Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XII сыпӑк

Пай: Суламифь

Автор: Антал Назул

Ҫӑлкуҫ: Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Хушнӑ: 2019.11.13 00:21

Пуплевӗш: 135; Сӑмах: 1626

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫемье

Соломон юратӑвӗн, пысӑкран пысӑк, аслӑран аслӑ юратӑвӗн ҫиччӗмӗш каҫӗ пулнӑ вара.

Тӗлӗнмелле лӑпкӑ та тарӑн артаклӑн курӑннӑ ҫак каҫ патшапа Суламифь ачашлӑхӗсем. Темӗнле шухӑша путаракан салхулӑх, асӑрхануллӑ именчӗклӗх, аякрине туйса тӑракан сисӗмлӗх ҫӑмӑл мӗлӗкепе чӗркесе лартнӑ тейӗнех вӗсен сӑмахӗсене, чуптӑвӗсемпе ыталашӑвӗсене.

Чӳрече витӗр тӳпенелле пӑхнӑ та — ҫунса пӗтекен каҫа ҫӗрлехи тӗттӗм ҫӗнтерсе пынӑ ӗнтӗ унта — куҫӗсене йӑвашшӑн та ачашшӑн чӗтренекен сенкертерех ҫутӑ ҫӑлтӑр ҫинче чарса тӑратнӑ Суламифь.

— Мӗн ятлӑ ҫак ҫӑлтӑр, ман савнӑскерӗм? — ыйтнӑ вӑл.

— Сопдит ҫӑлтӑр ку, — тенӗ патша. — Таса ҫӑлтӑр вӑл. Ут-пӳ вилнӗ хыҫҫӑн кашни ҫыннӑн чунӗ ҫавӑнта пурӑнать, теҫҫӗ пире ассирсен асамҫисем.

— Эсӗ ҫакна ӗненетӗн-и, патша?

Соломон тавӑрса каламан. Сылтӑм алли унӑн Суламифь пуҫӗ айӗнче пулнӑ, сулахаййипе вӑл ӑна ыталанӑ, — ун сывлӑшӗн ароматне пӗтӗмпех хӑй ҫинче, ҫӳҫӗсенче те тӑнлавӗсенче, туйса тӑнӑ хӗр.

— Вилнӗ хыҫҫӑн, тен, ҫавӑнта тӗл пулатпӑр эпир санпа, патша? — сехӗрленчӗклӗн ыйтнӑ Суламифь.

Каллех ним шарламасӑр ирттернӗ Соломон.

— Хуравласам мана мӗн те пулин, савниҫӗм, — хӑюсӑртараххӑн тархасланӑ Суламифь.

— Этем пурнӑҫӗ кӗске, анчах вӑхӑт вӗҫӗмсӗр, чӗрӗ тӗвӗ те вилӗмсӗр, — тенӗ кун хыҫҫӑн патша. — Ҫын вилет те хӑй ӳчӗн ҫӗрӗкӗпе ҫӗре самӑрлатать, ҫӗр пучаха апатлантарать, пучах пӗрчӗ ҫитӗнтерсе парать, этем ҫӑкӑр ҫиет те унпа хай ӳт-пӗвне тӑрантарать. Хисепсӗр, шутласа кӑларма ҫук нумай-нумай ӗмӗр иртет, тепӗр хут пула-пула тӑрать тӗнчере мӗнпурӗ — ҫынсем, тискер кайӑксем, чулсем, ӳсентӑрансем ҫӗнӗрен пулса тӑраҫҫӗ. Вӑхӑтпа япаласен нумай енлӗ ҫаврӑмӗнче эпир те тепӗр хут пулатпӑр санпала, ман савниҫӗм. Калӑпӑр, эпир иксӗмӗр тинӗсӗн вӗт чулне пысӑк миххе чӑп-тулли пуличчен тултаратпӑр та унта пурӗ те пӗртен-пӗр хаклӑ сапфир пӑрахатпӑр, михӗрен ҫак чула нумай хутчен кӑларсан, эсӗ хӑҫан та пулин ҫав хаклӑ япалана пурпӗрех тупатӑн, — ку та ӗнтӗ ҫакӑн пекех тӗрӗс. Тӗл пулатпӑр эпир санпала, Суламифь, анчах эпир пӗр-нӗрне паллаймастпӑр, апла пулин те пӗр-пӗрин патнелле тунсӑхлӑн та хаваслӑн талпӑнӗҫ пирӗн чӗресем, мӗншӗн тесен эпир санпа пӗрре курнӑҫнӑ ӗнтӗ, ман сӑпай, ман ҫепӗҫ Суламифӗм, анчах эпир куна астумастпӑр.

— Ҫук, патша, ҫук! Эпӗ астӑватӑп. Ман ҫуртӑн чӳречи айӗнче тӑрса, эсӗ: «Тухсам, хӳхӗм чиперукӑм, манӑн ҫӳҫӗм йӑлтах каҫхи сывлӑмпа йӗпеннӗ!» — тесе хама чӗннӗ чух, эпӗ палларӑм сана, эпӗ аса илтӗм сана, савнӑҫ та, шиклӗх те ҫатӑрларӗ ман чӗрене. Кала мана, патшамҫӑм, каласам, Соломон: эпӗ, ак, ыран вилес пулсассӑн, аса илӗн-и эсӗ иҫӗм пахчинчи хӑвӑн хура хӗрне, хӑвӑн Суламифьне?

Патша вара ӑна хӑй кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртаса тытнӑ та:
— Нихҫан та ан кала кун пек… Ан кала кун пек, о Суламифь! — пӑшӑлтатнӑ, пӑлханса кайнӑскер.
— Турӑ суйласа пани эс, эс чӑн-чӑнни, ман чӗремӗн майра-патши эс… Вилӗм тӗкӗнмест сана…

Пӑхӑрӑн ҫивӗч сасси янраса кайнӑ сасартӑк Иерусалим ҫийӗн. Сывлӑшра самайчченех хурлӑн чӗтресе те хумханса тӑнӑ вӑл, ҫапма чарӑнсан та-ха, ун вӑйкӑнакан ахрӑмӗсем чылайчченех янласа ҫӳренӗ.

— Изида храмӗнче вӑрттӑнлӑх вӗҫленчӗ ӗнтӗ ку, — тенӗ патша.

— Хӑрушӑ мана, хӳхӗмскерӗм! — пӑшӑлтатнӑ Суламифь. — Хура усал хӗсӗнсе кӗчӗ ман чуна… Манӑн вилес килмест… Сан ачашлӑвупа та киленсе ҫитме ӗлкӗреймен-ха эпӗ… Ытамласам мана… Хӑв ҫумна хытӑрах пӑчӑрта мана… Хурсам мана, пичет пек, хӑв чӗрӳ ҫине, куҫлӑ ҫӗрӗ евӗр, хӑв аллу ҫине!

— Вилӗмрен ан хӑра, Суламифь! Юрату та, вилӗм пекех, вӑйлӑ… Хӑвса яр тӗксӗм шухӑшсене… Кирлӗ-и, эпӗ сана Давид вӑрҫисем пирки, Суссаким фараонӑн ӗҫки-ҫикипе сунарӗсем ҫинчен каласа кӑтартатӑп? Офир ҫӗршывӗнче хывӑннӑ юмахсенчен пӗрне итлес теместӗн-и эсӗ?.. Кирлӗ-и, Вакрамадитӑн тӗлӗнтермӗшӗсем ҫинчен каласа паратӑп эпӗ сана?

— Кирлӗ, патшаҫӑм. Эп сана итленӗ чух ман чӗрем савнӑҫпа ӳссе кайнине эс хӑвах пӗлетӗн! Анчах мӑн-тӗр ыйтасшӑн эпӗ санран…

— О, Суламифь, мӗн кӑмӑлу пуррине — пӗтӗмпех! Ыйт манран пурнӑҫӑма — хаваспах паратӑп эп сана ӑна. Пурӗ те пӗрне, сан юратӑвушӑн ытла йӳнӗ тӳленине ҫеҫ шеллӗп эпӗ.

Кун хыҫҫӑн Суламифь телейӗ тулнипе тӗттӗмре кулса илнӗ те:
— Ыйтатӑп санран, — аллисемпе мӑйӗнчен яваласа лартса, хӑлхинчен пӑшӑлтатнӑ патшана, — ир килсе ҫитсен, пӗрле кайӑпӑр лере… иҫӗм пахчине…
Симӗс курӑк та кипариссемпе кедрсем унта, унтах тата эс, чул стена патӗнче, аллусемпе ман чунӑма тытса илсеттӗн… Ҫакна ыйтатӑп санран, савниҫӗм… Ҫавӑнта вара эп сана каллех хам ачашлӑхӑма парнелӗп…

Исленсе кайсах чуптӑва-чуптӑва илнӗ патша хай савнийӗн тутине.

Анчах Суламифь сасартӑк вырӑнӗ ҫинчен тӑрса ларнӑ та тӑнлама пуҫланӑ.

— Мӗн пулчӗ сана, ман пепкеҫӗм?.. Мӗн хӑратса пӑрахрӗ сана? — ыйтнӑ патша.

— Тӑхта, чунӑмҫӑм… кунталла килеҫҫӗ… Ҫапла… Ура сассисем илтетӗп эпӗ…

Суламифь калаҫма чарӑннӑ. Ҫав тери шӑп пулса тӑнӑ, питӗ шӑп, ҫакна кура вӗсем хайсен чӗрисем тапнине те ҫӑп-ҫӑмӑллӑнах илтнӗ.

Тем чӑштӑртатни илтӗннӗ алӑк хыҫӗнче, сасартӑк вара ним сассӑр та хӑвӑрттӑн уҫӑлса кайнӑ вӑл.

— Кам унта? — кӑшкӑрса ыйтнӑ Соломон.

Анчах Суламифь вырӑн ҫинчен сиксе аннӑ ӗнтӗ, пӗр хусканупах аллине ялтӑрти хӗҫ тытнӑ ҫыннӑн хура кӗлеткине хирӗҫ ыткӑннӑ. Вара, кӗскен те хӑвӑрттӑн чикнине пула витӗрех шӑтнӑскер, тӗлӗннӗ чухнехи пек, хуллен кӑшкӑрса ярса, ҫавӑнтах урайне тӳнсе кайнӑ.

Каҫхи лампада ҫутине хуплакан ахах экрана аллипе ҫапса аркатнӑ Соломон. Алӑк патӗнче вӑл хӗр ӳт-пӗвӗ ҫинелле пӑртаккӑн тайӑлнӑ, ӳсӗр ҫын евӗр, енчен енне сулкаланса тӑракан Элиава курнӑ. Ҫамрӑк нӳкер, Соломон пӑхнине чӑтаймасӑр, пуҫне ҫӗкленӗ те, куҫӗсемпе патшан тарӑхнӑ, хӑрушӑ куҫӗсене тӗл пулса, кӑвакарса кайнӑ, йынӑшса янӑ. Шанӑҫ пӗтнине туйса илнине тата сехӗрленсе ӳкнипе пичӗ ун илемсӗрленсе, ирсӗрленсе ларнӑ. Сасартӑк вара вӑл, тӗршӗнсе-пӗкӗрӗлсе, пуҫне плащ ӑшнелле пытарнӑ та, пӳлӗмрен, сехӗрленнӗ шакал пекех, хӑюсӑррӑн йӑпшӑнса тухма тапратнӑ. Анчах, пурӗ те виҫ сӑмах ҫеҫ каласа, чарса тӑратнӑ ӑна патша:

— Кам ирӗксӗрлерӗ сана?

Йӑлт чӗтреве ернипе шӑлӗсене шаккаса, хӑранӑран шуралса ларнӑ куҫсемпе, аран ҫеҫ илтӗнмелле персе янӑ вара ҫамрӑк салтак:

— Астис майра-патша…

— Тух, — хушнӑ Соломон. — Черетлӗ хурала кала, сана вӑл сыхласа, хуралласа тӑтӑр.

Керменӗн шутсӑр нумай пӳлӗмӗсем тӑрӑх кӗҫех ҫынсем вутсемпе чупкалама пуҫланӑ. Пур ҫӗрте те ҫутӑ ҫутса янӑ. Врачсем килнӗ, патшан ҫарпуҫӗсемпе тусӗсем пуҫтарӑннӑ.

— Патша, — тенӗ аслӑ врач, — халь тин наука та, турӑ та пулӑшаймасть. Ун кӑкӑрӗнче хӑварнӑ хӗҫе кӑларса илсен, вӑл ҫавӑнтах вилсе каять.

Анчах ҫав вӑхӑтра Суламифь тӑна кӗнӗ те лӑпкӑ кулӑпа каланӑ:
— Манӑн ӗҫес килет, — тенӗ.

Ӗҫсе тӑраннӑ хыҫҫӑн куҫӗсене вӑл Соломон ҫинче ачаш, ҫепӗҫ кулӑпа чарса тӑратнӑ та вӗсене текех ниҫталла пӑрман вара; патша, Суламифь пекех, ҫаппа-ҫарамасскер, ун вырӑнӗ умӗнче чӗркуҫленнипех тӑнӑ, урисем юнра ишнине те, аллисем кӗрен тӗспе пӗвенсе ларнине те асӑрхаман.

— Тав тӑватӑп сана, ман патшам, мӗнпуриншӗн: сан юратӑвушӑн, сан илемӳшӗн, сан ӑслӑлӑхушӑн, — ун ҫумне, шерпетлӗ ҫӑлкуҫ ҫумне ҫыпӑҫса ларнӑ пекех, тута-ҫӑварӑмпа сӗртӗнмешкӗн чармарӑн эсӗ мана. Чуптума парччӗ мана хӑв аллусене, хамран юлашки сывлӑш вӗҫсе тухса каймасӑр та ан илччӗ вара вӗсене ман ҫӑвар патӗнчен. Манран телейлӗрех хӗрарӑм нихӑҫан пулман, пулмӗ те. Тав тӑватӑп сана, ман патшам, ман савнӑскерӗм, ман чеченӗм. Сайра хутра аса илкеле хӑв чуруна, хӗвелпе ҫуннӑ хӑв Суламифьне. — Савнийӗ ҫине сапӑррӑн кулса пӑхса, ҫапла каланӑ хӳхӗм Суламифь йывӑррӑн.

Васкамасӑр, тарӑннӑн тавӑрнӑ ӑна хирӗҫ патша:

— Ҫынсем хӑҫан та хӑҫан пӗр-пӗрне юратма чарӑнмасӑр та, чунпала ӳт-пӳ илемӗ тӗнчере чи лайӑх, чи пылак ӗмӗт пулма пӑрахмасӑр та, тупа тӑватӑп сана, Суламифь, манӑҫӑнмӗ сан яту, ҫемҫе кӑмӑлпа та пысӑк пархатарлӑхпа кала-кала асӑнӗҫ ӑна нумай ӗмӗрсем хушши.

Ир тӗлне Суламифь ҫут тӗнчере пулайман вара.

Кун хыҫҫӑн патша ура ҫине ҫӗкленнӗ, хӑйне ҫӑвӑнмалли пама хушнӑ та ылтӑн скарабейсемпе тӗрленӗ чи паха, чи капӑр йӗпкӗн-хӗрлӗ хитон тӑхӑннӑ, пуҫӗ ҫине юн теслӗ рубинсенчен тунӑ кӑшӑл хунӑ. Унтан Ванейӑна хӑй патне чӗнсе илнӗ те:
— Ванея, — тенӗ лӑпкӑн, — эсӗ каятӑн та Элиава вӗлеретӗн.

Анчах старик аллисемпе питне хупласа лартнӑ, патша умне ӳпне персе аннӑ.

— Патша, Элиав — ман мӑнукӑм!

— Илтрӗн-и эс мана, Ванея?

— Патша, каҫар мана, ан хӑратсам мана хӑв ҫиллӳпе, кама та пулин урӑххине хушсамччӗ куна тумашкӑн. Элиав керменрен тухрӗ те храма чупса кайрӗ, чӳк вырӑнӗн мӑйракине ҫавӑрса тытрӗ. Эпӗ ватӑ, вилӗм ман ҫывӑхрах, ҫак икӗ хут тискер ӗҫе хам чун ҫине илме хӑю ҫитерейместӗп эпӗ.

— Анчах та, — хирӗҫленӗ патша, — эпӗ сана хам тӑванӑм Адоние вӗлерме хушсан, вӑл та ҫаплах чӳк вырӑнӗн таса мӑйракине тытнӑччӗ, итлемесӗр тӑтӑн-им вара эс мана, Ванея?

— Каҫар мана! Шеллесем мана, патша!

— Ҫӗкле хӑв питне, — хушнӑ Соломон.

Пуҫне ҫӗклесен, Ванея патша куҫӗсене курнӑ та урайӗнчен хӑвӑрт тӑнӑ, вара пӗр сӑмахсӑрах алӑк еннелле утнӑ.

Унтан Соломсон кермен пуҫлӑхӗ тата ӑна пӑхса-астуса тӑракан Ахиссар енне ҫаврӑннӑ та:

— Майра-патшана вилӗм аллипе парас теместӗп эпӗ, ан тив, хӑй пӗлнӗ пек пурӑнтӑр та хӑй кӑмӑлне кайнӑ ҫӗрте вилтӗр. Анчах ман пите нихӑҫан кураймӗ вӑл текех. Паян эс, Ахиссар, караван йӗркелетӗн те майра-патшана Иаффӑри гаване ҫити ӑсататӑн, лерен вара — Египета, Суссаким фараон патне, — хушнӑ вал. — Халӗ, ан тив, пурте тухчӑр.

Суламифь ӳчӗпе куҫа-куҫӑн пӗр-пӗччен юлсан, ун ҫепӗҫ сӑнпуҫӗн йӗрӗ-туртӑмӗсене вӑрахчен пӑхнӑ патша. Шурӑ пулнӑ Суламифь пичӗ, кунашкалах хитре вӑл унӑн хӑй чӗрӗ чух та нихӑҫан пулман. Ҫурма уҫӑ тутисем, — Соломон вӗсене шӑп та шай сехет каярах кӑна чуптунӑ, — ытарлӑн та киленӗҫлӗн кулнӑ, шӑлӗсем нӳрӗскерсем, вӗсен айӗнчен кӑштах ҫуталнӑ-ха.

Вӑрахчен пӑхнӑ патша хӑйӗн вилӗ савнийӗ ҫине, унтан пурнӑҫ ӑшшине ҫухатма пуҫланӑ ун ҫамкине пӳрнисемпе хуллен сӗртӗнсе илнӗ те васкаман утӑмсемпе пӳлӗмрен тухнӑ.

Алӑк хыҫӗнче ӑна Садоки ывӑлӗ Азария, пӗрремӗш священник, кӗтсе тӑнӑ.

— Мӗн тӑвас пулать-ха пирӗн ку хӗрарӑм ӳчӗпеле? — патша патне ҫывхарса, ыйтнӑ вӑл. — Шӑматкун халь.

Нумай ҫул каярах ашшӗ вилнине, хӑйӑр ҫинче выртаканскер, хӑвӑрттӑн пӑсӑлма пуҫланине аса илнӗ вара патша. Виле шӑршине сиссе пухӑннӑскерсем, ун таврашӗнче йытӑсем, выҫӑлӑхпа та ҫӑткӑнлӑха пула, ҫунса ялтӑракан куҫсемпе явӑнса ҫӳренӗ ӗнтӗ. Хальхи пекех ыйтнӑччӗ унран пӗрремӗш священник, Азария ашшӗ, хӑлтӑркка старик:

— Акӑ сан аҫу выртать, ун виллине йытӑсем ҫуркаласа тӑкма пултараҫҫӗ… Мӗн тумалла пирӗн? Патша ятне чысласа хисеплемелле-и те шӑматкуна мӑшкӑлламалла е, шӑматкуна тытса, аҫун ӳтне йытӑсене ҫитермешкӗн хӑвармалла?

— Хӑвармалла, — тавӑрнӑччӗ ун чух Соломон. — Чӗрӗ йытӑ вилӗ арӑсланран лайӑхрах.

Халь вара, пӗрремӗш священник сӑмахӗсем хыҫҫӑн, ҫакна аса илнӗ те вӑл, чӗри унӑн хуйхӑпа та шиклӗхпе хыттӑн хӗсӗнсе ларнӑ.

Вӑл, пӗрремӗш священнике ним тавӑрса каламасӑрах, малалла, суд залинелле утса кайнӑ.

Ирхине, ялан пулнӑ пекех, унӑн ик ҫыруҫи, Елихоферпа Ахия, папирус тӗркисене, хӑмӑшпа чернила хатӗр тытса, тронӑн икӗ енӗпе сарнӑ хаклӑ чӑптасем ҫинче выртнӑ ӗнтӗ. Патша килсе кӗнӗ чух вӗсем тӑнӑ та ӑна ҫӗре ҫити пуҫ тайнӑ. Ылтӑн эрешсемпе илемлетсе пил шӑмминчен тунӑ хӑй тронӗ ҫине ларнӑ та, пуҫне ывҫи ҫинелле тайӑлтарса, чавсисемпе ылтӑн арӑсланӑн ҫурӑмӗ ҫине тӗреннӗ Соломон, унтан хушнӑ:

— Ҫырӑр!

«Хурсам мана, тӑмха пек, хӑв чӗрӳ ҫине, куҫлӑ ҫӗрӗ пек, хӑв аллу ҫине, мӗншӗн тесен юрату, вилӗм пекех, вӑйлӑ, кӗвӗҫӳ, тамӑк евӗр, хаяр: унӑн сӑннисем — вутлӑ сӑнӑсем».

Кун хыҫҫӑн вӑрах хушӑ, питӗ вӑрахчен, чӗнмесӗр ларнӑ Соломон, ҫавна пула ҫыруҫисем те сехӗрленсе, сывлами пулса тӑнӑ, каярах тин:
— Хама кӑна хӑварӑр мана, — тенӗ вӑл.

Вара яра куна, каҫӑн малтанхи мӗлкисем палӑра пуҫличченех, хӑй шухӑшӗсемпе пӗччене-пӗччен тӑрса юлнӑ патша; ун патне, тем пысӑкӑш пушӑ суд залине, пырса кӗмешкӗн никамӑн та хӑюлӑх ҫитмен.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех