Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 14-мӗш сыпӑк

Пай: Стожар

Автор: Валентин Урташ

Ҫӑлкуҫ: Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.10.19 01:52

Пуплевӗш: 140; Сӑмах: 1196

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Хуҫасӑр ҫурт — тӑлӑх ҫурт

Шкултан тухсан, Санька амӑшӗ патне хире кайрӗ.

Хирте тырӑ акатчӗҫ.

Ҫӗре, турапа туранӑ пек, сӳрелесе пӑрахнӑ.

Кивӗ Пушҫӗр хӗрринче, Катерина участокӗ патӗнче Санька Захар Векшина асӑрхарӗ. Кӑкӑрӗ ҫинчи кунтӑкӗ пиҫсе ҫитнӗ кавӑн пекех курӑнать. Вӑл шурӑ пир кӗпе тӑхӑннӑ, ҫарапуҫӑн. Старик хир тӑрӑх сылтӑм аллине меллӗн сула-сула, хӗвел ҫинче йӑлтӑртатса тӑракан ылтӑн ҫумӑр витӗр мӑнкӑмӑллӑн акса ҫӳрет. Чикӗре Маша, Федя, Степа тырӑ акнине пӑхса тӑраҫҫӗ.

Участок вӗҫне ҫитсен, Захар пушаннӑ кунтӑкне шаккаса:
— Вӑрлӑх пӗтрӗ! Васкатарах парӑр-ха унта… — тесе кӑшкӑрчӗ.

Машӑпа Федя пуринчен малтан ҫул ҫине чупса тухрӗҫ. Тӳпемрех вырӑналла михӗсем тиенӗ лав хӑпарать. Катеринӑпа Лена Одинцова ӑна хыҫалтан тӗртсе пыраҫҫӗ.

Кӗтмен ҫӗртенех тевӗш татӑлса кайрӗ те лав чарӑнчӗ. Катерина лашана тӑварчӗ, татӑлнӑ тевӗше сыпрӗ. Анчах та лашана ҫӗнӗрен кӳлесси ҫӑмӑлах пулмарӗ. Хальхинче ӑна лӑпкӑ та йӑваш Муромец мар, ашкӑнма юратакан урхамах Лиска кӗсре лекнӗ. Вӑл ҫул аяккинчи ҫамрӑк курӑк ҫине тӑрӑнчӗ те, — пӗр эрне выҫӑ усранӑ тейӗн ҫав, — ниепле те турта хушшине кӗмерӗ.

Катерина тарӑхнипе лашана тилкепепе хӑмсарчӗ. Лиска шартах сикрӗ, аяккалла пӑрӑнчӗ, вара хир тӑрӑх сиккипе вӗҫтерчӗ.

Санька лашана хирӗҫ чупрӗ. Лешӗ самантлӑха чарӑнӗ, ача ҫине чалӑшшӑн, чеен пӑхса илсе, «тытма тӑр-ха мана», тенӗ пек, тепӗр еннелле пӑрӑнса кайрӗ.

Ачасем Катеринӑна ҫавӑрса илчӗҫ. Пушӑ кунтӑкӗпе Захар ҫитрӗ. Хӑмӑчӗ-мӗнӗпех таракан Лискӑна курсан, тӗлӗнсе кайрӗ, кӑмӑлсӑр пулса, пуҫне пӑркаларӗ.

— Нимӗнех те мар, Захар Митрич… Кунта инҫе мар, хамӑр йӑтӑпӑр, — ӑнран каяс пек каларӗ те Катерина, никам ҫине пӑхмасӑр тулли миххе ҫурӑмӗ ҫине ҫавӑрса хума тӑчӗ.

— Ӑсран тайӑлтӑн-им! — кӑшкӑрса пӑрахрӗ ӑна Захар. — Михӗре ултӑ пӑт вӗт!

— Катя, инке, кирлӗ мар! — чупса пычӗ ун патне Маша, хӑй йӗри-тавралла пӑхса ҫаврӑнчӗ. Ҫул хӗрринче выртакан икӗ вӑрӑм шертесене асӑрхарӗ. — Енчен туртса пымалла тусан…

Санька ниҫта кайса кӗме пӗлми намӑсланнӑ пек пулчӗ. Часах колхозницӑсем ҫитӗҫ, бригадир ҫитӗ, амӑшӗнчен кулма пуҫлӗҫ. «Лашана хӑмӑчӗ-мӗнӗпех тартнӑ, тейӗҫ. Нихҫан пулман кун пекки», — тейӗҫ.

Ҫук, халӗ кая юлман, тем тесен те, Лискӑна тытмаллах.

Санька хирелле чупрӗ, анчах та Лиска чее те усал ӑслӑ пулнӑ. Вӑл хӑйне курӑк ҫинӗ пек тӑвать: Санькӑн алли йӗвен патнелле ҫывхарсанах, аяккалла сиксе тарма тытӑнать. Тепӗр хӗрӗх минутран ҫеҫ Санька, Лискӑна шыв хӗрринелле хӗстерсе, ярса тытрӗ. Вӑл лашана ҫӑварлӑхларӗ, утланса ларчӗ те сиккипе вӗҫтерчӗ, Лиска кайри урисене ҫӳлелле ывӑтрӗ. Санька ун ҫинче сӑпса пекех ҫыпӑҫса ларнӑ. Лиска вара хӑйӗн юратнӑ мелне хута ячӗ: чупса пынӑ ҫӗртенех выртрӗ те ҫурӑмӗ ҫинче йӑваланма пуҫларӗ. Анчах Санька та кампа мӗнле пулмаллине пӗлет, вӑл ҫав вӑхӑтра сиксе тӑрса аяккалла пӑрӑнчӗ. Урисемпе сывлӑшра тапкаланса курӑка чылаях лӳчӗркенӗ хыҫҫӑн лаша ура ҫине тӑчӗ, ҫав вӑхӑтрах, Санька та ун ҫине тепӗр хут утланса ларчӗ.

Лиска ачана улталас ҫуккине сиссен тин лӑпланчӗ. Санька ӑна урапа патне илсе пычӗ, ҫӗнӗрен кӳлчӗ те михӗсене леҫсе пачӗ.

Каҫ пуласпа таврӑннӑ чухне Девяткинсен ҫурчӗ ҫумӗпе иртсе пынӑ май ӑна хирӗҫ Петька чупса тухрӗ. Вӑл кашт кӑна пуклак пуҫлӑ сарӑ пушмакне ташлама пуҫланӑ чухнехи пек тапса ҫатлаттарса илчӗ, урисене ҫӳлелле ҫӗклесе хулӑн патушисене кӑтартрӗ.

— Куратӑн-и, ҫӗнӗ пушмак, Коншак! Шыв та ямасть, ҫӗтӗлмест те…

Санька сӑранне тытса пӑхрӗ, унтан хӑйӗн ҫӗтӗлсе кайнӑ аттисем ҫинелле пӑхрӗ — ҫуллаччен чӑтаймаҫҫӗ те пулӗ ҫав.

— Лайӑх пушмак, нимӗн те калаймӑн. Ӑҫтан илнӗ ӑна?

— Пӗлес килет-и? — куҫне хӗсрӗ Петька. — Ман анне, кирлӗ пулсан, ҫӗр чавса кӑларӗ, урине ватса туса парӗ, — унтан, вӑл темскер асне илсе, кулса ячӗ. — Эсӗ темӗн ан шухӑшла… Ку законлӑ япала. Якку кукка, аннен шӑллӗ, хуларан парса янӑ. Вӑл унта атӑ-пушмак эртелӗнче чи лайӑх ӑстаҫӑ.

Евдокия кантӑкран пӑхрӗ, Петькӑна апат ҫиме чӗнчӗ.

— Э-э, тӑванӑм! — асӑрхарӗ вӑл Санькӑна. — Кӗр-ха, кӗр, тахҫантанпах эсӗ пирӗн патӑрта пулман.

Санька ирӗксӗртен кӑна пӳрте кӗрсе тӑчӗ.

Евдокия хурантан пӑсланса тӑракан купӑста шӳрпи антарчӗ, ҫӑкӑр касса хучӗ.

— Лар-ха, Саня, ҫи.

— Выҫман-ха, тутӑ эпӗ, Дуня инке! — терӗ Санька.

— Кайран тутӑ тейӗн, купӑста шӳрпи сыпсан. Эпӗ сирӗн кил-йыш туттине выҫҫине питӗ лайӑх пӗлетӗп. Аннӳ иртен пуҫласа каҫченех ӗҫре, а эсир, тӑлӑхсем, типӗлле чӑмласа ларатӑр.

Санька тӗрлӗ май пӑркаланчӗ пулин те, Евдокия ӑна пурпӗрех сӗтел хушшине лартрӗ.

— Мӗн пулнӑ унта паян сирӗн амаҫури аннӗре?

— Нимӗнех те пулман-ҫке…

— Эсӗ ытлашши ан кӗр ун хутне! Халӗ те пурте пӗлеҫҫӗ, — пуҫне пӑркаларӗ Евдокия. — Хӑмӑтлӑ лашана тартнӑ! Ун пекки ҫӗр ҫулта пӗрре кӑна пулать. Каларӑм эпӗ ӑна, — лар, Катерина, терӗм, конторӑрах, ҫынсене ан култар, терӗм. Ҫук, итлемерӗ. Уй-хире каяс килет, тет. Ҫынсене пухрӗ… Намӑс курмалли кӑна, бригада мар. Ни улӑмне, ни тыррине — нимӗн те тӑваймаҫҫӗ вӗсем.

Санькӑна аван мар пулчӗ.

— Аннӳпе эсир ырринех курас ҫук, — терӗ малалла Евдокия, — йыш пысӑк сирӗн, тӑрантараканни никам та ҫук. — Вӑл Санька ҫине ҫав тери хӗрхеннӗ пек пӑхса илчӗ, Санькӑн ҫавӑнтах пӳртрен тухса тарасси килчӗ. — Калаҫҫӗ вӗт, хуҫасӑр ҫурт — тӑлӑх-турат тесе. Вӑхӑт ӗнтӗ сана, ӗҫ патне ҫыпӑҫма. Вӗренни ӗнтӗ вӑл, начарах та мар, анчах унпа тутӑ пулаймӑн. Эпӗ вӑт хамӑн Петӗре хулана илсе кайса атӑ ҫӗлекене кӗртесшӗн-ха. Эсӗ те унпа пӗрле вӗҫтер. Темле пулсан та, ӑста ҫын пулатӑн. Мана санӑн аннӳ те вилес умӗн, аҫу та вӑрҫа кайнӑ чухне пирӗн Александра ан пӑрах тесе хӑварчӗ.

Евдокия йӗре-йӗре, ахлата-ахлата Санькӑшӑн кулянанҫи пулчӗ. Санька, ун сӑмахӗпе, тӑлӑх-турат, килти каснӑ чӗлӗ ҫеҫ иккен, амаҫуришӗн ют юн пулать иккен, Санькӑн ҫӗре кӗнӗ амӑшне аса илтересшӗн пулчӗ. Вӑл хӑй ачасемшӗн хуйхӑрнӑ та, тӑрӑшнӑ та иккен, вӗсем кӳршипе те ҫав тери килӗштерсе пурӑннӑ, шывпа та вутпа та уйӑрмалла мар, темелле.

Санька сивӗ тытнӑ чухнехи пек ҫӳҫенкелесе, хуйхӑрса алӑк ҫине пӑха-пӑха илчӗ. Сасартӑк Евдокия тӑчӗ те йӗппе ҫип илсе, пӳрнескине тӑхӑнса Санькӑн ҫӗтӗлнӗ чавсине ҫӗлеме тытӑнчӗ; «пӑрахӑҫа тухнӑ эсӗ, манса кайнӑ сана» текелерӗ вӑл.

Ҫук, Санька тӳсеймесӗр сӗтел хушшинчен тухрӗ.

— Эпӗ каятӑп, Дуня инке…

— Каях, тӑлӑх-турат… Мӗн те пулин кирлӗ пулсан, кӗрсе тух, вӑтанса ан тӑр вара. Эпӗ сана хам ачасене юратнӑ пекех юрататӑп.

Килӗнче Санька вӑрахчен крыльца ҫинче ларчӗ, каҫхи урама итлерӗ: таҫта ӗне суни илтӗнчӗ, йытӑ вӗрни, хут-купӑс выляни янрарӗ.

Кӳршӗ арӑмӗ «хуҫасӑр ҫурт — тӑлӑх-ҫурт»… тенине асне илчӗ. Лайӑх хуҫаччӗ вӗсен ашшӗ хӑйсен килӗнче. — Колхозниксем ун патне канашласа ларма ҫӳретчӗҫ. Вӑл каланипех утӑ ҫулма, тырӑ вырма тухатчӗҫ. Халӗ кам ҫӳрӗ ӗнтӗ Коншаковсем патне?

Катерина ӗҫрен таврӑнчӗ.

— Лиска ывӑнтарчӗ пулӗ сана, Саня!? — ыйтрӗ Катерина. — Ытла та ухмахла лаша лекрӗ ҫав паян!

— Лаши лашах-ха. Ӑна ҫапма юрамасть. Нимӗн те пӗлместӗн вӗт! — тӗртсе илчӗ те ӑна Саня, шӑппӑн хашлатса ячӗ. — Пӗр те пӗр каласан, ҫыхланмалла марччӗ санӑн ҫав Кивӗ Пушҫӗрпе. Ни тыррине, ни улӑмне илеймӗр, Татьяна Родионовнӑна кала-ха, вӑл сана счетовода лартать.

Катерина ун еннелле ҫаврӑнса, тӗттӗмре вӑрахчен ҫуталса тӑракан тӑван мар ывӑлӗ ҫине пӑхса тӑчӗ.

— Кам каласа тултарчӗ сана ҫавӑн пек? Мӗн, эсир мӗскӗнсем-и, суккӑрсем-и, чӑлахсем-и? Ҫынсем вара халӗ вӑрҫӑчченхи пекех пурӑнаҫҫӗ тетӗн-им? Пурне те ватаҫҫӗ, пурне те ҫӗнӗрен тӑваҫҫӗ. «Ни тырӑ, ни улӑм». Ан хайнӑ пултӑр, Саня, мана ҫакӑн пек сӑмахсем калама! Ан ҫилентер мана!

Санька ҫенӗхе кӗрсе хывӑнчӗ, хӑех хӑмаран ҫапса тунӑ кутник сакки ҫине хӑпарса выртрӗ. Гимнастеркине яланхи йӑлипе минтер айне хучӗ. Унӑн кӗсйинче ҫыру чӑштӑртатрӗ, витсе пӗтереймен ҫенӗх ҫивиттийӗ витӗр аякри-аякри сивӗ ҫӑлтӑрсем ҫутатаҫҫӗ. Таҫта ҫавсен хушшинчех пӗчӗк те ҫутах мар Стожар ҫӑлтӑрӗсем пулмалла. Ҫав ҫӑлтӑрсем ҫине пӑха-пӑха Санька амӑшӗпе пӗр чӗнмесӗр хирӗҫсе выртрӗ.

Вӑл, амӑшӗ ытлашши харсӑрланать, хӑйӗн вӑйне ӗненет, тесе шутларӗ. Мӗн тӑвӗ-ши вӑл Санька хӑй кӑкӑрӗ кӗсйинче илсе ҫӳрекен ҫыру ҫинчен пӗлсен? Пӗлмеллех вӗт вӑл, пӗлме кирлӗ. Мӗнле пурӑнӗҫ вара вӗсем, Коншаковсем?

Ҫук, вӑхӑт ҫитнӗ ӗнтӗ ӑна хуҫалӑхра ӗҫлеме, уй-хире тухма. Тен, чӑнахах та хулана каймалла пулӗ, Евдокия каларӗшле? — атӑ ҫӗлеме вӗренме. Алӑсти вӗт, ҫемьене пулӑшу пулать. Анчах кил-ҫурта кам пӑхӗ вара ун чухне.

Ҫапла, шутласа кӑлараймасӑрах, Санька ҫывӑрса кайрӗ. Ҫӗрӗпех ӑна тӗлӗкре тирек курӑнчӗ. Кӗркуннеччен инҫе пулин те, вӑл турачӗсене уснӑ пек, ҫулҫисене тӑкнӑ пек.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех