Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурӑнни (тĕпĕ: пурӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Гаврик ҫав тӗлӗнмелле матрос хальхи вӑхӑтра вӗсен пӳртӗнче пурӑнни ҫинчен систерсенех, Петян пӗтӗм вӗҫкӗнлӗхӗ пӗтсе ларнӑ пулӗччӗ.

Гаврику стоило только намекнуть, что этот самый таинственный матрос в данный момент находится у них в хибарке, как с Петьки тотчас соскочил бы всякий фасон.

XXI. Тупата // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫур ҫул хушши ӗҫсӗр аптраса пурӑнни — вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче кашни Совет ҫыннишӗнех мӑшкӑллӑ япала — пулман пекех!

Как не бывало полугода томительного безделья — томительного и постыдного для каждого советского человека во время войны!

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пур енчен те кунта манӑнни пек мар, йӑлтах урӑх пурнӑҫпа пурӑнни курӑнать, ҫавна кура эпӗ сасартӑк хам Мускавра пурӑннине, уйрӑмӑнах юлашки вӑхӑтра кичеммӗн те пӗр евӗрлӗ ирттернине туйса илтӗм.

Жизнь совсем другая, удивительно не похожая на мою, была видна во всём, и я вдруг почувствовала, что жила в Москве, особенно последнее время, однообразно и скучно.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кунта икӗ художник пурӑнни те курӑнать-ха, иккӗн ӗҫлеме тӑкӑс пулни те палӑрать.

Видно было даже, что здесь жили два художника и что им вдвоём было тесно.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Манашкӑра пурӑнни курӑнсах тӑрать.

— Сейчас видно, что в монашках жила.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ «ют ҫын ҫинче пурӑнни» килӗшместчӗ ӑна, килте вара — «тӗлӗнмелле пӳлӗм» иккен те, хӑй патне икӗ хут та «пырса шӑршлакаланӑ» Дора Абрамовнӑран хӑраса тӑрать-ха.

Ей не нравилось, что я «живу у чужих людей», а дома — «чудная комната», и она боялась какой-то Доры Абрамовны, которая уже два раза «забегала и нюхала».

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Темиҫе ҫултан эпӗ Стифансонӑн «Тарават Арктнка» ятлӑ кӗнекине вуласа тухрӑм, вӑрах вӑхӑт ҫывӑрмасӑр пурӑнни сиенлӗ иккенне туйса илтӗм.

Через несколько лет я прочитал «Гостеприимную Арктику» Стифансона и понял, что это была ошибка — так долго не спать.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тундрӑра, Пясина ҫыранӗнчен инҫех мар, виҫӗ талӑк хушши пурӑнни ҫинчен каласа та тӑмастӑп эпӗ.

Не стану рассказывать о тех трёх сутках, которые мы провели в тундре, недалеко от берегов Пясины.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мана Жуков ассистент инҫетри Ҫурҫӗрте пурӑнни ҫинчен сӑпайлӑн каласа пӗлтерчӗ.

Мне вежливо сообщили, что ассистент Жуков находится на Крайнем Севере.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл манран ҫурхи каникула мӗнле ирттерни, Энскра мӗнле ҫӳрени, Саньӑпа ваттисем мӗнле пурӑнни ҫинчен ыйтса пӗлчӗ.

Она спросила меня о весенних каникулах, о том, как я провел время в Энске, как поживают Саня и старики.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӗрӗссипе каласан, ман шутпа, эсӗ хӑвӑнтан нимӗн те пулмасть тесе пурӑнни лайӑх та вӑл.

И вообще, по-моему, это даже хорошо, что ты думаешь, что из тебя ничего не выйдет.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл темӗншӗн, хӑйӗн унта виҫӗ тӑванӗ, турра ӗненменскерсем, ҫавӑнпа мухтанаканскерсем, пурӑнни ҫинчен, вӗсенчен пӗри Гейдельбергра философи факультетне пӗтерни ҫинчен каласа пачӗ.

Она зачем-то рассказала, что у нее там живут три тетки, которые не верят в бога и очень гордятся этим, и что одна из них окончила философский факультет в Гейдельберге.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ман шутпа, ҫынсене вӗлерсе хурах пусса пурӑнни — виле ҫисе пурӑнни пулать те, — терӗм.

— Но жить убийством и разбоем значит по мне клевать мертвечину.

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Вӑл ӑҫта пурӑнни те паллӑ пулман — номерсенче курӑнать.

Неизвестно, где он жил, — наверное, в номерах.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӗскен кӑна хамӑр Энскра мӗнле пурӑнни, атте тӗрмере вилни, анне Гаера качча тухни ҫинчен каласа пама тиврӗ.

Пришлось рассказать — очень кратко — о том, как мы жили в Энске, как умер в тюрьме отец и мать вышла за Гаера.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Валька ҫав хирсенче песецсем пурӑнни, унта шӑтӑксем пурри ҫинчен каласа пачӗ.

Валька сказал, что на этих полях живут песцы, что у них есть норы и т.д.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл манран Кораблев мӗнле пурӑнни ҫинчен ыйтса пӗлчӗ.

Она спросила меня о Кораблеве — как он поживает,

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫавӑн пекех, темӗнле саманта кӗтсе ӗмӗр-ӗмер пурӑнни те усӑсӑр, ӑссӑр япала.

Но нет смысла и расчета ждать всю жизнь, когда выйдет случай пустить кольцо в дело.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Марья Ивановнӑпа пӗр-пӗрне курмасӑр пурӑнни маншӑн тӳсме ҫук йывӑр пулса ҫитрӗ.

Разлука с Марьей Ивановной становилась мне нестерпима.

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Вӑл вӗҫӗмренех манран ялта мӗнле пурӑнни ҫинчен тӗпчесе ларчӗ, — ыйтать те ответне хӑех парать.

Она все спрашивала меня, как нам жилось в деревне, – спрашивала и сама же отвечала.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех