫапла кӑмӑллӑ йышӑннине кура хӗпӗртенӗ тимӗрҫӗ майра патшаран темӗн те пӗр ҫинчен лайӑхрах ыйтса пӗлес тенӗччӗ: чӑнах-ши вӑл, патшасем пылпа сысна сали ҫеҫ ҫиеҫҫӗ тени, тата ытти те — анчах, запорожецсем хӑйне аякран тӗккелеме тытӑннине сиссен, чӗлхине чарма шут тытрӗ; майра патша стариксем еннелле ҫаврӑнса Сечӑра мӗнле пурӑнни ҫинчен, унти йӑласем ҫинчен ыйтса пӗлме пуҫласан вара, — вӑл кӑшт каярах чакрӗ те, кӗсйи патнелле пӗшкӗнсе: «Илсе тух мана кунтан хӑвӑртрах!» терӗ те, самантрах шлагбаум тулашне ҫитсе тӑчӗ.

«Шыва сикрӗ! Тупата, сикрӗ! ак: ҫак вырӑнтан тапранам мар, сикмерӗ пулсан!» ҫатӑлтатма тытӑнчӗ ткачӑн мӑнтӑр арӑмӗ, урам варринче, Диканькӑри хӗрарӑмсем хушшинче тӑраканскер.

«Мӗн эп, суеҫӗ-им? Камӑнне те пулин ӗне вӑрларӑм-им? Мӗн вара, мана ӗненмиех, кама та пулин куҫӑхтартӑм-им? — кӑшкӑрашма тытӑнчӗ пӗр хӗрлӗрех сӑмсаллӑ та козак сввтки тӑхӑнса янӑ хӗрарӑм, аллисемпе хӑлаҫланкаласа. — Ак, шыв ӗҫес килми пултӑр, эхер те ватӑ Переперчиха тимӗрҫӗ ҫакӑнса вилнине хӑй куҫӗпе курман пулсан!»

«Тимӗрҫӗ ҫакӑнса вилнӗ! ак сана!» терӗ те Чуб патӗнчен тухакан голова, чарӑнса тӑчӗ. Хӑй ҫав хушӑрах калаҫса тӑракансем хушшинелле хӗсӗнкелесе кӗчӗ.

«Эрех ӗҫес килми пултӑр, те луччӗ, ватсупнӑ, эрех пички! — терӗ лешне хирӗҫ ткач арӑмӗ. — Ухмаха ермелле, сан пек, ҫакӑнса вилес пулсан! шыва сикрӗ вӑл! вакка сиксе вилчӗ! Эс халь ҫеҫ хупах майри патӗнчен тухнине пӗлнӗ пекех пӗлетӗп эпӗ ӑна».

«Намӑссӑр! ав мӗнпе хур тӑвасшӑн эс мана! — тарӑхсах кайрӗ хӗрлӗрех сӑмсаллӑ хӗрарӑм. — Шарлас марччӗ хуть, путсӗр! Пӗлместӗп-им эп, ху патна кашни каҫах дьяк ҫӳренине».

Ткач арӑмӗ хӗрелсе кайрӗ.

«Мӗн дьяк? Кам патне дьяк? Мӗн суятӑн?»

«Дьяк? — юрланӑ чухнехи пек кӑшкӑрса ячӗ дьяк майри, тавлашаканнисем хушшинелле хӗсӗнсе кӗнӗ май. Хӑй вӑл ҫиелтен кӑвак пир пустарнӑ тӑлӑп тӑхӑнса янӑ. Мулкач тирӗнчен ҫӗлетнӗ тӑлӑп. — Кӑтартӑп эп ӑна дьяк! Кам каларӗ-ха ӑна, дьяк тесе?»

«Ак ҫакӑн патне ҫӳрет дьяк!» терӗ хӗрлӗрех сӑмсаллӑ хӗрарӑм, ткач арӑмӗ ҫинелле кӑтартса.

«Эс-и-ха апла вӑл, сучка, — терӗ дьяк майри, ткач арӑмӗ патнелле ҫывхарса: — эсӗ иккен-ха вӑл, тухатмӑш, темскерсем ӗҫтерсе ун пуҫне ҫавӑраканни, ху патна ҫӳретӗр тесе ӗҫтерен пулать».

«Хӑп ман ҫумран, эсреллӗ пуҫӗ!» терӗ ткач арӑмӗ… каялла чакса.

«Ха мӗн хӑтланать вӑл, ылханлӑ тухатмӑш, ача-пӑча ҫуратичченех вилӗм тивтӗр сана, путсӗре! тьфу!..» ҫапла каларӗ те дьяк майри, ткач арӑмне тӳрех куҫран сурчӗ.

Ткач арӑмӗ хӑй те ҫаплах тӑвасшӑнччӗ, анчах ун вырӑнне голован хырман сухалӗ ҫине сурчӗ. Голова, мӗн каласа ятлаҫнине лайӑхрах илтес тесе, тавлашаканнисем патнех пырса тӑнӑ-мӗн. «А, путсӗр хӗрарӑм!» кӑшкӑрса ячӗ голова, питне тумтир аркипе шӑлнӑ хушӑрах саламатне ҫӳлелле ҫӗклесе. Вӑл ҫапла хӑмсарса илнине кура пурте, ятлаҫа-ятлаҫах, унталла та кунталла саланса пӗтрӗҫ. «Пулать вӗт-ха путсӗр! — каллех ятлаҫса илчӗ вӑл, ҫаплах-ха питне шӑлкаласа. — Тимӗрҫӗ шыва сиксе вилчӗ эппин! Турӑҫӑм! Ӳкерчӗксем тума мӗнле ӑстаччӗ! Ҫӗҫӗсем, ҫурласем, плугсем мӗн пек чаплӑ тӑватчӗ! питӗ вӑйлӑччӗ тата! Ҫапла ҫав, — терӗ вӑл малалла, шухӑша кайса, — ун пек ҫынсем сахал ҫав пирен ялта. Ахальтен мар ҫав, михӗре ларнӑ чухнех асӑрхарӑм эп вӑл аплах маррине. Ак сана тимӗрҫӗ! Пурччӗ, халь ав, ҫук та! а эп хамӑн ула кӗсрене таканлаттарас тенӗччӗ!..» Ҫапла вара, чӑн тӗне ӗненекен ҫынӑн ырӑ шухӑшӗсене пуҫра тытса, голова хуллен килнелле утрӗ.

Ҫавӑн пек хыпарсене илтсен, Оксана нимӗнле мар пулса кайнӑ. Переперчиха хӑй куҫӗпе курнине те, хӗрарӑмсем сӳпӗлтетнине те ӗненсех кайман вӑл. Тимӗрҫӗ турра кӗл тума юратнине пӗлнӗ вӑл, ун пек йӗкӗт хӑйне хӑй пӗтерме хӑяс ҫук-ха, тенӗ. Анчах вӑл чӑнахах та ялтан ӗмӗрлӗхех тухса кайнӑ пулсан? Вара мӗн тумалла? Ытти ҫӗрте тимӗрҫӗ пек маттур йӗкӗт тупӑнайӗ-ши! Ҫав тери юрататчӗ вӗт-ха вӑл Оксанӑна! пуринчен те ытларах чӑтса ирттеретчӗ вӑл кутӑнланнине. Чиперкке хӗр хӑйӗн утиялӗ айӗнче ҫӗрӗпех сылтӑм аякӗ ҫинчен сулахайӗ ҫине, сулахайӗ ҫинчен сылтӑмми ҫине ҫаврӑнкаласа выртрӗ, — ниепле те ҫывӑрса каяймарӗ. Пӗрре вӑл хӑй ҫийӗнчи утиялне сирсе пӑрахать те ҫатта-ҫарамас тӑрса юлать, вара, ҫӗрлехи тӗттӗмре хӑйӗн ытарма ҫук чипер кӗлеткине хӑй те курмасӑр, хӑйне хӑй сасӑпах тенӗ пек ятлама тытӑнать. Е тата, ним ҫинчен те шухӑшлас мар-ха тесе, шӑпланса выртать — анчах хӑй пӗрмай шухӑшлать. Ҫунса та ӑшаланса выртать; ир еннепе вара вӑл тимӗрҫе чӑтма ҫук юратса пӑрахрӗ.

Вакула пӗтнӗ тенине илтсен, Чуб савӑнмарӗ те, хурланмарӗ те. Шухӑшӗ пӗрре унӑн: Солоха хӑйне улталанине ниепле те манаймасӑр, тӗлӗрсе выртнӑ хушӑра та вӑл ӑна ятлаҫма пӑрахмарӗ.

Ир те килсе ҫитрӗ. Чиркӳре халӑх лӑк тулли. Тул ҫутӑличченех пырса тулнӑ ҫынсем унта. Чиркӗве кӗнӗ ҫӗрте, алӑк патӗнче ватӑрах хӗрарӑмсем чунтан пуҫҫапса тӑраҫҫӗ. Шурӑ пуставран ҫӗлетнӗ свиткӑсемпе вӗсем, пуҫӗсем ҫинче шурӑ пӗркенчӗксем. Вӗсенчен маларахра дворян майрисем тӑраҫҫӗ. Хӑшӗсем симӗс е сарӑ кофта тӑхӑннӑ, теприсем авалхи кӑн-кӑвак тӗслӗ, кӗпесемпе, хыҫала хӗреслетсе ылтӑн тӗслӗ хӑюсем ҫӗленӗ. Хӗрсем иконостас патнерех тухса тӑма тӑрӑшаҫҫӗ. Кусен вара пуҫӗсем ҫинче лавккари пекех тӗрлӗ тӗслӗ хӑюсем, мӑйӗсенче кӗмӗл тенкӗсемпе хӗрессем, пӗчӗкҫӗ медаль пекрех пӑхӑр тенкӗсем лӑк тулли. Анчах пуринчен те маларахра дворянсемпе ахаль мужиксем тӑраҫҫӗ. Пурте уссиллӗ, чублӑ, тачка мӑйлӑ, тин ҫеҫ хырса якатнӑ янахлӑ, нумайӑшӗ пуставран ҫӗлетнӗ плащсемпе, плащ айӗнчен вара пӗрисен шурӑ, теприсен — кӑн-кӑвак тӗслӗ свитка курӑнса тӑрать. Ӑҫта пӑхсан та, сӑн-пичӗсенче пурин те праҫник палӑрать: голова, типӗ тытса пурӑннӑскер, халь ӗнтӗ умран юличченех: колбаса ҫиессе ӗмӗтленсе, тутисене ҫулакаласа тӑрать; хӗрсем йӗкӗтсемпе пӑр ҫине ярӑнма каясси ҫинчен шухӑшлаҫҫӗ; карчӑксем вара, нихҫанхинчен те ытлӑрах тӑрӑшса, пӑшӑлтатса кӗлтӑваҫҫӗ.

Свербыгуз козак ӳксе пуҫҫапни вара пӗтӗм чиркӳре илтӗнсе тӑрать.

Пӗртен-пӗр Оксана ҫеҫ нимӗнле мар тӑрать. Пуҫҫапать те пуҫҫапмасть те вӑл. Чӗринче ун тем чухлӗ туйӑм, тем тӗрлӗ туйӑм, пӗринчен-пӗри ытларах кӑмӑла хуҫать, пӗри тепринчен салхуллӑрах, ӑшӗ вӑркани вара сӑнран пӑхсах паллӑ: куҫӗсенче куҫҫуль тумламӗсем чӗтренсе тӑраҫҫӗ. Хӗрсем вӑл мӗншӗн ҫапла пӑлханнине ӑнланса илме пултарайман, шухӑшлайман та вӗсем Оксана тимӗрҫӗ пирки ҫапла асапланма пултарасса.

Анчах тимӗрҫӗ пирки шухӑшлаканни Оксана ҫеҫ пулман. Ял ҫыннисем пурте асӑрхарӗҫ: праҫник те темле — праҫник пек мар; темскер ҫитмен пек туйӑнать. Ҫитменнине тата, инкеке тенӗ пекех, дьякӑн, михӗре ларса ҫӳрени хыҫҫӑн, сасси пӗтсе ларнӑ та аран ҫеҫ чӗтренсе тухать; чӑн та ӗнтӗ, таҫтан килнӗ юрӑҫӑ баспа аванах юрлать, анчах тимӗрҫӗ пулнӑ пулсан, ӑҫта ӗнтӗ унта, темиҫе хут лайӑхрах пулӗччӗ, вӑл вӗт, «Отче наши» е «Иже-херувими» юрлама пуҫласан, клирос ҫине хӑпарса тӑратчӗ те, Полтавӑри чиркӳсенче юрланӑ пекех чаплӑ юрлатчӗ. Ҫав хушӑрах тата вӑл чиркӳ старости ӗҫне те пӗр-пӗччен туса пыратчӗ. Ирхи кӗлӗрен те тухрӗҫ ӗнтӗ; ирхи кӗлӗ хыҫҫӑн кӑнтӑрлахи те иртсе кайрӗ… ӑҫта кайса ҫухалчӗ-ха, чӑнах, вӑл тимӗрҫӗ?

Малтанхинчен те хытӑрах вӗҫтерсе пырать ӗнтӗ хӑй ҫине тимӗрҫӗ утлантарса лартнӑ шуйттан. Вакула самантрах хӑй килӗ тӗлне ҫитсе ӳкрӗ. Ҫак самантра автан авӑтса ячӗ.

«Ӑҫталла эс? — кӑшкӑрса ячӗ вӑл, тарма хатӗрленнӗ шуйттана хӳринчен ҫавӑрса тытса. — Чим-ха, тусӑм, пӗтӗмпех мар-ха: эп сана тав туман».

Ҫак самантра вӑл, ҫапӑ илчӗ те, лешне виҫӗ хутчен туртса ҫапрӗ, мӗскӗн шуйттан вара, заседатель тин ҫеҫ хулӑпа ӑшаласа янӑ мужик пек, тапса сикрӗ. Ҫапла вара, ҫынсене илӗртсе те улталаса ухмаха тӑратса хӑварас вырӑнне, этем йӑхӗн тӑшманӗ хӑй ухмаха тӑрса юлчӗ.

Ҫакӑн хыҫҫӑн Вакула ҫенӗке кӗчӗ те, утӑ ӑшне кӗрсе выртса, кӑнтӑрлачченех ҫывӑрчӗ. Вӑрансан, хӗвел ӗнтӗ ҫӳле хӑпарнине кура, вӑл хӑраса ӳкрӗ: «Ирхи кӗлӗрен те, кӑнтӑрлахинчен те ҫывӑрса юлнӑ иккен эпӗ!»

Турӑ шутлӑ тимӗрҫӗ кулянма тытӑнчӗ, турӑ мана юриех, хама хам пӗтерсе ҫылӑха кӗме шут тытнӑшӑн ҫиленсе, ыйхӑ ярса пачӗ пуль, хытӑ ҫывратса ярса, паянхи чаплӑ праҫникре чиркӗве каймалла мар турӗ пуль, тесе шухӑшларӗ вӑл. Анчах хӑйне хӑй лӑплантарчӗ вӑл, ҫитес эрнерех пуп патне каятӑп та йӑлтах каласа паратӑп, паянтан пуҫласа ҫулталӑк вӗҫленичченех, кашни кунах аллӑшар хут ӳксе пуҫҫапатӑп, терӗ. Ҫапла лӑпланнӑ хыҫҫӑн вӑл пӳрте кӗрсе пӑхрӗ; анчах унта никам та ҫук. Солоха халь те таврӑнман пулмалла-ха.

Хуллен, асӑрханса, хӗвӗнчен пушмакӗсене кӑларчӗ те каллех тӗлӗнсе кайрӗ вӑл: ытла чаплӑ, мӗнле тума пӗлнӗ-ши? Иртнӗ каҫ пулса иртнинчен те хытӑ тӗлӗнчӗ; ҫӑвӑнчӗ, мӗн май килнӗ таран лайӑхрах тумланчӗ, хайхи леш, запорожецсенчен илнӗ тумтирне тӑхӑнчӗ, арчаран вил путек тирӗнчен решетиловкӑра ҫӗлетнӗ кӑн-кӑвак тӳпеллӗ ҫӗнӗ ҫӗлӗкне кӑларчӗ, Полтавӑра пурӑннӑ чух туяннӑранпа та тӑхӑнманччӗ-ха вӑл ӑна, тӗрлӗ тӗслӗ йӑрӑм-йӑрӑмлӑ пиҫиххине те кӑларчӗ; ҫаксене пурне те саламачӗпе пӗрле тутӑрпа чӗркерӗ те вара, тӳрех Чуб патне тухса утрӗ.

Тимӗрҫӗ хӑй патне кӗрсен, Чуб куҫ-пуҫне чарсах пӑрахрӗ, мӗнрен тӗлӗнмеллине те пӗлеймерӗ: мӗнрен тӗлӗнмелле-ши? тимӗрҫӗ чӗрӗлсе тӑнинчен-и, е тимӗрҫӗ ун патне хӑйса пынинчен, е тата вӑл ҫав тери шукӑль, чӑн-чӗн запорожец пек тумланнинчен-и? Анчах Вакула тутӑрне салтса хӑй умне халиччен ялта пулман вӗр-ҫӗнӗ ҫӗлӗкпе пиҫиххи кӑларса хурсан вӑл пушшех тӗлӗнсе кайрӗ. Тимӗрҫӗ ун умне чӗркуҫленчӗ те йӑлӑнма тытӑнчӗ: «Каҫар, батько! ан ҫилен! акӑ сана саламат; хӗне, мӗн чухлӗ хӗнес килнӗ таран, хамах парӑнатӑп: пуриншӗн те ӳкӗнетӗп; хӗне, ан ҫилен анчах! эс тахҫан ман ҫӗр айӗнче выртакан аттепе тӑван пек пурӑннӑ вӗт-ха, ҫӑкӑр-тӑвар пӗрле ҫинӗ, магарычне те пӗрле ӗҫнӗ».

Хӑй умӗнче тимӗрҫӗ выртнине Чуб вӑрттӑн хӗпӗртесе пӑхса ларчӗ. Сӑлтавӗ те пур ҫав: ялта никама пӑхӑнман тимӗрҫӗ, вунҫичӗ пуслӑх пӑхӑр укҫапа лаша таканӗсене ним мар, юхма икерчӗ авкаланӑ пек, авма пултаракан тимӗрҫӗ ун умӗнче выртать. Хӑйне ун куҫӗнче тата ытларах ӳкерес мар тесе, Чуб саламатне ярса тытрӗ те ӑна ҫурӑм тӑрӑх виҫӗ хутчен туртса ҫапрӗ. «Ҫитӗ ӗнтӗ сана, тӑр! ваттисене яланах» итле! Манар хамӑр хушӑмӑрта пулни-иртнине! Ну, халь, кала ӗнтӗ, мӗн кирлӗ сана?»

«Оксанӑна качча пар мана, батько!»

Чуб кӑштах шухӑшларӗ те ҫӗлӗкӗпе пиҫиххи ҫине пӑхса илчӗ: ҫӗлӗкӗ тӗлӗнмелле чаплӑ, пиҫиххийӗ те унран каях мар вара, Солоха хӑйне улталанине аса илчӗ те татсах каларӗ: «юрӗ! евчӗсем яр!»

«Ай!» кӑшкӑрса ячӗ Оксана, алӑк урлӑ каҫса тимӗрҫе курсанах, тӗлӗннипе те савӑннипе, ун ҫине тинкерсе пӑхрӗ.

«Пӑх-ха, мӗнле пушмак илсе килтӗм эп сана валли! — терӗ Вакула. — Майра патша тӑхӑнса ҫӳрекенни».

«Ҫук! ҫук, пушмак кирлӗ мар мана! — терӗ вӑл аллисемпе сулкаласа, ун ҫинчен куҫне илеймесӗр. — Эпӗ пушмаксӑр та…» малаллине каласа пӗтереймерӗ вӑл, хӗрелсе кайрӗ.

Тимӗрҫӗ ҫывӑхрах пычӗ, ӑна аллинчен тытрӗ; чипер хӗр пуҫне пӗкрӗ. Хальхи пек нихҫан та чипер пулманччӗ-ха вӑл. Чунтан хӗпӗртенӗ тимӗрҫӗ ӑна хуллен чуптуса илчӗ, вара унӑн сӑн-пичӗ пушшех хӗрелчӗ те вӑл татах чиперленсе кайрӗ.

Ырӑ шухӑшпа асӑнма тивӗҫ архирей пӗррехинче Диканька витӗр тухса кайнӑччӗ, вӑл ял ларнӑ вырӑна мухтарӗ, урампа пынӑ чух ҫӗнӗ пӳрт умӗнче чарӑнса тӑчӗ.

«Кам пӳрчӗ вара ку, ҫав териех сӑрласа та эрешлесе пӗтернӗскер?» ыйтрӗ вӑл алӑк патӗнче аллине ача тытса тӑракан чипер хӗрарӑмран.

«Вакула тимӗрҫӗн!..» терӗ ӑна Оксана, пуҫ тайса, мӗншӗн тесен ку хӗрарӑм чӑнах та вӑл пулнӑ.

«Аван! питӗ ӑста тунӑ!» терӗ архиерей, алӑксемпе чӳречесем ҫине пӑхса. Чӳречисене йӗри-тавра хӗрлӗ сӑрпа сӑрланӑ; алӑкӗсем ҫине вара юланутпа пыракан чӗлӗм хыпнӑ козаксене ӳкерсе лартнӑ.

Анчах Вакула чиркӳре кӗлтуса ҫылӑх каҫарттарнине, чиркӳн сулахай енчи клиросне пӗтӗмӗшпех, укҫасӑр, симӗс сӑрпа сӑрласа панине тата унта хӗрлӗ чечексем ӳкернине пӗлсен, архиерей ӑна тата ытларах мухтарӗ. Анчах ку пӗтӗмӗшпех мар-ха: чиркӗве кӗрсенех, хӑрах айккинчи стена ҫине Вакула тамӑкри шуйттан сӑнне ӳкерсе хунӑ. Ытла ирсӗр вӑл, ун патӗнчен иртсе каймассерен, пурте ун ҫине сура-сура хӑвараҫҫӗ; хӗрарӑмсем вара, алӑри ачи макӑрма тытӑнсанах, ӑна ҫав картина патне илсе пыраҫҫӗ те: пӑх ав, мӗнле ӳкерсе хунӑ! — теҫҫӗ, ачи вара, куҫҫульне чарсах, картина ҫине хӑяккӑн пӑхса, амӑш кӑкри ҫумне лӑпчӑнать.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех