Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Июнӗн 3-мӗшӗ

Пай: Пирӗн вӑхӑтри герой –> Мери княжна

Автор: Николай Пиктемир, Нестор Янкас

Ҫӑлкуҫ: Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Хушнӑ: 2019.08.24 16:07

Пуплевӗш: 102; Сӑмах: 1642

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Час-часах хамран ыйтатӑп вара: мӗншӗн ытла ҫине тӑрса ҫав ҫамрӑк хӗрӗн юратӑвне тупасшӑн ҫунатӑп-ха, ӑна улталасшӑн та мар-ҫке, качча та илес ҫук ӑна эпӗ? Мӗне кирлӗ-ши вара ун пек ейкеленни? Вера мана пур пӗрех лайӑхрах савать, княжна нихҫан та Вера чухлӗ савас ҫук! Вӑл маншӑн никам ҫӗнтерейми сар пике пек туйӑнсан, эпӗ ӑна ҫавӑрма йывӑр пулать тенипе ҫеҫ интересленнӗ пулӑттӑм.

Анчах нимӗн чухлӗ те ҫавӑншӑн мар! Эппин канӑҫсӑр юратас туртӑм мар ӗнтӗ ку: вӑл пире ҫамрӑк яшӑ ҫулӗсенче ҫеҫ асаплантарать, хамӑра тӳсме пултарайман хӗрарӑм шыраса тупиччен пӗр хӗрарӑмран тепӗр хӗрарӑм патне пӑрса ярать вӑл: вара эпир пӗр хӗрарӑма ҫеҫ юратма пуҫлатпӑр — чӑн-чӑн, вӗҫӗмсӗр юрату пуҫланать, математика енӗпе илсен, ӑна эпир пӗр пӑнчӑран тӗнче тӑрӑх тӳрремӗн ӳкекен йӗр пек туса кӑтартнӑ пулӑттӑмӑр; ҫав йӗрӗн вӗҫне ҫитмешкӗн пур пӗрех май ҫук.

Мӗншӗн тӑрӑшатӑп-ха эппин эпӗ? Грушницкирен кӗвӗҫнипе-и? Мӗскӗн! Эпӗ хапсӑннине вӑл ним чухлӗ те тӑмасть. Е ку ҫывӑх ҫын техӗмлӗн аташнине пӗтерсе хума тӗртекен ирсӗр те ниепле майпа ҫӗнтермелле мар сисӗм-ши? Вӑл нимӗн тума пӗлменнипе: манӑн мӗне ӗненмелле ӗнтӗ, тесе ыйтсан, эпир ӑна ҫапла каласшӑн вара:
— Тусӑм, манпа ҫавӑн пекех пулнӑ!
Ҫапах та эсӗ куратӑн акӑ, эпӗ вӑхӑтра апатланатӑп, вӑхӑтра лӑпкӑ ҫывратӑп, — кӑшкӑрмасӑр та куҫҫуль тӑкмасӑр вилессе шанатӑп!

Ҫамрӑк та чечен чунӗ, чечеке ларса сарӑлма ҫеҫ пуҫланӑ чуна хӑвӑн ҫумна ҫывхартнинче ытармалла мар киленӳ пур ҫав! Вӑл, ирхи хӗвелӗн пирвайхи пайӑркине хисеплесе, хӑйӗн чи ырӑ шӑршине сарса яракан чечек пек; ҫак самантра татмалла та ӗнтӗ ҫак чечеке, унӑн пылакне чун савӑниччен ҫӑтатӑн та унтан вара ҫул ҫине кӑларса пӑрахатӑн: кам та пулин илӗ те-и ҫавна. Эпӗ хам ӑшӑмра тӑрана пӗлми непсӗм пуррине туятӑп, ҫул ҫинче мӗн тӗл пулнине йӑлтах хыпса ҫӑтатӑп: ҫынсем асапланнипе савӑнни ҫине эпӗ хам кӑмӑлӑма ҫырлахтарас тесе кӑна пӑхатӑп, хам чун хавалне упраса усрама пулӑшакан ҫимӗҫ ҫине пӑхнӑ пек пӑхатӑп. Чун-чӗрери хӗрӳ туйӑмсене пула ӑнран кайиччен алхасма пултараймастӑп ӗнтӗ эпӗ; чыслӑха юратнӑран кун-ҫулра пулнӑ сӑлтавсем кӑмӑлӑма пусарса хучӗҫ, анчах вӑл урӑхла майпа палӑрчӗ, мӗншӗн тесен чыслӑха юратни вӑл нимӗн те мар, влаҫшӑн хыпса ҫунни кӑна, ман кӑмӑла кӳме вара чи малтанах хам таврара мӗн-мӗн пуррине йӑлтах хама пӑхӑнтарни кирлӗ, хама юраттарнине хускатмалла, пӗтӗмпех парӑнтармалла, хӑратса тӑмалла — ҫакӑ мар-и вара влаҫӑн чӑн аслӑ тупсӑмӗ? Нимӗн тивӗҫсӗрех эпӗ камӑн та пулин асапне е савӑнӑҫне кӳрекен сӑлтав пулса тӑрасси — пирӗн мӑн кӑмӑллӑхӑн чи сӗтеклӗ ҫимӗҫӗ мар-и-мӗн? Эппин мӗн-ха вара телей? Тӑраннӑ мӑн кӑмӑллӑх. Эпӗ хама хам тӗнчери ҫынсенчен пуринчен те лайӑхрах та пултаруллӑрах тесе шутланӑ пулсан, телейлӗ пулнӑ пулӑттӑм; хама пурте юратнӑ пулсан, эпӗ хамра иксӗлми юрату хӑватне тупнӑ пулӑттӑм. Усал япала усаллинех ҫуратать, чӑн лирваи асапланса курни тепӗрне асаплантарнинче мӗнле савӑнӑҫ пуррине ӑнланма пулӑшать; усал ӗҫ тӑвас шухӑш ҫын пуҫне ахальтенех пырса кӗме пултараймасть, унпа пурнӑҫра усӑ курас тенипе кӑна пулать вӑл; шухӑшсем вӗсем — пурнӑҫран килнӗ япаласем тенӗ тахӑшӗ: вӗсем ҫурални вӗсене форма парать, ҫав форма вара ӗҫе кӗресси пулса тӑрать; кам пуҫӗнче ытларах шухӑш ҫуралать, ҫавӑн ӗҫӗ те ыттисенчен ытларах пулать; ҫакна пула чиновник сӗтелӗ ҫумне сӑнчӑрланнӑ гени вилет-и е ухмаха тухать-и, ҫавӑн пекех акӑ маттур та тулли вӑй-хӑватлӑ этем, пӗр май лӑпкӑн пурӑнса, шалкӑм ҫапнипе вилсе каять.

Чун-чӗрен хӗрӳ туйӑмӗ те ҫавах, вӑл шухӑш пуҫланса аталаннине пӗлтерет: вӗсем ҫамрӑк чӗре хӑнисем, кам та пулин, вӗсене пула, ӗмӗр тӑршшӗпех вӗчӗрхенсе пурӑнма шухӑшлать пулсан, ҫавӑ вара айван ӑслӑ этем; лӑпкӑ юхан шывсем нумайӑшӗ кӗрленкӗрен пуҫланса каяҫҫӗ, анчах мӗн тинӗсе ҫитичченех вӗсенчен пӗри те кӗрлесе те кӑпӑкланса юхмасть. Ҫав сӑпӑ лӑпкӑлӑх час-часах вӗсенче пытанса тӑракан чакми вӑй пуррине ҫеҫ кӑтартать; тулли те тарӑн сисӗмсемпе шухӑшсем урса каймалла май ҫӗкленмеҫҫӗ: чун тени вӑл асапланса, киленсе курнӑ хушӑрах хӑй ӗҫне хӑй питӗ аван пӗлсе тӑрать.

Чӑн та ҫапла пулма кирлине тата та ҫирӗпрех ӗненет, аслатиллӗ ҫумӑр пулмасан, хӗвел хӗртнипе хӑй типсе кайма пултарнине чухлать вӑл, хӑйӗн пурнӑҫӗнче вырнаҫать, — мӗн тӑвас тенине тӑвать, хӑйне хӑй, пӗчӗк ачана тивӗҫлӗн айӑпланӑ пек, айӑпласа ӗҫе кӗртет вӑл. Ҫавӑн пек ҫӳле ҫӗкленсе хӑйне хӑй тӗплӗн ӑнланса ҫитсен ҫеҫ этем тени туррӑн чӑн тӳрӗлӗхне хаклама пултарать.

Ҫак страницӑна ҫине-ҫинех вуласа тухнӑ май эпӗ хам тӗп шухӑшӑмран ытла аякка пӑрӑннине асӑрха пуҫларӑм… Мӗнех эппин тата? Ку журнала хам валли кӑна ҫыратӑп-ҫке-ха эпӗ, апла пулсан, кунта мӗн-мӗн ҫырса хӑварни йӑлтах, пурте ӳлӗм маншӑн хаклӑран та хаклӑ аса илӳсем пулӗҫ.

Грушницкий килчӗ те мана мӑйран ыталаса илчӗ, — ӑна офицера кӑларнӑ. Эпир шампански ӗҫрӗмӗр. Ун хыҫҫӑнах Вернер доктор кӗчӗ.

— Эпӗ сире ырӑ сунмастӑп, — терӗ вӑл Грушницкие.

— Мӗншӗн?

— Мӗншӗн тесен салтак шинелӗ сире питех те килӗшет, ҫавӑнпа тӳррипех калар, кунта, шывпа сывалнӑ ҫӗрте, ҫӗлетнӗ армейски пехотнӑй мундир сире пур пӗрех тӗлӗнтерекен ҫын тӑваймасть. Эсир ыттисенчен пачах уйрӑмччӗ, халӗ вара ыттисемпе пӗрех пулса тӑтӑр.

— Калаҫӑр, калаҫӑр, доктор! Эсир мана хӗпӗртеме чӑрмантармастӑр. Вӑл пӗлмест-ха, — терӗ мана Грушницкий хӑлхаран, — ҫав эполетсем мана мӗн чухлӗ шанчӑк панине… Эх, эполетсем, эполетсем! Сирӗн ҫӑлтӑрӑр, ҫул кӑтартакан ҫӑлтӑрсем… Ҫук! эпӗ халь калама ҫук телейлӗ.

— Эсӗ пирӗнпе провал патне уҫӑлса ҫӳреме пыратӑн-и? — тесе ыйтрӑм эпӗ унран.

— Эпӗ-и? Мундир хатӗр пуличчен тем парсан та княжнан куҫӗ умне курӑнмастӑп.

— Савӑнӑҫу ҫинчен пӗлтерме хушмастӑн-и ӑна?

— Ҫук, тархасшӑн ан кала… Эпӗ ӑна тӗлӗнтересшӗн…

— Ҫапах та, кала-ха мана, сан ӗҫӳсем мӗнле пыраҫҫӗ унпа?

Вӑл нимӗн калама та пӗлмерӗ, шухӑша кайрӗ: мухтанасси те килчӗ унӑн, — иментерет те, чӑннине каласа пама намӑс.

Мӗнле шутлатӑн эсӗ, юратать-и вӑл сана?..

— Юратать-и? Итле-ха, Печорин, епле ӑнланатӑн эсӗ!.. Мӗнле ҫав тери хӑвӑрт пулма пултарать вӑл? Ытах юратать пулсан та, йӗркеллӗ хӗр ӑна каласа памасть ӗнтӗ…

— Питӗ лайӑх! Эппин, йӗркеллӗ ҫын хӑйӗн юратӑвӗ ҫинчен шарламалла мар, ҫапла-и?..

— Эх, тӑванӑм! Пурин те хӑйӗн йӗрки пур-ҫке; нумайӑшне сӑмахпа каламаҫҫӗ, тавҫӑрса кӑна илеҫҫӗ…

— Чӑнах та… анчах куҫран пӑхса курӑнакан юрату хӗрарӑмшӑн нимӗн те мар вӑл, сӑмахла калани вара… Сыхлан, Грушницкий, шахвӑртать вӑл сана…

— Вӑл-и? — тесе тавӑрчӗ вӑл, куҫне пӗлӗтелле ҫӗклетсе, хӑй кӑмӑлӗ тулнипе кулкаласа. — Хӗрхенетӗп эпӗ сана, Печорин!..

Вӑл кайрӗ.

Каҫхине темӗн чухлӗ халӑх ҫыран патӗнчи провал патне тухса кайрӗҫ.

Кунти ученӑйсен шухӑшӗпе ку провал тахҫан сӳннӗ кратер пулнӑ имӗш, урӑх ним те мар; вӑл Машук сӗвекӗнче, хуларан пӗр ҫухрӑмра тӑрать. Ун патне йывӑҫ тӗмисемпе чулсем хушшинчи тӑвӑр кӑна сукмакпа каймалла; ту ҫине улӑхнӑ чух эпӗ княҫ хӗрӗн аллине тытрӑм, вӑл вара мӗн уҫӑлса ҫӳресе таврӑничченех хӑй аллине вӗҫертмерӗ.

Пирӗн калаҫу тӳрмен сӑмахран пуҫланчӗ: эпӗ кунта кам килнӗ те кам килмен тесе палланӑ ҫынсене суйлама тытӑнсаттӑм, малтан вӗсен кулӑшла енӗсене, унтан усал енӗсене кӑтартса патӑм. Юнӑм вӗресе хускалчӗ манӑн, кулкаласа ҫеҫ пуҫланӑскере чӗререн тарӑхса пӗтермелле пулчӗ. Малтан ку уншӑн вӑйӑ пек кӑна туйӑнчӗ, кайран хӑратсах пӑрахрӗ.

— Эсир хӑрушӑ ҫын! — терӗ вӑл мана. — Эпӗ сирӗн чӗлхӳ тӗлне пуличчен вӑрманти ҫын вӗлерен ҫӗҫҫи айне пулнӑ пулӑттӑм… Чӑннипех калам-ха сире: хӑҫан та пулин сирӗн ман ҫинчен усал сӑмахпа калас килет пулсан, ҫӗҫӗ илӗр те пусӑр мана эсир, — ку сирӗншӗн питех йывӑр пулас ҫук пуль тетӗп.

— Эпӗ ҫын вӗлерекен пек-и вара!..

— Унтан та ытларах…

Пӗр самантлӑха шухӑша кайрӑм та ун сӑмахне чӗрене илнӗ пек пулса каларӑм.

«Чӑнах та, манӑн телейӗм мӗн ачаранпах ҫавӑн пек пулнӑ ҫав. Пурте ман куҫӑмра нихҫан пулман усал йӑлӑ йӗрӗсем шыранӑ; ҫавсем пур пулӗ тесе те шутланӑ, пыра киле вӗсем пула та пуҫланӑ. Тахҫан эпӗ йӑвашчӗ — мана юла юпать тесе айӑпларӗҫ: эпӗ вара шухӑшӑма пытарса тӑракан пултӑм. Ырӑпа усала та эпӗ чӗреренех туйса тӑнӑ; мана никам та ачашламан, пурте кӳрентеретчӗҫ, эпӗ вара усала ас туса тӑракан пултӑм; эпӗ тӗксӗмччӗ, ытти ачасем хавасланатчӗҫ те ҫатӑлтататчӗҫ; эпӗ хама вӗсенчен ҫӳлерех тӑратӑп тесе шутлаттӑм, — мана кайран тӑрататчӗҫ, эпӗ хапсӑнакан пулса кайрӑм. Пӗтӗм тӗнчене юратма хатӗрччӗ эпӗ, — мана никам та ӑнланаймарӗ: эпӗ хайхи курайми пулма вӗрентӗм. Манӑн тӗссӗр ҫамрӑклӑх хампа тата обществӑпа кӗрешнипех иртсе кайрӗ; ҫын куласран хӑраса, эпӗ хамӑн чи лайӑх сисӗмӗмсене чӗре тӗпне пытараттӑм; вӗсем унтах вилчӗҫ. Чӑннипе калаттӑм эпӗ — мана ӗненместчӗҫ: эпӗ улталама вӗрентӗм; эпӗ светпа общество пускӑчисене лайӑхрах пӗлсен, пурнӑҫ йӗркине ӑста пӗлсе ҫитрӗм, хӑватӑма ҫухатса та тӑрӑшса илекен хам тупӑша ыттисем нимӗн тӑрӑшмасӑрах, ӑсталанмасӑрах илетчӗҫ, вӗсем телейлӗ пулнине кураттӑм. Вара манӑн кӑкӑра тарӑху кӗре пуҫларӗ; пистолет кӗпҫипе сыватмалли тарӑху, мар, вашаватлӑхпа, ырӑ кӑмӑллӑ кулӑшпа витӗнекен сивӗ те халсӑр тарӑхниччӗ вӑл. Кӑмӑлӑм чӑлах пулса тӑчӗ манӑн, чӗремӗн ҫур пайӗ пурӑнаймарӗ, типсе те хӑрса, пӑнтӑхса ларчӗ, вилчӗ вӑл, эпӗ ӑна касса илтӗм те ывӑтрӑм, ҫав вӑхӑтрах тепӗр пайӗ хусканатчӗ-ха, кашни ҫынна усӑ кӑтартасшӑн пурӑнатчӗ, ҫавна вара никам та асӑрхаймарӗ, мӗншӗн тесен унӑн пӗтнӗ ҫур пайӗ ҫинчен никам та пӗлмерӗ, анчах акӑ эсир мана ун ҫинчен аса илтертӗр те, эпӗ сире ун эпитафине вуласа патӑм. Пӗр сӑмахпа каласан, нумайӑшне эпитафисем кулӑшла пек туйӑнаҫҫӗ, маншӑн апла мар, вӗсен айӗнче мӗн выртнине аса илсен, эпитафисем вӗсем кулӑшла пулмаҫҫӗ. Эпӗ сире хамӑн шухӑша хисепсӗр теместӗп: енчен вӑл сирӗншӗн кулӑшла пек туйӑнсан, кулӑрах тархасшӑн; тепӗр хут та калам сире, вӑл мана нимӗн чухлӗ те кӳрентерес ҫук.

Ҫав самантра унпа куҫма куҫ пултӑмӑр: унӑн куҫҫуль сӑрхӑнчӗ: алли манӑн алӑ ҫине тӗреннӗ май чӗтренсе илчӗ: пит ҫӑмартийӗ ҫунать; вӑл хӗрхенет мана! Хута кӗрес тенӗ пек туйӑм пур хӗрарӑмсене те ҫав тери ҫӑмӑллӑн парӑнтараканин унӑн пиҫӗхсе ҫитмен чӗрине кӗрсе кайрӗ. Уҫӑлса ҫӳренӗ вӑхӑтра та вӑл хӑйне сӳрӗк тытрӗ, никам умӗн те авкаланмарӗ, ӗнтӗ ҫаках темӗн ҫинчен те калать!

Эпир провал патне ҫитрӗмӗр; хӗрарӑмсем хӑйсен кавалерӗсенчен уйрӑлчӗҫ, анчах вӑл ман алла ҫапах вӗҫертмерӗ. Кунти шукӑльсен ҫивчӗ сӑмахӗсем култармарӗҫ ӑна; чӑнкӑ сакӑлтак патӗнче тӑни те хӑратмарӗ, ҫав вӑхӑтрах ытти пикесем вара ҫухӑраҫҫӗ те куҫӗсене хупаҫҫӗ.

Каялла таврӑннӑ чухне эпӗ хамӑн кичем калаҫӑва пуҫармарӑм; манӑн нимӗне пӗлтермен ыйтусемпе вак-тӗвек шӳтлени ҫине вӑл кӗскен те сӳрӗккӗн тавӑрса пычӗ.

— Савнӑ-и эсир кама та пулин? —тесе ыйтрӑм эпӗ унран юлашкинчен.

Вӑл ман ҫине кӑн пӑхрӗ те пуҫне пӑркаларӗ — унтан каллех шухӑша кайрӗ; ӗнтӗ темӗн калас килетчӗ те унӑн, мӗнрен пуҫламаллине кӑна пӗлмерӗ; ӑшӗ вӑркарӗ унӑн… Мӗн тумалла ӗнтӗ? Вӗлтӗркке ҫакӑ начар хӳтлӗх ҫав, ҫавӑнпа электричество хӗмӗ манӑн алӑран ун аллине куҫрӗ; юрату пурте ҫапла пуҫланать темелле, ҫавӑнпа эпир час-часах ултава та кӗретпӗр — хӗрарӑмсем пире хамӑр сывлӑхшӑн та тӳрӗ кӑмӑллӑ пулнӑшӑн юратаҫҫӗ тесе; паллах ӗнтӗ, ҫав енсем пире таса вут-хӗм йышӑнмашкӑн унӑн чӗрине ҫавӑраҫҫӗ, хатӗрлентереҫҫӗ, тейӗпӗр, ҫапах та, ӗҫӗ пӗрремӗш хут сӗртӗнни кӑна татса парать.

— Эпӗ паян сирӗнпе питех те кӑмӑллӑ пултӑм, ҫапла мар-и? — терӗ мана хӗр каялла таврӑннӑ чухне кулкаласа.

Эпир уйрӑлтӑмӑр.

Вӑл хӑйне хӑй йывӑра илет ӗнтӗ; вӑл хӑйне манпа сивӗрех пулнӑшӑн хӑйнех ӳпкелет… Э, ку вара малтанхи чи пысӑк савӑнӑҫ! Ыран вӑл мана ырӑ кӑтартасшӑн пулӗ акӑ, ҫавӑн пек пуласса эпӗ пӑхмасӑрах курса тӑратӑп-ҫке, ҫавӑнпа кичем те.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех