Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: «Калуга — Марс»

Автор: Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 119–137 с.

Хушнӑ: 2020.04.12 17:39

Пуплевӗш: 714; Сӑмах: 4593

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Ҫав ҫумӑрлӑ каҫхине хуларан инҫе те мар тупӑсемпе пени кӗрлесе тӑчӗ. Фашистсем вуникӗ километртаччӗ.

Пӗчӗк станцирен хӗрарӑмсемпе стариксене, ачасене эвакуаципе инҫете илсе каякан юлашки эшелон тин ҫеҫ тухса кайрӗ. Теплушка вагонӗсем шӑкӑртаттарса иртрӗҫ, унтан пассажирсен вӑрӑм вагонӗсем тӑсӑлса пычӗҫ, вӗсен карса хунӑ чӳречисенчен кӑшт ҫеҫ ҫутӑ палӑрать, ҫӳлелле перекен пулеметлӑ платформа та иртрӗ, унта красноармеецсем те пур. Эшелон тӗттӗмре ҫухалчӗ. Ун кустӑрмисен сасси майӗпе илтӗнми пулчӗ. Пушанса юлнӑ станцире чугун ҫул ҫинче ӗҫлекенсенчен хӑш-пӗрисем ҫеҫ, перронпа ҫулсем ҫинче часовойсем тата пӗр вунпӗр ҫулсене ҫитнӗ икӗ ача шыв ӑсакан башня патӗнче пытанса тӑраҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри — ҫаврака пит-куҫлӑ, вӑрӑм пальтопа, шӑрӑхпа чӗркенӗ ҫухине тӑратнӑ, лапсӑркка ҫӗлӗкпе; тепри — хытканскер, йӑрӑскер те хура кӗске бушлатпа, пуҫне хура кепка тӑхӑннӑ.

Йӗпеннӗ стена патӗнче пайтах пӗрне-пӗри сӑмах хушмасӑр тӑчӗҫ вӗсем, перрон ҫинчи часовойсем утса ҫӳренине те катара тупӑсемпе пенине итлерӗҫ. Унтан вӑрам пальто тӑхӑннӑ ачи аран ҫеҫ илтӗнмелле пӑшӑлтатма тытӑнчӗ:

— Слава! Слава, тетӗп!

— Ну?

— Слава, ҫыруна ӑҫта чикрӗн эс?

— Анне минтерӗ хушшине.

— Манӑн анне патне-и?

— Ҫук, хамӑнни… Чик-ха, шӑплан. Илтме пултараҫҫӗ!

Вӗсем калаҫмасӑр тӑчӗҫ. Тепӗр минутран каллех пӑшӑлтатни илтӗнчӗ:

— Слава! Слава, тетӗп!

— Мӗн кирлӗ сана?

— Слава, ҫырӑвӑнта мӗн ҫыртӑн?

— «Мӗн» тетӗн, «мӗн» тетӗн! Ҫыртӑм ӗнтӗ: «Хаклӑ анне, асанне тата Вера Дмитриевна, терӗм. Эпир поезд ҫинчен тартӑмӑр, терӗм. Эпир хамӑр хулана сыхланӑ ҫӗрте тӑшмана хирӗҫ паттӑррӑн ҫапӑҫас терӗмӗр. Пирӗншӗн тархасшӑн ан пӑшӑрханӑр», терӗм. Ҫапла ҫеҫ. Урӑх сӑмах та ан чӗн, шӑпах тӑр! Ӑнлантӑн-и?

— Ӑнлантӑм.

Темиҫе минут чӗнмесӗр тӑчӗҫ. Перрон тӑрӑх ҫӳрекен часовойӑн ури сасси аяккалла кайнӑн илтӗнет. Ҫав сасӑ илтӗнми пулсанах, Слава стена ҫумӗнчен пӑрӑнчӗ те хутаҫҫи кантӑрине тытса пӑхкаларӗ.

— Кайрӑмӑр, Мишка!

Унӑн тусӗ тем хулӑнӑш тултарнӑ портфельне йӑтса ун патнелле ҫывхарчӗ. Вара иккӗш те, станцийӗн йывӑҫ карти алӑкӗ витӗр тухса, пӗр самант хушши чарӑнса тӑчӗҫ, унтан ҫумӑр витӗр тӗттӗмелле чупса кайрӗҫ.

Вокзал патӗнче вӗсем никама та тӗл пулмарӗҫ, малалла утса кайрӗҫ, ҫапах вӗсем ҫуртсемпе хӳме ҫумӗперех иртсе пычӗҫ. Славӑн хӑрах калушӗ тек хывӑнкаларӗ. Мишӑн йывӑр портфелӗ те хӑйне ура тупанне ҫитиех. Иккӗш те хӑйсем ҫунӑр ҫинче исленнӗ, пӑшӑхнӑ, ҫапах та ниҫта чарӑнмасӑр утрӗҫ.

Кӑнтӑр кунӗнче лайӑх палланӑ хула, ҫӗрле ют хула пек, хӑрушшӑн курӑнать. Урамра ҫын чунӗ те ҫук. Пӗр чӳрече витӗр те ҫутӑ курӑнмасть. Ахаль чух кашни хапха айӗнчен вӗрекен йытӑсем халӗ ленк те тумаҫҫӗ. Хушӑран ҫеҫ пысӑк ҫурт хапхисен айӗнче пирус вучӗ амаланни палӑркалать. Унта дежурнӑйсем хӑйсен посчӗсенче хуралта тӑраҫҫӗ иккен. Ачасем вӗсене курсанах е хӑвӑрт чупса тараҫҫӗ, е аран сывласа, йӑпшӑнса иртеҫҫӗ.

Ҫапла вӗсем пӗчӗк хулан варрине те ҫитрӗҫ. Малта, урам урлӑ те танксем, те тягачсем тӗттӗм тӑкӑрлӑка кӗрсе кайрӗҫ. Унтан ачасене хирӗҫ, чупса пынӑ пекех васкаса, красноармеецсен взвочӗ иртсе кайрӗ. Ачасем вӗсенчен киоск хушшипе кӗрсе пытанчӗҫ, тахҫан унта пӗринче табак та, тепринче морс сутатчӗҫ. Вӗсем унта кӑштах сывлӑш ҫавӑрма чарӑнчӗҫ.

— Слава! — шӑппӑн чӗнчӗ Миша.

— Мӗн?

— Эпир вӗт вилме те пултаратпӑр, ҫавӑн ҫинчен ҫырмарӑн-и эсӗ?

Слава ҫилленчӗ:

— Эсӗ… Эс, Миша, пӗчӗк ача пек калаҫатӑн! Ҫыннӑн кунта тӗрлӗ шухӑшпа пуҫ ҫаврӑнать, эсӗ тата хӑвӑн ухмахла ыйтӑвусемпех тинкене кӑларатӑн! Кала-ха, мӗншӗн вӗсене ҫавӑн ҫинчен ҫырса ямалла ӗнтӗ? Вӗсен сехри хӑпса тухчӑр тесе-и..? Кала-ха!

Миша нимӗн те чӗнмерӗ. Вӑл кукленсе ларчӗ те, пӗр вӑхӑта сӑмсипе нӑшӑклатса, чӗнмесӗр тӑчӗ. Унтан каллех тата майӗперех пӑшӑлтатма тытӑнчӗ:

— Слава!..

— Татах!

— Слава, чӑн калатӑп, ку манӑн юлашки ыйту пулать… Слава, мӗне пула ҫаврӑнать санӑн пуҫу?

— Мӗне пула пултӑр? Акӑ мӗншӗн: пирӗн халь патруль аллине ҫакланмасӑр мӗнле те пулин передовоя ҫитмелле. Епле тупмалла-ха ҫав передовоя? Ӑҫталла каймалла пирӗн? Эсӗ ҫавӑн ҫинчен шухӑшларӑн-и?

— Эпӗ ун ҫинчен шухӑшламан та, анчах ман шутпа, Слава, тупӑсем пенӗ ҫӗрте передовой пулать те ӗнтӗ.

Ачасем малалла утрӗҫ. Пылчӑклӑ ҫӗр ҫинче лӗплеттерсе ҫӳрекен патрульсенчен тата темиҫе хут та пытанкаларӗҫ вӗсем, ҫавӑнпа тепӗр сехетрен ҫеҫ хула хӗррине ҫитсе тухрӗҫ.

Кунта тата ытларах хӑрушӑ. Тупӑсемпе пени те уҫҫӑнтарах илтӗнет.

Чул сарман урамсем хӗресленнӗ ҫӗре ҫитрӗҫ те Слава:
— Халь ӑҫта переҫҫӗ? Ӑҫталла кайӑпӑр? — тесе ыйтрӗ.
Ачасем пӗр вырӑнтах пускаласа тӑчӗҫ, аптранӑ енне вӗсем тӗрлӗ енне ҫаврӑнкаласа та пӑхрӗҫ. Шартлатни те кӗмсӗртетни халӗ малтан кӑна илтӗнмерӗ ӗнтӗ, сылтӑмран та, ҫулахайран та, хыҫалтан та илтӗнсех тӑчӗ.

— Слава, эс илтетӗн-и? Мӗн ку?

Темле шӑхӑракан сасӑ, пӗрре хыттӑн та, тепре майӗпереххӗн йӑлтлатса ҫуталакан пӗлӗтре илтӗнет. Слава сулахай хӑлхине ҫумӑр еннелле туса итлеме ҫеҫ тӑнӑччӗ, сасартӑк шӑхӑрни те мар, кӗрленӗ пек илтӗнчӗ, унтан тӗттӗм чӳречесем ялтлатса ҫуталчӗҫ те, тепӗр самантранах шартлатса ҫурӑлнипе ҫӗр кисренсе илчӗ.

— Слава, пӗлетӗн-и эс? — кӑшкӑрса ячӗ Миша. — Слава, кӑна фашистсем инҫетрен пемелли тупписемпе переҫҫӗ пулӗ. Слава!..

— Ну, мӗнех вара персессӗн те? Эсӗ… эсӗ тархасшӑн ан хӑра… Пенипе кӑна нимӗн те мар-ха.

— Эпӗ хӑрамастӑп, Слава… Анчах пӗлетӗн-и эс, мӗншӗн кунта тӑратпӑр-ха? Каяс тесен, каймалла ӗнтӗ пирӗн. Ҫапла-и, Слава?

Иккӗш те васкавлӑн малалла утрӗҫ, чупас мар тесе те аран чӑтса тӑчӗҫ.

— Перкелешеҫҫӗ ҫав ӗнтӗ. Ӗҫӗ ҫавӑн пек! — терӗ Слава.

— Тӗрӗс! Ӗҫӗ ҫавӑн пек, — килӗшрӗ тепри, кашни шартлатмассерен сиккелесе илнӗ хушӑра.

Слава сасартӑк юлташӗ хӑйпе пӗрле маррине асӑрхаса илчӗ.

— Миша! Ӑҫта эсӗ? Мӗн эс?..

— Слава! Пӗлетӗн-и, тӗлӗнмелле пулса тухрӗ! — илтӗнчӗ тӗттӗмре. — Портфеле ӳкертӗм те, тупаймастӑп акӑ.

Слава чарӑнса тӑчӗ:

— Ну, тупрӑн-и-ха?

— Ҫук. Слава… Тӗлӗнмелле пулса тухрӗ!

— Тупрӑн-и? — илтӗнчӗ тепӗр ҫекундран.

— Ҫук!.. Ак, тамаша вӗт!.. Слава, эс кунтах-и?.. Слава!

— Миша тинех портфельне пылчӑк ӑшӗнчен шыраса тупрӗ те тусӗ патне ҫитрӗ. Анчах хальхинче Славӑн калушӗ хывӑнчӗ. Вӑл ӑна тӑхӑнасшӑн пӗшкӗнчӗ. Сасартӑк пӗр ҫывӑхри ҫурт хыҫӗнчен тем пысӑкӑш вут ҫути ҫӗкленчӗ, вара шартлатса ҫурӑлни илтӗнчӗ те Мишӑн кӑшт кӑна чӗри сиксе тухмарӗ. Чӳрече кӗленчи чӑнкӑртатрӗ. Таҫта пӗр хӗрарӑм хыттӑн кӑшкӑрса ячӗ. Тепӗр самантран ачасем шыв-шур урлӑ чупса каҫрӗҫ; пӗрин аллинче портфель пур, тепри калушне тытнӑ.

Вӗсем хуларан хӑйсем епле тухса кайнине те асӑрхаман. Пысӑк катана епле майпа ҫитсе ҫакланнине те пӗлмерӗҫ. Нумайччен, питӗ нумайччен чупрӗҫ. Хыҫалта снарядсем те ӳкми пулчӗҫ, ачасем ҫаплах-ха хашкаса малаллах чупаҫҫӗ.

— Эй! Кам унта? — сасартӑк илтӗнчӗ кӑшкӑрнӑ сасӑ.

Ачасем чарӑнчӗҫ.

— Ҫаклантӑмӑр! Патруль! — пӑшӑлтатрӗ Слава.

— Кам унта? — тӗттӗмре тата хытӑрах янӑрарӗ сасӑ.

— Кусем… эпир-ха… — хӑюсӑррӑн илтӗнчӗ Миша сасси.

— Камсем «эсир»?

— Совет гражданӗсем, — ӑнлантарчӗ Слава.

— Мӗнле апла граждансем? Выртӑр!

Винтовка затворӗ шалтлатрӗ. Ачасем пӗр сас-чӳсӗр ҫӗр ҫине выртрӗҫ. Ҫав вӑхӑтра такамӑн хулӑн сасси:
— Мӗн унта, Симаков? — тесе ыйтрӗ.

— Такам ҫӳрет унта, караульнӑй начальник юлташ. Эпӗ вырттартӑм-ха ӑна.

— Эй, кам унта? Сассуна пар! — хыттӑн илтӗнчӗ хулӑн сасӑ.

— Совет гражданӗсем. Шкул ачисем, — терӗ пуҫне кӑшт ҫӗкленӗ Слава.

— Айта-ха, Жиров… Ман хыҫран!

Утса килни илтӗнчӗ. Пӗр самантлӑха кӗсье хунарӗн ҫути ялтлатрӗ, ачасен куҫне йӑмӑхтарчӗ. Хунарӗ ҫавӑнтах сӳнчӗ. Ачасем хӑйсен умӗнче икӗ красноармееца курах кайрӗҫ.

— Камсем эсир? Кунта епле майпа ҫаклантӑр? — ыйтрӗ пӗри хулӑн сасли.

Ачасем ура ҫине тӑчӗҫ. Миша аптрасах ӳкнӗ те пӗр чӗнмесӗр тӑрать. Слава вара картусне тӳрлетсе уҫӑ сасӑпа:

— Эпир… Пире командир кирлӗ.

— Мӗнле командир?

— Мӗн пирки?

— Хамӑр ирӗккӗн вӑрҫа килтӗмӗр.

— Жиров, илтрӗн-и? — терӗ хулӑн сасӑ хӑйӗн юлташне. Унтан вара ачасем ҫине пӑхса: — Апла иккен! Сирӗн аҫӑр-аннӗрсем ӑҫта вара? — тесе ыйтрӗ.

— Эвакуаципе тухса кайнӑ вӗсем.

— Эсир епле кунтах-ха апла пулсан.

— Эпир кунтах юлтӑмӑр.

— Тарса-и?

— Нимӗн те тарса мар, — улталарӗ Слава. — Ячӗҫ те пире, килтӗмӗр акӑ.

— Вӑрҫма ячӗҫ-и?

— Вӑрҫма ҫав.

Красноармеецсем ахӑлтатса кулса ячӗҫ.

— Акӑ, Жиров, кур-ха эсӗ! Мӗн тумалла пулать ӗнтӗ?

— Дежурнӑя пӗлтерес пулать, сержант юлташ.

— Дежурнӑя-и? Мм! Чӑнах та! Кайрӑмӑр дежурнӑй патне. Ан тив, вӑл пӑхса тухтӑр ку ӗҫе… Ну, вояксем, кайрӑмӑр!

Вӗсем ачасене вӑрман тӑрӑх ертсе кайрӗҫ, сайра хутран ҫула хунарпа ҫутаткаласа пычӗҫ, вара часах пӗр тӑвӑр хушӑк тӗлне ҫитсе чарӑнчӗҫ.

— Кӗтсе тӑрӑр ҫакӑнта.

Йывӑҫ пусма тӑрӑх сержант аялалла анчӗ. Тата кӑштах вӑхӑт иртсен таҫта сулахай енчен унӑн сасси илтӗнчӗ:

— Жиров! Тӳрех лейтенант патне илсе кил вӗсене. Ачасем Жиров пулӑшнипе ҫӗр хушӑкне анчӗҫ те, хулпуҫҫийӗсемпе тӑм стенана сӗртӗнсе, малалла утрӗҫ.

— Слава! Кунта чӑн-чӑн окопсенчи пекех вӗт? Ҫапла мар-и? — пӑшӑлтатрӗ Миша.

Ҫӗр хушӑкӗ лутрарах кӑна сӑрт айне ертсе кӗчӗ. Сӗм тӗттӗм пулса тӑчӗ. Анчах акӑ Жиров алӑка уҫрӗ, вара виҫҫӗшӗ те хӑмаран тунӑ ҫутӑ ҫӗр пӳрте кӗрсе тӑчӗҫ. Ҫӗр пӳрте электричество лампи ҫутатать.

Шалта ҫар ҫыннисем иккӗн тӑраҫҫӗ. Пӗри командир шинелӗпе, противогазӗ пур, сӑран сумкӑллӑ, вӑл стена хӗррине таянса тӑрать. Тепри хурарах сӑнлӑ, кӑтра ҫӳҫлӗ, пӗчӗк мӑйӑхӗ хура, шӑл хушшине пирус хӗстернӗ, вӑл пӗчӗк сӗтел умӗнче тӑрать. Вӗсен иккӗшин те петлицисенче икшер тӑваткал пуррине те асӑрхарӗҫ ачасем.

Акӑ мӑйӑхлӑ ҫар ҫынни ура ҫине тӑчӗ.

— Ҫаксем-и-ха сирӗн геройӑрсем? — тесе ыйтрӗ вӑл Жировран.

— Шӑпах ҫаксем, лейтенант юлташ. Лейтенант ачасем ҫине пӑхса илчӗ те йӑл кулчӗ.

Славӑн тем пысӑкӑш хура кепки ансах ларнӑ та унӑн сӑмсипе янахӗ кӑна курӑнать. Унӑн бушлатӗнчен, Миша пальтовӗнчен шыв тумласа тӑрать. Ачасен чӑлхи те, шӑлаварӗ те, пушмакӗсем те йалт тӑмпа вараланса пӗтнӗ. Иккӗшӗ те хӑйсем хускалмасӑр, мӑштах тӑраҫҫӗ.

— Ҫапӑҫма каятпӑр тетӗр-и-ха? Ҫапла-и?

— Ҫапӑҫма, — илтӗнчӗ кепка айӗнчен.

Лейтенант стена ҫине таяннӑ ҫар ҫынни еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ:

— Дежурнӑй, мӗнех кунта, связноя кала та, хулана ӑсатас вӗсене.

Ачасем пӗр-пӗрин ҫине кӑмӑлсӑрӑн пӑхкаласа илчӗҫ. Дежурнӑй теекенни пирусне портсигарӗ ҫинче шаккакаласа тӑкӑртаттарчӗ те, шухӑша кайса:
— Хулана ямалла-ха вӗсене те, — терӗ майӗпен, — малалла мӗн тумалла пулать вара?
Ашшӗ-амӑшӗсем вӗсен тухса кайнӑ. Ача-пӑча учрежденийӗсене эвакуаципе ӑсатнӑ. Ӑҫта хӑвартӑр вӗсене связной.

Лейтенант ҫӗр пӳртре уткаласа ҫӳрерӗ.

— Мм! Вӗсем кайни-кайманни паллӑ мар тейӗпӗр те-ха.

Тен ку геройсем килӗсенченех тарса килнӗ пуль, халь вӗсене урамра шыраҫҫӗ пулӗ.

Вӑл Слава умне чарӑнса тӑчӗ те унӑн кепкин кӑсӑрукне ҫӳлелле ҫӗклерӗ:

— Ну, тусӑмӑрсем, тӗрӗссипе каласа парӑр-ха: тарса килтӗр-и?

— Яхӑнне те эпир… — пуҫланӑччӗ Слава. Лейтенант ҫинчех ӑна пӳлчӗ:

— Чим! Ан кала-ха! Эсир ҫарта служить тӑвасшӑн. Ҫапла-и? Ҫапла вара командирпа пирвайхи хут курнӑҫсассӑнах улталатӑр эсир. Пире командирсене улталакан салтаксем мӗншӗн кирлӗ? Ҫук! Эсир ӗнтӗ тӗрӗссипе каласа парӑр: килӗртен тарса килтӗр-и?

— Поездран, — аран илтӗнмелле каласа хучӗ Слава.

— Эпир поездран тартӑмӑр, — терӗ вара Миша та.

— Капла акӑ калаҫма та пулать!

Лейтенант каллех уткаласа ҫӳрерӗ те дежурнӑй умне ҫитсе чарӑнчӗ.

— Кунӗ те паян! Сехетсерен мӗнле те пулин чӑрману тупӑнать!.. — Вӑл кӑштах калаҫмасӑр тӑчӗ. — Мӗн тӑвар эппин, халлӗхе хамӑра хамӑр шанса хӑварар та майора каласа парар-и? Е ҫакланӗ-и?.. Ҫакланма та пултарать. Анчах ӑҫта ярӑн-ха вӗсене? Икӗ сехет хушши хула ҫинелле переҫҫӗ, кунта халлӗхе пемеҫҫӗ-ха.

Лейтенант шухӑша кайса тӑчӗ. Ачасем пӗр-пӗрин ҫине ҫеҫ пӑхкаласа илчӗҫ, ниҫта та хускалмарӗҫ.

— Юрӗ… Жиров!

— Эп итлетӗп сире, лейтенант юлташ!

— Ӑсатӑр вӗсене телефонистсем патне. Вӗсем патӗнче вырӑн пур. Старшинана калас пулать ӗнтӗ кусене те ҫиекенсен шутне кӗртме…

Тӗттӗм ҫӗрте кайнӑ чух ачасем пӗр-пӗрне хаваслӑн чӗпӗткелесе те тӗрткелесе пычӗҫ.

— Ӑнланатӑн-и эс, мӗн тени пулать вӑл «ҫиекенсен шутне кӗртӗр» тени? Вӑл пире йышӑннине пӗлтерет ӗнтӗ. Апла эппин лайӑх та!.. — терӗ Слава.

Вӗсем тепӗр ҫӗр пӳрте пырса кӗчӗҫ, унта лампа тӗттӗмрех ҫутатать. Стена тӑрӑх нарсем, вӗсем ҫинче шинелӗсемпе пӗркеннӗ красноармеецсем ҫывӑраҫҫӗ, кунта вӗсем саккӑрӑнччӗ. Ҫӗр пӳрт варринче тимӗр кӑмака тӑрать. Ӑшӑ, кӑштах пӑчӑ та.

Жиров сылтӑм енчи ирӗк вырӑн ҫине кӑтартрӗ:

— Ак ҫакӑнта выртӑр. Апат та кунтах илсе килӗпӗр. Ан шавланӑ пултӑр! Ыттисене ан вӑратӑр.

Вӑл тухса кайма тӑнӑ чух красноармеецсенчен пӗри вӑранчӗ те аллисемпе чӗркуҫҫийӗсене тытса ларчӗ, ачасене курсан хӗрелнӗ пит-куҫӗнчи шурӑ куҫхаршине ҫӗклетсе, тӗлӗнсе пӑхса илчӗ вӑл:

— О-о! Шо це таке?

— Ҫӗнӗ салтаксем. Халӗ, Очередько, кӗтсех тӑр Гитлер пӗтессе!

Жиров алӑка майӗпен тайса, тухса кайрӗ. Ачасем килнинчен тӗлӗннӗ Очередько хӑйпе юнашар выртакан юлташӗсене тӗрткелесе вӑратрӗ. Тепӗр минутран красноармеецсем пурте вӑранчӗҫ. Вӗсем пур енчен те ачасем ҫине тӗлӗнсе те кулкаласа пӑхрӗҫ, пурте ыйтса пӗлме тытӑнчӗҫ:

— Епле эсир кунта ҫитрӗр?

— Тарса килтӗр-и? Вӑт шӑпӑрлансем!

— Аннӗрсем ӑҫта сирӗн?

Ачасем хӑйсен ҫине кунта никам та сиввӗн пӑхманнине кура, пурте хӗпӗртенине пула питӗ хавасланса кайрӗҫ. Вӗсем йӗпеннӗ тумтирӗсене хыврӗҫ те, нарсем ҫинче ларса, чарӑна пӗлмесӗр калаҫа пуҫларӗҫ. Килӗсенчен тармашкӑн эрне каяллах шухӑшласа хунӑ иккен вӗсем, анчах кайран хӑйсен тӑванӗсем хулара ытла тытӑнса ан тӑччӑр тесе, вӗсем каяс вӑхӑта кӗтсе тӑнӑ иккен. Вагонран епле никама систермесӗр тухса кайни ҫинчен те каласа пачӗҫ вӗсем, хулапа иртнӗ чухне «шӑпах хӑйсен умӗнче» ӳкнӗ снарядсем ҫинчен те йӗрӗнкелесе каласа кӑтартрӗҫ.

Миша вара шӑпах ҫав вӑхӑтра унӑн портфелӗ тухса ӳкни ҫинчен калама та манса хӑвармарӗ.

Вӗсене хӗпӗртесе итлекен красноармеецсем ҫине пӑхсан калӑн ҫав ӗнтӗ тӗнчере вӑрҫӑ та ҫук тесе, фашистсем те ҫук, вӑхӑтран вӑхӑта кунта илтӗнекен канонада та ҫук тейӗн ҫав.

Кӗтмен ҫӗртен алӑк уҫӑлчӗ. Ҫӗр пӳрте хӳхӗм ҫар ҫынни кӗрсе тӑчӗ, ик аллинче икӗ котелок унӑн, хул айне пысӑк ҫӑкӑр чӗлли чикнӗ.

— Ӑҫта-ха унта пирӗн ирӗккӗн килнисем? Мейӗр акӑ!

— Э, кусем пирӗн пысӑк вояксем иккен, — терӗ Очередько, — старшина хӑех вӗсем валли апат илсе килет!

Ачасем тав турӗҫ те малтан шӳрпине, унтан хуратул пӑттине ҫиме тытӑнчӗҫ.

— Передовая ҫитме инҫе-и-ха? — ыйтса пӗлесшӗн пулчӗ Слава, ҫӑкӑрне чӑмланӑ май.

— Ҫаках ӗнтӗ вӑл, передовой тени! Вӑтӑр метр-и, хӗрӗх метр-и иртетӗн те — акӑ сана фашист та.

Очередько шӳт тунине салтаксем пурте кулса янинчен те тӗшмӗртсе илчӗҫ ачасем, передовоя ҫитме пит инҫе пулмалла ҫав-ха. Хӑйсене хисеплесех каймасӑр калаҫнипе ачасем йывӑра илсе урӑх калаҫми те пулчӗҫ. Красноармеецсем те кула-кула ывӑннӑ хыҫҫӑн шӑпланчӗҫ. Ҫӗр пӳртре вара тепӗр лӑпкӑ сасӑ илтӗнчӗ, ачасем ӑна илтменччӗ-ха:

— Апла иккен-ха! Сире, ҫамрӑк ҫынсем, ыйту пама юрать-и?

Алӑк леш енчи вырӑн ҫинче пӗр вӑрӑм сӑмсаллӑ типшӗм ҫын выртать. Вӑл чавси вӗҫҫӗн ҫӗкленчӗ те ҫӳхе тутипе кулкаласа, хӑйӗн ҫывӑхран куракан куҫӗсене хӗскелесе, ачасем ҫине пӑхрӗ.

— Мӗн пирки? — тесе ыйтрӗ Слава, ҫӑкӑрне чӑмлама чарӑнмасӑр.

— Акӑ эсир фашистсемпе ҫапӑҫасшӑн-ха, тӑван ҫӗршыва сыхласшӑн ӗнтӗ. Мӗн каламалли пур! Питӗ ырӑ шухӑш. Анчах тавҫӑрса илӗр-ха ҫакна, сирӗн ҫулӑра ҫитнӗ пур ачасем те шкулӗсене пӑрахса фронта кайӗҫ тейӗпӗр. Вара мӗн чухлӗ пулса каять пирӗн вӗренмен ҫынсем, вӗсенчен вара инженер та, ученӑй та, ӑста командир та тума ҫук! Ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхрӑр-и эсир?

— Эхе! Вӑт ку ҫавӑрса та хучӗ! — терӗ Очередько, — халӗ ӗнтӗ вӗсем мӗн каласса итлӗпӗр!

Салтаксем каллех кулса ячӗҫ те нарсем ҫинче меллӗрех вырнаҫса ларчӗҫ. Ачасем нимӗн калама аптраса тӑчӗҫ, котелокӗсене чӗркуҫҫийӗсем ҫине хурса инҫетелле тинкерчӗҫ.

— Ну! Пуҫлӑр эппин диспут, — терӗ пӗри.

— Кунта шухӑшласа тӑмалли те ҫук! — терӗ сасартӑк Миша. — Ун пекки пулма та пултараймасть.

— Мӗн пулма пултараймасть тетӗр-ха эсир?

— Пур ачасем те фронта каясси.

— Мӗншӗн-ха апла? Ачасем пурте фашистсене кураймаҫҫӗ. Эсир акӑ тарса килнӗ-ҫке?

— Эпир тарса килтӗмӗр те, пурте ун пек тармаҫҫӗ. Хӑш-пӗр ачасен вӗренес килнӗ характер пулать, пирӗн акӑ вӑрҫса пӑхас килекен характер.

— Сирӗн шутӑрпа эппин ҫапла пулса тухать, камӑн мӗнле характер, кам мӗн тӑвас тет, ҫавна тутӑр-и?

— Ҫапла пулмасӑр!

Ачасемпе калаҫаканни противогазне пуҫ айне хурса ҫаврӑнса выртрӗ, аллисене ӗнси ҫине тытрӗ.

— Тӗлӗнсе те кайӑн! — терӗ вӑл мачча ҫинелле пӑхса шухӑша кайнӑ май. — Акӑ манӑн, сӑмахран, характерӑм урӑхла, ӗлӗкрех манӑн ҫар пурнӑҫне ним чухлӗ те чӗре выртман. Апла каласан мӗн тейӗр эсир?

Ачасем нимӗн те чӗнмерӗҫ. Ҫак ҫын хӑй ҫинчен ҫакӑн пек каласа кӑтартнӑшӑн вӗсем хӑйсене вӑтаннӑ пек туйрӗҫ. «Акӑ эпӗ, шӑллӑмсем, хӑравҫӑ» тенӗпе пӗрех-ҫке вара.

— П-пӗлместӗп… Характерсем тӗрлӗрен пулаҫҫӗ ӗнтӗ вӗсем, — сӑмах парса каласа хучӗ Слава.

— Ҫапла ҫав. Ним чухлӗ те кӑмӑлӑм выртман. Мӗн ачаран эпӗ тӗрлӗрен машинӑсем хайласа хам тӑвасшӑн ӗмӗтленеттӗм. Вӑрҫӑ умӗн эпӗ заводра ӗҫленӗ, институтра хам тӗллӗн вӗреннӗ, инженер пулас теттӗм. — Сасартӑк вӑл калле ҫаврӑнчӗ те чавси ҫине таянчӗ. — Пӗлессӗр килет-и ман мӗнпе ӗҫлессӗм килнине? Пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна энерги парса тӑни ҫинчен илтмен-и эсир?

— Илтнӗ. Радио тӑрӑх, — терӗ Слава.

— Пӗлсе каларӑр. Акӑ ӗнтӗ, сирӗн велосипед пур тейӗпӗр, ун ҫинче пӗчӗкҫӗ приемникпа электромоторчик лартнӑ пултӑр. Эсир велосипедӑра утланатӑр та пӗр тыткӑчине пӑратӑр, вара бензинсӑр-мӗнсӗрех хуть те Мускава кайӑр. Пырать-и? Лайӑх пулать-и? Акӑ халь ӗнтӗ вӑрҫӑ тухрӗ те эпӗ ун пек велосипедсем шухӑшласа кӑлармастӑп, ҫарта служить тӑватӑп, службӑра, хама начар та темеҫҫӗ-ха. Мӗн калӑр ӗнтӗ эсир мана?

Ачасем тавӑрса каламарӗҫ. Ҫак тӗлӗнтерекен ҫын ҫине сума суса пӑхрӗҫ вӗсем.

— Халь эпир ҫапӑҫман пулсан, фашист ҫакӑн пек ачасене кун кӑтартман пулӗччӗ, — тесе хучӗ Очередько.

Машинӑсем хайласа кӑлараканни стена ҫинелле ҫаврӑнчӗ те анасласа илчӗ.

— Ман шутпа, ачасем, ҫакӑн пек пулмалла, вӑрҫӑ пуҫланчӗ пулсан, сан ҫӗршывна тӑшман тапӑнчӗ пулсан, эсӗ ху кӑмӑлна мӗн илӗртнине тумалла мар, мӗн тумалла пулать, ҫавна тумалла. Ну пӗтерӗпӗр ӗнтӗ тавлашӑва, унсӑр ҫывӑрма та ӗлкӗреймӗпӗр.

Красноармеецсем выртрӗҫ те шӑпланчӗҫ. Такамӑн плащ-палаткипе витӗнсе ачасем те выртрӗҫ. Таҫтан ҫаплах тупӑсемпе пени илтӗнкелерӗ. Таҫта, юнашарти ҫӗр пӳртренех телефон зуммерӗ нӑйӑлтатни илтӗнсе тӑчӗ, унтан тата пӗр саслӑн калаҫни янӑрать.

— Калуга итлет… Мӗн тетӗр?.. Уйӑх паратӑп. Алло! Марс! Алло! Марс!.. Калуга калаҫать. Икҫӗр вунҫиччӗмӗш хӑй патӗнче-и?.. Парӑр-ха ӑна.

— Слава! Слава! — пӑшӑлтатрӗ Миша.

— Мӗскер?

— Слава, пире пулсанччӗ ҫавӑн пек велосипед! Ҫапла-и?

— Эхчӗ! Моторлӑ кимӗ пулнӑ пулсан тата лайӑхрахчӗ. Ачасем пӗрне-пӗри ҫурӑмпа ҫаврӑнса выртрӗҫ те, урӑх калаҫмарӗҫ пулсан та, нумайччен ҫывӑрса каяймарӗҫ. Слава тинех амӑшӗпе асламӑшӗ ҫинчен асне илчӗ, вӗсем ӗнтӗ аптраса ӳкнӗ пуль, йӗреҫҫӗ пуль тулли тӗттӗм вагонра, Миша та хӑйӗн пӗртен-пӗр амӑшне асне илчӗ, ашшӗ фронтра унӑн, акӑ халь ун амӑшӗ хӑйӗн пӗртен-пӗр ывӑлӗсӗр.

Миша куҫҫульне аран чарса, хӑвӑрт-хӑвӑрт сывла пуҫларӗ. Слава ҫакна илтрӗ те ҫывӑрнӑ пек пулчӗ.

Ачасем хӑйсене такам тӗккеленипе вӑранчӗҫ.

— Эй! Туссем! Вӑранӑр!

Вӗсен умӗнче шинель тӑхӑннӑ пӗр красноармеец тӑра парать, хӑй пӑшалпа.

— Лейтенант сире халех тумланса, хӑтӗр тӑма хушрӗ. Хушмасӑр ниҫта та тухса ан кайӑр. Акӑ, апатланӑр.

Котелоксене лартрӗ, ҫӑкӑрне хучӗ те вӑл тухса кайрӗ.

Ачасем куҫӗсене мӑчлаттаркаласа тӑрса ларчӗҫ. Кӑшт вӑхӑт иртсен ҫеҫ вӗсем йӑлт вӑранса ҫитрӗҫ те хӑйсем ӑҫта иккенне тавҫӑрса илчӗҫ.

Ҫӗр пӳртре пушахчӗ ӗнтӗ. Каҫхине ачасем курман пӗр салтак ҫеҫ шинельне хывмасӑрах, подсумкӑллӑ пӑяскине хывмасӑрах ҫывӑратчӗ. Пӗрмай ҫӗр кӗрлесе тӑнӑ пек таҫтан ҫӗр айӗнчен илтӗннӗн туйӑнать. Нар хӑмисем чӗтренкелесе илеҫҫӗ. Тулта вӑхӑт-вӑхӑт иртсе ҫӳренӗ ура сасси те сӑмахсене татса калаҫкалани илтӗнсе каять.

Ачасем кӑштах пӑшӑрханнӑ пек те, ҫавӑнпа пӗрлех хӗпӗртенӗ пек пулчӗҫ. Типсех ҫитмен бушлатне тӑхӑннӑ чух Слава сӑмах хускатрӗ:

— Ҫӳлте темӗн тӑваҫҫӗ-ха унта. Ҫапла-и, Миша?

— Эс пӗлетӗн-и унта мӗн пырасса, Слава? Вӑрҫӑ пырать пуль.

Вӗсем тумланса юнашар ларчӗҫ: пӗри — ҫурӑмӗ ҫине кутамккине ҫакнӑ, тепри аллине портфель тытнӑ. Калаҫни те, утса ҫӳрени те тултан илтӗнми пулчӗ. Телефонист сасси ҫеҫ ҫӗр пӳрте пӑшӑрханнӑрах пек те хӑвӑрттӑн илтӗнсе тӑчӗ:

— Марс! Марс!.. Алло, Марс! Парӑр-ха ҫӗр вунтӑваттӑмӗшне!.. Калуга итлет! Пулчӗ, лейтенант юлташ… Марс! Алло, Марс!..

Слава урайне сиксе анчӗ, кӑшт алӑк уҫрӗ, итлесе тӑчӗ те каллех алӑкне хупрӗ.

— Никам та ҫук, — терӗ вӑл. Миша ун ҫине тинкерсе пӑхса илчӗ:

— Слава… Мӗнле шухӑшлатӑн эсӗ, мӗншӗн пире тумланса хатӗр тӑма хушрӗҫ пуль?

— Ӑҫтан пӗлес ман мӗншӗн иккенне!

— Слава! Акӑ пире пӗр-пӗр ӗҫ хушас пулсан?

— Мӗнле ӗҫ тата?

— Ну, калӑпӑр, мӗнле те пулин хыпар илсе ҫитермелле пулать-и…

— Пӗр пӗлмен ҫынна хыпар ҫитерессе шансах параҫҫӗ пуль! Кӗтсех тӑр!

Вӗсем шӑпланчӗҫ. Вӑхӑт аран-аран иртет, ачасем патне никам та килсе пӑхакан ҫук. Тулта кӗрлесе тӑни тата ытларах илтӗне пуҫларӗ. Ҫӗр пӳрт хӑш чухне чӗтреме тытӑнать те ҫӳлте ҫакӑнса тӑракан лампа та силленсе илет. Ҫывӑракан красноармеец сасартӑк вӑранчӗ, нар ҫине тӑрса ларчӗ, унтан кӑшт итлесе тӑчӗ те ачасем ҫине пӑхмасӑрах алӑкран тухса кайрӗ.

Ачасен ҫӗкленнӗ кӑмӑлӗ пӗтӗмпех иртрӗ. Вӗсем ҫийӗнчех салхуланчӗҫ, кӑштах хӑранӑ пек те пулчӗҫ. Мӗн тӑваҫҫӗ-ха лере, ҫӳлте? Мӗншӗн пӗри те канӑҫ пӗлмест? Мӗншӗн вӗсем ҫине никам та пӑхакан ҫук, калӑн ҫав йӑлт манса кайнӑ тесе?

Пӑшӑрханнӑ телефонист ҫавӑнтах темиҫе минут хушши пӗр сӑмахпах чӗнме тӑрӑшнине илтрӗҫ ачасем:

— Марс! Алло, Марс!.. Марс! Марс!!! Алло! Марс!..

Пӗр вӑхӑта никам та чӗнмерӗ. Унтан майӗпен каланӑ сӑмахсем илтӗнчӗҫ:

— Марс калаҫмасть, лейтенант юлташ… Ҫапла ҫав, лини татӑлнӑ пулмалла, лейтенант юлташ… Юрӗ, лейтенант юлташ!

— Слава! Илтетӗн-и, Слава! — терӗ Миша.

— Мӗскер?

— Слава, мӗн тени вӑл «Марс»?

— Планета ӗнтӗ.

— Ун пирки ыйтмастӑп эпӗ. Кунта мӗн пулать вӑл «Марс» тени?

— Кунта-и? — Слава шухӑшласа тӑчӗ. — Мӗне те пулин вӑрттӑн калаҫҫӗ пулӗ. Штаб тенине пӗлтерет-и-ха.

— Вӑл халь сас памасть пулать-и-ха вӗсен?

— Ҫапла пулма кирлӗ.

Ачасем пӗр-пӗрин патне ҫывхарарах ларчӗҫ.

— Слава, калӑпӑр, ҫав калаҫманнипе пӗтӗм ӗҫ пӗтсе ларсан вара? — Слава хӑй калушӗн пуҫне салхуллӑн пӑхса илчӗ.

— Ун пек те пулма пултарать, — терӗ вӑл майӗпен.

— Фашистсем те кунта ҫитсе кӗме пултараҫҫӗ пуль?

— Кӗме те пултараҫҫӗ. Ҫур сехетрен тен пире пурсӑмӑра та персе вӗлерӗҫ.

Ҫакӑн хыҫҫӑн вӗсем тахҫанччен пӗр сӑмах чӗнмесӗр тенӗ пек хускалмасӑр, сыхланса, телефонистсем сӑмахланинче хӑйсене йӑпантаракан сӑмах пулмӗ-ши тесе кӑлӑхах итлесе ларчӗҫ.

Ҫапла икӗ сехет иртрӗ-ши, виҫҫӗ те-ши. Унтан ачасем ҫине тепӗр инкек килсе ӳкрӗ: Лайӑхах ҫутатса тӑракан электричество лампи сасартӑк сӳнсе ларчӗ те ҫӗр пӳртре сӗм тӗттӗм пулса тӑчӗ. Малтанласа ачасем ниҫта та хускалмарӗҫ. Вара Слава чӗтрекен сассине пачӗ:

— Миша! Миша! Эсӗ… кунтах-и?

— Слава, эпӗ кунтах… Итле-ха, Слава! Слава, атя кунтан тухса каяр… Илтетӗн-и, Слава? Слава ним те каламарӗ.

— Слава, пӗлетӗн-и, ӑҫта кайӑпӑр эпир? Лейтенант патне кайӑпӑр. Мӗн те пулин калӑпӑр ӑна… Пире вӑл пӗр-пӗр ӗҫ тупса патӑр… Слава, вилсен те хуть ҫӳлте вилесчӗ, кунта мӗн вӑл, шӑши пек. Кайрӑмӑр, Слава!

Алӑк умӗнчен такам чупса иртрӗ. Миша аллине Слава перӗнчӗ:

— Шӑп пул! Илтетӗн-и?.. Пирӗн пата пулӗ. Иккӗш те лӑпланчӗҫ.

Алӑк уҫӑлчӗ. Сӗм тӗттӗмре пӗр пӑшӑрханса чӗннӗ сасӑ янӑраса кайрӗ:

— Смирнов сержант кунта-и? Лейтенант чӗнет! Аптрасах ҫитнӗ туссем нимӗн те чӗнмерӗҫ.

— Ҫук-и вӑл кунта?

Чӗнме килни малалла чупрӗ. Икӗ минут иртрӗ. Ҫӳлте темӗскерле йывӑр япала кӗмсӗртетсе ӳкрӗ, Слава нар ҫинчен сиксе анчӗ:

— Каяр хӑвӑртрах! — терӗ вӑл.

Тӑвӑр алӑкран тухнӑ чух вӗсем кӑштах мӑшӑлтаткаларӗҫ, алӑкра вӗсем иккӗш те хӗсӗнкелесе тӑчӗҫ, тинех акӑ траншейӑна тухрӗҫ.

Кунта та ҫӗр пӳртри майлах тӗттӗм. Сулахай енче таҫта инҫетре кӑна кун ҫути кӑшт палӑрать. Слава тӑм стенана аллипе хыпашлакаласа ҫав еннелле утрӗ. Миша Славӑн бушлачӗнчен тытӑнса ун хыҫҫӑн пычӗ.

Часах вӗсем пӗр алӑк асӑрхарӗҫ, ӑна уҫса кӗчӗҫ те лейтенант пӳлӗмӗ пулчӗ кайрӗ. Унта пысӑк хунар ҫунать.

Ура ҫинче тӑракан лейтенант икӗ палламан командирпа калаҫать. Вӗсем пурте ачасен енне ҫаврӑнса пӑхрӗҫ.

— Ну, мӗн кирлӗ сире кунта? — тесе ыйтрӗ лейтенант.

Туссем ниҫта хускалмасӑр, чӗнмесӗр тӑчӗҫ. Аптраса ӳкнӗ Миша ҫеҫ портфельне суллакаласа тӑчӗ.

— Кам кӑларчӗ сире ҫӗр пӳртрен? — кӑшкӑрса каланӑ пек ыйтрӗ лейтенант. — Мӗн хушман ҫӗрте уҫӑлса ҫӳретӗр?

Слава тем каласшӑн ҫӑварне кӑна уҫнӑччӗ, алӑка килсе те шаккарӗҫ.

— Кӗрӗр! — терӗ лейтенант.

Ҫӳллӗ алӑк урати урлӑ шӑпах ҫав тӗлӗнмелле велосипед тӑвасчӗ теекенни каҫса кӗчӗ.

— Смирнов сержант, эсир хушса янипе килтӗм, лейтенант юлташ, — терӗ вӑл хытах мар сассипе, аллине картусӗ тӗлнелле ҫӗклесе.

Лейтенант урӑхран ачасем ҫине пӑхмарӗ.

— Юрӗ. Питӗ лайӑх-ха… Пирӗн Марспа ҫыхӑну татӑлнӑ. Хӑвӑрпа пӗрле икӗ ҫынна илӗр те халех кайса сыпӑр.

Аллисене ярт тӑсса изобретатель лейтенант хӑйне хушнӑ ӗҫ ҫинчен каларӗ:

— Икӗ ҫын илсе халех Марспа ҫыхӑнӑва сыпма хушнӑ, — терӗ вал.

— Тӗрӗс. Эсир пӗлетӗр-и, Горчаков ҫитейменнине?

— Пӗлетӗп, лейтенант юлташ.

— Кайӑр. Тӑвӑр!

Аллине каллех паҫӑрхи пек ҫӗклетсе ҫаврӑнчӗ те алӑкран тухнӑ чух кӑштах такӑнса тухса кайрӗ. Лейтенант халь ачасем ҫине пӑхрӗ:

— Марш хӑвӑр ҫӗр пӳртӗре! Янккаса ан ҫӳренӗ пултӑр ман патӑмра! Ӑнлантӑр-и?

Ачасем алӑкран васкаса тухса хӑйсен ҫӗр пӳртне пырса кӗчӗҫ. Унта паҫӑрхи пекех сӗм тӗттӗм, ҫапах та ачасем текех пӑшӑрханмарӗҫ.

Вӑрҫӑ таҫта инҫетре пырать иккенне ачасем лейтенант патӗнче пулса салтаксен сӑнарӗнченех пӗлчӗҫ ӗнтӗ, тӑшман халь-халь вӗсен ҫӗр пӳртне пырса кӗресрен хӑрамалла та мар иккен.

Ачасем тӗттӗм ҫӗртех темӗнччен калаҫса тӑчӗҫ те ывӑнса ҫитнипе, ҫинчен тата ҫак каҫхине вӗсем ним чухлӗ те ҫывӑрса тӑранманччӗ, ҫавна пула вӗсем канма выртрӗҫ. Кӑшт тӑрсан вӗсем иккӗше те канӑҫлӑн ҫывӑрса кайрӗҫ.

…Темиҫе сехет иртсен Слава вӑранчӗ. Тӗттӗм ҫӗр пӳртре табак туртнӑ шӑршӑ кӗрет. Пӑчӑ. Красноармеецсем те харлаттарса ҫывӑраҫҫӗ. Слава тепӗр енне ҫаврӑнса выртрӗ те ыйхи витӗр телефонист сассине илтрӗ:

— Алло! Марс! Мӗн чухлӗ вӑхӑт? Манӑн ҫӳреми пулчӗ.

— Вояксем! Апатсӑр юлатӑр! — тесе кӑшкӑрни вӑратрӗ ачасене.

Маччаран хунар ҫутатать. Салтаксем нар тӑрӑх ларса тухнӑ, котелокӗсене кашӑкӗсемпе янӑратаҫҫӗ. Ачасем сиксе тӑрса тӗлӗнсен салтаксем пурте кулса ячӗҫ. Слава бушлачӗпе миххине хывмасӑрах выртнӑ та ҫӗрӗпе ҫапла ҫывӑрнӑ. Миша нар ҫинчен сиксе аннӑ-анман портфельне ярса илчӗ.

— Мӗн хӑтланатӑр эсир капла! Фашистсемпе ҫапӑҫаймарӑр та! Халӗ ӗнтӗ вӗсем кунтан пӗр ҫирӗм пилӗк километрта пуль. Епле хуса ҫитӗр ӗнтӗ? — тесе шӳт турӗҫ красноармеецсем.

Туссем апатланма тытӑнчӗҫ. Ӗнер вӗсем нимӗн те ҫимен тенӗпе пӗрех. Вӗсемпе шӳт тума хӑтланчӗҫ, ыйтса пӗлкелеме пӑхрӗҫ, ачасем ҫапах та ӗнерхи кун мӗн курнине пула ним пулман пек ҫеҫ каласа пычӗҫ.

Миша хӑйсене хирӗҫ енчи нарсем пушӑ иккенне асӑрхарӗ:

— Леш… леш ӑҫта вара, изобретатель?

Ҫӗр пӳртрисем ҫав самантрах шӑпланчӗҫ. Салтаксем кулкалами те пулчӗҫ.

— Отпуска кайрӗ, — ачасем ҫине пӑхмасӑр каласа хучӗ пӗри.

— Каялла таврӑнайми, — терӗ тепри. Унӑн ҫамкине вӗр-ҫӗнӗ бинтпа чӗркенӗ.

Ачасем темӗн ырӑ маррине сисрӗҫ те шӑпланчӗҫ. Красноармеецсем те чӗнмерӗҫ. Пӗр Очередько ҫеҫ мӑкӑртатрӗ:

— Лайӑх ҫынсемччӗ-ҫке вӗсем, — терӗ вӑл. Изобретатель вилнӗ иккенне ачасем тин ҫеҫ ӑнланса илчӗҫ, тен вӑл лейтенант хушнине тунӑ чухнех вилсе выртрӗ пуль. Вӗсем кашӑкӗсене хучӗҫ. Текех вӗсен ҫиесси те килмерӗ ӗнтӗ. Красноармеецсем часах тухса кайрӗҫ, вӗсем ҫаплах, пушаннӑ нарсем ҫине пӑхса, пӗр чӗнмесӗр тӑчӗҫ. Нарсем ҫинче икӗ лӳчӗркеннӗ кӗнеке пур, тата табак хунӑ шӑвӑҫ савӑт манса юлнӑ.

— Нихҫан та велосипед тӑваймасть ӗнтӗ, — терӗ Миша.

— Вилессе вилнӗ те, ҫапах та телефон линине сыпнӑ-ха вӑл, — терӗ Слава.

Пӗррехинче ачасем снаряд ӳкнӗ хыҫҫӑн епле тӗтӗмпе тӑпра сирпӗнсе тухнине кинора курнӑччӗ. Иртнӗ кунсенче вара чӑн снарядсемех мӗнле ҫурӑлнине, авиабомбӑсем мӗнле пысӑк ҫуртсене ишсе антарнине вӗсем хӑйсемех курчӗҫ.

Халь акӑ вӗсем ҫак тӗлӗнмелле ҫын ҫинчен шухӑшласа тӑчӗҫ, командир хушнипе вӑл таҫта лере, тӑпра та чул кӳмерккисем сирпӗне-сирпӗне тухнӑ ҫӗре, йывӑҫсем тымарӗ-мӗнӗпе ҫӑлӑнса тухнӑ ҫӗре нимӗн пулман пекех лӑпкӑн тухса кайрӗ. Вӗсем унӑн кашни сӑмахне, кашни хускануне асне илчӗҫ.

— Слава… Астӑватӑн-и лейтенант ӑна мӗн каланине: «Горчаков ҫитеймерӗ» терӗ-ҫке вӑл. Ҫав Горчакова та вӗлернӗ пуль.

— Тӗрӗс! Эппин вӑл хӑй вилме пултарасса та пӗлнӗ ӗнтӗ.

— Слава!.. Вӑл вӗт куҫ хупса та илмерӗ, Командир хушсанах тухса кайрӗ.

— Ҫапла. Хӑй тата вӑрҫма кӑмӑл хывмастӑп терӗ-ха! Ачасем пӗр вӑхӑтлӑха чӗнмесӗр тӑчӗҫ. Вара Слава сасартӑк урайне сиксе анчӗ те: — Миша! — тесе ячӗ. Миша ун патне чупса пычӗ.

— Миша! Пар мана хӑвӑн чӑн сӑмахна… чи хӑрушӑ чӑн сӑмахна пар: мӗн килсе тухсан та вӑрҫӑ пӗтмесӗр фронтран таврӑнмӑпӑр эпир!

— Слава, чӑн сӑмахӑма паратӑп эпӗ! Тата пӗлетӗн-и, Слава? Ҫав изобретательшӑн тавӑрӑпӑр-и фашистсене?

— Тавӑрӑпӑр! Вилсе выртсан та тавӑрӑпӑр! Пурпӗрех ҫартан каймӑпӑр.

— Каймӑпӑр. Слава, каяр-ха каллех лейтенант патне! Ан тив, вӑл пире мӗнле ӗҫ хушас тет, ҫавна тума хушса ятӑр. Памасан вара тата малалла кайӑпӑр, чи передовойне ҫитиех кайӑпӑр!

Слава шухӑша кайса тӑчӗ.

— Чим, юрамасть, — терӗ вӑл, — дисциплинӑна пӑхӑнмалла. Вӑл хӑех чӗнет акӑ пире. Мӗн вара? Ахальтен ҫитерччӗр-и пире?

Красноармеецсем ҫӗр пӳрте апатланма кӗрсен, Слава вӗсенчен пӗри лейтенант патне кайса килеймӗ-ши, тесе ыйтрӗ; ачасем кунта ӗҫсӗр ларса япӑхнӑ иккен, лейтенант вӗсене пӗр-пӗр ӗҫе ятӑр, терӗҫ.

— Э-э! — терӗ красноармеец. — Эсир, ачасем, ун пирки ан хӑраса тӑрӑр. Лейтенант сирӗн пирки манмасть-ха. Те рота памалла-ши, те батальонӗпех тесе шухӑшлать-ха вӑл, шухӑшне татман-ха.

Слава салхулланса унран пӑрӑнчӗ, Миша вара пӑшӑлтатса ҫеҫ:
— Ан та калаҫ. Кулма кӑна пӗлеҫҫӗ вӗсем!.. — терӗ.
Вӑхӑт питӗ васкамасӑр иртет. Ӗнер те вӗсем паянхи пек тертленмен. Алӑк тулашӗнчен пӗр-пӗр сасӑ илтӗнсенех вӗсем хӑйсен вырӑнӗсенчен сике-сике тӑчӗҫ, хӑйсем патне мар-ши, терӗҫ вӗсем. Анчах акӑ ӗнтӗ каҫхи апат тӑвас вӑхӑт та ҫитрӗ, вӗсене ҫаплах-ха никам та чӗнме пымарӗ.

— Эсир мӗш? Халь те ӗҫ илеймерӗр-и-ха? — ыйтрӗ юлташӗсемпе пӗрле ҫӗр пӳртелле кӗрекен Очередько. — Епле-ха апла! Лейтенант сире разведкӑна ярасшӑн тенӗ пек илтсеттӗм эпӗ.

Ачасем шарламасӑрах ирттерсе ячӗҫ. Чӗрисем канӑҫсӑр сикрӗҫ ӗнтӗ вӗсен. Тӗрӗссине калать-ши Очередько, е каллех кулса кӑна-ши?..

Апатланчӗҫ. Салтаксем шашкӑлла вылярӗҫ, шапӑлтаткаларӗҫ те ҫывӑрма выртрӗҫ. Ачасем те ыран хӑйсен мӗн тумалли паллӑ пулӗ-ха тесе выртрӗҫ. Куҫӗсене хупса вӗсем шӑпах выртрӗҫ, хӑвӑртрах ҫывӑрса каясшӑн пулчӗҫ.

Анчах кунта алӑк чӗриклетрӗ те старшина пырса кӗчӗ:

— Ну, геройсем, кунта-и-ха? — тесе ыйтрӗ вӑл. — Халех лейтенант патне! Ну!

Туссем сиксе ӳкнӗ пек ҫӗкленчӗҫ. Слава, кӗпине кӑпӑр-капӑр тӳрлетсе:
— Мӗншӗн? Мӗншӗнне пӗлетӗр-и? — тесе ыйтрӗ.

— Пӗлместӗп те, мӗнле те пулин ӗҫ хушасшӑн пуль ӗнтӗ. Салтаксем вӑранчӗҫ.

— Хыпаланӑр, хыпаланӑр, ачасем! — тесе кӑшкӑрчӗҫ вӗсем. — Пиҫиххийӗрсене туртарах ҫыхӑр, чипертерех курӑнӑр!

— Итлӗр-ха эсир! Кӗрсессӗнех аллӑрсене картусӑрсен тӗлне ҫӗклетсе тытӑр. Хӑвӑр яшт тӑсӑлса тӑрӑр та: «Лейтенант юлташ, эсир хушнипе ҫав-ҫав салтак килчӗ, тесе пӗлтерӗр». Ӑнлантӑр-и? Вӑт ҫапла. Пирӗн лейтенант дисциплинӑна юратать.

Ачасем алӑкран тухрӗҫ.

— Эй! Эй! Эсир кепкӑрсене манса хӑвартӑр! Ҫара пуҫ вӗҫҫӗн алӑ ҫӗклемелле мар-ҫке!

Ачасем каялла таврӑнчӗҫ те пӗри кепкине, тепри ҫӗлӗкне илчӗ. Тӗттӗм траншейӑпа старшина хыҫҫӑн утса:
— Слава, пӗлетӗн-и эсӗ, — тесе пӑшӑлтатрӗ Миша.
— Атя-ха, эпир ӗнер изобретатель тӑнӑ вырӑна тӑрар. Юрӗ-и?

— Юрӗ.

Вӗсем ҫӗр пӳрте кӗчӗҫ. Унта лейтенантран пуҫне тата тепӗр ҫар ҫынни пурччӗ. Миша чалӑшшӑн пӑхса илчӗ те ӗнер Смирнов сержант тӑнӑ вырӑна ҫитсе тӑчӗ.

— Лейтенант юлташ… Ро-Розанов салтак эсир хушнипе килсе тӑчӗ, — чӗтренсе тухакан ҫинҫе сассипе каласа хучӗ Слава.

— Снегирев салтак килчӗ, — мӑкӑртатрӗ Миша ун хыҫҫӑн. Сӗтел хушшине ларнӑ лейтенант йӑл кулса илчӗ те юлташӗ ҫине пӑхрӗ.

— Яратӑн-и вӗсене? — тесе ыйтрӗ вӑл шӑппӑн.

— Яратӑп.

— Хытӑ ятларӗҫ-и?

— Ҫитет. — Лейтенант темле хут ҫине пӑхкаласа илчӗ. — Ҫапла ӗнтӗ, тусӑмсем. Эпир кунта ыйтса пӗлтӗмӗр: сирӗн кил-йышӑр хӑвӑра шыраса Гремихино станцине анса юлнӑ. Паян ҫавӑнта пирӗн автомашина тухса каять. Тумланӑр та, япалӑрсене пуҫтарӑр. Шофер сире илме кӗрсе тухӗ.

Туссем нимӗн тума пӗлмесӗр хытса тӑчӗҫ.

— Командир… Юлташ… эпир… эпир ҫарта служить тӑвасшӑн, — аран каласа хучӗ Слава.

— Эпир фронта… — пуҫланӑччӗ Миша та. Лейтенант ура ҫине сиксе те тӑчӗ.

— Эсир ҫарта служить тӑвасшӑн-и? — ыйтрӗ вӑл хыттӑн.

— Эпир ҫапла тӑвасшӑн…

— Эсир мана командир тетӗр-ха. Ҫапла-и?

— Ҫапла. Эпир…

— Ҫар дисциплинине пӗлетӗр-и-ха эсир?

— Пире… Эпир пӗлетпӗр.

— Эппин командир сире мӗн хушни закон иккенне те пӗлетӗр-и эсир?

— Пӗлетпӗр, — аран каласа хучӗ Слава.

— Апла пулсан, смирно!

Лейтенант хӑй тӳрех тӑчӗ. Ачасем яшт тӑсӑлса тӑчӗҫ. Лейтенант вӗсем ҫине тинкерсе пӑхса сӑмахсене уйрӑм-уйрӑммӑн та уҫҫӑн каласа ӑнлантарчӗ:

— Халех япалӑрсене пуҫтарӑр та ҫирӗм виҫ сехет те ноль-ноль минутра аннӗрсем патне тухса кайма хушатӑп. Каласа парӑр мӗн хушса янине!

— Япаласене пуҫтармалла та… аннесем патне каймалла, — шӑппӑн каласа хучӗ Слава.

— Пуҫтармалла та… аннесем патне тухса каймалла, — пӑшӑлтатнӑ пек каларӗ Миша та.

— Кругом!

Пӗр-виҫӗ ҫекунд хушши туссем нимӗн тума пӗлмесӗр Смирнов сержант тӑнӑ ҫӗрте хытса тӑчӗҫ. Унтан тарӑннӑн сывласа илчӗҫ, пӗр-пӗрин ҫине пӑхрӗҫ, ҫаврӑнчӗҫ те вара иккӗш те алӑк патнелле шӑппӑн утса кайрӗҫ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех