Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унталла пӑхать Егорушка, кунталла, анчах тӗлӗнмелле юрра ӑҫта юрланине ҫаплах ӑнланаймасть; каярахпа, тимлӗрех итлесе тӑрсан, ӑна ку юрра курӑк юрланӑ пек туйӑнма тытӑнчӗ; юрринче вӑл, ҫурма вилнӗскер, йӑлтах пӗтме ӗлкӗрнӗскер, такама сӑмахсӑр, анчах питӗ хурланса та чун-чӗреренех хӑй айӑплӑ марри ҫинчен, хӗвел ӑна ахалех ҫунтарса типӗтсе яни ҫинчен ӗнентересшӗн тӑрӑшать; вӑл чӑтма ҫук пурӑнас килни ҫинчен калать — вӑл ҫамрӑк-ҫке-ха, шӑрӑхпа типӗ ҫанталӑк мар пулсан, илемлӗх упранса ӳсмеллеччӗ; айӑпӗ ҫук унӑн, анчах вӑл пурпӗрех такамран каҫару ыйтать, ҫав вӑхӑтрах хӑйне тӳсмелле мар тунсӑхлӑ, ыратуллӑ, шел пулни ҫинчен тупа туса ӗнентерет…
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Сӑмахсӑр уйрӑлу ҫур минутран ытла та иртмерӗ пуль, Соколов ҫав хушӑра пӗр-пӗччен ҫӗр тӑшмана хирӗҫ ҫапӑҫрӗ.
XVI. Вилӗм // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Пӗр сӑмахсӑр килӗштернӗ капитуляци хӑй вӑхӑтӗнче Батак халӑхне Мехмет Тымрашлийӗн ушкӑнӗ ҫӗмӗрсе тӑкасран хӑтарса хӑварайман, анчах Бяла Черквана хӑтарса хӑваратчех-ха.
VIII. Ҫаран // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Эсир мана пӗлетӗр, — мӑнкӑмӑллӑ мар вӗт эпӗ халӗ; лайӑх сӑмахсӑр пуҫне мӗн те пулин кам илтнӗ манран?
XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Давыдов сӗтел тавра ҫаврӑнчӗ, Нестеренкӑна пӗр сӑмахсӑр хыттӑн ыталаса илчӗ, ӑна вӗри те нӳрлӗ пит ҫӑмартинчен чуп турӗ, вара тин сӑмах хушрӗ:
XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫак сӑмахсӑр каланӑ хӑюсӑр чӗнӳрӗн Давыдов кулса илчӗ.Этот молчаливый и несмелый призыв заставил Давыдова улыбнуться.
IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Эп ӑна алӑкран пӗр сӑмахсӑр ӑсатса ятӑм.
Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.
Ачасем тутисене тӑсса ним сӑмахсӑр тухса кайрӗҫ, ҫивӗтӗсене касрӗҫ-касрӗҫех хӑйсем.Они ничего больше не сказали, надулись и ушли, но косы все же остригли.
Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.
Суламифь карта урлӑ вӗҫен кайӑкран ҫӑмӑлраххӑн вӗҫсе каҫать те, телей савнӑҫӗпе нӑйкӑшса, ҫатӑр яваланса ларать патша тавра ним сӑмахсӑр.Легче птицы переносится Суламифь через ограду и без слов, со стоном счастья обвивается вокруг царя.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Кӑмакари ҫулӑм шав тӗлкӗшет, пӗҫерекенӗн кӗреҫи шав чӑштӑртатать, хуранти шыв шав лӑкӑртатать, стена ҫинчи вут шуҫӑмӗ те ҫаплах пӗр сӑмахсӑр кулса чӗтрет…
Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.
Коновалов ҫутҫанталӑка чунтан килекен юратупа, пӗр сӑмахсӑр юрататчӗ; яланах, хирте-и е шыв ҫинче-и, унӑн чӗрине лӑпкӑ кӑмӑл ҫупӑрласа илетчӗ, ҫакӑ вара ахаль те ача пек ҫынна тата та ытларах йӑвашлантарса яратчӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Кӑмакара вӑрӑммӑн касса ҫурмаран ҫурнӑ вутӑ шартлатса ҫунать, унӑн хӗлхемӗ, пӗр сӑмахсӑр тем ҫинчен каласа панӑ пек, кӑвакарнӑ стена ҫинче чӗтренсе выляса тӑрать.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
— Кам кирлӗ сире? — ыйтать дворник, Илья Ильичӑн е кил хуҫи арӑмӗн ятне илтсен, пӗр сӑмахсӑр крыльца еннелле кӑтартать те каллех вутӑ татма тытӑнать, килнӗ ҫын вара хӑйӑр сапнӑ таса сукмакпа крыльца патнелле утать; пусма картлашкисем ҫине чаплах мар таса пӗчӗк кавир сарнӑ; килнӗ ҫын шӑнкӑравӑн йӑлтӑркка пӑхӑр авринчен туртать те, вара Анисья, ачасем, хӑш чухне кил хуҫи арӑмӗ хӑй, е, пуринчен кайран, Захар тухса алӑк уҫать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кун пек тӗлли-паллисӗр юлма юрамасть: хӑҫан та пулин ҫак туйӑмсен сӑмахсӑр вӑййипе кӗрешӗвӗ ҫинчен сӑмахпа каламалла пулать — Ольга вара иртни ҫинчен мӗн калӗ!
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Штольц шӑпланать, Ольга ҫаплах итлет, куҫӗсем ҫаплах йӑлӑнаҫҫӗ, Штольц вара, вӑл ҫапла сӑмахсӑр ыйтнӑран каллех хӗрхенсе, ҫӗнӗ вӑйпа калаҫма тытӑнать.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мӗн шухӑшлатӑн? — ыйтрӗ Обломов; вӑл Ольга именсе, пӗр сӑмахсӑр килӗшессе, йӗрессе ӗмӗтленнӗччӗ.Что думаешь? — спросил он, вспоминая мечту свою о стыдливом согласии, о слезах.
XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Унтан шалпар сюртук е мӗнле те пулин пиншак тӑхӑнатӑп та, арӑма пилӗкӗнчен ыталаса, вӗҫӗ-хӗррисӗр те тӗксӗм аллея тӑрӑх шалалла кӗрсе каятпӑр; хуллен, шухӑша кайса, сӑмахсӑр е илтӗнмеллех шухӑшласа пыратпӑр, ӗмӗтленетпӗр, юн тымарӗ тапнине шутланӑ пек, телей минучӗсене шутлатпӑр; чӗре мӗнле тапнине, чарӑннине итлетпӗр; ҫутҫанталӑк хамӑр хута кӗнине шыратпӑр… вара сисмесӗрех ҫырма хӗррине… уй-хире тухатпӑр…
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тарҫӑсем пурӑнакан пӳртрен йӗке кӑлтӑртатни тата хӗрарӑмӑн ҫинҫе сасси илтӗнет: те йӗрет вӑл, те пуҫне килсе кӗнӗ хурлӑхлӑ юрра пӗр сӑмахсӑр ӗнӗрлет.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Акӑ мӗншӗн вӑл ҫыру сӗтелӗн сунтӑхне пӗр сӑмахсӑр туртса уҫрӗ те пистолета илчӗ.Вот почему он молча выдвинул ящик письменного стола и достал пистолет.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ман умра сӑмахсӑр тахҫанхи кинолента иртнӗ пек туйӑнать.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951