Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XX

Пай: Лӑпкӑ Дон. 2-мӗш кӗнеке –> Пиллӗкмӗш пайӗ

Автор: Аркадий Малов

Ҫӑлкуҫ: Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хушнӑ: 2020.03.13 19:23

Пуплевӗш: 156; Сӑмах: 1471

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Март уйӑхӗнче Бунчука Дон ревкомӗ ҫумӗнчи ҫарпа революци трибуналне ӗҫлеме ячӗҫ. Ҫӳллӗ, тӗксӗм ҫутӑ куҫлӑ, ӗҫпе тата темиҫе каҫ йӗркеллӗ ҫывӑрманнипе туртӑнса хытӑрканӑ председатель ӑна хӑйӗн ӗҫ пӳлӗмӗнчи чӳрече патне ҫавӑтса пычӗ, калаҫнӑ хушӑра алла ҫыхмалли сехетне пӗр вӗҫӗм шӑлкаласа тӑчӗ (вӑл ларӑва кайма васкарӗ):

— Хӑш ҫултанпа партире? Аха, аван. Ҫапла вара эсӗ пирӗн комендант пулатӑн. Иртнӗ каҫ унчченхи коменданта «Духонин штабне» ӑсатмалла пулчӗ… взятка илнӗшӗн. Тӳрленме пултарайман садист, киревсӗр, путсӗр этем пулсаччӗ, — пире ун пеккисем кирлӗ мар: ку таса ӗҫ мар, анчах унта та хӑвӑн парти умӗнчи ответлӑха тӗрӗс-тӗкел упрас пулать. Эсӗ мана тӗрӗс ӑнлан… — унтан вӑл сӑмахӗсене татса каларӗ:  — Этемлӗх туйӑмне ҫухатмалла мар.

Эпир ӗҫшӗн кирлӗ пулнӑран контрреволюционерсене пере-пере вӗлеретпӗр, анчах унран цирк тӑвас пулмасть. Ӑнлантӑн пулӗ мана? Апла аван эппин… халӗ каях, йышӑн ӗҫсене.

Хӗрлӗ гвардеецсен вун ултӑ ҫынлӑ командипе ҫав каҫах Бунчук ҫур ҫӗр тӗлӗнче, хуларан виҫӗ ҫухрӑмра, приговор тӑрӑх вӗлермелле тунӑ пилӗк ҫынна персе пӑрахрӗ. Вӗсенчен иккӗшӗ Гниловски станица казакӗсем пулчӗҫ — ыттисем Ростовран.

Вӗлермелле приговор йышӑннӑ ҫынсене кашни каҫ, ҫур ҫӗр тӗлӗнче, грузовой автомобильпе хула хыҫне лартса тухрӗҫ, хыпалансах шӑтӑксем алтрӗҫ, ҫак ӗҫе персе пӑрахмалла тунисемпе пӗрле хӑш-пӗр хӗрлӗ гвардеецсем те хутшӑнчӗҫ. Бунчук хӗрлӗ гвардеецсене строя йӗркелесе тӑратрӗ, сӑмахсене пыр тӗпӗпе вӑрӑммӑн янӑратса, наганӗпе сулчӗ:

— По врагам революции… пли!..

Пӗр эрне хушшинче вӑл, ҫӳхе ҫӗр сийӗпе витӗннӗ пек, хуралса, имшерленсе кайрӗ. Куҫӗсем хӑрушла путса кӗчӗҫ, ҫилӗллӗн туртӑнса чӗтрекен куҫ хупанкисем айӗнче салху ҫутӑ палӑрса тӑчӗ. Анна ӑна ҫӗрлесенче ҫеҫ курма пултарчӗ. Вӑл халӗ ревкомра ӗҫлерӗ, киле питӗ кая юлса таврӑнакан пулчӗ, анчах ҫапах та Бунчук, хӑй таврӑннине систерсе, кантӑкран шакканине яланах ҫывӑрмасӑр кӗтсе илчӗ.

Пӗррехинче Бунчук, ытти чухнехи пекех, ҫурҫӗр иртсен тин киле таврӑнчӗ. Анна ӑна алӑк уҫса кӗртрӗ те ыйтрӗ:

— Ҫиетӗн-и апат?

Бунчук хирӗҫ шарламарӗ: ӳсӗр ҫын пек тайкаланса, хӑй пӳлӗмне кӗчӗ те ҫаплах — шинельне те, аттипе ҫӗлӗкне те хывманнипех — кравать ҫине тӳнсе кайрӗ. Анна ун патне пырса питӗнчен тинкерсе пӑхрӗ: Бунчук куҫӗсене хӗстернӗ, йӗрсе пӑрахнӑ тӗреклӗ шӑлӗсем хушшинче сурчӑк кӑпӑкланса йӑлтӑртатать; тиф хыҫҫӑн тӑкӑнса сайралнӑ ҫӳҫӗ ҫамки урлӑ йӗпен пайӑркаланса усӑннӑ.

Анна ун ҫумне пырса ларчӗ. Унӑн чӗри ӑна хӗрхеннипе тата уншӑн куляннипе сурса ыратрӗ.

— Сана йывӑр-им, Илья? — ыйтрӗ вӑл, хуллен пӑшӑлтатса.

Бунчук унӑн аллине хӗскӗчлесе пӑчӑртарӗ, шӑлӗсене кӑчӑртаттарчӗ, стена еннелле ҫаврӑнса выртрӗ. Ҫаплах, сӑмах хушмасӑрах ҫывӑрса кайрӗ вӑл: тӗлӗкре уҫӑмсӑррӑн та мӗскӗннӗн темскер мӑкӑртатрӗ, тӑрса ларма пикенчӗ. Вӑл ҫурма уҫӑ куҫӗсене ҫӳлелле чарса хунипех ҫывӑрать, куҫ хупаххисен айӗпе ҫаврака куҫ шӑрҫисен сарӑ ҫути юнӑхса палӑрать. Ҫакна сехӗрленсе асӑрхарӗ Анна, асӑрхарӗ те — мӗнтен хӑраса кайнине хӑй те ӑнланмасӑр — пӗтӗм ҫан-ҫурӑмӗпе чӗтренсе илчӗ.

— Пӑрахса кай унтан! — тархасларӗ ӑна ирхине. — Эппин хӑть, фронта кай эсӗ! Этем сӑнӗ те юлман сан, Илья! Пӗтетӗн ку ӗҫре.

— Чарӑн!.. — кӑшкӑрса пӑрахрӗ ӑна Бунчук, урса кайнипе тӗссӗрленнӗ куҫӗсене мӗкӗлтеттерсе.

— Ан кӑшкӑр эсӗ. Мӗн, кӳрентертӗм-и сана? Бунчук, кӑкӑрӗнче тӑвӑлса капланнӑ ҫиллине кӑшкӑрса кӑларса янӑ евӗр, тӳрех йӑвашланса кайрӗ. Ывӑҫ тупанӗсем ҫине ӗшенчӗклӗн пӑхса илсе, сӳрӗккӗн каласа хучӗ:

— Этем каяшӗсене ҫут тӗнчерен тасатасси — ирсӗр ӗҫ. Вӗсене персе пӑрахасси, кур акӑ, сывлӑхпа чун-чӗрешӗн сиенлӗ… Пӑх-халӗ епле… — Вӑл пуҫласа Анна умӗнче ирсӗррӗн вӑрҫса илчӗ. — Вараланчӑк ӗҫе е ухмахсемпе тискер чӗрчунсем е фанатиксем кӑяҫҫӗ имӗш. Ҫапла-и? Кашниннех чечеклӗ садра ярӑнса утса ҫӳрес килет, анчах — мур илсе кайман! — ҫав чечексемпе йывӑҫсене лартас умӗн ҫӳп-ҫапне те тасатмалла-ҫке-ха! Ҫӗре ҫемҫетес пулать! Тислӗкпе варалас пулать алла! — терӗ вӑл Анна, аяккалла ҫаврӑнса, шӑпӑрт тӑнине пӑхмасӑрах. — Шӑршлӑ ҫӳп-ҫапа пӗтерес пулать, анчах ҫав ӗҫрен йӗрӗнсе тӑраҫҫӗ!.. — чышкипе сӗтеле кӑрслаттарса, юнӑхнӑ куҫӗсене хӑвӑрт-хӑвӑрт мӑчлаттарса, хытах кӑшкӑрса ячӗ хальхинче Бунчук.

Пӳлӗме Анна амӑшӗ уҫса пӑхрӗ те, Бунчук, хӑйне алла илсе, хуллентерех калаҫма пуҫларӗ:

— Каймастӑп ку ӗҫрен! Хам кунта усӑ кӳнине эпӗ туятӑп, лайӑх туйса тӑратӑп! Йӑх-яхсене тасататӑп! Тӑпра кӑпӑшка пултӑр тесе, ҫӗре ҫемҫететӗп! Пулӑхлӑ пултӑр! Хӑҫан та пулин, тен, ун тӑрӑх телейлӗ ҫынсем утса ҫӳрӗҫ… Тен, ман пӗчӗк ывӑлӑм утса ҫӳрӗ, халӗ ҫукки… — Вӑл, хӑйӑлтатса, салхуллӑн кулса илчӗ. — Ҫав ҫӗленсене… сӑвӑссене… мӗн чухлӗ пере-пере пӑрахмарӑм пулӗ эпӗ… Сӑвӑс — ҫавӑн пек кӑпшанкӑ вӑл, ӳт ӑшне кӗрсе ларать те юн ӗмме пуҫлать! Пӗр вуннӑшне хамах, ҫак аллӑсемпе пуҫтартӑм… — Бунчук хура ҫӑмлӑ, хӑлатӑнни пек шултра чӗрнеллӗ аллисене чӑмӑртаса малалла кӑнтарса кӑтартрӗ, унтан чӗркуҫҫийӗ ҫине усрӗ те пӑшӑлтатса каларӗ:  — Пӗр тесен — пултӑр! Ҫунас-тӑк — хӗм сирпӗнсе тӑтӑр, мӑкӑрланса выртма кирлӗ те мар… Чӑнах та, ывӑнса ҫитрӗм эпӗ… Тепӗртак тытӑнса тӑратӑп та фронта каятӑп… Эсӗ ӑна тӗрӗс калатӑн…

— Фронта е урӑх ӗҫе кай… — шӑппӑн каларӗ Анна шӑпӑрт итлесе тӑнӑ хыҫҫӑн. — Кай унтан, Илья, ахаллӗн… мӑкӑлтанса юлатӑн эсӗ.

Бунчук, ӑна хирӗҫ тӳртӗн ҫаврӑнса тӑрса, пӳрнисемпе чӳрече кантӑкне тӑкӑртаттарса илчӗ.

— Ҫук, ҫирӗп-ха эпӗ… Эсӗ тимӗртен тунӑ ҫынсем пур тесе ан шутла. Пире пурсӑмӑра та пӗрешкел япаларан шӑратса янӑ… Вӑрҫӑра хӑраман ҫынсем ҫук, ҫавнашкалах ҫынсене вӗлернӗ хыҫҫӑн ҫавна манса каякансем… кӑмӑлпа ӑс енчен сусӑрланмасӑр юлакансем каллех ҫук. Анчах манӑн чӗре леш пакунлӑ харам пырсемшӗн мар ыратать. Вӗсем, санпа иксӗмӗр пекех, — хӑйсем мӗн тунине ӑнланакан ҫынсем. Ӗнер акӑ тӑхӑр ҫын шутӗнче виҫӗ казака… хура ӗҫпе пурӑннӑскерсенех… персе вӗлермелле пулчӗ. Пӗрне эпӗ салтма тесе тӑтӑм та… — Бунчук сӑсси, вӑл таҫта инҫете-инҫете кайса пынӑ пек, шӑппӑн та уҫӑмсӑррӑн илтӗнчӗ. — Аллине сӗртӗнтӗм: вӑл атӑ кӗли пек… хытӑ… Пӗтӗмпех пирчесе, мӑкӑлленсе ларнӑ… Ал тупанӗ хура, ҫурхаланса пӗтнӗ… йӑлт кӗсӗнленсе… тӗмескеленсе ларнӑ… Эппин каям эпӗ, — калаҫӑва сасартӑк татрӗ те вӑл хӗлӗхрен явнӑ мӑйкӑч пӑвнӑ пек тӑвӑнса килнӗ пырне Анна сисиччен йӑваласа илчӗ.

Вӑл, аттине тӑхӑнса, пӗр стакан сӗт ӗҫрӗ, кайма тухрӗ. Коридора тухсан, ӑна Анна хӑваласа ҫитрӗ. Вӑл унӑн тӗреклӗ аллине чылайччен хӑйӗн аллинче тытса тӑчӗ, унтан ӑна хӗрелсе кайнӑ вӗри пичӗ ҫумне чӑмӑртаса, картишне чупса тухрӗ.

* * *

Ҫанталӑк ашӑтнӑ. Шавлӑ ҫуркунне Азов енчен Дон пырнелле кӗрсе кайма талпӑнать. Гайдамаксемпе нимӗҫсем хӗссе килнипе Украинӑри Хӗрлӗ гварди отрячӗсем март вӗҫӗнче Ростова пырса кӗме пуҫлаҫҫӗ. Хулара ҫынсене вӗлересси, вӑрӑ-хурахла ҫаратасси, сӗмсӗр реквизици тапранса каять. Ревкомӑн уйрӑмах пӑсӑлса кайнӑ хӑш-пӗр отрядсенчен хӗҫ-пӑшалсене тыта-тыта илме тивет. Ҫак ӗҫ тытӑҫусемпе перкелешӳсемсӗр иртмест. Новочеркасск ҫывӑхӗнче казаксем хускалма пуҫлаҫҫӗ. Станицӑсенчи казаксемпе казак маррисен хушшинчи хирӗҫӳ март уйӑхӗнче, тирек ҫинчи папкасем пек, кӳпчесе ҫитет; вырӑнӗ-вырӑнӗпе пӑлхавсем хыпса илеҫҫӗ, контрреволюцилле каварсем палӑраҫҫӗ. Ростов хули талпӑнса тӑракан тулли пурнӑҫпах вӗресе тӑрать-ха. Каҫсерен Аслӑ Сад урамӗ тӑрӑх салтаксем, матроссем, рабочисем кумса ҫӳреҫҫӗ. Митингсем тӑваҫҫӗ, хӗвел ҫаврӑнӑш шӗкӗлчеҫҫӗ, тротуарсен хӗрринчи шыв канавӗсем ҫине сура-сура пӑрахаҫҫӗ, хула майрисемпе йӑпанаҫҫӗ. Ҫавнашкалах, унчченхи пекех, ӗҫлеҫҫӗ, апат ҫиеҫҫӗ, ӗҫеҫҫӗ, ҫывӑраҫҫӗ, вилеҫҫӗ, ҫуратаҫҫӗ, юратаҫҫӗ, кураймаҫҫӗ, тинӗс енчен варкӑшса килекен тӑварлӑ сывлӑшпа сывлаҫҫӗ, пысӑк тата вак-тӗвек ӗмӗт-шухӑшсемпе ҫуйкӑнланса пурӑнаҫҫӗ. Асар-писер аслатиллӗ, тӑвӑллӑ кунсем Ростов ҫине тӳррӗн ҫывхарса килеҫҫӗ. Таврара юртан тасалнӑ хура тӑпра шӑрши, ҫывӑх ҫапӑҫусенчи юн шӑрши сарӑлнӑ.

Ҫурхи хӗвелпе шӑранса тӑракан ҫавнашкал пӗр янкӑр уяр кун Бунчук киле ытти чухнехинчен иртерех таврӑнчӗ те, Аннӑна килте курса, тӗлӗнсе кайрӗ.

— Эсӗ ялан кая юлса таврӑнаттӑн-ҫке. Паян мӗн ирех килтӗн?

— Эпе чирлӗ пӑртак.

Анна ун хыҫҫӑн пӳлӗме кӗчӗ. Бунчук, тумтирне хывса ҫакса, савӑнӑҫлӑ кулӑпа чӗтренсе каларӗ:

— Аня, паянтан эпӗ тек трибуналта ӗҫлеместӗп.

— Чӑнах-и? Сана тата ӑҫта яраҫҫӗ?

— Ревкома. Паян Кривошлыковпа калаҫрӑм. Мана вӑл ӑҫта та пулин округа яма пулчӗ.

Вӗсем каҫхи апат пӗрле ларса ҫирӗҫ. Бунчук ҫывӑрма выртрӗ. Хумханса ӳкнӗскер, чылайччен тӗлӗрсе каяймарӗ вӑл, пӗр вӗҫӗм чӗлӗм туртрӗ, хытӑ тӳшек ҫинче йӑшаланчӗ, хаваслӑн хашлата-хашлата сывларӗ. Трибуналта тепӗртак ӗҫлес пулсанах чӑтӑмлахӗ пӗтсе ҫитессе, вӑйран ӳкессе сиссе, унтан вӑл хӗпӗртесех тухса кайрӗ. Алӑк ҫемҫен чӗриклетсе уҫӑлнӑ тӗле вӑл тӑваттӑмӗш пирус туртса ячӗ ӗнтӗ. Пуҫне ҫӗклесе пӑхрӗ те — Аннӑна курчӗ. Хӗр ҫарран, аялти кӗпе вӗҫҫӗн алӑкран шӑвӑнса кӗчӗ, шӑппӑн утса, Бунчук кравачӗ патне пырса тӑчӗ. Чӳрече хушшинчи ансӑр ҫурӑкран унӑн ҫара хулпуҫҫийӗн ҫаврашки ҫине ҫӗрлехи уйӑхӑн симӗс ҫути ӳкрӗ. Анна кӑштах пӗшкӗнчӗ, ӑшӑ аллине Бунчук тути ҫине хучӗ.

— Шуҫ кӑштах. Шӑпӑрт эс…

Вӑл юнашар выртрӗ, ҫамки ҫине иҫӗм ҫырли ҫупкӑмӗ пек йывӑррӑн усӑнса аннӑ ҫӳҫ пайӑркине чӑтӑмсӑррӑн сирчӗ те, кӑвакрах вут ҫути пек тӗтреленекен куҫне йӑлкӑштарса, тӳрккесреххӗн, халтан кайнӑ пек, пӑшӑлтатса каларӗ:

— Паян-ыранах эпӗ сансӑр юлма пултаратӑп… Ман сана пӗтӗм чун хавалӗпе савса ачашлас килет! — Унтан, хӑйӗн хӑюлӑхӗнчен хӑй хӑраса, чӗтренсе илчӗ:  — Ну, хӑвӑрт эсӗ!

Бунчук ӑна ыталаса чуп турӗ; унтан, пӗтӗм ӑс-тӑна пырса ҫапнӑ хӑрушӑ намӑса ниҫта шӑнӑҫтараймасӑр, чӑтма ҫук сехӗрленсе ӳксе, хӑй пултарайманнине сиссе илчӗ.

Унӑн пуҫӗ чӗтреме тытӑнчӗ, пӗтӗм пит-куҫӗ асаплӑн тӗлкӗшсе ҫунчӗ. Анна ӑна хӑй ҫумӗнчен ҫилӗллӗн тӗртсе ячӗ те йӗрӗнчӗклӗн ыйтрӗ, курайманлӑх тӑвӑлтарса янӑ сасӑпа пӳлӗнсе пӑшӑлтатрӗ:

— Эсӗ мӗн… вӑйсӑр-и эс? Е… чирлӗ?.. О-о-о, мӗн тери ирсӗр! Кай, ан тив мана!

Бунчук унӑн пӳрнисене пӑчӑртаса хуллен шӑтӑртаттарчӗ, чарса пӑрахнӑ, тӑшманла пӑхакан тӗссӗр хура куҫӗсенчен вичкӗннӗн шӑтарса тинкерчӗ, пуҫне шалкӑм ҫапнӑ пек чӗтрентерсе, тытӑнчӑклӑн ыйтрӗ:

— Мӗншӗн? Мӗншӗн айӑплатӑн? Ҫаплах, пӗтӗмпех ҫунса пӗтнӗ эпӗ!.. Ҫавна та пултараймастӑп ак… Чирлӗ мар… ӑнлан эсӗ, ӑнлан! Пушанса юлнӑ эпӗ… А-а-а-а…

Вӑл, шӑппӑн ӗнӗрлесе илсе, кравать ҫинчен сиксе тӑчӗ те чӗлӗм чӗртсе ячӗ. Чылайччен, такам хӗнесе пӗтернӗ пек, чӳрече уменче пӗкӗрӗлсе тӑчӗ.

Анна, кравать ҫинчен тӑрса, ӑна шӑппӑн пырса ыталарӗ те ҫамкинчен тӑван амӑшӗ пек лӑпкӑн чуп туса илчӗ.

Тепӗр эрнерен Анна, вут пек хӗрелсе кайнӑ питне ун алли айне пытарса, хӑех йышӑнчӗ:

— …Маларах чупса пӗтнӗ пулӗ тенӗччӗ. Пӗлмен эпӗ сана ӗҫ пушатса хӑварнине.

Ҫакӑн хыҫҫӑн Бунчук юратнӑ тусӗ хӑйне чунтан савса ачашланине ҫеҫ мар, вӑл хӑйӗншӗн тӑван амӑшӗ пек ӑшшӑн, ырӑ кӑмӑллӑн тӑрӑшнине те ҫывӑхран туйса пурӑнчӗ.

Ӑна провинцие ямарӗҫ. Подтелков ҫине тӑнипе ӗҫлеме Ростоврах юлчӗ; Ҫак вӑхӑтра Дон ревкомӗнчи ӗҫсем урӑм-сурӑммӑн вӗресе тӑчӗҫ, Советсен облаҫри съездне кӗтрӗҫ, Донӑн тепӗр енче пуҫ ҫӗкленӗ контрреволюцие хирӗҫ кӗрешме хатӗрленчӗҫ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех