Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

нимӗнех (тĕпĕ: ним) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нимӗнех те мар, майлаштарӑпӑр, — кулчӗ Степа.

— Ничего, осилим, — улыбнулся Степа.

21-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӗл пухасси, вӑрлӑх суйласси, пӗчӗк йӑрансем хушшинче чакаланасси — нимӗнех те мар-ха.

Собирать золу, перебирать зерна, копаться на грядках, каждая из которых с пятачок, — это еще куда ни шло.

19-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Куҫарманни нимӗнех те марччӗ-ха, — хӑвӑрттӑн каларӗ Маша.

— Это бы ничего, что не перевели, — торопливо заговорила Маша.

16-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Нимӗнех те пулман-ҫке…

— Да ничего такого…

14-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Нимӗнех те мар, Захар Митрич…

— Ничего, Захар Митрич…

14-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Нимӗнех те ыратмасть, асатте.

— Ничего не болит, дедушка.

7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Нимӗнех те мар, ку нимӗнех те мар, — терӗ арҫын ача, икӗ пӑр катӑкӗ пӗрлешессе кӗтсе ҫапла вӗсем ҫыран хӗррине тухрӗҫ.

— Ничего, девочка, ничего, — говорил мальчик в ушанке и пережидал, пока разводье не закрывалось, так они добрались до берега.

6-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗчӗк арӑмӗ вара политикӑра нимӗнех те тӗшмӗртейместчӗ пулӗ, ҫапах та хура ҫӳҫне ҫавӑрса кастарнӑ кӗрнеклӗ пуҫӗпе уха-уха илсе: — Лайӑх-ха, лайӑх-ха, — терӗ.

Маленькая жена едва ли разбиралась в политике, но кивала блестящей чёрной, стриженной в скобку головкой и всё говорила: — Холосо, холосо.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ытлашши нимӗнех те ҫукчӗ пулӗ пирӗн калаҫура, паспортистка ҫапах та кулас килменрен кулкаларӗ, кӳршӗри пӳлӗмрен вара чипер картус тӑхӑннӑ пӗр ытла лӑпкӑ ҫамрӑк ҫын васкамасӑр тухрӗ те ман ҫине тинкерсе пӑхрӗ.

Кажется, ничего особенного не было в этом разговоре, но паспортистка неестественно улыбнулась, а из соседней, тоже дощатой комнаты вышел очень спокойный молодой, с медленными движениями человек в хорошенькой кепке и внимательно посмотрел на меня.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ак нимӗнех те туман.

Почти ничего — 

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ытлашшийӗ нимӗнех те ҫук, виҫӗ вӑтам танк!

Ничего особенного, средние танки!

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑйсен ӗҫӗсемпе тертленен палламан ҫынсен пуҫӗсем урлӑ эпир пӗрне-пӗри ала тӑсрӑмӑр, ҫавӑнпа-и тен, ун ҫинчен эпӗ нимӗнех те ыйтса пӗлменнишӗн ӳкӗнсе шухӑшларӑм.

Через головы чужих, озабоченных, занятых своими делами людей мы протянули друг другу руки, и, быть может, поэтому я подумала с раскаянием, что почти ничего о нём не узнала.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чӑнах та, ытлашши нимӗнех те ҫук, ман ҫинчен мар-ҫке, Дюльдяль ҫинчен ҫырнӑ, мӗн пулсан пулать, вуласа парам-ха, терӗм.

И правда, речь тут шла не обо мне, а о лошади, я в этот раз решилась и прочла ему вслух место о Дюльдяле.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Саньӑна эп кашни кун ҫыру ҫырма пултӑм, анчах кашни кун ҫырмаллӑх нимӗнех те ҫукчӗ: ӗлӗкхи пекех эпӗ Кира патӗнче пурӑнаттӑм, нумай вулаттӑм та ӗҫлеттӗм, ӗҫлемелли вырӑнӑм майлах та марччӗ, коллекци ещӗкӗсем тӗпелтех тӑратчӗҫ, карттӑна та рояль ҫинчех ҫырмалла пулчӗ.

Я обещала Сане писать каждый день, но каждый день писать было не о чем: по-прежнему я жила у Киры, много читала и работала, хотя это было не очень удобно, потому что ящики с коллекциями так и стояли в передней, а карту приходилось чертить на рояле.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ нимӗнех те тӑваймарӑм, Саня пулман пулсан хам атте ҫинчен те нимӗн те пӗлеймен пулӑттӑм, пӗтӗм асӑмра тӑрса юлни те, ҫав, аттене ӑсатнӑ юлашки кун — Энск вокзалӗнче атте мана аллине илсе ҫӳле ҫӗклерӗ те, сиктерсе ярса, хӑйӗн пысӑк та ырӑ аллисемпе тытрӗ — ҫавна ҫеҫ астӑватӑп.

Я не сделала ничего и, если бы не Саня, даже не узнала бы о своём отце ничего, кроме того, что мне было известно в тот прощальный день на Энском вокзале, когда отец взял меня на руки и в последний раз высоко подкинул и поймал своими добрыми, большими руками.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Каярахпа вӗсем нимӗнех те ӑнланманни палӑрчӗ, тухтӑр вара тарӑхса алӑ сулчӗ те суранланнӑ ҫынна, ӑна пулӑшма каякан самолета аллисемпе туса кӑтартма тытӑнчӗ.

Потом выяснилось, что они ничего не поняли, и доктор, с досадой махнув рукой, стал изображать раненого человека и самолёт, летящий к нему на помощь.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан тӗттӗм каҫ пуҫланчӗ, эпӗ тепӗр хут тӗкӗр ҫине пӑхрӑм, анчах нимӗнех те асӑрхаймарӑм.

Потом наступила ночь, так что, когда я снова посмотрел в зеркало, я больше уже ничего не увидел.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эпӗ сана нимӗнех те каламарӑм вӗт.

— Я тебе ничего не сказал.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӳртре нимӗнех те улшӑнман, пурте ӗлӗкхи вырӑнчех.

Ничто в доме не изменилось, все было на прежнем месте.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ алӑк ҫинчи ҫӑрана е алӑкне ҫӗмӗрсе кӑларма тапӑнса пӑхрӑм, анчах, алӑкӗсем юманран пулнипе тата пысӑк ҫӑра ҫӗмӗрӗлми пулнипе, нимӗнех те тӑваймарӑм.

Я попытался сбить замок, а двери выломать, но двери были дубовые, а огромный замок несокрушим.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех