Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Чукпа Гек

Автор: Михаил Рубцов

Ҫӑлкуҫ: Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 105–140 с.

Ҫул: 1953; Хушнӑ: 2020.05.23 11:11

Пуплевӗш: 758; Сӑмах: 7096

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Сенкер ту патӗнчи вӑрманта пӗр ҫын пурӑннӑ. Вӑл нумай ӗҫленӗ пулин те унӑн ӗҫӗ пӑртак та чакман, ҫавӑнпа та ӑна килне отпуска таврӑнма та юраман.

Юлашкинчен, хӗлле пулсан, вӑл пачах тунсӑхласа ҫитнӗ, начальниксенчен ирӗк илнӗ те, арӑмӗпе ачисене хӑй патне хӑнана килме чӗнсе ҫыру янӑ.

Унӑн икӗ ывӑл ача — Чукпа Гек пулнӑ.

Вӗсем амӑшӗпе инҫетри пысӑк хулара пурӑнаҫҫӗ. Ҫав хуларан чаплӑ хула ҫут тӗнчере урӑх пӗрре те ҫук.

Ҫак хула башнисем ҫинче кӑнтӑрла та, ҫӗрле те хӗрлӗ ҫӑлтӑрсем ялтӑртатса тӑраҫҫӗ.

Паллах ӗнтӗ, ку хула Мускав ятлӑ.

Шӑпах почтальон ҫыру пама тесе пусма тӑрӑх вӗсен хваттерне хӑпарнӑ вӑхӑтра Чукпа Гек пӗр-пӗринпе ҫапӑҫнӑ пулнӑ. Кӗскен каласан, вӗсем ҫуйӑха-ҫуйӑха пӗр-пӗринпе тӳпелешнӗ.

Ҫапӑҫу мӗн пирки пуҫланса кайнине эпӗ маннӑ ӗнтӗ. Анчах пӑртак ҫакна астӑватӑп: те Чук Гекрен пушӑ спичка коробки туртса илнӗччӗ, те Гек Чукран атӑ-пушмак тасатакан крем банки тӑпӑлтарса илнӗччӗ.

Ачасем пӗр-пӗрне пӗрер хут чышса илчӗҫ, иккӗмӗш хут чышма тесе хатӗрленнӗччӗ вӗсем, шӑпах ҫак вӑхӑтра алӑк патӗнчи звонок шӑнкӑртатса янӑрарӗ, ачасем вара пӗр-пӗрин ҫине шиклӗн пӑхкаласа илчӗҫ. Амӑшӗ килчӗ пулӗ тесе шухӑшларӗҫ вӗсем. Вӗсен амӑшӗн тӗлӗнмелле кӑмӑл пулнӑ. Вӑл ачисене ҫапӑҫнӑшӑн вӑрҫман, кӑшкӑрса хӑратман, пӗр-пӗринчен уйӑрса уйрӑм пӳлӗме кӗртсе янӑ та, пӗр сехет е икӗ сехет хушши пӗрле выляма хушман. Пӗр сехетре тик-так, тик-так — шӑпах утмӑл минут вӗт. Икӗ сехетре вара унтан та ытларах пулать.

Акӑ мӗншӗн Чукпа Гек куҫҫульне хӑвӑрттӑн шӑлса илчӗҫ те алӑк уҫма чупрӗҫ.

Анчах ку амӑшӗ пулмарӗ иккен, ҫыру илсе килнӗ почтальон пулчӗ.

Вӗсем вара савӑннипе кӑшкӑрашма пуҫларӗҫ:

— Ку ҫыру аттерен! Чӑнласах та аттерен! Ахӑртнех, вӑл хӑй те часах килет пулӗ.

Халь вӗсем хавасланнипе сиккелеме, тапӑртатма, ҫемҫе диван ҫинче чикеленме пуҫларӗҫ. Мускав чи чаплӑ хула, анчах ашшӗ киле килсе курманни пӗр ҫул ҫитет пулсан, Мускавра та кичем пулма пултарать.

Вӗсем ҫав тери хавасланса кайнипе амӑшӗ килсе кӗнине те асӑрхаймарӗҫ.

Вӑл, хӑйӗн ытарайми ачисем диван ҫинче месерле выртса, урисемпе стенана тапкаласа кӑшкӑрашнинчен питӗ тӗлӗнчӗ. Тӗлӗнмелли пулнах ӗнтӗ, вӗсем хытӑ тапӑртатнипе диван тӗлӗнчи картинӑсем чӗтренсе тӑраҫҫӗ, стена ҫинчи пысӑк сехетӗн пружини чанкӑртатса янӑрать.

Анчах амӑшӗ, ачисем мӗн пирки хавасланнине пӗлсен, вӗсене вӑрҫмарӗ.

Ачисене вӑл диван ҫинчен ҫеҫ анма хистесе илчӗ.

Хӑй хӑвӑрттӑн кӗрӗкне хывса пӑрахрӗ те, ҫӳҫӗ ҫинчи йӑлтӑртатса тӑракан юра силлесе тӑкмасӑрах, тӳрех ҫырӑва ярса илчӗ. Юр пӗрчисем хура куҫхаршийӗсем ҫинче те хӗлхемсем пекех ҫуталса тӑраҫҫӗ.

Пурте пӗлеҫҫӗ: ҫырусем савӑнӑҫлисем те, салхуллисем те пулаҫҫӗ, ҫавӑнпа та амӑшӗ вуланӑ чух Чукпа Гек пӗр шарламасӑр унӑн пит-куҫӗ ҫине пӑхса тӑчӗҫ.

Малтанах амӑшӗ салхулланчӗ, унтан ачисем те салхулланчӗҫ. Анчах кайран амӑшӗ кулкалама пуҫларӗ, вара Чукпа Гек та ҫыру савӑнӑҫлӑ пулӗ тесе шутларӗҫ.

— Аҫӑр килмест, — терӗ амӑшӗ, ҫыруне хурса. — Унӑн ӗҫӗ нумай, ҫавӑнпа та ӑна Мускава ямаҫҫӗ.

Ашшӗ килес маррине пӗлсен, Чукпа Гек пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илчӗҫ. Ҫыру салхуллӑран та салхуллӑраххи пулчӗ иккен.

Вӗсем иккӗшӗ те пӗр харӑсах тутисене тӑсрӗҫ, мӑшӑлтатма пуҫларӗҫ, темшӗн йӑл кулакан амӑшӗ ҫине сиввӗн пӑхса илчӗҫ.

— Вӑл килмест, — терӗ амӑшӗ, — анчах пире пурне те хӑй патне хӑнана чӗнет.

Чукпа Гек диван ҫинчен сиксе анчӗҫ.

— Вӑт тӗлӗнтермӗш этем, — ассӑн сывларӗ амӑшӗ. — Калама аван — хӑнана тесе! Трамвай ҫине ларса кайнӑ пек тесе шутлать пулӗ вӑл…

— Ҫапла, ҫапла, — хӑвӑрттӑн калаҫма пуҫларӗ Чук, — вӑл чӗнет-тӗк, ларатпӑр та каятпӑр.

— Айван эсӗ, — терӗ амӑшӗ. — Унта ҫитме пин-пин ҫухрӑм поездпа, унтан вара лашапа тайга тӑрӑх каймалла. Тайгара кашкӑр е упа тӗлне ҫитсе лекме пулать. Мӗн хӑтланать-ха вӑл! Эсир хӑвӑрах шухӑшласа пӑхӑр!

— Ей-й! — терӗҫ Чукпа Гек, ҫур секунд хушши те шухӑшласа тӑмасӑр, унтан хӑйсем пин ҫухрӑм ҫеҫ мар, ҫӗр пин ҫухрӑм та кайма хатӗрри ҫинчен пӗлтерчӗҫ. Вӗсене ним те хӑрушӑ мар. Вӗсем паттӑр. Вӗсем ӗнер кӑна картишне килсе кӗнӗ ют йытта чулсемпе персе, хӑваласа кӑларса янӑ.

Вӗсем вара аллисене сулкаласа, урисемпе тапӑртатса нумайччен калаҫрӗҫ. Амӑшӗ ним шарламасӑр итлесе ларчӗ. Кайран кулса ячӗ, иккӗшне те аллисем ҫине йӑтса ҫавӑркаларӗ те диван ҫине пӑрахрӗ.

Амӑшӗ тахҫанах ҫакӑн пек ҫырӑва кӗтсе пурӑннӑ, халӗ вара ахаль кӑна Чукпа Гека тарӑхтарчӗ, мӗншӗн тесен унӑн кӑмӑлӗ ҫапла пулнӑ.

Амӑшӗ вӗсене ҫула тухма хатӗрлесе ҫитериччен шӑпах пӗр эрне иртсе кайрӗ. Чукпа Гек та вӑхӑта ахаль ирттермерӗҫ.

Чук апат-ҫимӗҫ хатӗрлекен ҫӗҫӗрен хӑйне валли кикжал турӗ, Гек яп-яка патак шыраса тупса, ун вӗҫне пӑта ҫапрӗ. Вара унӑн питех те ҫирӗп сӑнӑ пулса тӑчӗ. Малтан мӗнпе те пулин упа тирне шӑтарсан, кайран ҫак сӑнӑпа чӗрине чиксен, упа, паллах, пӗр самантрах вилсе каять.

Юлашкинчен, пурне те хатӗрлесе ҫитерчӗҫ. Япаласене майласа ҫыхрӗҫ, вӑрӑсем хваттере ҫаратасран, алӑка икӗ ҫӑрапа питӗрмелле турӗҫ. Шӑшисем ӗрчесе ан кайччӑр тесе, шкапри ҫӑкӑр тӗпренчӗкӗсене, ҫӑнӑхпа кӗрпе юлашкисене шӑлса тӑкрӗҫ. Акӑ ӗнтӗ, амӑшӗ ыран каҫхи поезд ҫине билет илме тесе вокзала тухса кайрӗ.

Анчах, амӑшӗ кайсан, Чукпа Гекӑн хирӗҫӳ пуҫланчӗ.

Эх, ҫак хирӗҫӳ мӗнле инкеке кӳртсе хӑварнине пӗлнӗ пулсан, вӗсем, кирек мӗн пулсан та, хирӗҫмен пулӗччӗҫ!

Тирпейлӗ Чукӑн лаптак тимӗр коробка пур. Унта вӑл чей чӗркекен кӗмӗл хутсем, канфет хучӗсем (вӗсем ҫине танксем, самолётсем е красноармеецсем ӳкернӗ пулсан), ухӑ тума кирлӗ чавка тӗкӗсем, Китай фокусӗ тумалли лаша хӗлӗхӗсем тата ытти питӗ кирлӗ япаласем хурса усрать.

Гекӑн ҫакӑн пек коробка ҫук. Тепӗр тесен, Гек тирпейсӗр ача, анчах ун вырӑнне вӑл юрлама лайӑх пӗлет.

Шӑпах Чук хӑйӗн коробкине пытарнӑ ҫӗртен илсе кӗме тесе кайрӗ, Гек пӳлӗмре юрӑ шӑрантарма тытӑннӑччӗ, почтальон кӗрсе, амӑшне пама Чука телеграмма тыттарчӗ.

Чук телеграммӑна хӑйӗн коробкине пытарса хучӗ, унтан Гек мӗншӗн юрлама пӑрахса:
Р-ра! Р-ра! Ура!
Эй! Ҫап! Тура!
тесе кӑшкӑрашма пуҫланине пӗлме кайрӗ.

Чук пӗлес килнипе алӑк уҫрӗ те, ҫав «туранине» курсан вара, ҫиленнипе унӑн аллисем чӗтресе илчӗҫ.

Пӳлӗм варринче тенкел, тенкел хыҫӗнче сӑнӑпа шӑтарса ҫӗтсе пӗтернӗ хаҫат ҫакӑнса тӑрать. Ку нимех те мар-ха. Анчах эсремет Гекӗ хӑй умӗнче упа тӑнӑ пекех, амӑшӗ ботинкин картон коробкӑна сӑнӑпа хаяррӑн чикет. Ҫак коробкӑра Чукӑн тимӗр сӑрнай, Октябрь праҫникӗсенчен юлнӑ виҫӗ значок тата хӗрӗх ултӑ пус укҫа пулнӑ. Вӑл Гек пек укҫине кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗре тӑкакласа пӗтермен, инҫе ҫула кайма сыхласа усранӑ.

Шӑтарса пӗтернӗ коробкӑна курсанах Чук пӗчӗк Гек аллинчен сӑннине тӑпӑлтарса илчӗ, чӗркуҫҫи ҫинче ҫурмаран хуҫса урайне пӑрахрӗ.

Гек, хурчка пекех, Чук ҫине сиксе ӳкрӗ, ун аллинчи тимӗр коробкӑна туртса илчӗ. Пӗр самантрах чӳрече сакки ҫине хӑпарчӗ те тимӗр коробкӑна уҫӑ форточкӑран тулалла ывӑтрӗ.

Кӳреннӗ Чук хыттӑн макӑрса ячӗ, «Телеграмма! Телеграмма!» тесе кӑшкӑрашса, ҫӗлӗкӗпе калушӗсене тӑхӑнмасӑрах, пальто вӗҫҫӗн алӑкран вӗҫтерсе тухрӗ.

Хӑй вырӑнсӑр ӗҫ тунине сиссе, Гек та Чук хыҫҫӑн вӗҫтерсе тухрӗ.

Анчах, никам та вуласа ӗлкӗреймен телеграмма хунӑ тимӗр коробкӑна ахалех шырарӗҫ вӗсем.

Те вӑл кӗрт ҫине ӳкнӗ, те халь тарӑн юр ӑшӗнче выртать, те сукмак ҫине ӳкнӗ пирки ӑна пӗр-пӗр иртсе ҫӳрекен илсе кайнӑ ӗнтӗ, анчах, кирек мӗнле пулсан та, коробкӑри мӗнпур пурлӑхпа пӗрле никам вулайман телеграмма ӗмӗрлӗхех ҫухалчӗ.

Пӳрте кӗрсен Чукпа Гек чылай вӑхӑт шарламарӗҫ. Вӗсем килӗштерчӗҫ ӗнтӗ, мӗншӗн тесен, амӑшӗнчен иккӗшне те лекессине пӗлсе тӑчӗҫ. Чук Гекран шӑпах пӗр ҫул аслӑ, ҫавӑнпа та хӑйне ытларах лекесрен хӑраса, вӑл акӑ мӗн шухӑшласа кӑларчӗ:

— Итле-ха, Гек, аннене телеграмма ҫинчен ним те каламасан мӗн пулать? Мӗн вӑл телеграмма! Пире телеграммӑсӑр та лайӑх.

— Суйма юрамасть, — терӗ Гек, ассӑн сывласа. — Анне суйнӑшӑн тата ытларах ҫиленет.

— Эпир суймастпӑр вӗт! — хавассӑн кӑшкӑрчӗ Чук. — Вӑл телеграмма ӑҫтине ыйтсан, эпир калатпӑр.

— Вӑл ыйтмарӗ-тӗк, мӗншӗн пирӗн малтан каламалла? Эпир шапӑлтисем мар вӗт.

— Юрать, — килӗшрӗ Гек. — Суйма юрамасть пулсан, вара ҫапла тӑвӑпӑр. Кӑна эсӗ, Чук, лайӑх шухӑшласа кӑлартӑн.

Вӗсем ҫапла калаҫса килӗшсенех амӑшӗ ҫитсе кӗчӗ. Вӑл поезд ҫине лайӑх билетсем илнӗшӗн хавасланнӑ, анчах хӑйӗн юратнӑ ачисем хурлӑхлӑ пулнине, йӗнипе вӗсен куҫӗсем хӗрелнине часах асӑрхаса илчӗ.

— Каласа парӑр-ха, граждансем, — ыйтрӗ вӑл юрне силленӗ чухне, — эпӗ ҫук чухне эсир мӗншӗн ҫапӑҫрӑр-ха?

— Эпир ҫапӑҫман, — терӗ Чук.

— Ҫук, ҫапӑҫман, — тесе Чук сӑмахне ҫирӗплетрӗ Гек. — Эпир ҫапӑҫма тытӑнасшӑнччӗ кӑна, анчах ҫапӑҫас темерӗмӗр.

— Питӗ юрататӑп эпӗ ҫакна, — терӗ амӑшӗ.

Вӑл салтӑнса диван ҫине ларчӗ те ачисене виҫӗ симӗс билет кӑтартрӗ: пӗри пысӑк, иккӗмӗшӗ пӗчӗккӗ. Часах вӗсем каҫхи апат ҫирӗҫ, унтан сасӑсем шӑпланчӗҫ, ҫутӑ сӳнчӗ, пурте выртрӗҫ.

Амӑшӗ телеграмма ҫинчен нимӗн те пӗлмен, ҫавӑнпа та, паллах ӗнтӗ, нимӗн те ыйтмарӗ.

* * *

Тепӗр кун вӗсем тухса кайрӗҫ. Поезд ытла та каҫа юлса тапранса кайнипе тата тулта тӗттӗм пулнипе Чукпа Гек тӗлӗнмелли нимех те кураймарӗҫ.

Ҫӗрле Гек ӗҫес килнипе вӑранчӗ. Маччаран ҫакӑнса тӑракан лампочкӑна сӳнтернӗ, апла пулсан та Гек таврашӗнчи япаласем: ҫитти витнӗ пӗчӗк сӗтел ҫинчи чӗтресе ларакан стакан та, халь симӗсрех тӗслӗ курӑнакан сарӑ апельсин та, ҫывӑракан амӑшӗн пичӗ те сенкеррӗн ҫуталса тӑраҫҫӗ. Вагонӑн шӑнса эрешленнӗ чӳречи витӗр Гек уйӑх курчӗ. Вӑл ҫав тери пысӑк. Мускавра ун пек пысӑк уйӑх пачах пулмасть. Вӑл вара поезд ҫӳлӗ тусем ҫийӗпе пырать, ҫавӑнпа та уйӑх ҫывӑххипе пысӑккӑн курӑнать, тесе шутларӗ.

Вӑл амӑшне тӗрткелесе вӑратрӗ те шыв пама ыйтрӗ. Анчах амӑшӗ Гека пӗр сӑлтавпа шыв памарӗ, апельсинӑн пӗр татӑкне уйӑрса илсе ҫеҫ ҫиме хушрӗ.

Гек кӳренчӗ, апельсинӑн пӗр пайне уйӑрса илчӗ, анчах халь унӑн ҫывӑрасси килмерӗ. Вӑл Чука, вӑранмасть-ши тесе, тӗрткелесе илчӗ. Чук ҫилӗллӗн мӑшлатрӗ, анчах вӑранмарӗ.

Гек вара ҫӑматӑ тӑхӑнчӗ, алӑка пӑртак уҫрӗ те коридора тухрӗ.

Вагон коридорӗ тӑвӑр та вӑрӑм. Стена ҫумне хуҫланакан саксем ҫирӗплетсе хунӑ, ларнӑ ҫӗртен тӑрсан, вӗсем хӑйсемех шалтлатса хупӑнаҫҫӗ. Коридора тата вунӑ алӑк тухать. Пур алӑксем те хӗрлӗ, йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ, алӑк хӑлӑпӗсене ылттӑн тӗспе сӑрланӑ.

Гек пӗр сакки ҫине, унтан тепӗрин ҫине, виҫҫӗмӗшӗ ҫине ларса пӑхрӗ, ҫапла вӑл вагон вӗҫнех ҫитрӗ. Анчах ҫак вӑхӑтра хунар тытнӑ проводник кӗчӗ те Гека: ҫынсем ҫывӑраҫҫӗ, эсӗ саксене шалтлаттарса сас туса ҫӳретӗн тесе вӑтантарчӗ.

Проводник тухса кайрӗ, Гек вара хӑйӗн куппине васкарӗ. Алӑка вӑл аран-аран уҫрӗ. Амӑшне вӑратас мар тесе, шӑппӑн хупрӗ те, ҫемҫе вырӑн ҫине кӗрсе выртрӗ. Шыҫмак Чук мӗнпур вырӑна йышӑннипе, Гек нимӗн шутласа тӑмасӑрах, ӑна чӑмӑрӗпе чышса леререх вырттарасшӑн пулчӗ.

Анчах кунта инкек сиксе тухрӗ: ҫаврашка пит-куҫлӑ, шурӑ ҫӳҫлӗ Чук вырӑнне Гек ҫине мӑйӑхлӑ усал ҫын пӑхрӗ те, ҫиленсе:
— Кам-ха кунта тӗрткеленсе ҫӳрет? — тесе ыйтрӗ.

Гек мӗн вӑй ҫитнӗ таран уласа макӑрма тытӑнчӗ. Хӑраса ӳкнӗ пассажирсем пур ҫӳлӗксем ҫинчен те сиксе тӑчӗҫ, ҫутӑ ҫуталса кайрӗ. Гек вара хӑйсен куппине мар, ют куппене лекнине курсан, тата ытларах ҫухӑрса ячӗ.

Анчах ҫынсем мӗн пулнине часах ӑнланса илчӗҫ те кулма пуҫларӗҫ. Мӑйӑхлӑ ҫын, шӑлаварне тата ҫар ҫыннисем тӑхӑнакан гимнастёркине тӑхӑнса, Геке хӑй вырӑнне леҫсе ячӗ.

Гек хӑйӗн утиялӗ айне кӗрсе выртса шӑпланчӗ. Вагон сулланать, ҫил шавлать.

Хайхи пысӑк уйӑх каллех чӗтресе ларакан стакана, шурӑ ҫитти ҫинчи сарӑ апельсина, хӑйӗн ачипе мӗн пулнине пачах пӗлмесӗр канлӗн ҫывӑракан, темшӗн йӑл кулакан амӑшӗн питне сенкер ҫутӑпа ҫутатма пуҫларӗ.

Юлашкинчен Гек та ҫывӑрса кайрӗ.

…Курать ак тӗлӗк ҫамрӑк Гек:

Вагонсене чун кӗнӗ пек,
Кашни вагон урапинчен
Илтет пек сас тӗлӗкӗнче.

Вагонӗсем те пынӑ май
Пӑравуспа пуплеҫ пӗр май.

Пӗрремӗш:

Мала, юлташӑм! Ҫул пӗрре
Выртать халь саншӑн тӗттӗмре.

Иккӗмӗш:

Ҫутатӑр вӑйлӑн, хунарсем,
Сӗм тӗттӗме касса, ҫӗнсе!

Виҫҫӗмӗш:

Вут-ҫулӑм ҫун! Гудок, кӗрле!

Сан тухӑҫа-ҫке ҫитмелле!

Тӑваттӑмӗш:

Ак ҫитӗпӗр Сенкер сӑрта —
Пӗтерӗпӗр калаҫӑва.

Гек вӑраннӑ вӑхӑтра вагон кустӑрмисем калаҫмасӑр, пӗр майлӑн шакӑртатса пычӗҫ. Шӑннӑ кантӑк витӗр хӗвел ҫутатать. Вырӑнсене тирпейлесе хунӑ. Ҫӑвӑннӑ Чук панулми ҫиет. Уҫса пӑрахнӑ алӑк умӗнче амӑшӗпе мӑйӑхлӑ ҫар ҫынни тӑраҫҫӗ, вӗсем Гек каҫпа мӗнле ҫӳрени ҫинчен калаҫса кулаҫҫӗ. Чук ҫийӗнчех Гека хӑйне ҫар ҫынни парнелесе пана патронтан тунӑ наконечниклӗ кӑранташне кӑтартрӗ.

Анчах Гек япаласемшӗн ҫунса ӗмӗтленмерӗ. Вӑл, паллах, сапаланчӑклӑрах шухӑшлӑ ача пулнӑ. Иртнӗ каҫ ют куппене кӗни сахал-ха, вӑл халь те шӑлаварне ӑҫта хунине астуса илме пултараймасть. Анчах ун вырӑнне Гек юрӑ юрлама пӗлет.

Ҫӑвӑнса амӑшне сывлӑх суннӑ хыҫҫӑн, вӑл ҫамкипе сивӗ кантӑк ҫумне тӗртӗнчӗ те, йӗри-тавралӑха, кунта ҫынсем мӗн туса пурӑннине пӑхма пуҫларӗ.

Чук пӗр алӑк патӗнчен тепӗр алӑк патне ҫӳресе пассажирсӗмпе паллашнӑ вӑхӑтра (лешсем ӑна тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑрсем: пӗри — резина пробка, тепри — пӑта, виҫҫӗмӗшӗ — пӗр татӑк кантра парса парнелерӗҫ) Гек сахал мар япала курчӗ.

Акӑ, вӑрманти ҫурт. Пысӑк ҫӑматӑ тӑхӑннӑ пӗр ача кӗпе вӗҫҫӗнех кушак йӑтса крыльца ҫине сиксе тухрӗ. Пӗррех! — ывӑтрӗ вӑл кушака. Кушак сывлӑшра ҫаврӑнкаласа илчӗ те кӗрт ӑшне кӗрсе ӳкрӗ, унтан ҫемҫе юр ҫийӗпе упаленкелесе малалла кайрӗ. Пӗлесчӗ, мӗншӗн ывӑтрӗ вӑл кушака? Ахӑртнех, сӗтел ҫинчен мӗн те пулин илсе тарнӑ пулӗ ӗнтӗ.

Акӑ, халь пӳрт те, леш ача та, кушак та ҫук, — хирте пӗр завод ларать. Хир шап-шурӑ, завод трубисем хӗрлӗ. Тӗтӗм хура, ҫутӑсем сарӑ. Пӗлесчӗ, мӗн тӑваҫҫӗ-ши ҫав заводра? Акӑ, будка, тӑлӑп тӑхӑннӑ часовой тӑрать. Ҫак часовой пысӑк та сарлака, винтовки вара, улӑм пӗрчи пекех, ҫип-ҫинҫе. Анчах ун патне пырса пӑх-ха!

Кайран вӑрман пуҫланса кайрӗ. Ҫывӑхри йывӑҫсем хӑвӑрттӑн сиккелеҫҫӗ, инҫетрисем вара, ҫырмара юр лӑпкӑн ҫаврӑннӑ евӗр, хуллен кӑна шӑваҫҫӗ.

Гек куппене тӗрлӗ-тӗрлӗ япаласем йӑтса кӗрекен Чука чӗнсе илчӗ те, вӗсем иккӗшӗ ун пуянлӑхне пӗрле пӑхма тытӑнчӗҫ.

Ҫул ҫинче пысӑк станцисем те тӗл пулкаларӗҫ, вӗсенче ҫӗршер пӑравус шӑхӑрса, чашлатса тӑраҫҫӗ; пӗчӗкҫеҫ станцисем те тӗл пулкаларӗҫ. Пӗчӗккисем вара чӑнахах та Мускаври хӑйсен ҫурчӗн кӗтессинчи вак-тӗвекпе сут тӑвакан апат-ҫимӗҫ лавккинчен те пысӑк мар. Руда, ҫӗркӑмрӑкӗ тата ҫур вагон тулмалӑхах пысӑк пӗренесем тиенӗ поездсем хирӗҫ пулса иртсе кайрӗҫ.

Вӗсем вӑкӑрсемпе ӗнесем тиенӗ эшелона хӑваласа ҫитрӗҫ. Ҫав эшелонӑн пӑравусӗ чаплах мар, кӑшкӑртасса ҫинҫе сасӑпа кӑшкӑртать. Ҫав вӑхӑтра пӗр вӑкӑрӗ: Му-у! тесе мӗкӗрсе ячӗ те машинист вара, хӑйсене пысӑк пӑравус хӑваласа ҫитрӗ терӗ пулас, каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ.

Пӗр разъездра вӗсем пысӑк бронепоездпа юнашарах чарӑнчӗҫ.

Башньӑсенчен брезентпа витсе хунӑ тупӑ кӗпҫисем тухса тӑраҫҫӗ.

Красноармеецсем хаваслӑн тапӑртатаҫҫӗ, кулаҫҫӗ, алсишӗсемпе ҫапкаласа шӑннӑ аллисене ӑшӑтаҫҫӗ.

Анчах пӗри, сӑран тумтир тӑхӑннӑскер, бронепоезд патӗнче пӗр чӗнмесӗр шухӑша кайса тӑрать. Чукпа Гек тӳрех: ку, паллах, командир, кампа та пулин ҫапӑҫма Ворошиловран приказ кӗтсе тӑрать, тесе шутларӗҫ.

Ҫапла, ҫул ҫинче вӗсем сахал мар япала курчӗҫ. Анчах шел, тулта асар-писер тӑман алхаснипе вагон чӳречисене час-часах юр шӑлса лартать.

Акӑ, юлашкинчен, поезд пӗр пӗчӗк станцие ҫитсе чарӑнчӗ.

Амӑшӗ Чукпа Гека ҫӗре антарма тата ҫар ҫыннисенчен япаласем илме ҫеҫ ӗлкӗрчӗ, поезд тапранса та кайрӗ.

Чемодансене юр ҫине лартрӗҫ. Станци умӗ часах пушанса юлчӗ, ашшӗ вӗсене хирӗҫ тухса илмерӗ.

Амӑшӗ ӑна ҫиленчӗ, ачисене чемодансем сыхлама хӑварчӗ те, ашшӗ мӗнле ҫуна кӳлсе лав янине пӗлме кайрӗ, мӗншӗн тесен ашшӗ пурӑнакан вырӑна ҫитме вӗсен ҫӗр километра яхӑн тайга тӑрӑх каймалла вӗт.

Амӑшӗ чылайччен килмерӗ. Ҫитменнине тата ҫывӑхрах хӑрушӑ качака ҫӳрет. Малтан вӑл шӑннӑ йывӑҫ хуппине кӑшларӗ, кайран меклетрӗ те Чукпа Гек ҫине тинкерсе пӑхма пуҫларӗ.

Чукпа Гек ҫийӗнчех чемодансем хыҫне пытанчӗҫ, ӑҫтан пӗлетӗн-ха ку таврашри качакасене мӗн кирлине.

Ака, амӑшӗ те таврӑнчӗ. Вӑл пысӑк хуйха кайнӑ. Вӗсем кунта килме тухнине пӗлтерсе янӑ телеграммӑна ашшӗ илмен пулӗ, ҫавӑнпа лашасем те яман, тесе ӑнлантарчӗ.

Вӗсем лавҫӑна чӗнсе илчӗҫ. Лавҫӑ вӑрӑм чӑпӑркипе качакана ҫаптарса илчӗ те, япаласене пуҫтарса вокзал буфетне илсе кайрӗ.

Буфет пӗчӗкскер кӑна. Стойка хыҫӗнче Чук ҫӳлӗш сӑмавар чашкӑрса ларать. Вӑл чӗтрет, шӑхӑрать, унтан тухакан ҫӑра пар ӑшӑнма кӗнӗ ҫерҫисем чӗриклетсе вӗҫекен пӗрене мачча патнех ҫитет.

Чукпа Гек чей ӗҫнӗ вӑхӑтра амӑшӗ лавҫӑпа хаклашрӗ: хӑйсем каяс ҫӗре илсе ҫитерме мӗн чухлӗ ыйтассине пӗлчӗ. Лавҫӑ питӗ хаклӑ, шӑпах ҫӗр тенкӗ ыйтрӗ. Калас пулать, ҫулӗ чӑнах та ҫывӑх мар ӗнтӗ. Юлашкинчен вӗсем калаҫса татӑлчӗҫ те, лавҫӑ килне ҫӑкӑрпа утӑ тата тӑлӑпсем илме чупрӗ.

— Аҫу пӗлмест те ӗнтӗ эпир килнине, — терӗ амӑшӗ. — Вӑл тӗлӗннипе савӑнсах каять ӗнтӗ?

— Ҫапла, вӑл савӑнать ӗнтӗ, — чей сыпса, чынлӑн каларӗ Чук. — Эпӗ те савӑнса хавасланатӑп ӗнтӗ.

— Эпӗ те, — килӗшрӗ Гек. — Эпир шӑппӑн кӑна ҫитсе кӗретпӗр те, атте пӳртрен ӑҫта та пулин тухнӑ пулсан, чемодансене пытарса хуратпӑр, хамӑр вара кровать айне кӗрсе выртатпӑр. Акӑ вӑл кӗрет. Ларать. Шухӑша каять. Эпир чӗнмесӗр выртатпӑр-выртатпӑр та, сасартӑк уласа яратпӑр!

— Эпӗ кровать айне кӗрсе выртма килӗшместӗп, — хирӗҫлерӗ амӑшӗ. — Уламастӑп та. Хӑвӑрах кӗрсе уласа выртӑр… Чук, эсӗ мӗншӗн кӗсйӳне сахӑр пытартӑн? Ахаль те санӑн кӗсйӳсем ҫӳп-ҫап ещӗкӗсем пекех туп-тулли.

— Эпӗ лашасене ҫитерме хатӗрлетӗп, — лӑпкӑн каларӗ Чук. — Эсӗ те, Гек, пӗр татӑк пӳремеч чик. Санӑн нихҫан та, нимӗн те ҫук. Манран йӑлӑнса ыйтма кӑна пӗлетӗн!

Часах лавҫӑ килчӗ. Сарлака ҫуна ҫине утӑ, япаласене майлаштарса хучӗҫ, утиялсемпе, тӑлӑпсемпе пӗркенсе ларчӗҫ.

Чипер юлӑр пысӑк хуласем, заводсем, станцисем, ялсемпе посёлоксем! Халь малта вӑрман, тусем, унтан каллех тӗксӗм вӑрман.

* * *

Ҫанталӑк каҫ енне сулӑничченех кашласа ларакан вӑрман ҫине тӗлӗнсе пӑхса пынипе вӗсем мӗн чухлӗ малалла кайни те сисӗнмерӗ. Анчах лавҫӑ ҫурӑмӗ хыҫӗнче ларса пыракан Чук малти ҫула лайӑхах курайманнипе кичемленсе ҫитрӗ. Вӑл амӑшӗнчен кукӑль е булка ыйтрӗ.

Паллах ӗнтӗ, амӑшӗ ӑна нимӗнле кукӑль те, булка та памарӗ. Вӑл вара пуҫне чикрӗ те, ним тума аптраса, ӗҫ ҫук енне Гека ҫуна хӗрнелле тӗрткелеме пуҫларӗ.

Малтанлӑха Гек хӑй те чӑтӑмлӑн тӗрткелешрӗ. Кайран, ҫиллине шӑнараймасӑр, Чук ҫине сурчӗ. Чук ҫиленсе кайса ҫапӑҫма тытӑнчӗ. Анчах иккӗшӗн аллисене те тӑлӑпсем ӑшне ҫыхса хунӑ, вӗсене кӑларайман пирки пӗр-пӗрне ҫамкисемпе тӑрӑнтарнисӗр пуҫне нимӗн те тӑваймарӗҫ.

Амӑшӗ вӗсем ҫине пӑхрӗ те кулса ячӗ. Ҫав вӑхӑтра лавҫӑ лашисене пушӑпа ҫаптарса илчӗ, лешсем малалла вӗҫтерчӗҫ. Акӑ, ҫул ҫине икӗ шурӑ мулкач сиксе тухрӗҫ те сиккелеме пуҫларӗҫ.

— Эй, эй. Ого-го!.. Пӑрӑнӑр ҫул ҫинчен, таптаса каятпӑр! — кӑшкӑрса ячӗ лавҫӑ.

Чарусӑр мулкачсем вӑрманалла тапса сикрӗҫ. Хирӗҫ уҫӑ ҫил вӗрет. Чукпа Гекӑн вара, ирӗксӗрех пӗр-пӗрин ҫумне лӑпчӑнса ларса, анаталла, тайгана хирӗҫ, Сенкер тусем хыҫӗнчен хуллен шуса тухакан уйӑха хирӗҫ ыткӑнмалла пулчӗ.

Акӑ, лашасем, ним хушмасӑрах, юр хӳсе лартнӑ пӗр пӗчӗк пӳрт умне ҫитсе чарӑнчӗҫ.

— Ҫакӑнта ҫӗр каҫатпӑр, — терӗ лавҫӑ, ҫуна ҫинчен ҫӗре анса. — Ку пирӗн станци пулать.

Пӳрчӗ пӗчӗкскер, анчах питӗ ҫирӗп. Унта никам та ҫук.

Лавҫӑ часах пӗр чейник чей вӗретрӗ; ҫуна ҫинчен апат-ҫимӗҫсем хунӑ кутамкка илсе кӗчӗҫ.

Колбасси шӑнса хытсах кайнӑ, унта пӑта ҫапса кӗртме те пулать пулӗ. Ӑна вӗри шыва ярса ӑшӑтрӗҫ, ҫӑкӑр чӗллисене вӗри плита ҫине хучӗҫ.

Чук кӑмака хыҫӗнчен темле кукӑр пружина тупса тухрӗ. Лавҫӑ ӑна, ку япала тӗрлӗ тискер кайӑксене тытакан капкӑнӑн пружини пулни ҫинчен пӗлтерчӗ.

Пружина, тутӑхнӑскер, пӗр усӑсӑр выртнӑ. Ҫакна Чук ҫийӗнчех чухласа илчӗ.

Чей ӗҫрӗҫ, апат ҫирӗҫ те, ҫывӑрма выртрӗҫ. Стена ҫумӗнче сарлака йывӑҫ кровать. Ун ҫине, матрац вырӑнне, типӗ ҫулҫӑ сарнӑ.

Гек стена ҫумӗнче те, вырӑн варринче те ҫывӑрма юратмасть. Вӑл хӗрринче ҫывӑрма юратать. «Пай-пай-пай, хӗрне ҫывӑрма ан вырт», тесе юрланине пӗчӗк чухнех илтнӗ пулсан та, Гек пурпӗрех ялан хӗрӗнче ҫывӑрнӑ.

Ӑна варрине ҫывӑрма вырттарсан, вӑл ыйхӑ тӗлӗшпе пурин ҫинчен те утияла сирсе пӑрахать, чавсипе тӗрткелешет, Чука чӗркуҫҫийӗпе хырӑмран тӑрӑнтарать.

Вӗсем салтӑнмасӑрах тӑлӑпсемпе витӗнсе выртрӗҫ: Чук — стена ҫумне, амӑшӗ — варрине, Гек кровать хӗррине выртрӗ.

Лавҫӑ ҫуртана сӳнтерчӗ те кӑмака ҫине хӑпарса выртрӗ. Пурте часах ҫывӑрса кайрӗҫ.

Анчах Гекӑн яланхи пекех шыв ӗҫесси килнӗ те, вӑл вӑранчӗ.

Ыйхӑ тӗлӗшпе вӑл ҫӑматтине тӑхӑнчӗ, сӗтел патне пырса чейникрен шыв ӗҫрӗ, унтан чӳрече умӗнчи тенкел ҫине ларчӗ.

Уйӑх пӗлӗт хыҫӗнче пулнӑ пирки пӗчӗк чӳречерен юр хура-кӑваккӑн курӑнать.

«Вӑт мӗнле аякка илсе килнӗ пирӗн аттене!» тӗлӗнчӗ Гек. Ку вырӑнтан инҫерех вырӑн ҫут тӗнчере урӑх нумай та мар юлнӑ пӳлӗ.

Акӑ, Гек итлеме пуҫларӗ. Тулта такам шакканӑ пек туйӑнчӗ. Ку шаккани те пулмарӗ иккен, такам ури айӗнче кӑна юр чӑкӑртатрӗ. Чӑнах та, ҫаплах пулчӗ. Акӑ, тӗттӗмре темскер йывӑррӑн сывласа илчӗ, хускалчӗ, ҫаврӑнкаларӗ, Гек вара, чӳрече умӗнчен упа иртсе кайнине ӑнланса илчӗ.

— Упа утаман, мӗн кирлӗ сана? Эпир атте патне ахаль те нумайранпа каятпӑр, ӑна куричченех пире ҫисе ярасшӑн-и эсӗ… Ҫук, хӑвна ҫынсем пӑшалпа персе е шашкӑпа касса вӗлериччен кунтан тухса кай!

Гек ҫапла шутласа мӑкӑртатрӗ, ҫав хушӑрах хӑй пӗлес килнипе ҫунса тата кӑшт шикленсе, ансӑр чӳречен шӑнса ларнӑ кантӑкӗ ҫумне хӗсӗнерех пӑхса ларчӗ.

Анчах хӑвӑрт шуса иртекен пӗлӗтсем айӗнчен уйӑх шуса тухрӗ. Хура-кӑвак кӗртсем шупка шуррӑн йӑлтӑртатма пуҫларӗҫ те, Гек упа тени пачах упа мар, ҫуна ҫумне кӑкарнӑ ҫӗртен вӗҫерӗнсе кайнӑ лаша ҫеҫ пулчӗ. Вӑл ҫуна тавра ҫаврӑнкаласа утӑ ҫиет.

Кӳренмеллех ӗнтӗ. Гек кровать ҫине выртса тӑлӑппа витӗнчӗ, лайӑх мар шухӑшланипе унӑн тӗлӗкӗсем те кичемскерсем пулчӗҫ.

Асамлӑ тӗлӗк курать Гек:

Хӑрушӑ Турворон сурать пек
Вӗри шыв пек сурчӑкӗпе,
Юнать пек тимӗр чышкипе.

Тавра пушар, ҫиҫеҫ штыксем.

Утаҫҫӗ тимӗр пек полксем,
Инҫе ҫӗртен йӑтса килеҫ
Фашист ялавӗпе хӗресне.

«Тӑхтӑр-ха! — кӑшкӑрчӗ Гек вӗсене. — Эсир урӑх ҫӗрелле каятӑр! Кунта юрамасть!» Анчах никам та чарӑнмарӗ, ӑна, Гека, итлемерӗҫ.

Гек тарӑхнипе шӑвӑҫ сӑрнайне, Чукӑн ботинка коробкинче выртанскерне, туртса кӑларчӗ те хыттӑн кӑшкӑртса ячӗ. Вара бронепоездӑн шухӑша кайса тӑракан командирӗ хӑвӑрттӑн пуҫне ҫӗклерӗ, аллипе сулчӗ. Ҫавӑнтах унӑн хӑрушӑ та пысӑк тупписем персе ячӗҫ. «Аван, — тесе мухтарӗ вӗсене Гек. — Анчах тепӗр хут перӗр, пӗрре пенипе кӑна сахал пулать…»

* * *

Амӑшӗ, хӑйӗн ытарайми ывӑлӗсем пӗри пӗр енчен, тепри тепӗр енчен тӗрткеленипе, вӑранса кайрӗ.

Вӑл Чук енне ҫаврӑнчӗ, аяккинчен темӗнле япала, хытӑ та ҫивӗчскер, тӑрӑннине туйса илчӗ. Хыпашланӑ хыҫҫӑн вӑл хӑй айӗнчен капкӑн пружини туртса кӑларчӗ. Запаслӑ Чук ӑна, амӑшӗнчен вӑрттӑн, вырӑн ҫинех пытарса хунӑ иккен.

Амӑшӗ пружинӑна кровать айне ывӑтрӗ. Гекӑн уйӑх ҫути ӳкнӗ пичӗ ҫине пӑхса илсен, ачи хӑрушӑ тӗлӗк курнине ӑнланчӗ.

Тӗлӗк, паллах ӗнтӗ, пружина мар, ӑна илсе пӑрахаймастӑн. Анчах ӑна сирме пулать. Амӑшӗ Гека айӑккӑн ҫавӑрса вырттарчӗ, майӗпен силлекелесе хуллен кӑна унӑн ҫамки ҫине вӗрчӗ.

Часах Гек мӑшлаткаласа илчӗ, йӑл кулчӗ. Ку усал тӗлӗк иртнине пӗлтерет ӗнтӗ.

Ҫакӑн хыҫҫӑн амӑшӗ тӑрса чӑлха вӗҫҫӗнех чӳрече патне пычӗ.

Ҫутӑлмасть-ха, тӳпери ҫӑлтӑрсем те сӳнмен. Пӗрисем ҫӳлте, теприсем пачах аялта, хура тайга ҫийӗн ялкӑшаҫҫӗ.

Тӗлӗнмелле! Ҫак чӳрече умӗнче вӑл пӗчӗк Гек пекех: хӑйӗн канӑҫсӑр упӑшки килнӗ вырӑн пек инҫе вырӑн ҫут тӗнчере те сахал пулӗ тесе шухӑшларӗ.

Тепӗр кунне кунӗпех ҫул вӑрман тӑрӑх тата тусем урлӑ пычӗ. Тӑвалла хӑпарнӑ чухне лавҫӑ ҫуна ҫинчен сиксе анса юнашар утса пычӗ. Анчах ун вырӑнне анаталла аннӑ чухне вара ҫав тери хытӑ кайрӗҫ, Чукпа Гека ҫуна лашасемпе пӗрле пӗлӗт ҫинчен йӑтӑнса аннӑ пекех туйӑнчӗ.

Юлашкинчен, каҫ пулас умӗн, хӑйсемпе лашасем те ывӑнса ҫитсен, лавҫӑ ҫапла каларӗ:

— Ну, вӑт, ҫитрӗмӗр те! Ҫак пӗчӗк сӑмсахран ҫул пӑрӑнса каять. Унта, уҫланкӑра, вӗсен бази… Эй, но-о-о! Уткалӑр!

Хавассӑн ҫуйӑхкаласа Чукпа Гек сиксе тӑчӗҫ, анчах лашасем карт туртрӗҫ те, вӗсем утӑ ҫине тӑрӑнса анчӗҫ.

Кулакан амӑшӗ ҫӑм тутӑрне хывса мамӑк калпакӗ вӗҫҫӗн кӑна тӑрса юлчӗ.

Акӑ, ҫул пӑрӑнса каякан вырӑн. Ҫул хӑвӑрттӑн пӑрӑнчӗ те ҫын тивмен уҫланкӑра ларакан виҫӗ пӗчӗк пӳрт патне ҫитсе чарӑнчӗ.

Тӗлӗнмелле! Йытӑсем вӗрмеҫҫӗ, ҫынсем курӑнмаҫҫӗ. Пӳрт мӑрйисенчен тӗтӗм тухмасть. Сукмаксемпе ҫулсене юр шӑлса лартнӑ, йӗри-тавра, масар ҫинчи пекех, шӑплӑх, пӗр сас-чӗвӗ те ҫук. Шурӑ аяклӑ чакаксем ҫеҫ пӗр йывӑҫ ҫинчен тепӗр йывӑҫ ҫине сиккелесе ҫӳреҫҫӗ.

— Ӑҫта илсе килтӗн-ха эсӗ пире? — шиклӗн ыйтрӗ амӑшӗ лавҫӑран. — Пирӗн кунта килмелеччӗ-и вара?

— Ӑҫта илсе килме хушрӑр, унта илсе килтӗм, — терӗ лавҫа. — Акӑ, ҫак ҫуртсене шӑпах «Геологилле шыравсем тӑвакансен виҫҫӗмӗш номерлӗ бази» теҫҫӗ. Акӑ, вывеска та юпа ҫинчех… Вулӑр. Тен, сире тӑваттӑмӗш номерлӗ база кирлӗ? Вӑл пачах тепӗр еннелле, кунтан икҫӗр километра яхӑн пулать.

— Ҫук, ҫук! — вывеска ҫине пӑхса ответлерӗ амӑшӗ. — Пире шӑпах ҫак кирлӗ те. Анчах эсӗ пӑх-ха: алӑкӗсене ҫӑрасемпех питӗрсе илнӗ, крыльцасене юр шӑлса лартнӑ, ҫыннисем ӑҫта кайнӑ-ха вара?

— Вӗсем ӑҫта кайса кӗме пултарнине пӗлейместӗп, — тӗлӗнчӗ лавҫӑ. — Иртнӗ эрнере эпир кунта ҫӑнӑх, сухан, улма леҫсе хӑвартӑмӑр. Ҫынсем пурте кунтаччӗ: саккӑрӑн, тӑххӑрмӗш начальник, хуралҫӑпа вуннӑн… Акӑ, тата инкек! Вӗсене кашкӑрсем ҫисе яман ӗнтӗ… Эсир тӑхтӑр-ха, эпӗ хуралҫӑ ҫуртне кайса пӑхам.

Лавҫӑ тӑлӑпне хыврӗ те кӗрт урлӑ хӗрринчи пӳрт патнелле утрӗ.

Часах вӑл каялла ҫаврӑнса килчӗ.

— Пӳртре никам та ҫук, кӑмаки ӑшӑ. Апла пулсан, хуралҫӑ кунта, анчах сунара кайнӑ пулас. Каҫа хирӗҫ таврӑнать, пурне те каласа парӗ.

— Мӗн каласа пама пултарать вӑл мана! — ассӑн сывласа илчӗ амӑшӗ. — Кунта ҫынсем нумайранпа пулманнине эпӗ хамах куратӑп.

— Вӑл мӗн каласа парассине эпӗ пӗлместӗп, — терӗ лавҫӑ. — Мӗн те пулин каласа паратех ӗнтӗ, ҫавӑнпа хуралҫӑ та вӑл.

Вӗсем аран-аран хуралҫӑ пӳрчӗ патне ҫитрӗҫ, пӳрт патӗнчен вӑрманалла тӑвӑр сукмак пур.

Вӗсем ҫенӗке кӗчӗҫ те кӗреҫесем, шӑпӑрсем, пуртӑсем, патаксем тата тимӗр ҫекӗлтен ҫакӑнса тӑракан упа тирӗ ҫумӗпе иртсе пӳрте кӗчӗҫ. Вӗсем хыҫҫӑн лавҫӑ япаласене йӑтса кӗчӗ.

Пӳртре ӑшӑ пулчӗ.

Лавҫӑ лашасене апат пама тухрӗ, амӑшӗ вара хӑраса ӳкнӗ ачасене салтӑнтарчӗ.

— Аҫу патне килме тухрӑмӑр та, акӑ ӑҫта килсе ҫитрӗмӗр!

Амӑшӗ сак ҫине ларса шухӑша кайрӗ. Мӗн пулнӑ-ши, мӗншӗн базӑра никам та ҫук, мӗн тумалла ӗнтӗ халь? Каялла каймалла-и? Анчах унӑн укҫи те лавҫӑна тӳлемелӗх ҫеҫ юлнӑ. Апла пулсан, хуралҫӑ килессе кӗтмелле. Анчах лавҫӑ виҫӗ сехетрен каялла каять, ҫак вӑхӑтра хуралҫӑ килмесен? Ун чух мӗн тумалла? Кунтан ҫывӑхри станци те — телеграф та ҫӗр километра яхӑн!

Лавҫӑ кӗчӗ. Йӗри-тавра пӑхса ҫаврӑнчӗ те сӑмсипе сывласа илчӗ, кӑмака патне пырса питлӗхне уҫрӗ.

— Хуралҫӑ каҫа хирӗҫ таврӑнать, — лӑплантарчӗ вӑл. — Авӑ, кӑмакара чӳлмекпе апат ларать. Нумайлӑха кайнӑ пулсан, вӑл яшкине тула кӑларса лартнӑ пулӗччӗ. Тепӗр тесен, сирӗн ирӗк, — терӗ лавҫӑ. — Инкек килсе тухсан, эпӗ те чул мар, станцине ҫити укҫасӑрах лартса кайма пултаратӑп.

— Ҫук, — килӗшмерӗ амӑшӗ. — Станцинче пирӗн ним ӗҫ те ҫук.

Татах чей лартрӗҫ, колбассине ӑшӑтрӗҫ, апатланчӗҫ, чей ӗҫрӗҫ. Амӑшӗ япалисене майланӑ чухне Чукпа Гек ӑшӑ кӑмака ҫинче ларчӗҫ. Кунта милӗк шӑрши, тунӑ тирпе хыр турачӗ шӑрши кӗрет. Кӑмӑлӗ пӑсӑлнӑ амӑшӗ шарламарӗ, Чукпа Гек та шӑп кӑна ларчӗҫ. Анчах нумай вӑхӑт хушши чӗнмесӗр ларма пултараймастӑн, ҫавӑнпа та хӑйсем валли урӑх ӗҫ тупаймасӑр Чукпа Гек часах тутлӑ ыйхӑпа ҫывӑрса кайрӗҫ.

Ачасем лавҫӑ тухса кайнине те, амӑшӗ кӑмака ҫине хӑпарса хӑйсемпе юнашар выртнине те туймарӗҫ. Вӗсем пӳртре тӗттӗмленсе ҫитсен тин вӑранчӗҫ. Пурте пӗр харӑс вӑранчӗҫ, мӗншӗн тесен крыльца ҫинче ура сасси илтӗнчӗ, унтан ҫенӗкре темӗн кӗмсӗртетрӗ — кӗреҫе ӳкрӗ пулас. Алӑк яриех уҫӑлса кайрӗ те аллине хунар тытнӑ хуралҫӑ кӗчӗ, ун хыҫҫӑн — ҫамламас пысӑк йытӑ.

Вӑл хулпуҫҫи ҫинчи пӑшалне хыврӗ, персе ӳкернӗ мулкача сак ҫине пӑрахрӗ, хунарне кӑмака патне ҫӗклесе ҫапла ыйтрӗ:

— Мӗнле хӑнасем килнӗ тата?

— Геологсен ушкӑнне ертсе пыракан Серегинӑн арӑмӗ эпӗ, — терӗ амӑшӗ, кӑмака ҫинчен сиксе анса, — кусем акӑ — унӑн ачисем, кирлӗ пулсан, документсем кӑтартма пултаратӑп.

— Акӑ, вӗсем документсем: кӑмака ҫинче лараҫҫӗ, — терӗ те хуралҫӑ, шикленсе ӳкнӗ Чукпа Геке питрен хунарӗпе ҫутатрӗ. — Ашшӗне хунӑ, каснӑ-лартнӑ ашшех, уйрӑммӑнах ҫак мӑнтӑркки, — терӗ вӑл. Чук енне пӳрнипе тӗллесе кӑтартса.

Чукпа Гек кӳренчӗҫ: Чук — хӑйне мӑнтӑркка тенӗшӗн, Гек — яланах хӑйне Чукран ытларах ашшӗ сӑнлӑ тесе шутланипе кӳренчӗ.

— Калӑр-ха, эсир мӗншӗн килтӗр? — ыйтрӗ хуралҫӑ, амӑшӗ ҫине пӑхса. — Сире тухса килме хушманччӗ вӗт.

— Хушман, тетӗр-и? Мӗнле-ха апла хушман.

— Ҫаплах. Серегин телеграммине эпӗ станцине хам кайса леҫрӗм. Телеграммӑра уҫҫӑнах ҫапла ҫырнӑччӗ: «Тухса килме икӗ эрнене тытӑнса тӑрӑр. Пирӗн ушкӑн васкаса тайгана каять». Серегин тытӑнса тӑма хушнӑ пулсан, тухмалла пулман, эсир хӑвӑр ирӗкпе тухса килнӗ.

— Мӗнле телеграмма? — тепӗр хут ыйтрӗ амӑшӗ. — Эпир нимле телеграмма та илмен. — Хӑй хутне кӗрекенсене шыранӑ пек вӑл Чукпа Гек ҫине пӑхса илчӗ.

Анчах амӑшӗ хӑйсем ҫине тинкерсе пӑхнипе Чукпа Гек та пӗр-пӗрин ҫине куҫӗсене чарса пӑхрӗҫ, унтан стена ҫумнелле тӗршӗнчӗҫ.

— Ачасем, — ыйтрӗ, вӗсем ҫине шанчӑксӑррӑн пӑхса амӑшӗ, — эпӗ килте ҫук чухне нимле телеграмма та илмен-и эсир?

Кӑмака ҫинче типӗ турпас, милӗксем чӑштӑртатрӗҫ, анчах ответлени илтӗнмерӗ.

— Калӑр, эсреметсем! — терӗ вара амӑшӗ. — Эсир мансӑр пуҫне телеграмма илнӗ, ӑна мана паман пулмалла, ҫапла-и?

Тата темиҫе секунд вӑхӑт иртсен кӑмака ҫинчен пӗр харӑс макӑрни илтӗнсе кайрӗ. Чук хулӑн сасӑпа, Гек ҫинҫе сасӑпа йӗрсе ячӗҫ.

— Акӑ ӑҫта ман вилӗм? — кӑшкӑрса ячӗ амӑшӗ. — Акӑ кам мана чӗр халлӗнех шӑтӑка кӳртет! Чарӑнӑр-ха, тархасшӑн, каласа парӑр мӗнле пулнине.

Амӑшӗ шӑтӑка кӗме хатӗрленнине илтсен, Чукпа Гек тата хытӑрах макӑрса ячӗҫ. Айӑпӗсене пӗр вӑтанмасӑр хӑйсем ҫинчен сирсе, пӗр-пӗрне калама чарса, вӑхӑта вӑраха тӑсса, хӑйсен хурлӑхлӑ калавне пуҫларӗҫ.

* * *

Ну, мӗн тӑвас тетӗн-ха ҫакӑн пек халӑхпа? Патакпа ҫаптарса илмелле-и? Тӗрмене лартмалла-и? Урисене сӑнчӑрласа катӑркӑна ямалла-и? Ҫук, амӑшӗ нимӗн те тумарӗ. Вӑл ассӑн сывласа илчӗ, ачисене кӑмака ҫинчен анса сӑмсисене шӑлма тата пит-куҫӗсене ҫума хушрӗ. Хӑй вара хуралҫӑран мӗн тумаллине ыйтса пӗлме пуҫларӗ.

Хуралҫӑ, разведка ушкӑнӗ васкавлӑ приказпа Алкараш тӑвӗсем хушшине кайни ҫинчен, унтан вӗсем вунӑ кунтан иртерех килме пултарайманни ҫинчен каласа пачӗ.

— Эпир кунта вунӑ кун мӗнле пурӑнса ирттерӗпӗр-ха? — ыйтрӗ амӑшӗ. — Пирӗн хамӑрпа пӗрле нимле апат-ҫимӗҫ те ҫук вӗт.

— Акӑ, ҫапла пурӑнӑр, — терӗ хуралҫӑ. — Эпӗ сире ҫӑкӑр паратӑп. Акӑ, ҫак куяна парӑп — тирне сӗвӗр те, пӗҫерсе ҫийӗр. Ыран эпӗ икӗ талӑклӑха тайгана тухса каятӑп: манӑн капкӑнсене тӗрӗслес пулать.

— Аванах мар, — терӗ амӑшӗ. — Мӗнле-ха эпир хамӑр кана тӑрса юлӑпӑр? Эпир кунта нимӗн те пӗлместпӗр. Кунта вӑрман, тискер кайӑксем…

— Эпӗ иккӗмӗш пӑшала хӑваратӑп, — терӗ хуралҫӑ. — Вутӑ аслӑк айӗнче, шыв сӑрт леш енчи ҫӑлкуҫӗнче. Кӗрпе михӗре, тӑвар банкӑра. Манӑн вара — тӳррипех калатӑп — сирӗнпе аппаланса ларма вӑхӑт та ҫук…

— Мӗнле хаяр мучи! — пӑшӑлтатрӗ Гек. — Атя, Чук, эпир ӑна мӗн те пулин калӑпӑр.

— Вӑт тата! — хирӗҫ чӗнчӗ Чук. — Вӑл вара пире тытать те пӳртрен хӑваласа кӑларать. Эсӗ тӑхта, атте килсен эпир йӑлтах каласа парӑпӑр.

— Атте мӗнле! Атте чылай вӑхӑт пурӑнать-и…

Гек амӑшӗ патне пырса ун чӗрҫи ҫине хӑпарса ларчӗ, хуралҫӑ ҫине хыттӑн пӑхма пуҫларӗ.

Хуралҫӑ кӗрӗкне хыврӗ, ҫутӑ патнерех, сӗтел умне шуса ларчӗ.

Гек вара халь тин унӑн кӗрӗкӗ хулпуҫҫинчен пуҫласа пилӗк таранах ҫурӑлса кайнине асӑрхаса илчӗ!

— Кӑмакаран яшка кӑлар, — хушрӗ хуралҫӑ Чук амӑшне. — Сентре ҫинче кашӑксем, чашӑк пур, ларса ҫийӗр. Эпӗ кӗрӗке юсам.

— Эсӗ хуҫа, — терӗ амӑшӗ. — Хӑвах кӑлар та, хӑвах хӑна ту. Кӗрӗкне мана пар: эпӗ санран лайӑхрах саплатӑп.

Хуралҫӑ пуҫне ҫӗклесе ун ҫине пӑхсан, Гекӑн хаяр куҫӗсемпе тӗл пулчӗ.

— Эхе! Эсир ҫине тӑраканскер иккен, — мӑкӑртатса илчӗ вӑл, унтан савӑт-сапа илме утрӗ.

— Ку ӑҫта ҫакӑн пек ҫурӑлса кайнӑ? — ыйтрӗ Чук, кӗрӗк ҫурӑкне кӑтартса.

— Упапа килӗштереймерӗмӗр. Вӑл мана чӗрмелесе илчӗ, — терӗ хуралҫӑ калас килмен ҫӗртен, унтан сӗтел ҫине яшка чӳлмекне пырса лартрӗ.

— Илтрӗн-и, Гек? — ыйтрӗ Чук хуралҫӑ ҫенӗке тухсан. — Вӑл упапа ҫапӑҫнӑ, ҫавӑнпа ҫиллес пулмалла.

Гек пурне те хӑй илтрӗ. Ку ҫын упапа ҫапӑҫма пултарать, анчах Гек хӑйӗн амӑшне хуть кам кӳрентернине те чӑтма пултараймасть.

* * *

Ирхине, шурӑмпуҫ килсенех, хуралҫӑ михӗ тата пӑшал илчӗ, йӗлтӗр ҫине тӑчӗ те йыттине ертсе вӑрманалла кайрӗ. Халь ӗнтӗ вӗсен хӑйсен хуҫа пулмалла.

Вӗсем виҫҫӗн шыв ӑсма кайрӗҫ. Сӑрт леш енче, юрпа витӗннӗ чӑнкӑ ҫырантан ҫӑл шывӗ юхать. Шывран, чейникри пекех, пӑс тухса тӑрать, анчах Чук шыв юххи тӗлне пӳрнине тытса пӑхсан, шыв шартлама сивӗрен те сиввине туйса илчӗ.

Кайран вӗсем вут йӑтрӗҫ. Амӑшӗ пысӑк кӑмакана хутма пӗлмерӗ, ҫавӑнпа вут час тивсе каймарӗ. Анчах тивсе кайсан питӗ хытӑ ҫунма пуҫларӗ, кӑмакана хирӗҫле кантӑк ҫинчи хулӑн пӑр та часах ирӗлсе пӗтрӗ. Халь ӗнтӗ чӳрече витӗр вӑрман хӗрринчи йывӑҫсем те, турат ҫинчен турат ҫине сиккелесе ҫӳрекен чакаксем те, сенкер тусен чул тӳписем те курӑна пуҫларӗҫ.

Амӑшӗ чӑх-чӗпсен ӑшчикне кӑларса тасатма пӗлет, анчах ӑна куян тирне сӳсе тирпейлеме тӳр килмен, ҫавӑнпа та вӑл нумай вӑхӑт хушши аппаланчӗ. Тепри ҫак вӑхӑтра вӑкӑр е ӗне тирне сӳсе, ӑшчиккине тирпейлесе ҫитернӗ пулӗччӗ.

Гека ҫак ӗҫ, тир сӗвесси, пӗрре те килӗшмерӗ, Чук вара амӑшне кӑмӑллӑнах пулӑшрӗ. Ҫакӑншӑн ӑна куян хӳри лекрӗ. Куян хӳри ҫӑп-ҫӑмӑл та мамӑклӑ, та кӑмака ҫинчен урайне пӑрахсан, вӑл парашют пекех вӑраххӑн анать.

Апат хыҫҫӑн виҫҫӗш те пӗрле уҫӑлма тухрӗҫ.

Чук амӑшне пӑшал е патронне те пулин хӑйпе пӗрле илме ӳкӗтлерӗ. Анчах амӑшӗ пӑшал илмерӗ.

Пачах урӑхла пулса тухрӗ, амӑшӗ юриех пӑшала чи ҫӳлти ҫекӗлрен ҫакса хучӗ, унтан пукан ҫине тӑрса патронӗсене мачча ҫумӗнчи ҫӳлӗк ҫине пытарчӗ тата Чука ҫапла асӑрхаттарчӗ: пӗр патронне те пулин илме хӑтланса пӑхатӑн пулсан, малалла лайӑх пурнӑҫпа пурӑнасса ан шан, терӗ.

Чук хӗрелсе кайрӗ те васкавлӑн ҫаврӑнса утрӗ, мӗншӗн тесен вӑл пӗр патронне кӗсйине чикме ӗлкӗрнӗччӗ ӗнтӗ.

Тӗлӗнмелле лайӑх уҫӑлса ҫӳрерӗҫ вӗсем! Вӗсем сукмакпа умлӑн-хыҫлӑн ҫӑл куҫӗ патнелле утрӗҫ. Тӳпере кӑн-кӑвак пӗлӗт тӑрать; сенкер тусен шӗвӗр тӑррисем, халапри башньӑсем пек, тӳпенелле кармашса тӑраҫҫӗ. Сивӗ шӑплӑхра чакаксем чӗриклетни илтӗнет. Кедр йывӑҫҫисен ҫӑра турачӗсем хушшинче йӑрӑ та кӑвак пакшасем сиккелесе ҫӳреҫҫӗ. Йывӑҫсем айӗнчи ҫемҫе юр ҫинче паллӑ мар тискер кайӑксен йӗрӗсем курӑнаҫҫӗ.

Акӑ тайгара темӗн йынӑшса ячӗ, кӗрлесе кайрӗ, хуҫӑлчӗ. Йывӑҫ тӑрринчи пӑрланса ларнӑ юр туратсене хуҫса йӑтӑнса анчӗ пулас.

Ӗлӗк, Гек Мускавра пурӑннӑ чух, ӑна мӗнпур ҫӗр ҫинче те Мускаври пек, тепӗр майлӑ каласан, мӗнпур ҫӗр ҫинче урамсем, ҫуртсем, трамвайпа автобуссем кӑна пулнӑ пек туйӑнатчӗ.

Халӗ ӗнтӗ, мӗнпур ҫӗр ҫинче ҫак кашласа ларакан сӗм вӑрман кӑна пур пек туйӑнать.

Тата вӑл яланах ҫапла шутланӑ; Гек, пуҫ тӑрринче хӗвел ҫутатать пулсан, пӗтӗм ҫӗршыв ҫинче пӗр хура пӗлӗт те, ҫумӑр та ҫук тесе шанса тӑнӑ.

Хӑй савӑнӑҫлӑ пулсан, ҫӗр ҫинчи мӗнпур ҫынсене те савӑнӑҫлӑ та хаваслӑ тесе шутланӑ.

* * *

Икӗ кун иртсе кайрӗ, виҫҫӗмӗш ҫитрӗ, хуралҫӑ ҫаплах вӑрмантан таврӑнаймарӗ-ха. Юрпа шӑлса лартнӑ пӗчӗк пӳрте шиклӗх хупласа илчӗ.

Уйрӑммӑнах каҫсенче, ҫӗрлесенче хӑрушӑ. Вӗсем ҫенӗке, алӑксене ҫирӗппӗн питӗре-питӗре хураҫҫӗ. Тискер кайӑксене ҫутӑпа илӗртес мар тесе, чӳречесене караҫҫӗ. Анчах ҫакна пачах тепӗр майлӑ тумалла пулнӑ, мӗншӗн тесен тискер кайӑк ҫын мар, ҫутӑран хӑрать. Кӑмака мӑрйинче ҫил улать, ҫил-тӑман пуҫланса стенасемпе чӳречесене пӑрлӑ юрпа ҫаптарма тытӑнсан, тул енчен такам чӗрмеленӗ пек, тӗрткеленӗ пек туйӑнать.

Вӗсем кӑмака ҫине хӑпарса выртаҫҫӗ те, амӑшӗ чылайччен тӗрлӗ халапсем каласа парать. Унтан вара тӗлӗрсе каять.

— Чук, — ыйтрӗ Гек, — мӗншӗн тӗрлӗ халапсемпе юмахсенче тухатмӑшсем пулаҫҫӗ? Вӗсем чӑн-чӑнах пулсан, мӗн пулӗччӗ-ши?

— Шуйттансемпе асамҫӑсем те пулччӑр-и? — ыйтрӗ Чук.

— Ҫук! — кӳренчӗ Гек. — Шуйттансем кирлӗ мар. Мӗн усси пур вӗсенчен? Эпир тухатмӑша хушнӑ пулӑттӑмӑр та, вӑл атте патне вӗҫсе кайса эпир тахҫанах килни ҫинчен пӗлтернӗ пулӗччӗ.

— Гек, вӑл мӗнпе вӗҫсе кайнӑ пулӗччӗ?

— Ну, мӗнпе… Аллисемпе хӑлаҫланса е тата мӗнле те пулин вӗҫсе кайнӑ пулӗччӗ. Вӑл хӑех пӗлет.

— Халӗ алӑсемпе хӑлаҫланма сивӗ, — терӗ Чук. — Акӑ манӑн перчеткепе алсиш те пур, апла пулсан та, вут йӑтнӑ чух пӳрнесем йӑлтах шӑнса кайрӗҫ.

— Ҫук, эсӗ кала-ха, Чук, ҫапах та аван пулӗччӗ вӗт?

— Эпӗ пӗлместӗп, — иккӗленчӗ Чук. — Астӑватӑн-и, Мишка Крюковсен картишӗнчи нӳхрепре пӗр темле уксах ҫын пурӑнатчӗ. Вӑл е кӗлентӗр сутатчӗ, е ун патне тӗрлӗрен хӗрарӑмсемпе карчӑксем ҫӳретчӗҫ. Вӑл вара камӑн телейлӗ, камӑн телейсӗр пурнӑҫ пулассине юмӑҫ пӑхса паратчӗ.

— Юмӑҫне аван пӑхатчӗ-и вара?

— Ӑна пӗлместӗп. Кайран милици килсе ӑна илсе кайнине, унӑн хваттерӗнчен ют ҫынсен япалисене нумай илсе тухнине кӑна пӗлетӗп.

— Апла пулсан, вӑл тухатмӑш пулман пулӗ, вӑрӑ пулнӑ пулӗ. Эсӗ мӗнле шутлатӑн?

— Паллах, вӑрӑ, — килӗшрӗ Чук. — Ҫапла, эпӗ, тухатмӑшсем пурте вӑрӑсем пулӗ, тесе шутлатӑп. Сӑмахран, кала-ха: мӗншӗн унӑн ӗҫлемелле, вӑл кирек мӗнле шӑтӑкран та кӗме пултарать вӗт? Мӗн кирлине ил те ил… Эсӗ ҫывӑр, Гек, эпӗ пурпӗр санпа урӑх калаҫмастӑп.

— Мӗншӗн?

— Мӗншӗн тесен эсӗ кирлӗ-кирлӗ мара сӳпӗлтететӗн, ҫӗрле вара вӗсене тӗлӗкре куратӑн та, мана чавсупа та чӗркуҫҫипе те тӗрткелеме пуҫлатӑн. Ӗнер мана хырӑмран чышса илтӗн, лайӑх тетӗн-и? Сана хӑвна чышса пӑхам-ха…

* * *

Тӑваттӑмӗш кун ирхине амӑшӗн хӑйӗн вутӑ ҫурмалла пулчӗ. Куяна тахҫанах ҫисе янӑ ӗнтӗ, унӑн шӑммисене те чакаксем йӑтса кайнӑ. Кӑнтӑрлахи апат валли вӗсем типӗ ҫупа сухан ярса пӑтӑ кӑна пӗҫереҫҫӗ. Ҫӑкӑр та сахал юлчӗ, анчах амӑшӗ ҫӑнӑх тупрӗ те пашалу пӗҫерсе пачӗ.

Ҫакӑн пек апат хыҫҫӑн Гек ҫав тери салхулланчӗ, амӑшӗ вӑл чирлесе ӳкрӗ пулӗ тесе шикленчӗ.

Вӑл ӑна килте ларма хушрӗ, Чука тумлантарчӗ, ҫунашка ҫине витре лартрӗ те вӗсем шыв илме, ҫул май вӑрман хӗрринчи типӗ ҫапӑсене пуҫтарма тесе тухса кайрӗҫ. Типӗ ҫапӑпа ирхине вут чӗртсе яма ҫӑмӑлтарах пулать.

Гек пӗчченех тӑрса юлчӗ. Вӑл нумайччен кӗтрӗ. Кичемленсе ҫитрӗ те, мӗн те пулин шухӑшласа кӑларма ларчӗ.

* * *

Чукпа амӑшӗ таврӑнмарӗҫ-ха. Каялла килме тухсан ҫунашки тӳнсе кайрӗ, витри ӳпӗнсе выртрӗ, вара ҫӑлкуҫ патне тепӗр хут кайма лекрӗ. Кайран тата Чук алсишне вӑрман хӗррине манса хӑварнӑ пирки каллех каялла каймалла пулчӗ. Шыраса тупнӑ ҫӗре каҫ та пулса ҫитрӗ.

Киле таврӑнсан, пӳртре Гека тупаймарӗҫ. Малтанах вӗсем Гек кӑмака ҫине, тирсем хыҫне пытанса выртнӑ пулӗ тесе шутларӗҫ. Ҫук, вӑл унта пулмарӗ.

Вара Чук чеен кулса илчӗ те, амӑшӗ патне пырса: Гек, паллах, кӑмака айне пытаннӑ пулӗ тесе пӑшӑлтатрӗ.

Амӑшӗ ҫиленсе кайрӗ, Гека тухма хушрӗ. Гек хирӗҫ чӗнмерӗ.

Ун хыҫҫӑн Чук вӑрӑм ухват илсе кӑмака айне пӑтратма пуҫларӗ. Анчах Гек кӑмака айӗнче те пулмарӗ.

Амӑшӗ хӑраса ӳкрӗ, алӑк патӗнчи пӑта ҫине пӑхрӗ. Пӑта ҫинче Гекӑн кӗрӗкӗ те, ҫӗлӗкӗ те ҫук.

Амӑшӗ картишне тухрӗ, пӳрт йӗри-тавра ҫаврӑнчӗ. Ҫенӗке кӗрсе хунар ҫутрӗ. Тӗттӗм чӑлана, вут хуракан аслӑк айне кӗрсе пӑхрӗ.

Вӑл Гека кӑшкӑрса чӗнчӗ, ятлаҫса илчӗ, тархасласа ыйтрӗ, анчах хирӗҫ никам та чӗнмерӗ. Ҫанталӑк тӗттӗмленме пуҫларӗ.

Вара амӑшӗ пӳрте чупса кӗчӗ, стена ҫумӗнчи пӑшала туртса антарчӗ, патронсем илчӗ, хунар тытрӗ те Чука: ниҫта та ан тухнӑ пултӑр тесе кӑшкӑрнӑ хыҫҫӑн, картишне чупса тухрӗ.

Тӑватӑ кун хушшинче вӗсем сахал мар йӗр тунӑ ӗнтӗ.

Гека ӑҫта шырамаллине амӑшӗ пӗлмерӗ, анчах ҫул патнелле чупрӗ. Гек пӗр-пӗччен вӑрмана кӗме пултарайман ӗнтӗ.

Ҫул ҫинче никам та ҫук.

Вӑл пӑшалне авӑрларӗ те персе ячӗ. Пӑртак итлесе тӑчӗ, унтан тата пӗр-ик хут печӗ.

Сасартӑк ҫывӑхрах хирӗҫ пени илтӗнсе кайрӗ. Такам ӑна пулӑшма килет иккен. Вӑл ӑна хирӗҫ чупасшӑнччӗ, анчах кӗрт ӑшне путрӗ. Хунар юр ҫине тиврӗ, кантӑкӗ ҫӗмрӗлчӗ те ҫутӑ сӳнчӗ.

Хуралҫӑ пӳрчӗн крыльци ҫинчен Чукӑн хӑлхана ҫуракан сасси янӑраса кайрӗ.

Чук пӑшал пенине илтнӗ те, Гека ҫисе янӑ кашкӑрсем амӑшӗ ҫине тапӑннӑ пулӗ тесе шутланӑ.

Амӑшӗ хунара пӑрахрӗ, сывлайми пулса пӳрт патнелле чупрӗ.

Вӑл тумтирсӗрех сиксе тухнӑ Чука пӳрте тӗртсе кӗртрӗ, пӑшалне кӗтессе ывӑтрӗ, пӗр курка пӑрлӑ шыв ӑсса ӗҫрӗ.

Крыльца патӗнче кӗмсӗртеттерни, шаккани илтӗнсе кайрӗ, унтан алӑк яриех уҫӑлчӗ. Пӳрте йытӑ ыткӑнса кӗчӗ, ун хыҫҫӑн пӑсланса тӑракан хуралҫӑ кӗрсе тӑчӗ.

— Мӗн инкекӗ? Мӗншӗн петӗр? — ыйтрӗ вӑл, кӗрӗкне хывса сывлӑх суничченех.

— Ача ҫухалчӗ, — терӗ амӑшӗ. Унӑн куҫӗнчен куҫҫуль шапӑртатма пуҫларӗ те, урӑх пӗр сӑмах та чӗнеймерӗ.

— Чарӑн, ан йӗр-ха! — кӑшкӑрчӗ хуралҫӑ. — Хӑҫан ҫухалчӗ? Нумай пулмасть-и?.. Каялла, Смелый! — кӑшкӑрчӗ вӑл йыттине. — Калӑр ӗнтӗ, е эпӗ каялла каятӑп?

— Пӗр сехет каялла, — терӗ амӑшӗ. — Эпир шыв илме кайрӑмӑр. Каялла килтӗмӗр — вӑл ҫук. Вӑл тумланнӑ та таҫта тухса кайнӑ.

— Пӗр сехет хушшинче инҫех каймасть, тумтирпе тата ҫӑматӑпа пулсан, часах шӑнас ҫук… Ман пата, Смелый! Ме-ха шӑршла.

Хуралҫӑ пӑтаран пашлык илчӗ, Гекӑн калушне йыта сӑмси патне хурса пачӗ.

Йытӑ япаласене лайӑх кӑна шӑршларӗ, унтан ӑслӑ куҫӗсемпе хуҫи ҫине пӑхрӗ.

— Ман хыҫҫӑн! — терӗ хуралҫӑ, алӑк уҫса. — Шыра, Смелый!

Йытӑ хӳрине выляткаласа илчӗ, анчах вырӑнтан та тапранмарӗ.

— Малалла! — хыттӑн хушрӗ старик. — Шыра, Смелый, шыра!

Йытӑ канӑҫсӑррӑн пӗр вырӑнта хускалса илчӗ, анчах вырӑнтан та тапранмарӗ.

— Мӗн тапӑртатса тӑратӑн? — ҫиленчӗ хуралҫӑ. Вара каллех йытӑ сӑмси патне пашлыкпа Гек калушне хурса пачӗ те, йытта мӑй ҫыххинчен туртрӗ.

Смелый ҫапах та хуралҫӑ хыҫҫӑн каймарӗ; вӑл пӗр вырӑнта ҫаврӑнкаласа илчӗ, унтан пӑрӑнса алӑк патнелле мар, кӗтесселле утрӗ.

Кунта вӑл пысӑк арча патӗнче чарӑнса ҫӑмламас урипе арча хуппине чӗрмелерӗ, хуҫи енне ҫаврӑнса виҫӗ хутчен хыттӑн вӗрсе ячӗ.

Хуралҫӑ аллинчи пӑшалне хыпӑнса ӳкнӗ амӑшне тыттарчӗ те, арча хуппине пырса уҫрӗ.

Арчара, тӗрлӗ ҫӗтӗк-ҫатӑксемпе тирсем ҫинче хӑйӗн кӗрӗкне витӗнсе, пуҫ айне ҫӗлӗкне хурса, Гек канлӗн ҫывӑрать.

Гека арчаран сӗтӗрсе кӑларса вӑратсан, вӑл хӑй тавра мӗншӗн ҫакӑн пек савӑнӑҫ тата шӑв-шав пулнине ӑнланса илеймесӗр ыйхӑллӑ куҫӗсене мӑчлаттарса тӑчӗ. Амӑшӗ чуптуса макӑрса ячӗ. Чук ӑна аллинчен те, уринчен те турткаласа:
— Эй-ля! Эй-ли-ля! — тесе кӑшкӑрать.

Ҫӑмламас Смелый, Чук хӑйне тутинченех чуптунипе вӑтаннӑ пек пулса, тепӗр еннелле ҫаврӑнчӗ, нимӗн ӑнланмасӑр хӳрине вылятса, сӗтел ҫинче выртакан ҫакӑр ҫине кӑмӑллӑн пӑхкаласа тӑчӗ.

Амӑшӗпе Чук шыв патне кайсан, кичемленнӗ Гек ларнӑ-ларнӑ та шӳт тума шутланӑ. Вӑл кӗрӗкӗпе ҫӗлӗкне илсе арчана кӗрсе выртнӑ. Амӑшӗпе Чук таврӑнсан, мана шырама тытӑнаҫҫӗ, эпӗ вара арча ӑшӗнчен хӑрушшӑн уласа яратӑп, тесе шутланӑ Гек. Анчах амӑшӗпе Чук нумайччен ҫӳренӗ пирки вӑл выртнӑ-выртнӑ та, хӑй сисмесӗрех ҫывӑрса кайнӑ.

Сасартӑк хуралҫӑ тӑчӗ, сӗтел патне пырса ҫӑраҫҫи тата лӳчӗркенсе пӗтнӗ сенкер кӑвак конверт кӑларса хучӗ.

— Акӑ, — терӗ вӑл, — илӗр. Ку пӳртпе кӗлет ҫӑраҫҫисем тата начальник Серегин ҫырӑвӗ. Вӑл хӑй ҫыннисемпе тӑватӑ талӑкран, шӑпах ҫӗнӗ ҫул тӗлне кунта пулать.

Акӑ ӑҫта ҫухалса ҫӳренӗ ҫак сивӗ кӑмӑллӑ тӗксӗм старик! Сунара каятӑп тесе тухса кайрӗ, хӑй вара инҫетри Алкараш ту хушшине кайнӑ.

Амӑшӗ ҫырӑва уҫса вуламасӑрах тӑчӗ, старике тав туса, аллине ун хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ.

Хуралҫӑ хирӗҫ нимӗн те каламарӗ, Гека — арчара пӑшал авӑрламалли ҫӑм чӑмӑрккисене арпаштарса пӗтернӗшӗн, ҫав хушӑрах, амӑшне — хунар кантӑкне ватнӑшӑн вӑрҫса илчӗ. Вӑл нумайччен ҫине тӑрсах мӑкӑртатрӗ, анчах халь ҫак ырӑ кӑмӑллӑ старикрен никам та хӑрамарӗ ӗнтӗ. Ҫак каҫ ҫӗрӗпех амӑшӗ Гекран уйрӑлмарӗ, вӑл татах таҫта ҫухалма пултарасран хӑранӑ пек, пӑртак хускалсанах ӑна аллинчен яра-яра тытрӗ. Уншӑн тивӗҫсӗр тӑрӑшнине кура, Чук кӳренме те пуҫларӗ, арчана мӗншӗн хам кӗрсе лармарӑм-ха, тесе темиҫе хутчен те шухӑшласа илчӗ.

* * *

Хавас вӑхӑт ҫитрӗ. Тепӗр ирхине хуралҫӑ Чукпа Гек ашшӗ пурӑнакан пӳлӗме уҫрӗ. Вӑл кӑмака хутса пӳлӗме ӑшӑтрӗ, вӗсен япалисене кунта куҫарчӗ. Пӳлӗм пысӑк та ҫутӑ, анчах япалисем пӗр тӗлсӗр сапаланса выртаҫҫӗ.

Амӑшӗ тӳрех пӳлӗме тирпейлеме пуҫларӗ. Кунӗпех вӑл япаласене пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫарса лартрӗ, ҫурӗ, тасатрӗ.

Каҫа хирӗҫ хуралҫӑ пӗр ҫӗклем вутӑ йӑтса кӗчӗ, пӳлӗм улшӑннинчен тата халиччен курман тасалӑхран тӗлӗннӗ хуралҫӑ малалла иртмесӗр алӑк патӗнче чарӑнса тӑчӗ.

Йытти вара малалла иртрӗ.

Вӑл ҫуса тасатнӑ урай тӑрӑх, Гек патне пычӗ, шӑннӑ сӑмсипе хырӑмӗнчен тӗрткелесе илчӗ. «Вӑт, ухмах, эпӗ сана шыраса тупрӑм, ҫакӑншӑн санӑн мана апат памалла», тенӗ пекех туйӑнчӗ.

Амӑшӗ йытта пӗр татӑк колбасси ывӑтса пачӗ. Хуралҫӑ вара: «тайгара йытта колбассипе тӑрантарсан, чакаксен кулли пулать», тесе мӑкӑртатса илчӗ.

Амӑшӗ ӑна та колбасси касса пачӗ. Хуралҫӑ «тавтапуҫ» терӗ, темрен тӗлӗннипе пуҫне сулкаласа тухса кайрӗ.

* * *

Тепӗр кӳнне Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленнӗ май ёлка тума килӗшрӗҫ.

Мӗнрен кӑна тумарӗҫ пуль вӗсем ёлка ҫине ҫакмалли теттесене!

Кивӗ журналсенчен тӗрлӗ тӗслӗ картинӑсене пӗтӗмпех каса-каса илчӗҫ. Татӑксемпе мамӑкран тискер кайӑксемпе пуканесем ҫӗлерӗҫ. Ашшӗнне ещӗкри пирус хутне пӗтӗмпех туртса кӑларчӗҫ, вӗсенчен чечексем турӗҫ.

Хуралҫӑ тӗксӗм те ҫынран ютшӑнаканскер пулсан та, вут йӑтса кӗрсен алӑк патӗнче чылайччен чарӑна-чарӑна тӑрса, вӗсен ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ теттисем ҫине пӑхса тӗлӗнчӗ. Юлашкинчен чӑтса тӑраймарӗ. Вӗсене валли вӑл чей чӗркекен кӗмӗл тӗслӗ хут тата атӑ-пушмак юсанӑ хыҫҫӑн юлнӑ пӗр татӑк карас ӑвӑсӗ килсе пачӗ.

Ку ҫав тери лайӑх пулчӗ! Вара тетте фабрики ҫуртасем тӑвакан завод пулса тӑчӗ. Ҫуртасем пӗр пек мар тата кӑнттам тухрӗҫ. Анчах вӗсем лавккаран илнӗ хитре ҫуртасем пекех ҫутӑ ҫунчӗҫ.

Халӗ мӗнпур ӗҫ те ёлка пирки ҫеҫ чарӑнса тӑрать. Амӑшӗ хуралҫӑран пуртӑ ыйтрӗ, анчах старик ӑна хирӗҫ нимӗн те каламарӗ, йӗлтӗр ҫине тӑчӗ те вӑрмана кайрӗ.

Ҫур сехетрен вӑл каялла килчӗ. Юрать! Ан тив, теттесем питех илемлӗ марскерсем пулччӑр; ан тив, ҫӗтӗк-ҫурӑксенчен ҫӗленӗ куянсен кушак евӗрлӗ пулччӑр; ан тив, пур пуканесем те пӗр сӑнарлӑ — тӳрӗ сӑмсаллӑ та чармак куҫлӑ — пулччӑр; кӗмӗл хутпа чӗркенӗ чӑрӑш йӗкелӗсем ҫӳхе кӗленчерен тунӑ теттисем пекех йӑлтӑртатмаҫҫӗ, анчах ун вырӑнне ҫакӑн пек хитре ёлка Мускавра та, паллах, никамӑн та пулман. Ку тайгари чӑн-чӑн илемлӗ ёлка, ҫӳлӗ те тӳрӗ, ҫӑра турачӗсен вӗҫӗсем ҫӑлтӑр пек сапаланса каяҫҫӗ.

* * *

Ӗҫ хушшинче тӑватӑ кун ним сисмесӗр иртсе кайрӗ.

Чукпа Гек иртенпех тулта, вӗсене пӳрте те хӑваласа кӗртейместӗн. Сӑмсисем шӑнса кӑвакарса кайнӑ пулсан та, вӗсем вӑрмантан халь-халь ашшӗ хӑйӗн ҫыннисемпе тухасса кӗтсе тӑраҫҫӗ. Анчах мунча хутакан хуралҫӑ вӗсене: ахалех шӑнса ан тӑрӑр, вӗсем кӑнтӑрла тӗлне ҫеҫ ҫитеҫҫӗ, терӗ.

Чӑнах та ҫапла пулчӗ. Вӗсем сӗтел хушшине кӑна кӗрсе ларнӑччӗ, хуралҫӑ чӳречерен килсе те шаккарӗ. Аран-аран тумланма ӗлкӗрсе вӗсем виҫҫӗшӗ те крыльца ҫине сиксе тухрӗҫ.

— Халь пӑхӑр ӗнтӗ, — терӗ вӗсене хуралҫӑ, — акӑ вӗсем чи ҫӳлӗ туран сылтӑм енчи ту тайлӑмӗпе аннӑ ҫӗрте курӑнаҫҫӗ, кайран татах тайгана кӗрсе ҫухалаҫҫӗ, вара тепӗр ҫур сехетрен пурте кунта пулаҫҫӗ.

Ҫапла пулса тухрӗ те. Пирвай ту каҫҫи урлӑ йытӑсем кӳлнӗ лав куҫса кайрӗ, ун хыҫҫӑн йӗлтӗрҫӗсем вӗҫтерсе иртрӗҫ.

Вӗсен аллисемпе урисем те, пуҫӗсем те уҫҫӑнах палӑраҫҫӗ пулсан та, пысӑк тусемпе танлаштарсан вара, тӗлӗнмелле пӗчӗккӗн курӑнаҫҫӗ.

Вӗсем ту тайлӑмӗнчен вӗҫтерсе иртсе кайрӗҫ те, вӑрмана кӗрсе курӑнми пулчӗҫ.

Шӑпах ҫур сехетрен йытӑсем вӗрни, шавлани, кӑшкӑрашни илтӗнсе кайрӗ.

Выҫӑ йытӑсем, киле ҫывхарнине туйса, вӑрмантан персе тухрӗҫ. Вӗсен хыҫҫӑн вӑрман хӗрринче тӑхӑр йӗлтӗрҫӗ курӑнса кайрӗ.

Крыльца ҫинче амӑшне, Чукпа Гека курсан, ҫынсем чупнӑ ҫӗртех патакӗсене ҫӗклесе хыттӑн: «Урра!» тесе кӑшкӑрса ячӗҫ.

Гек чӑтса тӑраймарӗ, крыльца ҫинчен сиксе анчӗ те, тарӑн юр тӑрӑх ашса, пуринчен те малта пыракан, хырӑнманнине пула сухалӗ ҫитӗнсе кайнӑ, пуринчен те хытӑрах «урра» кӑшкӑракан пысӑк ҫынна хирӗҫ чупрӗ.

* * *

Кӑнтӑрла тасалчӗҫ, сухалӗсене хырчӗҫ, ҫӑвӑнчӗҫ. Каҫпа вара пуриншӗн те ёлка пулчӗ, пурте пӗрле Ҫӗнӗ ҫула кӗтсе илчӗҫ.

Сӗтел ҫине апат-ҫимӗҫ лартсан, ҫутӑ сӳнтерсе ҫуртасене ҫутрӗҫ. Анчах, Чукпа Гексӑр пуҫне пурте ҫитӗннисем пулнӑ пирки, паллах ӗнтӗ, вӗсем халь мӗн тумаллине пӗлмерӗҫ.

Аван-ха пӗрин баян пулчӗ, вӑл ташӑ кӗвви калама пуҫларӗ. Вара пурте сике-сике тӑчӗҫ, пурин те ташласси килнӗ. Пурте пит лайӑх ташларӗҫ, уйрӑммӑнах амӑшӗ ташлама тытӑнсан тата авантарах пулчӗ.

Ашшӗ вӗсен ташлама пӗлмест. Вӑл питӗ вӑйлӑ, ырӑ кӑмӑллӑ ҫын, урай тӑрӑх ахаль утса иртсен те, шкапри мӗнпур савӑт-сапа чӗтренсе чӑнкӑртатса илет.

Вӑл Чукпа Гека чӗркуҫҫийӗ ҫине лартрӗ, ачисем вара хыттӑн алӑ ҫупма пуҫларӗҫ.

Кайран ташӑ пӗтрӗ, ҫынсем Гекран юрласа пама ыйтрӗҫ. Гек турткаланса тӑмарӗ. Вӑл хӑй юрлама пултарассине хӑй те аван пӗлет, уншӑн чӗререн савӑнать вӑл.

Баянист баянне каларӗ, Гек юрӑ юрласа пачӗ. Вӑл мӗнле юрӑ юрланине халь астумастӑп. Анчах та питӗ лайӑх юрӑччӗ вӑл, мӗншӗн тесен, ӑна пурте шӑпланса итлерӗҫ. Гек сывлӑш ҫавӑрма чарӑнкаласан, ҫуртасем ҫӑтӑртатни, тулта ҫил шавлани илтӗнчӗ.

Гек юрласа пӗтерсен, пурте шавлама пуҫларӗҫ, кӑшкӑрашрӗҫ, ӑна ярса илчӗҫ те ҫӳлелле ывӑтма тытӑнчӗҫ. Анчах амӑшӗ часах ачине вӗсен аллинчен туртса илчӗ, мӗншӗн тесен лешсем хытӑрах ывӑтса маччана пуҫӗпе ҫаптарасран хӑрарӗ.

— Халь ларӑр ӗнтӗ, — терӗ ашшӗ, сехет ҫине пӑхса. — Халь чи кирли пуҫланать.

Вӑл тӑчӗ те радиоприемнике калаттарма тытӑнчӗ. Пурте вырӑнӗсене ларса шӑпланчӗҫ.

Малтанах шӑп пулчӗ. Акӑ, часах шавлани, гудок сассисем илтӗнчӗҫ. Унтан темскер шаклатса илчӗ, чашкӑрчӗ те таҫтан инҫетрен кӗвӗ янӑрани илтӗнсе кайрӗ.

Пысӑк чанпа пӗчӗккисем ҫапла янӑрарӗҫ:

Тир-лиль-лили-дон!

Чукпа Гек пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илчӗҫ. Ку мӗн иккенне ӑнкартрӗҫ вӗсем. Инҫетри-инҫетри Мускавра, Кремльте, хӗрлӗ ҫӑлтӑр айӗнчи Спасски башньӑн ылттӑн сехечӗ ҫапать.

Ҫак янӑравлӑ кӗвве халӗ — Ҫӗнӗ ҫул умӗн — ҫынсем хуласенче те, тусем ҫинче те, ҫеҫенхирсенче те, тайгара та, кӑвак тинӗссенче те итлеҫҫӗ.

Паллах ӗнтӗ, бронепоездӑн шухӑша кайнӑ командирӗ те, леш кампа та пулин хирӗҫ ҫапӑҫма Ворошиловран приказ кӗтекенскер, итлет.

Вара пурте тӑчӗҫ, пӗр-пӗрне ҫӗнӗ ҫул ячӗпе саламларӗҫ, телей сунчӗҫ.

Телей мӗнне кашни хӑй майлӑ ӑнланчӗ. Анчах ҫынсем пурте пӗрле ҫакна пӗлчӗҫ, ҫакна ӑнланчӗҫ: тӳрӗ кӑмӑлпа пурӑнмалла, нумай ӗҫлемелле тата анлӑ та телейлӗ Совет ҫӗршывне хытӑ юратмалла, сыхламалла.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех