Шырав
Шырав ĕçĕ:
Атте хӑй шухӑшне улӑштарма юратмастчӗ, тӑвас тенине вӑраха ямасӑрах тӑватчӗ.Батюшка не любил ни переменять свои намерения, ни откладывать их исполнение.
Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Тепӗр ирхине анне чирлесе ӳкмен пулсан, эпӗ мӗнле пулсан та хам пӗлтерес тенине пӗлтереттӗмччех.Все же мне это удалось бы в конце концов, если бы наутро не заболела мать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӗлейместӗп пулӗ халӗ: те ӗненетӗп ӗнтӗ эпӗ пӳрнӗ тенине, те ҫук, анчах ҫак каҫхине эпӗ ӑна пӗр иккӗленмесӗрех ӗненнӗ: ҫав тери ӗненмелле пулса тухрӗ-ҫке вӑл, ҫавӑнпа эпӗ хамӑрӑн ватӑ асаттесенчен, вӗсене пулӑшма юратакан астрологинчен кулкаларӑм пулин те, ирӗксӗрех вӗсен ҫулӗ ҫине лекрӗм, анчах эпӗ ҫав хӑрушӑ ҫул ҫинче шӑпах вӑхӑтра чарӑнтӑм, хам нимӗнрен йӗрӗнмен, нимӗскере те курмасӑр ӗненмен йӑлана тытса метафизикӑна аяккалла пӑрса ятӑм та хамӑн ура айне пӑхкаларӑм.
Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— Мӗнле-ха эсир, пӳрни пулать тенине ӗненме пуҫларӑр-и ӗнтӗ?
Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Чӑн та ҫапла пулма кирлине тата та ҫирӗпрех ӗненет, аслатиллӗ ҫумӑр пулмасан, хӗвел хӗртнипе хӑй типсе кайма пултарнине чухлать вӑл, хӑйӗн пурнӑҫӗнче вырнаҫать, — мӗн тӑвас тенине тӑвать, хӑйне хӑй, пӗчӗк ачана тивӗҫлӗн айӑпланӑ пек, айӑпласа ӗҫе кӗртет вӑл.
Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Нумаях пулмасть-ха, Печорин Персирен таврӑннӑ чух вилнӗ, тенине илтсеттӗм эпӗ.
Умсӑмах // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
«Рихтгофен» вӑл — паян ҫумкурӑкӗ хушшинче ҫунса выртас теместӗн пулсан, икӗ куҫупа та виттӗр пӑхса пыр, тенине пӗлтерет.«Рихтгофен» — это значит гляди в оба, если не хочешь сегодня гореть в бурьяне.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ку ӗнтӗ: «эпӗ мӗн тунине ту», тенине пӗлтерчӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ку ӗнтӗ: «Хатӗр пулӑр!» тенине пӗлтерчӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Лиза ӑна пит юратнӑ, унран нимӗн те пытарман, хӑй мӗн тӑвас тенине унпа пӗрле канашланӑ, пӗр сӑмахпа каласан, Настя Прилучино ялӗнче французсен трагединчи наперсницӑсенчен темиҫе хут ҫӳлте тӑракан ҫын пулнӑ.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Хулӑн булочникпа переплётчик, ваттисем ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ тенине асра тытса, Юркона хӑйӗн будкине ҫитичченех аллинчен тытса ӑсатса янӑ.
Тупӑкҫӑ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Вӑл — хӑйне вӗрентнисенчен пӗтӗмпе те пӗр япала: хӗнемӗ юрать! тенине ҫеҫ астуса юлнӑ мӑка ӑслӑ выльӑхлӑ чӗрчун.Примитивное существо, запомнившее из всего, чему его учили, только одно: можно бить!
Сметонс // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Ӑслӑ-пуҫлӑ пул тени — сутӑн тенине пӗлтерет.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Вӑл «чӑн-чӑн этеме» тенине Мересьев лайӑх астуса юлчӗ.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Учитель хирӗҫ чӗнмерӗ, мӗн калас тенине каласа пама хатӗрленсе, кӑштах тӑхтаса тӑчӗ курӑнать.
XII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
«Тӗлӗнмелле, Дубровский пурне те мар, паллӑ пуянсене кӑна тапӑннине, вӗсене те вӑл тӗппех ҫаратмасть, ытлашшине парса хӑварать тенине илтнӗччӗ эпӗ. Вӗлерет тени те тӗрӗс мар, кунта тем ултав ҫук-и сирӗн, приказчикӑра чӗнме хушӑр-ха», тет.
IX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Сасси япӑх хӑйӗн, шӗвек, юррине те питӗ начарскерне, авалхи салтак юррине: «чубарики, чубчики», тенине пуҫларӗ, анчах та ҫынсем чӗрӗлчӗҫ вӗт, унпа пӗрле юрлама тытӑнчӗҫ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пупа тӗл пулни ырра пӗлтермест тенине астуса илчӗ те вӑл, ирӗксӗрех пӑрӑнса, йывӑҫ хыҫне пытанчӗ.
V сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ку калама ҫук лайӑх — апла пулсан, ӗҫе закон тӑрӑхах туса пырсан та хӑвӑр илес тенине илме пултаратӑр ӗнтӗ.
I сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Анчах Комиссар ӑна аллипе сулса: макӑртӑрах, ан кансӗрлӗр, тенине пӗлтерекен паллӑ пачӗ.Но Комиссар сделал запрещающий знак: дескать, пусть плачет, не мешай.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950