Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

санпала (тĕпĕ: сан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑхӑтпа япаласен нумай енлӗ ҫаврӑмӗнче эпир те тепӗр хут пулатпӑр санпала, ман савниҫӗм.

Во многообразном круговороте времени и вещества повторяемся и мы с тобою, моя возлюбленная.

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Эпир санпала килӗшместпӗр, сивлетпӗр сана.

Мы от тебя отмежуемся и осудим.

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Христос санпала!

Христос с тобой!

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пӗртен пӗр ачама та тата сана кӑна шеллетӗп эпӗ, санпала иксӗмӗр пурӑннӑ пурнӑҫ, пирӗн иксӗмӗрӗн юрату ҫакӑн пек кӗске пулнишӗн кӑна шеллетӗп.

И только жалко мне одного — дитя и тебя, что с тобой наша жизня, любовь была такая короткая.

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Турӑ пултӑр санпала, пӗтӗмпех арпаштарса ятӑн.

Бог с тобой, совсем запутала!

Кӑткӑс ӗҫ // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 95–99 стр.

— Кай, санпала… — терӗ вӑл.

— Ну тебя…

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Эсӗ ху та ӑна лайӑх ӑнланатӑн, эпӗ те ӑнланма пуҫларӑм, санпала паллашнӑ хыҫҫӑн.

Ты сам это хорошо понимаешь, я тоже стала понимать, как познакомилась с тобой.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Япӑх мана, пурӑнма питӗ кичем, санпала пӗрле тухса каяс куна, санпала пӗрле пурӑнас куна кӗтетӗп-кӗтетӗп — кӗтсе илейместӗп; ҫак ылханлӑ пурнӑҫ, малтан килӗшетчӗ пулин те, халӗ тӳсме ҫук йӑлӑхтарса ҫитерчӗ.

Плохо мне и очень скучно живется, не могу дождаться того дня, когда я уеду с тобой или буду жить вместе с тобой; надоела мне эта жизнь проклятая невозможно, хотя вначале и нравилась.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

— Йӗрки апла пулсассӑн, санпала эппин шуйттан пултӑр!

— Ну, коли форма, так чёрт с тобой!

Ялти эмелҫӗсем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 71–80 стр.

Эпир санпала ачаранпах туслӑ, — мӗне кирлӗ чин уйрӑмлӑхӗ ҫине пӑхма!

Мы с тобой друзья детства — и к чему тут это чинопочитание!

Мӑнтӑрккапа ырханкка // Митта Петӗрӗ. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 11–14 стр.

Мӗн пулчӗ-ха, Саня, санпала?

Что же, Саня, с тобой стало?

15-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫӑва патне эппин санпала, санӑн портерупа, шампанскипе!

Так черт с тобой и с твоим портером и шампанским!

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Ну, ҫӑва патне санпала! — терӗ те Тарантьев, шлепкине ҫамки ҫинерех пусса лартса, алӑк патнелле утрӗ.

— Ну, так черт с тобой! — отвечал Тарантьев, нахлобучив шляпу, и пошел к дверям.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Мӗнрен хӑрасси пур вара пирӗн санпала!

А что нам с тобой бояться!

24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Эпӗ офицер тата дворянин, ӗнер ҫеҫ сана хирӗҫ тӑрса ҫапӑҫнӑ, паян акӑ санпала пӗр кибиткӑра ларса пыратӑп, манӑн пурнӑҫӑн телейӗ пӗтӗмпех санран килет.

— Я офицер и дворянин; вчера еще дрался противу тебя, а сегодня еду с тобой в одной кибитке, и счастие всей моей жизни зависит от тебя.

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Манӑн санпала, тӗрӗссипе каласан, калаҫса пӑхмалла.

Мне, между прочим, необходимо с тобой поговорить.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Манӑн санпала калаҫмаллисем пур.

Мне нужно с тобой поговорить.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тутлӑ, тутлӑ паллашма, Сарӑ хӗрӗм, санпала; Анчах хурлӑх уйрӑлма, Юлап, тейӗн, чунсӑрах.

Сладко было спознаваться Мне, прекрасная, с тобой; Грустно, грустно расставаться, Грустно, будто бы с душой.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк. Уйӑрӑлни // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Урӑх эпӗ санпала калаҫмастӑп та.

— Больше я с тобой не разговариваю.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Эпир санпала юлатпӑр, юрать-и?

Мы с тобой останемся?

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех