Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: IV

Пай: Крейцер сонати

Автор: Ваҫлей Игнатьев

Ҫӑлкуҫ: Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Хушнӑ: 2020.01.20 04:54

Пуплевӗш: 62; Сӑмах: 793

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

— Ҫапла, ман пек асап, хӗн курса ирттернӗ хыҫҫӑн кӑна, ҫакна пула ҫеҫ эпӗ тӗп япалана ӑнланса илтӗм, мӗн пулса тухассине ӑнлантӑм, ҫавӑнпа вара мӗн пуррин пӗтӗм хӑрушлӑхне куртӑм.

Ирӗк парӑр, эпӗ сире хампа пулса иртнӗ ӗҫ хӑҫан тата мӗнле пуҫланнине каласа парам. Ку вӑл эпӗ вунултӑ ҫулсенче чухне пуҫланчӗ. Ҫакӑ вӑл эпӗ гимназире, ман пичче пӗрремӗш курс студенчӗ чухне пулса иртрӗ. Эпӗ хӗрарӑмсене пӗлместӗмччӗ-ха, анчах, хам йышши ытти ачасем пекех, айӑпсӑр марччӗ: ытти ачасене пула эпӗ аскӑнланса пӑсӑлнӑранпа ҫулталӑк иртнӗччӗ ӗнтӗ, хӗрарӑм, мӗнле те пулин хӗрарӑм мар, кирек мӗнле хӗрарӑм та, вӑл, илӗртӳллӗн курӑнакан темле япала, хӗрарӑмӑн ҫара ӳчӗ, мана асаплантаратчӗ. Эпӗ ҫын ҫук тӗлте пӗччен юлас пулсан, хамӑн тасалӑха упраймастӑм. Пирӗн ачасен 0,99 пайӗ мӗнле асапланать, эпӗ те ҫавӑн пекех асапланаттӑм. Манӑн кас-кас сехре хӑпса тухатчӗ, эпӗ хамран хам хӗн кураттӑм, эпӗ турра кӗлтӑваттӑм, ним тӑвайми пулаттӑм. Эпӗ ӗнтӗ хамӑн шухӑшӑмсенче те, кулленхи пурнӑҫра та йӑлтах пӑсӑлса ҫитнӗччӗ, анчах юлашки утӑма, юлашки пусӑма пусманччӗ-ха. Эпӗ этем тени ҫине никам ҫине те алӑ хуманччӗ-ха, анчах хам пӗтнӗҫем пӗтсе пыраттӑм. Анчах та акӑ пичче юлташӗ, студент, хаваслӑ йӗкӗт, ыр ҫын тенӗскер, урӑхла каласан, пире ӗҫме тата картла выляма вӗрентекен пӳтсӗр этем, пӗр ӗҫкӗ хыҫҫӑн пире ҫавӑнта кайма сӗнчӗ. Эпир ларса кайрӑмӑр. Манӑн пичче те таса та айӑпсӑрччӗ-ха, анчах ҫав каҫ вӑл та вараланчӗ, пӗтрӗ. Эпӗ, вунпилӗк ҫулхи ача, хам мӗн тунине пӗлмесӗрех хамӑн чыса ятӑм, хӗрарӑма та ирсӗрленме пулӑшрӑм. Хам мӗн туни киревсӗр япала иккенне эпӗ хамран аслӑраххисенчен никамран та илтменччӗ вӗт-ха. Халь те ӑна никам та илтеймӗ. Чӑнах та ӗнтӗ, ун пирки заповедьре каланӑ, анчах заповечӗсем экзаменра пачӑшкӑна ответлеме ҫеҫ кирлӗ-ҫке-ха. Тепӗр тесен, ытлашши кирлех те мар, ун вырӑнне условие пӗлтерекен предложенисенче ut-па мӗнле усӑ курмалли заповеде вӗренни пахарах.

Ҫапла вара хамран аслӑ ҫынсем, хам хисеплекеннисем, ҫав япала киревсӗр тесе калаҫнине эпӗ нихҫан та илтмен. Пачах та урӑхла, хам хисеплекен ҫынсем ҫав япалана лайӑх тесе шутланине ҫеҫ пӗлнӗ-эпӗ. Ман асапланнисем, манӑн шалти кӗрешӳсем ҫавӑн хыҫҫӑн иртсе каяҫҫӗ тенине илтнӗ эпӗ, илтнӗ те, вуланӑ та. Аслисем мана ҫав япала сывлӑхшӑн аван тесе каланӑ; аслисемех мана ҫавӑн пек тунинче сатурлӑх, хисеплӗх тивӗҫӗ пур тесе каланӑ. Ҫавӑнпа та кунта эпӗ лайӑх япаласӑр пуҫне нимӗн те курман. Чирлессинчен шикленесси-и? Ун ҫинчен малтанах шутласа хунӑ. Хӳтӗлекен правительство ун пирки тӑрӑшать. Намӑс ҫурчӗсем тӗрӗс те йӗркеллӗ ӗҫлеччӗр тесе вӑл сӑнасах тӑрать, гимназистсене аскӑнланма хӑех май туса парать. Укҫа ӗҫлесе илес тесе, тухтӑрӗсем те пӑхсах тӑраҫҫӗ. Ҫавӑн пек пулмалла та. Аскӑнлӑха вӗсем сывлӑхшӑн усӑллӑ теҫҫӗ вӗт, ҫавӑнпа тӗрӗс те йӗркеллӗ аскӑнланса пурӑнма май параҫҫӗ те. Хӑш-пӗрин амӑшӗсем ҫак енӗпе ывӑлӗсемшӗн хӑйсемех тӑрӑшнине пӗлетӗп эпӗ. Наука вара вӗсене намӑс ҫурчӗсене ҫӳреттерет.

— Мӗншӗн-ха наука? — терӗм эпӗ.

— Тухтӑрсем камсем вара? Наука жрецӗсем. Ҫамрӑк ҫынсене, ку вӑл сывлӑхшӑн кирлӗ тесе, кам аскӑнлӑх ҫулӗ ҫине тӑратать? Вӗсем. Кайран вара, хӑйсене хӑйсем тем вырӑнне хурса, сифилисран сиплеҫҫӗ.

— Мӗншӗн-ха вара сифилисран сиплемелле мар?

— Мӗншӗн тесен сифилисран сиплес тесе тӑрӑшнин 0,01 пайне аскӑнлӑха пӗтерес ӗҫ ҫине ярас пулсан, сифилис ҫынсен асӗнче тахҫанах пулман пулӗччӗ. Капла вара аскӑнлӑха пӗтерес тесе мар, аскӑнлӑха ӳстерес тесе, аскӑнланнӑ чух чир ан ертӗр тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Тепӗр тесен, ӗҫ унта та мар. Ӗҫӗ пачах урӑххинче. Манпа тата ҫынсен 0,9 пайӗпе, ытларахӑшӗпе те пулмасан-ха, ҫав хӑрушӑ япала пулса тӑнӑ вӗт, ҫыннисем вара пирӗн сословирисем ҫеҫ мар, пур сословирисем те — хресченсем таранах; эпӗ ҫапла пӗтсе ларни те эпӗ хӗрарӑм илӗртӳлӗхӗн тыткӑнне кӗрсе ӳкнинчен килмен. Ҫук, мана нимӗнле хӗрарӑм та астарман, мана пурнӑҫ хӑй пӑснӑ; пӗрисем аскӑнлӑха саккунлӑ, сывлӑхшӑн усӑллӑ япала тесе шутланӑ, теприсем — ҫамрӑк ҫынна йӑпанмалли меслет вырӑнне хунӑ, ҫутҫанталӑкра ҫапла пулмалла та, уншӑн каҫармалла, тенӗ. Ҫапла шутласа, ҫын хӑйне пӗтерме пултарни ман асра та пулман. Эпӗ хама мӗн кирлине тӑва пуҫланӑ, хама кирлӗ киленӗве тивӗҫтернӗ. Ун ҫинчен шухӑшласа та тӑман, мӗншӗн тесен мана: йӗкӗт пулса ҫитнӗ ҫыннӑн ҫавӑн пек тумалла та, тесе вӗрентнӗ. Табак туртма, ӗҫме мӗнле вӗреннӗ, аскӑнлӑха та ҫавӑн пекех вӗренсе пынӑ эпӗ. Хам пӗтсе пынин пӗрремӗш пайӗнче ҫапах та хайне майлӑ уйрӑмлӑх, чуна тивекен япала пурах вара. Астӑватӑп-ха, мана ҫав самантрах, ҫавӑнтах — пӳлӗмрен тухиччен — хурлӑхлӑ-хурлӑхлӑ туйӑнса кайрӗ, манӑн йӗрес килчӗ. Эпӗ хамӑн айӑпсӑрлӑха ҫухатрӑм. Хӗрарӑм ҫине ку таранччен мӗнле пӑхнӑ, ҫавӑн пек пӑхасси те ӗмӗрлӗхех пӗтрӗ ӗнтӗ манӑн. Ҫапла. Вӗсем пирки таса шухӑшласси ҫавӑнтанпа манӑн урӑх пулман, пулма та пултарайман. Эпӗ аскӑн текен этемсен шутне кӗтӗм. Ӗҫке ернӗ ҫын, морфинист е табак туртакан ҫын хӑйне хӑй мӗнле туять, аскӑн ҫын та хӑйне ҫавӑн пекех туять. Морфинистсем, табак туртакансем, пӗр вӗҫсӗр ӗҫекенсем — пурте пӑсӑлнӑ ҫынсем, ҫавӑн пекех темиҫе хӗрарӑма курса хӑйӗн ӳтне килентернӗ ҫын та — ӗмӗрлӗхех пӑсӑлнӑ ҫын. Ӗҫке ернӗ ҫынпа морфиниста сӑн-сӑпатран, мӗнле хӑтланкаланинчен тӳрех уйӑрса илме пулать, ҫавӑн пекех — аскӑнҫӑна та. Аскӑн ҫын хӑйпе хӑй кӗрешме, хӑйне хӑй чарма пултарать, анчах хӗрарӑм ҫине таса та тӑванла туйӑмпа вӑл нихҫан та пӑхма пултараймасть ӗнтӗ. Аскӑн ҫынна ҫамрӑк хӗрарӑм ҫине вӑл мӗнле пӑхса илнинченех, хӗрарӑма вӑл куҫпа епле пӑхса ҫаврӑннинченех пӗлме пулать. Эпӗ те аскӑн ҫын пулса тӑтӑм, аскӑн пулса юлтӑм, шӑпах ҫакӑ вара мана пӗтерчӗ те.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех