Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XII сыпӑк

Пай: Дубровский –> Иккӗмӗш том

Автор: Никифор Ваҫанкка

Ҫӑлкуҫ: Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Хушнӑ: 2019.08.07 16:15

Пуплевӗш: 135; Сӑмах: 1398

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Тата темиҫе кун иртрӗ. Ку хушӑра ҫӗнни нимӗнех те пулмарӗ. Покровски халӑхӗн пурӑнӑҫӗ пӗр евӗрлӗ шуса пырать. Кирила Петрович кулленех сунара кайса ҫӳрет. Марья Кириловна кӗнеке вулать, тухса уҫӑлса ҫӳрет, музыкӑна вӗренет. Уйрӑмӑнах музыка урокӗсем унӑн кӑмӑлне килеҫҫӗ. Вӑл хӑй чӗрине ӑнланма пуҫларӗ, хӑйӗн чӗри ҫамрӑк француз енне туртӑннине, ӑна килӗштернине тарӑхуллӑн кӳренсех йышӑнать. Французӗ хӑйне хӑй питӗ тӑп-тӑп, йӗркерен тухмасӑр тыткаланӑ. Вӑл хӑй тивӗҫлӗхне ҫапла ҫирӗп тыткалани хӗрӗн мӑнкӑмӑллӑхне, шикленессипе иккӗленӳлӗхне пусӑрӑнтарнӑ. Вӑл ӑна шанса сава пуҫланӑ, ҫывӑхран ҫывӑх хӑнӑхса пынӑ. Дефоржсӑр ӑна кичем пулнӑ. Пӗрле чухне, пӗр самант сиктермесӗр тенӗ пек, унпа шӑкӑлтатнӑ, мӗнпе те пулин ӗҫлӗ пулма тӑрӑшнӑ, пур япала тӗлӗшпе те хӗр унӑн шухӑшне пӗлесшӗн пулнӑ тата яланах ун шухӑшӗпе, вӑл каланипе килӗшнӗ. Тен, вӑл ӑна юратсах пӑрахман та пулӗ, анчах ӑнсӑртран пӗр-пӗр чӑрмав тупӑнсассӑн е сасартӑк пурӑнӑҫ шӑпи урӑхла килсе тухсассӑнах, унӑн чӗринче юрату ҫулӑме хыпса тухма хатӗр пулнӑ.

Пӗрре, учитель хӑйне вӗрентме кӗтсе тӑракан залӑна пырсассӑн, Марья Кириловна тӗлӗнче, унӑн шуранка сӑн-питӗнче темле именӳллӗ туйӑм пуррине асӑрхарӗ. Фортепьяно уҫрӗ те хӗр, темиҫе нота юрласа илчӗ. Анчах Дубровский унран каҫару ыйтрӗ, манӑн пуҫ ыратать, терӗ. Урока чарса лартса, нота хутне хупрӗ те, ӑна вӑрттӑн ҫыру тыттарчӗ. Марья Кириловна нимӗн шухӑшласа тӑраймасӑрах ҫырӑва илчӗ, ҫав самантрах тата ӑна илнишӗн ӳкӗнчӗ те. Анчах Дубровскийӗ ӗнтӗ залӑра пулман. Марья Кириловна хӑй пӳлӗмне кайрӗ, ҫырӑва уҫрӗ те ҫакна вуласа тухрӗ:
«Паян 7 сехетре юханшыв хӗрринчи беседкӑра пулӑр. Манӑн сирӗнпе калаҫмалли пур».

Хӗре ку тата ытларах пӗлес килтерчӗ. Вӑл тахҫантанпах учителе ӑна хӑй савса килӗштерни ҫинчен каласа парасса кӗтетчӗ. Калаттарас та килет, шикленет те ҫавӑн ҫинчен сӑмах хускатасран. Хӑй унчченех туйса, тавҫӑрса илнӗ япала ҫинчен каласа панине илтме хӗре питӗ кӑмӑллӑ пулӗччӗ, анчах хӑй тивӗҫлӗхӗ тӑрӑх ӑна хӑҫан та пулин качча илме пултараясса шанса тӑма ҫук ҫын ун ҫинчен каланине илтме аван мар пек. Вӑл унпа курнӑҫас сивӗ татӑклӑн йышӑнса хучӗ. Анчах пӗр енӗпе ҫеҫ иккӗленет: мӗнле йышӑнӗ вӑл учитель хӑй кӑмӑлӗ ҫинчен пӗлтернине — аристократла йӗрӗнсе-и, кӑмӑлпа йышӑннине систерсе-и, кулӑшпа шӳтлесе-и е нимӗн чӗнмесӗр? Ҫав хушӑрах хӑй минутсеренех сехет ҫине пӑха-пӑха илет. Ентрӗкленче, ҫуртасем ҫутрӗҫ. Кирила Петрович хӑй патне хӑнана пынӑ ҫынсемпе картла бостонла выляма ларчӗ; столовӑйри сехет улттӑ та хӗрӗх пилӗк минут ҫитнине кӑтартса ҫапрӗ те, Марья Кириловна ерипен крыльца ҫине тухрӗ. Йӗри-тавра пӑхкаласа илчӗ те вӑл пахчаналла чупрӗ.

Ҫӗрӗ тӗттӗм, тӳпене пӗлӗт хупласа илнӗ — хӑвӑнтан икӗ утӑмри япала та курӑнмасть. Ҫапах та Марья Кириловна, ҫак тӗттӗмре хӑй пӗлекен ҫулсемпе пырса, самантрах беседка патне ҫитрӗ; унта вӑл, сывлӑш ҫавӑрса илес те Дефорж умне лӑпкӑн, нимӗн те пӑлханман пек тухса тӑрас тесе, кӑштах тӑхтарӗ Анчах Дефорж ун умне тухса та тӑчӗ.

— Эпӗ ыйтнине вырӑна хунӑшӑн питӗ пысӑк тав сире. Эсир тӗл пулма килӗшмен пулсассӑн, эпӗ питех те хурланнӑ пулӑттӑм, — терӗ вӑл хӗре хуллен те хуйхӑллӑ сасӑпа. Марья Кириловна ӑна хирӗҫ хӑй малтанах шутласа хунӑ фразӑна каларӗ:
— Эсир ыйтнине йышӑнса кунта килнӗшӗн мана ӳкӗнмелле тумӑр тесе шанатӑп, — терӗ вӑл.

Учитель хирӗҫ чӗнмерӗ, мӗн калас тенине каласа пама хатӗрленсе, кӑштах тӑхтаса тӑчӗ курӑнать.

— Ӗҫсем ҫавӑн пек килсе тухнипе… манӑн кунтан кайма тивет… Тен, ӑна эсир часах илтсе пӗлӗр те… Анчах уйрӑличчен манӑн сирӗнпе хамӑн калаҫмалла, — тесе хучӗ вӑл, пӑртак тӑхтасан.

Марья Кириловна нимӗн те чӗнмерӗ. Кун пек каланине вӑл хӑй кӗтнин, учитель ӑна савни ҫинчен каласа парассин умсӑмахӗ тесе шутларӗ.

— Эсир шутланӑ ҫын мар эпӗ, — терӗ вӑл, пуҫне чиксе, — эпӗ француз Дефорж мар, эпӗ Дубровский.

Марья Кириловна кӑшкӑрса ячӗ.

— Ан хӑрӑр тархасшӑн, ман ятӑмран хӑрамалла мар сирӗн. Чӑнах ҫав мӗскӗн эпӗ. Аҫу аттем ҫуртӗнчен хӑваласа кӑларса, пӗр татӑк ҫӑкӑрсӑр хӑварнӑ ҫын, мӑнҫул ҫине ҫаратма янӑ мӗскӗн эпӗ. Сирӗн халӗ — хушӑн та, уншӑн та манран хӑрамалла мар. Пӗтӗмпех пӗтрӗ. Эпӗ ӑна каҫартӑм. Ӗненӗр ҫакна, — эсир ӑна ҫӑлса хӑвартӑр. Чи малтанхи юнлӑ ӗҫ манӑн ун ҫинче пулмаллаччӗ. Ӑҫтан вут тӗртмеллине, вӑл ҫывӑракан пӳлӗме ӑҫтан кӗмеллине, тарса хӑтӑласран епле унӑн мӗнпур ҫулӗсене картламаллисене те шутласа хурса, эпӗ унӑн ҫурчӗ тавра ҫавӑрӑнаттӑм. Ҫав самантра эсир, пӗлӗт ҫинчи пирӗшти пек, ман умран иртрӗр те, чӗрем манӑн ҫураҫрӗ — эсир пурӑнакан ҫурт таса иккенне, сирӗнпе пӗр юнлӑ чунсенчен нихӑшне те манӑн ылханмалла маррине, тивмелле маррине ӑнланса илтӗм. Сире тавӑрас шухӑша эпӗ — хам ӑсран кайни вырӑнне хутӑм, ӑна пӑрахрӑм. Аякран та пулин сирӗн шурӑ ҫи-пуҫӑра курмашкӑн ӗмӗтленсе, эпӗ кунӗ-кунӗпе Покровски пахчисемпе сачӗсем ҫывӑхӗнче ҫавӑрӑнса ҫӳреттӗм. Эсир сыхланмасӑртарах уҫӑлма тухса ҫӳренӗ чухне эпӗ, сире хуралланӑ пек, сирӗн хыҫӑртан пӗр тӗмрен тепӗр йывӑҫ тӗмӗ хыҫне йӑпшӑнса пыраттӑм. Эпӗ хам пур ҫӗрте сире нимле хӑрушлӑх та пулас ҫук, тенӗ шухӑшпах телейлӗччӗ. Юлашкинчен май та тупӑнчӗ. Эпӗ сирӗн килӗре пурӑнма килсе кӗтӗм. Ҫакӑ виҫӗ эрне — маншӑн телей кунӗсем пулчӗҫ. Вӗсем ҫинчен аса илесси манӑн хуйхӑллӑ пурӑнӑҫӑмра ырлӑх пулса тӑрать… Паян эпӗ пӗр хыпар илтӗм, кун хыҫҫӑн манӑн малалла кунта юлма юрас ҫук… Паян эпӗ сирӗн патӑртан каятӑп… Халех, ҫак самантрах… Анчах унччен манӑн сире, эсир мана ылханасран, кӳренесрен, хам ҫинчен чӑннипе каласа хӑвармалла. Дубровский ҫинчен хӑшпӗр чух аса илӗр. Пӗлсе тӑрӑр: вӑл урӑххишӗн ҫуралнӑ этем пулнӑ, унӑн чунӗ сире юратма пултарнӑ… халиччен нихҫан та…

Ҫак вӑхӑтра хуллен шӑхӑрни илтӗнчӗ те Дубровский калама чарӑнчӗ… Вӑл хӗрӗн аллине хӑвӑрт ярса илсе, ӑна хӑйӗн хӗмленсе тӑракан тутисем патне илсе пычӗ. Каллех шӑхӑрни илтӗнчӗ…

— Каҫарӑр, — терӗ Дубровский, — мана чӗнеҫҫӗ, пӗр минут та мана пӗтерме пултарать.

Вӑл кайма пуҫларӗ. Марья Кириловна вырӑнтан тапранмасӑр тӑрать. Дубровский, ун патне таврӑнчӗ те, каллех ун аллине тытрӗ.

— Хӑҫан та пулин, — терӗ вӑл ҫемҫен те хурланчӑклӑ сасӑпа, — хӑҫан та пулин сирӗн ҫине инкек килсессӗн, никамран пулӑшу, хута кӗме ыйтма ҫук пулсассӑн, ҫавӑн пек чух манран пулӑшу ыйтма, хӑвӑра ҫӑлма мӗн кирлине пурне те манран ыйтма килӗшетӗр-и? Эпӗ сире чунран парӑннине сивлес ҫукки пирки сӑмах паратӑр-и?

Марья Кириловна нимӗн шарламасӑр макӑрчӗ. Виҫҫӗмӗш хут шӑхӑрни илтӗнчӗ.

— Эсир мана пӗтеретӗр! — кӑшкӑрса ячӗ Дубровский. — Эсир ответ татса памасӑр эпӗ каймастӑп. Сӑмах паратӑр-и, ҫук-и?

— Сӑмах паратӑп, — терӗ мӗскӗн пике шӑппӑн. Дубровскипеле курнӑҫнипе питӗ хумханса, Марья Кириловна йывӑҫ пахчинчен тавӑрӑнчӗ. Ӑна кил-ҫурчӗ тавра ҫынсем чупса ҫӳренӗ пек, пӗтӗм ҫурт хусканнӑ пек туйӑнчӗ. Картишӗнче тем чухлӗ халӑх пулнӑ. Крыльца умӗнче тройка тӑнӑ. Аякранах вӑл Кирила Петрович сассине илтрӗ те, хӑй ҫуккине ан асӑрхаччӑр тесе, пӳлӗме васкаса кӗчӗ. Залӑра ӑна Кирила Петрович тӗл пулчӗ. Хӑнасем, хайхи эпир пӗлекен исправник тавра пухӑннӑ та, унран вӗҫӗмсӗр ыйтса тӗпчеҫҫӗ. Исправник ҫула тухса ҫӳремелли тумтирпе, пуҫ тӳпинчен пуҫласа ура тупанне ҫити тенӗ пекех хӗҫпӑшалланнӑскер, вӑрттӑн та васкарах темӗн ҫинчен кала-кала парать.

— Ӑҫта пултӑн эсӗ, Маша? — ыйтрӗ Кирила Петрович. — Дефоржа тӗл пулмарӑн-и?

— Курман, — терӗ Маша аран-аран.

— Телӗнмелле япала, пыр та калаҫ, — терӗ Кирила Петрович малалла. — Ӑна тытса кайма исправник килнӗ, вӑл Дубровскиех тесе, мана ӗнентерме пӑхать.

— Мӗнпур сӑнарӗ-мӗнӗ, паллисем тӳр килеҫҫӗ, каснӑ-лартнӑ ҫавӑ, ваше превосходительство, — терӗ ӑна исправник хисеплӗн.

— Эх, шӑллӑм, — тесе пӳлчӗ ӑна Кирила Петрович, — тухса кай эсӗ, пӗлетне ӑҫта, хӑвӑн паллу-сӑнарусемпе. Ӗҫе хам тӗрӗслесе тухмасӑр та, французӑма сана парса ямастӑп. Ӑҫтан ӗненӗн ҫав Антон Пафнутьичӑн, хӑравҫӑн, суеҫӗн сӑмаххине: учитель ҫаратма тапӑннине вӑл тӗлӗкре курнӑ пулӗ. Мӗншӗн вӑл ун ҫинчен мана ҫав ирех пӗр сӑмах та шарламарӗ?

— Французӗ ӑна хӑратнӑ, ваше превосходительство, — тет исправникӗ, — вӑл ӑна никама каламалла мар тесе тупа тутарттарнӑ.

— Суя, — терӗ татӑклӑн Кирила Петрович, — халех эпӗ пӗтӗмпех тӑрӑ шыв ҫине кӑларатӑп. Ӑҫта-ха учитель? — ыйтрӗ вӑл тин ҫеҫ пырса кӗнӗ тарҫӑран.

— Ниҫта та тупаймаҫҫӗ, — терӗ тарҫӑ.

— Шыраса тупнӑ пултӑр ӑна! — кӑшкӑрса ячӗ Троекуров, иккӗленме пуҫланӑскер. — Кӑтарт-ха мухтаса пӗтернӗ сӑнару-паллусене, — терӗ вӑл исправнике. Лешӗ ҫавӑнтах ӑна хутне кӑларса тыттарчӗ.

— Хм, хм, ҫирӗм виҫӗ ҫулта… Вӑл ҫаплах, анчах вӑл нимӗнех те пӗлтермест-ха. Учитель мӗнле, пур-и?

— Тупман-ха, — терӗҫ ыйтнине хирӗҫ каллех. Кирила Петрович канӑҫсӑрланма тытӑнчӗ. Марья Кириловна ни чӗрӗ, ни вилӗ пулса кайрӗ.

— Эсӗ питӗ шурса кайнӑ, Маша, — терӗ ашшӗ, ӑна асӑрхаса, — сана хӑратса пӗтерчӗҫ пулӗ.

— Ҫук, атте, манӑн пуҫ ыратать, — терӗ Маша.

— Каях эсӗ, Маша, хӑвӑн пӳлӗмне, ан хӑра. — Маша унӑн аллине чуп турӗ те, хӑвӑртрах хӑйӗн пӳлемне кайрӗ. Унтан вӑл тӳшекӗ ҫине тӑсӑлса ӳкрӗ, тытса пӑрахнӑ пек ӗсӗклесе йӗрсе ячӗ. Хӗрарӑм тарҫӑсем чупса пычӗҫ ун патне, аран-аран вӑйпа салтӑнтарчӗҫ, сивӗ шывпа тата тӗрлӗ спиртсемпе лӑплантарчӗҫ — йӗркелесе вырттарчӗҫ те ӑна, вӑл тӗлӗрсе кайрӗ.

Французне ҫаплах тупман-ха.

Кирила Петрович, хӑйӗн «Ҫӗнтерӳ аслатийӗ янӑра» юррине шӑхӑркаласа, аслӑ пӳлӗм тӑрӑх хаяррӑн калла-малла утса ҫӳрет. Хӑнисем пӗр-пӗринпе пӑшӑлтатаҫҫӗ. Исправник чип-чиперех шӑхӑрса тӑрса юлать — француза шыраса тупаймареҫ. Тахшин систернипе вӑл пытанма ӗлкернӗ курӑнать. Анчах кам тата епле ӑна систерме пултарнӑ-ха? Ку вӑрттӑн тунӑ ӗҫ вӑрттӑннипех юлать.

Вунпӗр сехет ҫитрӗ, ҫапах никамӑн та ыйхӑ шухӑшӗ ҫук. Юлашкинчен Кирила Петрович исправнике ҫилӗллӗн ҫапла каларӗ:

— Вара мӗн? Эсӗ кунта тул ҫутӑличченех кӗтсе тӑрас тетӗн-им? Манӑн кил хваттер яракан ҫурт мар, шӑллӑм, тата, вӑл Дубровскиех пулсан, Дубровские сан пек ҫаврӑнкаланипех тытаяс ҫук. Тухса каях ху ҫулупа, малашне ҫивчӗрех пул. Тата акӑ мӗн, сире те киле кайма вӑхӑт, — терӗ вӑл, хӑнисем еннелле ҫаврӑнса. — Лашӑрсене кӳлме хушӑр, — манӑн ҫывӑрас килет.

Ҫиллипе ҫапла ӑсатса ячӗ вара Троекуров хӑйӗн хӑнисене.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех