Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ӳлӗм 2

Пай: Библи –> Турӑ ҫинчен вӗрентекен сӑваплӑ Иоанн Ӳлӗмхине уҫса пани (Апокалипсис)

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.19 09:59

Пуплевӗш: 9; Сӑмах: 521

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Эфес Чиркӗвӗн ангелне ҫырса яр: «Хӑйӗн сылтӑм аллинче ҫичӗ ҫӑлтӑр тытса Тӑраканӗ, ҫичӗ ылтӑн ҫутаткӑҫ варринче Ҫӳрекенӗ сана ҫапла калать: 2. санӑн ӗҫӳсене, эсӗ тӑрӑшнине, эсӗ чӑтнине, эсӗ аскӑнчӑксене тӳсме пултарайманнине тата эсӗ хӑйсене апостол тесе калакансене сӑнанине те Эпӗ пӗлетӗп; эсӗ вӗсем апостолсем мар, ултавҫӑсем иккенне ӑнланса илтӗн. 3. Эсӗ чӑтӑмлӑ, Манӑн ятӑмшӑн нумай тӳсрӗн, пӗрех хавшаса ӳкмерӗн. 4. Анчах санӑн Ман умӑмра айӑпу пур — эсӗ малтанхи пек юратмастӑн. 5. Ҫавӑнпа ӗнтӗ ху малтан мӗнле пулнине астуса ил те — ӳкӗн, малтан тунӑ ӗҫӳсене ту; унсӑрӑн кӗҫех сан патна пырӑп та, ӳкӗнмесессӗн, санӑн ҫутаткӑҫна хӑйӗн вырӑнӗнчен куҫарӑп. 6. Ҫапах та санӑн лайӑххи пур: эсӗ Николай хыҫҫӑн кайнисенӗн ӗҫӗсене кураймастӑн, ҫав ӗҫсене Эпӗ те кураймастӑп. 7. Илтме хӑлха пурри Чиркӳсене Сывлӑш мӗн каланине илттӗр: ҫӗнтерекене Туррӑн рай варринчи чӗрӗлӗх йывӑҫҫин ҫимӗҫне ҫитерӗп».

8. Смирна Чиркӗвӗн ангелне те ҫырса яр: «Малтанхи, Кайранхи вилнӗччӗ, акӑ халӗ чӗрӗ. Вӑл ҫапла калать: 9. Эпӗ санӑн ӗҫӳсене, хӗн-хурна, ҫуклӑхна пӗлетӗп (ҫапах эсӗ пуян); хӑйсене иудей теекенсем сана хӑртнине те пӗлетӗп, вӗсем иудей мар, вӗсем шуйттан эшкерӗ. 10. Хӑвӑн мӗн тӳсмелле пулассинчен пачах та ан хӑра. Акӑ шуйттан сире сӑнасшӑн хӑшне-пӗрне тӗрмене хупса лартӗ, сирӗн пӗр вунӑ кунччен асап курмалла пулӗ. Виличченех тӗрӗс тӑр, вара сана телейлӗ пурӑнӑҫ парӑп. 11. Илтме хӑлха пурри Чиркӳсене Сывлӑш мӗн каланине илттӗр: ҫӗнтерекен иккӗмӗш вилӗмрен сиен курмӗ».

12. Пергам Чиркӗвӗн ангелне те ҫырса яр: «Икӗ ҫивчӗллӗ хӗҫли ҫапла калать: 13. санӑн ӗҫӳсене, эсӗ шуйттанӑн аслӑ пуканӗ ларакан ҫӗрте пурӑннине, эсӗ Манӑн ятӑма уяса тӑнине те пӗлетӗп; сирӗн патӑрта, шуйттан пурӑнакан ҫӗрте, Ман ҫинчен тӗрӗс калакан Антипӑна вӗлернӗ кунсенче те эсӗ Мана ӗненме пӑрахмарӑн. 14. Ҫапах та эсӗ Ман умӑмра кӑштах айӑплӑ: санӑн унта Валаам вӗрентнине тытса тӑракансем пур, лешӗ вара Израиль ывӑлӗсем суя турӑсене чӳкленӗ ҫимӗҫсене ҫиччӗр, ясар ӗҫсем туччӑр тесе, Валака вӗсене илӗртсе улталама вӗрентнӗ. 15. Санӑн та Николай хыҫҫӑн кайнисем вӗрентнине тытса тӑракансем пур; Эпӗ вӗсем вӗрентнине кураймастӑп. 16. Ӳкӗн; унсӑрӑн кӗҫех сан патна пырӑп та вӗсемпе Хамӑн чӗлхе-ҫӑварӑм хӗҫӗпе ҫапӑҫӑп. 17. Илтме хӑлха пурри Чиркӳсене Сывлӑш мӗн каланине илттӗр: ҫӗнтерекене курӑнми манна ҫитерӗп; ӑна шурӑ чул парӑп, чулӗ ҫине ҫырнӑ ҫӗнӗ ят парӑп; илекеннисӗр пуҫне ҫав ята никам та пӗлмест».

18. Фиатира Чиркӗвӗн ангелне ҫырса яр: «Куҫӗ вут ҫулӑмӗ пек, ури пӑхӑр пек Турӑ Ывӑлӗ ҫапла калать: 19. санӑн ӗҫӳсене, эсӗ юратса тӑнине, тӑрӑшнине, ӗненнине, санӑн тӳсӗмлӗхне, санӑн кайранхи ӗҫӳсем малтанхисенчен те пысӑкраххине Эпӗ пӗлетӗп. 20. Ҫапах та эсӗ Ман умӑмра кӑштах айӑплӑ: хӑйне хӑй пророк тесе калакан арӑма, Иезавеле, эсӗ ирӗк паратӑн — вӑл Манӑн чурамсене аскӑн ӗҫ тума, суя турӑсене чӳкленӗ ҫимӗҫе ҫиме вӗрентсе улталать. 21. Эпӗ ӑна аскӑн ӗҫӗсенчен ӳкӗнме вӑхӑт патӑм, анчах вӑл ӳкӗнмерӗ. 22. Акӑ Эпӗ ӑна вырӑнӗ ҫине ӳкеретӗп; хӑйсен ӗҫӗсенчен ӳкӗнмесессӗн, унпа пӗрле асакансене те пысӑк асап кӑтартӑп. 23. Унӑн ачисене вӗлерсе пӗтерӗп; вара пур Чиркӳ те Эпӗ ҫыннӑн чӗрипе ӑшӗ-чиккине пӗлнине ӑнласа илӗ; пурсӑра та сире ӗҫӗрсене кура тавӑрса парӑп. 24. Сире те, Фиатирӑра пурӑнакан ытти ҫынсене те, ҫапла вӗрентнине тытса тӑманнисене, «шуйттан тарӑнлӑхӗ» тенине пӗлменнисене калатӑп: сирӗн ҫине урӑх ҫӗклем хумӑп, 25. хӑвӑрӑн мӗн пуррине анчах Эпӗ пыриччен тытса тӑрӑр. 26. Ҫӗнтерекене, Манӑн ӗҫсене вӗҫне ҫитичченех туса тӑракана, суя тӗнлӗ халӑхсен пуҫлӑхӗ тӑвӑп. 27. Вӗсене вӑл тимӗр туяпа кӗтӗ, вӗсене тӑм савӑта аркатнӑ пек ҫапса салатӗ. Эпӗ Хам та Аттемрен ҫавӑн пек ирӗк илтӗм. 28. Эпӗ ӑна шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрӗ парӑп. 29. Илтме хӑлха пурри Чиркӳсене Сывлӑш мӗн каланине илттӗр».

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех