Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 5 сыпӑк

Пай: Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть –> Тӑваттӑмӗш пайӗ

Автор: Леонид Агаков, Александр Артемьев

Ҫӑлкуҫ: Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Хушнӑ: 2019.08.19 23:02

Пуплевӗш: 144; Сӑмах: 1792

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Экипажсене тул ҫутӑличченех вӑратрӗҫ. Арми штабӗ илнӗ разведка сводки пӗлтернӗ тӑрӑх, совет танкӗсем прорыв тунӑ вырӑна ӗнер нимӗҫсен сывлӑшри пысӑк соединенийӗ вӗҫсе ҫитнӗ. Ҫӗр ҫинчен сӑнаса пӗлнӗ даннӑйсем тӑрӑх тата агентурнӑй пӗлтерӳсем ҫирӗплетсе панипе ҫакӑн пек вывод тума май панӑ: нимӗҫсен командованийӗ, совет танкӗсем «Курская дуга» пуҫланнӑ ҫӗрте прорыв тунипе пулса тӑнӑ хӑрушлӑха тивӗҫлипе хакласа, кунта «Рихтгофен» текен сывлӑшри эскадрӑна чӗнсе илнӗ. Унта Германин чи лайӑх лётчикӗсене пухнӑ. Ку эскадрӑна юлашки хут Сталинград патӗнче аркатса тӑкнӑ пулнӑ та, кайран ӑна нимӗҫсен тылӗсенче, таҫта инҫетре ҫӗнӗрен формӑласа ҫирӗплетнӗ. Полка ҫапла асӑрхаттарчӗҫ: ку тӑшман йышлӑ, вӑл «Фокке-Вульф-190» текен чи ҫӗнӗ йышши самолётсем ҫинче вӗҫет та-та пите опытлӑ, терӗҫ. Яланах сыхӑ пулма, прорыв тунӑ ҫӗрте танксем хыҫҫӑн ҫӗрле малалла кайма пуҫланӑ чаҫсен иккӗмӗш эшелонӗсене тӗплӗн хӳтӗлесе пыма хушрӗҫ.

«Рихтгофен»! Опытлӑ лётчиксем ку эскадрӑн ятне питӗ лайӑх пӗлнӗ. Ӑна Герман Геринг хӑй пӑхса, тӗрӗслесе тӑнӑ. Нимӗҫсене ӑҫта йывӑр килнӗ — унта вӗсем ҫав «Рихтгофена» янӑ. Ку эскадрӑри экипажсем (вӗсен пӗр пайӗ республикӑлла Испани ҫийӗнчех хӑрушла ашкӑнса ҫӳренӗ) пит те пӗлсе, хаяррӑн ҫапӑҫнӑ, чи хӑрушӑ тӑшман вырӑнӗнче шутланнӑ…

— Темле «рихтгофенсем» вӗҫсе килнӗ теҫҫӗ-ха пирӗн пата. Вӑт, тӗл пуласчӗ вӗсемпе! Эх, хыҫӑттӑмӑр та эпир вӑл «рихтгофенсене»! — шавлӑн калаҫса ларчӗ Петров столовӑйра, ирхи апата васкавлӑн ҫисе. Хӑй ҫав вӑхӑтрах уҫӑ чӳрече витӗр пӑха-пӑха илчӗ, — унта официантка Рая хирти чечексенчен букетсем туса, вӗсене пурӑпа тасатса ҫутатнӑ снаряд гильзисем ӑшне лартнӑ.

«Рихтгофенсем» пирки ҫак паттӑрла сӑмахсене вӑл, паллах, пуринчен ытла хӑйӗн кофине ӗҫсе яма пуҫланӑ Алексее мар, хӗршӗн каланӑ, — лешӗ, чечексемпе тӑрмашнӑ хушӑрах, вӑхӑтран-вӑхӑта хӗрлӗ питлӗ те илемлӗ Петров ҫине пӑха-пӑха илнӗ. Мересьев вӗсене кӑмӑллӑн кулкаласа сӑнаса ларчӗ. Анчах та сӑмах ӗҫ ҫинчен пынӑ чух, вӑл шӳтленине тата пуш параппан ҫапнине юратман.

— «Рихтгофен» — темлескер мар. «Рихтгофен» вӑл — паян ҫумкурӑкӗ хушшинче ҫунса выртас теместӗн пулсан, икӗ куҫупа та виттӗр пӑхса пыр, тенине пӗлтерет. Хӑлхусене сарса ан пӑрах, ҫыхӑнӑва ан ҫухат. «Рихтгофен» — вӑл, тӑванӑм, питӗ усал япала, унта ҫав тери хаяр, тискер кайӑксем; эсӗ ҫӑварна уҫма та ӗлкӗреймен-ха, анчах та вӗсен шӑлӗсем ҫинче нӑтӑртататӑн… — терӗ ӑна Мересьев.

Тул ҫутӑлсан сывлӑша пӗрремӗш эскадрилья хӑпарса кайрӗ, ӑна полковник хӑй ертсе пычӗ. Вӑл сывлӑшра пулнӑ вӑхӑтра иккӗмӗш группа — вуникӗ истребитель вӗҫсе кайма хатӗрленчӗ. Ӑна гварди майорӗ, Совет Союзӗн Геройӗ Федотов ертсе пымалла пулнӑ, полкра вӑл, командир хыҫҫӑн, чи опытлӑ лётчик шутланнӑ. Машинӑсем хатӗр пулнӑ ӗнтӗ, лётчиксем кабинӑсенче ларнӑ. Моторсем сахал газ ҫинче хуллен кӑна ӗҫлесе тӑнӑ, ҫавӑн пирки вӑрман хӗрринче вӑйлах мар ҫил варкӑшнӑ, — ун пек ҫил вӑл — тӑвӑл умӗн, ҫӗр ҫине малтанхи шултра та йывӑр ҫумӑр тумламӗсем ӳкме пуҫланӑ вӑхӑтра пулать, вӑл ҫӗр ҫинчи тусана шӑлса ҫӳрет, йывӑҫсене ава-ава силлет.

Кабинӑра ларса, Алексей пӗрремӗш группӑн самолёчӗсем пӗлӗт ҫинчен тӳррӗн шуҫса аннӑ пек аннине сӑнарӗ. Хӑй ун ҫинчен шухӑшламасӑрах, вӗсене вӑл шутласа пычӗ, ҫӗр ҫине пӗр машина ларнӑ хыҫҫӑн тепри лариччен вӑхӑт чылай иртсен — пӑлханма пуҫларӗ. Акӑ ӗнтӗ, юлашки машина анса ларчӗ. Пурте таврӑнчӗҫ! Алексей чӗри каллех лӑпкӑн тапма пуҫларӗ.

Юлашкинчен аннӑ машина аяккалла кайса ларма та ӗлкӗрейменччӗ-ха — Федотов майорӑн «пӗрремӗшӗ» вырӑнтан хускалса кайрӗ. Истребительсем пӗлӗтелле мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн ыткӑнса хӑпарма пуҫларӗҫ. Акӑ ӗнтӗ, вӗсем вӑрман ҫийӗнче строй пулса тӑчӗҫ. Федотов, ҫунаттисемпе сулкаласа илчӗ те, палӑртнӑ курспа кайрӗ. Самолётсем аялтан, асӑрханса, ӗнер прорыв тунӑ вырӑнтан тухмасӑр вӗҫсе пычӗҫ. Халь ӗнтӗ Алексей самолёчӗ айӗнче ҫӗр ӗнерхи пек инҫетре мар, ҫывӑхрах юхса иртрӗ. Ӗнер ӑна ҫӳлтен темле вӑйӑ пек курӑннисем ҫав тери пысӑк, куҫпа виҫсе илмелле мар ҫапӑҫу хирӗ пулнӑ. Самолёт ҫунатти айӗпе снарядсемпе бомбӑсем шӑтарса пӗтернӗ, окопсемпе траншея йӗрӗсем урлӑ-пирлӗ сухаласа тухнӑ уйсем, ҫарансем, вӑрмансем ҫав тери хӑвӑрт вӑркӑнса пычӗҫ. Хирсенче ҫын виллисем, пӑрахса хӑварнӑ тупӑсем, батарейӑсем, артиллери тӗл персе лектернӗ вырӑнсенче ҫӗмрӗк танксем, арканнӑ тимӗр куписем мӗлтлетсе юлчӗҫ. Кӗҫех пысӑк вӑрман иртсе юлчӗ — ӑна тупӑсенчен персе тӗппипех хырса тӑкнӑ. Ҫӳлтен пӑхсан, вӑл темӗн пысӑкӑш кӗтӳ таптаса хӑварнӑ уй пек курӑннӑ. Ҫаксем пурте кинематограф лентти пек хӑвӑрт иртсе юлчӗҫ.

Кусем ӗнтӗ ҫак вырӑнсенче ҫав тери хаяр, юнлӑ ҫапӑҫу пулни ҫинчен, пысӑк ҫухатусем пулни ҫинчен, кунта тунӑ ҫӗнтерӳ мӗн тери хӑватлӑ пулни ҫинчен каланӑ.

Танк гусеницисен мӑшӑрлӑ йӗрӗсем пӗтӗм аслӑ хире урлӑ та пирлӗ таптаса пӗтернӗ. Вӗсем малтан малалла, нимӗҫ позицийӗсем ӑшнелле кӗрсе кайнӑ. Вӑл йӗрсем питӗ нумай пулнӑ. Куҫ вӗсене пур ҫӗрте те, горизонта ҫитичченех курнӑ, — кӑнтӑр еннелле, ҫулне-йӗрне пӑхмасӑр, темле тискер кайӑксен темӗн пысӑкӑш кӗтӗвӗ иртсе кайнӑ пек туйӑннӑ. Малалла кайнӑ танксем хыҫҫӑн, ҫулсем тӑрӑх, инҫетренех курӑнмалла тусан йӑсӑрлантарса, моторизованнӑй артиллери, бензоцистернӑсен вӗҫӗмсӗр колоннисем, тракторсем туртса пыракан ремонтнӑй мастерскойсен темӗн пысӑкӑш фургонӗсем, брезентпа витнӗ грузовиксем шунӑ. Ҫӳлтен пӑхсан, вӗсем питӗ вӑраххӑн шунӑ пек туйӑннӑ. Истребительсем ҫӳлерех вӗҫсе хӑпарсан, ҫаксем пурте кӑткӑсем хӑйсен ҫурхи ҫулӗсем тӑрӑх ҫӳренине аса илтернӗ.

Истребительсем, ҫав ҫул ҫинчен лӑпкӑ ҫанталӑкра ҫӳлех йӑсӑрланса хӑпарнӑ пӗлӗт пек тусан хушшипе ярӑнса, колонна пуҫне тухрӗҫ. Кунта, малти вездеходсем: ҫинче, танковӑй ҫарсен начальникӗсем пынӑ пулмалла. Колоннӑсем ҫинчи сывлӑшра никам та пулман, анчах таҫта инҫетре, горизонтра, ҫапӑҫу тӗтӗмӗсем курӑнкаланӑ ӗнтӗ. Группа каялла ҫаврӑнчӗ те, самолётсем пӗрин хыҫҫӑн тепри, сенкер тӳпере явӑнкаласа вӗҫсе кайрӗҫ. Ҫак вӑхӑтра вара Алексей горизонт хӗрринчи пӗлӗтре ҫакӑнса тӑракан нумай хура йӗрсене асӑрхарӗ. Нимӗҫсем! Вӗсем те ҫӗр ҫумӗпех вӗҫсе пынӑ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсем ҫумкурӑкӗпе хупланнӑ уйри ҫул тӑрӑх тӑсӑлакан тусан ҫинелле вӗҫни паллӑ пулнӑ. Алексей ним шухӑшламасӑрах каялла пӑхса илчӗ. Вӑл ертсе пыракан самолёт хыҫранах, ҫывӑхрах пынӑ.

Лётчик тинкерсе тӑнларӗ те, таҫтан аякран кӑшкӑрнӑ сасса илтрӗ:

— Эпӗ — Чайка иккӗ, Федотов, эпӗ — Чайка иккӗ, Федотов. Хатӗр пулӑр! Ман хыҫҫӑн!

Сывлӑшри дисциплина ҫавӑн пек ӗнтӗ вӑл. Кунта лётчикӑн нервисем ҫав тери хыттӑн туртӑнса, татӑласла карӑнса тӑраҫҫӗ те, хӑш чух вӑл командир мӗн шухӑшланине лешӗ приказ сӑмахӗсене каласа пӗтеричченех туса хурать. Таҫта аякра, ҫӗр тӗслӗ сасӑсемпе тулнӑ шав ӑшӗнче ҫӗне команда сӑмахӗсем янранӑ хушӑра, пӗтӗм группа мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн, анчах тачӑ строя малтанхи пекех тытса пырса, нимӗҫсен ҫулне пӳлме вирхӗнчӗ. Халь ӗнтӗ куҫсем те ҫав тери тинкерсе пӑхрӗҫ, хӑлхасем те ҫав тери лайӑх итлерӗҫ, шухӑш та ҫав тери вӑйлӑ ӗҫлерӗ. Алексей хай куҫӗсем умӗнче хӑвӑрттӑн ӳссе пыракан ют самолётсемсӗр пуҫне урӑх нимӗн те курмарӗ, шлем наушникӗсенчи янравпа шавсӑр пуҫне нимӗн те илтмерӗ. Наушниксенче приказ сӑмахӗсем илтӗнмелле пулнӑ, анчах приказ вырӑнне вӑл такам ют чӗлхепе пӑлханса калаҫакан сасса илтрӗ:

— Ахтунг! Ахтунг!.. «Ла-фюнф». Ахтунг! — Куна нимӗҫсен ҫӗр ҫинчи наводчикӗ, хӑйсен самолёчӗсене хӑрушлӑх пирки асӑрхаттарса кӑшкӑрчӗ пулмалла.

Нимӗҫсен чапа тухнӑ авиаэскадри ҫапӑҫу хирне яланах наводчиксем тата ҫӗр ҫинчен сӑнакансем тӑратса тултарнӑ. Вӗсене сывлӑшри ҫапӑҫусем пулма пултарас вырӑнсене ҫӗрле парашютсемпе антарнӑ, кашнинех радиопередатчиксем панӑ.

Унтан, кӑшт тӑрсан, тепӗр сасӑ илтӗнчӗ, ҫав хӑйӑлтатакан хаяр сасӑ та нимӗҫле мӑкӑртатса илчӗ:

— О, доннер-веттер! Линкс «Ла-фюнф»!

Ку сасӑра, тарӑхни витӗр, палӑрмаллах пӑлханни те сисӗннӗ.

— «Рихтгофен», анчах «лавочниксенчен» хӑратӑн! — терӗ Мересьев ҫилӗпе, шӑл витӗр, ҫывхарсах килекен тӑшмансен стройӗ ҫине пӑхса. Унӑн пӗтӗм кӗлетки пӗр шӑнӑр пек хытса ларчӗ, чӗри вӗри хаваслӑхпа тулчӗ, пуҫӗнчи ҫӳҫӗ те хусканса илчӗ.

Вӑл ӗнтӗ тӑшмана лайӑхах курчӗ. Кусем — «Фокке-Вульф-190» текен истребитель-штурмовиксем, вӑйлӑ, пит те вӑрт-варт ҫаврӑнкалакан машинӑсем пулнӑ. Вӗсем фронта тинрех пынӑ-ха, анчах вӗсене совет лётчикӗсем «фокасем» тесе ят пама та ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ.

Кунта вӗсем совет самолёчӗсенчен икӗ хут ытлараххӑн пулнӑ. Вӗҫессе чи ҫирӗп стройпа, мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн, кашни мӑшӑр малтисен хӳрисене хӳтӗлемелле вӗҫсе пынӑ. «Рихтгофен» текен сывлӑшри эскадра чаҫӗсен йӗрки яланах ҫавӑн пек пулнӑ. Хӑйӗн группи тӑшмансенчен ҫӳлерех вӗҫсе пынипе усӑ курса, Федотов ӑна атакӑна илсе кайрӗ. Алексей хӑйне валли пӗр тӑшманне суйласа илсе, ыттисене куҫран ҫухатмасӑрах, ӑна прицел хӗресӗ тӗлӗнче тытса, ун ҫинелле ыткӑнса пычӗ. Анчах Федотов кӑштах кая юлчӗ. Такам ертсе пыракан «як»-сен группи тепӗр енчен вӗҫсе пычӗ те, нимӗҫсене сасартӑк ҫӳлтен атакӑларӗ. Атаки ҫав тери ӑнӑҫлӑ пулчӗ, нимӗҫсен стройӗ ҫавӑнтах арканса каёрӗ. Сывлӑшра пӑтрашу пуҫланчӗ. Икӗ стройӗ те саланса, мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн, тӑватшарӑн ҫапӑҫма тапратрӗҫ. Истребительсем тӑшмана пульӑсен кӑвак йӗрӗсемпе ҫапса шӑтарма, унӑн хӳри енчен пыма, айӑккинчен атакӑлама тӑрӑшрӗҫ.

Ҫак пӑтрашура опытлӑ вичкӗн куҫлӑ ҫын ҫеҫ хӑйӗн мӗн тумаллине курма пултарнӑ. Ҫавнашкалах, радио пилот хӑлхине илсе пыракан уйрӑм сасӑсене те опытлӑ ҫын ҫеҫ уйӑрса илме пултарнӑ. Ҫак минутра эфирта мӗн кӑна янрамарӗ пуль: атакӑна кӗрсе каяканни хӑйӑлтатакан сасӑпа вӑрҫни те, хӑйне ҫапса антарни хӑраса кӑшкӑрни те, ҫӗнтерекенӗ савӑнса кӑшкӑрни те, аманни йынӑшни те, пӗтӗм вӑя пухса ҫӳлле вираж тӑваканни шӑлӗсене шатӑртаттарни те, тем те! Тахӑшӗ, ҫапӑҫура хӗрсе кайса, ют чӗлхепе кӑшкӑрчӗ, тахӑшӗ, ача пек ахлатса, «анне» тесе хучӗ, тахӑшӗ — гашеткӑсем ҫине пусса пулас — хыттӑн: «На сана, на, на, на!» — терӗ.

Хӑй палӑртнӑ тӑшман Мересьев прицелӗнчен шуса тухса кайрӗ. Ун вырӑнне вӑл хӑйӗнчен ҫӳлерехре «як»-а курчӗ, — ун хӳри ҫумне тӳрӗ ҫунатлӑ, сигара евӗрлӗ «фока» ҫыпӑҫнӑ. «Фока» ҫунаттисенчен «як» патнелле пульӑсен икӗ тӳрӗ йӗрӗ тӑсӑлнӑ. Вӗсем ӗнтӗ «як»-ӑн хӳрине пырса перӗнчӗҫ. Мересьев, ӑна ҫӑлас тесе, ҫурта пек тӳррӗн ҫӳлелле хӑпарса кайрӗ. Ҫав тери кӗске самантлӑха унӑн пуҫӗ ҫийӗнче хура мӗлке вӗлтлетсе иртрӗ, ҫав мӗлкене вара вӑл хӑйӗн пӗтӗм хӗҫпӑшалӗнчен вӑрӑм черет кӗртсе лартма тӑрӑшрӗ. «Фокана» мӗн пулнине курмарӗ вӑл, амантнӑ хӳреллӗ «як» малалла пӗчченех вӗҫсе кайнине ҫеҫ курчӗ. Мересьев каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ: ҫак пӑтрашура хӑй ертсе пыраканни ҫухалман-ши? Ҫук, вӑл юнашарпа пӗрех пынӑ.

— Ан юл, старик, — терӗ Алексей шӑл витӗр.

Хӑлхасенче янрарӗ, шатӑртатрӗ, юрларӗ, икӗ чӗлхепе те пӗрре савӑнӑҫлӑн, тепре хӑравҫӑн кӑшкӑрни, хӑрӑлтатни, шӑлсене шатӑртаттарни, вӑрҫни, йывӑррӑн сывлани илтӗнчӗ. Ҫак вуншар тӗрлӗ сасӑсене итлесен, ҫӗртен нумай ҫӳлте истребительсем ҫапӑҫнӑ пек мар, тӑшмансем пӗр-пӗринпе ҫӗр ҫинче тытӑҫса, хӑрӑлтатса, пӗтӗм вӑйӗсене пухса йӑваланнӑ пек туйӑннӑ.

Мересьев хӑйне валли тӑшман шыраса сывлӑша пӑхса ҫаврӑнчӗ те, сасартӑк хӑйӗн ҫурӑмӗ сивӗнсе кайнине, ӗнси ҫинче ҫӳҫӗсем хускалса илнине туйрӗ. Хӑйӗнчен кӑшт аяларахра вӑл «Ла–5» самолёта тата ӑна ҫӳлтен атакӑлакан «фокана» курчӗ. Вӑл совет самолёчӗн номерне асӑрхаймарӗ, анчах та пӗтӗм чӗрипех ку Петров пулнине туйса, ӑнланса илчӗ. «Фокке-Вульф», пӗтӗм хӗҫ-пӑшалӗнчен персе, тӳрех ун ҫинелле ыткӑнса пынӑ. Петровӑн пурӑнасси пӗр кӗске самант ҫеҫ юлнӑ ӗнтӗ. Ку ӗҫ ҫав тери ҫывӑхра пулса иртнӗ. Ҫавӑнпа та Алексей, тусне пулӑшас тесен, сывлӑшри атака йӗркисене пӑхӑнса тӑма пултарайман. Айӑкран ҫаврӑнса пыма вӑхӑт та, вырӑн та пулман. Юлташӗн пурнӑҫӗ ҫав тери пысӑк хӑрушлӑхра пулнипе, Мересьев вара «на риск» кайрӗ. Вӑл хӑйӗн машинне тӑруках аялалла чӑмтарчӗ, хӑй ҫав вӑхӑтрах газ хушмалли рычаг ҫине пусса пычӗ. Хӑйӗн йывӑрӑшӗпе сулӑм вӑйӗ ыткӑнтарнипе тата моторӑн пӗтӗм вӑйӗ малалла туртнипе аялалла вӑркӑнакан машина, пӗтӗм кӗлеткипе чӗтренсе, чул пек, — ҫук, чул пек мар, ракета пек — «фокан» кӗске ҫунатлӑ кӗлетки ҫинелле чӑмса ун ҫине ҫумӑр пек пуля ҫутарса пычӗ. Ҫак хӑрушла хӑвӑртлӑха пула ӑс-тӑн пӑтранма пуҫланине туйса, Мересьев, тӗпсӗр шӑтӑкалла чӑмса аннӑ май, хӑйӗн юнпа тулнӑ куҫӗсемпе ҫывӑхрах, хӑй машинин винтти патӗнчех «фока» взрывран пулнӑ тӗтӗм ӑшне путнине курса юлчӗ. Анчах Петров мӗнле? Ӑҫта вӑл? Ҫапса антарнӑ-и ӑна? Сиксе аннӑ-и вӑл? Хӑтӑлса тарнӑ-и?

Таврари пӗлӗт тап-тасах пулчӗ; таҫтан аякран, куҫа курӑнман самолёт ҫинчен, лӑпланнӑ эфирта сасӑ кӗрлерӗ:

— Эпӗ — Чайка иккӗ, Федотов, эпӗ — Чайка иккӗ, Федотов… Ман паталла пухӑнӑр, ман паталла пухӑнӑр! Киле! Эпӗ — Чайка иккӗ…

Федотов хӑй группине аэродрома илсе каять пулмалла.

«Фокке-Вульфа» ҫапса антарнӑ хыҫҫӑн самолёта вертикальнӑй пиккерен кӑларсан (ун пек пикке тума опытлӑ лётчик та пурнӑҫра пӗрре кӑна килӗшме пултарать), Мересьев, йывӑррӑн сывласа, лӑпкӑлӑхпа киленчӗ, хӑрушлӑх иртсе кайнӑшӑн, ҫӗнтерӳшӗн савӑнса пычӗ. Каялла каймалли ҫула пӗлме Алексей компас ҫине пӑхрӗ те, бензин сахал юлнине, вӑл аэродрома вӗҫсе ҫитме те ҫителӗксӗр пулма пултарасса шута илсе, кӑштах тӗксӗмленчӗ. Анчах та вӑл тепӗр самантран нуль патнех ҫывхарнӑ бензомер стрелкинчен те хӑрушраххине курчӗ. Мамӑк купи пек пӗлӗт хыҫӗнчен «Фокке-Вульф-190» тухса, тӳрех ун ҫинелле вӑркӑнса пынӑ, Шухӑшлама вӑхӑт пулман, аяккалла пӑрӑнса кайма та май килмен…

Тӑшмансем пӗр-пӗрине хирӗҫ ыткӑнчӗҫ…

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех