Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XIV

Пай: Мӗн тумалла? –> Виҫҫӗмӗш сыпӑк

Автор: Николай Сандров, Владимир Садай

Ҫӑлкуҫ: Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Хушнӑ: 2019.11.28 23:44

Пуплевӗш: 188; Сӑмах: 2708

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Крюкова каласа пани

Тепӗр кунне, ирхине ирех, Крюкова Вера Павловна патне пычӗ.

— Вера Павловна, эпӗ сирӗнпе ӗнер эсир мӗн курни ҫинчен калаҫас тетӗп, — терӗ вӑл, — пӗр вӑхӑт нимӗн калама аптӑраса: — Вера Павловна, сире ун ҫинчен лайӑх мар шухӑшлаттарас килмест манӑн.

— Мӗн эсир, Настасья Борисовна, хӑвӑр ман ҫинчен лайӑх мар шухӑшлатӑр-ҫке.

— Ҫук, ку вӑл эпӗ мар, урӑххи пулас пулсан, эпӗ ун ҫинчен шухӑшламан пулӑттӑм. Анчах эсир пӗлетӗр, эпӗ ыттисем йышши мар вӗт.

— Ҫук, Настасья Борисовна, эсир хӑвӑр ҫинчен ун пек калаҫма пултараймастӑр. Эпир сире ҫулталӑк хушши пӗлетпӗр ӗнтӗ, сире пирӗн ҫынсем чылайӑшӗ унччен те пӗлнӗ.

— Апла эппин, эсир ман ҫинчен нимӗн те пӗлместӗр, курӑнать?

— Ҫук, пӗлмесӗр, питӗ нумай пӗлетӗп эпӗ. Эсир служанка пулнӑ, юлашки вӑхӑтра актриса патӗнче ӗҫленӗ, вӑл качча тухнӑ хыҫҫӑн, ун упӑшкин ашшӗнчен хӑтӑлас тесе, эсир ун патӗнчен тухса кайнӑ; магазина ӗҫлеме кӗнӗ, вӑл магазинтан пирӗн пата куҫнӑ; кӑна эпӗ питӗ тӗплӗ пӗлетӗп.

— Максимовӑпа Шеина унччен эпӗ епле пурӑннине пӗлнӗ; паллах, эпӗ вӗсем каласа парас ҫук тесе шансах тӑнӑ. Ҫапах та эпӗ эсир е ыттисем мӗнле те пулин айккинчен илтме пултарӗҫ тесе шухӑшлаттӑм. Ах, вӗсем нимӗн те пӗлменшӗн епле хавас эпӗ! Сире вара эпӗ пур-пӗрех калатӑп: вӑл епле ырӑ кӑмӑллине пӗлӗр эсир; питӗ лайӑх мар хӗр пулнӑ эпӗ, Вера Павловна.

— Эсир-и, Настасья Борисовна?

— Ҫапла, Вера Павловна, пулнӑ. Эпӗ питӗ чӑрсӑрччӗ, пӗр намӑса та пӗлместӗм, яланах ӳсӗр ҫӳреттӗм — ҫавӑнпах чирлӗ те эпӗ, Вера Павловна, кӑкӑр хавшак пулин те, ытлашши нумай ӗҫнӗ ҫав эпӗ.

Вера Павловна кун пек тӗслӗхе пӗр виҫӗ хут курнӑччӗ ӗнтӗ. Вера Павловнӑпа паллашнӑранпа хӑйсене питӗ йӗркеллӗ тытакан хӗрсем ӑна унччен тахҫан хӑйсем лайӑх мар ӗҫсем тунӑ тенӗ. Чи малтан, ун пек каланине илтсен, Вера Павловна тӗлӗнсе кайнӑ: анчах ун ҫинчен темиҫе кун хушши шутласа пӑхнӑ хыҫҫӑн вӑл ҫапла каланӑ: «манӑн пурнӑҫ? — эпӗ ӳссе ҫитӗннӗ тасамарлӑх, вӑл та лайӑх мар пулнӑ вӗт; ҫапах та вӑл ман ҫума ҫыпҫӑнман; унпа вараланман хӗрарӑмсем вӗсем пиншерӗн, вӗсем те пирӗн пек ҫемьесенчех ӳссе ҫитӗннӗ. Телей пулӑшнипе ҫавӑн пек мӗскӗн пурнӑҫран хӑтӑлса юлакансем пулсан, мӗн тӗлӗнмелли пур ӗнтӗ?» Хӗр каланине иккӗмӗш хут итленӗ чухне вӑл хӗр питӗ йӗркеллӗ пулнинчен, хӗр ӗмӗтсӗр пулманнинчен, вӑл чӗререн парӑнса туслашма пултарнинчен, ҫемҫе кӑмӑллӑ пулнинчен, нумай тӗлӗшпе айван пулнинчен те тӗлӗнмен.

— Настасья Борисовна, эсир пуҫлас текен калаҫу пеккисем пулнӑ ӗнтӗ манӑн. Иккӗшне те; калаканнине те, итлекеннине те йывӑр — эпӗ халӗ эсир нумай тӳссе ирттернине пӗлетӗп, анчах эпӗ илтмесӗрех те йӑлтах ӑнланатӑп, ҫавӑнпа халӗ эпӗ сире ку таранчченхинчен сахалтарах мар, ытларах та хисеплӗп. Ун ҫинчен калаҫмӑпӑр: ман умра ӑнлантарса тӑма кирлӗ мар. Эпӗ хам та нумай ҫул хушши кӳренсе пурӑннӑ; эпӗ вӑл ҫулсем ҫинчен шухӑшлама тӑрӑшмастӑп тата вӗсем ҫинчен калаҫма юратмастӑп; ку вӑл йывӑр.

— Ҫук, Вера Павловна, мана урӑхла туйӑнать. Эпӗ сире вӑл мӗнле ырӑ кӑмӑллӑ пулни ҫинчен каласа парасшӑн: манӑн хама ырӑ тӑвакан ҫинчен кама та пулин пӗлтерес килет, сирӗнсӗр пуҫне кама калас ӗнтӗ? Каласа парсан, мана ҫӑмӑл пулать. Эпӗ мӗнле пурӑнни ҫинчен, паллах, калама кирлӗ мар ӗнтӗ, — ман пек чухӑн хӗрсем пурте ҫапла пурӑннӑ. Эпӗ унпа мӗнле паллашни ҫинчен ҫеҫ каласшӑн. Ун ҫинчен калаҫма мана питӗ кӑмӑллӑ, эпӗ ун патне пурӑнма куҫатӑп, — эпӗ мӗншӗн мастерскоя пӑрахнине пӗлмелле-ҫке-ха сирӗн.

— Настасья Борисовна, сире каласа кӑтартма кӑмӑллӑ пулсан, эпӗ итлеме хавас. Ӗҫ илем-ха эппин.

— Ҫапла, манӑн акӑ ӗҫлеме те юрамасть. Епле ырӑ ҫав хӗрсем: мана сывлӑха кура ӗҫ тупса пачӗҫ. Эпӗ вӗсене пурне те тав тӑватӑп, кашнинех. Эсир те, Вера Павловна, эпӗ сире хамшӑн тав тума ыйтни ҫинчен калӑр вӗсене.

— Эпӗ, Вера Павловна, Невскипе пыраттӑм. Тин ҫеҫ тухнӑччӗ, ирччӗ-ха, пӗр студент утса пыра парать, эпӗ ун ҫумне ҫыхлантӑм. Вӑл нимӗн те каламасӑр урамӑн тепӗр енне каҫса кайрӗ. Пӑхать ку, эпӗ каллех ун патне чупса пыратӑп та ӑна аллинчен ярса тытатӑп. — «Ҫук, — тетӗп эпӗ, — эсир пите кӑмӑллӑ ҫын, юлмастӑп эпӗ сиртен». — «Эпӗ сиртен ыйтатӑп, кайӑр ман патӑмран», — тет вӑл. — «Ҫук, каятпӑр манпа». — «Мӗн тума каймалла? Ман каймалли ҫук». — «Ну, апла пулсан, эпӗ сирӗнпе пыратӑп. Ӑҫта каятӑр эсир? Эпӗ, тем парсан та, сирӗнтен юлмастӑп». — Ҫав тери намӑссӑр пулнӑ вӗт эпӗ, ыттисем пек ҫеҫ мар.

— Тен, Настасья Борисовна, вӗсем кӑштах вӑтаннӑ пуль, ҫавӑнпа ытлашши иртӗнмен пуль.

— Ҫапла, ун пек пулма пултарать. Ыттисен пулкаланӑ ун пекки, курнӑ эпӗ, паллах, ун чухне мар, кайран ӑнлантӑм. Эпӗ ӑна пурпӗрех унпа пыратӑп тесен, вӑл кулса ячӗ те: «пырас килет пулсан, пырӑр; анчах пустуй пулӗ», терӗ, — кайран каланӑ тӑрӑх, мана ӑс парасшӑн пулнӑ вӑл: вӑл эпӗ ун ҫумне ҫыпҫӑннӑшӑн кӳреннӗ. Эпӗ унпа кайрӑм, тем те пӗр каларӑм ӑна; вӑл пӗр сӑмах та чӗнмерӗ. Акӑ эпир ҫитрӗмӗр. Студент пулсан та, вӑл ун чухнех лайӑх пурӑннӑ, уроксем ирттерсе, уйӑхне пӗр 20 тенкӗ илнӗ ӗнтӗ, пурӑнасса пӗччен пурӑннӑ. Эпӗ диван ҫине тӑсӑлса выртрӑм та: «ну, тавай хӗрлӗ эрех», терӗм. «Ҫук, эпӗ сана эрех памастӑп, чей ӗҫӗпӗр луччӑ, атьӑр», тет. — «Пуншпа ӗҫӗпӗр», — тетӗп эпӗ. «Ҫук, пуншпа мар». Эпӗ айван та намӑс ӗҫсем тума пуҫларӑм. Вӑл, пӑхса ларать пулин те, эпӗ мӗн хӑтланнине нимӗн те асӑрхамасть: ҫав тери кӳренмелле. Халӗ, Вера Павловна, ун пек ҫамрӑксем тӗл пулаҫҫӗ, — вӑл вӑхӑтранпа ҫамрӑксем нумай лайӑхланнӑ ӗнтӗ, анчах ун чухне вӑл тискер япалаччӗ. Эпӗ кӳрентӗм те ӑна вӑрҫма пуҫларӑм: «эсӗ йывӑҫ пек хытса ларнӑ пулсан, каятӑп эпӗ»? — тесе вӑрҫса илтӗм ҫакна. — «Халӗ мӗн каймалли ӗнтӗ, чей ӗҫсех кайӑр. Хуҫа арӑмӗ халех сӑмавар илсе килет. Анчах ан вӑрҫӑр». — Хӑй мана вӗҫӗмех «эсир» тесе чӗнет. — «Луччӑ каласа парӑр-ха мана, кам эсир, епле пулса тухрӗ-ха сирӗн ун пек» — Эпӗ ӑна хам ҫинчен мӗн шухӑшласа кӑларнине каласа пама пуҫларӑм: эпир хамӑр ҫинчен пулман япаласем шухӑшласа кӑларатпӑр-ҫке, ҫавӑнпа вара пиртен пӗрне те ӗненмеҫҫӗ; чӑннипе вара, ҫавӑн пек ӗҫсене шухӑшласа кӑларманнисем те пур: пирӗн хушӑра чаплӑ йӑхран тухнисем те, вӗреннисем те пулаҫҫӗ вӗт. Итлесе ларчӗ те хайхи каларӗ: «Ҫук, начар шухӑшласа кӑларнӑ эсир; ӗненес килнӗ пулӗччӗ те манӑн, анчах юрамасть», — тет. Эпир чей ӗҫетпӗр ӗнтӗ. Акӑ вӑл мана: «сирӗн кӗлетке ҫине пӑхсан, эпе мӗн курнине пӗлетӗр-и эсир: ӗҫме юрамасть сирӗн; ӗҫнине пула кӑкӑр та кӑштах пӗтмен вӗт сирӗн. Пӑхам-ха эпӗ сире» — терӗ. Мӗн тетӗр, Вера Павловна, ӗненес те ҫук эсир, намӑс пулчӗ вӗт мана, — мӗнле пулнӑ ман пурнӑҫ, мӗнле кӑна намӑс ӗҫсем туман пуль эпӗ унччен! Вӑл ҫакна асӑрхарӗ те: «Ҫук, ҫук, кӑкӑрна ҫеҫ итлетӗп», тет. Вӑл ун чухне 2-мӗш курсра ҫеҫ пулнӑ пулин те, медицинӑпа нумай пӗлнӗ, наукӑна вӑл маларах вӗренсе пынӑ. Кӑкӑра итлеме пуҫларӗ. «Ҫапла, сире пӗртте ӗҫме юрамасть, сывлӑх начар сирӗн», — тет. — «Епле ӗҫес мар-ха пирӗн, пире унсӑр юрамасть», — тетӗп. — Чӑнах та, юрамасть, Вера Павловна — «Пӑрахӑр эсир кун пек пурӑнма». — «Пӑрахӑп сана! Хавас-ҫке кун пек пурӑнӑҫ!»  — «Ну, хавасӗ нумай мар, — тет. — Ну, халӗ эпӗ ӗҫе тытӑнатӑп, эсир кайӑр ӗнтӗ», — тет. Эпӗ каҫ пустуях иртнишӗн ҫилленсе тухса кайрӑм, тата вӑл ытла та туйӑмсӑр пулнишӗн те кӳрентӗм: унта та хамӑр мӑнкӑмӑллӑх пур-ҫке-ха пирӗн. Тепӗр уйӑхран мана каллех ҫав вырӑна пырса тухма тиврӗ: ҫак йывӑҫ пекскер патне кӗрсе, кулам-ха унтан пӗрре, тетӗп. Ку вӑл кӑнтӑр апачӗ умӗн пулчӗ; эпӗ ҫӗрле ҫывӑрса тӑраннӑччӗ, ӳсӗр марччӗ. Вӑл кӗнеке вуласа ларать. — «Сывӑ-и, пуленке?»  — «Сывах-ха, мӗн калатӑр?» Эпӗ каллех айван япаласем тума пуҫларӑм. — «Эпӗ сире хӑваласа яратӑп, чарӑнӑр, — тет, — ун пеккине юратмастӑп терӗм-ҫке эпӗ сире. Халӗ эсир ӳсӗр мар, ӑнланма пултаратӑр. Эсир луччӑ акӑ мӗн ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр: сӑн-сӑпат сирӗн пӗркунхинчен те начартарах, эрехе пӑрахмалла сирӗн. Кӗпӳне тӳрлетӗр те, лайӑх калаҫса илӗпӗр!» Манӑн, чӑнах та, кӑкӑр ыратма пуҫланӑччӗ. Вӑл каллех итлесе пӑхрӗ, кӑкӑр унчченхинчен те начартарах, терӗ, нумай каларӗ; кӑкӑр та ырататчӗ манан, — кӑмӑл ҫемҫелсе кайрӗ, йӗрсе ятӑм: вилес килмест-ҫке-ха, вӑл пур, пӗрмаях чахоткӑпа хӑратать. — «Кун пек пурнӑҫа епле пӑрахас-ха манӑн? Мана кил хуҫи арӑмӗ кӑларас ҫук — ман ӑна 17 тенкӗ памалла, — тетӗп. — Хирӗҫ ан чӗнейччӗр тесе, пире яланах парӑмлӑ усраҫҫӗ вӗт». — «Ну, эпӗ 17 тенкӗ тупаймастӑп, ыран мар тепӗр кун килӗр», тет. Ку мана тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ, — укҫа ыйтас тесе каламарӑм-ҫке эпӗ ӑна; тата мӗнле ун пеккине кӗтмелли пулнӑ-ха? Эпӗ пӗртте ӗненмерӗм, тата хытӑрах йӗме пуҫларӑм, вӑл манран мӑшкӑлласа кулать пуль терӗм: «йӗнине кура тӑркачах мӗскӗн хӗре кӳрентерме ҫылӑх сире»; вӑл шӳт тумасӑр калатӑп тесе ӗнентерме пуҫласан, эпӗ ӑна нумайччен ӗненмерӗм. Мӗн тетӗр эсир? — тупса ҫитернӗ те вара икӗ кунтан укҫа пачӗ мана. Эпӗ ун чухне те ӗненсех ҫитеймерӗм-ха. «Эсир манпа ҫывӑх пуласшӑн мар пулсан, мӗнле-ха, мӗншӗн-ха паратӑр?» — тетӗп. Хуҫа арӑмне укҫа тӳлесе татса, уйрӑм пӳлӗм илтӗм. Анчах манӑн ним тума та ҫукчӗ: уйрӑм билетсем-ҫке пирӗн, — ун пек билетпа ӑҫта каяс-ха манӑн? Укҫа ҫук. Пурӑнтӑм вара унчченхи пекех — урӑхла каласан, унчченхи пек мар: епле танлаштару пултӑр ку, Вера Павловна! Эпӗ хам пата хамӑн ҫывӑх, лайӑх, кӳрентермен ҫынсене ҫеҫ йышӑнаттӑм. Эрех те ҫукчӗ манӑн. Ҫавӑнпа вара мӗнле танлаштаран-ха. Пӗлетӗр-и, ман пурнӑҫ ҫӑмӑлланчӗ — унчченхи пек мар. Анчах ҫук, ҫапах та йывӑр; мӗн калас-ха ман сире: манӑн туссем нумай, пӗр пилӗк ҫын пулнӑран йывӑр пулнӑ тесе шухӑшлама пултаратӑр эсир, — ҫук, эпӗ вӗсене пурне те кӑмӑллаттӑм, ку вӑл маншӑн нимех те марччӗ. Кун пек каланӑшӑн каҫарӑр эсир мана, анчах эпӗ сиртен нимӗн те пытармастӑп; эпӗ халӗ те ҫаплах шухӑшлатӑп. Эсир мана пӗлетӗр, — мӑнкӑмӑллӑ мар вӗт эпӗ халӗ; лайӑх сӑмахсӑр пуҫне мӗн те пулин кам илтнӗ манран? Мастерскойра пӗчӗк ачасене мӗн чухлӗ пӑхатӑп эпӗ, пурте мана юратаҫҫӗ, карчӑксене те эпӗ чи лайӑххине вӗрентетӗп, урӑхла пачах та калас ҫук вӗсем. Анчах эпӗ, Вера Павловна, сиртен нимӗн те пытармастӑп, эпӗ халӗ те ҫаплах шутлатӑп: кӑмӑллатӑн пулсан, вӑл улталаманнипе пӗрех; улталанӑ пулсан, тепӗр ӗҫчӗ.

Вӑт ҫапла пурӑнтӑм та эпӗ. Пӗр виҫӗ уйӑх иртрӗ, ҫав вӑхӑтра нумай кантӑм эпӗ, мӗншӗн тесен манӑн пурнӑҫ лӑпкӑ пулчӗ; укҫа илнӗ пирки намӑсчӗ те, анчах эпӗ хама; аскӑн хӗр тесе шутламарӑм ӗнтӗ.

Анчах, Вера Павловна, вӑл вӑхӑтра Сашенька ман пата ҫӳретчӗ, эпӗ те ун патне каяттӑм. Эпӗ акӑ каллех кирли ҫинчен калаҫма пуҫларӑм, — пӗр ҫавӑн ҫинчен кӑна калаҫмаллаччӗ те пирӗн. Анчах вӑл ман пата ыттисем ҫӳрекен сӑлтавпа ҫӳреместчӗ, вӑл мана каллех эрех ӗҫме тытӑнасран асӑрхаса пыратчӗ. Чӑнах та, малтанхи кунсенче вӑл мана нумай пулӑшрӗ, мӗншӗн тесен манӑн пӗрмаях ӗҫес килетчӗ. Эпе унран вӑтанаттӑм: вӑл кӗрет те курах каять, мӗн ӗнтӗ вара? Чӑнах та, вӑл пулман пулсан, эпӗ чӑтса тӑрас ҫукчӗ пуль, мӗншӗн тесен ман туссем, лайӑх ҫынсем, пырсанах вӗсем: «эпӗ эрех илме яратӑп», тетчӗҫ. Епле вӑтанаттӑм эпӗ унран, «ҫук, юрамасть», теттӗм вара эпӗ. Атту чӑтса тӑрас ҫукчӗ пуль: мана эрех сиенлӗ тенипе ҫеҫ ҫителӗксӗр пулнӑ пулӗччӗ. Унтан вара, тепӗр виҫӗ эрнерен, эпӗ хама алла илекен пултӑм: эрех ӗҫес килми пулчӗ, ӳсӗр те ҫӳрес килмест. Эпӗ, унран илнӗ кивҫене парас тесе, укҫа пухса пытӑм, тепӗр икӗ уйӑхран пӗтӗмпех парса татрӑм. Парса татнишӗн вӑл питӗ хавасланчӗ. Тепӗр кун вӑл мана платье ҫӗлеме кисея илсе пырса пачӗ, ман валли ҫав укҫапа ытти япаласем илчӗ. Вӑл ҫавӑн хыҫҫӑн та пыркалатчӗ, тухтӑр сывмар ҫынна пӑхнӑ пекех пӑхатчӗ. Унтан вара, эпӗ ӑна тӳлесе татнӑранпа пӗр уйӑха яхӑн иртнӗ хыҫҫӑн, вӑл мана каларӗ: «Вӑт, Настенька, халӗ эсир мана килӗшме пуҫларӑр», терӗ. Чӑнах та: эрехпе сӑн-сӑпат пӗтет, вӑл сасартӑках иртме пултараймасть, ун чухне мана сӑн кӗнӗччӗ, ачаш сӑн ҫапнӑччӗ, куҫсем те ҫуталса тӑратчӗҫ; эпӗ хама та ӗлӗкхинчен урӑхла тыткалакан пултӑм, питӗ ҫепӗҫ те йӑваш калаҫма пуҫларӑм, пӗлетӗр-и, ӗҫме пӑрахнӑ хыҫҫӑн эпӗ ирсӗр ӗҫсем ҫинчен шухӑшлама пӑрахрӑм, анчах унчченхи тирпейсӗрлӗхе пула, сӑмахсене пӑтраштараттӑмччӗ, хӑш чухне мӗн каланине манса каяттӑм; ку вӑхӑт тӗлнелле эпӗ хама тыткалама та, йӗркеллӗ калаҫма та хӑнӑхса ҫитрӗм. Вӑл мана эпӗ ӑна килӗшме пуҫлани ҫинчен каласанах, эпӗ питӗ савӑнса кайрӑм, манӑн ӑна мӑйӗнчен ыталаса илес килчӗ, анчах эпӗ хӑяймарӑм, чарӑнса тӑтӑм. «Куратӑр-и, Настенька, туйӑмсӑр мар эпӗ», — терӗ вӑл. Тата вӑл мана: «лайӑх хӗр пулса тӑтӑн», терӗ, ачашлама пуҫларӗ мана, — мӗнле ачашлать-ха? — манӑн алла тытать те хӑй алли ҫине хурса тепӗр аллипе ачашшӑн сӑтӑрма пуҫлать; ман ал ҫине пӑхать хӑй; чӑнах та, ун чухне ман алӑсем шурӑ та ачашчӗ… Ҫапла ӗнтӗ, вӑл ман алла тытнӑ-тытманах, — эсир ӗненес те ҫук, — эпӗ хӗрелсе кайрӑм: ҫавӑн чухлӗ пурӑннӑ хыҫҫӑн пӗр айӑпсӑр хӗр пек пулни — ку вӑл, Вера Павловна, тӗлӗнмелле, анчах ҫавӑн пек пулчӗ. Ҫапах тем пек намӑс пулсан та, кӑна калама ҫеҫ ҫӑмӑл, Вера Павловна, тӗлӗнмелле, анчах ҫавӑн пек пулчӗ ӗнтӗ, — эпӗ пурпӗр каларӑм: «Александр Матвеич, епле мана ачашлас килчӗ-ха сирӗн?» — терӗм. Вӑл вара мана: «Мӗншӗн тесен халь эсӗ тӳрӗ кӑмӑллӑ, ҫавӑнпа ачашларӑм», — терӗ. Ҫак сӑмахсем мана ҫав тери савӑнтарчӗҫ, ман куҫсенчен куҫҫуль тапса тухрӗ; «Мӗн пулчӗ сире, Настенька?» — терӗ те вӑл мана чуптурӗ. Мӗн шухӑшлатӑр эсир? Вӑл чуптунипе ман пуҫ ҫаврӑнса кайрӗ, эпӗ тӑна ҫухатрӑм: ҫавӑн пек пурӑнса ирттернӗ хыҫҫӑн кун пек япала пулма пултарать тесе ӗненме пулать-и-ха, Вера Павловна?

Тепӗр кун ирхине лартӑм та макӑрма пуҫларӑм: мӗн тумалла ӗнтӗ манӑн, мӗскӗнӗн, мӗнле пурӑнмалла? Невана сикмелли анчах юлать манӑн. Туятӑп: унччен пурӑннӑ пек пурӑнма пултараймастӑп эпӗ; чиксе вӗлерӗр мана, выҫӑ вилме пултаратӑп, анчах ӗлӗкхи пек пурӑнма пултараймастӑп. Куратӑр-и, апла пулсан, эпӗ ӑна тахҫантанпах юратнӑ иккен, анчах вӑл мана хӑйӗн туйӑмне нимӗн те кӑтартман, ӑна килӗшме пултарас шанчӑк пулман пирки ҫав юрату манӑн сӳнсе пынӑ, ман чӗрере вӑл юрату пуррине эпӗ хам та ӑнланман. Халӗ ҫак пӗтӗмпех паллӑ пулчӗ. Паллах ӗнтӗ, ҫавӑн пек юрату пур чухне юратнӑ ҫын ҫине пӑхнисӗр пуҫне кам ҫине те пулин епле пӑхӑн-ха. Ун пек юраманнине эсир хӑвӑрах туятӑр. Кунта пӗр ҫынсӑр пуҫне пӗтӗмпех куҫран ҫухалать. Акӑ эпӗ йӗрсе ларатӑп: халӗ мӗн тӑвас-ха манӑн, пурӑнаймастӑп эпӗ. Эпӗ, чӑннипех те, ҫапла шухӑшланӑччӗ: ун патне кайса тепӗр хут тӗл пулатӑп та шыва сиксе вилетӗп, тенӗччӗ. Кӑнтӑрла енне кайичченех ҫапла йӗрсе лартӑм. Анчах сасартӑк: куратӑп: вӑл кӗчӗ те мана чуптума пуҫларӗ: «Настенька, манпа пурӑнас килмест-и санӑн?» — тет. Эпӗ хам мӗн шухӑшланине каларӑм. Вара эпир унпа пурӑнма пуҫларӑмӑр.

Вӑт, Вера Павловна, телейлӗ вӑхӑт пулчӗ; ун пек телейлисем сахал пулнӑ пуль тетӗп эпӗ. Вӑл яланах ман. ҫине пӑхса савӑнатчӗ! Миҫе хут ҫапла пулман-ши: вӑранса каятӑп та, вӑл кӗнеке вуласа ларать, унтан ман ҫине пырса пӑхать те мансах каять, ҫаплах пӑхса ларать. Анчах, Вера Павловна, епле йӗркеллӗччӗ вӑл; романсенче юрату ҫинчен епле ҫырнине эпӗ кайран ҫеҫ ӑнланма пултартӑм ҫав, шухӑшласа калаҫма пуҫларӑм. Анчах, хай питӗ йӗркеллӗ те тем пекех сӑпай пулнӑ пулсан та, вӑл ман ҫине епле савӑнса пӑхатчӗ-ши! Юратакан ҫын пӑхса савӑннӑ чухне ҫыннӑн туйӑмӗсем епле тата; ҫав тери пысӑк савӑнӑҫ вӑл, ӑна каласа пама та ҫук. Вӑл мана пуҫласа чуптусан, ман пуҫ ҫаврӑнса кайрӗ, эпӗ урасем шӑлтӑр кайнипе ун аллисем ҫине выртрӑм, пылак туйӑм пулмалла пек те, анчах вӑл мар, вӑл мар. Пӗлетӗр-и, юн вӗресе тӑрать, темӗн пӑшӑрханатӑн, пылак туйӑмра темӗнле асаплану пур пек туйӑнать, ҫавӑнпа, темӗнле ырӑ пулсан та, йывӑр ҫав, анчах ҫав минутшӑн пӗтӗм пурнӑҫа пама та юрать пулас, — пурнӑҫа паракансем те пур, Вера Павловна; апла пулсан, ырлӑх ӗнтӗ, анчах вӑл мар, пачах та вӑл мар. Ку вӑл пӗччен чухне ӗмӗтленсе: «ах, епле юрататӑп эпӗ ӑна», тесе шухӑшласа ларнипе пӗрех — ҫавӑн пек лӑпкӑн шухӑшласа ларнӑ чухне нимӗн те пӑшӑрханмастӑн, нимӗн те ыратмасть санӑн; ху юратакан ҫын сан ҫине юратса пӑхса ларнӑ чухне те ҫавӑн пекех ырӑ, пин хут ырӑрах; чӗре хытӑ тапнине мар, ҫав тери лӑпкӑ пулнине туятӑн, ҫук; ун пек пулсан, вӑл пӑшӑрхану пулнӑ пулӗччӗ, хытӑ тапнине туймастӑн, чӗре пӗр пек, ыррӑн та ҫемҫен тапать, кӑкӑр сарӑлать, сывлама ҫӑмӑл, ку вӑл ҫапла, ку вӑл чи тӗрӗсси: сывлама питӗ ҫӑмӑл. Ах, епле ҫӑмӑл! Ҫапла вара, пӗр сехет те, икӗ сехет те пӗр минут пекех вӗҫсе иртет, ҫук, минутсем те ҫук, ҫекундсем те ҫук, пачах та вӑхӑт ҫук, ҫывӑрса кайсан та вӑранатӑн: вӑранатӑн та — ҫывӑрса кайнӑранпа вӑхӑт нумай иртнине пӗлетӗн; мӗнле иртсе кайнӑ-ха ҫав вӑхӑт? — пӗр самант чухлӗ те ҫук вӑл; ҫывӑрнӑ хыҫҫӑнхи пекех; ывӑнни мар, пачах урӑхла, канса илнӗ пек туйӑнать, хӑвна хастар туятӑн, ӳт-пӳ те ҫӑп-ҫӑмӑл, каннипе пӗрех ҫав ӗнтӗ: эпӗ «сывлама питӗ ҫамӑл» терӗм, чи лайӑххи ҫакӑ пулать те ӗнтӗ. Куҫсем епле пӑхаҫҫӗ тата, мӗн чухлӗ унта вӑй, Вера Павловна: нимӗнле те куҫпа пӑхса ачашланӑ пек ачашласа килентерме ҫук. Юратури ытти пур туйӑмсем ҫак ачаш туйӑм тӗшне те тӑраймаҫҫӗ.

Пӗрмаях пӑхса савӑнса ларатчӗ, пӗрмаях пӑхатчӗ. Ах, епле килентерет вӑл пӑхни! Туйса курман ҫын ӑна ниепле те пӗлес ҫук. Ара, эсир, Вера Павловна, ӑна пӗлетӗр ӗнтӗ.

Куҫсене, алсене чуптӑвать, епле ывӑнмасть-ха вӑл чуптума, унтан кӑкӑра, урасене чуптӑвать, пӗтӗмпех, мана пӗрре те намӑс мар: эпӗ вӑл вӑхӑтра хальхи пекех пулнӑ вӗт. Пӗлетӗр вӗт эсир, Вера Павловна, эпӗ хӗрарӑм куҫӗнчен те вӑтанатӑп, чӑнах та; эпӗ епле вӑтанчӑккине сире пирӗн хӗрсем калама пултараҫҫӗ, эпӗ ҫавӑнпа уйрӑм пӳлӗмре пурӑнатӑп та ӗнтӗ.

Вӑл ман ҫине пӑхса савӑннӑ тата мана чуптунӑ чухне мана пӗртте намӑс марччӗ, питӗ лайӑхчӗ мана, сывлама ҫав тери ҫӑмӑлччӗ; эпӗ хамӑр хӗрсенчен вӑтанатӑп, анчах вӑл ман ҫине пӑхсассӑн вӑтанмастӑп. Мӗншӗн ҫапла-ха вӑл, Вера Павловна? Ман шутпа вӑл акӑ мӗншӗн ҫапла: вӑл мана яланах эпир унпа пӗр ҫын пулнӑ пек туйӑнатчӗ, пӗртте урӑх ҫын пулнӑ пек марччӗ. Ман ҫине пӑхаканни вӑл мар, эпӗ хамах хам ҫине пӑхнӑ пек, мана чуптӑваканни вӑл мар, эпӗ хама хам чуптунӑ пек туйӑнать, — чӑнах та, мана ҫавӑн пек туйӑнатчӗ; ҫавӑнпа мана намӑс мар та. Ара, эсир пӗлетӗр вӗт кӑна, сире кӑна каласа пама та кирлӗ мар. Анчах ун ҫинчен шухӑшлама пуҫласан, ниепле те ҫав шухӑша пӑрахаймастӑн. Ҫук, эпӗ каятӑп ӗнтӗ, Вера Павловна, урӑх ӗнтӗ пер япала ҫинчен те калаҫма юрамасть. Эпӗ Сашенька ырӑ ҫын тесе ҫеҫ каласшӑнччӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех