Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 25

Пай: Кашни киле кӗр. Пӗрремӗш кӗнеке –> Иккӗмӗш пайӗ

Автор: Николай Сандров

Ҫӑлкуҫ: Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хушнӑ: 2020.03.28 11:44

Пуплевӗш: 66; Сӑмах: 774

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Мажаров кил хуҫипе вӗсем патӗнче ҫӗр каҫасси пирки калаҫса татӑлчӗ те обком секретарьне ӑсатма тухрӗ.

Ҫил-тӑман чарӑнма пуҫланӑ, сывлӑшра сайра юр пӗрчисем кӑна вӗлтӗртеткелеҫҫӗ, тӳпе уҫӑлса пырать, таҫта, кӑпӑш пӗлӗтсем хыҫӗнче, уйӑх пурри сисӗнет. Ял ҫинче пӗр сас-чӳсӗр шӑплӑх тӑрать.

— Кирек хӑш киле кӗрсен те, пур ҫӗрте те ҫакӑн пек, — терӗ Константин. — Пирвай эпӗ хама жалобӑсем, тӗрлӗ ыйтусем питӗ нумай панипе кӑшт аптрарӑм та… Хӑш чухне вак-тӗвек япала ҫеҫ, нимӗн те мар пек хӑй, анчах унран пысӑк ыйту тухса тӑрать! Камӑн та пулсан татса памалла вӗт-ха ҫаксене пурне те, ҫынсене ответ памасӑр хӑварма юрамасть, атту ҫынсем кӑмӑлсӑрланаҫҫӗ, тарӑхаҫҫӗ… Ку, паллах, йывӑр ӗҫ, анчах эпир урӑхла тума пултараймастпӑр, пирӗн кашнине итлес пулать, вӑл мӗн ҫинчен шухӑшланине, пурнӑҫра мӗн тума тӑрӑшнине, ӑна мӗн чӑрмантарнине пӗлес пулать…

— Камӑн тумалла пултӑр-ха — пирӗн сирӗнпе пулмасан, — терӗ Пробатов. — Хӑш-пӗр пуҫлӑхсене пӗр пуху ирттерсех ҫынсен кӑмӑлне пӗлнӗ пек туйӑнать… Анчах та ӗҫ кунта чылай кӑткӑсрах! Ҫынсем ерипентерех улшӑнаҫҫӗ, ҫынсен ӑс-тӑнӗ пурнӑҫ улшӑннипе ӗлкӗрсе пыраймасть… Кунта пурнӑҫ малашне кунтан-кун лайӑхланса пырӗ, анчах шухӑш-кӑмӑл енчен ҫӳлерех ҫӗкленме ҫынсене хырӑм тутӑ пулни ҫеҫ ҫителӗклӗ мар. Ҫыннӑн хӑйне пур ҫӗрте те этемле туймалла, никам та ан хӗсӗрлетӗр ӑна, вӑл ӗҫре те, хӑйӗн пур прависем тӗлӗшпе те хӑйне ыттисемпе тан туйтӑр. Ҫакӑ, пӗр ҫакӑ кӑна пире кашни ҫынра пытанса тӑракан ҫав тери нумай вӑйсене уҫса пама пултарать!..

— Ҫапла, ҫапла, — ҫирӗплетрӗ Мажаров, хӑйӗн шухӑшӗсене пӗлтернӗ пек.

— Эсир яла таврӑнма шутлани вӑл питӗ лайӑх, — тӗрӗ Пробатов малалла, хавхаланнӑҫем хавхаланса. — Халӗ пире кирек мӗнле хура ӗҫ те тытма пултаракан ҫынсем ҫитмеҫҫӗ! Атту мӗн пулать-ха пирӗн, пӗр-пӗр юлташ ыттисем хушшинче палӑрса тӑнине асӑрхатпӑр ҫеҫ, эпир ӑна тӳрех хулана, аппарата илетпӗр те час-часах ҫынна пӗтерсе хуратпӑр, ӑна пултарулӑхне сарса яма памасӑр типӗтсе лартатпӑр!.. Вӑт шухӑшласа пӑхӑр-ха хӑвӑр…

Пробатов, районсене тухас умӗн обком работникӗсене пухсан, хӑй тӗлӗнни ҫинчен каласа пачӗ: вӑл вӗсене яла кайма, юлса пыракан колхозсене ҫӗклеме чӗнсен, пурӗ те тӑватӑ ҫын ҫеҫ кӑмӑл тунӑ иккен.

— Мана ҫав тери намӑс пулчӗ, намӑс ҫеҫ мар, ӑш пӑтранса килчӗ темелле. Ҫамрӑк та сывӑ ҫынсем мӗнле те пулин хуларах юлас тесе, пӗр сӑлтав хыҫҫӑн тепӗр сӑлтав шухӑшласа кӑлараҫҫӗ… Хӑйсем коммунистсем вӗт. Вӗсем ыттисене парти принципӗсем тӑрӑх ӗҫлеме вӗрентеҫҫӗ, анчах хӑйсене парти ӗҫне пӗтӗмпех парасшӑн мар, чӑннипе вӗсем парти тӗллевӗсемпе идеалӗсемшӗн кӗрешессинчен пӑрӑнаҫҫӗ. Ман шутпа, ҫакӑ вӑл — коммунист ячӗпе куҫ кӗрет витӗнсе пурӑнни. Партире ҫавӑн пеккисем нумай пулни — халӗ парти умӗнче тӑракан йывӑрлӑхсенчен чи пысӑкки.

— Пӗлетӗр-и, Иван Фомич, — терӗ Константин хӗрӳллӗн. — Сирӗн ҫынсемпе калаҫма интереслӗ шухӑшсем нумай… Халӗ эпӗ хаҫатра эсир ҫырнӑ пӗр статьяна вуланине аса илтӗм. Ун тӑрӑх эпӗ сире пачах урӑх ҫын тенӗччӗ!

— Мӗнлерех-ха — лайӑхрах-и е начартарах-и? — кӑшт куларах ыйтрӗ Пробатов. — Каласа пӗтерӗр ӗнтӗ…

— Кӳренместӗр-и эсир? — терӗ Константин, ҫакӑн пек чӑн-чӑн этеме, пысӑк ҫынна хӑйӗн ирӗксӗрех темӗнле кӳренмелле сӑмахсем каламалла пулнипе асапланса. — Ҫук, ӗҫ лайӑхрах е начартарах пулнинче мар. Сирӗн статьяна вуласа тухсан, эпӗ ку ҫын питӗ кичем пулмалла, унӑн хӑйне евӗрли нимӗн те ҫук пулӗ тесе шухӑшларӑм. Чӑнах та! Эсир хаҫатра облаҫ ҫинчен ытла та типпӗн, ҫара цифрӑсемпе тенӗ пек каланӑччӗ, ҫавнашкал вуншар, ҫӗршер хут та ҫырнӑ ӗнтӗ. Нимӗн каламалли те пулман-им сирӗн? Хӑвӑр эсир авӑ епле ӑшӑ кӑмӑллӑ этем, мӗн чухлӗ ҫӗнӗ шухӑш сирӗн!..

— Ну, хытах пӑсӑрлантартӑр эсир мана! — Пробатов кулма хӑтланчӗ, анчах ун кулли тухмарӗ.

— Анчах, Иван Фомич, эсир мана каҫарӑр… Эпӗ пачах та… мӗн марччӗ…

— Мӗн калаҫмалли пур унта, — Пробатов аллине сулчӗ. — Питӗ тӗрӗс каларӑр!.. Эпир час-часах хамӑр путлӗ сӑмах тухса калама пултарасса та шанмастпӑр. Ан тив, тикӗсех ан пултӑр, анчах унта ҫӗнӗ шухӑшсем пулччӑр. Шанман пирки вара аппарат работникӗсене сӑмах ҫырма хушатпӑр, вӗсем пур — час-часах ҫав ыйтусемпе пачах та интересленмеҫҫӗ! Вӑт мӗнле пулать вӑл. Спаҫҫипӑ сире!

Шӑнса пӑрланнӑ Черемшанкӑ хӗррине, кӗпер патне, ҫитсен, вӗсем чарӑнса тӑчӗҫ.

— Эпӗ сирӗн районта тепӗр эрнене яхӑн пурӑнатӑп, эпир пӗр-пӗрне курӑпӑр-ха, — терӗ Пробатов. — Эсир колхозра ӗҫе туса пӗтерӗрех ӗнтӗ!

Вӗсем сывпуллашрӗҫ. Константин, пальто ҫухине тӑратса, каялла утрӗ. Ҫынпа чун-чӗререн калаҫнӑ хыҫҫӑн Мажаров хайне яланах темскер ҫитмен пек туйнӑ. Хӑйӗн шухӑшӗсене каласа парсан, леш ҫынни вара чунне уҫса памасан, ҫапла пулнӑ, анчах Пробатовпа йӑлтах урӑхла пулчӗ-ҫке-ха — вӗсем пӗр-пӗрне питӗ хӑвӑрт ӑнланчӗҫ! Ҫапах та Мажаровӑн ӑшӗ выртмарӗ…

«Ӑҫтан тупӑннӑ-ха манӑн ҫак усал йӑла? Эпӗ хам мӗн шухӑшланине кашни ҫыннах каласа пама юрататӑп, — кӳренчӗ Мажаров. — Ҫынсем пурте кам та пулин вӗсен ҫитменлӗхӗсемпе кӑлтӑкӗсем ҫинчен хӑйсене каласа парасса илтесшӗн ҫунса тӑраҫҫӗ тейӗн! Анчах ку мӗнле пулма пултарчӗ-ха? Эпӗ, парти ӗҫӗнче пачах та ҫӗнӗ ҫын, обком секретарьне — Пробатова парти принципӗсене тата хӑйне тыткалама вӗрентме мӗнле хӑйрӑм-ха?»

Анчах вӑл ӑшӗ выртманнипе кӑшт пӑшӑрханчӗ пулин те, пурнӑҫ ӑна каллех ҫак ҫынпа тӗл пултарнӑшӑн хӑйне телейлӗн туйрӗ, — Пробатов Константиншӑн ахаль паллакан ҫын, хӑй ӗҫлеме килнӗ облаҫри парти обкомӗн секретарӗ ҫеҫ мар ҫав. Пробатовпа тӗл пулни Мажаровӑн мӗн пур иккӗленӗвӗсен тӗввине касса татрӗ, ӑна, пӗрре ача чухнехи асран кайми ҫулсенче илсе тухнӑ пек, хӑй пурнӑҫ тӑршшипех шыранӑ-ӗмӗтленнӗ ҫӗр ҫине илсе тухрӗ.

Пӗрремӗш кӗнеке вӗҫӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех