Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗринче сăмах пирĕн базăра пур.
пӗринче (тĕпĕ: пӗринче) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паллах ӗнтӗ, вӑл ҫак пӗр-пӗринпе йӗркеллӗн ларса тухнӑ шурӑ ҫуртсенчен пӗринче пурӑнать.

Конечно, он жил в одном из этих белых домиков, расположенных линиями, одна над другой.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗринче чарӑнӑва ҫитсе ӗлкӗреймерӗ Роза.

Однажды она не успела на остановку.

Кӗл чечексем // Валентина Элиме. Килти архив

Юлашкинчен тата, пӗринче тинӗсре инҫе-инҫе курӑнса кайнӑ пӑлхавҫӑ-броненосец, ишсе иртни ҫаплах вӑрттӑнлӑх пулман-и вара?

Разве, наконец, не было полным тайны видение взбунтовавшегося броненосца, появившегося однажды очень далеко в море?

II. Тинӗс // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӗсенчен пӗринче пӗчӗкҫӗ Петя та тем пысӑкӑш тӑваткӑл саспаллисемпе: «Атте, пирен кролик пур» тесе ҫырнӑ.

В одной из них маленький Петя приписал огромными, квадратными буквами: «Папа, у нас живёт кролик», — 

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗррехинче ҫапла, вӗсенчен тери мана пӗр летчик патне пыма чӗнет — теплушкӑсенчен пӗринче аманнӑ летчик выртатчӗ.

И вот однажды одна из них позвала меня к лётчику — раненый лётчик лежал в одной из теплушек.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫав вагонсенчен пӗринче — эпӗ.

А в одном вагоне — я.

19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Айккинчи ҫулсенчен пӗринче тӑватӑ тӗвеллӗ пысӑк вагон тӑрать, ун кивӗ маччине сирсе, ҫӗнӗрен тем ҫӳлӗш мачча хӑпартнӑ.

На одном из дальних путей большой четырехосный товарный вагон с разобранной и надстроенной крышей.

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫапла, телефонпа калаҫнӑ хушӑра, пӗринче эпӗ ҫывӑрнӑ кайнӑ, пӗр минутлӑха ҫеҫ ҫывӑрнӑ пулас та, ҫапах ҫав вӑхӑтра такам стенана тӑкӑр-тӑкӑр шаккаса илчӗ, эпӗ хам ӑҫта иккенне, хама мӗн пулнине астуса илеймесӗр сиксе тӑтӑм.

Я уснула после одного из таких разговоров, но спала, кажется, только одну минуту, когда кто-то быстро, коротко постучал в стену, и я вскочила, не понимая, где я и что со мной.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Саша хӑй ҫырӑвӗсенчен пӗринче хайсем пурӑнакан Карл Либкнехт проспектне вокзалтан мӗнле иртмеллине план тусах тӗплӗн кӑтартса ҫырнӑччӗ.

В одном из писем Саша подробно рассказывала и даже рисовала, как с вокзала проехать к ним, на проспект Карла Либкнехта, где они жили.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫырӑвӗсенчен пӗринче Петя сӑнне туса янӑччӗ, Петьӑн пӗр аллинче кӗнекеччӗ, тепринче — пӗчӗк ачаччӗ, пӗр сӑнарлахчӗ.

В одном из писем Петя был изображён с книгою в одной руке и с младенцем в другой, причём, как ни странно, они были похожи.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Саня Энскра тупнӑ ҫырусенчен пӗринче атте акӑ мӗнле ҫырнӑччӗ: «утмӑл йытӑран нумайӑшне Ҫӗнӗ Ҫӗр ҫинче чухнех персе вӗлермелле пулчӗ», тенӗччӗ.

В письме, которое Саня нашёл в Энске, отец писал, что «из шестидесяти собак большую часть ещё на Новой Земле пришлось застрелить».

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Урӑх ниҫта вырнаҫма та ҫукчӗ вӗсен, мӗншӗн тесен пӗтӗм хваттер те авалхи пысӑк кухньӑран ҫеҫ тӑратчӗ, ӑна вара пӳлӗмпе уйӑрнӑ та, пӗринче «чӑнласах тунӑ кухня» пур, тепри ӗнтӗ «кухня тени».

Больше им некуда было деться, потому что вся квартира состояла из одной большой старинной кухни, делившейся на «кухню вообще» и «собственно кухню».

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫавӑн пек самантсенчен пӗринче аллине сухари пӗрми тытса буфет патне пычӗ те хӑй мӗншӗн пынине те манса кайрӗ пулмалла.

В одну такую минуту она, вернувшись, зачем-то подошла к буфету с плетёной сухарницей в руках и, как видно, забыла, зачем подошла.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл ман вырӑна йышӑнчӗ, эпӗ инҫетри ҫурҫӗр линийӗсенчен пӗринче иккӗмӗш пилот пулма назначени илтӗм.

Он занял моё место, а я получил назначение вторым пилотом на одну из дальних северных линий.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Оренбург крепӑҫӗсенчен пӗринче комендант пулнин мар-и?

Того самого, что был комендантом в одной из оренбургских крепостей?

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ун ҫинчен шухӑшланӑ шухӑш манра вӑл хӑй пурнӑҫӗн чи хӑрушӑ саманчӗсенчен пӗринче мана шеллесе вӗлермесӗр хӑварнине тата манӑн пулас арӑма эсремет Швабринӗ аллинчен хӑтарнипе ним уйӑрӑлми ҫыхӑнса тӑрать-ҫке.

Мысль о нем неразлучна была во мне с мыслию о пощаде, данной мне им в одну из ужасных минут его жизни, и об избавлении моей невесты из рук гнусного Швабрина.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫакӑн пек каҫсенчен пӗринче эпӗ чӑтаймарӑм, Расщепейсем патне кайрӑм.

В один из таких вечеров я не выдержала и поехала к Расщепею.

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Слободкӑри ҫырма хӗррине туса лартнӑ пӳртсенчен пӗринче ытла ҫуттӑн курӑннине асӑрхарӑм; вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе йӗркесӗр шавлани те, кӑшкӑрашни те илтӗнет, унта ҫар ҫыннисем ӗҫкӗ ӗҫеҫҫӗ ӗнтӗ.

В одном из домов слободки, построенном на краю обрыва, заметил я чрезвычайное освещение; по временам раздавался нестройный говор и крики, изобличавшие военную пирушку.

Июнӗн 12-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Пӗринче вӑл сывлӑш ҫавӑрма чарӑнса та тӑчӗ.

и один раз даже остановился, чтобы перевести дух.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗринче тата кӑвайт ҫине сурса, шӑлӗсемпе шатӑртаттарса та илчӗ.

даже плюнул в костер и заскрипел зубами.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех