Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Параппанҫӑ кун-ҫулӗ

Автор: Леонид Агаков

Ҫӑлкуҫ: Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Ҫул: 1957; Хушнӑ: 2020.05.24 10:44

Пуплевӗш: 3107; Сӑмах: 27967

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Ӗлӗкрех ман атте шуррисемпе ҫапӑҫнӑ, темиҫе хутчен аманнӑ, тыткӑнтан тарнӑ, унтан, саперсен ротин командирӗ пулса, запаса тухнӑ.

Анне эпӗ сакӑр ҫулта чухне шыва кӗме кайсассӑн, Атӑла путса вилнӗ. Хуйхӑ ытла та пысӑк пулнипе эпир Мускава куҫса кайрӑмӑр. Кунта вара, икӗ ҫултан, атте Валентина Долгунцова ятлӑ хитре хӗре качча илчӗ.

Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, малтан эпир сӑпайлӑ та лӑпкӑ пурӑннӑ. Хамӑрӑн пуян мар хваттере Валентина таса тытатчӗ. Тумланасса тирпейлӗ тумланатчӗ, хаклӑ мар тумтирсем тӑхӑнатчӗ. Аттешӗн те тӑрӑшатчӗ вӑл, мана та кӳрентерместчӗ.

Анчах ҫав вӑхӑтра тӗрлӗ талонсем, ҫӑкӑр карточкисем, вӗсем тӑрӑх валеҫекен магазинсем те пӗтрӗҫ. Халӑх лайӑхрах, пуянтарах пурӑнма пуҫларӗ. Валентина час та часах киносене ҫӳреме тытӑнчӗ, хӑш чух — пӗччен, тепӗр чух хӑйне ӑсатакан ҫынпа таврӑнать. Киле вара темле сӳрӗкленсе, шухӑша кайнӑ пек пулса килетчӗ, анчах кинора мӗн курнине аттене те, мана та нихҫан та каласа кӑтартмасчӗ.

Унтан часах — пирӗншӗн ку пачах та кӗтмен ҫӗртен пулчӗ — манӑн аттене пусма-тавар сутакан пысӑк магазинӑн директорӗ туса лартрӗҫ.

Савӑннипе ӗҫкӗ пулчӗ. Хӑнасем пычӗҫ. Пирӗн пата аттен авалхи тусӗ Платон Половцев, унпа пӗрле унӑн Нина ятлӑ хӗрачи пычӗҫ. Нинӑпа тӗл пулсанах эпир иксӗмӗр те кулса ятӑмӑр, ыталантӑмӑр та — вара каҫченех никам ҫине те ҫаврӑнса пӑхмарӑмӑр.

Халӗ вара аттене илме хӑш чух машина ярса пама пуҫларӗҫ. Час та часах вӑл тӗрлӗ ларусемпе канашлусене ҫӳреме тытӑнчӗ. Пӗр-икӗ хутчен вӑл хӑйпе пӗрле Валентинӑна темле банкетсене илсе кайрӗ. Валентина вара сасартӑк ҫилленекен, час тарӑхакан пулса кайрӗ. Вӑл аттен начальникӗсене мухтатчӗ, вӗсен арӑмӗсене вӑрҫатчӗ, манӑн тӗреклӗ те ҫӳллӗ аттене мемме, ҫемҫешке, тетчӗ.

Атте магазинӗнче пустав, тӗрлӗ пир-авӑр, пурҫӑн, пур йышши хитре пусмасем нумайччӗ.

Хӑрушӑ хурлӑх пуласса туйса, атте нумайччен темле шурса кайса, салхуланса ҫӳрерӗ. Ку ҫеҫ те мар — эпӗ ӑна кайран пӗлтӗм — вӑл хӑйне тимӗр-тӑмӑртан тунӑ япаласем сутакан лавкка заведующийӗ тума ыйтса, вӑрттӑн заявлени те панӑ.

Мӗнлерех пулнине пӗлместӗп, анчах часах эпир лайӑх та хаваслӑ пурӑнма пуҫларӑмӑр.

Пирӗн пата платниксем, малярсем пычӗҫ; стена ҫинчен аттен саралса кайнӑ, хулпуҫҫи тӗлӗнчен ҫуркаланса пӗтнӗ ҫар тумтирӗ тӑхӑнса ӳкернӗ портречӗсене илсе пӑрахрӗҫ, утмӑлтурат чечекӗ тӗслӗ кивӗ обойсене сӳсе, пӗтӗмпех урӑхла, ҫӗнӗ хваттер туса хучӗҫ.

Хамӑра кирлӗ мар килти ӑпӑр-тапӑрсене эпир кивӗ япаласемпе сутӑ тӑвакансене сутрӑмӑр, дворнике патӑмӑр, вара пирӗн хваттер ҫутӑ, аслӑ тата, темле яланхи пек мар, пушанса юлчӗ.

Анчах ҫавӑнтан вара пирӗн хваттер ӑнланмалла мар, темле канӑҫсӑр пулса тӑчӗ; вӑл тухса кайма та пӗлмерӗ. Ҫав канӑҫсӑрлӑх е кӗтмен ҫӗртен телефон шӑнкӑртаттарнипе, е ҫӗрлехи почтальон пек, е кая юлнӑ хӑна пек пулса алӑка шаккать, е ӗҫрен таврӑннӑ аттен куҫӗсенче пытанса тӑрать.

Ҫав канӑҫсӑрлӑха эпӗ чӗрепе те туятӑп, куҫпа та куратӑп, анчах мана нимӗн те пулман, атте ывӑннӑ кӑна, тетчӗҫ. Акӑ, ҫуркунне пулать те, эпир виҫсӗмӗр те Кавказа — курорта каятпӑр, тетчӗҫ.

Юлашкинчен ҫуркунне ҫитрӗ те аттене суда пачӗҫ.

Ку вӑл шӑпах эпӗ шкултан ҫав тери хаваслӑн таврӑннӑ кун пулчӗ. Вӑл кун мана пирӗн тӑваттӑмӗш отрядри аслӑ барабанщик (параппан ҫапакан) туса хучӗҫ.

Хӑмӑр килхушшине, кӳршӗсен ачисем ӑшӑ хӗвел питтинче шавлакан ҫӗре, алӑри линейкӑпа ранеца ҫапса похода каймалли хаваслӑ марш ҫеммине юрласа пырса кӗтӗм кӑна — ачасем мана хирӗҫ ыткӑнчӗҫ те, пӗр-пӗрине пӳле-пӳле, пирӗн киле ухтарни ҫинчен, аттене милицисем тӗрмене тытса кайни ҫинчен каласа пачӗҫ.

Эпӗ хам нумайччен макӑрнине пытармастӑп. Валентина мана ачашшӑн лӑплантарчӗ, хамран судья е следователь ыйтас пулсан, манӑн мӗн каламаллине тӳсӗмлӗн вӗрентрӗ.

Анчах манран никам та нимӗн те ыйтмарӗ. Судра ӗҫе хӑйсемех хӑвӑрт тӗрӗслесе пӗлнӗ те растрата тунӑшӑн аттене пилӗк ҫуллӑха хупмалла тунӑ.

Кун ҫинчен эпӗ ҫывӑрас умӗн, вырӑн ҫинче выртнӑ чух пӗлтӗм. Эпӗ пуҫ ҫинченех утиялпа витӗнтӗм. Кивелсе ҫӳхелнӗ пустав витӗр пӳртри ҫутӑ пӗчӗк ҫӑлтӑрсем пек йӑлтӑртатса курӑнать.

Юнашар пӳлӗмри ваннӑра шыв шӑмпӑртатни илтӗнет. Йӗнипе тӑртаннӑ куҫсем хӑйсемех хупӑнчӗҫ те, мана таҫта питӗ инҫе ишсе кайнӑ пек туйӑнчӗ.

«Сывпул! — тесе шухӑшларӑм атте ҫинчен. — Халӗ эпӗ вуниккӗре, пилӗк ҫултан вунҫиччӗре пулатӑп, ачалӑх иртсе каять, ҫавӑнпа та эсӗ мана ачалла нихӑҫан та кураймӑн.

Астӑватӑн-и, сӗм вӑрманта куккук янӑравлӑн та хурлӑхлӑн авӑтрӗ, эсӗ мана пӗлӗтре сенкер Ҫурҫӗр ҫӑлтӑрне тупма вӗрентрӗн? Унтан эпир хирте курӑнакан ҫутӑ еннелле утрӑмӑр, санӑн ырӑ салтак юррисене хавассӑн юрларӑмӑр.

Астӑватӑн-и, пӗррехинче эсӗ мана вагон чӳречи витӗр сарӑ кукшапуҫ чечекӗсемпе тулнӑ пушӑ уҫланкӑ, утӑ капанӗ, ӳпле, пысӑк тӗмеске, пӗр-пӗччен хурӑн кӑтартрӑн? Ҫав хурӑн ҫинче ун чухне ҫӑхан ларатчӗ, пӗрмай хыттӑн: карр… карр! — тесе кранклататчӗ, — терӗн эсӗ. Сирӗн ҫынсем ҫав уҫланкӑра нумай пӗтнӗ. Эсӗ ав лере, тӗмескерен сылтӑмарах, кӑвак армути ӑшӗнче, халӗ ула вӑкӑр: муу-муу! тесе ҫӳрекен ҫӗрте выртнӑ. Пӑрушӗ вӑл, самӑр ухмах, ҫухалса кайнӑ пулмалла, халӗ ав вӑрмантан кашкӑрсем тухса хӑйне ҫисе ярасран хӑрать.

Сывпул! — ҫывӑрса кайма пуҫларӑм эпӗ. — Параппансем поход маршне тӑкӑртаттарса ҫапаҫҫӗ. Кашни отрядӑн хӑйӗн ҫулӗ, хӑйӗн намӑсӗ тата хӑйӗн чапӗ. Акӑ, эпир уйрӑлса кайрӑмӑр та ӗнтӗ. Ура сассисем шӑпланчӗҫ, хир пушанса юлчӗ».

Ҫапла ыйхӑ тӗлӗшпе хурлӑхлӑн та ҫирӗппӗн уйрӑлтӑм аттепе, мӗншӗн тесен ҫапах та эпӗ ӑна юратнӑ, мӗншӗн тесен — ма суяс? — вӑл маншӑн аслӑ тус пулнӑ, час-часах хурлӑхран хӑтарнӑ тата лайӑх юрӑсем юрласа панӑ, ҫав юрӑсене итленӗ чух ҫӗр калама ҫук сарлака пек туйӑнатчӗ, вӑл ҫӗр ҫинче вара эпир унпа чи туслӑ та телейлӗ ҫынсем пулнӑ.

Ирхине эпӗ вӑрантӑм та шкула кайрӑм. Унта манран атте ҫинчен ыйтсан, эпӗ вӑл улталанӑшӑн тата вӑрланӑшӑн ларать, терӗм. Типпӗн, тӳррӗн, куҫҫулӗсӗр ответлерӗм. Мӗншӗн тесен, ҫынпа умлӑн-хыҫлӑн икӗ хутчен чунтан уйрӑлма май ҫук!

Атте малтан таҫта Вологда таврашӗнчи лагерьте, вӑрман каснӑ ҫӗрте ӗҫленӗ. Вӑл Валентина патне ҫырусем час-часах ҫыратчӗ, уншӑн хытӑ тунсӑхланӑ пулмалла.

Унтан сасартӑк вӑл нумайлӑха шӑпланчӗ, ҫырма пӑрахрӗ. Пӗр виҫӗ уйӑхран тин открытка ҫырса ячӗ — анчах халь ӗнтӗ Валентина патне мар, ман патӑма; ӑна вӑл таҫтан, инҫетри Ҫурҫӗртен, Сорока ятлӑ хуларан ячӗ. Ҫырура вӑл хӑй сапер пулнӑ пирки, канал тунӑ ҫӗре куҫарни ҫинчен ҫырнӑччӗ. Унта вӗсен бригади ҫӗре, чулсемпе чуллӑ сӑртсене сирпӗнтерет иккен.

Икӗ ҫулталӑк хӑвӑрт, ним йӗркесӗр иртсе кайрӗ.

Виҫҫӗмӗш ҫулӗнче, ҫуркуннепе, Валентина Осоавиахим инструкторне качча тухрӗ, — хушамачӗ Лобачовччӗ пулас. Унӑн хваттер пулман пирки, вӑл хӑйӗн полевой сумкипе пысӑках мар чемоданне илсе пирӗн пата пурӑнма куҫрӗ.

Июнь уйӑхӗнче Валентина мана пӗр уйӑх пурӑнма ҫӗр аллӑ тенкӗ укҫа парса хӑварчӗ те упӑшкипе Кавказа вӗҫтерчӗ.

Вокзалтан таврӑнсан эпӗ чылайччен кӗтесрен кӗтессе сулланса ҫӳрерӗм. Форточка ҫилпе шалтлатса илсен, кухньӑра кушак ҫури пуҫтарман савӑт-сапа хушшине лартса хӑварнӑ сӗте лӗрккенине илтрӗм, хваттерте халь пӗр-пӗччен тӑрса юлнине ӑнлантӑм.

Хамӑр дворник Микула пичче чӳрече витӗр ятпа чӗннӗ чух эпӗ шухӑша кайса тӑраттӑм. Вӑл мана пӗр сехет маларах кӑна пирӗн отряд вожатӑйӗ Павел Барышев кӗрсе тухни ҫинчен каларӗ. Валентина ҫав тери васкаса тухса кайнӑшӑн питӗ тарӑхнӑ та Барышев ыран каллех кӗрсе тухатӑп, тенӗ.

Ҫӗрле эпӗ япӑх ҫывӑртӑм. Тӗлӗкре мана телеграф юписем, чанасем, кураксем курӑнчӗҫ. Ҫаксем пурте шавларӗҫ, кӗрлерӗҫ, кӑшкӑрчӗҫ. Юлашкинчен параппан ҫапса ячӗ, вара пӗтӗм сас-чӗвӗ йынӑшса, шӑхӑрса пӗлӗтелле хӑпарса кайрӗ. Шӑп пулчӗ. Эпӗ вӑрантӑм.

Хӗвеллӗ ир ҫитсе килчӗ. Ҫак иртен вара ман пурнӑҫ сасартӑк аяккалла пӑрӑнса кайрӗ. Енчен те… енчен те атте мана кукшапуҫ курӑкӗпе тулнӑ сарӑ уҫланкӑсене кӑтартман пулсан тата ҫак таранчченех ман чӗрене ҫунтарса тӑракан салтакӑн илемлӗ юррисене юрласа паман пулсан, тен, вӑл мана таҫталлах илсе каятчӗ пулӗ. Ҫав юрӑсене пула мана хаваслӑ та лайӑх. Тепӗр чухне кӑштах макӑрса та илес килет, анчах сӑлтавӗ ҫук пулсан, макӑрма темле намӑс пек.

Чӑн малтан эпӗ примус ҫине чейник лартрӑм, унтан юнашар ҫурта, Юрка Ковякин патне шӑнкӑравларӑм, — ӑна ман пӗр уйӑхранпах ӗнтӗ тенкӗ те ҫирӗм пус памалли пур. Ачасем вӑл мана вӗлересле хӗнесе тӑкма хатӗрленни ҫинчен те каланӑччӗ ӗнтӗ. Юрка манран икӗ ҫул аслӑрах, Ворошилов пек тӗл перекенсен значокне ҫакса ҫӳрет, анчах хӑй путсӗр те йӗркесӗр ача. Вӑл шкулта вӗренме пӑрахрӗ, пурне те летчиксен курсне кӗме куҫӑмсӑр майпа хатӗрленетӗп, тесе суять.

Ман пата вӑл сулкаланса, стенасем ҫине хӑвӑрт-хӑвӑрт пӑхкаласа кӗчӗ. Кухня алӑкне уҫса пӑхрӗ, темскер шӑршларӗ, сӗтел патне пычӗ, пукан ҫинчи кушак ҫурине илсе пӑрахрӗ те ларчӗ.

— Валентина кайрӗ-и? — ыйтрӗ Юрка. — Апла-а! — Эппин пӗтӗмпех паллӑ: вӑл сана укҫа парса хӑварнӑ та, эсӗ мана парӑмна парса татасшӑн. Тӳрӗ ҫын пулнине юрататӑп. Санӑн мана тенкӗ те ҫирӗм пус памалла — кинона кайма илнӗччӗ эсӗ, — тата ҫитмӗл пус эскимо — мороженӑй илме; пӗтӗмпе вӑл тенкӗ те тӑхӑрвунӑ пус пулать, шутлама ансатрах пултӑр тесен, — шӑп икӗ тенкӗ.

— Юрка, — терӗм ӑна хирӗҫ, — нимӗнле эскимо та ҫимен эпӗ. Ӑна эсир ҫирӗр, эпӗ тӗттӗмре тӳрех хам вырӑна кайса лартӑм.

— Ак ӗнтӗ тата! — питне йӳҫҫӗн пӗркелентерсе илчӗ Юрка. — Эпӗ пурин валли те илтӗм, ултӑ штук. Хам эпӗ хӗрринче лартӑм. Пӗрине хам илтӗм, ытти пиллӗкӗшне сире патӑм. Питӗ лайӑх астӑватӑп: шӑп Чарли Чаплин шывалла ыткӑнса анатчӗ, пурте ҫуйӑхаҫҫӗ, ахӑлтатаҫҫӗ, эпӗ сире мороженӑй тыттаратӑп. Тен, эсӗ кино курса килленнипе ҫӑтса янине те астумастӑн пуль?

— Ҫук, Юрка, эпӗ пурне те астӑватӑп, нимӗн те ҫӑтса яман. Эпӗ сана ҫитмӗл пусне парӑп. Анчах эсӗ суятӑн, е тӗттӗмре кам та пулин ман тӳпене илсе ҫисе янӑ пуль!

— Паллах, пар! — мухтаса илчӗ Юрка. — Эсир ҫирӗр, анчах манӑн сирӗншӗн шар курмалла-и? Ара, эсӗ Чарли Чаплин шывалла ыткӑннине астӑватӑн-и?

— Астӑватӑп.

— Тата астӑватӑн-и — вӑл шывран тухрӗ ҫеҫ, вӗрен туртӑнчӗ те — вӑл каллех шывалла вӑркӑнчӗ?

— Ӑна та астӑватӑп.

— Ну, куратӑн ӗнтӗ! Ху пӗтӗмпех астӑватӑн, анчах ҫапах та — ҫимен, тетӗн. Аван мар, тӑванӑм! Укҫине сана Валентина нумай парса хӑварчӗ-и? Ҫӑткӑнланчӗ пулӗ-ха?

— Мӗншӗн «ҫӑткӑнланнӑ» пултӑр? Ҫӗр аллӑ тенкӗ парса хӑварчӗ, — терӗм эпӗ ӑна хирӗҫ, анчах ҫавӑнтах калама юраманнине астуса илтӗм те, пӗр уйӑх пурӑнма парса хӑварчӗ тесе ӑнлантарса патӑм. — Эсӗ мӗн, пӗр эрнелӗх терӗн-и? Ҫавӑнтанах тата краҫҫын илмелле, прачкӑна тӳлемелле.

— Ну, ухмах эппин эсӗ! — терӗ Юрка кӑмӑллӑн. — Ҫавӑн чухлӗ укҫана пӗтӗмпех ҫисе ямалла-и вара?

Вӑл ман ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ те кулса ячӗ.

— Мӗн чухлӗ ҫисе ямалла вара? — шанмасӑртарах, анчах интересленсе ыйтрӑм эпӗ, мӗншӗн тесен ман хамӑн та парса хӑварнӑ укҫаран мӗн чухлӗ те пулин перекетлесе хӑварас шухӑш пурччӗ.

— Мӗн чухлӗ, тетӗн-и?.. Шут пар-ха мана. Эпӗ сана халех, бухгалтер пекех… тӗп-тӗрӗс шутласа парӑп! Кунне ҫур кило ҫӑкӑр — пӗрре, ӑна вӑтӑр хут илес пулать. Чей пур. Уйӑха пӗр кило сахӑр илсен, ҫурӑлса кайичченех ӗҫме пулать. Акӑ тата кӗрпе, паранкӑ — вӗсем хаклӑ мар! Ну, ку акӑ ҫу, какай пултӑр. Сӗт — кунне икӗ кружка. Пусӗсене кӑларса пӑрахсан, пӗтӗмпе аллӑ ҫичӗ тенкӗ пулать. Ну, юрӗ, юрӗ! Ан ҫиллен. Сан валли тата канфет, печени хуратӑп. Утмӑл виҫҫӗ пулчӗ, краҫҫын — икӗ тенкӗ… Прачкӑна мӗн чухлӗ памалла? Вуннӑ-и? Акӑ ӑҫта каять вӑл, укҫа тени! Пӗтӗмпе… Пӗтӗмпе — пурӑн банкир пек — ҫитмӗл пилӗк тенкӗ!.. Ыттине ӑҫта хумалла! Санӑн, тӑванӑм, Витька Чесноковран фотоаппарат илесчӗ. Пысӑкӑшӗ ултта тӑххӑр ҫине, мӗн тери вӑйлӑ вӑл!.. Кровать айӗнче те ӳкерме пулать. Вӑл хаклӑ та ыйтас ҫук. Халех кайса пӑхӑпӑр-и?

— Ҫук, Юрка! — хӑраса ӳкрӗм эпӗ. — Халь мар, кайран кайӑп… Эпӗ шухӑшласа пӑхам-ха.

— Ну, шухӑшла эппин! — килӗшрӗ Юрка. — Пуҫа ӑна шухӑшлама тунӑ та. Ик тенкине халех пар… Эх, тӑванӑм, санӑн пурте пилӗкшер тенкӗлӗхсем, анчах манӑн каялла тавӑрса пама ҫук… Ну, юрӗ, тӳскелӗп! Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн эпӗ каллех чупса кӗрӗп. Вакласа парӑн вара.

Эпӗ Юркӑна тепӗр хут килтересшӗн мар, ҫавӑнпа ӑна аяла, магазина пӗрле анма сӗнтӗм. Анчах Юрка хӑйӗн икерчӗ пек кепкине хӑвӑрттӑн тӑхӑнчӗ те пуҫӗпе тӳсӗмсӗр сулкаласа илчӗ:

— Тепӗр хут кӗме вӑхӑт ҫук! Кӗнекесене кӑшласа ларатӑп, вӗренетӗп. Элеронсем, лонжеронсем, выбраци, дериваци… Самолет — трамвай мар вӑл. Кирлӗ чухне пӑраймарӑн хӳрине — ҫӗр ҫинелле пӗтӗрӗнсе анатӑн, кӑшт ытларах туртатӑн — тата мӗн те пулин, унтан та япӑхраххи пулать. Сирӗн, пехотӑн, пӗртте ун пек мар вара, ҫӑмӑл!

Вӑл тутисене йӗрӗнчӗклӗн чалӑштарса илчӗ, аллине кепка сӑмси патне тытрӗ те тухса кайрӗ.

Тепрер минутран эпӗ чӳрече витӗр пирӗн дворник, самӑр та кӑвак ҫӳҫлӗ Микулай пичче, Юркӑна вӑрӑм шӑпӑрӗпе ӗнсерен ӑшаласа илес тесе мӗнпур вӑйран ыткӑнса пынине куртӑм.

Чей ӗҫсе тӑрансан, эпӗ хамӑн малашнехи пурнӑҫӑн планне тума тытӑнтӑм. Эпӗ библиотекӑна ҫырӑнса унтан кӗнекесем илсе тӑма шут турӑм. Унсӑр пуҫне, манӑн географипе тата математикӑпа хӳресем пурччӗ-ха.

Пӳлӗмсен ӑшчиккине пуҫтарса тирпейленӗ чух эпӗ сасартӑк ҫыру сӗтелӗн сылтӑм енчи ҫӳлти ещӗкӗ питӗрӗнсе тӑнине асӑрхарӑм. Ку мана тӗлӗнтерчӗ, мӗншӗн тесен эпӗ ку сӗтелӗн уҫҫийӗсем тахҫанах ҫухалнӑ, тесе шутланӑччӗ. Тата унта питӗрсе хумалли те нимӗн те пулман. Ку сӗтелте тӗрлӗ тӗслӗ татӑксем, пӗр-икӗ телефон наушникӗ, велосипед насосӗн тимӗр вӗҫӗ, чӑлха ҫыхмалли шӑмӑран тунӑ йӗп, тулли мар карт колоди тата ҫӑмран арланӑ ҫип ҫӑмхи ҫеҫ выртатчӗҫ.

Ещӗке вӑл шал енчен ҫакланса ларман-и? тесе тӗрткелесе пӑхрӑм. Ҫук, ҫакланман иккен.

Унтан эпӗ юнашар ещӗке туртса кӑлартӑм та тата ытларах тӗлӗнтӗм. Кунта япаласене залога хывнӑ квитанципе заем облигацийӗсем, Осоавиахим лоторейин билечӗсем пӗр вунӑ штук, ҫур флакон духи, хуҫӑлнӑ брошка тата шӑмӑран тунӑ час ҫӗмӗрлекен пӗчӗк шкатулка пур, — ку шкатулкӑра Валентинӑн йӑпанмалли тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑр япалисем упранатчӗҫ. Кусене манран питӗрсе хуман.

Ҫав тери пӗлес килнипе тата темен те пӗр шухӑшланипе манӑн кӑмӑл хуҫӑлчӗ.

Эпӗ килхушшине тухрӑм. Анчах эпӗ паллакан ачасенчен нумайӑшӗ дачӑсене кайса пӗтнӗччӗ ӗнтӗ. Шурӑ тусан йӑсӑрлантарса, каменщиксем ҫуртӑн аялти хучӗн стенине ҫӗмӗретчӗҫ. Йӗри-тавра пур ҫӗрте те шӑтӑксем алтса тултарнӑ, кирпӗч, хӑмасемпе пӗренесем купаланӑ. Кунсӑр пуҫне тата чӳречесемпе балконсем ҫине хӗллехи тумтирсене ҫакса тултарнӑ та, пур ҫӗрте те тӳсме ҫук нафталин шӑрши кӗрет.

Апат пӗҫерме ӳркентӗм эпӗ. Магазина кайрӑм та иҫӗм ҫырлипе пӗҫернӗ булка, пӗр бутылка ситро, пӗр татӑк колбаса, пӗр кружка сӗт, селедка тата ҫӗр грамм мороженӑй илтӗм.

Киле таврӑнса ҫирӗм те тата ытларах тунсӑхласа кайрӑм. Валентина хама Кавказа илсе кайманшӑн питӗ кӳрентӗм. Атте пулнӑ пулсан, вӑл мана илсе каятчех ӗнтӗ!

Астӑватӑп, вӑл мана кимӗ ҫинче кӗсменсем тыттарса лартатчӗ те, эпир каҫхине юханшыв тӑрӑх ишсе пыраттӑмӑр.

— Атте! — тесе ыйтрӑм эпӗ пӗррехинче. — Салтаксен тата тепӗр лайӑх юррине юрласа пар-ха.

— Юрать, — терӗ вӑл. — Кӗсменсене хур.

Вӑл ывҫипе шыв ӑсса ӗҫрӗ, аллисене чӗркуҫҫи ҫине сӑтӑрса типӗтрӗ те юрласа ячӗ:

— Сӑрт-ту ҫийӗсем
Ҫывӑраҫҫӗ каҫхи сӗмлӗхре,
Шӑплӑхри айлӑмсене
Таса сӗмлӗх карса илнӗ.

Ҫулӗ пуш-пушах,
Ҫулҫӑсем те лӑпкӑ.

Пӗртакрах тӑхта-ха —
Канса илӗн эс те.

— Атте! — терӗм эпӗ, унӑн сассин юлашки янӑравӗ ҫав тери ырӑ Истра шывӗ ҫинче майӗпе шӑплансан. — Ку аван юрӑ, анчах та вӑл салтак юрри мар вӗт.

Вӑл тӗксӗмленчӗ:

— Епле салтак юрри мар? Акӑ, пӑх: кусем — тусем. Каҫ пулса килет. Отряд утать. Вӑл ывӑннӑ, утма йывӑр. Ҫурӑм хыҫӗнче утмӑл кӗренке йывӑрӑш кутамкка… винтовка, патронсем. Анчах сӑрт леш енче шуррисем. «Тӑхтӑр, — тет командир, — инҫе мар ӗнтӗ, ҫитетпӗр, ҫапса кӑларатпӑр вӗсене… вара канатпӑр. Пӗрисем — ирччен, теприсем — ӗмӗрлӗхех…» Епле салтак юрри мар вара? Питех те салтак юрри!

«Атте кӑмӑллӑ ҫынччӗ ман, — шухӑшларӑм эпӗ. — Вӑл вӑрӑм кунчаллӑ атӑ, кӑвак кӗпе тӑхӑнса ҫӳретчӗ, хӑех вутӑ ҫуратчӗ, кӑнтӑрлахи апат вӑхӑтӗнче хуратул пӑтти ҫиесшӗнччӗ, пирӗн пӳрт умӗнчен Хӗрлӗ Ҫар юрласа иртнӗ чухне хӗлле те чӳрече уҫса яратчӗ».

Анчах, мӗншӗн кун пек пулса тӑчӗ-ха? Акӑ, кӳршӗсем ҫак ӗҫ «юрату пирки пулчӗ», теҫҫӗ; хӗрӗнкӗрех водопроводчик Микешкин вара — ну, лешӗ, ачасене яланах хевелҫаврӑнӑш, ирискӑсем параканни — пӗррехинче пирӗн чӳрече умӗнче Валентина ларнине курса ун патне пычӗ, купӑсне тӑсса, пӗтӗм килхушшине илтӗнмелле кӑшкӑрса, пӗр мӑшӑр хура куҫ пӗр лайӑх каччӑна пӗтерсе хуни ҫинчен юрласа ячӗ.

Питӗ хӑвӑрт сиксе тӑчӗ ун чухне Валентина. Хаяррӑн сурчӗ, чӳрече патӗнчен пӑрӑнчӗ, мана та аяккалла туртрӗ, унтан, тутисене чалӑштарса мӑкӑртатса илчӗ:

— Тупӑннӑ… юрӑҫӑ! Пьянчук. Ака, эпӗ ун ҫинчен управдома каласа паратӑп-ха.

Анчах Микешкин пирки управдома жалоба пани усӑсӑр пулнӑ. Пӗрремӗшӗнчен, ун пирки ҫӗр хут та жалоба панӑ ӗнтӗ. Иккӗмӗшӗнчен, вӑл ӳсӗр чухне никама та тӗкӗнмен, кӑшкӑрса юрланӑ кӑна. Виҫҫӗмӗшӗнчен тата пирӗн ҫуртра пурӑнакансем час-часах раковинӑсемпе уборнӑйсене ним тиркесе тӑмасӑрах тем тӗрлӗ ҫӳп-ҫап та тӑкатчӗҫ те, ҫавӑн пирки харкашусем нумай пулатчӗҫ. Анчах Микешкин яланах ним хирӗҫсе тӑмасӑр пыратчӗ, юсатчӗ те тасататчӗ, — ун вырӑнӗнче пулсан, тепӗр водопроводчик тахҫанах сурса тухса каймалла.

«Юрату! — шухӑшларӑм эпӗ. — Анчах юрату пирӗн ҫурт таврашӗнче те сахал мар вӗт. Акӑ, пире хирӗҫ, метро шахти патӗнче, часовойсем тӑраҫҫӗ, вӗсен те, тен, пӗр-пӗр хитре хӗр пур-тӑр. Ав лере тата, общежитире, летчиксем пурӑнаҫҫӗ, вӗсен те пур пулӗ? Анчах вӗсен юратӑвне пула винтовкӑсем тутӑхмаҫҫӗ, самолетсем пӗлӗт ҫинчен ӳкмеҫҫӗ, пур ӗҫ те хӑй черечӗпе, кирлӗ пек пулса пырать».

Те эпӗ нумай шухӑшласа выртнӑран, те эпӗ селедкӑпа колбаса нумай ҫинӗрен, манӑн пуҫ ыратма пуҫларӗ тата тутасем типсе ларчӗҫ. Хальхинче вара шӑнкӑрав янӑраса илсен тата ман пата Юрка пырса кӗрсен, эпӗ хам та хӗпӗртесе кайрӑм.

Пӗр минут хушшинчех эпир урама ыткӑнса тухрӑмӑр. Малалла вара пур ӗҫсем те ҫавраҫил пек пулса пычӗҫ. Ҫав кунах эпӗ Васька Чесноков монтертан, ҫитмӗл пилӗк тенкӗ парса, фотоаппарат илтӗм. Тата ҫав кунах, каҫалапа, Пушкин площадӗнче Юрка мана шухӑша кайнӑ виҫӗ маттур йӗкӗт патне илсе пычӗ — вӗсем мӗнле кино пулассине пӗлтерекен реклама витринине пӑхса тӑратчӗҫ.

— Паллаш, — терӗ Юрка, мана ҫав ачасем патнелле тӗртсе. — Кусем — Женя, Петя тата Володя, вунсаккӑрмӗш шкулта вӗренеҫҫӗ. Вут пек ачасем, тата пурте, юри пухнӑ пекех, отличниксем.

«Вут пек ачасем», «отличниксем» — Женя, Петя тата Володя, хӑйсене команда панӑ пекех, ман еннелле ҫаврӑнчӗҫ, ман ҫине тимлӗн пӑхрӗҫ те — эпӗ вӗсем мана тем пирки кӑмӑлламаннине туйрӑм.

— Вӑл лайӑх ача, — пӗлтерчӗ ман ҫинчен Юрка. — Эпир унпа пӗр кӑмӑллӑ, тӑван пиччӗшӗпе шӑллӗ пекех. Ашшӗ тӗрмере, амаҫури амӑшӗ Кавказра.

«Вут пек ачасем» ним чӗнмесӗрех мана пуҫ тайрӗҫ, эпӗ вара кӑштах хӗрелтӗм: «Атте пирки шарламан пулсан та юратчӗ те ӗнтӗ, — кун пек шӑхличӗсене пӗлетпӗр эпир, теме пултараҫҫӗ вӗт юлташсем».

Анчах ҫӗнӗ юлташсем нимӗн те каламарӗҫ, унтан, кӑштах канашласа тӑрсан, эпир пилӗксӗмӗр те кинона кайрӑмӑр.

Киле таврӑнсан, эпӗ дворникрен, Микулай тетерен, ҫакна пӗлтӗм: пирӗн вожатӑй Павел Барышев каллех ман пата кӗрсе тухнӑ иккен, вӑл мана ыранах хӑй патне хваттерне кӗрсе тухма хушса хӑварнӑ, мӗншӗн тесен унӑн манпа ӗҫ пур иккен.

Анчах тепӗр ирхине эпӗ Барышев патне каймарӑм. Ирхине мана пирвайхи йывӑр хурлӑх кӗтсе тӑнӑ.

Хӑвӑрт кӑна апат ҫинӗ хыҫҫӑн, эпӗ фотоаппарат илтӗм те магазина пластинкӑсем илме ыткӑнтӑм. Унта мана вара ҫапла каларӗҫ: аппарат юсавлӑ пулсан та, тӑххӑр ҫине улттӑ мар, кивӗ йышшискер, кун пек виҫеллӗ пластинкӑсем магазинра ҫук тата пулмаҫҫӗ те.

Урнӑ пек ҫилленсе кайса, эпӗ Юркӑна шырама тухса ыткӑнтӑм. Анчах вӑл хӑйсен килӗнче те, килхушшинче те тупӑнмарӗ, каҫалапа тин, эпӗ ӑна шыранипе, ун ҫинчен ыйтса пӗлнипе ывӑнса чӗлхене аран-аран ҫавӑракан пулса ҫитсен ҫеҫ ман куҫ тӗлне пулчӗ.

— Эккей, епле хуйхӑ! — хӗрхенчӗ мана Юрка. — Ун пек пластинкӑсем ҫук та, пулмаҫҫӗ те тесех калаҫҫӗ-и вара, ҫаплах калаҫҫӗ-и?

— Ҫапла ҫав, ҫук та пулмаҫҫӗ те терӗҫ! — тавӑртӑм ним тума аптраса ҫитсе. — Тата мӗн юри пӑркаланса тӑратан эсӗ, Юрка! Кун ҫинчен эсӗ хӑвах, малтанах пӗлнӗ вӗт.

— Асту тата, пӗлнӗ пулать! Эпӗ мӗн, фотограф-и? Эсӗ манран аэроплан ҫинчен ыйтнӑ пулсан — татахчӗ: фюзеляж, пропеллер, хӳрери управлени… Ручкӑна хӑв патналла туртатӑн — вӑл ҫӳлелле хӑпарать, малалла туртатӑн — вӑл аялалла каять. Анчах фотографсем — вӗсем маншӑн ҫынсем те мар… Тьфу! — ҫавӑ ҫеҫ. Летчиксемпе кам танлаштӑр!..

— Юрка, — ыйтрӑм эпӗ, — атя эппин Витька Чесноков патне каяр, хӑйӗн аппаратне каялла илтӗр вӑл, укҫине мана тавӑрса патӑр!

— Мӗн эсӗ?! Мӗн эсӗ! — тӗлӗнчӗ Юрка. — Вӑл укҫине тахҫанах пӗтернӗ ӗнтӗ! Вӑтӑр тенкӗ парса вӑл ӗнерех балалайка илчӗ, пӑртак арӑмне пачӗ, пӑртак хуняма карчӑкне пачӗ. Ну, юлсан юлнӑ пулӗ пӗр пилӗк тенкӗ. Ҫук, тӑванӑм, эсӗ тӳссе ирттерсе яр ӗнтӗ.

Ҫав тери тарӑхса ҫитнипе эпӗ фотоаппарата кӑшт кӑна чул ҫине ҫавӑрса ҫапмарӑм. Юрка ҫавна асӑрхарӗ те мана хӗрхенчӗ.

— Санӑн тусу-и эпӗ, тусу мар-и? — кӑшкӑрсах ячӗ вӑл, хӑйне чӗркуҫҫинчен ҫапса илсе.

— Паллах, мар… ҫук, паллах тус… Вара… мӗн тӑвӑпӑр-ха эпир?

— Тус пулсассӑн, атя манпа пӗрле! Эп сана ку инкекрен хӑтарӑп.

Эпир унпа пӗрле икӗ квартал урлӑ каҫса пӗр мастерскоя пырса кӗтӗмӗр. Кунта Юрка пӗрре кӑна мар пулнӑ пулмалла. Ҫакӑнта вара ман фотоаппарат ҫине кӑшт кӑна пӑхса илсенех (ӑна вӗсем унчченех палланӑ пулас), аппарата улттӑпа тӑххӑр виҫеллӗ тума пулать, терӗҫ. Хакӗ — хӗрӗх тенкӗ, малтан вунӑ тенкӗ парса хӑвармалла.

— Кӑларса пар, — терӗ Юрка хаваслӑн. — Ҫапла ҫав, сире ухмахсене, вӗрент те вӗрент, анчах тав тӑвассине кӗтсе илейрес ҫук.

— Юрка, — ыйтрӑм эпӗ, — юлашки вӑтӑр тенкине эпӗ кайран ӑҫтан тупатӑп-ха?

— Тупатӑн! Унтан-кунтан хыркаласан тупатӑн, тупаймасан вара — аппарата саншӑн хам тӳлесе илетӗп. Хам алла илетӗп, эсӗ укҫа тупатӑн та мана паратӑн, — аппарат каллех санӑн пулать!

— Эпӗ чӗрене ыраттарсах вунӑ тенкӗ тӳлерӗм те пуҫа усса килелле утрӑм.

— Кичемленсе ан пурӑн, — канаш пачӗ мана Юрка иксӗмӗр уйрӑлнӑ чух. — Каҫсерен эсӗ улттӑмӗш номер трамвай е метро ҫине лар та Сокольникине вӗҫтер кӑна, — унта эпир питӗ хаваслӑн уҫӑлса ҫӳретпӗр.

Килте, почта валли тунӑ ещӗкре, эпӗ Барышев ҫырса хӑварнӑ ҫырӑва тупрӑм. Ҫырура вӑл мана хӑй патне кӗменшӗн ятланӑ тата пионерсен Мускав ҫывӑхӗнчи лагерӗн начальникне халех Валентина адресне пӗлтерме хушнӑ, — вӗсем мана Валентина таврӑниччен пурӑнма ҫавӑнта чӗнме шут тунӑ иккен.

Эпӗ, паллах, савӑнса кайрӑм, анчах… манӑн пӗрре чернил пулмарӗ, тепре конверт пулмарӗ те, адреса эпӗ тӑватӑ кунтан тин ярса патӑм.

Ҫав вӑхӑтра тата ҫӗнӗ хурлӑх ҫитсе тухрӗ.

Юрка кило та ҫур кило, текелесе шутларӗ, — вӑл унӑн ӗҫӗ ӗнтӗ, — анчах ахаль те ҫав тери сахал тӑрса юлнӑ укҫа ӑнланмалла мар хӑвӑрт пӗтсе пычӗ.

Ирхине эпӗ укҫана перекетлӗ тытма пуҫлаттӑм. Шӗвӗ чей ӗҫеттӗм, пӗр булка кӑна ҫиеттӗм, кашни сахӑр катӑкне перекетлеме тӑрӑшаттӑм. Анчах кӑнтӑрла ҫитеспе, хырӑм выҫнипе, васкаса пачах та хама кирлӗ мар япаласем илсе тултараттӑм. Васкаттӑм, тӑкаттӑм, унтан укҫа нумай пӗтернӗшӗн хӑраса, ним пӗлмесӗр, юратмасӑр ҫиеттӗм, юлашкинчен вара, ҫилленсе ҫитнӗскер, хырӑм выҫнине туймасӑр, укҫа пӗтессинчен хӑрамасӑрах мороженӑй илме тухса чупаттӑм. Унтан вара, ӗҫсӗр сулланса ҫӳренипе тунсӑхланӑскер, каҫ пуласса, метро ҫине ларса Сокольникине вӗҫтерес вӑхӑт ҫитессе кӗтсе ҫӳреттӗм. Ман тавра тӗлӗнмелле компани пуҫтарӑнчӗ. Мӗнле савӑннӑ эпир? Эпир выляман, чупман, ташламан. Эпир ҫынсен пӗр ушкӑнӗ патӗнчен тепӗр ушкӑнӗ патне пырса тӑнӑ, иртсе пыракансене кӑштах сӗртӗнсе илнӗ, хуллен кулкаласа кӑштах тӗккеленӗ. Эпӗ вара яланах кама та пулин йӗрлесе ҫӳретпӗр-ши, е темле ӑнланмалла мар япала шыратпӑр-ши, — тесе шухӑшлаттӑм.

Акӑ, «вут пек ачасем» кулкаласа илчӗҫ, пӗр-пӗрин ҫине пӑхрӗҫ. Шӑпланчӗҫ, пуҫӗсемпе сулса, тӗрлӗ ҫӗрелле саланчӗҫ, унтан каллех пӗр ҫӗре пухӑнчӗҫ. Вӗсем мӗн хӑтланнине, мӗншӗн ун пек ҫӳренине ун чухне эпӗ ӑнланман, ӑнланма та тӑрӑшман. Анчах халь вара — ӑна ӑнланса илме йывӑр пулманнине тавҫӑрса илтӗм.

Хӑш чухне пирӗн пата мӑн ҫынсем те пыратчӗҫ. Пӗрине, кукӑртарах, тирӗ сӗвекленсе тӑракан сӑмсаллӑ ҫӳллӗ ҫынна, эпӗ астуса юлтӑм. Аяккалла кайса тӑрса, Юрка ӑна тем ҫинчен кӗскен, хӑвӑрт ответлерӗ, ҫав вӑхӑтрах ула-чӑла кепкине лутӑркаса тӑчӗ. Пирӗн компани патне таврӑннӑ чух вӑл тарласа кайнӑ ҫамкине тутӑрпа шӑлса илчӗ, ҫакна кура эпӗ ҫав мӑн сӑмсаллӑ ҫынтан Юрка хӑй те хӑрать, тесе шут турӑм.

— Кам вӑл? — тесе ыйтрӑм Юркӑран эпӗ.

— Артист, — ӑнлантарса пачӗ Юрка. — Вӑл Шаляпин пиччӗш ачи, милици начальникӗн хӗрне качча илнӗ, унӑн арӑмӗ манӑн инке пулать. Пушар вӑхӑтӗнче вӑл сассине ҫухатнӑ, анчах ӑна ҫакӑнта килсе нарзан ӗҫме тата нервисене лӑплантарма пенси памалла тунӑ.

Эпӗ Юрка ҫине пӑхса илтӗм: кулмасть-и вӑл? Анчах вӑл ман куҫсенчен тӳррӗн, хаярланнӑ пекех пӑхрӗ те пӗрре те кулмарӗ.

Ҫав каҫхинех, каярахпа, мана сӑра ӗҫтерчӗҫ. Хаваслӑ пулса кайрӗ. Эпӗ култӑм, таврара ыттисем те пурте кулчӗҫ. Мӑн сӑмсаллӑ ҫын пырса ларчӗ те манпа калаҫма тытӑнчӗ. Вӑл манран ман пурнӑҫ ҫинчен, атте ҫинчен, Валентина ҫинчен ыйтса пӗлчӗ. Мӗн лӑпӑртатса панӑ эп ӑна — астумастӑп.

Эпӗ хам кровать ҫинче вӑранса тӑна кӗтӗм. Ҫӗрле иккен. Пирӗн килхушшинче, метрострой шахти умӗнчи пысӑк хунар ҫути мана тӳрех куҫран ҫапать. Эпӗ, сулӑнкаласа, ура ҫине тӑтӑм, кран патне пырса шыв ӗҫрӗм, чӳрече каррине хупрӑм, выртрӑм, кушак ҫурине хам пата утиял айне лартрӑм та куҫа хупрӑм.

Вара каллех, хальчченхи пек, пӳлӗме темле ӑнланмалла мар пӑлхану вӗҫсе кӗчӗ, ҫунаттисемпе ҫӑмӑллӑн чӑштӑртатрӗ, ман пуҫ вӗҫне асӑрханса пырса ларчӗ те, сехет маятникӗ шакканӑ ҫемӗпе мана ҫывӑратма тытӑнчӗ:

Ай-ай!

Хул-лен!

Ил-тен?

Хул-лен!

Кушак ҫури ҫав вӑхӑтрах ман кӑкӑр ҫинче мӑрлатрӗ: мӑрр… мӑрр… Хӑш чухне вӑл шӑпланчӗ, ман чӗрене темскер чавнине итлерӗ пулмалла.

Манӑн укҫа пӗтӗмпе те ҫирӗм тенкӗ кӑна юлнӑччӗ. Эпӗ хама кахал пулнӑшӑн, лагере Валентинӑн Кавказри адресне вӑхӑтра ярса паманшӑн ылхантӑм. Халӗ ӗнтӗ, паллах, Валентина отвечӗ час килес ҫук. Хам малашне мӗнле пурӑнассине эпӗ пӗлмен. Анчах паянтан пуҫласа эпӗ урӑхла пурӑнма шут турӑм.

Ирех эпӗ хваттере пуҫтарса йӗркелеме тытӑнтӑм. Чашӑк-тирӗк ҫурӑм, ҫӳп-ҫапа йӑтса тухса тӑкрӑм, кӗпене тасатса якатма шут турӑм, анчах якатнӑ чух ҫухавине ҫунтарса ятӑм, пӳлӗме тӗтӗм тултартӑм, вара, ӳсӗре-ӳсӗре, вӑрҫса, утюга кӑмакана чиксе хутӑм.

Кӑнтӑрла, ӗҫленӗ чух, хама ҫирӗпех тытрӑм. Анчах каҫхине ман кӑмӑл каллех Сокольникине туртӑнма пуҫларӗ. Эпӗ пушӑ пӳлӗмсем тӑрӑх ҫӳресе юрӑсем юрларӑм. Выртрӑм, тӑтӑм, кушак ҫурипе выляма пикентӗм, анчах паян пурӗпӗр килте ларма пултарассӑм ҫуккине туйрӑм. Юлашкинчен эпӗ парӑнтӑм. «Юрӗ, — тесе шухӑшларӑм эпӗ, — анчах ку ӗнтӗ юлашки хут пулать».

Хама, хыҫалтан такам хӑваланӑ пекех, эпӗ килтен сиксе тухрӑм та метро патне чупса ҫитрӗм. Поездсем халь кӑна икӗ еннелле те иртсе кайнӑ-мӗн те, платформӑсем ҫинче никам та ҫук.

Тӗттӗм туннельсенчен сулхӑнрах ҫил вӗрет. Инҫетре, ҫӗр айӗнче, темскер хуллен кӗрлесе шакӑлтатать. Светофорӑн хӗрлӗ куҫӗ ман ҫине пӗр мӑчлатмасӑр, пӑлхануллӑн пӑхрӗ.

Эпӗ каллех иккӗленме пуҫларӑм.

Ай-ай!

Хул-лен!

Ил-тен?

Хул-лен!

Сасартӑк пушӑ платформӑсем чӗрӗлчӗҫ, шавлама тытӑнчӗҫ. Кӗтмен ҫӗртен ҫынсем пырса тулчӗҫ. Вӗсем васкаса, хӑвӑрт утрӗҫ. Ҫынсем нумайччӗ, анчах вӗсем татах йышланса пычӗҫ — ушкӑнӗ-ушкӑнӗпех, ҫӗршер-ҫӗршерӗн… йӑлтӑртатса тӑракан мрамор стенасем ҫинче вӗсен мӗлкисем вӗлтлетме тытӑнчӗҫ, ҫӳллӗ те ҫутӑ куполсем — авӑнчӑк маччасем — айӗнче тӗрлӗ тӗслӗ сасӑсем шавласа, кӗрлесе тӑчӗҫ.

Ҫакӑнта эпӗ ҫак пӗтӗм халӑх Культура паркне савӑнма, канма кайнине ӑнлантӑм, — унта паян ҫав тери чаплӑ карнавал пулать. Вара каялла ҫаврӑнса тепӗр платформа ҫине чупса каҫрӑм та Сокольникирен тепӗр еннелле каякан поезд ҫине сиксе кӗтӗм.

Эпӗ касса патне пытӑм. Парка маскӑсӑр никама та кӗртмеҫҫӗ иккен. Хыҫалтан черет хӗссе пычӗ, ҫавӑнпа та шухӑшласа тӑма вӑхӑт пулмарӗ. Эпӗ маскӑшӑн икӗ тенкӗ тата кӗмелли билетшӑн икӗ тенкӗ тӳлерӗм те, контроль патӗнчен иртсе, хаваслӑ халӑхпа хутшӑнса кайрӑм. Нумайччен ҫӳрерӗм эпӗ. Музыка хытӑран хытӑ кӗрлерӗ. Паркра ҫутӑччӗ-ха, ҫыран хӗрринчен тӗрлӗ ҫутатакан тӗтӗмлӗ ракетӑсем яратчӗҫ. Таврара шыв, сӑмала, тар тата чечек шӑрши кӗчӗ.

Ман умранах, мана тӗртӗнмесӗр, манпа калаҫмасӑр темле монахсем, рыцарьсем, ӑмӑрткайӑксем, шӑрчӑксем, лӗпӗшсем ахӑлтатса кулса иртсе кайрӗҫ.

Хамӑн йӳнӗ, картонтан тунӑ ҫилӗм шӑрши кӗрекен ҫурма маскӑпа эпӗ йывӑҫ айӗнче пӗр-пӗччен, салхуллӑн тӑтӑм, ҫак хаваслӑ, шавлӑ халӑх хушшине килсе кӗнӗшӗн ӳкӗнме те пуҫларӑм.

Сасартӑк сирень тӗми хыҫӗнчен хуп-хура тум тӑхӑннӑ, ҫиелтен ылтӑн ҫӑлтӑрсем ҫыпӑҫтарса тултарнӑ хӗрача вӑркӑнса тухрӗ. Мана асӑрхамасӑр, вӑл хӑвӑрт пӗшкӗнчӗ, ҫӳле туртса лартнӑ чӑлхин резинкине тӳрлетрӗ; ҫурма маска унӑн тути ҫине шуса анчӗ. Вара манӑн чӗре пӑчӑртансах илчӗ, мӗншӗн тесен ку хӗрача — Нина Половцева иккен.

Вӑл хӗпӗртесе кайрӗ, мана алӑран ҫавӑрса тытрӗ те калаҫма тытӑнчӗ:

— Ах, Сереженька, епле хурлӑх манӑн! Эс пӗлетӗн-и, эпӗ ҫухалса юлтӑм вӗт. Таҫта ҫакӑнтах хамӑн Зинаида аппа, тантӑшсем, арҫын ачасем пулмалла. Эпӗ киоск патне шыв ӗҫме пытӑм та, сасартӑк — кӗрс турӗ! — труба кӗрлерӗ… пӑшал сасси… Темле салтаксем тӗрлӗ еннелле чупаҫҫӗ — тӗрлӗ, пӗтӗмпех пӑтрашса кайрӗ; эп унталла, кунталла пӑхкаларӑм, анчах пирӗннисем ниҫта та ҫук… Эс мӗншӗн пӗчченех? Эс те ҫухалса юлтӑн-и?

— Ҫук, эпӗ ҫухалса юлман, мана никам та кирлӗ мар. Анчах эсӗ те ан хӑра, эпир пӗтӗм парка ухтарса тухӑпӑр та вӗсене пурпӗр тупӑпӑр. Чим-ха, — терӗм эпӗ пӗр хушӑ чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн, — маскуна ан тӑхӑн-ха. Кӳр-ха, эп сан ҫине пӑхам, эпир пӗр-пӗрне нумайранпа курман вӗт-ха.

Манӑн сӑн-питре темле тӗлӗнмелле япала асӑрханӑ пулмалла Нина, ҫавӑнпа та тӳрех шӑпланчӗ тӗ именнӗ пек пулчӗ. Унӑн айӑпа кӗнӗ пек курӑнакан, ман ҫине тӳррӗн те уҫҫӑн пӑхакан куҫӗсем ҫав тери илемлӗччӗ.

Эпӗ унӑн аллине хытӑ чӑмӑртарӑм, кулса ятӑм та ӑна хам хыҫҫӑн туртса кайрӑм.

Эпир парка пӗтӗмпе тенӗ пекех пӑхса ҫаврӑнтӑмӑр. Чечеклӗ сӑртсем ҫине хӑпартӑмӑр, симӗс ҫырмасене антӑмӑр, ҫӑра йывӑҫсем хушшипе ҫӳрерӗмӗр те авалхи керменсем ҫине пырса тӑрӑнтӑмӑр. Пирӗн ҫул ҫинче пӗрре кӑна мар хаваслӑ кӗтӳҫӗсем, паттӑр сунарҫӑсемпе хӑрушӑ хурахсем тӗл пулчӗҫ. Пӗрре кӑна мар пире ырӑ тискер кайӑксемпе хаяр эсреметсем, ҫав тери пысӑк чӗрчунсем тӗл пулчӗҫ.

Пӗчӗкҫеҫ хӑрушӑ дракон — пысӑк пуҫлӑ ҫӗлен — хӑйӗн шӑллӑ ҫӑварне карса пӑрахса, мана ҫурӑмран хыр йӗкеллипе ҫатлаттарчӗ. Анчах эп ӑна, чышкӑпа юнаса, лайӑх кӑна хӑлха чикки пама пултӑм та, вӑл, йӗрӗнмелле шӑхӑрса, тӗмӗсем хушшине кӗрсе ҫухалчӗ, урӑххисене, хӑйӗнчен хӑраканнисене шырама кайрӗ пулмалла.

Анчах эпир хамӑр шыранӑ ҫынсене тупаймарӑмӑр. Ку вӑл ҫав каҫхине ман ӑшӑма кӗрсе ларнӑ ырӑ сывлӑш юриех пире кирлӗ вырӑнтан пӑрса урӑх ҫӗрелле илсе ҫӳренӗрен пулчӗ пулмалла.

Эпӗ ҫапла шухӑшларӑм та хам шухӑшран хуллен кӑна култӑм.

Юлашкинчен эпир ывӑнтӑмӑр та канма лартӑмӑр, ҫакӑнта вара салхулланнӑ Нина хӑйӗн ҫиес тата ӗҫес килни ҫинчен, анчах хӑйӗн пӗтӗм укҫи аппӑшӗ ҫумӗнче иккенни ҫинчен каласа пачӗ. Эпӗ телейлӗн кулса илтӗм те, ҫӗр ҫинче мӗн пуррине пӗтӗмпех манса кайса, кӗсьерен бумажник туртса кӑлартӑм:

— Укҫа! Акку мӗн, укҫа мар-им?

Эпир каҫхи апат ҫирӗмӗр, эпӗ кофе, канфет, печени, мороженӑй илтӗм.

Акаци тӗми айӗнчи пӗчӗк сӗтел хушшинче ларса эпир шӳт турӑмӑр, култӑмӑр, иртнӗ кунсене те аса илтӗмӗр: ун чух эпир ҫав тери туслӑччӗ, пӗр-пӗрин патне ҫырусем ҫыраттӑмӑр тата пӗррехинче вӑрттӑн кинона та кайса килтӗмӗр.

— Сережа, — терӗ Нина сасартӑк, — пӑхатӑп та, эсӗ укҫуна пит нумай тӑккалатӑн.

— Пустуй калаҫатӑн, Нина! Эпӗ питӗ савӑнатӑп. Чим-ха, тата леш мӗне илмелле…

Шутсӑр нумай ҫутӑсемпе йӑлтӑртатса, сиккелесе, пирӗн сӗтел патне тӗрлӗ тӗслӗ шарсен темӗн пысӑкӑш ҫыххи ярӑнса пычӗ. Эпӗ Нина валли сенкеррине суйласа илтӗм, хам валли хӗрлине илтӗм те эпир площадкӑна тухрӑмӑр. Ытти ҫынсем те, фейерверк ярасса кӗтсе, пурте хӑйсен вырӑнӗсенчен сиксе тӑчӗҫ.

Пӗр-пӗринпе алӑсенчен ҫирӗп тытса, эпир аллея тӑрӑх утрӑмӑр. Ҫӑмӑл та хытӑ шарсем пирӗн пуҫсем ҫийӗнче сулӑнкаласа, ҫапӑнкаласа пычӗҫ.

Сасартӑк ҫутӑ сӳнчӗ, уйӑх та, ҫӑлтӑрсем те курӑнми пулчӗҫ, мӗншӗн тесен залп кӗрлесе кайрӗ те пиншер ракетӑсем пӗлӗтелле ыткӑнса хӑпарса ташлама тытӑнчӗҫ.

— Ӳссе ҫитсен, — терӗ Нина шухӑша кайса, — эпӗ те ҫакӑн пекки мӗн те пулин тӑватӑп.

— Мӗн пекки?

— Пӗлместӗп. Тен, ӑҫта та пулин вӗҫсе каятӑп-и. Е, тен, вӑрҫӑ пулӗ. Пӑх-ха, Сережа, ҫулӑм ялкӑшать! Эсӗ батарея командирӗ пулатӑн. Охо! Сыхлан вара ун чух… Пӑх-ха, Сережа! Ҫулӑм ялкӑшать… ҫулӑм татах ҫулӑм!

— Мӗн мӑкӑртататӑн эсӗ, айван! — кулса ятӑм эпӗ. — Ну, юрӗ, эпӗ батарея командирӗ пулӑп, унтан вара эпӗ йывӑр аманатӑп…

— Анчах эсӗ пурӗпӗр сывалатӑн вӗт, — терӗ Нина ҫирӗппӗн.

— Ну, юрӗ, вара мӗн?

— Вара-и? — Нина ӑшшӑн кулса илчӗ. — Унтан… унтан… Пӑх-ха, Сережа, пирӗн пуҫ тӑрринчи шарсем ҫыхланса ларчӗҫ.

Эпӗ ҫӗҫӗ кӑларса, кантра вӗҫӗсене татрӑм та икӗ шарне те алла тытрӑм.

— Пӑх-ха, Нина: сенкер шар — вӑл эсӗ, хӗрли — эпӗ. Пӗрре, иккӗ… вӗҫсе кайрӗҫ!..

Шарсем вӗҫерӗнчӗҫ те вут-хӗмлӗ пӗлӗтсем патнелле ыткӑнчӗҫ.

— Ан хӗрхен, — терӗм эпӗ, — вӗсене унта лайӑх пулать. Кур, Нина, авӑ, эсӗ вӗҫсе пыратӑн, эпӗ сана хӑваласа ҫитетӗп. Акӑ, ҫитрӗм!

— Анчах эсӗ халех антеннӑран ҫакланатӑн! Сылтӑмарах вӗҫсе кай, айван, сылтӑмарах! Сережа! Мӗншӗн эпӗ тӳрӗ вӗҫсе пыратӑп, анчах эсӗ пӗрмай, пӗрмай ҫаврӑнатӑн?

— Ним те ҫаврӑнмастӑп эпӗ. Эсӗ ху ҫаврӑнатӑн та мана пӗрмай аяккалла, аяккалла тӗртсе пыратӑн. Тӑхта акӑ, ракета ҫине пырса тӑрӑнатӑн та ҫунса каятӑн. Аха, хӑрарӑн-и?!

Пӗлӗт тата тепӗр хут куҫа йӑмӑхтармалла ҫутӑлса илчӗ те эпир хамӑрӑн икӗ шар пӗр харӑссӑн инҫетри тӳпенелле ыткӑнса пынине тата тепӗр хут куртӑмӑр.

Ракетӑсем сӳнчӗҫ. Тӗттӗм пулса ларчӗ. Унтан хунарсем ҫутӑлчӗҫ те вӗсен ҫутинче эпир хамӑрӑн инҫетре те мар Нина аппӑшне — Зинаидӑна тата вӗсен пӗтӗм ушкӑнне куртӑмӑр.

Пире уйрӑлма вӑхӑт ҫитрӗ.

— Нина, — ыйтрӑм эпӗ вӑраххӑн, кашни сӑмаха шухӑшласа, — сан пата мана сайра хутра та пулин шӑнкӑравлама юрать-и?

— Юрать пулмасӑр! — терӗ вӑл. — Кӑранташ пар, эпӗ сана хӑмӑр телефон номерне ҫырса парӑп. Халӗ пирӗн ҫӗнӗ телефон.

Эп ӑна кӑранташ патӑм.

— Нина, — ыйтрӑм эпӗ, — телефон патне санӑн аҫу пырсан, кам шӑнкӑравлать тесе ыйтсан? Ун чух мӗн калас?

— Ҫаплах кала, эпӗ шӑнкӑравлатӑп, те.

Вӑл кӑштах шухӑшласа тӑчӗ те ҫирӗппӗн хушса хучӗ:

— Ҫапла, ҫапла, ҫавӑн пекех кала! Атте Валентинӑна юратмасть, анчах сан ҫинчен вӑл час-часах ыйтать.

Акӑ вӑл манпа сывпуллашрӗ, аппӑшӗ патне чупса кайрӗ, вара ҫав самантрах вӗсем хушшинче кам камран ҫухалса юлнӑ пирки тавлашу пуҫланса кайрӗ пулмалла. Унтан пӗр-пӗринпе ыталанчӗҫ те аллея тӑрӑх малалла, тухмалли алӑк патнелле кайрӗҫ.

Унӑн хура платьи ҫинчи ылтӑн ҫӑлтӑрсем тата тепӗр хут ҫутӑлса илчӗҫ те, вӑл куҫран ҫухалчӗ.

Вӑл ун чухне вунвиҫҫӗ тултарса вунтӑватта кайнӑччӗ, ҫирӗм тӑваттӑмӗш шкулӑн улттӑмӗш класӗнче вӗренетчӗ.

Унӑн ашшӗ, Платон Половцев, инженер, манӑн аттен авалхи тусӗ пулнӑ.

Ман аттене арестлесен, вӑл малтанах ҫакна ӗненесшӗн те пулман. Пирӗн пата телефон шӑнкӑравласа, пире: кунта йӑнӑш пулнӑ пулмалла, тесе шантарма тӑрӑшатчӗ.

Анчах нимӗнле йӑнӑш та пулманни палӑрсан, унӑн сӑнӗ тӗксӗмленсе кайнӑ, тет, вара вӑл хӑйӗн сӗтелӗ ҫинче тӑракан фотографие илсе пуҫтарса хунӑ! Ҫав фотографи ҫинче, хӗҫ эфесӗсем ҫине тайӑнса, вӗсем ман аттепе иккӗшӗ поляксен ишӗлсе аннӑ темле керменӗ умӗнче тӑнӑ-мӗн. Унтан вӑл пирӗн пата шӑнкӑравлама та, Нинӑпа пӗрле хӑнана пыма та пӑрахрӗ. Ҫапла ҫав, вӑл Валентинӑна юратман. Вӑл аттене те тиркенӗ. Анчах эпӗ ун ҫине ҫилленместӗп. Вӑл ҫуллӗ, тӳрӗ кӗлеткеллӗ ҫын, ҫарти евӗрлӗрех ҫӗленӗ френчӗ ҫинче унӑн самаях якалнӑ орден пур.

Унӑн чапӗ сӑпайлӑ та пысӑк.

Вӑл хӑйӗн ырӑ ятне ҫирӗп упраса усрать, ҫав ырӑ ята вӑл нуша, вӑрҫӑсем, революци витӗр илсе тухнӑ…

Мӗн тума кирлӗ пултӑр-ха ӑна вӑрӑсемпе туслӑ пурӑнни!

Килхушшинче мана прачка икӗ хут килсе кайни ҫинчен пӗлтерчӗҫ. Кӗпе-йӗмсене вӑл дворник Николай тете патне хӑварнӑ, укҫине (вунпилӗк тенкӗ) илме ыран кӑнтӑрла иртсен килетӗп, тенӗ.

Эпӗ чейник лартса вӗретес, терӗм — краҫҫын ҫук иккен. Ҫӑкӑр та ҫук, укҫа та. Анчах ҫав каҫхине маншӑн пурӗпӗр пулнӑ. Эпӗ вырӑн ҫине лаплатрӑм та, хывӑнмасӑрах, ҫав тери хытӑ ҫывӑрса кайрӑм.

Ирхине, ман пата такам пырса кровате хыттӑн силлесе илнӗ пек туйӑнчӗ. Эпӗ сиксе тӑтӑм, анчах никам та ҫук иккен. Ку вӑл мана хам хурлӑх вӑратни пулнӑ.

Манӑн ӑҫтан та пулин укҫа тупмалла. Анчах ӑҫтан тупас? Эпӗ мӗн, рабочи-и, служащи-и, е тепӗр тесен, Николай тете пек дворник-и? Вӑл, авӑ, пӗрине вутӑ ҫурса парать, теприне витре йӑтса тухать, виҫҫӗмӗшне ковер силлесе парать те — укҫа пулчӗ те унӑн…

Ҫапах та, куҫсене хупса лартсах, эпӗ вӗҫӗмсӗрех пӗр сӑмах каларӑм: «Тупмалла, тупмалла… пурӗпӗр тупмалла!»

Манӑн фотоаппарата тӳлесе илмелле те, ӑна ҫийӗнчех юнашарти кивӗ япаласен магазинне сутмалла, прачкӑна укҫа памалла, юлашкипе вара ҫӗнӗлле пурӑнма тытӑнмалла.

Анчах фотоаппарата тӳлесе илме вӑтӑр тенкӗ ӑҫтан тупас-ха?

Ҫавӑнтах ман пуҫа ҫакӑн пек шухӑш пырса кӗчӗ: «Ҫыру сӗтелне питӗрнӗ ещӗксенче укҫа мар пулсан, мӗн выртать-ха?»

Паллах, ӑслӑ-пуҫлӑ Валентина укҫана пӗтӗмпех хӑйпе Кавказа илсе кайман ӗнтӗ, киле таврӑнсан тыткалама кӑштах хӑварнӑ пулӗ. Апла пулсан, пурӑнма пулать. Апла пулсан, эпӗ укҫине шыраса тупатӑп, аппарата тӳлесе илетӗп, ӑна сутатӑп, прачкӑна тӳлетӗп, вӑтӑр тенкине каялла хуратӑп, юлашкипе вара тирпейлӗн те шӑппӑн, хама лагере илсе каяс куна кӗтсе пурӑнатӑп.

Ну, мӗн тери ансат та лайӑх ку!

Анчах та, укҫа шыраса ҫын ещӗкне кӗрсе кайнинче лайӑххи нимӗн те ҫуккине туйса, ман чӗрен тахӑш кӗтесӗнче тапаланакан совӗҫ (намӑс) юлашкийӗсем шӑппӑн шавлама та ӳлеме пуҫларӗҫ. Эпӗ вӗсем ҫине хаяррӑн кӑшкӑртӑм та Николай тете-дворник патне напильник илме тухса вӑркӑнтӑм.

— Мӗн тума кирлӗ сана напильник? — шанмасӑртарах ыйтрӗ дворник. Ашкӑнатӑр кӑна эсир! Каҫхине, ҫавнашкалах, вунулттӑмӗш хваттерти пӗр ача отверка ыйтса илчӗ, анчах хӑй, эсрел ачи, ют ҫынсен ҫыру ещӗкне пӑрса уҫнӑ, унта кушак ҫурине чиксе хунӑ та татах питӗрсе лартнӑ. Ҫав хваттерте пурӑнакан хӗрарӑм ещӗкрен хаҫатсем илме пынӑ та унта кушак ҫури ҫухӑрса ларнине курнӑ. Лешӗ, хӑранипе, пӗтӗм хаҫата чӑрмаласа пӗтернӗ те ҫур телеграммӑна ҫурса пӑрахнӑ. Телеграммине аран ӑнланнӑ вара. Те «пыр», те «ан пыр», те «пыма тӑхта», те «хам пыратӑп» тесе ҫырнӑ.

— Манӑн, Николай тете, ун пек пустуй япаласемпе лапӑртатма вӑхӑт ҫук, — терӗм эпӗ. — Манӑн радиоприемник ҫӗмӗрӗлчӗ. Ну… унта кӑштах хӑйрас пулать.

— Асту, пустуй япаласемпе хӑтланма мар пуль! Мӗншӗн тата ҫав пӳтсӗр Юрка пирӗн килхушшине час-часах килсе ҫӳреме пуҫларӗ? Асту эсӗ, йӗкӗт! Унпа ҫыхлансан ырӑ япалах пулас ҫук. Напильник ещӗкре, ил. Тата кӗпе-йӗмне те илсе кай. Авӑ, ҫыххи шкап хыҫӗнче выртать. Прачки кӑнтӑрлапа укҫа патне килме пулчӗ. Аҫу нимӗн те ҫырмасть-и?

— Ҫырать! — терӗм эпӗ ӑна хирӗҫ, напильнике илсе тата кӗпе ҫыххине хулпуҫҫи ҫине хурса. — Вӑл, Николай тете, лере пӗрмай темскер сывлӑшалла сирпӗтет… кӗмсӗртеттерет… Эпӗ, Николай тете, ун ҫинчен кайран каласа парӑп, халь манӑн ерҫӳ ҫук-ха.

Ӑҫтан май килнӗ — пур ҫӗртен те кивӗ уҫӑсем пухрӑм та, вӗсенчен иккӗшне суйласа илсе, эпӗ ӗҫе тытӑнтӑм.

Нумайччен, ҫине тӑрса ӗҫлерӗм. Пӗр уҫҫине ҫӗмӗрсе пӑрахрӑм та теприне тытӑнтӑм. Сайра хутра, кранран шыв кайса ӗҫме кӑна ӗҫлеме чарӑнкаларӑм. Ҫамка ҫине тӑр тайса тухрӗ, пӳрнесем чармаланса, тимӗр кӗрпипе тата тутӑхпа вараланса пӗтрӗҫ. Эпӗ сӗтел ҫӑри шӑтӑкӗнчен пӑхма тӑрӑшрӑм, чӗркуҫленсе ларса ӑна спичкӑпа ҫутатрӑм, ҫӑраҫҫине ҫӗвӗ машинин масленкинчен ҫу ярса сӗртӗм, анчах, такам тухатса лартнӑ пекех, ҫӑраҫҫи мана парӑнмарӗ. Унтан сасартӑк шӑккӑрт! турӗ. Вара эпӗ уҫӑ, йывӑррӑн пулин те, майӗпе ҫаврӑнма пуҫланине туйрӑм.

Эпӗ сывлӑш ҫавӑрма чарӑнса тӑтӑм. Хыҫсӑр пукана аяккалла шутарса лартрӑм, пӗтӗм ҫуп-ҫапа витре ӑшне пухса кӑларса пӑрахрӑм, ҫулланса пӗтнӗ алӑсене ҫуса илтӗм те тин ещӗк патне таврӑнтӑм.

Чӑнкӑрр! турӗ. Пулчӗ! терӗм. Ещӗке туртса кӑлартӑм, хаҫат листине ҫӗклерӗм те хуп-хура, ҫиелтен ҫу сӗрнипе тӗксӗммӗн ҫутӑлакан боевой браунинг! выртнине куртӑм.

Эпӗ ӑна кӑларса пӑхрӑм, — вӑл ҫав тери сивӗччӗ, халь ҫеҫ пӑрлӑ нӳхрепре пулнӑ пекчӗ. Унӑн хӗреслӗ-йӗрлӗ аври пӗр тӗлте кӑштах катӑлнӑччӗ. Эпӗ унӑн обоймине кӑларам, унта ултӑ патрон пур, ҫиччӗмӗшӗ ҫукчӗ.

Эпӗ браунинга алшӑлли ҫине хутӑм та ещӗке тата лайӑхрах ухтарма тытӑнтӑм. Унта нимӗнле укҫа та курӑнмарӗ.

Эпӗ пит тарӑхса кайрӑм, ним тума аптраса ҫитрӗм. Ҫур кун тӑрмашрӑм вӗт-ха эпӗ, чакалантӑм, тем чухлӗ хаклӑ вӑхӑта ҫухатрӑм, анчах хама кирлине мар, пачах урӑххине тупрӑм.

Эпӗ браунинга хӑйӗн малтанхи вырӑнне хутӑм, хаҫатпа витрӗм те ещӗке хупса лартрӑм.

Тата тепӗр инкек! Уҫҫи тепӗр майлӑ ҫаврӑнмарӗ, ҫӑраҫҫи питӗрӗнмерӗ. Ку ҫеҫ те мар: уҫӑ ҫӑра шӑтӑкӗнчен те тухмасть, вӑл каҫӑрӑлса тӑни алӑк патӗнченех курӑнать. Эпӗ уҫҫӑн алӑпа тытмалли ҫаврашкине подпилка чикрӗм те сулахаялла пӑрма тытӑнтӑм. Ҫаврӑнать пулас! Анчах вӑл сасартӑк шӑккӑрт! турӗ те хуҫӑлса кайрӗ. Халӗ ӗнтӗ тата тепӗр пысӑк инкек пулса тӑчӗ! Ҫӑраҫҫи шӑтӑкӗнчен ҫивӗч те ҫав тери нӗрсӗр хуҫӑк ҫеҫ курӑнса тӑрать.

Урнӑ пек тарӑхса кайнипе эпӗ ещӗке пушмак кӗллипе тапрӑм, унтан кровать ҫине выртрӑм та макӑрса ятӑм.

Сасартӑк форточка витӗр пирӗн килхушшинче такам ӳленӗ пек кӑшкӑрни илтӗнчӗ. Ку сасса эпӗ халиччен те илтнӗ. Ӑна кивӗ ӑпӑр-тапӑрсем пухса ҫӳрекен старик кӑшкӑрать.

Эпӗ кровать ҫинчен сиксе тӑтӑм та чӳречене уҫса ятӑм. Пӗчӗк ачасемсӗр пуҫне килхушшинче никам та ҫукчӗ. Ӑпӑр-тапӑр пухакана эпӗ ним каламасӑрах, алӑпа сулса чӗнсе илтем те, вӑл пирӗн пата кӗмелли алӑка шыранӑ, пусма тӑрӑх хӑпарнӑ вӑхӑтра унталла та кунталла пӑхса, ӑна мӗн сутма май пурри ҫинчен шухӑшласа тӑтӑм.

Акӑ кивӗ брюки. Акӑ куртка — унӑн чавси ҫӗтӗлнӗ. Вӗсем ҫумне тата коньки хушсан? Хӗл ҫитесси час мар-ха. Акӑ тата кӗпе пур — унӑн ҫаннисем мана пурпӗрех кӗске. Футбол мечӗкӗ тата! Сурас та хурас… халь вӑйӑ ҫинчен шухӑшламалли вӑхӑт мар. Эпӗ ҫак япаласене пӗр ҫӗре купаларӑм, куҫҫулӗсене шӑлса илтӗм те, шӑнкӑрав сассине илтсе, алӑк уҫма ыткӑнтӑм.

Пӳлӗме ӑпӑр-тапӑр пухакан старик кӗрсе тӑчӗ. Хӑйӗн ҫӑтӑр-ҫатӑр тытакан аллисемпе вӑл япаласен купине кутӑн-пуҫӑн ҫавӑрттарса илчӗ, конькине пӗр сӑмахсӑрах аяккалла илсе пӑрахрӗ. Кукӑртарах пӳрнипе куртка ҫанни ҫинчен шӑтӑкран ҫаклатса ӑна темшӗн тата ытларах ҫурчӗ, сӑмсине шӑнкартрӗ те:
— Ултӑ тенкӗ, — терӗ.

Епле ултӑ тенкӗлӗх ҫеҫ пултӑр? Мана вӑтӑр тенкӗ кирлӗ те, вӑл пур ҫакӑн пек купашӑн та ултӑ тенкӗ ҫеҫ парасшӑн-и?

Эпӗ унпа калаҫма тӑтӑм. Анчах вӑл ним чӗнмесӗр тӑчӗ, сайра хутра кӑна кахаллӑн каларӗ:

— Ултӑ тенкӗ. Лайӑх хак ку.

Вара эпӗ кивӗ ҫӑмат, кухньӑри алшӑллисене, ҫӗрулми тытса усранӑ миххе, атте сандалисене, радиоприемник наушникӗсене тата мулкач тирӗнчен ҫӗленӗ, тӗкӗ ҫаралса пӗтнӗ ҫӗлӗк илсе пырса хутӑм.

Вӑл, малтанхи пекех, япаласене хӑвӑрт тыта-тыта пӑхрӗ, пӳрнипе ҫӑмат тӗпне чиксе шӑтарчӗ, наушникӗсене аяккалла тӗртсе хучӗ те:
— Пилӗк тенкӗ, — терӗ.

— Епле пилӗк тенкӗ? Халь ӗнтӗ пӳлӗмӗн пӗр кӗтессине пӗтӗмпех йышӑннӑ купашӑн — улттӑ та пилӗк, пурӗ вунпӗр тенкӗ-и?

— Вунпӗр тенкӗ! — терӗ ӑпӑр-тапӑр пухакан старик, хутаҫҫине ҫӗклесе. — Кӑмӑлу пур пулсан, парса яр, ҫук пулсан, малалла каятӑп.

— Тӑхта! — терӗм хӑраса. Эпӗ хӑранине вӑл хӑйӗн хӗсӗк те типӗ куҫӗсемпе асӑрхаса юлчӗ пулас. — Эс тӑхта, эпӗ тата илсе килетӗп…

Эпӗ юнашар пӳлӗме кайрӑм. Кивӗ япаласем текех курӑнмарӗҫ, ҫавӑнпа эпӗ платьесем ҫакӑнса тӑракан шкафа уҫрӑм.

Ман куҫа тӳрех Валентинӑн кӑвакрах-кӗренрех тӗслӗ тиртен тунӑ горжетки курӑнса кайрӗ. Мӗнле тир пулнӑ вӑл — эпӗ ӑна пӗлмен. Анчах ҫак япала Валентинӑна темшӗн кӑмӑла кайманни ҫинчен темиҫе хут та илтнӗ.

Эпӗ ӑна пӑтаран вӗҫертсе илтӗм. Вӑл ҫемҫе ҫӑмлӑччӗ, ҫӑмӑлччӗ, хӗвел ҫутинче кӗмӗл тӗслӗн йӑлтӑртататчӗ. Мӗн май килнӗ таран лӑпкӑрах пулма тӑрӑшса, эпӗ горжеткӑна йӑтса тухрӑм та, ӑна ӑпӑр-тапӑр пухакан умне сӗтел сине пӑрахрӑм.

Стоп! Унӑн тискер кайӑкла куҫӗсем тӑрук ҫутӑлса илнине, тире вӑл мӗн тери ҫӑткӑнланса ҫавӑрса тытнине эпӗ тӳрех асӑрхарӑм.

Халӗ вӑл япала хакне ытла тӑруках каламарӗ. Вӑл ҫак япалана аллипе лутӑркаса пӑхрӗ, ӑна кӑштах туртса тӑсрӗ, куҫӗсем патне илсе пырса шӑршласа пӑхрӗ.

— Ҫитмӗл тенкӗ, — терӗ вӑл шӑппӑн. — Унтан ытла пӗр пус та памастӑп.

«Охо! Ҫитмӗл тенкӗ!» — хӑраса кайрӑм эпӗ, анчах та каялла чакмалли вӑхӑт иртсе кайнӑ пирки эпӗ кӑмӑла хытартӑм та:
— Хуть те мӗн ту! Анчах эпӗ тӑхӑрвун тенкӗрен кая памастӑп, — терӗм.

— Ҫамрӑк иунуш, — терӗ вара ӑпӑр-тапӑр пухакан хыттӑн, — эпӗ тавлашмастӑп: тен, ку япала тӑхӑрвунӑ тенкӗ тӑрать те пулӗ. Ун чухлӗ тӑрать, тесе шутлама та пулать. Анчах та ку вӑл санӑн япалу мар, ҫамрӑк иунуш, уншӑн пире иксӗмӗре ан лектӗрччӗ. Ҫитмӗл тенкӗпе вун-пӗр тенкӗ — сакӑрвунӑ тенкӗ пулать. Укҫине ил те — ӗҫӗ те пӗтрӗ.

— Епле хӑятӑн эсӗ! — мӑкӑртатса илтӗм эпӗ. Ку вӑл ман япала. Ку сан ӗҫ мар. Мана ӑна парнелесе панӑ.

— Эп тавлашмастӑп, — тӑрӑхламалла кулса илчӗ ӑпӑр-тапӑр пухакан. — Эп тавлашмастӑп. Тен, калӑпӑр, ҫамрӑк хӗр атӑ тата салтак шинелӗ тӑхӑнса ҫӳремелли йӗрке пур та пулӗ. Анчах ҫамрӑк хӗрарӑм туфлипе, тиртен ҫӗлетнӗ горжеткӑпа ҫӳремелли йӗрке ҫук та, нихҫан та пулман. Укҫине часрах ил, иунуш, вара ӗҫӗ те пӗтет. Эпӗ ун укҫине илтӗм. Анчах ӗҫ кунпа пӗтмерӗ. Манӑн хурлӑхлӑ ӗҫсем тин ҫеҫ пуҫланаҫҫӗ иккен.

Тепӗр кунне эпӗ библиотекӑна ҫырӑнтӑм та икӗ кӗнеке илтӗм. Вӗсенчен пӗри параппан ҫапакан ача ҫинченччӗ. Ҫав ача хӑйӗн хаяр асламӑшӗ патӗнчен тарнӑ та пӗр-пӗчченех пӗтӗм тӗнчене хирӗҫ ҫапӑҫакан Францири революцилле ҫар салтакӗсем ҫумне ҫыпӑҫнӑ.

Ҫак ачана сутӑнчӑк тӑшман тесе шутлама пуҫланӑ. Питӗ йывӑр шухӑшсемпе чӗрине ыраттарса тухса кайнӑ вӑл отрядран. Вара командирпа салтаксем вӑл чӑнах та тӑшман лазутчикӗ пулнӑ, тесе шутланӑ.

Анчах отряд тавра тӗлӗнмелле ӗҫсем пулса пыма пуҫланӑ.

Пӗррехинче, часовойсем хӑйсен винтовки ҫинчи штык вӗҫӗ те курӑнман тӗттӗм каҫхине, сасартӑк ҫар сигналӗ тревога панӑ, тӑшман ҫывӑхах упаленсе пынӑ иккен.

Самӑр та хӑравҫӑ музыкант Мишо, шӑпах леш ача ҫинчен элекленӗскер, ҫапӑҫу хыҫҫӑн канавран упаленсе тухнӑ та, сигнала эпӗ патӑм, тенӗ. Ӑна награда памалла тунӑ.

Анчах та ку суя пулнӑ.

Тепринче, отряда ҫав тери йывӑр килсен, каялла чакса пӑрахса хӑварнӑ тӗксӗм башньӑн ишӗлчӗкӗсем ҫинче, пӗр хӑюллӑ салтак та упаленсе пыма пултарайман ҫӗрте, сасартӑк Франци ялавӗ вӗлкӗшме тытӑннӑ, башня тӑрринче сигнал паракан хунар ҫутатнӑ. Хунар сулахайран сылтӑмалла сулӑннӑ. Малтанах калаҫса татӑлнӑ тӑрӑх, кӳршӗри отряда систерни, пулӑшма чӗнни пулнӑ. Вара пулӑшу пынӑ.

Анчах ылханлӑ музыкант Мишо, иртенпех ӑнсӑртран замокра юлнӑскер, подвалта эрех пичкисем хушшинче ӳсӗр йӑваланса выртнӑскер, халӗ каллех ҫак ӗҫе эпӗ турӑм, тенӗ те, ӑна каллех награда панӑ тата сержант туса хунӑ.

Ҫаксем ҫинчен вуланӑ чух эпӗ ҫав тери тарӑхса, ҫилленсе кайрӑм, мӑнӑн куҫран куҫҫуль юхма пуҫларӗ.

«Ку ӗҫе эпӗ… ҫук, ҫав хӑюллӑ, лайӑх ача, хӑйӗн тӑван ҫӗршывне калама ҫук хытӑ юратаканскер, тунӑ, ӑна хисепе хуман, вӑл пӗр-пӗччен юлнӑ, хӑйне пурте пӑрахнӑ пулин те, нимрен хӑрамасӑр, тревога сигналӗсем панӑ».

Манӑн хамӑн кӑмӑла кама та пулин пӗлтермеллеччӗ. Анчах ман ҫывӑхра никам та ҫук, минтер ҫинче пӗр кушак ҫури кӑна куҫӗсене хӗссе выртатчӗ.

— Параппан ҫапакан салтак эпӗ вӑл! Эй, эсӗ, кахал, ухмах! Илтетӗн-и? — терӗм те эпӗ, кушак ҫурине ӑшӑ та ҫемҫе тӗклӗ хырӑмӗнчен чышкӑпа тӗртрӗм.

Кӳреннӗ кушак ҫури сиксе тӑчӗ, авӑнса карӑнчӗ те ман ҫине хӑйӗн ҫаврака та симӗс куҫӗсемпе хаяррӑн пӑхса илнӗ пек туйӑнчӗ.

— Мяу! — ответлерӗ вӑл мана. — Эсӗ суятӑн, эсӗ параппан ҫапакан салтак мар. Параппан ҫапакансем ют ҫын ещӗкӗсене ухтармаҫҫӗ, ӑпӑр-тапӑр пухакансене Валентина горжеткисене сутмаҫҫӗ. Параппан ҫапакансем ҫаврака параппансене ҫеҫ ҫапаҫҫӗ, малтан — трим-тара-рам? унтан — трум-тара-рам! Параппан ҫапакансем — хӑюллӑ та ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем. Вӗсем чей чашкине хӗррипе танах ӑшӑ сӗт яраҫҫӗ те ун ҫине колбаса хупписем, ҫемҫе булка татӑкӗсем ярса параҫҫӗ. Анчах эсӗ сивӗ шыв ярса пама та манатӑн, ҫӗре типӗ ҫӑкӑр хыттисем ҫеҫ ывӑтса паратӑн.

Вӑл сиксе анчӗ те, хӑйне тавӑрасран хӑраса, диван айне кӗрсе кайма васкарӗ. Унтан вара, эпӗ турчка е урай шӑлмалли щетка илме каймарӑм-ши, тесе, нумайччен сыхланса, итлесе ларчӗ пулмалла. Анчах эпӗ паҫӑрах ҫывӑрнӑ ӗнтӗ.

Ирхине, ҫӑкӑр илме чупса тухнӑ чух, эпӗ пусма ҫинчен пирӗн хваттерелле кӗмелли алӑк кӑштах уҫӑ пулнине куртӑм. Эпӗ вара хам каҫхине нумай вуласа выртнипе ӑна хупма маннине астуса илтӗм.

Эпӗ пӗрмаях Валентина таврӑнасси тата ҫӗмӗрнӗ сӗтел ещӗкӗшӗн, сутса янӑ япаласемшӗн ответ тытасси ҫинчен шухӑшласа пурӑннӑ пирки, ҫав алӑк уҫӑ тӑнине курсан, ҫакӑн пек тума шутларӑм:

«Кӑнтӑрла (паллах, каҫхине мар, каҫхине — хӑрушӑ) килтен алӑка питӗрмесӗр тухса кайсан мӗнле-ши? Ун пек пулсан, чӑн-чӑн вӑрӑсем килеҫҫӗ те ӑна-кӑна вӑрлаҫҫӗ, вара ытти пур япаласене те вӗсем вӑрласа кайнӑ теме пулать».

Чей ӗҫсе ларнӑ чух эпӗ хамӑн ҫак шухӑш начарах мар, тесе шут турӑм. Анчах вӑрӑсем мӗнле те пулин хаклӑ япаласем илсе каясран шикленсе, эпӗ ваннӑна шӑлса типӗтрӗм те унта пур кӗпе-йӗмсене, тумтирсене, атӑ-пушмаксене, сӗтел ҫиттисене, чӳрече каррисене пуҫтарса хутӑм, вара хваттерте Майӑн пӗрремӗшӗ умӗн тасатса пуҫтарнӑ чухнехи пекех пушӑ пулса юлчӗ. Ҫак пур япаласене те питӗ хытӑ пусарса хурсан, эпӗ ваннӑна хаҫатсемпе витрӗм, известка хунӑ михӗсенчен юлнӑ кивӗ чӑптасемпе хупларӑм, ҫиелтен тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑр пӑрахса тултартӑм: ҫӗмрӗк ҫунашка, йӗлтӗр патаккисем, велосипед кустӑрми. Пирӗн ваннӑра чӳрече пулман пирки унта электричество лампи ҫунса тӑратчӗ, анчах эпӗ сӗтел ҫине пукан лартрӑм та мачча ҫумӗнчи электричество лампине кӑларса илтӗм.

«Халь ӗнтӗ, — шухӑшларӑм эпӗ ҫиллессӗн, — килччӗрех!»

Виҫӗ кун хушши эпӗ хваттере ҫӑраҫҫипе пӗрре те питӗрмерӗм. Анчах та — тӗлӗнмелле япала? — вӑрӑсем те пымарӗҫ. Ку тата акӑ мӗн пирки пачах та ӑнланмалла мар пулчӗ: пирӗн ҫуртра иртен пуҫласа каҫченех пӗрмай ҫӑраҫҫисем чӑнклатни илтӗнет. Чӑнкӑлт… чӑнкӑлт! Ҫӑраҫҫи чӑнклатать, шӑнкӑрав сасси илтӗнет, унтан каллех ҫӑраҫҫи чӑнклатать.

Алӑксене, йӑпӑртлӑха алкум вӗҫне е хаҫат ещӗкӗсем патне тухас пулсан та, питӗретчӗҫ… Шалти ҫӑраҫҫисемсӗр пуҫне тул енчен те ҫӑраҫҫисем ҫакатчӗҫ. Ҫекӗлсем, сӑнчӑрсем пурччӗ…

Анчах халӗ акӑ хваттер виҫӗ кун уҫӑ тӑрать, алӑкне те кӑштах уҫнӑ, анчах унта пӗр вӑрӑ та хӑйӗн сӑмсине пырса чикмест!

Ҫук! Манӑн ӗҫсем нихӑш енчен те ӑнса пымарӗҫ.

Эпӗ Валентинӑран открытка илтӗм, вӑл мана килте пурте йӗркелли, йӗркеллӗ марри ҫинчен тата прачка кӗпе-йӗм илсе пынипе пыманни ҫинчен пӗлтерме хушнӑ.

Валентина манран хам пурнӑҫра мӗнле те пулин инкек пулман-и, кичем мар-и, тесе ыйтнӑ пулсан, е пӗр-пӗр открытка — чуллӑ сӑртсем, ӑмӑрткайӑк, тинӗс ӳкернине мар, ҫав илемлӗ, хамӑнни пек мар пурнӑҫа тахҫанах курас килет ман, ахаль сарӑ открытка ҫеҫ янӑ пулсан, тата, юлашкинчен, пӗр кӗске ҫырурах, пуринчен те кирлӗрех пулнӑ пек мана виҫӗ хутчен прачка ҫинчен ыйтман пулсан, эпӗ ӑна пӗтӗмпех тӗрӗссине ҫырса янӑ пулӑттӑм, вӑл манӑн анне мар, халӗ ӗнтӗ амаҫури анне те мар, ҫапах та, вӑл хаяр ҫын марччӗ, иртнӗ вӑхӑтсенче мана ачашлани те пулнӑ, хӑш чух эпӗ ытлашширех ашкӑннине те аттерен пытаратчӗ. Пуринчен ытла, эпӗ атте ҫук чухне Валентина патне телефонпа кам шӑнкӑртаттарни ҫинчен аттене каламасан ман майлӑ пулатчӗ.

Халӗ вара эпӗ ӑна кӗскен кӑна ответ патӑм: чӗрӗ, сывӑ, прачка кӗпе-йӗм илсе килсе пачӗ, пӑшӑрханмалли нимӗн те ҫук, терӗм.

Эпӗ ҫырӑва почтӑна кайса ятӑм та, шӑхӑркаласа, пусма тӑрӑх шаплаттарса утса (ҫичӗ хурлӑх — пӗр ответ, тенӗ пек) хамӑр хваттере хӑпартӑм.

Кушак ҫури, юриех мана кӗтнӗ пек, алкум вӗҫӗнче ларать. Яланхи пекех, алӑк кӑштах уҫӑ. Анчах чим-ха! Сасартӑк хытах мар шав илтӗнчӗ — такам стакана чей чашкине ҫапӑнтарать, унтан пукан шутарчӗ. Чиперех илтрӗм ҫаксене. Вара эпӗ хӑвӑрт кӑна ҫур этаж ҫӳлерех сиксе хӑпартӑм.

Вӑрӑ пирӗн хваттерте иккен…

Сывлама чарӑнса, эпӗ итлеме тытӑнтӑм. Пӗр минут иртрӗ, иккӗ, виҫҫӗ, пилӗк… Темшӗн вӑрӑ васкамарӗ. Вӑл коридор тӑрӑх алӑк тӗлӗпе темиҫе хут та иртнӗ чух эпӗ унӑн ури сассине илтрӗм.

— Тим-там! Тра-ля-ля! Трум! Трум! — илтӗнчӗ пӳртре.

Питӗ тӗлӗнмелле пулчӗ: вӑрӑ юрӑ юрларӗ. Ку ӗнтӗ хӑюллӑ, хӑрушӑ бандит пулнӑ пулмалла. Эпӗ иккӗленме те пуҫларӑм: аяла анса, халӗ шлангран шыв сирпӗтсе килхушшине йӗпетекен Николай тетене чӗнсен авантарах пулмӗ-ши? Анчах ҫав вӑхӑтра пӳртре, кухньӑран пулас, темле янӑравсӑр шав илтӗнме пуҫларӗ. Ку мӗне пӗлтернине ӑнланма тӑрӑшса эпӗ чылай вӑхӑт тӑтӑм. Унтан ӑнлантӑм: примус шавлать иккен. Ку ӗнтӗ ытла та тӗлӗнмелле япала! Вӑрӑ чей вӗретнӗ те пирӗн патрах ирхи апат тума хатӗрленет пулмалла.

Эпӗ площадка ҫине антӑм. Сасартӑк алӑк уҫӑлса кайрӗ те ман умма кӑвак костюм, сарӑ пушмак тӑхӑннӑ лутра та самӑр ҫын тухса тӑчӗ.

— Тусӑмҫӑм, — ыйтрӗ вӑл, — эсӗ ҫак вунпиллӗкмӗш хваттерте пурӑнатӑн-и?

— Ҫапла, — мӑкӑртатса илтӗм эпӗ, — ҫакӑнта.

— Апла пулсан, кӗр эппин, кӑмӑл ту. Эп сана чӳрече витӗр ҫур сехет каялла куртӑм, анчах эсӗ ҫӳлелле хӑпартӑн та темшӗн пытанса тӑратӑн.

— Эп шутламан, эсир кунта… мӗншӗн юрланине пӗлмен.

— Ӑнланатӑп! — кӑшкӑрса илчӗ самӑр ҫын. — Эсӗ мана жулик тесе шутланӑ ӗнтӗ, ҫавӑнпа та ӗҫсем малалла мӗнле пулса пырассине тӳсӗмлӗн кӗтсе тӑнӑ. Эппин пӗл эсӗ, — эпӗ вӑрӑ та мар, хурах та мар, Валентинӑн тӑван пиччӗшӗ, апла пулсан, санӑн кукку. Анчах та, эп пӗлнӗ тӑрӑх, Валентина качча кайнӑ та санӑн аҫуна пӑрахнӑ, ҫавӑнпа та эпӗ санӑн кукку пулнӑ ҫын пулатӑп. Ку вара тӗп-тӗрӗс пулать.

— Вӑл упӑшкипе Кавказа кайрӗ, — терӗм эпӗ, ӑна хирӗҫ, — унтан часах таврӑнмасть.

— Аслӑ турӑҫӑм! — кӑмӑлсӑр пулчӗ кукка. — Манӑн хаклӑ йӑмӑкӑм тӑван пиччӗшне кӗтсе илмесӗрех тухса кайнӑ! Анчах та вӑл сана эпӗ килесси ҫинчен каласа хӑварнӑ пулӗ, тетӗп?

— Ҫук, каламан, — ответлерӗм эпӗ, хамӑрӑн ҫаралса юлнӑ, килӗшӳсӗр хваттере айӑпа кӗнӗ ҫын пек пӑхса ҫаврӑнса. — Вӑл тухса кайнӑ чух ҫухалса кайрӗ пулмалла, мӗншӗн тесен чей чашки ҫӗмӗрсе пӑрахрӗ те кофе тултарнӑ кострюле тӑвар ярса лартрӗ.

— Чухлатӑп, чухлатӑп тӗплӗн шухӑшлама пӗлмен чӗрчуна! — кӳреннӗ пек пулса пуҫне сулса илчӗ самӑр ҫын. — Астӑватӑп, вӑл пӗррехинче, ача чухнех, пӑтӑ ҫине ҫу вырӑнне краҫҫын янӑччӗ. Ҫавна ҫисе янӑ та, мӗскӗн, кайран питӗ асапланчӗ. Анчах кала-ха эсӗ, тусӑмҫӑм, мӗншӗн сирӗн хваттерте ытла пит йӗркеллех мар?.. Сарай тес — сарай мар, темле… Мелитопольти уезд комиссарӗн апартаменчӗ махновецсем хаваслӑн тапӑннӑ хыҫҫӑн мӗнле пулнӑ, ҫавӑн пекрех.

— Ку вӑл — тапӑннӑ хыҫҫӑн мар? — ним тума аптраса тӳрре тухма тӑрӑшрӑм эпӗ. — Пӳлӗмре мӗн пуррине эпӗ пӗтӗмпех хам сӗвсе илсе ваннӑя пытарса хутӑм — вӑрӑсем килсе ҫаратса каясран.

— Куншӑн мухтамалла, — ырларӗ кукка. — Анчах та, апла пулсан, мӗншӗн-ха эсӗ малти алӑка уҫса хӑваратӑн?

Ман телее, кухньӑра чайник вӗреме пуҫларӗ те, ҫак лайӑх мар калаҫу татӑлчӗ.

Ман кукка хаваслӑ та хастарлӑ этем иккен. Чей ӗҫсе ларнӑ чух вӑл мана ваннӑйри япаласен складне каялла кӑларма, дворник арӑмне кайса чӗнме, ӑна савӑт-сапана ҫуса тасатма, урай ҫуса хваттере йӗркене кӗртме чӗнсе килме хушрӗ.

— Аван мар кун пек, — ӑнлантарчӗ вӑл. — Ман патӑма ҫынсем, ҫапӑҫури юлташсем, ача чухнехи туссем килме пултараҫҫӗ. Килеҫҫӗ те сасартӑк ҫакӑн пек йӗркесӗрлӗхе кураҫҫӗ.

Ун хыҫҫӑн вӑл манӑн укҫа пурри-ҫукки ҫинчен ыйтрӗ. Перекетлӗ пурӑннӑшӑн мухтарӗ, расхутсем валли вӑтӑр тенкӗ кӑларса пачӗ те каҫчен Мускав тӑрӑх ҫӳреме тухса кайрӗ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, Мускава вӑл пӗр вунӑ ҫул курман имӗш.

Эпӗ дворник арӑмӗ патне чупса кайрӑм та ӑна хваттерте пуҫтарса йӗрке тӑвасси ҫинчен каларӑм.

— Кукка килчӗ! — мухтантӑм эпӗ. — Ырӑ кӑмӑллӑскер! Халь мана пурӑнма хаваслӑ пулас ӗнтӗ.

— Капла лайӑхрах пулать ӗнтӗ, — терӗ дворник арӑмӗ. — Кам курнӑ пулӗ хваттере ҫакӑн пек пӗчӗк ачана шанса пӑрахса хӑварнине! Ача — ачах ӗнтӗ вӑл. Ҫак самантра ӑслӑ, унтан тепӗр еннелле ҫаврӑнать те — пачах ухмах пулса тӑрать.

— Пӗчӗккисем ҫеҫ ухмах пулаҫҫӗ, — кӳрентӗм эпӗ. — Анчах эпӗ пӗчӗккӗ мар ӗнтӗ.

— Э-э, чунӑм! Ухмахсем пӗчӗккисем те, пысӑккисем те пулаҫҫӗ. Авӑ, манӑн Васька вунулттӑра. Ӗлӗк чух ку вӑхӑтра авлантаратчӗҫ ӗнтӗ, анчах вӑл тимӗр тупнӑ, унта кӳкӗрт тултарнӑ та шаплаттарнӑ — вара виҫӗ эрне больницӑра выртса тухрӗ. Пырать-ха, питне ҫеҫ чавса илнӗ, куҫӗсене ҫапса шӑтарман. Мӗн каласа тӑратӑп ҫак сана; эсӗ ку ӗҫ ҫинчен манран лайӑхрах пӗлетӗн вӗт-ха!

Эпӗ ӑна хирӗҫ темскер ӗнӗрлесе илтӗм те хӑвӑрт кӑна ун куҫӗ умӗнчен ҫухалтӑм, мӗншӗн тесен Васька ӗҫӗнче манӑн айӑп та пурччӗ.

Хваттере тасатса пуҫтарма дворник арӑмне эпӗ хаваслансах тата кӑмӑлласах пулӑшрӑм. Каҫалапа пирӗн патра таса, кӑшт сивӗрех, тирпей пулса тӑчӗ. Сӗтел ҫине эпӗ мурккаллӑ ҫӗнӗ скатерть сартӑм, урам кӗтессине чупса кайса пӗр тенкӗпе хир чечекӗсен ҫыххине илтӗм те ӑна кӑвак ваза ӑшне лартрӑм. Унтан пит ҫурӑм, таса кӗпе тӑхӑнтӑм та, кукка киличчен вӑхӑта ирттерес тесе, Валентина патне ҫӗнӗ ҫыру ҫырма лартӑм.

«Хаклӑ Валентина! — тесе ҫыртӑм эпӗ. — Пирӗн пата санӑн пиччӳ килчӗ. Вӑл питӗ хаваслӑ, лайӑх ҫын, мана тӳрех кӑмӑла кайрӗ. Вӑл мана эсӗ ача чухне пӑтӑ ҫине краҫҫын яни ҫинчен каласа пачӗ. Эсӗ йӑнӑш тунинчен эпӗ тӗлӗнместӗп, анчах эсӗ пӑттине мӗнле ҫисе янӑ-ши тесе ҫеҫ тӗлӗнетӗп. Е эсӗ, ун чухне сунас пулнӑ пирки, шӑршӑ кӗнине туйман-и?

Ҫырӑва эпӗ ҫырса пӗтереймерӗм, мӗншӗн тесен шӑнкӑравларӗҫ те эпӗ алӑк патӗнчи пӳлӗме ыткӑнтӑм.

— Ҫутӑ ҫут! Ӑҫта выключатель? — хушрӗ кукка. — Кунталла, старик, кунталла! Такӑнса ан ӳк… Кунта ещӗк пур… Кӳр-ха шлепкӳне, эп ӑна хамах ҫакса хурам… Хамах, тусшӑн пурне те хамах тӑватӑп. Ирт тархасшӑн! Ҫутталла ҫаврӑн-ха. Ах, ҫулсем ҫулсем!.. Ах, нихҫан каялла таврӑнас ҫук ҫулсем!.. Анчах эсӗ ҫирӗп-ха… Ҫапла, ҫапла! Пуҫна ан ус эсӗ… Эсӗ кашлӑн-ха, юман… кашлӑн! Паллаш, Сергей! Ку — манӑн ҫамрӑк чухнехи тусӑм! Ученӑй. Ватӑ партизан-чапаеевец. Политкаторжанин. Пурнӑҫра нумай асап курнӑ. Анчах, куратӑн, ҫапах та вӑл амӑрткайӑк!.. Хӑлат!.. Куҫӗсем епле унӑн! Епле ҫивӗч, витӗр куракан куҫсем! Вут-ҫулӑм! Хунарсем! Прожекторсем!..

Халь тин, ҫутӑра, эпӗ куккан чаплӑ юлташне лайӑххӑн куртӑм.

Тӗрӗссипе каласан, вӑл мана хӑватлӑ юман пек туйӑнмарӗ. Ӑмӑрткайӑк пек те туйӑнмарӗ. Кукка туйӑмӗсем капланса килнипе ӑна ытлашши мухтаса тӑкрӗ пулмалла.

Унӑн пуҫӗ тӑваткал та кукшаччӗ, пуҫ тӑрринче ҫӗвӗк пурччӗ, ӑна вӑл ҫапӑҫусенче туяннӑ пулмалла. Пичӗ шатрапа шӑтӑкланса пӗтнӗ, хулӑн тутисен хӗррисем усӑнса аннипе унӑн сӑн-питне темле салху та макӑрасшӑн пулнӑ пек кӑтартаҫҫӗ. Вӑл симӗс диагональ гимнастерка тӑхӑннӑ, ун ҫинче Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗ йӑлтӑртаткаласа тӑрать.

Кукка эпӗ пуҫтарса йӗркеленӗ хваттере пӑхса ҫаврӑнчӗ, ӗҫе васкавлӑн тунӑшӑн мухтарӗ, унтан унӑн куҫӗсем эпӗ Валентина патне ҫырма тытӑннӑ, анчах ҫырса пӗтереймен ҫыру ҫине тӑрӑнчӗҫ.

Вӑл ҫырӑва хӑй патнерех шутарчӗ те вулама тытӑнчӗ.

Унӑн хӗрелсе кайнӑ пичӗ ҫинче вӑл чӑн-чӑнах ҫилленсе кайни палӑрнине эпӗ инҫетренех куртӑм. Малтан вал темскер мӑкӑртатса илчӗ, унтан урипе тапрӗ, ҫырӑва лутӑркарӗ те ӑна пепельницӑна пӑрахрӗ.

— Намӑс! — терӗ вӑл йывӑррӑн сывласа, ҫав вӑхӑтрах хӑйӗн тава тивӗҫлӗ тусӗ еннелле кӑтартрӗ. — Пӑх-ха ҫакӑн ҫине, старик Яков!

Кукка ман ҫинелле пӳрнипе тӗллесе кӑтартрӗ те эпӗ вилнӗ пекех пулса тӑтӑм.

— Пӑх-ха эсӗ ҫакӑн ҫине — нимӗн пирки те шухӑшламан, наян, ҫӑмӑл ӑслӑ ҫын ҫине. Вӑл амаҫури амӑшӗ патне ҫыру ҫырать. Ну, ан тив, ҫыртӑрах вӑл хӑйӗн амаҫури амӑшӗ пулнӑ ҫын патне, уншӑн нимӗн те пулмасть. Вӑл ӑна унӑн тӑван пиччӗшӗ килни ҫинчен савӑнӑҫлӑ хыпар пӗлтерет. Анчах мӗнлерех пӗлтерет-ха вӑл ун ҫинчен? Вӑл «рассказ» сӑмаха пӗр «с» урлӑ ҫырать, тата «что» сӑмах умӗн хӳреллӗ пӑнчӑ лартаҫҫӗ. Ҫаксем пирӗн ҫамрӑксем ӗнтӗ! Пирӗн ҫутӑ пуласлӑх! Ҫавӑншӑн-ши (эпӗ хам ҫинчен каламастӑп, санран ыйтатӑп, старик Яков!), ҫавӑншӑн-ши эсӗ кӗрешнӗ те асапланнӑ? Урари сӑнчӑрсене чӑнкӑртаттарнӑ та Чапаев хӗҫне ҫутӑлтарнӑ! Кирлӗ пулсан, ним хӑраса тӑмасӑрах эшафот ҫине хӑпарнӑ… Ответ пар ӗнтӗ! Ӑна куҫӗнчен тӳррӗн кала.

Пӑлханса кайнӑ кукка пукан ҫине лӳпперрӗн ларчӗ, старик Яков кукша пуҫӗпе хаяррӑн сулкаласа илчӗ.

Ҫук, уншӑн чӑнкӑртаттарман вӑл урари сӑнчӑрсене, ҫавӑншӑн мар хӗҫ ҫутӑлтарнӑ та эшафот ҫине хӑпарнӑ. Ҫук, уншӑн мар!

— Пӑрах кӑмакана! — йӗрӗнсе каларӗ кукка, мана лутӑркаса ывӑтнӑ хут ҫине кӑтартса. — Е хам ҫунтарса ярам, лар кунта.

Вӑл спичка ҫутрӗ, хут хыпса илчӗ те пепельница ҫинче пӗр чӗптӗм кӗл пулса юлчӗ, кукка ӑна ҫавӑнтах форточка витӗр, ҫил вӗрнӗ ҫӗре кӑларса ывӑтрӗ.

Мана питӗ намӑс пулчӗ, кӑмӑлӑм хуҫӑлчӗ; эпӗ кухньӑна кайса примуспа тӑрмашма тытӑнтӑм. Пӗр мӗскӗн йӑнӑшшӑнах кукка ҫакӑн пек тӑвӑл тапратса яма пултарать пулсан, унӑн ывӑлӗсемпе хӗрӗсене те йывӑр килет пулӗ ӗнтӗ, тесе лӑплантартӑм хама хам.

«Вӑл мана географипе экзамен тума ан шутлатӑрах, — шикленсе шухӑшларӑм эпӗ. — Мӗн пулса тӑрӗ вара манпа!»

Анчах ман кукка час вӗресе каякан ҫын пулнӑ пулсан та, хӑвӑрт лӑпланакан ҫын иккен, чей ӗҫнӗ чух вӑл манпа шӳтлесе калаҫрӗ, аттепе Валентина ҫинчен ыйтса пӗлчӗ, юлашкинчен ҫывӑрма кайма хушрӗ.

Эпӗ ҫывӑрса каймах пуҫланӑччӗ ӗнтӗ, сасартӑк ман пӳлӗме такам хуллен пырса кӗчӗ те выключатель шыраса стенана хыпашлама пуҫларӗ.

— Кам ку? — ыйхӑ витӗр ыйтрӑм эпӗ. — Эсир-и ку, кукка?

— Эпӗ. Итле-ха, тусӑм, сирӗн кӑштах нашатырнӑй спирт ҫук-и?

— Леш пӳлӗмре, Валентинӑн ҫӳлӗкӗ ҫине пӑхӑр. Унта йод, касторка тата ытти тӗрлӗ эмелсем пур. Мӗн? Кам та пулин чирлемен пуль-ҫке?

— Старик чирленӗ пек пулчӗ. Нумай асап тӳснӗ вӗт вӑл старик, нумай терт курнӑ. Ну, лайӑх ҫывӑр.

Кукка хӑй хыҫҫӑн алӑка тачӑ хупса хӑварчӗ.

Хулӑн стена витӗр вӗсен сассисем илтӗнмерӗҫ. Анчах та часах алӑк айӗнчи хушӑк витӗр ман пата темле усал, ӑша лӗклентерекен шӑршӑ пырса ҫитрӗ. Те бензин шӑрши пулчӗ вӑл, те эфир шӑрши, те тата темле ирсӗр япала шӑрши, пӗлме пулмарӗ. Кукка пӗр-пӗр эмелне ӑнсӑртран тӑкса янӑ пулӗ, тесе шутларӑм эпӗ.

Пӗр эрне иртрӗ. Кӑнтӑрла кукка килте пулмастчӗ. Каҫалапа вӑл старик Яковпа пӗрле таврӑнать, лешӗ вара час-часах пирӗн патра ҫӗр выртатчӗ.

Пӗррехинче, ирхине, эпӗ ваннӑй пӳлӗмӗнче халь ҫеҫ тӳлесе илнӗ фотоаппарат валли кассетӑсем хатӗрлесе лараттӑм.

Ҫав вӑхӑтра кукка патне телефонпа такам шӑнкӑравларӗ те вӑл старик Якова васкатма тытӑнчӗ. Эпӗ алӑк витӗр вӗсене тухса кайма тепрер минут тӑхтама ыйтса кӑшкӑртӑм, мӗншӗн тесен кукка ман аппарата курманччӗ-ха, тата манӑн ҫак икӗ туса халех ӳкерсе илсе, вӗсене ҫак ӗҫри хамӑн пултарулӑхпа тӗлӗнтерес килетчӗ. Анчах куккан манпа аппаланма вӑхӑт пулман пулмалла ҫав. Ҫавӑнтах алӑк уҫӑлса хупӑнчӗ. Вӗсем тухса кайрӗҫ.

Тепӗр минутран эпӗ ваннӑйран сиксе тухрӑм та тарӑхса кайнӑскер, хӗвел ҫинелле куҫсене хӗссе, чӳрече витӗр пӑхрӑм.

Куккапа Яков старик хапхаран тухрӗҫ те сылтӑмалла пӑрӑнчӗҫ.

Вара эпӗ фотоаппарата тытрӑм та вӗсем хыҫҫӑн тухса чупрӑм.

«Юрать, халӗ тата интереслӗрех пулать! Ӑҫта та пулин, урамсем хӗресленнӗ ҫӗрте, эпӗ аякран чупса тухатӑп е вӗсем пирус илме чарӑнасса кӗтсе тӑратӑп. Вара — чанк! тутаратӑп та — пулчӗ те ман ӗҫ!

Вӗсем каҫалапа киле таврӑннӑ ҫӗре сӗтел ҫинче вӗсен хатӗр сӑн ӳкерчӗкӗ пулать. Кантӑк айӗнче, рамкӑра, аялта: «Хаклӑ куккана ҫав-ҫав ачаран… тесе ҫыратӑп…»

Куккана фокуса лектерме нумайччен тӑрӑшрӑм эпӗ. Анчах ӑна е хупӑрлаҫҫӗ, е хама иртен-ҫӳренсем тӗрткелерӗҫ, е автобуссемпе трамвайсем хӑратрӗҫ.

Юлашкинчен, ман телее, куккапа старик темле пӗр чиркӳ ҫывӑхӗнчи пӗчӗк йывӑҫ пахчи еннелле пӑрӑнчӗҫ. Унтан тенкел ҫине ларчӗҫ те пирус чӗртсе ячӗҫ.

Эпӗ фанертан тунӑ икӗ киоск хушшинчи пушӑ ещӗксем ҫине хӑвӑрт кӑна вырнаҫрӑм. Кирлӗ пек выдержка лартрӑм. Чӑнк! Пулчӗ! Шӑп вӑхӑтра ӗлкӗртӗм, мӗншӗн тесен тепӗр ҫекундранах такамӑн сарлака ҫурӑмӗ куккапа Якова манран хупӑрласа лартрӗ.

Шанчӑклӑрах пултӑр тесен эпӗ кассетӑна улӑштартӑм, каллех тӗллерӗм. Акӑ куккапа Яков старик ура ҫине тӑчӗҫ. Хатӗрленӗр! Чӑнк!

Анчах манӑн алӑ сиксе илчӗ, ҫавӑнпа иккӗмӗш ӳкерчӗк пӑсӑлчӗ пулмалла, тесе шутларӑм, мӗншӗн тесен сарлака хулпуҫҫиллӗ ҫын ҫаврӑнчӗ те эпӗ, тӗлӗнсех кайрӑм, вӑл ҫын мана Юрка паллаштарнӑ артист, Шаляпин тӑванӗ иккен, мана вӑл Сокольникире сӑра ӗҫтернӗччӗ.

Тепӗр чух пулсан эпӗ, тен, ҫакӑн пек тӗлӗнмелле тӗл-пулу пирки шухӑша кайнӑ пулӑттӑм, анчах халӗ манӑн ерҫӳ пулмарӗ. Эпӗ часрах трамвай ҫине сиксе лартӑм та каҫчен кукка валли кӗтмен парне хатӗрлеме ӗлкӗрес ӗмӗтпе киле вӗҫтертӗм.

Ваннӑйра эпӗ ӑнсӑртран хӗрлӗ лампочкӑна ҫӗмӗрсе пӑрахрӑм. Вара, пӑтраштарса ярас мар тесе, ӳкерчӗкпе кассетӑсене иккӗшне те Валентина ещӗкӗ ӑшне чиксе хурсан, ҫӗнӗ лампочка илме магазина чупрӑм. Анчах эпӗ таврӑннӑ ҫӗре кукка та килте.

Вӑл мана хӑй патне хаяррӑн чӗнсе илчӗ. Пӗр аллине вӑл уҫҫӑн ҫӗмӗрӗлнӗ ункине тытнӑ, тепринпе мана ещӗкрен курӑнса тӑракан тимӗр хуҫӑкӗ ҫине кӑтартрӗ.

— Итле, тусӑмҫӑм, — терӗ вӑл ман ҫине тӳррӗн пӑхса. — Эпӗ ҫак япалана чӳрече ани ҫинче тупрӑм, анчах эпӗ пӗррехинче ак ҫак ещӗкрен тухса тӑракан тимӗртен ҫакланса брюкине ҫурса пӑрахрӑм та шухӑша кайрӑм. Ункӑна ун ҫумне тытса пӑхрӑм. Мӗн пулса тухать-ха вара?..

Пӗтӗмпех пӗтрӗ! Эпӗ темскер ӑнлантарса пама, мӑкӑртатма, хама тӳрре кӑларма тытӑнтӑм, анчах пӑтрашса кайрӑм та, юлашкинчен, куҫҫулӗпех макӑра-макӑра, куккана пӗтӗмпех тӗрӗссине каласа патӑм.

Кукка питӗ хаяр та тӗксӗм сӑнлӑччӗ. Вӑл нумайччен: «Из-за леса, из-за гор ехал дедушка Егор» юрра шӑхӑркаласа пӳлӗм тӑрӑх калле-малле ҫӳрерӗ.

Юлашкинчен вӑл сӑмсине шӑнкартрӗ, ӳсӗрсе илчӗ те чӳрече умне ларчӗ.

— Вӑхӑт! — терӗ кукка кичеммӗн. — Йывӑррӑн ӳкӗнмелле вӑхӑт! Темӗн тӗрлӗ пӑтрав! Ман вырӑнта тепри кун пирки ҫав самантрах милицие пӗлтернӗ пулӗччӗ. Сана, мошеннике, тытса каятчӗҫ, арестлетчӗҫ те колоние яратчӗҫ. Манӑн йӑмӑк Валентина та — вӑл халӗ ӗнтӗ саншӑн амаҫури аннӳ те мар — ҫавӑн пек путсӗр ачаран хӑрасах пӑрӑнса кайнӑ пулӗччӗ. Анчах эпӗ ырӑ кӑмӑллӑ! Эпӗ эс ӳкӗннине, эсӗ айван иккенне куратӑп та, эпӗ сан пирки никама та каласа памастӑп. Шел — турӑ ҫук, ҫавӑнпа та санӑн, тунката, хӑвӑн тӗлейне, кукку ҫакӑн пек ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑшӑн никама та тав тумалли ҫук.

Кукка мана мошенник тесе те, тунката тесе те ятларӗ пулин те, эпӗ ӑна куҫҫулӗпех хӗрӳллӗн тав турӑм та, мӗн виличченех итлетӗп, юратса пурӑнатӑп тесе тупа турӑм. Эпӗ ӑна ыталама тӑтӑм, анчах вӑл мана тӗксе ячӗ те юнашар пӳлӗмре сухал хыракан старик Якова вӑйпах илсе тухрӗ.

— Ҫук, эсӗ итле-ха, старик Яков! — кӑшкӑрать кукка кушак аҫин пек ҫаврака куҫӗсене ялкӑштарса. — Мӗнешкел ҫамрӑксем пулса кайрӗҫ ку чухне! — Ҫакна каласан, вӑл мана ҫанӑран тытса хӑй патне туртса илчӗ. — Пӑх-ха эсӗ, мошенник, ҫак ҫыннӑн диагональрен ҫӗленӗ куртки ҫине! Ҫыннине ватӑ теместӗп, анчах вӑл ҫапӑҫусенче ватӑлнӑ. Мӗн куратӑн-ха эсӗ ун ҫинче?.. Аха, эсӗ куҫусене мӑчлаттарма тытӑнтӑн, эсӗ чӗтретӗн! Мӗншӗн тесен ҫав диагональрен ҫӗленӗ гимнастерка ҫинче Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗ ялкӑшать. Кала ӑна, Яков, тӳррӗн, куҫран пӑхса: тӗрмесен подвалӗсенче ларнӑ чух е тупӑсем кӗрленӗ вӑхӑтра тата тӗнчипе паллӑ ҫапӑҫусен сӑрчӗсемпе хирӗсенче эсӗ ҫакӑн пек маттурсем питӗрсе хунӑ ещӗксене ухтарассишӗн тата вӗсен ӑпӑр-тапӑр пухакансене ют ҫын горжеткисене сутассишӗн ҫапӑҫатӑп, тесе шутланӑ-и?

Старик Яков супӑньленӗ тата хырса пӗтермен питҫӑмартипех тӑрса, пуҫне хаяррӑн пӑркаларӗ. Ҫук, ҫук! Тӗрмесенче те, сӑртсем ҫинче те, тӳрем хирсенче те вӑл кун ҫинчен пачах та шутламан.

Ҫав вӑхӑтра алӑк патӗнчи шӑнкӑрав сасси илтӗнсе кайрӗ те, дворник Николай алӑка уҫса куккана кунта пурӑнни ҫинчен ҫырӑнмалли хут листисем пачӗ.

— Кай та ӳлӗмрен асту! — ирӗке ячӗ мана кукка. — Куратӑп, санӑн аллу чӗтрет, старик Яков, эсӗ те вӑл юсанасса шанма пултаратӑн. Эпӗ пӗлетӗп вӗт, сана йывӑр, эсӗ идеалист тата романтик. Атя леш пӳлӗме, эпӗ сан сухална хам хырса пӗтеретӗп.

Вӗсем унта нумайччен тем ҫинчен канашларӗҫ. Юлашкинчен, кукка тухрӗ те, мана паян вӗсем старик Яковпа иккӗшӗ кунтан тухса каясси ҫинчен, отпуск пӗтиччен вӗсен тӗнче тӑрӑх ҫӳрес, хальхи вӑхӑтра тӑван ҫӗршыв мӗнле пурӑннине, мӗнле сывланине курма кӑмӑл пурри ҫинчен каларӗ.

Унтан кукка чарӑнса тӑчӗ, ман ҫине ҫиллессӗн пӑхса илчӗ те — килте пулса иртнисем хыҫҫӑн унӑн чӗри лӑпкӑ марри пирки хушса хучӗ.

— Сана яланах пӑхса тӑрас пулать, — терӗ кукка. — Сана хытӑ та ҫирӗп алӑ кӑна тытса усрама пултарать. Эсӗ манпа пӗрле пыратӑн, хӑвна мӗн хушаҫҫӗ — ҫавсене пурне те тӑватӑн. Анчах асту, эсӗ пӗрре те пулин мана хирӗҫ пыма тӑрсан, эпӗ сана поезд пирвайхи хут чарӑнсанах кӑларса ывӑтатӑп, вара санӑн путсӗр пуҫу ҫинче тискер кайӑксем явӑнччӑр!

Манӑн урасем чӗтреме тытӑнчӗҫ, чӗлхе ҫыхланса ларчӗ, вара эпӗ кӗтмен ҫӗртен ҫакӑн пек виҫесӗр пысӑк телей килсе тухнипе ӳлесех ятӑм.

«Мӗнле кайӑксем? Кам кӑларса ывӑтать мана? — шухӑшларӑм эпӗ. — Ҫакнашкал ырӑ кӑмӑллӑ кукка кӑларса ывӑтать пулать! Итлессе эпӗ ӑна ҫав тери итлетӗп ӗнтӗ… акӑ, халех вӑл мана кӑмака труби витӗр ҫурт тӑррине тухма хуштӑр, эпӗ ним шухӑшласа тӑмасӑрах, савӑнсах тухнӑ пулӑттӑм».

Кукка мана каҫчен хатӗрленсе ҫитме хушрӗ те ҫавӑнтах Яковпа пӗрле тухса кайрӗ.

Эпӗ хатӗрленме тытӑнтӑм. Кӗпе-йӗм, алшӑлли, супӑнь тупса кӑлартӑм та хамӑн ҫиелти тумтире пӑхса тӗрӗслерӗм. Манӑн брюки кивелсе якалнӑччӗ ӗнтӗ, унта та кунта ҫу ҫыпӑҫса пӗтнӗччӗ, вӗсене бензинпа тасатма хӑтланса кухньӑра эпӗ нумайччен тӑрмашрӑм. Кӗпине эпӗ кӑвакрах тӗслине илтӗм. Вӑл мана тӑвӑртарахчӗ, анчах вӑл ҫул ҫинче вараланмасть. Хӑрах пушмакӗн кӗли чалӑшса кайнӑччӗ, ҫавӑнпа та, танлаштарас тесе, эпӗ тепӗр пушмакӗн кӗллине хыпкӑчпа туртса кӑлартӑм, унтан пӑтисене мӑлатукпа ҫапса кӗртрӗм те пушмакӗсене ваксӑпа тасатрӑм.

Манӑн тата кепка пирки инкек килсе тухрӗ. Пурте пӗлеҫҫӗ — арҫын ачасенне ҫӗнӗ кепка сайра курма пулать.

Кепкӑна сапурсем ҫине, ҫуртсем тӑррине ывӑтаҫҫӗ, тавлашнӑ чух ӑна ҫӗре ҫавӑрса ҫапаҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне, ӑна час-часах футбол мечӗкӗ вырӑнне тапма тивет. Манӑн кепка ҫинче шӑтӑк пурччӗ, ӑна эпӗ вӗренекенсем ирттернӗ Май уявӗнче кӑвайт умӗнче ҫунтарса шӑтарнӑччӗ. Подкладки тӗрӗс-тӗкел юлнӑ пулсан, вӑл шӑтӑка чернилпа сӑрласа палӑрми тума пулатчӗ. Анчах унӑн подкладки ҫук, хамӑн ӗнсене чернилпа сӗрме кӑмӑл пулмарӗ манӑн.

Вара эпӗ ҫапла тума шут турӑм: хама яланах шӑрӑх пулнӑ пек кӑнтӑрла кепкӑна алӑра тытса ҫӳретӗп — каҫхине шӑтӑкпа та юрать, вӑл палӑрмасть.

Эпӗ ҫавӑн пек хатӗрленсе ҫитрӗм кӑна — куккапа Яков таврӑнчӗҫ те. Вӗсем вӗр-ҫӗнӗ чемодан, темле ҫыхӑсем тата хура сӑран портфель илсе килчӗҫ. Портфельне кукка ҫавӑнтах урайне пӑрахрӗ те хуллен урипе таптама тытӑнчӗ.

Манран скипидар, вакса, бензин шӑрши кӗчӗ. Эпӗ ҫӑвара карса пӑхса тӑтӑм; мана хамӑн кукка ӑсран кӑштах тайӑлнӑ пек туйӑнма пуҫларӗ. Анчах унтан кукка портфеле ҫӗклерӗ, хуллен кулса илчӗ, сӑмсипе сывлӑша шалалла туртрӗ, ман ҫине пӑхрӗ те эп тӑрӑшнисене тӳрех хакларӗ.

— Мухтатӑп, — терӗ вӑл. — Санран краҫҫын пичкинчен шӑрш кӗнӗ пекех шӑрш перет пулин те, ӗҫе вӑхӑтра тунине юрататӑп. Халӗ ӗнтӗ хӑвӑн пур ӑпӑр-тапӑрна хывса пӑрах, мӗншӗн тесен ку тумтирпе эсӗ мана чиркӳре юрлакана аса илтеретӗн, — унтан вара ак ҫакна тӑхӑн.

Вӑл мана ҫыхӑ тӑсса пачӗ.

Ҫав ҫыхӑра чӗркуҫҫи таран кӗске, хурарах симӗс йӗм, ҫавӑн пекех капӑр, нумай кӗсьеллӗ куртка, сарӑ сандали, ҫутӑ пряжкӑллӑ пионер галстукӗ, летчиксенни пек чалӑш пилотка тата пысӑках мар, сӑрантан ҫӗленӗ ҫурӑм хыҫне ҫакмалли хутаҫ пачӗ.

Ҫак пӗтӗм пурлӑха чӗтрекен алӑсемпе ҫавӑрса тытрӑм та улӑштарса тӑхӑнма тухса вӑркӑнтӑм. Эпӗ каялла таврӑнсан, кукка аллисемпе хире-хирӗҫ ҫапса илчӗ.

— Чкалов! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл. — Молоков! Владимир Коккинаки! Орденсем кӑна ҫитмеҫҫӗ — пӗр орден, иккӗ, вуниккӗ! Пӑх-ха эсӗ, старик Яков, мӗнлерех ҫамрӑксем ӳсеҫҫӗ пирӗн! Эх, эх, инҫете каяҫҫӗ ӑмӑрткайӑк чӗпписем! Эсӗ ан хуйхӑр, старик Яков! Санӑн юн тумламӗ те ахалех тӑкӑнман курӑнать.

Часах эпир тухса кайма хатӗрленсе ҫитрӗмӗр. Хваттер уҫҫине эпӗ управдома патӑм, кушак ҫурине дворник арӑмӗ патне леҫрӗм.

Николай тете дворникпе тата водопроводчик Микешкинпа сывпуллашрӑм; Микешкин ман ҫине ырӑ та ыйхӑланӑ пек курӑнакан куҫӗсемпе пӑхса, пӗр ывӑҫ хӗвелҫаврӑнӑш пачӗ.

Эпӗ хапха умӗнче чарӑнса тӑтӑм. Акӑ ӗнтӗ Метрострой шахти умӗнчи, ҫӗрле пирӗн пӳрте ҫутатса тӑракан хунара ҫутса ячӗҫ. Авӑ тата, трубапа юнашар, пирӗн хваттерӗн виҫӗ чӳречи; ӗлӗк атте пӳлӗмӗ пулнӑ, иртнӗ вӑхӑтсенче эпир Нинӑпа нумайччен вылянӑ пӳлӗмӗн тусанлӑ чӳречи ҫинче анма пуҫланӑ хӗвел ҫути вылять. Сыв пулӑр! Унта халӗ пурӗпӗр пушӑ, никам та ҫук.

Васканипе эпӗ Валентина ещӗкӗнче хам усӑ курнӑ икӗ кассетӑна манса хӑварнӑ, анчах ку мана халь кӳрентермерӗ.

Эпир площаде тухрӑмӑр. Кунта кукка таксисем тӑракан вырӑна кайрӗ те шоферпа нумайччен тавлашрӗ.

Юлашкинчен вӑл пире хӑй патне чӗнчӗ. Эпир лартӑмӑр та тапранса кайрӑмӑр.

Эпӗ хамӑр пӗр-пӗр вокзала ҫитиччен ҫеҫ каятпӑр пулӗ тесе шутланӑччӗ. Анчах эпир тахҫанах ӗнтӗ хула хӗррине тухрӑмӑр, хула тавра ҫаврӑнакан чугун ҫул кӗперӗ айӗпе иртсе кайрӑмӑр. Поселоксем пӗрин хыҫҫӑн тепри вӗлтлетме тытӑнчӗҫ, унтан вӗсем те хыҫа тӑрса юлчӗҫ. Машина ҫаплах малтан мала ыткӑнса пычӗ те пире таҫта питӗ инҫете илсе кайрӗ.

Тӑхӑрвунӑ километр кайсан, ҫӗрле Курск ҫулӗ ҫинчи Серпухов хулине ҫитрӗмӗр.

Тӗттӗмре эпир садсем хушшинчи пысӑках мар ҫурт патне пырса тӑтӑмӑр. Ун тӑрринче кушаксем выляса, ҫухӑрашса чупатчӗҫ.

Кукка мана ҫак ҫуртра хӑйӗн питӗ ҫывӑх юлташӗ пурӑнать, терӗ пулин те, эпир кунта килнӗшӗн никам хӗпӗртенине те курмарӑм.

Тепӗр тесен, унтан тӗлӗнмелли нимех те ҫук.

Ҫавӑн пекех, тӑватӑ ҫул каялла пирӗн килхушшинчен манӑн тусӑм Васька Быков тухса кайрӗ. Нумаях пулмасть эпир унпа тӗл пултӑмӑр та… Ун ҫинчен, кун ҫинчен калаҫкаларӑмӑр — сӑмах та пӗтрӗ! Пӗр-пӗрин умӗнче хамӑрӑн хуҫмалла ҫӗҫӗсемпе ҫеҫ мухтанса илтӗмӗр. Манӑн ҫӗҫӗ — чалӑш, пӑшатанлӑ, унӑн — тӳрӗ, штопорлӑ. Унтан пӗрер ириска ҫирӗмӗр те уйрӑлса кайрӑмӑр.

Пур туслӑх та ӗмӗрлӗх пымасть пулмалла ҫав!

Серпуховра эпир икӗ талӑк пурӑнтӑмӑр та, эпӗ тӑван ҫӗршыва курса ҫӳресшӗн пулнӑ кукка хамӑр пурӑнакан ҫурт ҫумӗнчи пӗчӗк садран ниҫта та тухманнинчен тӗлӗнтӗм.

Темиҫе хутчен эпӗ хаҫатсем илме чупса кайса килтӗм, ытти вӑхӑтра пӗрмаях курӑк ҫинче йӑваланса выртса кивӗ «Нива» журнала вуларӑм. Ман умра патшасен, императорсен, вырӑссен тата ытти халӑхсен генералӗсен портречӗсем вӗлтлетсе иртрӗҫ. Темле ытла та ҫаврӑнӑҫуллӑ палачсем чалӑш та кӗске хӗҫӗсемпе тыткӑна лекнӗ Китай ҫыннисен пуҫӗсене касаҫҫӗ. Лешсем вара, чӑнах та ҫапла тума кирлӗ пулнӑ пек, чӗркуҫҫисем ҫинче ним хускалмасӑр, шӑппӑн тӑраҫҫӗ. Вӗсенчен хӑшӗ те пулин малалла ыткӑнма, палачсене мӗн те пулин кӑшкӑрма е вӗсем ҫине сурма пикенни те палӑрмасть.

Эпӗ кун ҫинчен куккапа калаҫса пӑхма кайрӑм. Кукка хӑй халь ҫеҫ почтальонран илнӗ телеграммӑна вулатчӗ те — кӑмӑллӑччӗ. Вӑл манран ҫӗтӗлсе пӗтнӗ «Нивӑна» илчӗ те мана: эсӗ ҫамрӑк-ха, санӑн пурнӑҫ ҫинчен шухӑшламалла, вилӗм ҫинчен мар, терӗ. Кунсӑр пуҫне, ҫакӑн пек ӳкерчӗксене пӑхсан ҫӗрле усал тӗлӗк ҫыхланма пултарать, терӗ.

Эпӗ кулса ятӑм та хамӑр малалла ӑҫта та пулин час каятпӑр-и, тесе ыйтрӑм.

— Час каятпӑр, — ответлерӗ кукка. — Тепӗр сехетрен вокзала каятпӑр.

Вал аллине тӑсса гитара тытрӗ, ман ҫине чеен пӑхса илчӗ те, хӗлӗхсене ҫапса ярса, ҫакӑн пек юрӑ юрласа пачӗ:

Часах ак сӑваплӑ каҫ та ҫитӗ,
Тӳпене ҫутатӗ ҫутӑ Уйӑх,
Ун ҫутипе вара ҫывӑрса кайӗ
Сӑваплӑ та чаплӑ пирӗн ҫӗршыв.

Пур ҫын та телейлӗ кулса ҫывӑраҫҫӗ,
Утиалпа витӗнсе пуҫӗпе,
Эпир ҫеҫ тусанлӑ ҫул тӑрӑх
Шурӑпуҫ ҫитиччен ҫывӑрмасӑр утатпӑр.

— Трам-там-там! — Вӑл гитара хӗлӗхӗсене ывҫипе пусса хучӗ те тулли кӑмӑлпа кулса ячӗ. — Мӗнле, юрӑ лайӑх-и? Ҫапла ҫав! Анчах ӑна кам ҫырнӑ? Пушкин-и? Шекспир-и? Анна Каренина-и? Асту, ҫапла пулмасӑр! Эпӗ хам ҫырнӑ ӑна. Анчах эсӗ, тӑванӑм, санӑн кукку ӗмӗр тӑршшӗпех хӗҫпе сулнӑ та шпорсемпе чӑнкӑртаттарнӑ, тесе шутланӑ пулӗ-ха. Ҫук, эсӗ ху ҫырса пӑх-ха! Ку вӑл амаҫури аннӳн ещӗкне укҫа илме кӗрсе каясси мар ҫав. Мӗншӗн аяккалла пӑрӑнса тӑтӑн эсӗ? Эпӗ сана юратса калатӑп. Эпӗ сана юратман пулсан, эсӗ тахҫанах исправдомра ларнӑ пулӑттӑн. Анчах эсӗ авӑ ӑҫта ларатӑн: таврара ырӑ шӑршӑ, ҫутҫанталӑк. Авӑ, старик Яков пуҫне чӳречерен кӑларнӑ та инҫетри илемлӗ вырӑнсене пӑхать. Аллине чечек тытнӑ пулас. Роза! Ах, ҫамрӑк ӗмӗтлӗ старик.

— Вӑл илемлӗ инҫете пӑхмасть, — салхуллӑн ответлерӗм эпӗ. — Вӑл питҫӑмартисене супӑньленӗ, аллинче унӑн — помазок, вӑл хӑйӗн лартнӑ шӑлӗсене хунӑ стаканне чӳречерен ӳкернӗ пулмалла.

— Турӑҫӑм, епле хурлӑх! — кӑшкӑрса ячӗ кукка. — Апла пулсан, чуп часрах, чунсӑр ашак, ӑна пулӑшма, тата кала ӑна, васкатӑр вӑл.

Тепӗр сехетрен эпир вокзала ҫитрӗмӗр. Кукка хаваслӑччӗ, пуриншӗн те тӑрӑшрӗ. Старик Яков чул пусма картлашкисем тӑрӑх утса хӑпарнӑ чух кукка ӑна аллинчен тытса пулӑшса пычӗ, хыттӑн калаҫса канашсем пачӗ:

— Ан васка, старик Яков! Санӑн чӗрӳ питӗ ырӑ, анчах санӑн чӗрӳ сывӑ мар. Ҫапла. Ҫапла! Тем каласассӑн та — авалхи сурансем хӑйсем пуррине систереҫҫӗ, анчах пурнӑҫӗ хӗрхенӳсӗр. Акӑ, сӗтел пур. Вырӑнсене пурне те йышӑннӑ. Тӑхта-ха пӑртак, старик, пӑхкалам — кам та пулин ватӑ ветерана вырӑн парасшӑн пулӗ тен.

Хура ҫивӗтлӗ хӗр хӑйӗн япала ҫыххине илчӗ те ура ҫине тӑчӗ. Ҫамрӑк лейтенант аллинчи хаҫатне чӑштӑртаттарса аяккарах сиксе ларчӗ. Ҫаврӑнӑҫуллӑ официант куккана тепӗр пукан лартса пачӗ, эпӗ япаласем ҫине лартӑм.

Часах носильщик пычӗ те ҫемҫе вырӑнсем пӗрре те ҫук, тесе пӗлтерчӗ. Анчах куккана ку пӗртте кӳрентермерӗ, вӑл хытӑ вырӑнсем илме хушрӗ.

Чӳрече кантӑкӗсем чӗтренсе илчӗҫ, поезд ҫитсе тӑчӗ. Эпир платформа ҫине тухрӑмӑр. Ҫакӑнта вара, халӑх калле-малле кумнӑ ҫӗрте, ман тӗлпе халлех Сокольникири артистӑн палланӑ сӑнӗ вӗлтлетсе иртрӗ. Халӗ вӑл пенсне ҫемҫе шлепке тӑхӑннӑччӗ, хулпуҫҫи ҫине кӑвак плащ уртса янӑ; вӑл куккаран темскер ыйтрӗ — буфет ӑҫтине пулас, унтан, ӑна тав туса, халӑх хушшинче ҫухалчӗ. Эпир вырнаҫса лартӑмӑр кӑна — чан сасси илтӗнчӗ, пӑравус кӑшкӑртрӗ те — поезд тапранса кайрӗ.

Эпӗ чӳрече умӗнче тӑрса, пурнӑҫра пӗр пек ҫынсем сахал марри ҫинчен шухӑшланӑ вӑхӑтра, кукка вагон-ресторана кайса килме те ӗлкӗрнӗ иккен. Хамӑр вагона таврӑннӑ чух вӑл пысӑк апельсин илсе килсе ӑна старик Якова пачӗ. Яков вӑл вӑхӑтра пуҫне пӗчӗк сӗтел ҫине хурса ларатчӗ.

— Ҫи ҫакна, Яков! — сӗнчӗ кукка. — Анчах мӗн пулчӗ-ха сана? Эсӗ шурса кайнине куратӑп. Сывмарлантӑн-и-мӗн?

— Иртсе каять! — питне пӗркелентерсе йынӑшса илчӗ Яков. — Паллах, силлет, лӑкать, анчах эпӗ тӳсетӗп!

— Вӑл тӳсет! — тӗлӗннӗ пек кӑшкӑрса ячӗ кукка. — Вӑл, хӑй пурнӑҫӗнче тепри виҫӗ пурнӑҫ тӑршшинче тӳссе ирттерме пултарайманнине тӳссе ирттернӗ ҫын! Ҫук, ҫук! Кун пек юрамасть. Эпӗ халех поезд начальникне чӗнетӗп те, вӑл этем чӗриллӗ ҫын пулсан, сан валли ҫемҫе вырӑн тупса паратех.

— Сирӗн чӳрече патне ларасчӗ те пуҫ ҫине мӗнле те пулин йӗпе япала хурасчӗ. Акӑ салфетка пур, акӑ сивӗ шыв — сӗнчӗ ӑна хирӗҫ ларакан карчӑк. — Сирӗн вара, ҫамрӑк ҫын, сахалтарах туртасчӗ, — терӗ вӑл ҫӳлти сак ҫинче выртакан каччӑна. — Сирӗн табак тӗтӗмӗпе сывӑ ҫын та хӑсса яма пултарать.

Ҫаврака питлӗ каччӑ кӑмӑлсӑрланчӗ, аялалла пӑхса илчӗ, анчах орденлӑ ватӑрах ҫын ларнине курсан, именнӗ пек пулчӗ те пирусне сӳнтерсе пӑрахрӗ.

— Тавтапуҫ сире, ырӑ кӑмӑллӑ карчӑк, — терӗ кукка. — Пӗлместӗп, сирӗн упӑшкӑрсемпе шӑллӑрсем тӗрмесемпе каторгӑсенче ларнӑ-и, ларман-и, анчах сирӗн чӗре питӗ ырӑ. Эй, проводник юлташ! Ман пата поезд начальникне чӗнӗр-ха, анчах малтан ҫак чӳречене уҫӑр, ӑна стена ҫумне ҫичӗ дюймлӑ пӑтасемпех ҫапса лартнӑ пек туйӑнать мана.

— Эсӗ хуллентерех шӑл-ха, тӑванӑм, — сӑмах тӗксе илчӗ проводника сухаллӑ арҫын. — Куратӑн пулӗ вӗт, ҫыннӑн чунӗ тусана йышӑнмасть.

Часах пирӗн пур кӳршӗсем те старик Якова хӗрхенме тытӑнчӗҫ, вара коридора тухсан, хуллен калаҫрӗҫ: акӑ ӗнтӗ, ҫын ӗлӗк халӑхшӑн асап курнӑ, анчах халӗ чирлет, асапланать. Эпӗ хам, тӳррипе каласан, старик Яков вилсе каясран хӑрарӑм, мӗншӗн тесен, ун пек пулсассӑн, эпир хамӑр мӗн тӑвассине пӗлмерӗм.

Эпӗ коридора тухрӑм та ҫакӑн ҫинчен куккана каласа патӑм.

— Тур ҫырлахтӑрах! — мӑкӑртатса илчӗ карчӑк. — Чӑнах та ҫавӑн пекех начар-ши вара вӑл?

— Мӗн пулнӑ унта? — тесе ыйтрӗ коридорпа иртсе пыракан пӗр хӗрарӑм.

— Ав ҫав купере ҫын вилет, теҫҫӗ, — хапӑл тусах ӑнлантарса пачӗ ӑна сухаллӑ арҫын. — Ҫавӑн пек вӗт вӑл, пурӑнатӑн-пурӑнатӑн, анчах ӑҫта вилессине те пӗлместӗн.

— Антарса хӑварас пулатчӗ ӑна, — хуллен канаш пачӗ юнашар куперен пӗри. — Станцине телеграмма памалла, санитарсем носилкӑсемпе кӗтсе илччӗр. Вагонра ҫын вилни лайӑх-им вӑл. Кунта пирӗн хӗрарӑмсем, ачасем пур.

— Ӑҫта вилнӗ ҫын? Хӑш купере вилнӗ ҫын?

Калаҫу кӗтмен ҫӗртен пирӗншӗн аван мар еннелле ҫаврӑнса кайрӗ. Кукка мана ҫурӑмран чышкипе тӗртсе илчӗ те, хыттӑн кулса ярса, сак ҫинче выртакан старик Яков патне пычӗ.

— Ха-ха! Вӑл вилет! Илтетӗн-и, старик Яков? — ӑна ура кӗлинчен туртса ыйтрӗ вӑл. — Вӗсем эсӗ вилетӗн, теҫҫӗ. Ҫук, ҫук! Юман ҫирӗп-ха. Ӑна тӗрме те, казематсем те хуҫайман. Силленсе пынипе тата вентиляци начар пулнипе чӗре кӑштах ыратнӑ те хуҫса пӑрахас ҫук ӑна. Эхе! Акӑ, вӑл тӑрать те ӗнтӗ. Акӑ, ҫемҫен кулса та илчӗ. Ну, пӑхӑр ӗнтӗ. Вилекен ҫын асапланса кулни-им ҫакӑ? Ҫук! Ку вӑл хаваслӑ та тулли кӑмӑллӑ пурнӑҫ кулни. Аха, акӑ поезд начальникӗ килет! Паллах, вӑл кулать, тетӗп эпӗ. Анчах унӑн кӗрешӳре асапланса пӗтнӗ организмне шута илсен, ҫакӑн пек силленсе пыракан вагонра кулни вырӑнлах та мар пулӗ.

Поезд начальникӗ, кунта мӗн пулса иртнине пӗлсен, ҫапла каларӗ:

— Старик партизан-орденоносеца кунта чӑнах та канлӗ маррине куратӑп эпӗ. Анчах сирӗн телее, халӗ Серпуховра ҫемҫе вагонри пиллӗкмӗш куперен пӗр пассажир те вӑхӑт ҫитиччен анса юлнӑ, те поездран юлнӑ. Эсир проводника укҫа парӑр, вӑл сире ҫитес станцире черетсӗрех билет илсе парӗ.

Поезд начальникӗ пуҫ тайрӗ те тухса кайрӗ. Унпа пурте кӑмӑллӑ пулса юлчӗҫ. Пурте йӗркеллӗ калаҫакан, пассажирсемшӗн тӑрӑшакан начальнике мухтарӗҫ. Хӑй ҫав тери ҫамрӑк, анчах хӑйне епле кӑмӑллӑ тыткалать, терӗҫ. Нумай та пулмасть вӗт-ха — ҫынсем пачах урӑхлаччӗ: ҫынна пулӑшма е уншӑн тӑрӑшма мар, санпа калаҫма та кӑмӑл тумастчӗҫ.

Пурнӑҫ йӗркеллӗ чухне ҫынсем те пурте лайӑх ҫав. Ҫынсем ырӑ кӑмӑллӑ, пӗр-пӗринпе хутшӑнакан пулса тӑраҫҫӗ. Пӗр-пӗрне чейник, ҫӗҫӗ, тӑвар сӗнеҫҫӗ. Ют ҫын журналӗсене, хаҫачӗсене вулама илеҫҫӗ, кам ӑҫта кайни ҫинчен, унта вӑл е ку япала мӗн хак тӑни ҫинчен ыйтса пӗлеҫҫӗ.

Старик Яков пӗтӗмпех сывалса ҫитрӗ. Вӑл чей ӗҫрӗ, колбасипе икӗ булка ҫирӗ.

Ҫавӑн хыҫҫӑн вара кӳршӗсем унран пурнӑҫӗнче мӗн-мӗн курса-тӳссе ирттерни ҫинчен каласа пама ыйтрӗҫ…

Хӑй ҫине ҫав тери ӑшшӑн пӑхакан, хӑйӗншӗн тӑрӑшакан ҫынсем ыйтнине тивӗҫтермесӗр тӑма аван мар пулчӗ, ҫавӑнпа та старик Яков кукка ҫине пӑхса илчӗ.

— Ҫук, ҫук, вӑл каласа памасть, — хыттӑн ӑнлантарчӗ кукка. — Вӑл ытла та сӑпайлӑ та именчӗк ҫын. Ҫапла, ҫапла! Эсӗ сӑпайлӑ, тусӑм Яков. Эсӗ ан ҫиллен эпӗ сана ҫакна аса илтернӗшӗн: ҫав ылханлӑ сӑпайлӑхна пула эсӗ пӗр пысӑках мар автономилле республикӑра халӑх комиссарӗн заместителӗ вырӑнне йышӑнма килӗшмерӗн.

— Итлӗр-ха! Эсир шӳт тӑватӑр вӗт? — хӑюсӑртарах ыйтрӗ ҫӳлти сак ҫинче выртакан ҫаврака питлӗ каччӑ. — Ун пек пулма пултараймасть вӗт-ха.

— Тӗрлӗрен пулать, — хастарлӑн ответлерӗ те кукка, малалла калама тытӑнчӗ:  — Анчах сӑпайлӑх, шел пулин те, яланах ырӑ пулмасть. Пирӗн ӗҫсем, эпир тунисем час-часах истори валли юлаҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах вӗсем пирӗн телейлӗ, анчах шел пулин те — питех ҫине тӑман ҫамрӑксене хавхалантармалла. Ҫавӑнпа та, вӑл каласа памасть пулсан, уншӑн эпӗ хам каласа паратӑп.

Ҫакӑн хыҫҫӑн кукка, таврара ларакан ҫынсене пурне те пӑхса ҫаврӑнчӗ те, кам та пулин ӗлӗкхи вӑхӑтра е хальхи саманара та пулин Харьковра центральнӑй тӗрмере ларса курнипе курманни ҫинчен ыйтрӗ.

Ҫук, ҫук! Ӗлӗкхи вӑхӑтра та, халӗ те унта никам та ларман иккен.

— Ну, апла пулсан, эсир Харьковри тӗрме мӗн иккенне пӗлместӗр, — тесе пуҫларӗ кукка хӑйӗн калавне.

Хӑрушла тӗксӗм пысӑк купа пек курӑнса тӑнӑ вӑл Сулхӑн сӑрт ҫинче. Ҫук, каҫарӑр, ӑна Сивӗ сӑрт тенӗ. Ҫав сӑрт тавра самодержави ури таптаса лапчӑтнӑ хӑюсӑр обывательсен лутра кӑна ҫурчӗсем сапаланнӑ. Кичем пулнӑ хупса лартнӑ ҫынна ҫирӗм ҫиччӗмӗш номерлӗ тӗксӗм камерӑра ларма. Чӳречерен ҫул курӑннӑ, ун тӑрӑх грузовиксем чупнӑ, служащисем ӗҫе кайнӑ. Суту-илӳ тӑвакан спекулянткӑсем, хаваслӑн ахӑлтатса, пасара пахча ҫимӗҫӗсем тултарнӑ корзинкӑсем, ашпа, риспа тата купӑстапа пӗҫернӗ кукӑльсем хурса тултарнӑ ывӑссем ҫӗклесе кайнӑ. Тӗрмере ларакан ҫын, хӑвӑрах пӗлетӗр, пӗтӗмпе те ултҫӗр грамм ҫеҫ илнӗ, урӑхла каласан, вӑл пӗр кӗренке те ҫурӑ пулать. Кунсӑр пуҫне, вӑл ирӗке тухасшӑн ҫуннӑ.

«Ирӗке кӑларӑр мана! — хыттӑн кӑшкӑрнӑ вара тӗрмери ҫын хӑй ӑшӗнче.

— Ҫитӗ мана пӗр-пӗр патша туйӗ ячӗпе ун ҫемйинче ҫуралнӑ е патшана ларнӑ ятпа пулма пултаракан шанчӑксӑр амнистие кӗтсе, ал-урари сӑнчӑрсене чӑнкӑртаттарса, тӗрмере пурӑнма!»

Вара ҫав каҫхинех вӑрман ӗҫленӗ ҫӗртен таврӑннӑ чух, тӗрме ҫынни конвоира тӗртсе янӑ та вӑрманалла пантера пек тапса сикнӗ. Хыҫалтан ӑна пульӑсем хаяррӑн шӑхӑрса хӑваланӑ.

Анчах пурнӑҫ шӑпи юлашкинчен ҫак нумай асап тӳснӗ ҫын майлӑ пулса тӑнӑ. Вӑл утӑ капанӗ айӗнче ҫӗр каҫнӑ. Ирхине вара трактор кӗрленине илтнӗ те ӗҫлекен хресченсене курнӑ. Тӗрме ҫынни хӑйӗн тумтирӗпех пулнӑ пирки (тумланасса вӑл аван тумланнӑ), вӑл хӑйне ҫураки кампанине ирттерме килнӗ ответлӑ работник, тенӗ.

Вӑл ӗҫсем мӗнле пыни ҫинчен ыйтнӑ. Ун пек-кун пек кӑтартусем паркаланӑ. Унтан сӗт ӗҫнӗ, станцине ҫитме хӑй валли лашасем ыйтса илнӗ те куҫран ҫухалнӑ. Хӑвӑрах чухлатӑр ӗнтӗ, вӑл ылханлӑ патша йӗркин тискер пусмӑрӗнче асапланакан халӑхшӑн кӗрешме малалла кайнӑ…

Итлекенсем кулса ячӗҫ, анчах ҫавӑнтах, савӑт-сапасене кӗмсӗртеттерсе, алӑк патнелле ыткӑнчӗҫ, мӗншӗн тесен яланах йӳнӗ сӗт тата чӑх ашӗ нумай пулакан станцине чарӑнма хатӗрленсе поезд хулленрех чупма пуҫларӗ.

— Анчах та, итлӗр-ха, эсир ялан шӳт тӑватӑр, — кӳреннӗ пек каласа хучӗ ҫӳлти сак ҫинчи ҫаврака питлӗ каччӑ. — Кун пекки пачах та пулмасть вӗт.

— Ҫапла, эпӗ шӳт тӑватӑп, ҫамрӑк ҫын, — лӑпкӑн ответлерӗ кукка, ҫамкине тутӑрпа шӑлса илсе. — Шӳт туни пурнӑҫа илемлетет. Вӑл пулмасан, пурнӑҫ мӑка ӑслӑ ҫынсемпе хӑяккӑн выртакансемшӗн ҫеҫ ҫӑмӑл пулӗччӗ. Хе, тӗрӗс калатӑп-и эпӗ, ҫамрӑк йӗкӗт? — мана хулпуҫҫирен ҫапса илчӗ вӑл. — Авӑ, эпӗ тӗрӗс куратӑп пулсан, проводник билет илсе килет.

Кукка япаласене хураллама юлчӗ, эпӗ йывӑрах мар чемодана ҫӗклерӗм те старик Якова ҫемҫе вагона ӑсатма кайрӑм. Хӑй вӑл минтер пичӗпе чӗркенӗ портфель, алшӑлли, апельсин тата хаҫат йӑтса пычӗ.

Купере пӗтӗмпе те икӗ вырӑн кӑначчӗ. Аялта, сылтӑм енчи чӳрече патӗнче, чылай ватӑ ҫын ларать; ун умӗнче, сӗтел ҫинче, кӗнеке выртать, ҫурӑмӗ хыҫӗнче сӑрантан ҫӗленӗ полевой сумка тӑрать, юнашар, диван ҫинче, минтер йӑваланса выртать.

Эпир алӑка чӗриклеттерсен, вӑл пирӗн ҫине чалӑшшӑн пӑхса илчӗ. Анчах купене пӗр-пӗр тӑмсай мар, орденлӑ, хисепе тивӗҫлӗ старик кӗнине курсан, вӑл хӑйне саламланине хирӗҫ пуҫ тайса илчӗ те минтерне аяккарах шутарса хучӗ. Темле пассажир поездран юлнипе пушаннӑ ҫӳлти вырӑн чӑнах та пушӑччӗ. Ҫапах та старик Яков тӳрех ҫывӑрма хӑпарса выртасшӑн пулмарӗ, вӑл куҫлӑх тӑхӑнчӗ те хаҫат тытрӗ.

Анчах эпӗ лайӑх куртӑм — вӑл хаҫатне вуламарӗ, куҫ айӗпе пассажир ҫине шӑтарасла пӑхса ларчӗ.

Эпӗ ним тума пӗлмесӗр тӑркаларӑм, унтан старик Якова ырӑ каҫ сунтӑм.

Вара вӑл хытах мар ахлатса илчӗ те шӑппӑн, хаяр сасӑпа хушрӗ: куккуна кала, вӑл юрӑхсӑр хура грелка вырӑнне ахаллине, ҫул ҫинче илсе ҫӳремеллине, ҫурри таран шыв тултарса парса ятӑр, терӗ. Эпӗ тӗлӗнтӗм те тепӗр хут ыйтма пикентӗм, анчах старик Яков ответ парас вырӑнне мана чышка кӑтартрӗ. Кӳреннӗ тата кӑштах хӑранӑскер, эпӗ каялла таврӑнтӑм та старик ыйтнине куккана каласа патӑм.

Куккан сӑнӗ тӗксӗмленчӗ, вӑл такама хуллен вӑрҫса илчӗ, хӑйӗн сумкине уҫрӗ те, темӗнле тӗрке кӑларса, проводник патне шыв тултарма ҫавӑнтах тухрӗ пулас. Часах вӑл мана площадкӑна чӗнсе кӑларчӗ. Хӑй хаяррӑн пӑхать, ҫаврака куҫӗсем хӗсӗннӗ.

— Тыт, — терӗ вӑл, мана сарӑ пиртен ҫӗленӗ тата ҫӳлтен резина шнурпа ҫыхса лартнӑ пысӑках мар сумка тыттарса. — Ҫак грелкӑна тыт та леҫсе пар. Ӑнланатӑн-и? — Вӑл ман алла пӑчӑртарӗ. — Ӑнланатӑн-и? — терӗ кукка тепӗр хут. — Кай та, эпир иксӗмӗр ҫул ҫине тухас умӗн мӗн ҫинчен калаҫнине асту.

Куккан сасси шӑппӑн та хаяррӑн тухрӗ, халӗ вӑл кӗскен, ним кулмасӑр-тумасӑр, шӳтлемесӗр калаҫрӗ. Манӑн алӑ чӗтрерӗ. Кукка ӑна асӑрхарӗ, мана янахран лӑпкаса илчӗ те хуллен кӑна малалла тӗртрӗ.

— Кай, — терӗ вӑл, — хӑвна хушнӑ пек ту, вара пурте лайӑх пулӗ.

Эпӗ кайрӑм. Ҫул ҫинче сумкӑна хыпашласа пӑхрӑм: ун ӑшӗнче темскер нӑтӑртатса, лӑтӑртатса илчӗ; грелки сивӗччӗ, сӑрантан тунӑскер пулмалла, шыв вырӑнне унта хут тултарнӑ.

Эпӗ шаккарӑм та купене кӗтӗм. Палламан пассажир, пуҫне кӗнеке ҫинелле пӗксе, сӗтел патӗнче ларать. Старик Яков стена ҫумнех таянса, хаҫат вулать.

Вӑл грелкӑна ҫавӑрса тытрӗ, хуллен йынӑшса илчӗ, ӑна хырӑмӗ ҫине хурса ҫиелтен пинжак аркисемпе витрӗ.

Эпӗ тухрӑм та тамбурта чарӑнса тӑтӑм. Чӳрече уҫӑлчӗ. Уйӑх та, ҫӑлтӑрсем те ҫук. Ҫил мана вӗри питрен кастарса пычӗ. Вагон чӗтрерӗ, тул енче, пӑшал пенӗ пек, темле тимӗр ҫапӑнса пыни илтӗнчӗ. «Ӑҫталла ыткӑнатпӑр эпир?» — сывлӑша ҫӑта-ҫӑта шухӑшларӑм эпӗ.

— Рита-та-та! Трата-та! Кайрӑмӑр! Эх, кайрӑмӑр! Эх, инҫете кайрӑмӑр пулас!

— Ну? — терӗ мана кукка, кӗтсе илсе.

— Хушнине пурне те турӑм, — хуллен ответлерӗм эпӗ.

— Аван. Ларса кан. Ҫиессӳ килет пулсан — авӑ, сӗтел ҫинче колбаса, булка, панулми пур.

Колбасине ҫимерӗм эпӗ, панулмине илтӗм те тӳрех ҫисе ятӑм. — Сирӗн ачӑра ҫывӑрма вырттарасчӗ, — канаш пачӗ карчӑк. — Кун каҫа ӗшенсе ҫитнӗ вӑл. Пӑхсах курӑнать — куҫӗсем хӗрелсе кайнӑ.

— Ну, мӗн хӗрелни пултӑр! — терӗ ӑна хирӗҫ кукка. Тусан витӗр ҫеҫ ҫавӑн пек курӑнать вӑл. Акӑ, часах станцие ҫитетпӗр те, вӑл старик Яков патне ҫывӑрма куҫать. Никам та пӑхмасан, старик — ача пекех вӑл: ӑна пӗрре шыв пар, тепре грелка хур. Поезд начальникӗпе эпӗ калаҫса татӑлтӑм ӗнтӗ.

— Аслӑ ҫынпа епле калаҫса татӑлмастӑн, — ассӑн сывласа илчӗ карчӑк. — Манӑн ывӑлӑм Володька вара шав калаҫатчӗ, шав калаҫатчӗ. Эх, анне, эпир санпа ниепле те калаҫса татӑлаймастпӑр, тетчӗ… Хӑй ирӗкӗпех, мана итлемесӗрех Камчаткӑна тухса кайрӗ вара. Халӗ унта, тӑмсай, капитан пулнӑ тет-и ҫав.

Карчӑк ӑшшӑн кулса илчӗ те вырӑн сарма тытӑнчӗ, эпӗ кукка ҫине шанмасӑртарах пӑхрӑм: тата мӗскер тума шутлать ку? Мӗнле вагона? Мӗнле грелкӑсем?

Пирӗн купе умӗнчен тек-текех ҫынсем ресторана иртсе ҫӳрерӗҫ. Вагон сулланать, ҫавна май ҫынсем те сулланаҫҫӗ, стенасенчен тытатчӗҫ.

Эпе кӗтессе кӗрсе ларсан, ӑшӑнса ҫитрӗм те шухӑша кайрӑм. Епле тӗлӗнмелле! Нумай та пулмасть, пӗтӗмпех урӑхлаччӗ ман пурнӑҫ! Сехет ҫапатчӗ. Радиоприемник кӑшкӑратчӗ. Ир пулатчӗ. Шкул шавлатчӗ, урам кӗрлетчӗ те параппан кӗмсӗртететчӗ. Пирӗн тӑваттӑмӗш отряд площадкӑна строя тӑма тухса чупатчӗ. Вара епле пулсан та хӑшӗ те пулин кӑшкӑрса йӗкӗлтетчӗ.

«Но! Но! — тетӗп эпӗ. — Ҫывӑха ан кил, атту ҫурӑму ҫинче патаксемпе зорька ҫапса кӑтартатӑп акӑ».

Ту-у! — ӳлесе ячӗ пӑравус сасартӑк. Вагон ҫав тери хытӑ силленсе илчӗ те эпӗ кӑшт кӑна сак ҫинчен татӑлса анмарӑм: шуҫ чейник урайне вӑркӑнчӗ, тормозсем чӑнкӑртатса илчӗҫ, пассажирсем, хӑраса кайса, чӳречесем патнелле ыткӑнчӗҫ.

Купене пӑлханса кайнӑ кукка сиксе кӗчӗ. Аллисене хунарсем тытса, проводниксем площадкӑсем ҫинелле чупрӗҫ.

Пӑравус таттисӗр кӑшкӑртрӗ. Стоп! Чарӑнтӑмӑр. Чӳречесем витӗр пӗр ҫутӑ та, пӗр ҫӑлтӑр та курӑнмасть. Ӑнланма та ҫукчӗ — вӑрманта тӑратпӑр-и эпир, хирте тӑратпӑр-и?

Пурте пӗр ҫӗрелле кӗпӗрленсе пӗр-пӗринчен ыйтрӗҫ: мӗн пулнӑ? Такама таптаса пӑрахман-и? Кам та пулин поезд ҫинчен сикмен-и? Пирӗн ҫинелле хирӗҫле поезд ыткӑнса килмест-и? Анчах та акӑ пӑравус каллех кӑшкӑртрӗ, темскер чанкӑртатрӗ, пӑравус чашлатса илчӗ те эпир хуллен хускалса кайрӑмӑр.

— Лӑпланӑр, граждансем! — кичем сасӑпа кӑшкӑрса ячӗ проводник. — Пӗр-пӗр ӳсӗр ҫын ресторантан таврӑннӑ чух тормоза тытса туртнипе пулнӑ ку. Эх, ҫынсем те ҫав!

— Ӗҫсе супаҫҫӗ те ашкӑнаҫҫӗ! — ассӑн сывласа ячӗ кукка. — Сергей, старик Яков патне кайса кил-ха. Старикӗ чирлӗ, нервӑннӑй вӑл. Пӗлсе кил тата, унӑн грелкинчи шыва улӑштармалла мар-и?

Эпӗ ун ҫине ҫилӗпе пӑхса илтӗм: ан суй, кукка! Анчах ним чӗнмесӗрех тухса кайрӑм. Унтан ҫул ҫинче Серпуховра сасартӑк, платформа ҫинче, хам умра вӗлтлетсе иртнӗ палланӑ артист сӑнне аса илтӗм. Темшӗн вара мана аван мар пулса кайрӗ.

Эпӗ пиллӗкмӗш купе алӑкӗнчен шаккарӑм. Ҫурӑмӗпе стена ҫумнех тайӑнса, старик Яков куҫӗсене хупса выртать. Урайӗнче спичкӑсем, пирус тӗпӗсем сапаланнӑ, пур ҫӗрте те валерианка шӑрши кӗрет. Ҫемҫе вагона та хытӑ силлесе илнӗ пулмалла.

Эпӗ старик Яковран вӑл хӑйне мӗнле туйни ҫинчен тата грелкӑна улӑштарма вӑхӑт мар-и, тесе ыйтрӑм.

— Вӑхӑт! Тахҫанах вӑхӑт! — терӗ вӑл ҫилӗпе, унтан пиншак аркисене уҫрӗ те мана пиртен ҫӗленӗ хутаҫ тыттарчӗ.

— Ачам! — терӗ ҫав вӑхӑтрах тепӗр пассажирӗ, куҫӗсене кӗнеке ҫинчен илмесӗрех. — Иртсе пынӑ чух проводнике кала-ха, кунта килсе пуҫтартӑр.

— Тӗрӗс, тӗрӗс! — терӗ Яков та чирлӗ ҫын сассипе. — Кала эс ӑна, чунӑм!

«Чунӑм»? «Чунӑм» тет тата! Вӑл мана алӑран калама ҫук хытӑ ҫатӑртаттарса тытса лартрӗ, кукша пуҫӗпе ҫав тери хӑрушла сулкаласа илчӗ — ӑна кӗҫ-вӗҫ тытса пӑрахать, тесе шухӑшлама пулатчӗ ҫав.

Эпӗ коридора сиксе тухрӑм та чарӑнса тӑтӑм. Ҫаксем пурте мӗне пӗлтереҫҫӗ? Мӗне пӗлтереҫҫӗ ҫак чарса пӑрахнӑ куҫсем, чалӑшса кайнӑ тутасем? Акӑ, эпӗ проводника кӑшкӑрса чӗнетӗп те ҫитменнине тата ӑна ҫав сумкӑна та паратӑп!

Проводник шӑпах вагона кӗчӗ те, чарӑнса тӑрса, чӳречесене кипке татӑкӗпе шӑлма тытӑнчӗ. Калас-ши, калас мар-ши?

— Ҫамрӑк ҫын, — тесе ыйтрӗ проводник сасартӑк, — мӗн эсир пӗрмай кунта ҫӳретӗр? Сирӗн билет хытӑ вагонпа пымалли, анчах кунта ҫемҫе вагон.

— Ҫапла, — мӑкӑртатса илтӗм эпӗ, — анчах мана кирлӗ… тата вӗсем мана кайма хушаҫҫӗ.

— Эпӗ сире мӗн кирлине пӗлместӗп, — пӳлчӗ проводник, — анчах мана хамӑн купесене ют пассажирсем ҫӳременни кирлӗ. Мӗн илсе ҫӳретӗр эсир калла-малла?

«Кая юлтӑм! — хӑраса ӳкрӗм эпӗ. — Халь ӗнтӗ каласа пама кая юлтӑм… Асту, сыхлан, асӑрханарах калаҫ!..»

— Ҫапла — чӗтрекен сасӑпа ответлерӗм эпӗ, — анчах пиллӗкмӗш купере манӑн чирлӗ тете выртать, унӑн грелкинчи шыва улӑштарса тӑмалла.

— Апла пулсан эсӗ грелкине мана пар, — аллине тӑсрӗ проводник, — чирлӗ старик валли ӑна эпӗ хам та тӑватӑп.

— Анчах ӑна текех кирлӗ мар ӗнтӗ, — хӑраса ӳксе, пир хутаҫҫа ҫурӑм хыҫне пытарса ответлерӗм эпӗ. — Унӑн халь пӗтӗмпех иртсе кайнӑ!

— Кирлӗ мар пулсан — кирлӗ мар пултӑр! — мӑкӑртатса илчӗ проводник, каллех кантӑка тасатма тытӑнса. — Анчах эсир текех кунта килсе ан ҫӳрӗр. Маншӑн шел мар, анчах уншӑн пире контролерсем пӗҫертеҫҫӗ.

Тарласа, хӗп-хӗрлӗ пулса кайса, эпӗ хамӑрӑн вагон площадкине сиксе кӗтӗм. Кукка сумкӑна манран туртсах илчӗ, аллине часрах ун ӑшне чиксе ячӗ, шалалла пӑхмасарах сумкӑра пурте хӑйне кирлӗ пек пулнине ӑнланчӗ.

— Маттур! — хуллен мухтаса илчӗ вӑл мана. — Талант! Капабланка!

Тӗлӗнмелле япала! Те мана нумайранпа никам та мухтаман пирки пулчӗ ку, анчах та эпӗ сасартӑк хама мухтанӑшӑн хӗпӗртерӗм. Пӗр самантрах эпӗ хам нумай пулмасть шухӑшлани те, иккӗленсе шанманни те пурте пустуй япала, тесе шут турӑм. Хама хам эпӗ чӑнах та маттур, хӑюллӑ, пултаруллӑ, ҫивӗч ача, терӗм.

Эпӗ васкасах куккана ӗҫ мӗнле пулса иртни ҫинчен, пассажир хама мӗн калани, старик Яков мана мӗнле куҫ хӗссе илни тата шанман проводникран мӗнле пӑрӑнса юлни ҫинчен каласа патӑм.

— Герой! — терӗ кукка, мана савӑнӑҫлӑн мухтаса. — Геркулес! — Вӑл сехет ҫине пӑхса илчӗ. — Каяр, пилӗк минутран станца ҫитетпӗр.

— Вара мӗн?

— Вара пӗтӗмпех пулса ҫитет! Кай, япаласене пуҫтар.

— Поезд кӑшкӑртса ячӗ ӗнтӗ; стрелкӑсем чӑнкӑртатма тытӑнчӗҫ. Хунар тытнӑ проводник сулахаялла, алӑк патнелле кайрӗ. Эпир сумкӑсене илтӗмӗр. Купере пӗр карчӑк кӑна ҫывӑрмастчӗ. Кукка ӑна телейлӗ ҫул сунчӗ. Эпир коридора тухрӑмӑр та площадка еннелле утрӑмӑр. Кунта кукка кӗсйинчен уҫӑ кӑларса алӑка уҫрӗ те — эпир вокзалтан тепӗр еннелле сиксе анса, халӑхпа пӗрле хутӑшса, поезд ҫуммипе утрӑмӑр.

Такамран кукка уборнӑй ӑҫтине ыйтрӗ. Пире перронӑн чӑн вӗҫӗнче ларакан вараланчӑк пӗчӗк чул ҫурт ҫине кӑтартрӗҫ. Эпир ун патне кайрӑмӑр та чарӑнса тӑтӑмӑр.

Тепӗр минутран пирӗн пата старик Яков чупса ҫитрӗ. Вӑл пӗртте чирлӗ мар, сывӑ, хӑй шлепкесӗр, аллинче чемодан та ҫук.

Кунта туссем пӗр-пӗринпе ҫур ҫул курман пекех ыталанса илчӗҫ. Поезд шӑхӑртрӗ те малалла ыткӑнчӗ. Эпир вара вокзалтан пӑрӑнса кайма васкарӑмӑр, мӗншӗн тесен пирвайхи станциренех пире шырама хушакан телеграмма килме пултарнӑ. Манӑн куккапа унӑн чаплӑ тусӗ, эпӗ ун чухне шухӑшланӑ тӑрӑх, тӳсме ҫук мошенниксем пулнине ӑнлантӑм.

Поезд кӗтмен ҫӗртен сасартӑк чарӑнса тӑрсан, акӑш-макӑш пӑтрашу тапраннӑ вӑхӑтра тормозне, паллах, кукка туртнӑ ӗнтӗ, старик Яков вара — хӑйпе пӗрле пынӑ пассажирӑнне улӑштарса илнӗ сарӑ сумкӑра пурлӑх нумай пулнӑ-и, — ун ҫинчен мана вӗсем каламарӗҫ. Анчах эпӗ астӑватӑп: тепӗр ирхине вӗсен сӑнӗсем ытла хаваслах марччӗ. Темле станци хыҫӗнчи пушӑ вырӑнта куккапа старик Яков хушшинче пысӑк тавлашу пулнине те астӑватӑп. Анчах мӗн пирки? Ӑна пӗлместӗп.

Кайран вӗсем темле пӗчӗк чайнӑйра ҫав тери сиввӗн пӑхса, ним чӗнмӗсӗр, тем ҫинчен шухӑшласа ларчӗҫ. Унтан ҫак авалхи туссем каллех мирлешнине ӑнлантӑм. Нумайччен, хавасланса калаҫрӗҫ вӗсем, ҫав вӑхӑтрах пӗрмай ман ҫинелле пӑха-пӑха илчӗҫ, ҫакӑнтан эпӗ вӗсем ман ҫинчен калаҫнине ӑнлантӑм.

Юлашкинчен вӗсем мана чӗнсе илчӗҫ. Кукка мана тӑрук мухтама тытӑнчӗ те: санӑн лӑпкӑ та ҫирӗп пулмалла, мӗншӗн тесен санӑн телейӳ инҫетре мар ӗнтӗ.

Ҫаксене итлеме питӗ савӑнӑҫлӑччӗ, анчах эпӗ пирӗн тӗлӗнмелле ӗҫсем пӗтменнине туйса иккӗленни кансӗрлерӗ.

Унтан сасартӑк, таҫта Липецк станцинче, старик Яков сывпуллашрӗ те пирӗнтен уйрӑлса юлчӗ.

Ку мана ҫав тери савӑнтарчӗ. Эпӗ ирӗклӗн сывласа ятӑм, питӗ хытӑ ҫывӑрса кайрӑм, вара ҫутӑ та ӑшӑ ирхине эпир темле халиччен курман илемлӗ хула патне пырса ҫитнӗ чух тин вагонри купере вӑрантӑм.

Эпир ҫӳллӗ чугун ҫул кӗперӗ тӑрӑх кӗмсӗртеттерсе ыткӑнса пытӑмӑр. Пирӗн айра сарлака, ҫутӑ-кӑвак юханшыв юхса выртать, ун тӑрӑх шурӑ тата сенкер тӗслӗ пысӑк пӑрахутсем ишеҫҫӗ. Таврара смала, пулӑ тата шыв курӑкӗ шӑрши кӗрет. Шурӑ кӑкӑрлӑ сарӑ шыв чӑххисем кӑшкӑраҫҫӗ — ку кайӑксене эпӗ хамӑн пурнӑҫра пуҫласа куртӑм.

Ҫӳллӗ чечеклӗ ҫыран сасартӑк чӑнкӑланчӗ. Вӑл ҫав тери симӗс те сӗткенлӗ ҫулҫӑсемпе кашлать. Ун ҫине пӑхсан мана ҫакӑн пек туйӑнса кайрӗ: ҫӳлтен парашютсӗр-мӗнсӗр, алӑсене саркаласа кӑна сик — пурӗпӗр пӗтместӗн, ӳксе ҫӗмрӗлместӗн, ҫак шавлӑ, ҫӑра ҫулҫӑсем ӑшне чӑматӑн та, вӗсене изумруд тӗслӗ кӑпӑк пек сирпӗтсе, каллех ҫӳлелле, ачаш хӗвелӗн пайӑркисем айне сиксе тухатӑн.

Сӑрт ҫинче, чӑнкӑ ҫырантан кӑшт леререхре, шурӑ ҫуртсем керменсем пек, чаплӑ та ҫутӑ башньӑсем пек курӑнаҫҫӗ. Эпир ҫывхарса пынӑ май вӗсем васкамасӑр ҫаврӑнса, пирӗн еннелле чалӑшшӑн тӑчӗҫ, хӑйсен хӑватлӑ чул хулпуҫҫийӗсем урлӑ пӑхса, сенкер кантӑкӗсемпе, кӗмӗлпе, ылтӑнпа йӑлтӑртатрӗҫ.

Кукка мана хулпуҫҫирен туртрӗ:

— Тусӑмҫӑм! Мӗн пулчӗ сана: анкӑ-минкӗ, анра-сухра пырса ҫапрӗ-и? Эп кӑшкӑратӑп, эп туртатӑп… Атя, пуҫтар япаласене.

— Мӗн ку? — ыйхӑри пек ыйтрӑм эпӗ, алӑпа чӳрече витӗр кӑтартса.

— Э, ку-и? Ҫакна ӑна Киев хули теҫҫӗ.

Ҫутӑ та ытарма ҫукчӗ ҫак хаваслӑ та симӗс хулана. Сарлака урамсенче ҫӳллӗ топольсемпе лаштра каштансем ӳсеҫҫӗ. Площадьсенче темӗн тӗрлӗ чечексем куҫсене йӑмӑхтараҫҫӗ. Хӗвел ҫутинче йӑлтӑртатакан фонтансем тапса тӑраҫҫӗ. Мӗнле тапаҫҫӗ-ха тата! Иккӗмӗш, виҫҫӗмӗш этажсем таран тапаҫҫӗ, асамат кӗперӗ пек курӑнаҫҫӗ, кӑпӑкланаҫҫӗ, шавлаҫҫӗ те, шыв тусанӗ пулса, иртсе ҫӳрекенсен хаваслӑ пичӗсем, уҫӑ та хӗвелпе пиҫнӗ хулпуҫҫийӗсем ҫине тӑкӑнаҫҫӗ.

Те ҫынсене кӑнтӑрти хӗвел ҫав териех ӑшӑтнипе, те кунта пурте ҫурҫӗрти пек мар — ҫутӑрах, ансатрах, ҫӑмӑлтарах тумланнӑран — мана ҫак пӗтӗм хула шавланӑ пек, ӑшшӑн кулнӑ пек туйӑнчӗ.

— Киев ҫыннисем! — ҫамкине тутӑрпа шӑлса кулса илчӗ кукка. — Ҫавӑн пек халӑх вӑл! Эсӗ ӑна хӗне, анчах вӑл пурӗпӗр ташлать! Трамвай ҫинчен анар, Сергей, кунтан ҫуран ҫитме те инҫе мар.

Эпир хула варринчен пӑрӑнса кайрӑмӑр. Ҫуртсем пӗрре пирӗн пуҫ тӑрринче курӑнчӗҫ, тепре урасем айӗнче пулчӗҫ. Юлашкинчен эпир пӗр хапхаран кӗтӗмӗр, килхушши витӗр тӑкӑрлӑка тухрӑмӑр та — каллех хапха умне ҫитрӗмӗр. Ҫӑра, никам тирпейлемен сад. Унта чие ҫырли йывӑҫӗ, акаци, слива, хӳме ҫумӗнче хупах ӳсет.

Садра, шалта, икӗ хутлӑ пысӑках мар ҫурт ларать. Ҫурт хыҫӗнче симӗс сӗвек сӑрт, ун хӗрринче сӑрӗ кайнипе тӗссӗрленнӗ пӗчӗк часовня.

Ҫуртӑн ҫӳлти хучӗ пушӑ иккен, унти чӳречесене уҫса янӑ, чӳрече анисем ҫинче салакайӑксем сиккелесе ҫӳреҫҫӗ.

— Тӑр ҫакӑнта, — хушрӗ мана кукка, сумкине хывса пӑрахса, — эпӗ халех пурне те пӗлсе килетӗп.

Эпӗ пӗчченех тӑрса юлтӑм. Кутӑн-пуҫӑн ҫаврӑнкаласа, ман урасем патне тӗтӗм тӗслӗ икӗ патвар кушак ҫури сиксе пычӗҫ те, тулхӑрса илсе, хӳме шӑтӑкнелле вӑркӑнчӗҫ.

Сулахайра, садра, вӗлтрен хупласа лартнӑ тӗмеске мӑкӑрӑлса тӑрать, ун ҫинче чултан тунӑ беседка ишӗлчӗкӗсем курӑнса тӑраҫҫӗ.

Хыҫалта, беседкӑран леререх хӳмен пӗр хӑмине хуҫса кӑларнӑччӗ те, ҫавӑнтан, часовня тӗлӗпе, сӑрт тӑрӑх сукмак хӑпаратчӗ. Сылтӑм енче, площадкӑра, пӗр ҫӗре купаланӑ тенкелсем, сӗтелсем, пукансем выртатчӗҫ. Вара эпӗ ҫак ҫуртра хӗлле ачасен сачӗ пулнине тавҫӑрса илтӗм. Халӗ, ҫулла, вӗсем ӑҫта та пулин хула хыҫне кайнӑ ӗнтӗ. Ҫавӑн пирки ҫӳлте пушӑ.

— Кил кунта! — кӑшкӑрчӗ мана йывӑҫ тӗмисем хыҫӗнчен курӑннӑ кукка…. — Пур енчен те аван! Кунта эпир санпа дачӑринчен те лайӑхрах канатпӑр. Кӗнекесем илсе тултаратпӑр. Сӗт ӗҫетпӗр. Таврара ҫав тери ырӑ шӑрш… Илем! Сад мар, джунгли!

Ҫумкурӑксем пусса илнӗ чечексем патӗнче пире кӗтсе илчӗҫ.

Ҫӳллӗ те кӑвак ҫӳҫлӗ, чӗтрекен пуҫлӑ, куҫӗсем путса кӗнӗ карчӑк, лакпа сӑрланӑ туя ҫине тайӑнса, пичӗ пӗркеленсе пӗтнӗ сухаллӑ ҫын ҫумӗнче тӑратчӗ. Сухаллӑ ҫынӗ аллине вӑрӑм авӑрлӑ шӑпӑр тытнӑ.

Малтан эпӗ ҫак ҫын карчӑкӑн упӑшки пулӗ, тенӗччӗ, анчах та вӑл унӑн ывӑлӗ пулнӑ-мӗн.

— Хаклӑ хӑнасене кӑмӑл туса килме ыйтатӑп? — терӗ карчӑк кӑштах хӑйӑлтатакан, ҫапах та янӑравлӑ сасӑпа. Вӑл мана типпӗн кӑна сывлӑх сунчӗ, унтан, пуҫне каҫӑртса, тете ҫине кӑмӑллӑн пӑхса ҫемҫен кулса илчӗ. — Турӑҫӑм! Ах, ҫӑлакан турӑ! — терӗ вӑл, хытанка пӳрнипе куккан хулпуҫҫийӗнчен шаккаса илсе. — Кукшаланнӑ хӑй, самӑрланнӑ, ҫапах та ӗлӗкхи пекех ырӑ кӑмӑллӑ та хаваслӑ. Ҫавӑн пекех маттур, паттӑр, таса чунлӑ, ҫемҫе чӗреллӗ, анчах вӑхӑт вӗҫсех иртсе пырать… вӑхӑт!..

Маншӑн пӗртте ӑнланмалла мар калаҫу пынӑ вӑхӑтра карчӑкӑн сухаллӑ ывӑлӗ пӗр сӑмах та каламарӗ.

Анчах вӑл, амӑшӗ ман тетен ырӑ енӗсем ҫинчен каланисемпе пуринпе те килӗшнине палӑртнӑ пек, пуҫне пӗкрӗ, аллине малалла тӑсрӗ, урисене пӗр-пӗрин ҫумне сӑтӑркаларӗ.

Пире ҫӳлти хута ӑсатса ячӗҫ. Эпир кунти виҫӗ пушӑ пӳлӗмрен пӗринче, пӗчӗкреххинче, хӑвӑрт кӑна икӗ тимӗр кровать лартрӑмӑр, улӑм тӳшексем хутӑмӑр, пӗчӗк сӗтел йӑтса кӗтӗмӗр. Карчӑк простыньсем, минтерсем, скатерть пырса пачӗ. Уҫӑ чӳрече умӗнче шӗшкӗ ҫулҫисем чаштӑртатрӗҫ, кайӑксем чӗвӗлтетрӗҫ.

Вара сасартӑк мана ҫав тери аван, канӑҫлӑ пулса кайрӗ.

Мана лайӑх пулни тата ҫак карчӑк манӑн куккана ырӑ кӑмӑллӑ та таса чунлӑ ҫын тенинчен те килчӗ. Эппин, манӑн кукка ытла яланах путсӗр ҫын пулман пуль тесе шутларӑм. Анчах, тен, эпӗ халӗ те пӗтӗмӗшпех ӑнланаймастӑп пулӗ. Тен, вагонра пулса иртнине пӗтӗмпе чее старик Яков шухӑшласа кӑларнӑ пулӗ. Халӗ вара, Яков ҫук чухне, тен пирӗн ӗҫсем пӗтӗмпех лайӑх пулса пырӗҫ.

Кукка мана сӑмсаран туртрӗ те эпӗ мӗн пирки шухӑша кайни ҫинчен ыйтрӗ. Вӑл халӗ ырӑ кӑмӑллӑ. Эпӗ, ҫавна пула хӑюлланса ҫитсе, ӑна ют ҫын сумкисене вӑрличчен ҫакӑн пек лайӑх пӳлӗмре, чӳрече умӗнче шӗшкӗпе ҫӗмӗрт ӳсекен лӑпкӑ вырӑнта пурӑнсан авантарах пуласси ҫинчен каларӑм. Кукка ӗҫленӗ пулӗччӗ, эпӗ вӗренӗттӗм. Хаяр старик Якова санитарсем инвалидсен ҫуртне хупса лартчӑр. Ан тив, лартӑр вӑл унта хӑйӗн ӗлӗк вӑрҫӑсенче ҫапӑҫса ирттернӗ пурнӑҫӗ ҫинчен асаилӳсем ҫырса, анчах пирӗн хальхи пурнӑҫа ан хутшӑнтар.

Кукка кровать ҫине йӑванса кайрӗ те ахӑлтатса кулса ячӗ:

— Ха-ха! Хо-хо! Старик Якова инвалидсен ҫуртне питӗрсе лартасшӑн! Юморист! Гоголь! Смирнов — Сокольский эсӗ! Цирка ямалла ӑна, кӗрешме! Гладиатор туса арена ҫине кӑлармалла! Ӑна пулӑшма музыка туш калатӑр. Арӑслансем ӳлеҫҫӗ! Вӑкӑрсем мӗкӗреҫҫӗ! А эсӗ ӑна инвалидсен ҫуртне ярасшӑн!

Унтан кукка кулма чарӑнчӗ. Вӑл чӳрече патне пычӗ, ҫӗмӗрт туратти хуҫса илчӗ те, унпа хӑйӗн кӗске урисене ҫапкаласа, мана тем ҫинчен ӑнлантарма тытӑнчӗ.

Вӑл мана вӑрӑ яланах вӑрӑ маррине, эпӗ ҫамрӑк пирки, пурнӑҫра нумай япаласене ӑнланманнине, манӑн хамран аслисене тиркеме юраманнине ӑнлантарчӗ. Вӑл манран эпӗ Чарльз Дарвин, Шекспир, Лермонтов кӗнекисене вулани-вуламанни ҫинчен ыйтать. Унӑн ҫак пур ыйтӑвӗсене пула манӑн пуҫ та ҫаврӑнса кайрӗ. Халӗ эпӗ астумастӑп ӗнтӗ, тем пирки эпӗ килӗшрӗм, тем пирки «ҫапла, ҫапла», терӗм. Вара вӑл калаҫӑва татрӗ те сада анчӗ.

Эпӗ, йӗркеллӗн нимӗн те ӑнланаймарӑм пулин те, ҫакӑн пек шухӑшларӑм: манӑн кукка жулик пулсан та, вӑл ахаль йышши жулик мар. Ахаль жуликсем Чарльз Дарвин ҫинчен, Шекспир ҫинчен, Бетховен музыки ҫинчен шухӑшламасӑрах вӑрлаҫҫӗ. Вӗсем алла мӗн лекнӗ — ҫавна вӑрлаҫҫӗ, мӗн тери ытларах, ҫавӑн чухлӗ авантарах вӗсемшӗн. Унтан, эпӗ кинора курнӑ пек, вӗсем укҫине валеҫеҫҫӗ, ӗҫкӗ тӑваҫҫӗ, эрех ӗҫеҫҫӗ те хӗрсемпе «Путевка в жизнь» картинӑри пек «Елки-палки, лес густой» текен ташша е «Шумит ночной Марсель» картинӑри пек «Танго смерти» текен ташша ташлаҫҫӗ.

Манӑн кукка ӗҫместчӗ те, ташламастчӗ те. Вӑл сӗт ӗҫетчӗ те турӑх юрататчӗ.

Кукка хулана кайрӗ. Шухӑша путса, эпӗ пӳлӗмсем тӑрӑх уткаласа ҫӳрерӗм. Коридорта, стена ҫинче тусанпа витӗннӗ телефон ҫакӑнса тӑрать. Ачасен сачӗ кунтан тухса кайнӑранпа унпа ытла час-часах шӑнкӑравламан пулмалла. Эпӗ чӑлана кӗрсе пӑхрӑм — унта кӗве ҫисе янӑ, тӗсӗ пӗтнӗ, хӗрлӗрех упа ҫурин кӗлетки тӑрать. Чӑнкӑ пусма тӑрӑх мачча ҫине хӑпартӑм, анчах унта ҫав тери пӑчӑ, тусанлӑ та, эпӗ васкасах каялла антӑм.

Каҫ пулатчӗ ӗнтӗ. Эпӗ сада тухрӑм. Инҫетри кӗтесре, ишӗлсе аннӑ беседка хыҫӗнче, вӗлтрен ӑшӗнче мрамортан тунӑ юпа выртать. Унӑн тӗксӗмленсе ларнӑ пӗр енче эпӗ ҫакӑн пек ҫырнине куртӑм:

Ҫакӑнта Действительнӑй Статски Советник тата Кавалер ИОГАННА ГЕНРИХОВИЧ ШТОКК ВЫРТАТЬ.

Ҫавӑнтах, вӗлтрен ӑшӗнче, ҫӗмрӗлнӗ ещӗкпе шултӑркаса кайнӑ пичке йӑваланса выртаҫҫӗ.

Питӗ ӑшӑ, шӑп пулчӗ, резедапа настурцисен шӑрши вӑйлӑ сарӑлнӑ. Таҫта инҫетре, Днепр ҫинче пӑрахут кӑшкӑртса ячӗ.

Пӑрахут кӑшкӑртнӑ чух эпӗ яланах ҫухалса каятӑп. Карлӑкран тытнӑ пек, манӑн мӗнрен май килнӗ ҫавӑнтан ярса тытас килет: йывӑҫ вуллинчен, тенкел хыҫӗнчен, чӳрече анинчен. Унӑн вӑйлӑ, темиҫе тӗрлӗ саслӑ илтӗнекен сасси инҫетре янӑрани хаваслӑ та хурлӑхлӑ туйӑнать.

Ҫын, темле инҫетри илемлӗ ҫӗршывра пулсан та, унӑн тата аяккарах каяс килет, ҫӗнӗрен ҫырансем, ҫӗнӗ хуласемпе халиччен курман ҫынсене курас килет. Паллах, ун пек ҫын хаяр Яков пек — ахлатассишӗн, йынӑшассишӗн, чирлӗ ҫын пек курӑнассишӗн тата шанакан пассажирсен япалисене вӑрлассишӗн ҫеҫ пурӑнмасть ӗнтӗ.

Акӑ, эпӗ хӑлхасене чӑнках тӑратса итлеме тытӑнтӑм. Садра, чие ҫырли йывӑҫӗсем хыҫӗнче, такам юрлать-мӗн. Пӗччен мар тата, иккӗн. Арҫын сасси — хытах янӑрамасть, анчах та илемлӗ, хӗрарӑм сасси — хытӑ илтӗнет, кӑштах хӑйӑлтатать пулин те, питӗ кӑмӑллӑ.

Эпӗ ерипен кӑна аллея тӑрӑх малалла утрӑм. Юрлаканнисем — карчӑкпа унӑн сухаллӑ ывӑлӗ иккен. Вӗсем тенкел ҫинче пӗр-пӗринпе юнашар, тӳррӗн, ним хускалмасӑр лараҫҫӗ те, хӗвел аннине пӑхса хуллен юрлаҫҫӗ: «Цветы бездумные, цветы осенние, о чем вы шепчетесь в пустом саду?..» теҫҫӗ вӗсем.

Эпӗ тӗлӗнсех кайрӑм. Унччен малтан эпӗ ҫавӑн пек авалхи карчӑксем юрланине нихҫан та илтменччӗ. Чӑн та, пирӗн килхушшинче дворникӑн асламӑшӗ пурӑнатчӗ, вӑл та, вӗсен ялан ҫуйӑхакан Гошка ятлӑ ачине сиктерсе: «Ай, люли, ай, люли! Волки телку увели», тесе юрлатчӗ, анчах та ку юрӑ-и вара?

— Ачам! — сасартӑк такама чӗнчӗ карчӑк.

Эпӗ, ҫаврӑнса пӑхрӑм, анчах никама та курмарӑм.

— Ачам, кил кунта! — каллех чӗнчӗ карчӑк.

Эпӗ татах ҫаврӑнса пӑхрӑм — татах никам та ҫук.

— Кунта никам та ҫук, — терӗм эпӗ ним калама аптраса, тӗмӗ хыҫӗнчен пуҫа кӑларса. — Вӑл ӑҫта та пулин тарнӑ пулмалла.

— Кам вӑл? Айван ача! Эпӗ сана чӗнетӗп.

Эпӗ ун патне пытӑм.

— Кайса пӑх-ха, кухньӑра керосинка мӑкӑрланмасть-и?

— Юрать, — килӗшрӗм эпӗ, — анчах сирӗн кухня ӑҫтине пӗлместӗп.

— Епле пӗлместӗн пулать пирӗн кухня ӑҫтине? — хыттӑн ыйтрӗ карчӑк. — Эп сана, путсӗре, куншӑн килтен шартлама сивӗ ҫӗре, ҫеҫенхире… уя хӑваласа кӑларса яратӑп!

Эпӗ ахлатса илтӗм те хӑраса каялла чакма тытӑнтӑм, мӗншӗн тесен карчӑк аллине леш лакпа сӑрланӑ туя патнелле тӑсрӗ, мана ҫапасшӑн пулчӗ пулмалла.

— Анне, лӑпланӑр, — терӗ унӑн ывӑлӗ тарӑхнӑ пек пулса. — Ку вӗт Степан мар, Акимка та мар. Ку вӑл вилнӗ генерал Рутенбергӑн кӗҫӗн ывӑлӗ, вӑл эсир ҫуралнӑ кун ячӗпе сире саламлама килнӗ.

Калама йывӑр, хам мӗнрен хытӑрах хӑраса кайнине калама пултараймастӑп: хама ҫапма тӑнӑ чух-ши, е хам сасартӑк вилнӗ генерал ывӑлӗ пулса тӑрсан-ши?

Кӑшкӑрса илсе, эпӗ аяккалла сикрӗм те ҫурт патнелле ыткӑнтӑм. Силленсе тӑракан пусма тӑрӑх чупса хӑпарсанах, эпӗ алӑка шал енчен ҫаклатса лартрӑм та чӗтрекен алӑсемпе лампа ҫутма тытӑнтӑм. Трубине кӑларса илнӗччӗ кӑна — ура сасси илтӗнчӗ. Пусма тӑрӑх ман хыҫҫӑн такам килет иккен…

Алӑка ҫаклатмалли ҫекӗл кукӑрӑлса кайнӑччӗ, ӑна тул енчен кӑранташ е пӳрне чиксе ярса ҫӑмӑллӑнах уҫма май пур.

Эпӗ терраса ҫинелле тапса сикрӗм те урана карлӑк ҫинчен усса лартӑм. Такам алӑка шаккарӗ.

— Эй, Сергей! — палланӑ сасса илтрӗм эпӗ. — Эсӗ ҫывӑратӑн-и-мӗн?

Ку кукка иккен.

Васкасах эпӗ ӑна хам мӗнле хӑраса пӗтни ҫинчен каласа патӑм.

Кукка тӗлӗнсе ларчӗ.

— Лӑпкӑ карчӑк, — терӗ вӑл, — кӗрхи астра! Ним ҫинчен шухӑшламан чечек. — Вӑл, чӑн та, кӑштах хӑй картӗнче мар. Ҫулӗсем те чылай, пурнӑҫӗ те йывӑр пулнӑ унӑн… Анчах эсӗ унран кӑлӑхах хӑранӑ.

— Ара, кукка, вӑл мана патакпа ӑшаласа илесшӗн пулнӑ вӗт.

— Фантази! — кулса ячӗ кукка. — Сана вӑл ху ҫамрӑк пирки ҫапла туйӑннӑ. Тепӗр тесен… Пӗлме ҫук! Кам пӗлет, тен ӑшаласа илме те пултарнӑ. Акӑ колбаса, сыр, булка. Санӑн ҫиес килет-и?

Каҫхи апат ҫисе ларнӑ чух кукка мана ҫапла ӑнлантарса пачӗ. Тахҫан авал ҫак пӗтӗм ҫурт ҫак карчӑкӑн пулнӑ, халӗ унӑн ывӑлӗ ҫакӑнта, ачасен ҫуртӗнче, сторож пулса ӗҫлет, хӑш чух темле оркестрта трубапа калать.

Эпир часах ҫывӑрма выртрӑмӑр. Чӳрече яриех уҫӑччӗ те, шӗшкӗ ҫулҫисем витӗр, шултра ҫӑлтӑрсем пек, хулари ҫутӑсем курӑнатчӗҫ.

Эпир нумайччен ним чӗнмесӗр выртрӑмӑр. Унтан кукка спичка коробкине шӑкӑртаттарса илчӗ те пирус тивертсе ячӗ.

— Кукка, — ыйтрӑм эпӗ, — мӗншӗн ҫак карчӑк кӑнтӑрла сире ырӑ кӑмӑллӑ тата таса чӗреллӗ тесе каларӗ? Ӑна та ухмахланнипе каламарӗ-и? Е кунта чӑнах та мӗн те пулин пур-и?

— Тахҫанах, вунсаккӑрмӗш ҫулта, харсӑр салтаксем ӑна кӗпер ҫинчен пуҫхӗрлӗ пӑрахма тӑнӑ, — терӗ мана хирӗҫ кукка. — Эпӗ ун чухне ҫамрӑкчӗ, ҫынсене хӗрхенеттӗм те ун хутне кӗтӗм.

— Ку ҫапла пулӗ те-ха, кукка. Анчах вӑл лӑпкӑ, йӑваш ҫын, эсир каларӗш — шухӑшламан чечек пулнӑ пулсан, ӑна мӗншӗн ун пек тӑвасшӑн пулнӑ-ха?

— Унта, вӑрҫӑра, питех пӑхса, суйласа тӑмаҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне, ун чухне вӑл йӑваш, шухӑшламан ҫын пулман. Ҫывӑр, тусӑмҫӑм.

— Кукка, — шухӑша кайса ыйтрӑм эпӗ, — мӗншӗн-ха тата, эсир ун хутне кӗрсессӗн, салтаксем сире итленӗ, кӗпер ҫинчен хӑвӑра та пуҫхӗрлӗ пӑрахман?

— Яртарӑп эпӗ вӑл путсӗрсене, ун чух ман хыҫра ултӑ юланутчӗ, хамӑн алӑра граната пурччӗ. Вырт лӑпкӑн, эсӗ мана йӑлӑхтартӑн ӗнтӗ.

— Кукка, — тӳсеймесӗр каллех ыйтрӑм эпӗ кӑштах выртсан, — салтакӗсем мӗнлескерсем пулнӑ вӗсем? Шуррисем-и?

— Вырт, лӗпӗрти! — пӳлсе хучӗ мана кукка. — Ҫар салтакӗсем пулнӑ вӗсем: икӗ алӑллӑ, икӗ ураллӑ, пӗр пуҫлӑ тата пилӗк патрон хывнӑ винтовкӑллӑ. Анчах енчен те эсӗ ман ҫумма татах ҫыпӑҫатӑн пулсан, эпӗ сана юнашар пӳлӗме кӑларса яратӑп.

Эпӗ тимлесе ыйтни куккана пӑлхатрӗ пулмалла. Тепӗр кунтан, эпир Днепр хӗррипе уҫӑлса ҫӳренӗ чух, вӑл манран: санӑн киле таврӑнас килет-и, тесе ыйтрӗ.

Эпӗ шухӑша кайрӑм. Ҫук, манӑн киле таврӑнас килмест. Эпӗ тунӑ пур ӗҫсем хыҫҫӑн Валентина хӑй упӑшкине мана пӗр-пӗр юсанмалли колоние епле пулсан та пама ӳкӗтлесе ҫавӑратех ӗнтӗ. Анчах манран яланах темскер пытарса пурӑнакан куккапа юлассӑм та килмест манӑн.

Кукка мана ӑнланчӗ пулмалла. Вӑл ҫапла каларӗ: мана эсӗ пирвайхи хут курсанах кӑмӑла кайрӑн, ҫавӑнпа та, санӑн киле таврӑнас килмест пулсан, эпӗ сана Одессӑна илсе кайса мичмансен шкулне вырнаҫтаратӑп, терӗ.

Кун пек шкул ҫинчен эпӗ нихҫан та илтменччӗ. Вара кукка мана ҫавӑн пек шкул пурри, унта вунтӑват-вунпилӗк ҫулхи ачасене илни ҫинчен ӑнлантарса пачӗ. Вӗсем ҫавӑнтах, шкул ҫумӗнчех пурӑнаҫҫӗ, вӗренеҫҫӗ, унтан карапсем ҫинче малтан ахаль матроссем пулса ишеҫҫӗ, кайран вара аслӑраххисем — моряк-капитан та пулма пултараҫҫӗ.

Эпӗ ӗнер пӑрахут кӑшкӑртнине аса илтӗм те манӑн чӗре темле ыратса, ҫав вӑхӑтрах савӑнӑҫлӑн пӑчӑртанса илчӗ. — Меншӗн? — тесе шухӑшларӑм эпӗ. — Мӗн тума ҫак ӑнланмалла мар, тепӗр чух темле шанмалла мар ҫын маншӑн тӑрӑшать, маншӑн ҫакӑн пек лайӑх ӗҫ тӑвасшӑн.

— Эсир хӑвӑр тата? — хуллен ыйтрӑм эпӗ. — Эсир те Одессӑра пурӑнатӑр-и?

— Ҫук, — терӗ кукка. — Эпӗ сана хам Вятка хулинче пурӑнатӑп, унта ҫутӗҫ пайӗн заведующийӗ пулса тӑратӑп тата наука енӗпе ӗҫлетӗп тесе каламарӑм-и-мӗн?

«Ку нимех те мар! — шухӑшларӑм эпӗ. — Ан тив, Вяткӑра пурӑнтӑр. Капла, тен, авантарах та пулӗ. Атту тата Одессӑна эпӗ курайман старик Яков пырса кӗрӗ те, вара куккан наука енӗпе ӗҫлесси каллех пӗтсе ларӗ!»

Манӑн питҫӑмартисем вут пек ҫунса тӑчӗҫ, эпӗ пӑлханса кайрӑм. «Пӗчченех пурӑнатӑп, — шухӑшларӑм эпӗ. — Пӗтӗмпех ҫӗнӗрен пуҫлатӑп. Вӗренетӗп. Тӑрӑшатӑп. Мачтӑсем тӑрне хӑпаратӑп. Бинокльпа пӑхатӑп. Часах ӳсетӗп. Хура форменка тӑхӑнатӑп… Акӑ, эпӗ капитан мостикӗ ҫинче тӑратӑп. Чанк, чанк! Тихий ход вперед! Акӑ вӑл, Нина мана ҫыран хӗрринчен тутӑрпа сулать… Нина! Сыв пул, Нина, сыв пул! Индие тухса каятпӑр. Карапа эпӗ тӑвӑлсем витӗр, тӗтресем витӗр, шӑрӑх тропиксем тӗлӗпе хӑюллӑн илсе каятӑп. Пурне те куратӑп, пурне те, — таврӑнсассӑн сана пӗтӗмпех каласа кӑтартатӑп тата ют ҫӗршывсенчен сан валли парне илсе килетӗп».

Ҫавӑн пек шухӑша кайнипе эпӗ кукка сак ҫинчен тӑрса таҫта кайса килнине те асӑрхаман.

— Анчах халлӗхе сана кичем пулать, — терӗ кукка. — Темиҫе кун хушши эпӗ ерҫместӗп. Эсӗ мана кансӗрлес мар тесен, сан пӗр-пӗр ачапа паллашмалла. Вара эсӗ пур ҫӗрте те чупса, выляса ҫӳрӗн. Пӑх-ха, таврара епле хаваслӑ савӑнӑҫ!

Площадкӑра ачасем нумайччӗ. Вӗсем пусмасем, шалчасем тӑрӑх хӑпаратчӗҫ, пружинӑллӑ сеткӑсем ҫинче кутӑн-пуҫӑн ҫаврӑнса сиккелетчӗҫ, пӑшал пемелли тир патӗнче кӗпӗрленсе тӑратчӗҫ, чупатчӗҫ, ашкӑнатчӗҫ тата, паллах, хӗрачасене кӳрентерме пикенетчӗҫ, анчах лешсем те кунта парӑнсах каймастчӗҫ.

— Кампа паллашас-ха манӑн, кукка? — ҫухалса кайнӑ пек унталла-кунталла пӑхкаласа ыйтрӑм эпӗ. — Халӑхӗ кунта ҫав тери нумай.

— А эпир шырӑпӑр та — тупӑпӑр! — терӗ те кукка, мана хӑй хыҫҫӑн ертсе кайрӗ.

Вӑл мана площадка хӗррине илсе тухрӗ. Кунта шавлӑ марччӗ, ҫӑкасем айӗнче ӗҫлемелли сӗтелсем тата материалсемпе инструментсем хумалли пӗчӗк будка пур.

Кукка мана шурӑ ҫӳҫлӗ ырханкка ача ҫине кӑтартрӗ. Ҫак ача, темӗнле чертеж ҫине пӑхкаласа, ҫӗҫӗпе ҫинҫе те вӑрӑм патак чутласа тӑратчӗ.

— Ну, калӑпӑр, ҫакӑнпа паллашма пулать, — хыҫалтан тӗртрӗ мана кукка. — Пӑхсанах курӑнать, ку ача ухмах мар, кӑмӑллӑ.

— Темле сӳрӗкскер вӑл, — йӗрӗннӗ пек питӗ пӗркелентерсе илтӗм эпӗ. — Сетка патӗнче сикекенсенчен хӑшӗнпе те пулин паллашсан авантарахчӗ, кукка.

— Эккей, тупнӑ ӗҫ — сикеҫҫӗ! Сикме ӑна качака таки те пултарать, анчах усси мӗн? Акку ачи, авӑ, темле машина тӑвать. Лешӗнчен, сикекеннинчен, клоун пулать.. Ку ачинчен пӗр-пӗр Эдисон… изобретатель пулма пултарать. Эдисон ҫинчен илтнӗ-и-ха эсӗ?

— Илтнӗ, — кӑмӑлсӑр персе ятӑм эпӗ. — Лешӗ вӑл, телефон шухӑшласа кӑлараканни.

— Ну, пыр эппин ун патне, паллаш, эпӗ кунта, сулхӑнта, хаҫат вуласа ларам.

Шурӑ ҫӳҫлӗ, пысӑк кӑвак куҫлӑ ача хӑйӗн чертежӗсене, планкисене сӗтел ҫинчех хӑварчӗ те будка патнелле кайрӗ. Вӑл унта темскер ыйтнӑ вӑхӑтра эпӗ сӗтел патне пырса лартӑм. Вӑл аллине кӑранташпа циркуль тытса таврӑнчӗ. Эпӗ унӑн ӗҫӗсене пӑхса алӑпа тыткаланине курсан, вӑл ҫилленмерӗ, хуллен кӑна:

— Эсӗ, тархасшӑн, планкӑна хуҫса ан пӑрах, вӑл питӗ ҫӳхе.

— Ҫук, — кулса илтем эпӗ, — хуҫмастӑп. Эсӗ мӗн тӑватӑн ҫак? Трактор-и?

— Ой, мӗн калаҫатӑн эсӗ! — тӗлӗнсе ответлерӗ ача. — Курмастӑн-им эсӗ, ку вӑл ҫилпе ӗҫлекен двигатель моделӗ вӗт! Питӗ кӑткӑс япала.

— «Кӑткӑс!», «Кӑткӑс!» — Кукка вӗрентнисене манса кайсах йӗкӗлтесе илтӗм эпӗ. — Санӑн сетка ҫине кутӑн сикме каясчӗ, лайӑхрах пулатчӗ, ку япала пурпӗр ним тума та кирлӗ мар, ывӑтмалла ҫеҫ ӑна.

Ача ман ҫине салхурах кӑвак куҫӗсемпе пӑхрӗ. Эпӗ ҫавӑн пек хӑр-хар калаҫни ӑна тӗлӗнтерчӗ пулмалла та, вӑл мана хирӗҫ калама кирлӗ сӑмахсем шыраса тӑчӗ.

— Итле-ха, — терӗ вӑл хуллен. — Эпӗ сана хам пата чӗнмен. Ҫапла мар-и? Сана сетка ҫинче сикесси кӑмӑла каять пулсан, кай та сик. — Вӑл калаҫма чарӑнчӗ, ларчӗ, аллипе циркуль тытрӗ те, манӑн хӗрелнӗ пит ҫине пӑхса ҫапла хушса хучӗ:  — Эпӗ те ҫӳле хӑпарма, сикме юрататӑп, анчах пӗлтӗр ҫунакан самолет ҫинчен парашютпа сикнӗ хыҫҫӑн мана сикме юрамасть.

Вӑл тарӑннӑн сывласа ячӗ те ҫемҫен кулса илчӗ. Манӑн пит хӗрелнӗҫемӗн хӗрелсе пычӗ, эпӗ питпе вӗлтрен ӑшне ӳкнӗ пекех пултӑм.

— Каҫар, — терӗм ачана. — Ухмах пултӑм эпӗ… Тен, сана пулӑшас мар-и? Манӑн пурпӗрех нимӗнле ӗҫ те ҫук.

Халӗ вара кӑвак куҫлӑ ача именчӗ.

— Мӗншӗн ухмах вара? — тытӑнчӑклӑн хирӗҫ каларӗ вӑл. — Ма ун пек калатӑн? Ну, кӑмӑлу пулсан, ҫак тӑваткал хӑмана ил, будкӑра пӗчӗк пӑра ыйт та, шӑтӑк тума палӑртнӑ вырӑнсене шӑтар. Тӑхта, унта сана ахаль памаҫҫӗ! Санӑн ученик билечӗ хӑвӑн ҫумӑнта-и? Ну, апла пулсан манӑнне ил. — Ҫавӑнтах вӑл мана самаях лутӑрканнӑ хӗрлӗ кӗнеке тӑсса пачӗ.

Эпӗ билета уҫса пӑхрӑм. Вӑл Слава ятлӑ иккен, хушамачӗ — Грачковский. Ман тантӑш.

Эпир унпа туслӑн, пӗр кӑмӑллӑн ӗҫлесе двигатель турӑмӑр, — ҫав вӑхӑтра пирӗн пата кукка пырса тӑчӗ те икӗ плитка мороженӑй тӑсса пачӗ.

— Эпир паллашрӑмӑр, — терӗм эпӗ. — Вӑл Слава ятлӑ. Тата вӑл ҫунакан самолет ҫинчен сикнӗ.

— Нумай чухне мана Славка тесе чӗнеҫҫӗ, — ман сӑмаха тӳрлетрӗ ача. — Парашютпа эпӗ хам сикмен, — мана атте кӑларса ывӑтрӗ. Эпӗ хам парашют ункинчен туртрӑм кӑна. Унтан водопровод башни тӑрне лекрӗм, ҫавӑнтан ӳксен вара урана хуҫса пӑрахрӑм.

— Ҫапах та, уру утать вӗт?

— Утасса утать те, халлӗхе хытӑ чупма юрамасть. — Вӑл кукка ҫине пӑхрӗ, ҫемҫен кулса илчӗ те ҫапла ыйтрӗ:  — Тирта ӗнер эсир петӗр-и ҫав? Мушкӑна хӑяккӑн выртарма юрамасть тесе эсир вӗрентрӗр-и мана? Ой, эсир лайӑх перетӗр-ҫке!

— Ватӑ стрелок-пехотинец, — сӑпайлӑн ответлерӗ кукка. — Германи вӑрҫинче те пенӗ, граждан вӑрҫинче те пенӗ.

«Э-э, стрелок-пехотинец! — чалӑшшӑн пӑхса илтӗм эпӗ кукка ҫине. — Славкӑна эсӗ тахҫанах асӑрханӑ иккен! А эпӗ ӑна ман валли юлташ пулма ӑнсӑртран суйласа илтӗмӗр тесе шутланӑччӗ!»

Часах эпир Славкӑпа уйрӑлтӑмӑр та ыран ҫак вырӑнтах тӗл пулма калаҫса татӑлтӑмӑр.

— Вӑт, ҫын! — мухтаса илчӗ кукка Славкӑна. — Ку ӗнтӗ амаҫури амӑшӗн япалисене ухтарма ҫеҫ пултаракан маттур мар… Ну, юрӗ-ҫке, юрӗ! Эсӗ самолет ҫинчен сиксе кур, вара мухтанма та юрать. Атту сана пӗр сӑмах та каламалли ҫук. Динамит! Тар!.. Атя-ха, эсӗ унпа лайӑхрах паллаш… Килне кайса кур вӗсем патне… Вал мӗнле пурӑннине, ытти чухне мӗн тунине сӑна, ашшӗ-амӑшӗ кам унӑн…, эх, — ассӑн сывласа илчӗ кукка, — эх, тепӗр хут ҫамрӑкланас пулсан! Пирӗн мӗнле пулнӑ вӑл?.. Вӗҫсе, шӑхӑрса иртсе кайрӗ! Йывӑр ӗҫ, хыт ҫӑкӑр, чӗн пиҫиххи шӑхӑрни, ахлатни, ӗмӗтленни тата куҫҫулӗ… Ҫук, ҫук! Эсӗ унпа епле пулсан та паллаш; вӑл сӑпайлӑ, ырӑ чунлӑ, эпӗ унӑн ҫамрӑк аллине кӑмӑл тусах чӑмӑртарӑм.

Кукка мана чиркӳ карти патне ҫитиччен ҫеҫ ӑсатса ячӗ.

— Акӑ, — терӗ вӑл, — сукмак тӑрӑх аялалла анатӑн, унтан хӳме шӑтӑкӗнчен кӗретӗн те — садра, килте пулатӑн. Кӑнтӑрла, тата япаласемсӗр ҫӳреме кунтан нумай ҫывӑхрах. Эпӗ каярахпа пыратӑп.

Шӑхӑркаласа, эпӗ чӑнкӑ сӑрт тӑрӑх асӑрханса утса антӑм. Ишӗлнӗ беседка тӗлне ҫитсен эпӗ шавланине илтрӗм те пӗчӗк килхушшинче карчӑк сӑнӗ вӗлтлетсе иртнине куртӑм. Унӑн ҫӳҫӗ-пуҫӗ арпашса кайнӑччӗ, вӑл темскер кӑшкӑратчӗ.

Ун хыҫҫӑнах кухньӑран аллине пуртӑ тытнӑ ватӑ ывӑлӗ чупса тухрӗ; унӑн пичӗ йӗпе те хӗп-хӗрлӗччӗ.

— Итле! — сывлӑшне аран ҫавӑрса, мана пуртӑ тӑсса парса кӑшкӑрчӗ вӑл. — Эсӗ унӑн пуҫне касса татма пултараймастӑн-и?

— Ара, вӑл чӑх вӗт, ухмах! — хаяррӑн кӑшкӑрчӗ ман ҫине сухалли.

— Эпир ӑна аран-аран тытрӑмӑр та, манӑн алӑсем чӗтреҫҫӗ.

— Ҫук, ҫук, пултараймастӑп! — терӗм эпӗ, аяккалла сиксе илсе. — Эпӗ… эпӗ халех хурах кӑшкӑратӑп!

— Ҫук, ҫук! — мӑкӑртатрӑм эпӗ. Хамӑн хӑрани те иртсе кайманччӗ-ха. — Чӑхӑнне те пултараймастӑп… Эсир тӑхтӑр… Акӑ, часах кукка килет, вӑл пурне те пултарать.

Эпӗ хамӑр пӳлӗме кӗтӗм те кровать ҫине выртрӑм. Темле канӑҫсӑр пулса кайрӗ, хама эпӗ ухмах пек туйрӑм. Шухӑшсене сирсе ярас тесе, хаҫат тытса вулама тытӑнтӑм.

Малтан умстатьяна вуласа тухрӑм. Испанире вӑрҫӑ, Китайра та вӑрҫӑ. Карапсем путаҫҫӗ, бомбӑсем пӑрахнипе хуласем арканаҫҫӗ. Анчах кам путарать карапсене, кам бомбӑсем пӑрахать — ун пирки пӗр сӑмах та каламан.

Унтан пулни-иртнисем ҫинчен вулама тытӑнтӑм. Кунта пӗтӗмпех ӑнланмалла ҫырнӑ вара.

Акӑ автобус трамвай ҫине пырса ҫапӑннӑ. Кантӑксем ваннӑ, вилни-аманнисем пулман. «Ҫӑварна карса ан ҫӳре, шофер, юрать-ха ӗҫ ӑнӑҫлӑ татӑлнӑ!»

Акӑ ултӑ ҫулхи арҫын ача кӗпер ҫинчен шыва ӳкнӗ, ӑна ҫӑлма харӑсах виҫҫӗн сикнӗ: унӑн амӑшӗ, милиционер тата урамра пируспа сутӑ тӑвакан старик. Ҫав вӑхӑтрах кимӗ ыткӑнса ҫитнӗ те тӑваттӑшне те туртса кӑларнӑ. «Маттур ҫынсем! Ачине вара килте пӗҫеркке памалла»…

Акӑ тата пӗлтерӳ: темле тете велосипед сутать, вӑлах ют ҫӗршывра тунӑ шлепке илет. «Ухмахла ку! Эпӗ пулсан нихҫан та сутас ҫук. Велосипед ҫук пулсан, шлепкепе мӗн тӑвас ман?» Ак тата, стоп!.. Эпӗ хаҫата ҫатӑрласа тытса лартрӑм та куҫ умнерех илсе пытӑм. Акӑ… мана шыраҫҫӗ… «Вунтӑватӑ ҫулхи арҫын ачана шыратӑп, Сергей Шербачов ятлӑ. Хура ҫӳҫлӗ. Сулахай куҫӗ патӗнче, тӑнлав ҫинче турпалли пур. Ҫакӑнта пӗлтермелле: Мускав, телефон Г 0-48-64».

«Ҫапла, ҫапла! Эппин, Валентина таврӑннӑ. Телефонӗ пирӗн мар, апла пулсан милици шырать».

Чӗтрекен алӑпа эпӗ куккан ҫул ҫинче илсе ҫӳрекен пӗчӗк тӗкӗрне хам паталла шутартӑм.

Нумайччен, куҫ илмесӗр пӑхса лартӑм. «Ҫапла, ҫапла, акӑ вал эпӗ. Акӑ, хура ҫӳҫлӗ. Акӑ турпалли».

«Шыратпӑр…» Ҫак сӑмах темле хуллен, шӑппӑн янӑрарӗ. Анчах вӑл сӑмахри шухӑш хаяр та хӑрушӑччӗ.

Акӑ, проводсем тӑрӑх телеграммӑсем шӑваҫҫӗ: «Шырӑр! Шырӑр!.. Тытӑр!» Акӑ вӗсем, милицин лӑпкӑ, хӑйсене йӗркеллӗ тытакан агенчӗсем хӑйсен начальникӗ умӗнче тӑраҫҫӗ. «Ҫапла, начальник юлташ! — теҫҫӗ вӗсем. Эпир Сергей Щербачов ятлӑ вунтӑватӑ ҫулхи, хура ҫӳҫлӗ тата ӑпӑр-тапӑр пухакансене ют ҫын япалисене сутакан ҫынна тупатпӑрах. Вӑл пӗр-пӗр хулара, сӑмахран Киевра, хӑйӗн шанчӑксӑр куккӑшӗпе пурӑнать пулӗ-ха, нимӗнле наказани тӳсмесӗрех мичмансен шкулне кӗме, кайран совет карапӗсем ҫинче тӗрлӗ ҫӗршывсене ҫӳреме ӗмӗтленет пулӗ-ха. Ҫав суя параппанҫӑ, тӑваттӑмӗш отряд списокӗсенчен тахҫанах чӗрсе пӑрахнӑскер, пур ӗҫсем те темле ӑнсӑртран пулса тухрӗҫ тесе макӑрать, хӑйне тӳрре кӑларма тӑрӑшать пулӗ-ха. Анчах эсир ӑна ан ӗненӗр, мӗншӗн тесен вӑл хӑй кӑна мар ҫавӑн пек, унӑн ашшӗне те суд тунӑ».

Эпӗ тӗкӗрпе хаҫата аяккалла ывӑтрӑм. Ҫапла ҫав, пӗтӗмпех ҫакӑн пекчӗ, хама тӳрре кӑларма нимӗнле май та ҫукчӗ.

Манӑн киле те таврӑнас килмерӗ, юсанмалли ҫурта та лекес килмерӗ. Халӗ манӑн ҫине тӑрсах мичмансен шкулне каяс килчӗ. Вара эпӗ хамӑн телейшӗн кӗрешме шут турӑм.

Куҫсене лайӑхрах шӑлса типӗтрӗм те урама тухрӑм.

Постсенче тӑракан милицонерсем, бляхӑллӑ дворниксем, аллисене хаҫатсем тытнӑ иртен-ҫӳренсем — пурте халӗ мана шӑнчӑксӑр та хӑрушӑ пек туйӑнчӗҫ.

Эпӗ аптекӑна кӗтӗм те, хама мӗн кирлине тӗрӗссӗн пӗлмесӗр, прилавок умӗнче нумайччен, тавар илекенсен аллисемпе хӑйсен кӗсйисене тытса ман ҫине шиклӗн пӑхакан пуличченех, продавец хамран: сана мӗн кирлӗ? — тесе ыйтичченех тӗрткелешсе тӑтӑм.

Унтан эпӗ пер тюбик хлородонт ыйтса илтӗм те васкасах тухрӑм.

Ун хыҫҫӑн эпӗ парикмахерски умне пырса ҫитрӗм. Кӗтӗм.

— Ҫӳҫне кӗскетсе ярас-и? Машинкӑпа касас-и? Бокс тӑвас-и? Бобрик-и? — ыйтрӗ парикмахер.

— Ҫук, — терӗм эпӗ. — Бритвӑпа, ҫап-ҫара хырса ярӑр.

Хура ҫӳҫ тӗркисем шурӑ простынь ҫине вӑраххӑн ӳкрӗҫ. Акӑ, пуҫ ҫинче ансӑр ҫӗвек курӑнчӗ. Куна эпӗ тахҫан «Динамо» катокӗнче ӳксе тунӑччӗ. Музыка янӑратчӗ. Эпир Нинӑпа ярӑнтӑмӑр. Шавлӑ, сивӗ, хаваслӑччӗ…

Халӗ ӗнтӗ манӑн хӑлхасем ик еннелле кӑнтарса тӑраҫҫӗ, пуҫ ҫап-ҫаврака пулса тӑчӗ. Сӑн-пит хӗвелпе пиҫсе ларни ытларах палӑрчӗ.

Урама тухрӑм, тюбикран шӑл тасатмалли пастӑна пӑртакках пӑчӑртаса кӑлартӑм та тӑнлав ҫинчи турпаллине сӗртӗм. Куҫхаршисем хӗвелпе саралса кайнӑ: уйӑрса ил-ха ӗнтӗ халь, хура сӑнлӑ-и эпӗ, е хӗрлӗ-и?

Урамра хунарсем ялкӑшаҫҫӗ. Ӑшӑ асфальт, табак, чечек тата шыв шӑрши кӗрет.

«Халӗ мана никам та паллаймасть те, тытаймасть те, — шухӑшларӑм эпӗ. — Кукка мана мичмансен шкулне парать те хӑй Вяткӑна тухса каять… Пултӑрах! Пӗчченех пурӑнатӑп, хытӑрах тӑрӑшатӑп. Хам тунӑ пӗтӗм айӑпсем ҫине суратӑп та вӗсене пулман пекех манса каятӑп».

Нӳрӗрех ҫил манӑн хырнӑ пуҫа кӑштах шӑнтрӗ. Мана хирӗҫ ҫынсем утрӗҫ. Анчах вӗсенчен нихӑшӗ те эпӗ ҫак каҫхине пурнӑҫа ҫӗнӗрен пуҫлама, халӗ ӗнтӗ тӳрӗ, хӑюллӑ та таса чӗреллӗ ҫын пулма ҫирӗп шут тытнине пӗлмеҫҫӗ.

Вӑхӑт нумая кайнӑччӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа та эпӗ киле ҫывӑхрах ҫулпа кайма шут турӑм.

Чиркӳ карти хыҫӗнчи ҫара вырӑнта тӗттӗм, пӗр сас-хура та илтӗнмест. Такӑнса, шуҫса, эпӗ хӳме патне ҫитрӗм те шӑтӑк витӗр сада кӗрсе тӑтӑм. Пирӗн пӳлӗм чӳречисем тӗттӗм, — апла пулсан, кукка таврӑнман-ха.

Ку мана савӑнтарать, мӗншӗн тесен эпӗ килтен тухса кайса нумай ҫӳрени паллӑ пулмасть. Аялта пурӑнакан хуҫасене вӑратас мар тесе, эпӗ алкум вӗҫне хуллен кӑна пырса тӑтӑм та алӑка туртрӑм. Ак япала! Алӑка питӗрнӗ иккен. Вӗсем кукка таврӑнсан шаккать, тенӗ пулмалла ӗнтӗ.

Анчах вӑл — кукка, ку — эпӗ! Мана, пуринчен ытла паян хуҫана кӳрентернӗ хыҫҫӑн, шаккама пӗртте аван мар.

Эпӗ сак шыраса тупрӑм та кукка таврӑнасса кӗтсе лартӑм.

Ҫавӑнта эпӗ пӗр ҫур сехет ытларах ирттертӗм пулӗ. Курӑк ҫине, йывӑҫ ҫулҫисем ҫине сывлӑм ӳкрӗ. Мана сивӗ пулма пуҫларӗ, эпӗ ӗнтӗ паҫӑр чӑх пуҫне касса татманшӑн хам ҫине ҫилленме те пуҫларӑм. Эккей, тупнӑ япала — чӑх! кукка кӗтмен ҫӗртен ӑҫта та пулин ҫӗр выртма юлсан — мӗн тӑвас-ха вара манӑн?

Ҫак самантра эпӗ пусма ҫумӗнче, уборнӑйпа юнашар, чӳрече пуррине аса илтӗм. Вӑл питӗрӗнместчӗ пулас.

Эпӗ сандалисене хыврӑм, вӗсене хӗве чикрӗм те, ҫӗрсе кайнӑ налишникрен тытса, ҫара урасемпе аялти хысак ҫине пусрӑм. Чӳрече кӑштах уҫӑччӗ. Эпӗ ҫара тусан пултӑм, урана шӑйӑрттартӑм, анчах ҫапах та ҫенӗке чиперех антӑм. Эпӗ ҫаратма, вӑрлама кӗмен вӗт-ха, хуллен, никама та кансӗрлес мар тесе ҫеҫ киле кӗме тӑрӑшатӑп. Сасартӑк ман чӗре ҫав тери хытӑ тапма тытӑнчӗ, ӑна лӑплантарас тесе эпӗ кӑкӑртан тытсах лартӑм. Мӗн ку?.. Лӑпкӑрах пуласчӗ!

Анчах та ман сывлӑш пӳлӗнсе ларчӗ те, эпӗ, хӑранипе, пусма карлӑкӗнчен ҫатӑрласа тытрӑм.

Мӗншӗнне пӗлместӗп, мана сасартӑк темшӗн старик Яков таҫта инҫетре, Липецкра мар, ҫакӑнтах, юнашарах пытанса ларнӑ пек туйӑнчӗ.

Темиҫе самант хушши ҫак килӗшӳсӗр, кутӑнла шухӑш ман пуҫа ҫирӗп тытса тӑчӗ, эпӗ ку мӗншӗн ун пек пулнине ҫине тӑрсах ӑнланма тӑрӑшрӑм.

Хуллен кӑна ҫӳле хӑпартӑм та — каллех чарӑнтӑм! Эпир пурӑнакан пӳлӗмрен мар, чӳречи чӑх вити еннелле тухакан пушӑ пӳлӗмрен, алӑк хушӑкӗ витӗр вӑйсӑр кӑна ҫутӑ курӑнать. Эппин, кукка паҫӑрах киле таврӑннӑ.

Итлесе тӑтӑм. Иккен калаҫаҫҫӗ: пӗри кукка, тепри эпӗ палламан ҫын. Паллах, нимӗнле старик Яков та ҫук иккен.

— Акӑ, — терӗ кукка, — халех хатӗр пулать. Ку пакетне — кунта, теприне лере. Ӑнланатӑн-и?

— Ӑнланатӑп!

Ӑҫта «кунта!», ӑҫта «ак ҫакӑнта» — ку маншӑн пачах та ӑнланмалла мар.

— Халӗ пурне те пуҫтарас пулать. Ӑҫта ҫухалчӗ ҫак ман ача? (Ку ӗнтӗ ман ҫинчен).

— Таврӑнать! Кӑштах аташса кайнӑ пулӗ-и-ха? Е кинона кайнӑ? Хальхи ачасем ҫавӑн пек вӗсем! Унӑн амӑшӗ кам вара?

— Амаҫури, — терӗ ӑна хирӗҫ кукка. — Кам пӗлет ӑна, Мускаври темле хӗрарӑм. Эпир ун хваттерне ӑнсӑртран, хамӑр ҫын урлӑ пырса кӗтӗмӗр. Амаҫури амӑшӗ Кавказа кайнӑ. Ача пӗчченех. Хваттерте никам та ҫук. Хуть те хӑш гостиницӑран та лайӑхрах. Халӗ вӑл мана пӗр ӗҫре пулӑшать-ха акӑ.

«Епле-ха кам пӗлет ӑна?» — тӗлӗнсе кайрӑм эпӗ. — Ара, эсӗ манӑн кукка вӗт-ха!»

— Ну, юлашки те хатӗр! Пурне те тӗплӗн пӗлсе тӑвас пулать. Асӑрханарах эсӗ, кӗленчине ҫӗмӗрсе ан пӑрах. Анчах ӑҫта ҫухалчӗ-ха ман ача?

Эпӗ хуллен кӑна каялла чакрӑм, пусма тӑрӑх антӑм, чӳрече витӗр каллех сада тухрӑм, сандалисене тӑхӑнтӑм та питӗрнӗ алӑкран хытӑ шаккарӑм. Мана васкамасӑр уҫса кӗртрӗҫ.

— Эсӗ-и ку, сӗтӗрӗнчӗк? — халь тин килтӗн-и? — кукка сасси илтӗнчӗ ҫӳлтен.

— Эпӗ.

— Апла пулсан тӑхта, йӗм тата туфли тӑхӑнса тухам, атту эпӗ халь ҫеҫ вырӑн ҫинчен тӑтӑм.

Кукка пусма тӑрӑх аниччен тата тепӗр виҫӗ минут иртрӗ.

— Мӗн эсӗ ҫӗр хута ҫӳретӗн?

— Эпӗ уҫӑлма тухрӑм… Унтан йӑнӑш трамвай ҫине ларнӑ. Унтан манӑн вунӑ пус пулмарӗ те эпӗ ҫурранах килтӗм, кӑшт аташса кайрӑм тата…

— Ой, трамвай ҫинче вунӑ пус тӳлемесӗр эсӗ нихҫан та ҫӳремен-и вара? — кӑмӑлсӑр мӑкӑртатса илчӗ кукка.

Анчах эпӗ ҫавӑнтах вӑл мана вӑрҫас ҫуккине ӑнланса илтӗм, эпӗ кӗҫӗр килте пулманшӑн вӑл, тен, кӑмӑллӑ та пулнӑ-ҫке-ха.

Коридорта та, пур пӳлӗмсенче те пӑч тӗттӗм. Ҫутӑ ҫутмасӑрах, эпӗ салантӑм та, утиял айне кӗрсе выртрӑм. Аялти хутри алӑк хуллен чӗриклетсе илчӗ. Вӑл алӑкран такам тухса кайрӗ.

Халь тин, вырӑн ҫинче выртнӑ чух, мӗншӗн мана нумай та пулмасть старик Яков ҫывӑхра пулнӑ пек туйӑннине тавҫӑрса илтӗм. Пӗркунне пирӗн пата пӗрремӗш хут килсе кӗнӗ чухнехи пекех, мана лӗклентерекен пылак шӑрш пур пек туйӑнчӗ — те эфир шӑрши вӑл, те тата урӑх, ҫавӑн йышши япала шӑрши пулчӗ вӑл. «Кукка каллех темле эмел тӑкса янӑ пулмалла… — шухӑшларӑм эпӗ. — Анчах мӗнле ҫын-ха вӑл? Мана ҫитерет, ӗҫтерет, тумлантарать, мичмансен шкулне кӗртме пулчӗ, анчах хӑй Валентинӑна та палламасть иккен, манӑн кукка та мар!»

Вара эпӗ чаплӑ та ӑнӑҫсӑр изобретательсемпе ученӑйсен пурнӑҫӗсем ҫинчен хам вуласа тухнӑ пур кӗнекесене те аса илме тытӑнтӑм.

«Кам пӗлет, тен, манӑн кукка пачах та жулик мар, — шухӑшларӑм эпӗ. — Тен, вӑл чӑнах та пӗр-пӗр ученӑй е химик пулӗ. Вӑл шухӑшласа кӑларнӑ япаласене никам та йышӑнмасть пулӗ е мӗн те пулин урах чӑрмав пулӗ. Вӑл кама та пулин ҫухатнӑ, е кам та пулин вӑрласа кайнӑ пӗр рецепта вӑрттӑн шырать-и? Вӑл пӗр-пӗччен, унӑн чӗрине ӑшӑтакан никам та ҫук. Вӑл лайӑх ачана (мана ӗнтӗ) тӗл пулнӑ, ачи те пӗр-пӗчченскер. Вӑл мана лайӑх пурнӑҫ туса пама хӑйпе пӗрле илсе килчӗ. Вӑл пурнӑҫ, паллах, пирӗн вагонра пуҫланнӑ пек мар. Анчах… эпӗ вал мӗнле пулассине нимӗн те пӗлместӗп. Манӑн ирӗке тухасчӗ кӑна, мичмансен шкулне лекесчӗ. Тата часрах лекесчӗ унта, мӗншӗн тесен эпӗ тӗрӗс те тӳрӗ кӑмӑлпа пурӑнма шут тунӑ вӗт… Чӑннипе ӗнтӗ эпӗ паян трамвай ҫинчен ансан аташса кайрӑм тесе суйма ӗлкӗртӗм. Анчах вӑл мана хӑй малтан суйрӗ-ҫке. «Эсӗ тӑхта, — тет. — Эпӗ халь ҫеҫ вырӑн ҫинчен тӑтӑм…» Ҫук, тӑванӑм! Кунта эсӗ мана улталаймӑн. Кунта эпӗ хам та химик!»

Темиҫе кун эпир лӑпкӑнах пурӑнтӑмӑр. Халӗ кашни ирех парка чупатӑп, кунта эпир Славкӑпа тӗл пулаттӑмӑр.

Пӗррехинче парка Славка ашшӗ пырса кӗчӗ. Вӑл та ырханкка сарӑ ҫын иккен. Унӑн петлицисенче виҫӗ шпал пур. Вӑл Славкӑн ҫилпе ӗҫлекен двигателӗн моделӗ ҫине куҫӗсене хӗссе пӑхса илчӗ те эпир халь ҫеҫ аран-аран вырнаҫтарса лартнӑ распоркӑна хӑйӗн вӑйлӑ пӳрнисемпе пусса шӑтӑр-шатӑр хуҫса пӑрахрӗ, унтан кунта распорка мар, пӗр ҫӗрелле пӗрлештерекен скрепка пулмалла, унсӑрӑн ӗҫленӗ чух мотор йӑви пушанса каять, тесе хучӗ. Эпир кӳренсе, ниҫта кайса кӗме пӗлмесӗр, чертеж патне ыткӑнтӑмӑр, анчах та Славка ашшӗ тӗрӗс каланӑ-мӗн.

Вӑл кулса илчӗ, пире чӗлхе вӗҫне кӑларса кӑтартрӗ. Унтан Славкӑна ҫамкинчен чуптуса илчӗ те (ку мана тӗлӗнтерчӗ, мӗншӗн тесен Славка пӗчӗк ача мар ӗнтӗ), вара, хӑйӑр ҫинче чакаланакан пӗчӗк ачасенчен тӑрӑшсах пӑрӑна-пӑрӑна, площадка урлӑ хӑвӑрт утса кайрӗ.

— Тавҫӑракан ҫын! — терӗм эпӗ. — Килсе тӑчӗ кӑна, пӗрре ҫеҫ пӑхса илчӗ те — шатӑрт! — хуҫса хучӗ.

— Епле ан тавҫӑртӑр-ха вӑл! — терӗ мана хирӗҫ Славка лӑпкӑн. — Унӑн ӗҫӗ ҫавӑн пек.

— Вӑл ҫар инженерӗ мар пуль-ҫке? Мӗскер тӑвать вӑл?

— Тӗрлӗ япала тӑвать, — тӳррӗн каласшӑн мар пулчӗ Славка. Унтан мӑнкӑмӑллӑн хушса хучӗ:  — Вӑл питӗ лайӑх инженер! Сӑнран пӑхма ҫеҫ ҫавӑн пек вӑл.

— Мӗнле ҫавӑн пек?

— Ҫавӑн пек ара! — кулать, чӗлхине кӑларса кӑтартать ав… Эсӗ ӑна ҫамрӑк тетӗн-и? Ҫук, вӑл ӗнтӗ хӗрӗх иккӗре. Санӑн хӑвӑн аҫу миҫе ҫулта? Мӗн ӗҫре ӗҫлет вӑл?

— Манӑн кукка… — пӳлӗнсе лартӑм эпӗ. — Вӑл ученӑй пулас… химик…

— Аҫу тата?

— Атте вара… атте… Эх, Славка, Славка! Мӗн вара эсӗ, контр гайкӑна шырарӑн-шырарӑн — тупаймарӑн, ху ӑна пушмак кӗллипе хӑйӑр ӑшне таптаса лартнӑ та — курмастӑн.

Эпӗ пӗшкӗнтӗм те гайкӑна кӑларас тесе хӑйӑра нумайччен чакаласа лартӑм, унтан, кукленсе, ун ҫумне ҫыпӑҫнӑ хӑйӑр пӗрчисене вӗрсе тасатрӑм.

Кӳреннипе эпӗ тутасене ҫыртрӑм. Халӗ манӑн тӳрӗ те тӗрӗс ҫын пулмалла тесе хама хам миҫе хут каларӑм.

Аттене растрата тунӑшӑн суд туни ҫинчен Славкӑна каласа пама ҫапах та чӗлхе ҫаврӑнмарӗ.

Анчах эпӗ ӑна суймарӑм. Эпӗ ӑна нимӗн те каламарӑм, сӑмаха урӑх ҫӗрелле ярса кулса ятӑм, вӑхӑт мӗн чухлӗ иккенни ҫинчен ыйтрӑм та унтан, ӗҫе пӗтерме те вӑхӑт ҫитнӗ иккен, терӗм.

Тепӗр кунне кукка мана Славка патне хӑнана ӑсатса яма пулчӗ.

Славка инҫетре пурӑнать. Вӗсем хитре, пысӑк мар — пӗр хваттерлӗ ҫуртра пурӑнаҫҫӗ.

Пире куккапа иксӗмӗре Славкӑпа унӑн вӑр-вар ҫаврӑнкалакан, калаҫма юратакан тата ырӑ кӑмӑллӑ асламӑшӗ кӗтсе илчӗ. Кукка хӑйне чӳрече витӗр шыв пама ыйтрӗ, анчах Славка асламӑшӗ ӑна пӳлӗме кӗме чӗнчӗ те ӗҫме кӑвас сӗнчӗ.

Кукка, васкамасӑр, стакан хыҫҫӑн стакан квас ӗҫрӗ, пӳлӗмсем тӑрӑх уткаласа ҫӳресе, пӗрре квасне, тепре Славкӑна, унтан вӗсен ҫутӑ та типтерлӗ, илемлӗ хваттерне мухтарӗ.

Вӑл Славка ашшӗне килте тӗл пулайманшӑн кӑмӑлсӑр пулчӗ, ӳлӗмрен татах кӗрсе тухма пулса, ҫур сехетрен тухса кайрӗ.

Вӑл тухса кайнӑ-кайманах Славка асламӑшӗ мана ирӗксӗрех пӗр стакан сӗт ӗҫтерчӗ, икерчӗ, тӑпӑрч пӳремечӗ ҫитерчӗ, анчах ҫав вӑхӑтра та Славка ман хута кӗмерӗ. Тенкел ҫине мана хирӗҫ ларса урисене сулкаласа, ахӑлтатса, куҫӗсене хӗскелесе илчӗ.

Унтан вӑл мана хӑйӗн открыткӑсен альбомне кӑтартрӗ. Кусем хальхи открыткӑсем мар, тахҫанхи вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчисем. Вӗсене яка мар хут ҫине пичетленӗ, халь ӗнтӗ тӗссӗрленсе кайнӑскерсем граждан вӑрҫи кунӗсем ҫинчен каласа параҫҫӗ.

Акӑ кӑвак сӑран пиншак тӑхӑннӑ ҫын тӑрать. Унӑн аллинче — ҫутӑ-кӑвак хӗҫ. Пӗлӗт кӑвак, ҫӗр, йывӑҫсем, курӑк — тӗттӗм кӑвак. Вӑл ҫын патӗнче пурӗ те тӑватӑ юлташӗ ҫеҫ юлнӑ, вӗсен ҫӑмламас ҫӗлӗкӗсем ҫине, вӗсен паттӑр сӑнӗсем ҫине пилӗк вӗҫлӗ темӗн пысӑкӑш ҫӑлтӑрӑн ҫути юн йӗрӗ пек ӳкнӗ.

Открытка айне: «Шахтер-комиссар Андрей Бутовпа унӑн юлташӗсем Кременчуг патӗнчи ҫапӑҫура вилни» тесе ҫырнӑ. Унтан вӗтӗрех саспаллисемпе тата ҫапла каланӑ: «12-мӗш армин походри типографийӗнче пичетленӗ, 1919 ҫ.»

— Ку вӑл питӗ сайра хӗл пулакан открытка, — ӑнлантарчӗ мана Славка асӑрханса, ерипен якатнӑ май. — Вӗсене, тен, пӗтӗмпе те икҫӗр-виҫҫӗр кӑна пичетленӗ пулӗ. Ак ҫакна та час-часах тӗл пулма йывӑр. Кур-ха, ун айне сӑвӑласа пичетленӗ: «Гей, гей! Не робей!» куратӑн-и, акӑ хӗрлисем Юденича хӑвалаҫҫӗ. Кунта акӑ сӑвӑсӑр… Кунта та хӑвалаҫҫӗ. Ак ку акӑ юланутлӑ ҫапӑҫӑва ыткӑнать. Ыттисенчен кая юлнӑ пулмалла. Тӳпере хура пӗлӗтсем… пӗлӗтсем… Ку акӑ ахаль кӑна… наганлӑ хӗрача. Комсомолка пулмалла вӑл. Куратӑн-и, тутисене пӑчӑртаса лартнӑ, анчах куҫӗсем хаваслӑ. Халӗ вӗсем пурте ӳснӗ ӗнтӗ. Аннен юлташӗ пур, Камкова Клавдюшка, вӑл та ҫавӑнта пулнӑ… Халӗ вӑл вӑтӑр улттӑра ӗнтӗ… Э-э, тӑванӑм! Тӑхта, тӑхта!

Сасартӑк кулса ячӗ Славка. Альбома ывҫисемпе хупласа, вӑл ман ҫине пӑхрӗ, унтан каллех альбом ҫине пӑхрӗ, унтан сӗтел ҫинчи тӗкӗре ярса тытрӗ. Ҫакна паллатӑн-и?

Ман умра открытка выртать, ун ҫинче — ман пекех пилотка тӑхӑннӑ ҫамрӑк ача сӑнӗ пур. Унӑн пиҫиххийӗ ҫумӗнче кабур ҫакӑнса тӑрать, аллине вӑл труба тытнӑ.

— Кам пултӑр? Сигналист! Унта ҫаплах ҫырнӑ та.

— Эсӗ вӗт ку! — тӗкӗре ман паталла шутарса хӗпӗртесе кайрӗ Славка. — Ну, пӑх-ха ӗнтӗ, мӗн тери пӗрешкел! Эпӗ сана пирвайхи хут курсанах: «ӑҫта курнӑ-ши эпӗ ку ачана?» тесе шутларӑм. Ну, паллах, эсӗ! Акӑ сӑмса… акӑ, хӑлхусем те кӑшт урлӑрах. Ил! — терӗ вӑл, открыткӑна альбомран кӑларса. — Манӑн ун пеккисем иккӗ. Ку вӑл сан телее. Ил, ил те — асӑн!

Славка парнине эпӗ ним чӗнмесӗр илтӗм. Хутпа тирпейлӗн чӗркерӗм те хамӑн бумажнике хутӑм.

Эпир хыҫалти килкартине тухрӑмӑр. Унта, хупахсем ҫын ҫӳллӗшех ӳссе ларнӑ, вӗсен сарлака ҫулҫин ӗмӗлки айӗнче пӗчӗкҫеҫ сарӑ чӑх чӗпписем чупкаласа ҫӳреҫҫӗ.

— Славка, — хуллен тытрӑм эпӗ, — санӑн уру мӗнле-ха ӗнтӗ? Ӑна кайран пӗтӗмпех сыватса ҫитереҫҫӗ-и?

— Сыватаҫҫӗ! — хӗвелтен хӳтӗленме куҫӗсене хӗссе тепӗр еннелле ҫаврӑнса ответлерӗ Славка. — Ӑҫта каятӑн, ухмах? Мӗн кӑшкӑратӑн? — терӗ вӑл аташса кайнӑ чӗппе тытса, — ӑна майӗпе хупахсем айне кӗртсе ярса. — Кай ҫавӑнта. Авӑ сан компани. — Вӑл аллисене шӑлкаласа илчӗ, чӗлхипе чӑнклаттарчӗ те: — Ура ыратни — япӑх вӑл. Анчах та аптрамӑп-ха. Эпир ун пек ҫынсем мар, — тесе хучӗ.

— Камсем — эпир?

— Ну, эпир… пурте…

— Камсем — пурте? Эсӗ-и, аҫу-и, аннӳ-и?

— Эпир ҫынсем, — ҫине тӑрсах тепӗр хут каларӗ те Славка, мана тӗлӗнерех куҫран пӑхрӗ. — Ну, ҫынсем!.. Совет ҫыннисем! А эсӗ кам вара? Банкир-и-мӗн?

Эпӗ тепӗр еннелле ҫаврӑнса тӑтӑм. Кӗсьерен хуҫмалла ҫӗҫӗ кӑлартӑм. Ку вӑл хурҫӑран лайӑх тунӑ, яп-яка юман авӑрлӑ кукӑртарах ҫирӗп ҫӗҫӗ. Ӑна Славка юратасса эпӗ пӗлетӗп.

— Ил, — терӗм эпӗ. — Асӑнмалӑх паратӑп. Ил ӗнтӗ, ил! Эс мана сигналиста парнелерӗн те эпӗ илтӗм-ҫке!

— Леш вӑл — ниме таман япала ҫеҫ, — терӗ мана хирӗҫ Славка. — Манӑн вӑл тата пур, анчах сан урӑх ҫӗҫӗ ҫук!

— Пурӗпӗр ил! — терӗм эпӗ ҫирӗппӗн. — Эпӗ сана парнелерӗм пулсан, илмесен кӳренетӗп, кӑларса ывӑтатӑп, анчах каялла илместӗп.

— Юрать, апла пулсан илӗп, — килӗшрӗ Славка. — Тавтапуҫ. Анчах сигналист шута ан кӗтӗр. Манӑн кӗсьере чиксе ҫӳремелли хунар пур, вӑл виҫӗ тӗслӗ ҫунать — шурӑ, хӗрлӗ тата симӗс тӗслӗ. Эсӗ ӑна та ил… — Вӑл кӑштах шухӑшласа тӑчӗ. — Анчах та акӑ мӗн: манӑн вӑл кунта мар, анне патӗнче. Виҫӗ кунтан атте мана ун патне яла леҫсе ярать, хӑй ҫав кунах каялла таврӑнать. Эпӗ хунара аттерен парса яратӑп, атте асаннене парать, асанне — сана. Эсӗ ӑна кӗрсе илетӗп тесе ҫирӗп сӑмах пар мана!

Эпӗ сӑмах патӑм.

— Эсӗ каятӑн эппин? — шеллерӗм эпӗ. — Инҫете-и? Мӗн вӑхӑтлӑха?

— Нумайлӑха, ҫу каҫмаллӑхах каятӑп анне патне. Анчах та вӑл инҫе мар. Кунтан пӑрахутпа Десна тӑрӑх тӑвалла пӗр ҫитмӗл километр, унтан вара пристаньрен пӗр вунӑ километр вӑрманпа каймалла. Ну, атя асанне патне кухньӑна.

— Асанне, — терӗ Славка, кукӑр ҫӗҫҫе ун сӑмси патнех илсе пырса. — Акӑ, мана юлташ ҫӗҫӗ парнелесе пачӗ. Лайӑх ҫӗҫӗ! Ҫивӗч тата.

— Кӑларса ывӑт, Славушка! — канаш пачӗ карчӑк. — Мӗн тӑватӑн эсӗ ун пек хӑрушӑ ҫӗҫӗпе? Чикӗнсе вилӗн тата.

— Эсӗ ватӑ ӗнтӗ, — кӳренчӗ Славка, — ҫӗҫӗсем пирки нимӗн те ӑнланмастӑн. Кӳр-ха, эпӗ мӗн те пулин чутласа пӑхам. Пар-ха ҫак йӗтӗре. Аха, памастӑн-и! Эппин, ҫӗҫӗ лайӑххине хӑвах куратӑн! Асанне, эпӗ аттерен хунар парса яратӑп. Астӑватӑн-и, сана пӗрре чӑх вити патӗнче хӑратрӑм? Эсӗ ҫав хунара ак ҫак ачана пар. Пӑхса юл ун ҫине, астӑваятӑн-и?

— Астӑватӑп, астӑватӑп, — Славкӑна ҫӑнӑхпа шуралса ларнӑ аллисемпе тытса силлесе илчӗ карчӑк. — Эсир ниҫта та ан кайӑр, эп сире халех апат ҫитеретӗп.

— Анчах эпӗ ҫиместӗп! — хӑраса ӳкрӗм эпӗ. — Славкӑна ҫитерес пулать… Эпӗ халь кӑна ҫирӗм-ҫке…

— Юрӗ, юрӗ! — алӑк патнелле сиксе ответлерӗ Славка, алӑк патне ҫитсен вара хытӑ кӑшкӑрса ячӗ:  — Анчах эпӗ хуратул пӑтти ҫиместӗ-ӗп!

— Суятӑн, суятӑн! Пурне те ҫиетӗн, — татса хучӗ асламӑшӗ, — унтан, йӗпе питне саппунпа шӑлса, хурлӑхлӑн хушса хучӗ:  — Енчен те сана, савнӑ чунӑм, ероплан ҫинчен кӑларса ывӑтман пулсан, эпӗ ҫапӑ илӗттӗм те «ҫиместӗп» тени мӗне пӗлтернине ӑнлантарӑттӑм!

Славка мана калинкке патне ҫити ӑсатса ячӗ те эпир унпа сывпуллашрӑмӑр, мӗншӗн тесен унӑн клиникӑра темле ваннӑсене кӗмелле пулнӑ пирки икӗ кун хушши площадкӑна пыма пултараймастӑп, терӗ.

— Халӗ, Славка яла каясси ҫинчен пӗлсен манӑн пушшех те Одессӑна каяс килекен пулчӗ.

Кукка килте ҫук. Уҫса пӑрахнӑ чӳрече умӗнчи сӗтел хушшинче лартӑм, куккан ҫул ҫинче илсе ҫӳремелли чернильницине пӑрса уҫрӑм, хам умма хут листи шутарса хутӑм та ним тума аптранипе сӑвӑ ҫырма тытӑнтӑм.

Ку ӗҫ пӗртте кукка каланӑ пек йывӑр мар иккен.

Сӑмахран, ҫур сехетренех ҫакӑн пек сӑвӑ пулса тухрӗ:

Капитан Одессӑран
Океана тухать.

Карапри матроссем,
Тӑраҫҫӗ — чӗлӗм туртаҫҫӗ.

Ҫыран хӗрринчи хӗрсенӗн
Пичӗм питӗ салху,
Мӗн-ма тесессӗн, вӗрет —
Канӑҫлӑх ҫук ҫилрен,
Пысӑк хум яра-яра
Вӑл ҫиллессӗн ӳлет кӑна.

Пӗртте начар сӑвӑ мар. Малалла эпӗ паттӑр карап ҫулӗ ҫинчен тату уйрӑлӑва пула хурланнӑ хӗрсем ҫинчен ҫырасшӑнччӗ, анчах ҫак вӑхӑтра мана карчӑк чӗнчӗ.

Эпӗ тарӑхнипе пуҫа чӳрече витӗр кӑларса, шӗшкӗ тураттисене сиртӗм те мӗншӗн йӑвашшӑн чӗннине ыйтрӑм.

Вӑл мана нӳхрепе анса кукка валли турӑх чӳлмекне сивӗ ҫӗре лартма хушрӗ.

Эпе тухас килменнипе туртӑнкаласа тӑтӑм пулин те ҫавӑнтах тухрӑм та нӳхрепе антӑм.

Каялла таврӑнсан сӑвва малалла ҫырма пикентӗм, анчах, нӳрӗ те тӗттӗм нӳхрепре ҫамкапа каштана ҫапӑннӑран пулас, манӑн хавхалану пӗтсе ларчӗ, малалла нимӗн те тухмарӗ.

Мӗн ҫырнине таса хут ҫине ҫӗнӗрен куҫарса ҫырма, куккана хамӑн тепӗр талантпа тӗлӗнтерес тесе сӑвва унӑн сӗтелӗ ҫине хума шут турӑм.

Анчах сӗтел ҫинче лайӑх хут урӑх ҫук. Вара эпӗ куккан пуҫ вӗҫӗнче, тӳшек айӗнче, хаҫатпа чӗркенӗ хут пачкипех выртнине аса илтӗм.

Ҫав пачкӑна уҫса темиҫе листа илтӗм те сӑвва куҫарса ҫырма тытӑнтӑм.

Эпӗ ҫурри таран кӑна ҫырма ӗлкӗрнӗччӗ — карчӑк мана каллех чӗнчӗ. Пуҫа чӳречерен кӑлартӑм та хальхинче манран мӗн кирли ҫинчен самаях хаяррӑн ыйтрӑм.

Вӑл мана нӳхрепе анса пилӗк ҫӑмарта илсе тухма хушрӗ, мӗншӗн тесен унӑн икерчӗ пӗҫерме чуста хумалла иккен, икерчине, паллах, кукка турӑхпа ҫиме юратарах парать.

Эпӗ тарӑхса суртӑм. Сиксе тухрӑм. Нӳхрепе кӗтӗм. Тӗттӗм ҫӗрте корзинка шыраса нумайччен тӑрӑшрӑм, таврӑнсан вара текех карчӑк чӗннине хирӗҫ сас памастӑп, тесе шут турӑм. Унтан сӗтел хушшине лартӑм. Мӗн ку? Эпӗ сӑвӑ ҫырнӑ хут листи сӗтел ҫинче ҫук. Тӗлӗннипе, ҫав хушӑрах тарӑхса, сӗтел айне пӑхрӑм, кровать айне… Коридор алӑкне те уҫса пӑхрӑм. Ҫук!..

Вара эпӗ ҫук чухне пӳлӗме ухмаха ернӗ пек выляса ҫӳрекен кушак ҫурисем килсе кӗнӗ пулӗ тӗ, тем тӗрлӗ те сиккелесе, хут листине чӳречерен садалла кӑларса ӳкернӗ тесе шутларӑм.

Ассӑн сывласа илтӗм те ҫӗнӗрен ҫырма тытӑнтӑм. Ҫурри таран ҫыртӑм, унтан чӳрече ани ҫинче сиккелекен салакайӑка асӑрхарӑм та шухӑша кайрӑм.

«Акӑ ӗнтӗ, — шухӑшларӑм эпӗ, — пӗрре сӑхса илет, унтан сикет, вара пӑхкалать, каллех сӑхать, каллех пӑхать… Ну, мӗн пӑхатӑн-ха ӗнтӗ, ухмах? Мӗн ӑнланатӑн эсӗ пирӗн, ҫынсен пурнӑҫне? Кӑмӑлу пур-и сан? Итле!»

Эпӗ сӑвӑллӑ хут листине илес тесе алла тӑсрӑм та, тӳррипех калатӑп — ӑнран тухса кайрӑм. Эпӗ халь ҫеҫ ҫырса хунӑ малтанхи тӑватӑ йӗрке хут ҫинче пачах та ҫук. Пиллӗкмӗш йӗрке, лешӗ, ҫыранта тӑракан хӗрсем ҫинчен калаканни, ман куҫ умӗнчех типӗ пӑр пек ирӗлсе пычӗ, ҫак тухатнӑ хут ҫинче нимӗнле йӗр те, пӑнчӑ та хӑвармарӗ.

Мана хулпуҫҫирен ҫирӗп алӑ ҫавӑрса тытрӗ. Кӑшт ҫеҫ пукан ҫинчен персе анмасӑр, эпӗ хам пата асӑрхамалла мар вӑрттӑн пырса тӑнӑ куккана куртӑм.

— Мӗн тӑватӑн-ха ӗнтӗ эсӗ, путсӗр? — хуллен те хаяррӑн ыйтрӗ вӑл. — Ку мӗн санӑн?

Эпӗ ҫухалса кайнӑскер, ҫилленсе сиксе тӑтӑм та, ма тесессӗн манӑн ҫак сӑвӑсем куккана мӗншӗн ҫакӑн пекех уртарса янине ниепле те ӑнланаймарӑм.

— Ку хута ӑҫтан илтӗн эсӗ?

— Ҫавӑнтан, — кровать ҫине тӗллесе кӑтартрӑм эпӗ.

— «Ҫавӑнтан, ҫавӑнтан»! Анчах сана, ирсӗре, унта кӗрсе кайма кам ирӗк панӑ?

Ҫав вӑхӑтрах вӑл хут листисене — вӑл шутрах эпӗ паттӑр капитан ҫинчен сӑвӑ ҫырма пуҫланисене те — тытса илчӗ, вӗсене хуллен шӑлкаласа якатрӗ те каялла, матрац айӗнчи папка ӑшне хучӗ.

Вара эпӗ, вӑл ним сӑлтавсӑрах ятлаҫнӑшӑн тата тӗлӗнмелле ҫӑткӑнланнӑшӑн урас пекех тарӑхса кайса урайне суртӑм та алӑк патнелле вирхӗнтӗм.

— Мӗн кирлӗ сире манран? — кӑшкӑртӑм эпӗ. — Мӗншӗн асаплантаратӑр эсир мана? Эп ахаль те сирӗнпе пурӑнатӑп, анчах мӗншӗн пураннине пӗлместӗп! Акӑ, сире виҫӗ листа хут шел, анчах вагонсем тӑрӑх… ют ҫын япалисем сире шел мар! Эпӗ мӗн, сире ҫаратрӑм-и, сирӗнпе вӑрларӑм-и? Ну, мӗншӗн сиксе лартӑр халь эсир ман ҫине?

Эпӗ сада чупса тухрӑм, пӗчӗк уҫланкӑна ҫитрӗм те пуҫпа курӑк ӑшне тӑрӑнса выртрӑм.

Часах куккана хӑйне те аван мар пулса кайнӑ пулмалла.

— Итле, тусӑмҫӑм, — илтрӗм эпӗ унӑн сассине. — Паллах, эпӗ ытлашши хытӑ ятларӑм сана, хучӗ те шел мар маншӑн. Анчах та кала тархасшӑн… — Ку тӗлте унӑн сасси каллех хаярланса кайрӗ, — мӗне пӗлтереҫҫӗ ҫак санӑн пур фокусусем?

Эпӗ ним ӑнланмасӑр ун еннелле ҫаврӑнтӑм та кукка пӳрнипе хырӑмӗ ҫинелле тӗллесе кӑтартнине куртӑм.

— Кукка, — мӑкӑртатса илтӗм эпӗ, — чӑн сӑмах паратӑп… эпӗ урӑх нимӗн те…

— Асту, «нимӗн те» пулӗ! Эпӗ ирхине брюки улӑштарса тӑхӑнма кайрӑм, пӑхатӑп — подтяжка ҫинче те, аялта та — пӗр тӳме те ҫук! Мӗне пӗлтерет ку?

— Итлӗр-ха, кукка, — хулпуҫҫисене хускатса илтӗм эпӗ, — мӗн тума кирлӗ мана сирӗн брюки тӳмисем? Вӗсем укҫа та мар, канфет та мар вӗт-ха. Ниме тӑман япала! Сирӗн сӑмахӑртан тухмасӑр пурӑннине те ӑнланма пултараймастӑп эпӗ.

— Ӑнланма пултараймастӑп тетӗн-и, эпӗ ӑнланатӑп тетӗн-им тата? Мӗнле-ха вара, сан шутпа, вӗсем хӑйсем типсе татӑлса ӳкнӗ-и? Пӗр-иккӗшӗ кӑна татӑлнӑ пулсан — татахчӗ, атту вӗт пурне те сӑптӑрса илнӗ!

— Вӗсене карчӑк касса илнӗ, — терӗм эпӗ кӑштах шухӑшласа тӑнӑ хыҫҫӑн. — Кунӑн ӗҫӗ вӑл. Вӑл, кукка, яланах сирӗн пӳлӗме кӗрет те, мана хуса кӑларса ярать, хӑй вара пӗрмай темскер ухтарать, ухтарать… Нумай пулмасть вӑл сирӗн темле коробкӑна кӗсйине чикнине эпӗ хам куртӑм. Ун ҫинчен эпӗ сире каласшӑнччӗ те, — манса кайнӑ.

— Мӗнле коробка тата? — шартах сиксе илчӗ кукка. — Манӑн нимӗнле коробка та ҫук пулас. Ах, ним ҫинчен те шухӑшлама пултарайман, пуҫ мимисӗр чечек! — астуса илчӗ юлашкинчен. — Вӑл манне сухал хырмалли супӑнь порошокне кӑларса илнӗ! А эпӗ ана шырарӑм, шырарӑм, пӗтӗм пӳлӗме ҫавӑрттартӑм! Ухмах, ухмах вӑл! Вӑл пурнӑҫра тем те пӗр курнине, ватӑлса пынине пула ҫапла сӳтӗлнине пӗлетӗп эпӗ… Анчах эсӗ ӑна пирӗн пӳлӗме тепре кӗрсенех ӗнселесе кӑларса яр.

— Ҫук, кукка, эпӗ ӑна ӗнселесе кӑларса ямастӑп, — килӗшмерӗм эпӗ. — Эпӗ унран хам та хӑратӑп. Пӗрре вӑл мана Антипка тесе чӗнет, тепре Степка, тет, тата мана ниммаршӑнах туйипе хӑмсарать. Эсир ӑна хӑвӑр каласан авантарах пулӗ. Э, авӑ вӑл, клумба патӗнче чечексем шӑршлать! Кӑмӑлӑр пур-и, эп ӑна халех сирӗн пата чӗнсе килем?

— Тӑхта! Тӑхта! — чарчӗ мана кукка. — Эп унпа кайран калаҫӑп. …Йӑлӑхтарчӗ! Халӗ эсӗ ху Славка патӗнче мӗн туни ҫинчен каласа пар.

Эпӗ куккана Славка патӗнче вӑхӑта мӗнле ирттерни ҫинчен, вӑл мана сигналист парнелени ҫинчен каласа патӑм та ашшӗ Славкӑна виҫӗ кунтан амӑшӗ патне илсе кайма хатӗрленнӗшӗн кулянса илтӗм. Кукка сасартӑк пӑлханса кайрӗ. Вӑл ура ҫине тӑчӗ, мана ыталарӗ те пуҫран ачашласа илчӗ.

— Эсӗ лайӑх ача, — мухтарӗ мана кукка. — Сана курсан малтанхи минутрах, тӳрех ӑнлантӑм эпӗ: «Акӑ лайӑх, ӑслӑ ача, эпӗ унран чӑн-чӑн этем тума тӑрӑшӑп», терӗм. Хе. Халь ӗнтӗ эпӗ сан пирки хам йӑнӑшманнине куратӑп. Ҫапла, йӑнӑшман эпӗ. Часах эпир санпа Одессӑна кайӑпӑр. Мичмансен шкулӗн начальникӗ — ман тус. Унӑн вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен помощникӗ те ҫавӑн пекех тус. Сана унта лайӑх пулать. Ҫапла ҫав, лайӑх пулать. Паллах, халь сана нумай япаласем… ну, мӗнле калас… хӑш-пӗр япаласене эсӗ ӑнланаймастӑн-ха, анчах эпӗ тӑвакан ӗҫсем вӗсем… халӑха ырӑ тӑвассишӗн… Астӑватӑн-и, Некрасов «ӳссессӗн эс, Саша, ӑнланӑн…» тенӗ.

— Кукка, — шухӑша кайса ыйтрӑм эпӗ, — эсир изобретатель мар-и?

— Тсс… — пӳрнипе тути патне тытса, мана чеен куҫ хӗссе илсе ответлерӗ кукка. — Кун ҫинчен халлӗхе… пӗр сӑмах та калаҫмӑпӑр.

Кукка ачаш та ырӑ кӑмӑллӑ пулса кайрӗ. Вӑл мана хамӑн мӗн илес килет, ҫавна илме тесе вунпилӗк тенкӗ укҫа пачӗ. Малтан мана сылтӑм хулпуҫҫинчен, унтан сулахайӗнчен лӑпкаса илчӗ, чышкипе хуллен кӑна айӑкран тӗртрӗ те, васкаса тумалли ӗҫсем пур тесе, ҫавӑнтах тухса кайрӗ.

Виҫӗ кун иртрӗ. Славкӑпа текех тӗл пулма май килмерӗ — парка вӑл урӑх пымарӗ.

Кӑнтӑрла хула тӑрӑх чупса ҫӳренӗ чух эпӗ хут-кӑранташ таврашӗсем сутакан магазин умӗнче чарӑнтӑм та пысӑк географи картти умӗнче нумайччен тӑтӑм.

Акӑ вӑл Одесса! Унта — Херсон, Николаев, Тирасполь хулисем инҫе мар, сулахайра — румынсем тытса илнӗ Бессараби ҫӗршывӗ, сылтӑмра чечекленекен шӑрӑх Крым, аялта вара, таҫта ҫитиех, Кавказ таран, Турци таран, Болгари таран Хура тинӗс сарӑлса выртать…

…Инҫетре хумпа хум ҫапӑнаҫҫӗ…

Тӑванӑм, каятпӑр эпир аякка,
Ку ҫӗртен ятла та инҫе.

Ҫав тери каяс килет ман.

Эпӗ лавккана чупса кӗтӗм те компас илтӗм. Унтан тухсан каллех витрина умне пырса тӑтӑм.

Акӑ ҫурҫӗр! Кольски ҫурутрав. Шурӑ тинӗс. Салху, сивӗ, пӑрлӑ тинӗс. Таҫта ҫакӑнта, канал тунӑ ҫӗрте, ман атте ӗҫлет. Юлашки ҫырӑвне вӑл таҫтан Сорока ятлӑ вырӑнтан янӑччӗ.

Сорока… Сорока! Акӑ вӑл Сорока. Атте, чӑнах та ӗнтӗ, сахал тата сайра хутра ҫеҫ ҫыратчӗ. Анчах юлашкинчен чылай вӑрӑм ҫырса ячӗ, тӗрӗссипе каласан, вӑл ҫырӑва эпӗ ӑнлансах та каймарӑм. Енчен вӑл лагерьте ӗҫленине тата унта эрех сутманнине пӗлмен пулсан, ҫак ҫырӑва вӑл кӑштах ӗҫнӗ вӑхӑтра ҫырнӑ тесе шутлама пултарӑттӑм.

Чи малтан, ку ҫыру малтанхисем пек хурлӑхлӑ марччӗ. Унта атте хӑйне ятламасть, малтанхи йӗркесенчен пуҫласах вӑл мана математикӑпа «хӳресем» пулнӑшӑн хӑтарать.

Иккӗмӗшӗнчен, вӑл темӗнле взрыв вӑхӑтӗнче ҫур пӳрнене татса кайни тата пуҫне суранлатни ҫинчен ҫырать, анчах ун ҫинчен вӑл унта ҫапӑҫу пулнӑ пек, хӑй паттӑрла ӗҫ тунӑ пек калать.

Виҫҫӗмӗшӗнчен, пӗр кӗтмен ҫӗртен, вӑл мана хӑй пурнӑҫӗ пӗтменни ҫинчен, ҫавӑнпа ман ӑна ухмах тесе е пӗтӗмпех пӗтнӗ ҫын тесе те шутламалла мар, тесе ӗнентерме тӑрӑшнӑ пек туйӑнчӗ.

Ку мана ун чухне тӗлӗнтерчӗ, мӗншӗн тесен эпӗ суккӑр ҫын пулман, ун пурнӑҫӗ пӗтнӗ тесе нихӑҫан та шутламан. Шутланӑ пулсан та, чӑн малтан пурнӑҫ халь тин пуҫланать, тесе ҫеҫ шутланӑ ӗнтӗ. Кунсӑр пуҫне, аттене эпӗ нихҫан та ухмах тесе те, пӗтнӗ тесе те шутламан. Пачах урӑхла, эпӗ ӑна ӑслӑ та лайӑх ҫын тесе шутланӑ, анчах вӑл Валентинӑшӑн хысна укҫине салатман пулсан, паллах, темиҫе хут лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ!

Мичмансен шкулне кӗрсессӗнех атте патне ҫырса пӗлтерӗп, тесе шут турӑм. Унта вӗренме кӗрессе те ҫав тери ҫирӗп ӗненсе тӑтӑм.

Ялкӑшакан витрина умӗнче эпӗ шухӑша кайса, ӑшра кулкаласа тӑнӑ вӑхӑтра мана такам чӗннине илтрӗм!

— Ачам, кил-ха кунта!

Эпӗ ҫаврӑнса пӑхрӑм. Хампа юнашарах, кӗтесре, светофор ҫутисене ылмаштаракан рычаг патӗнче, милиционер тӑрать. Шурӑ перчетке тӑхӑннӑ аллипе кӑчӑк туртса чӗнет вӑл мана.

«ГО—48—64» — картах сиксе илтӗм эпӗ. Иртсе пыракансенчен манӑн уҫӑ мӑя ҫунакан пируспа тӗкнӗ пекех шарт сиксе илтӗм.

Нимрен те малтан эпӗ тӳрех тарма тӑтӑм. Анчах манӑн пушмак тӗпӗсем вӗри асфальт ҫумне ҫыпӑҫса ларнӑ пекех урасем ҫӗкленмерӗҫ, эпӗ вара сулӑнса кайса, магазин витрини умӗнчи ҫап-ҫутӑ карлӑка ярса тытрӑм.

«Ҫук, — ҫав тери хӑраса шухӑшларӑм эпӗ, — тарма кая юлтӑм! Акӑ ӗнтӗ, халь тин ҫаклантӑм».

— Ачам! — терӗ милиционер тепӗр хут. — Мӗн чарӑнса тӑтӑн тата эсӗ? Кил хӑвӑртрах.

Вара эпӗ вӑраххӑн та тӳррӗн, милиционер куҫӗсенчен пӑхса, ун патне утса пытӑм.

— Эсир чӗннипе килтӗм, — терӗм эпӗ темӗн пысӑк хуйхӑ пуррине палӑртакан сасӑпа. — Эпӗ сире итлетӗп!..

— Ачам, — терӗ милиционер, рычага пусса сарӑ ҫутта сӳнтерсе симӗссине ҫутнӑ вӑхӑтра, — тархасшӑн ырӑ пул, урам урлӑ каҫ та хапха ҫинчи звонок туми ҫине пусса дворник патне шӑнкӑртаттар. Манӑн пӗр минутлӑха каймалли пур, анчах эпӗ пӑрахса кайма пултараймастӑп.

Ҫакна вӑл тата тепӗр хут каларӗ те хама мӗн хушнине тин ӑнлантӑм.

Эпӗ урам урлӑ мӗнле каҫнине астумастӑп, унтан звонок тӳми ҫине пусрӑм та хуллен кӑна хам ҫулпа утрӑм, анчах часах утма пултарайманнине туйрӑм та чӑн малтан тӗл пулнӑ хапхаранах кӗрсе кайрӑм.

Манӑн вӗри питҫӑмартисем тӑрӑх шултра куҫҫулӗсем юха-юха анчӗҫ, пыр чӗтренет, вара, ҫумӑр шывӗ юхса анмалли трубана хытӑ ыталаса тытрӑм.

— Ҫӗр ҫӑттӑр пурне те! — тарӑхса кӑшкӑрса ятӑм эпӗ ҫилӗпе, унтан пушмак сӑмсипе кӑвак чул стенана тапрӑм. — Ҫӗр ҫӑттӑр ҫакӑн пек, пуринчен те кролик пек, мулкач пек, хӑравҫӑ кӑвак шӑши пек хӑраса ҫӳрес пурнӑҫа! Манӑн кун пек пурӑнас килмест! Манӑн пӗтӗм ҫынсем пек, Славка пек пурӑнас килет! Вӑл акӑ пур звонок тӳмисем ҫине те лӑпкӑнах пусма, пур ыйтусем ҫине те лӑпкӑнах ответлеме, ҫынсен куҫӗсенчен тӳррӗн те уҫҫӑн пӑхма пултарать, вӑл кашни кӗтмен ҫӗртен илтӗннӗ сӑмахран е хускануран хӑраса аяккалла тармасть, ҫӗр ҫине йӑванса каяс пек хӑрамасть.

Эпӗ ҫапла нӑшӑклатса, пӗтӗм кӗлеткепе туртӑнса тӑтӑм; куҫҫулӗсем юхса анса известка тусанӗпе вараланнӑ сандалисем ҫине ӳкрӗҫ те, вара хама ҫӑмӑлтарах пек туйрӑм.

Такам мана алӑран тӗртӗнчӗ.

— Ачам, — хӗрхеннӗ пек ыйтрӗ манран эп палламан ҫамрӑк хӗрарӑм, — ма макӑратӑн эсӗ? Сана кам кӳрентерчӗ?

— Никам та кӳрентермен, — терӗм ӑна хирӗҫ, куҫҫулӗсене шӑлса, — эпӗ хама хам кӳрентертӗм.

Вӑл ӑшшӑн кулса илчӗ те мана алӑран тытрӗ:

— Анчах та ҫын хӑйне хӑй кӳрентерме пултарать-и вара? Тен, эсӗ ӳксе ыраттарнӑ, е суранланнӑ пулӗ.

Эпӗ пуҫа пӑркаларӑм, куҫҫулӗ витӗр хуллен кулса илтӗм, унӑн аллине чӑмӑртарӑм та урама тухрӑм.

Мӗншӗнне пӗлместӗп, анчах мана хам телей инҫетре те мар пек туйӑнчӗ…

Ҫав кун вара эп хама ҫирӗп тытрӑм. Сӑрт хӗррипе анса сапур шӑтӑкӗ витӗр кӗрсессӗн хамӑр садра эпӗ ылханлӑ Яков старике куртӑм, анчах уншӑн мана аҫа ҫапса вӗлермерӗ, эпӗ хуйхӑрнипе кӑшкӑрса макӑрса та ямарӑм.

Вӑл ҫурӑмӗпе ман еннелле ларать, вӗсем куккапа иккӗшӗ тем ҫинчен ҫине тӑрсах калаҫаҫҫӗ.

Эпӗ йывӑҫ тӗмисем хыҫнелле чӑмрӑм та айӑккӑн-айӑккӑн шуса пырса, беседка ишӗлчӗкӗсем выртакан тӗмеске тавра кайса алкум вӗҫне пырса тухрӑм та ҫӳле йӑпшӑнса хӑпартӑм.

Акӑ, эпӗ хамӑр пӳлӗмре. Графин ҫавӑрса тытрӑм та пырӗнченех пӗр ҫӑвар шыв сыпрӑм. Чыхӑнса кайрӑм. Ҫӑвара алшӑллипе хупласа, хуллен ӳсӗртӗм. Йӗри-тавралла пӑхса илтӗм. Старик Яков кунта нумай та пулмасть килсе кӗнӗ пулмалла. Алшӑлли те нӳрӗччӗ — типме те ӗлкӗреймен. Чӳрече умӗнче те пӗр пирус ҫеҫ выртать, старик Яков, хайне юри чирлӗ ҫын пек кӑтартман чухне, таттисӗр туртать. Кровать ҫинче кукка кепкипе лутӑрканнӑ хаҫат йӑваланса выртаҫҫӗ. Пӗтӗмпе те ҫав кӑна! Ҫук, ҫав кӑна мар. Минтер айӗнчен портфель кӗтесси курӑнать. Эпӗ чӳречерен пӑхса илтӗм. Ҫӗмӗрт ҫулҫисем витӗр икӗ тус халӗ те калаҫса ларнине куртӑм. Эпӗ портфеле уҫрӑм.

Салфетка, кӗпе, икӗ галстук, сухал хырмалли помазок, бритва, хӗрлӗ тӗслӗ арҫын чӑлхи ҫыххийӗ. Кофе — картонран пушӑ хут коровка, вӑл кофе коровки, шалта темскер шӑкӑртатать. Уҫса пӑхрӑм. Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗ, Хӗрлӗ Ялав орденӗ, МОПР значокӗ, йӗпсем, пӗр катушка ҫип, валериановӑй тумлам кӗленчи. Тата арҫын носкийӗсем… Ку мӗн тата? Портфель кӗтессинчен эпӗ ерипен кӑна хура браунинг туртса кӑлартӑм.

Эпӗ хуллен йынӑшса ятӑм. Ку шӑпах Валентина упӑшкин браунингӗ иккен, вӑл пирӗн килте эпӗ ҫӗмӗрнӗ сӗтел ещӗкӗнче выртатчӗ. Тӗп-тӗрӗс ҫавӑ!.. Акӑ, унӑн аври пӗр тӗлтен кӑштах катӑлса тухнӑ. Обоймине кӑларса пӑхрӑм. Вӑл та эпӗ пӑхнӑ чухнехи пекех: обоймӑра ултӑ патрон, пӗри ҫук.

Эпӗ браунинга чиксе хутӑм та портфельне хупрӑм, ҫаклатса минтер айне чикрӗм.

«Мӗн тӑвас-ха ӗнтӗ? Килте халӗ мӗнле-ши? Ҫӑрана ҫӗмӗрни, горжеткӑна сутса яни вӑл нимех те мар-ха! Валентинӑн ҫамрӑк упӑшки питӗ тарӑхса кайрӗ пулмалла ӗнтӗ. Ҫухатнӑ документшӑн ҫынна ятлама, унтан каҫарма пултараҫҫӗ. Укҫа ҫухатнӑшӑн ытлашши калаҫса тӑмасӑрах тытса юлаҫҫӗ. Анчах ҫапӑҫу хӗҫ-пӑшалне упраса усрама пултарайман ҫынна нихҫан та каҫармаҫҫӗ, ун ҫинчен манас ҫук! Ӑна сутмаҫҫӗ те, илмеҫҫӗ те. Ун вырӑнне, суя документ тунӑ пек, е тепӗр чух суя укҫа тунӑ пек, урӑххи туса пама ҫук. Вӑл яланах хаяр, хӑрушӑ тата чӑн-чӑн япала пулса тӑрать».

Эпӗ терраса еннелле кушак пек сасӑсӑр сикрӗм те алӑка шӑппӑн питӗртӗм, мӗншӗн тесен пусма тӑрӑх такам хӑпарать. Анчах ку Яков та, кукка та мар, — вӗсем халӗ те садра лараҫҫӗ-ха.

Кукленсе лартӑм та хӑрах куҫпа ҫӑраҫҫи шӑтӑкӗнчен пӑхма тытӑнтӑм.

Пӳлӗме карчӑк кӗчӗ.

Унӑн сӑнӗ мана темшӗн ытла хаваслӑ та хӗрлӗ пек туйӑнчӗ. Пӗр аллине вӑл чечек ҫыххи, теприне хӑйӗн лакпа сӑрланӑ туйине тытнӑ. Чечекӗсене вӑл шыв тултарнӑ стакана лартрӗ. Унтан тумбочка ҫинчен куккан тӗкӗрне илчӗ. Ун ҫине пӑхрӗ, кулса илчӗ. Унтан ӑна тӗкӗр ҫинче темскер килӗшмерӗ пулмалла. Вӑл чӗлхине кӑларса витлерӗ, сурчӗ. Шухӑшласа тӑчӗ. Стена ҫинче ҫакӑнса тӑракан алшӑллине вӗҫертсе илчӗ те урайӗнчи сурчӑка шӑлчӗ. «Ах, ват супнӑ! — ҫилленсе кайрӑм эпӗ. — Вӑл алшӑллипе эпӗ пит шӑлатӑп вӗт-ха!»

Унтан карчӑк шурӑ кепкӑна тӑхӑнса виҫсе пӑхрӗ. Куккан кӗсйисене ухтарчӗ. Пӗр ывҫӑ вак укҫа туртса кӑларчӗ. Вӗсенчен пӗр манитне — те вунӑ пуслӑххине, те икӗ пуслӑххине, асӑрхаймарӑм — суйласа илчӗ те хӑй кӗсйине чикрӗ. Пӗр хушӑ итлесе тӑчӗ. Портфеле тытрӗ. Ун ӑшне ухтарчӗ, старик Яковӑн хӗрлӗ тӗслӗ пӗр чӑлха ҫыххине кӑларса, ӑна аллинче тытса шухӑшласа тӑркаларӗ, унтан кӗсйине чикрӗ. Вара портфеле хӑй вырӑнне хучӗ те ҫӑмӑллӑн, ташланӑ пекрех утса пӳлӗмрен тухса кайрӗ.

Вӑл тухнӑ-тухманах эпӗ пӳлӗме каялла кӗтӗм. Портфеле пӑхкаласа, ун ӑшӗнчен браунинга илтӗм те кӗсьене пытарса хутӑм. Портфельте юлнӑ тепӗр хӗрлӗ чӑлха ҫыххине те илсе хӗве чикрӗм. Куккан тӳмесӗр брюкине кровать ҫине пӑрахрӑм. Чечексем лартнӑ стакана сӗтел хӗрринерех шутартӑм, минтере ҫӗре ӳкерсе, одеколона салфетка ҫине тӑкса ярса чӳрече витӗр сада йӑпшӑнса тухрӑм.

Тӗмеске хыҫне ҫитсен эпе беседка ишӗлчӗкӗсем патне хӑпартӑм. Пӗр хупах ҫулҫине татса илсе браунинга чӗркерӗм те ӑна хушӑка чиксе хутӑм. Каялла антӑм. Хӳме шӑтӑкӗ витӗр тухрӑм. Унтан хӳме ҫуммипе пӗшкӗнсе чупса кайрӑм та калинкке умӗнче чарӑнса тӑтӑм.

Кунта вара сывлӑш ҫавӑрса илтӗм, кӗсьерен компас кӑлартӑм та «По военной дороге…» юрра хыттӑн юрласа, калинкке алӑкне яриех уҫса ятӑм.

Куккапа старик Яков тӳрех ҫаврӑнса пӑхрӗҫ.

Старик Якова курнипе тӗлӗннӗ пек пулса, эпӗ пӗр самантлӑха юрлама чарӑнтӑм, анчах ҫавӑнтах, кӑшт хуллентерех ҫеҫ, каллех юрласа ятӑм. Вӗсем патне пытӑм, сывлӑх сунтӑм та компас кӑтартрӑм.

— Кукка, — терӗм эпӗ, — компас ҫине пӑхӑр-ха. Одесса кунтан хӑш енче?

— Моряк! Лаперузо! Капитан Грант ачи! — мухтарӗ мана кукка. Вӑл эпӗ кунта старик Якова курсассӑн кӑмӑлсӑр пулманшӑн, унӑн мӑйӑхӗ те ҫук, орден ҫакнӑ диагональ гимнастеркӑпа та мар, вӑл чӗр пиртен ҫӗлетнӗ шалпар костюмпа тата улӑм шлепкепе. — Авӑ ҫав енче Одесса. Паян эпир старик Якова пристань ҫине пӑрахут килнӗ ҫӗре ӑсататпӑр: вӑл Чернигова хӑйӗн чирлӗ асламӑшӗ патне каять, ҫав хушӑра эп сана Одессӑна илсе каятӑп.

Ку темле ҫӗнӗ япала пулчӗ. Анчах эпӗ нимӗн те палӑртмарӑм, ним чӗнмесӗр пуҫпа сулса илтӗм ҫеҫ.

— Санӑн тӳсӗмлӗ пулас пулать, — терӗ кукка. — Тӳсӗмлӗх моряк пахалӑхӗ. Астӑватӑп, эпир пӗррехинче тӗтре витӗр пытӑмӑр… Анчах кун ҫинчен тепӗр чух каласа парӑп. Ӑҫта чупса ҫӳретӗн эсӗ? Мӗншӗн ҫамку йӗпе санӑн?

— Киле васкарӑм, — ӑнлантарса патӑм эпӗ. — Апат вӑхӑтӗнчен юлас мар терӗм.

— Паян пире старик Яков хӑналать. — пӗлтерчӗ кукка. — Ҫапла мар-им, ырӑ ҫын, эсӗ паян бумажникна кӑларса силлетӗн вӗт? Эсӗ пӗр минут тӑхта кунта, Сергей, эпир пӳлӗме кӗрсе тухар. Унта вӑл ҫул ҫинчен килнӗ хыҫҫӑн силленӗ, тасалӗ, вара эпир рестораналла утӑпӑр.

Эпӗ вӗсене пӑхса ӑсатрӑм, сак ҫине лартӑм та, компас ҫине пӑхкаласа, хӑйӑр ҫинче тӗнчери ҫӗршывсене ӳкерме тытӑнтӑм.

Виҫӗ минут та иртмерӗ пулӗ — пусма тӑрӑх анакан ура сасси илтӗнчӗ, унтан ҫул ҫине кукка тухрӗ, ун хыҫҫӑн пиншаксӑр, ҫара урана сандали тӑхӑннӑ старик Яков курӑнчӗ.

— Сергей! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл. — Эсӗ ҫакӑнта карчӑка курмарӑн-и?

— Вӑл, куккаҫӑм, хыҫалти килкартинче кӑвакарчӑнсене апат парать. Авӑ, илтетӗр-и, епле «Гули, гули!» тесе йыхӑрать вӑл вӗсене?

— «Гули, гули!» — ҫӗнӗ сасӑпа мӗкӗрсе ячӗ старик Яков. — Эп кӑтартӑп акӑ ӑна «гули, гули!»

— Хуллен! Хуллен, ачашшӑн кӑна! — утнӑ ҫӗртех асӑрхаттарчӗ кукка. — Вара эпир ӑна халех… Эпир вара тӳрех майлатпӑр…

Кӑвакарчӑнсем шавлӑн вӗҫсе хӑпарса ҫурт тӑррине ларчӗҫ, карчӑк хӑй патне сиксе пынӑ арҫынсем ҫине пӑлханарах пӑхрӗ.

— Шӑппӑн кӑна! Ачашшӑн! — пӳлчӗ кукка калинкке патӗнченех усал сӑмахсемпе вӑрҫма тытӑннӑ старик Якова.

— Ырӑ кун, — лайӑх ҫанталӑк! — васкавлӑн калаҫма тытӑнчӗ кукка. — Кайӑк-кӑвакарчӑн — турӑ панӑ ырлӑх. Итлӗр-ха, аннеҫем, пирӗн пӳлӗме халь кӑна тӗрлӗ чечек-сем, утмӑлтуратсем эсир илсе пытӑр-и?..

— Хамӑн туссем валли, — калама пуҫларӗ карчӑк, — лайӑх туссем валли… Ай-ай! Мӗншӗн вӑл ман ҫине кун пек пӑхать?

— Ырӑпа пар, ухмах! — сасартӑк ҫухӑрса ячӗ старик Яков. — Унсӑрӑн хӑвна япӑх пулать!

— Ачашшӑн! Ачашшӑн кӑна! — кӑшкӑрса пӑрахрӗ Якова кукка. — Итлӗр-ха, хаклӑ ҫыннӑм: тавӑрса парӑр эсир пирӗнне мӗн илнине. Ну, мӗн тума кирлӗ вӑл сире? Эсир йӗркеллӗ, ӑслӑ хӗрарӑм (ан шарла, Яков!), сирӗн ҫулсем те чылай ӗнтӗ… Ну, мӗн, эсир салтак-и? Акӑ, куратӑр, эпӗ сирӗнтен ыйтатӑп… Ну, пӑхӑр ӗнтӗ, эпӗ сирӗн умма хӑрах чӗркуҫҫи ҫине тӑтӑм… Калинккине кайса хуп-ха ӗнтӗ, Яков! Такам килсе пӑхас пур тата?!

Анчах калинккене хупма ӗлкӗреймерӗҫ вӗсем: алӑкран карчӑкӑн сухаллӑ ывӑлӗ куҫӗсене чарса пӑрахнӑ карчӑкпа ун умне чӗркуҫленнӗ кукка ҫине тӗлӗнсе пӑхса тӑрать. Кукка мечӗк пек сиксе илчӗ те ӑна мӗн пулнине ӑнлантарма тытӑнчӗ.

— Анне, тавӑрса парӑр! — терӗ унӑн ывӑлӗ хыттӑн. — Мӗншӗн ун пек турӑр эсир?

— Ара, асӑнмалӑх! — хурлӑхлӑн ҫухӑрса ячӗ карчӑк. — Эпӗ ырӑпа, нумайччен асӑнса пурӑнас тесе кӑна илтӗм!

— Асӑнмалӑх! — урса кайрӗ вара тек тӳссе тӑрайман кукка. — Тытӑр ӑна! Тытӑр!.. Авӑ, вӑл ӑна кӗсйине чикнӗ!

— Мейӗр! Чыхӑнӑр! — терӗ карчӑк сасартӑк лӑпкӑ, анчах хаяр сасӑпа, унтан, хӗрлӗ тӗслӗ чӑлха ҫыххине курӑк ҫине кӑларса пӑрахрӗ.

— Ку манӑн чӑлха ҫыххи! — терӗ старик Яков хавассӑн. — Акӑ эпӗ Гомель хулинче илни нумаях та пулмасть. Тавай, ыттисене кӑларса пар.

Карчӑк ун ури патне икӗ пуслӑх укҫа ывӑтрӗ те кӗсйисене тавӑрса кӑтартрӗ. Унӑн кӗсйисенче урӑх нимӗн те тупӑнмарӗ. Виҫӗ арҫын икӗ сехет хушши тӑрмашрӗҫ ҫав карчӑкпа, ӑна хӑратрӗҫ, ӳкӗтлесе ыйтрӗҫ, йӑлӑнчӗҫ… Анчах лешӗ сурчӗ, ятлаҫрӗ кӑна, ҫав хушӑрах хӑйӗн туйипе старик Якова ӗнсинчен парса илме те май тупрӗ.

Чернигов пӑрахучӗ тапранса каясси нумай юлман ӗнтӗ, ҫавӑнпа та сассӑр пулса ларнӑ, тарӑхса ҫитнӗ куккапа Яков тумланма кайрӗҫ.

Старик Яков тарпа йӗпеннӗ кӗпине улӑштарса тӑхӑнчӗ. Унӑн сарлака хулпуҫҫийӗсем ҫине эпӗ тӗлӗнсе пӑхса тӑтӑм; унӑн кӗлетки ҫӑмлӑччӗ те хӗвелпе пиҫсе ларнӑччӗ, ӳчӗ айӗнче мускулсем ҫаврака пӳске пек выляса тӑратчӗҫ.

«Ҫапла, ку кукӑр ураллӑ юман кашлать-ха, — шухӑшларӑм эпӗ. — Анчах та тумланса курпунне кӑларсан тата чӗрине тытсан, вӑл чӑнах та чирлӗ, шӑлсӑр старик тесе?» епле шутламастӑн-ха.

Эпир пристане тухса каяс умӗн пирӗн пата карчӑк ывӑлӗ пычӗ те уборнӑй шӑтӑкӗнче тата тепӗр чӑлха ҫыххи ярӑнса ҫӳрет тесе пӗлтерчӗ.

Ҫакӑн хыҫҫӑн вара пурте ҫӑмӑллӑн сывласа илчӗҫ те карчӑк, тарӑхнипе, браунинга та ҫавӑнтах янӑ пуль тесе шутларӗҫ…

Анчах халь тин ним тума та ҫук! Нихӑшин те шӑтӑка кӗрсе каяс килмест, кама та пулин кӗртсе шыраттарсан, — ку вӑрттӑн ӗҫе ҫынна пӗлтерме юрамасть.

Эпӗ чул беседкӑн ишӗлчӗкӗн тӗмески ҫине пӑхса хам ӑшра шухӑшларӑм, паллах, нимӗн те чӗнмерӗм.

Шыв ҫинчи вокзала эпир иртерех ҫитрӗмӗр. Пӑрахут ҫине лартасси ҫинчен те халь ҫеҫ пӗлтерчӗҫ те, вӑл тепӗр сехетрен кӑна тапранса каять иккен. Старик Яков хӑвӑрт кӑна каютӑна кӗрсе кайрӗ те урӑх унтан пӗрре те тухмарӗ.

Эпир куккапа иксӗмӗр палуба тӑрӑх унталла-кунталла уткаласа ҫӳрерӗмӗр, ҫав вӑхӑтра эпӗ кукка темшӗн пӑлханнине туйрӑм. Е умывальник тӑракан пӳлӗме, е буфета, е киоска, е старик Яков патне кайса килмелле, тесе, мана пӗччен тӑрата-тӑрата хӑварчӗ.

Юлашкинчен вӑл темшӗн питӗ савӑнӑҫлӑ таврӑнчӗ те мана пӗр ывӑҫ шурӑ черешня ҫырли тыттарчӗ.

— Ба! — тӗлӗнсе кӑшкӑрса ячӗ вӑл. — Пӑх-ха! Авӑ, санӑн тусу Славка килет!

— Санӑн ку еннелле каймалла-и вара? — ыйтрӑм эпӗ Славкӑран, ун патнелле ыткӑнса.

— Тӑвалла каймалла тесе каларӑм вӗт эп сана, — ответлерӗ Славка. — Ну-ка, пӑх-ха, шыв ӑҫталла юхать?.. Эсӗ ху тата ӑҫта ҫити каятӑн? Чернигова ҫити-и?

— Ҫук, Славка! Эпир пӗр палланӑ ҫынна ҫеҫ ӑсататпӑр.

— Шел! Иксӗмӗр пулсан питӗ хаваслӑ каяттӑмӑр. Аттен каютӑра вӑйлӑ бинокль пур… Сакӑр хут ҫывӑхлатса кӑтартать.

— Пӑхӑр-ха — чарчӗ пире кукка. — Ав епле комеди шыв ҫинче!

Тӗтӗмпе хуралса ларнӑ, пӗчӗкҫеҫ хаяр пӑрахут, кустӑрма ҫунаттисемпе шыв ҫине хыттӑн ҫапса, йывӑҫ тиенӗ темӗн пысӑкӑш баржӑна туртса пырать.

Эпӗ ҫак вӑхӑтра хамӑр шӑпах старик Яков йышӑннӑ каюта чӳречи умӗнче тӑнине асӑрхарӑм. Халӗ, чӳрече каррисен хушӑкӗ витӗр унӑн ракӑнни пек тухса тӑракан куҫӗсем пӑха-пӑха илетчӗҫ. «Ларатӑн, ҫав, тӑмана, кун ҫутинчен хӑраса», — шухӑшларӑм та эпӗ. Славкӑна урӑх ҫӗрелле илсе кайрӑм.

Пӑрахут иккӗмӗш хут кӑшкӑртрӗ.

Кукка Яков патне кайрӗ, эпир Славкӑпа сывпуллашрӑмӑр.

— Хунар патне кӗрсе тухма ан ман эппин, — астутарчӗ вӑл. — Ыран атте епле пулсан та таврӑнатех.

— Юрӗ, кӗрсе тухӑп! Сывпул, Славка! Чипер кай!

— Эсӗ те чипер юл! Атте! Эпӗ кунта! — кӑшкӑрчӗ те вӑл, бинокль тытса палуба ҫине тухнӑ ашшӗ патнелле ыткӑнчӗ.

Арестличчен, манӑн аттен наган пурччӗ те, эпӗ кашни хӗҫпӑшалӑн хӑйӗн пӗртен-пӗр номерӗ пулнине, ҫавӑн пирки, вӑл хуть те ӑҫта лексессӗн те, ҫав номер тӑрӑх унӑн хуҫине шыраса тупма май пуррине пӗлеттӗм.

Ирхине эпӗ фанер коробкӑран печенине кӑларса пӑрахрӑм, унта хаҫат чыхса тултартӑм, ун ӑшне браунинга хутӑм, коробкӑна чӗркесе, ҫиелтен кантрапа ҫыхса лартрӑм та куккаран вӑрттӑн урама тухрӑм.

Кунта вара урампа иртсе пыракан пӗр ҫынтан Киевра «тупнӑ япаласен сӗтелӗ» ӑҫта иккенни ҫинчен ыйтрӑм.

Мускавра ҫавӑн пек «сӗтелтен» пӗррехинче Валентина трамвайра хӑй манса хӑварнӑ чӗнтӗр ҫӑмхине илнӗччӗ.

«Киев та пысӑк хула, — шухӑшларӑм эпӗ, — апла пулсан, кунта та ҫынсем тӗрлӗ япаласем сахал мар ҫухатаҫҫӗ пулӗ-ха».

Эпӗ ҫав «тупнӑ япаласен сӗтелне» кӗретӗп те алӑри чӗркенӗ коробкӑна чӳречерен паратӑп. «Акӑ, — эпӗ темскер тупрӑм, анчах хӑвӑр уҫса пӑхӑр, ман хамӑн вӑхӑт ҫук», — тетӗп, — ҫавӑнтах тухса каятӑп. Хӑйсене мӗнле кирлӗ, ҫавӑн пек туччӑр.

Анчах мана чӑн малтан ҫав «сӗтел» милици управленийӗнче пулни килӗшмерӗ.

Кӑштах иккӗленсе тӑнӑ хыҫҫӑн эпӗ ҫапах та кӗтӗм. Дежурнӑй мана пӳлӗм номерне каласа ячӗ. Унта нимӗнле чӳрече те ҫук.

Сарлака барьер хыҫӗнче милици тумтирӗ тӑхӑннӑ ҫын ларать, ун умӗнче, сӗтел ҫинче, тӗрлӗ хутсем выртаҫҫӗ тата темӗн пысӑкӑш вӗр ҫӗнӗ калуш йӑлтӑртатса выртать.

Ман умра, черетре, иккӗн тӑраҫҫӗ.

— Ҫапла эппин, — ыйтрӗ милиционер шӗвӗр сӑмсаллӑ та хӗрлӗ мӑйӑхлӑ ҫынтан, — сирӗн ят Павло Федоров Павлюченко. Пысӑк Красноармейски урамри хӗрӗхӗмӗш ҫуртра пурӑнатӑр. Эсир тупнӑ калуш — вунтӑваттӑмӗш номерлӗ, сулахай ура валли. Ӑна эсир хапха умӗнче, хӗрӗх улттӑмӗш номерлӗ сӑра лавккине кайнӑ чух курнӑ. Тӗрӗс ҫыртӑм-и эпӗ?

— Тӗп-тӗрӗс, — терӗ хӗрлӗ мӑйӑхлӑ ҫын. — Эпӗ ӗнер кӑштах ӗҫкеленӗ пирки паян каллех… ну, ҫав шутпах пытӑм…

— Ку кирлӗ мар, — пӳлчӗ ӑна милиционер. — Квиток илӗр те алӑ пусӑр.

Аллине пусма пулать ӑна — ма пусас мар! Пӑхатӑп та эпӗ… Вырта парать ҫак калуш… йӑлтӑртатса. Шырарӑм, шырарӑм эпӗ теприне — тупаймарӑм. Эпӗ тӳрӗ ҫын, мана ҫын япали кирлӗ мар. Мӑшӑрӗпе пулсан татахчӗ хуть, атту хӑраххи кӑна вӗт. Тавай, леҫсе парас, терӗм. Тен ӑна хамӑр пек, ӗҫҫынниех ҫухатнӑ пулӗ.

— Хӑраххи ҫеҫ! — ҫилӗпе асӑрхаттарчӗ милиционер. — Мӑшӑрӗпе пулсан та пурӗпӗр леҫес пулать. Епле ухмахла шутлатӑр эсир. Эппин, кунта хӑвӑра кирлӗ мар япаласене ҫеҫ илсе килмелле? Ну, кам унта малалла?

— Эпӗ тӳрӗ ҫын, — квитанцине шаларах чиксе мӑкӑртатрӗ хӗрлӗ мӑйӑхлӑ ҫын. — Маншӑн мӗн… Эпӗ иккӗ мар, виҫҫӗ тупнӑ пулсан та илсе килеттӗм. Тата мӗнле ура вӑл — вунтӑваттӑмӗш номер? Акӑ, ман ура… шӑп виҫеллӗ… Акку мӗн? Юпа ҫине тӑхӑнтармалла-и ӑна?

«Ҫук, шухӑшларӑм эпӗ, — кунта хӑрах калушшӑнах ҫакӑн чухлӗ ыйтса тӗпчеҫҫӗ пулсан, хам тупнӑ япалапа эпӗ кунтан часах хӑтӑлса тухас ҫук».

Кӑмӑлсӑр пулса эпӗ киле таврӑнтӑм та браунинга малтанхи вырӑнах пытарса хутӑм. Халӗ ӗнтӗ манӑн мӗн те пулин урӑххи шухӑшласа тупмалла.

Каҫалапа эпӗ хула хӗррине, Славка асламӑшӗ патне кайрӑм.

— Килмерӗ-ха ашшӗ! — терӗ вӑл. — Ӗнтӗ управленирен те виҫӗ хут шӑнкӑравларӗҫ, заводран та икӗ хут… Акӑ, илтетӗр-и? Каллех шӑнкӑравлаҫҫӗ! — Вӑл чашӑлтатакан ҫатмана вут ҫинчен илсе лартрӗ те, енчен енне тайкаланарах утса, телефон патне кайрӗ.

— Аптратсах ҫитерчӗҫ! — ассӑн сывласа илчӗ вӑл каялла таврӑнсан. Кӑштах кая юлса ҫитнӗ пулӗ-и, е пӑрахут ҫине ӗлкӗреймен-и-ха… Ҫынна хӑй арӑмӗпе амӑшӗ патӗнче пӗр кун пӗрле пурӑнтарасшӑн мар! Эс ыран кил, ачам! Ӑҫта халех тухса каятӑн тата?.. Акӑ, кукӑль, катлет ҫисе кай! Эп пӗҫерсе тултартӑм, анчах ҫиекен никам та ҫук.

Эпӗ ырӑ карчӑка тав турӑм, анчах ҫиме килӗшмерӗм. Ҫула май, площадьре, эпӗ справкӑсем паракан бюро киоскине тӗл пултӑм. Курас-пӗлес килнипе ҫывӑхрах пытӑм та, кунта шкулсене вӗренме кӗмелли правилӑсем ҫинчен справкӑсем пани, уншӑн мӗнпурӗ те аллӑ пус кӑна тӳлемелле иккенне вуларӑм.

Вара эпӗ Одесса хулинчи мичмансен шкулӗ пирки пӗлме бланк ҫырса патӑм. Ответ илме ҫур сехетрен пыма хушрӗҫ.

Ҫур сехет иртессе кӗтсе, эпӗ ҫывӑхри пӗчӗк урамсем тӑрӑх сулланса ҫӳрерӗм, лавккасен, магазинсен, тепӗр чух ҫынсен чӳречисенчен те пӑхса ҫӳрерӗм.

Ҫур сехет тинех иртсе кайрӗ! Эпӗ киоск патнелле пытӑм. Хама тӑсса панӑ хут таткине ҫавӑрса тытрӑм.

…Одессӑра нимӗнле мичмансен шкулӗ те ҫук, вӑл пулман та.

Эпӗ сулӑнса кайрӑм. Манӑн хуйхӑ ҫав тери пысӑк пулнипе эпӗ макӑрма та пултараймастӑп. Аҫа ҫапса вӗлертӗрччӗ вӑл куккана! Ун пек пулмасан, вӑл чӑнкӑ ту ҫинчен шуса кайса Днепра пуҫхӗрлӗн анса кайтӑрччӗ! Чӗре пуш-пушах, сивӗ. Халь мана нимӗн те илӗртмест, ним ҫинче те шанмалли ҫук, нимӗн те савӑнмалли ҫук.

Киле таврӑнас килмерӗ, анчах урӑх ниҫта кайма та ҫук. Вара эпӗ ҫапла шут турӑм: ыранах куккана ҫарататӑп, унӑнне пӗр ҫӗр е икҫӗр тенкӗ укҫине вӑрлатӑп та ӑҫталла куҫ курать — ҫавӑнталла каятӑп. Тен, тинӗс хӗррине ҫитсе пӑрахут ҫинче ӗҫлеме кӗретӗп. Ун пек май килмесен трюма вӑрттӑн пытанса юлатӑп, — тинӗс варрине тухсан кӑларса ывӑтмаҫҫех? Тен, кӑларса та пӑрахӗҫ… Пустуй япала! Шухӑшсем пӑтранса кайма пуҫларӗҫ.

Киле пытӑм та тӳрех ҫывӑрма выртрӑм. Кукка хӑҫан таврӑннине илтмен. Ҫӗрле кукка мана алӑран туртрӗ:

— Мӗн кӑшкӑратӑн эсӗ? Вырт майлӑрах, атту ав епле саркаланса выртнӑ! Кирлӗччӗ пуль сана кунӗпе хӗвел ӑшшинче ҫапкаланса ҫӳреме!

Эпӗ тепӗр еннелле ҫаврӑнса выртрӑм та каллех таҫта путса анса кайнӑ пек туйӑнчӗ.

Унтан вӑрантӑм, хӗвел пӑхать. Сип-симӗс ҫулҫӑсем курӑнаҫҫӗ. Пуҫ ыратать. Кукка ҫук. Сӗт ӗҫме, булка ҫиме тӑтӑм — тутлӑ мар.

Вара, ӗнер хам мӗнле шут тунине аса илсе, кахаллӑн та ним асӑрханмасӑр чемодансене ухтарма тытӑнтӑм. Укҫа тупаймарӑм. Кукка укҫана хӑйпе пӗрле илсе ҫӳрет пулмалла.

Тула тухрӑм та, шухӑша кайса, ӑҫта каясса пӗлмесӗр утрӑм. Питҫӑмартисем пӗҫереҫҫӗ, ҫӑвар ӑшчикки типсе ларнӑ. Темиҫе хутчен киосксем умӗнче чарӑнса тӑрса, каҫса кайсах пӑр пек сивӗ шыв ӗҫрӗм.

Юлашкинчен ывӑнтӑм та ҫӑра туратлӑ каштан айӗнче сак ҫине лартӑм. Мана халь нимӗн те кирлӗ мар, эпӗ ӗнтӗ кукка ҫинчен те, старик Яков ҫинчен те шухӑшламастӑп. Пуҫра тӗрлӗ шухӑш сыпӑкӗсем, темле нумай сӑрлӑ ӳкерчӗксем вӗлтлетсе иртрӗҫ. Хир, ҫаран, юханшыв. Чӗввик, чӗввик, чӑр-чӑр-чӑр! Унтан эпӗ каллех аттепе иксӗмӗр ларнине аса илетӗп:

Ҫӗрпе тӳпе хушшинче
Тӑри вӗҫкелет…

«Атте, — тетӗп ӑна эпӗ, — ку питӗ лайӑх юрӑ. Анчах ниепле те салтак юрри мар!»  — «Епле салтак юрри мар? — Вӑл кӑмӑлсӑрланать. — Ну, акӑ ҫуркунне, ӑшӑннӑ ҫӗр шӑрши кӗрет. Ҫӳлтен текех юр ҫумасть, ҫумӑр тумламасть, хӗвел шинель витӗрех ӑшӑтать. Акӑ цепь сарӑлса выртнӑ… Ҫапӑҫу ҫук-ха. Анчах тӳпере тӑри юрлать: тӑри-тӑри, тӑр-тӑр-тӑр! Таврара лӑпкӑ, шӑп… Вара мана эпӗ винтовка тытса выртнӑ пек туйӑнать… Анчах ман ҫинчен те кам та пулин аса илсе ҫынсем сисиччен ассӑн сывласа илет вӗт. Епле-ха салтак юрри мар пулать вара? Ну, мӗн, халь ӑнлантӑн-и?»  — «Ҫапла, ҫапла! Анлантӑм!» терӗм эпӗ ӑшра.

Такам мана хулпуҫҫирен хуллен тӗртрӗ. Эпӗ куҫсене кахаллӑн уҫрӑм та сасартӑк хӑраса кайнипе каллех хупса лартрӑм.

Ман умра шӑп эпир вагонра ҫаратнӑ ватӑрах ҫын тӑрать. Эпӗ ӗнтӗ пуҫа хыртарнӑ, пилоткӑсӑр, манӑн сӑн-пит хӗвелпе ҫунса ларнӑ, ҫамка тарланӑ; вӑл тем пирки пӑлханнӑскер мана палласа илеймерӗ.

— Ачам, — терӗ вӑл, калинкке ҫине тӗллесе кӑтартса, — эс курмарӑн-и, ҫак ҫуртран кил хуҫи хӗрарӑмӗ паҫӑрах тухса кайрӗ-и?

Эпӗ ним чӗнмесӗрех пуҫа пӑркаласа илтӗм.

— Э! Пӑхатӑп та эсӗ ҫывӑрмаллипех ҫывӑратӑн пулас, тӑванӑм! — терӗ вӑл тарӑхса, унтан шофера темскер кӑшкӑрса каларӗ те машина ҫине сиксе ларса малалла кайрӗ.

Эпӗ унталла-кунталла пӑхса илтӗм те хам паҫӑрах Славкӑсен ҫурчӗ умӗнчи тенкел ҫинче ларнине, ҫак ҫын халь кӑна вӗсен питӗрнӗ алӑкне шакканине ӑнланса илтӗм.

Урам ятне тата ҫурт номерне хӑвӑрт кӑна пӑхса илтӗм. Хӑҫан та пулин Славка патне ҫыру ҫырса яратӑп-ха, шутларӑм эпӗ.

Тавралӑха пӑхсан, тӗлӗнмелле тискер, нимӗн те ӑнланмалла мар.

Кӑранташ кӑлартӑм та, адреса ҫырса илес тесе таса хут татки шырама тытӑнтӑм.

Тупрӑм! Пулчӗ! Каранташ алӑра чӗтресе илчӗ те чулсем ҫине ӳкрӗ, эпӗ тимӗр сапуртан тытса, каллех тенкел ҫине лартӑм.

Ку — паркра сывпуллашнӑ мана Нина панӑ хут татӑкӗ иккен. Ун ҫине телефон номерне ҫырнӑ. Вӑл шӑпах эпӗ вилӗмрен те хытӑрах хӑраса пурӑннӑ номер:

«ГО—48—64»

Эппин, мана шыраканни милици пулман! Анчах кам шыранӑ-ха? Мӗн тума? Тен, эпӗ йӑнӑшрӑм пулӗ, хаҫатра пачах урӑх телефон номерне ҫырнӑ пулӗ? Тӗрӗслес пулать, часрах! Халех!

Эпӗ тек ывӑннине те, пуҫ ыратнине те туймарӑм. Кӗтессе чупса ҫитсен, Славка асламӑшне тӗл пултӑм. Ӑна эпӗ палламан хӗрарӑм хулӗнчен тытса ҫавӑтса пыратчӗ.

Чарӑнса тӑтӑм та ӑна илме халь кӑна машина килни ҫинчен каларӑм.

— Машина? — хуллен тепӗр хут ыйтрӗ те вӑл, унӑн тутисем сиккелесе илчӗҫ. — Ах, мана мӗн тума кирлӗ машина! Эп хамах пурне те пӗлетӗп ӗнтӗ.

Эпӗ ун ҫине пӑхрӑм та хӑраса кайрӑм: унӑн куҫӗсем путса ларнӑ, сӑн-пичӗ пӗртте унӑнни пек мар, кӑвакарса кайнӑ. Унтан вӑл мана чӗтрекен сасӑпа ҫакна каласа пачӗ: каялла килнӗ чух, вӑрманта, Славка ашшӗне такам ҫурӑмран чикнӗ иккен те, халӗ вӑл больницӑра вилес пекех йывӑр выртать.

Ман чӗрене хаяртан та хаяр иккӗленӳ пӑчӑртаса лартрӗ. Ҫамка вутпа ҫуннӑ пекех ҫунса тӑчӗ. Вара ҫилхине сарса пӑрахнӑ, ӗрӗхсе кайнӑ лаша пекех, эпӗ чӑннине пӗтӗмпех тӗплӗн пӗлме киле ыткӑнтӑм.

Килте, сӗтел ҫинче, эпӗ пӗчӗк ҫыру тупрӑм. Кукка мана ниҫта та ан кай, мӗншӗн тесен эпир паян Одессӑна тухса каятпӑр, тесе ҫирӗппӗн хушса хӑварнӑ.

Сӗтел ҫинче пирус тӗпӗсем сапаланса выртаҫҫӗ, кровать ҫинче эпӗ палланӑ улӑм шлепке выртать. Черниговри «чирлӗ асламӑшӗ» патӗнчен старик Яков ытла та хӑвӑрт таврӑннӑ иккен.

— Ҫын вӗлерекенсем! — пӑшӑлтатса илтӗм эпӗ сасартӑк хытса ларнӑ тутасемпе. — Эсир мана поезд кустӑрмисем айне пӑрахатӑр, ишсе кай вара, капитан, инҫетри Индие… Авӑ мӗн тума кирлӗ пулнӑ иккен эпӗ сире!

«Кайса паллаш, — астуса илтӗм эпӗ паркра калаҫнине, — вӑл лайӑх ача пулас». Бандитсем, — хӑраса тавҫӑрса илтӗм эпӗ, — тен шпионсем те пуль эсир!

Ҫав самантра манӑн чӗркуҫҫисем чӗтресе илчӗҫ те, эпӗ ирӗксӗрех урайне ларнине туйрӑм. Аран-аран кровать ҫине лаплатрӑм. Алла тӑсса графин патне ҫитертӗм. Каҫса кайса шыв ӗҫрӗм.

«ГО—48—64»

Хаҫат туртса кӑлартӑм. Тӗрӗс, номерӗ ҫавах! Выртрӑм. Чылай выртрӑм. Ыйхӑ тес — ыйхӑ мар. Тӗлӗрсе кӑна выртатӑп.

«Эх, ухмах эпӗ, ухмах! «Колбаса, булка текен…» ырӑ кӑмӑллӑ шпионсем те пулаҫҫӗ-мӗн!.. «Таврара ырӑ шӑрш, чечексем, ытармалла мар ҫутҫанталӑк». Анчах хаваслӑ уяв — Майӑн Пӗрремӗшӗ? Хӗрлӗ Ҫар аслати пек кӗрлесе, кӗмсӗртеттерсе пыни! Чапаев хумсем айне путса вилнине кинора курнӑ чух сирӗншӗн мар вӗт макӑрнӑ эпӗ, кӑнса выртасчӗ сирӗн!..»

Эпӗ сиксе тӑтӑм, тусанпа витӗннӗ телефон патне чупса пытӑм та шӑнкӑравларӑм:

— Арбат ноль хӗрӗх саккӑр утмӑл тӑваттӑ, парӑр-ха мана.

— Анчах вӑл Мускавра-ҫке. Кунта — Киев, — терӗ мана хирӗҫ тӗлӗннӗ сасӑ. — Сире междугородние паратӑп.

Каллех сасӑ:

— Междугородний итлет!

— Арбат ноль хӗрӗх саккӑр утмӑл тӑваттӑ парӑр-ха мана, — малтанхи пекех ывӑннӑ, анчах ҫирӗп сасӑпа каларӑм эпӗ.

— Мускава йышӑннӑ-ха, — юрланӑ пекрех ответлерӗ телефон. — Пирӗн лимит тата вӑтӑр минут. Черетре виҫӗ калаҫу. Вӑхӑт юлсассӑн эпӗ сире чӗнӗп. Номерне тепӗр хут каласа парӑр.

Нимӗн те ӑнланмарӑм эпӗ. Номерне тепӗр хут каласа патӑм та минтер ҫине тӑрӑнтӑм. Ҫав минутрах ҫывӑрса та кайрӑм. Капитан мостик ҫинче тӑрса шыв ӗҫесшӗн. Анчах шывӗ типӗ, вӑл хаҫат хучӗ пек чӑштӑртатать.

Каллех шӑнкӑрав сасси. Питӗ вӑрӑммӑн илтӗнсе кайрӗ вӑл. Тӑна кӗтӗм те тӳрех телефон патне ыткӑнтӑм.

Сасӑ. Виҫӗ минутран сирӗнпе Мускав калаҫать. Ниҫта та ан кайӑр: сире калаҫма пилӗк минут юлать.

Мана ҫӑмӑлтарах пулса кайрӗ.

Ҫав самантра пусма ҫинче сасартӑк ура сассисем илтӗнчӗҫ. Иккӗн килеҫҫӗ. Пӗтӗмпех пӑчланчӗ! Анчах ҫивӗчлӗх, вӑй ӑҫтан кун чухлӗ тупӑнчӗ-ха манӑн? Эпӗ чӳрече ани урлӑ сиксе каҫрӑм та, карниз ҫине пусса, стена ҫумне йӑпшӑнса тӑтӑм.

Кукка сасси. Ача халӗ те ҫук. Вӑт, мур ачи!

Яков. Шуйттан тумалла-и унпа! Пирӗн васкас пулать.

Кукка (усал сӑмах калать). Ҫук, кӑштах кӗтер-ха. Ачасӑр кайма юрамасть. Ӑна тӳрех тытаҫҫӗ те, вӑл пирӗн ҫинчен каласа парать.

Яков (усал сӑмах калать). Ак тата тӑнсӑр шуйттан! (Вӑл усал сӑмах калать, унтан татах усал сӑмах калать).

Телефон шӑнкӑртатрӗ. Эпӗ вилнӗ пек пулса хытса тӑтӑм.

Яков. Ан пыр!

Кукка. Мӗншӗн вара? (Трубкӑна.) Да! (Тӗлӗнсе.) Мӗнле Мускав? Эсир йӑнӑшнӑ, чунӑмҫӑм, эпир Мускав ыйтман. (Трубкӑна ҫакрӗ.) Шуйттан пӗлет-и, темскер ку: «сирӗнпе халех Мускав калаҫать!» тет.

Каллех телефон шӑнкӑртатать.

Кукка. Ҫук, ара, эпир чӗнмен! Мӗнле йӑнӑшмастӑр пулать эсир? Халь кӑна эсир кампа калаҫнӑ-ха? А эпӗ сире акӑ мӗн калатӑп: эпӗ кунӗпех пӳлӗмре ларатӑп, телефон патне никам та пыман. Епле хӑятӑр эсир эпӗ хулиганла хӑтланатӑп тесе калама?.. (Трубкӑна пӑрахрӗ. Васкаса калать.) Темле, ку ырӑ япалах мар. Атя-ха, пуҫтарӑн, старик Яков!

«Вӗсем каллех тухса каяҫҫӗ! — ӑнлантӑм эпӗ. — Халех тухаҫҫӗ те мана кураҫҫӗ».

Эпӗ курӑк ҫине шуса антӑм; ал-урасене вӗлтӗренпе чӗпӗттерсе тӗмеске ҫине хӑпартӑм та чул беседка ишӗлчӗкӗсем хушшине выртрӑм.

«Халь аван! Тухса кайччӑр ҫак хӑрушӑ ҫынсем. Вӗсем кирлӗ мар мана… Аякка, инҫете каятӑр! Эп пӗчченех! Эп хамах!»

«Епле тухса кайччӑр пулать? — хаяррӑн ыйтрӗ манран такам хамӑн ӑшра. — Хӑвӑн куҫ умӗнчех бандитсемпе шпионсем хӑйсем каяс тенӗ ҫӗре тухса кайнипе килӗшме юрать-и вара?»

Эпӗ ним тума пӗлмесӗр унӑн-кунӑн пӑхрӑм та чулсем хушшинче браунинг чӗркесе хунӑ саралса кайнӑ хупах ҫулҫине курах кайрӑм. «Ура ҫине тӑр, параппан ҫапакан! — тепӗр хут каларӗ мана ҫав сасах. — Ура ҫине тӑр кая юличчен».

— Юрать! Эпӗ халех, ҫак самантрах тӑратӑп, — айӑпа кӗнӗ пек пӑшӑлтатса илтӗм эпӗ.

Анчах хамӑн пӗрре те тӑрас килмерӗ. Кунта, нӳрӗ те сивӗ чулсем хушшинче мана канӑҫлӑ.

Акӑ, вӗсем тухрӗҫ. Чемодансене пӑрахса хӑварнӑ, ҫурӑмӗсем хыҫӗнче сумкӑсем кӑна. Карчӑка темскер кӑшкӑрса калаҫҫӗ… Лешӗ вӗсене чӳрече витӗр чӗлхине кӑларса кӑтартать. Чарӑнса тӑчӗҫ… Каллех утрӗҫ.

Темшӗн, вӗсем калинкке витӗр — урампа каясшӑн мар, ман еннелле, беседка тӗлӗпе иртсе сапурти шӑтӑк витӗр ҫын ҫӳремен сукмак ҫине тухасшӑн.

Эпӗ куҫсене хӗссе лартӑм. Ман куҫ умне ҫунакан самолет тӗлӗнмелле уҫӑмлӑн тухса тӑчӗ, ун ҫинчен ман имшеркке те шурӑ ҫӳҫлӗ тусӑм Славка юри ывӑтнӑ чул пек вирхӗнсе аннӑн туйӑнать.

Эпӗ куҫа уҫрӑм та алла браунинг патнелле тӑсрӑм. Сывлӑш пӗртте хусканмасть. Ҫав вӑхӑтра уҫӑ та тикӗс сасӑ илтӗнсе кайрӗ, вӑл пысӑк та янӑравлӑ, нумайранпа никам та тӗкӗнмен хӗлӗх такам тӗртӗннипе савӑнса, хӑйӗн тӗлӗнмелле таса сассипе янӑраса, пӗтӗм тӗнчене тӗлӗнтернӗ пек туйӑнчӗ.

Ҫав сасӑ ӳссе, ҫирӗпленсе пычӗ, унпа пӗрле эпӗ те ӳссе ҫирӗпленсе пытӑм.

«Ура ҫине тӑр, параппан ҫапакан! — халь ӗнтӗ ӑшшӑн та ачашшӑн каларӗ ҫав сасах. — Тӑр та ан пӗкӗн! Вӑхӑт ҫитрӗ!»

Эпӗ браунинга пӑчӑртаса тытрӑм. Тӑтӑм та кӗлеткене тӳрлетрӗм.

Хӑйӑрлӑ ҫул ҫинче сасартӑк тӗпсӗр ҫырма пулса тӑнӑ пекех тӗлӗннӗ туссем пӗр харӑсах чарӑнса тӑчӗҫ.

Анчах ку пӗр самант хушши ҫеҫ пулчӗ. Вӗсем хаяррӑн та хыттӑн кӑшкӑрса яни вӗсем манран та, ман хӗҫпӑшалтан та хӑраманнине кӑтартрӗ.

Тӗрӗс, ҫаплах! Вӗсем мана кураймасӑр, ман ҫине хаяррӑн пӑхса, тӳрех ман паталла килеҫҫӗ.

Вара эпӗ пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ персе ятӑм… Старик Яков сасартӑк чарӑнчӗ те йывӑррӑн каялла чакрӗ.

Анчах эпӗ тепринпе, вӑйлӑ та тискер кашкӑрпа, хӑрушӑ та хӗрхенӳсӗр снайперпа мӗнле тупӑшма пултарнӑ-ха! Тепӗр самантран, хам нумай та пулмасть кукка тесе чӗннӗ ҫын кӑларса янӑ пуля ман карланкӑна хыттӑн питӗрсе лартрӗ.

Анчах ӳкнӗ чух та эпӗ ҫав таса та уҫӑ сасса илтрӗм, ӑна садра кӗрлесе кайнӑ пӑшал сассисем те, манран инҫех мар ҫурӑлса кайнӑ бомба йывӑррӑн кӗрӗслетни те хупласа лартаймарӗҫ.

Тӳпере аслати кӗрлеме тытӑнчӗ, пӗлӗтсем кайӑксем пек кӑшкӑрса ҫиле хирӗҫ чупма тытӑнчӗҫ. Вара сулӑнса кайса ҫӗре ӳкнӗ параппан ҫапаканӑн кӗлеткине салтаксем штыксемпе хӳтӗлесе хӗрӗх рет пулса тӑчӗҫ.

Пӗлӗтре аслати кӗрлеме тытӑнчӗ, пӗлӗтсем, кайӑксем пек кӑшкӑрса ҫиле хирӗҫ чупма тытӑнчӗҫ. Хӑватлӑ ҫил вара, йывӑҫсене яланах авма, хумсене хӑвалама пултаракан ҫил, чӳрече витӗр пырса кӗрсе аташса выртакан ҫыннӑн пуҫӗпе пырне уҫӑлтарма пултараймарӗ. Вара, такам тӗтре ӑшӗнчен кӑшкӑрнӑ пек, хыттӑн команда пачӗ: «Пӑр илсе килӗр! (Нумай-нумай пӑр пултӑр, ишсе пыракан пӑр сӑрчӗ пултӑр!) Чӳречесене уҫса пӑрахӑр! (Сарлака-сарлака уҫӑр, стенасем те, пӑчӑлантаракан ҫурт тӑррисем те ан пулччӑр!) Часрах шприц хатӗрлӗр! Халӗ ӗнтӗ лӑпкӑрах пулӑр!..»

Аслати шӑпланчӗ. Пӗлӗтсем чупма чарӑнчӗҫ. Унтан ҫил те сывлаймасӑр антӑхакан пыр патне ҫӗмӗрсе кӗчӗ…

Хӑҫанччен ҫакӑн пек выртнӑ эпӗ, ӑна, паллах, ун чухне пӗлмен.

Тӑна кӗрсессӗн чи малтан шурӑ мачча кӑна куртӑм та: «Акӑ мачча — шурӑ», тесе шухӑшларӑм.

Унтан, пуҫа ҫавӑрмасӑрах, чӳрече еннелле чалӑшшӑн пӑхсан, сенкер пӗлӗт таткин хӗррине куртӑм та: «Акӑ пӗлӗт — сенкер», — тесе шухӑшларӑм.

Унтан ман умма халат тӑхӑннӑ ҫын тухса тӑчӗ, ун халачӗ айӗнчен ҫар ҫыннин петлицисем курӑнатчӗҫ, вара эпӗ: «Акӑ халат тӑхӑннӑ ҫар ҫынни,» тесе шухӑшларӑм.

Пурин ҫинчен те эпӗ ҫапла ҫеҫ шухӑшларӑм, урӑх нимӗнле те шухӑшламан.

Анчах чылай вӑхӑт выртнӑ пулмалла эпӗ ҫакӑн пек, мӗншӗн тесен, пӗрре, ирхине вӑрансан, хӗвелпе ӑшӑннӑ чӳрече анинче эпӗ кӑвак утмӑлтурат чечекӗсен ҫыххипе юнашар пӗр чашӑк тулли хӗп-хӗрлӗ хӑмла ҫырли ларнине куртӑм.

Вара эпӗ, нумаях пулмасть темле садра (мӗнле садра-ши?) хӑмла ҫырли вӗтӗ те сип-симӗс ларнине аса илсе тӗлӗнтӗм.

Эпӗ тутасене ҫулласа илтӗм те хулпуҫҫине ҫӑмӑл ҫивитти айӗнчен хуллен кӑна кӑлартӑм.

Пӗрремӗш хут ҫакӑн пек ӑнлануллӑн хускалса илнине асӑрхарӗҫ. Ҫав самантрах ман умма халат тӑхӑннӑ хӗр пырса тӑчӗ те:
— Ну, мӗнле? Хӑмла ҫырли ҫиес килет-и? — тесе ыйтрӗ.

Эпӗ пуҫпа сулса ҫиес килет, терӗм. Вӑл чашӑка алла тытрӗ те, ман кровать хӗррине ларчӗ те ман ҫӑвара пӗрер ҫырлан яма тытӑнчӗ.

— Ӑҫта эпӗ? — ыйтрӑм унран. — Ку мӗнле хула?

— Ку хула мар. Ку Ирпень! — эпӗ ӑнланман пирки хӗр тепӗр хут хӑвӑрт каларӗ:  — Ку Ирпень — Киев ҫывӑхӗнчи дачӑллӑ вырӑн.

— Киев ҫывӑхӗнчи, тетӗр-и? Вара эпӗ пӗтӗмпех аса илтӗм.

Тата тепӗр эрне иртрӗ. Сада сулланмалли кресло илсе тухрӗҫ те эпӗ кунӗ-кунӗпе ҫӑкасен ӗмӗлки айӗнче ларатӑп.